Latin

Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 15

Total number of words is 4207
Total number of unique words is 1808
48.0 of words are in the 2000 most common words
68.4 of words are in the 5000 most common words
74.4 of words are in the 8000 most common words
Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
çавăнталла кайма пуçланă, унтан пуçĕпе хулпуççийĕсене пĕр пысăках мар шăтăк
ăшне чиксе пăхнă та, хăй умĕнче аслă Миссисипи шывĕ юхса выртнине курах кайнă.
Шухăшласа пăхăр-ха, çĕрле пулнă пулсан, вăл çутă йăлтăртатнийе курас та çукчĕ,
галерея вĕçнех çитсе пăхас шухăш та унăн пуçне кĕрес çукчĕ. Унтан вăл савăнăçлă
хыпарпа Бекки патне епле таврăнни çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл таврăнсан, Бекки
ăна çапла каланă: «Эсĕ çавăн пек пустуй япаласемпе ман çума ан çыпçăн-ха, мĕншĕн
тесен эпĕ ывăннă, эпĕ хам часах вилессине пĕлсе тăратăп, çавăншăн эпĕ хĕпĕртетĕп»,
— тенĕ. Том ăна епле çавăрса хăтланни çинчен, тата, çутă кăвак кун çутине курсан,
Бекки хĕпĕртенипе кăштах вилсе кайманни çинчен каласа кăтартрĕ. Хăй тăвăр
шăтăк витĕр епле тапаланса тухни çинчен, унтан Беккие пулăшни çинчен каларĕ:
хăйсем çĕр çине ларса хĕпĕртенипе макăрса яни çинчен те каларĕ. Çав вăхăтрах
вĕсем патĕнчен темĕнле çынсем кимĕпе ишсе иртсе каяççĕ-мĕн. Том вĕсене чĕнсе
илнĕ: «Эпир çакăнта çер айĕнчи шăтăк ăшĕнчен тухрăмăр, пирĕн шутсăрах çиес
килет», — тенĕ.
Çынсем малтан ĕненмен, мĕншĕн тесан ун пек ниепле те пулма
пултараймасть, тенĕ вĕсем: «Эсĕр халĕ ларакан вырăн çĕр айĕнчи шăтăк ăшнелле
кĕрсе каймалли вырăнтан пилĕк миля анатарах-çке», — тенĕ. Унтан çынсем çапах та

ачасене кимĕ çине лартнă та пĕр çурта илсе кайнă, каçхи апат çитернĕ, икĕ-виçĕ
сехет кантарнă та унтан килне леçсе хăварнă.
Тул çутăличчен Тэчер судьяна тата ăна пулăшса çӳренĕ çынсене çĕр айĕнчи
шăтăк ăшĕнчен кантрасемпе туртса кăларчĕç те (вĕсем унта кантрасемпе çыхăнса
ларнă пулнă-мĕн) вĕсене савăнăçлă хыпар каласа кăтартрĕç.
Виçĕ кун та виçĕ каç ывăнса, выçса пурăнни ахаль иртсе кайма пултарайман,
ăна Томпа Бекки часах туйрĕç. Юнкун кунĕпех тата кĕçнерникунне те вĕсем вырăн
çинче выртсах ирттерчĕç, выртнăçемĕн вĕсене тата хытăрах ывăннă пек туйăнчĕ. Том
кĕçнерникунне тăрса çӳрекелеме пуçларĕ, эрнекун хула тăрăх çӳреме тухса кайрĕ,
шăматкун вара вăл маттурах пулчĕ теме пулать. Анчах Беккийĕ вырсарникунчченех
пӳлемрен тухмарĕ, кайран тухсассăн та, вăл йывăр чирпе чирлесе выртнă сăнлăн
туйăнчĕ.
Гек чирлени çинчен илтсенех, Том эрнекунах ăна курма тесе кайрĕ. Анчах ăна
чирлекен патне вăл кунне те, шăматкун та, вырсарникун та кĕртмерĕç. Кайран вара
ăна кашни кунах кĕртме пуçларĕç, çапах çĕр айĕнчи шăтăкра мĕн пулни çинчен
калама хушмарĕç, чĕрене хумхатса яма пултаракан темăсене те тивме хушмарĕç.
Вĕсем сăмахланă чухне тăлăх арăм Дуглас яланах унта пулчĕ, Том ан калаçтăр тесе,
вăл яланах ăна астуса тăчĕ. Кардиф тăвĕ çинче мĕн пулса иртни çинчен Том хăйĕн
килйышĕнчен те илтрĕ. Çавăн пекех ăна пĕр çапкаланчăкăн виллине пристань
патĕнче, шыв ăшĕнче, тупни çинчен те каласа кăтартрĕç: хăвалакансенчен тарса
хăтăлма хăтланса, вăл шыва анса кайнă пулмалла.
Çĕр айĕнчи шăтăкран хăтăлса тухсан, пĕр икĕ эрнерен Том Гека курма кайрĕ.
Çав вăхăталла Гек çителĕклех вăй илсе çитнĕччĕ, кирек мĕн çинчен те калаçма
пултаратчĕ, ытлашши хумханса кайнипе тем пуласран та хăрамаллах марччĕ ĕнтĕ.
Судьян çурчĕ çул çинче пулнă майĕпе Том унта Беккие курма та кĕчĕ. Судьяпа унăн
паллакан çыннисем Тома сăмахлаттарма пуçларĕç, тахăшĕ вара шӳт туса: «Санăн
çĕр айенчи шăтăка татах кайса курас килмест-и?» — тесе ыйтрĕ. Том çапла каларĕ:
«Ия, эпĕ халех те кайма хатĕр», — терĕ.
— Эпĕ сан хыççăн каяс текеннисем татах тупăнасси тĕлĕшпе пĕрре те
иккĕленместĕп, Том, — терĕ судья, — анчах эпир вĕсене май тупрăмăр. Халĕ ĕнтĕ
çав çĕр айĕнчи шăтăкра никам та, нихçан та текех аташса каяс çук.
— Мĕнле апла? Ма?
— Мĕншĕн тесен эпĕ, икĕ эрне пулать ĕнтĕ, алăкне листаллă тимĕр
тыттартăм та виçĕ çăрапа питĕрсе ларттартăм. Уççийĕсем ман алăра.
Том шурă пир пекех шуралса кайрĕ.
— Мĕн пулчĕ сана, ача? Эй, кам та пулин кунта килĕр, пĕр стакан шыв парăр!
Шыв илсе килчĕç. Тома питĕнчен сирпĕтрĕç.
— Ну, вăт, халĕ ĕнтĕ иртсе кайрĕ. Мĕн пулчĕ вара сана, Том?
— Ох, судья, унта, çĕр айĕнчи шăтăкра... Джо индеец!

Вăтăр виççĕмĕш сыпăк
ДЖО ИНДЕЕЦ ПУРНĂÇĂН ЮЛАШКИ КУНĔСЕМ
Пилĕк минут хушшинче çĕнĕ хыпар пĕтĕм хулана сарăлчĕ. Пăртак тăрсан,
вуникĕ кимĕ, çынсем тиесе, Мак-Дугал шăтăкĕ патнелле кайрĕ. Вĕсем хыççăн туптулли пассажир тиесе пăрахучĕ те шурĕ. Том Сойер Тэчер судьяпа пĕрле пĕр киме
çинче пычĕ. Алăка уçса ярсанах, пырса çитнĕ çынсем çĕр айĕнчи шăтăк
тĕттĕмлĕхĕнче хурлăхлă япала курчĕç. Çер çинче Джо индеец вилли выртать, унăн

куçĕсем юлашки минут çитичченех çутăшăн тата ирĕклĕ тĕнчери савăнăçа курасшăн
çуннă пек; вăл хăй питне алăк çурăкĕ çумне тĕршĕнтернĕ. Томăн кăмăлĕ çемçелсе
кайрĕ, мĕншĕн тесен вăл çав мĕскĕн çын мĕнле хĕн-хур тӳссе ирттернине хăйĕн
опычĕ тăрăхах аван пĕлсе тăчĕ. Вăл хĕрхенме пуçларĕ, анчах çав вăхăтрах тата ăна
шутсăрах çăмăллăн туйăнса кайрĕ. Хăй çав юн юхтаракан усал çын çинчен судра
каласа кăтартнăранпа вăл яланах хăраса çӳретчĕ, хăраса çӳресси хăйшĕн йĕпле
йывăр пулнине вăл халĕ çеç чăнипех ăнланса илчĕ.
Хăйпе юнашарах метисăн кукăр çĕççийĕ выртать, вăл çурмалла хуçăлса
кайнă. Алăкăн аялти урлă хунă хулăн хăмине пĕтĕмпех çав çĕçĕпе касса, турпасласа
пĕтернĕ. Анчах тăрăшса хăтланни ахалех пулнă, мĕншĕн тесен тул енчен чул тухса
тăрса алăк сулли пек пулса выртнă, çав хытă япалана çĕçĕ те çĕнтерме пултарайман.
Унта кам та пулин сиен курнă пулсан та, чулĕ мар, çĕççи сиен курнă. Çав чул
картласа тăман пулин те, çапах метис хăтланни сая каятчĕ, мĕншĕн тесен вăл, урлă
хăмана çĕçĕпе касса пĕтерес пулсан та, алăк айĕпе хĕсĕнсе тухма пултарас çукчĕ, —
вăл ăна хăй те аванах пĕлнĕ. Çавăнпа та мĕскĕн çын мĕн те пулин тăвас тесе çеç,
кичеммĕн иртекен вăхăта епле те пулин ирттерес, ывăнса çитнĕ ăспуçа мĕн çинчен
те пулин шухăшлаттарас тесе çеç йывăçа касса хăтланнă. Çĕр айĕнчи шăтăкăн малти
пайĕнче стена çурăкĕнче яланах пĕр пилĕк-ултă яшка çăвĕнчен тунă çурта тĕпĕсем
пулнă, вĕсене унта туристсем чике-чике хăварнă. Анчах халĕ пĕр çурта юлашки те
пулмăн. Тĕрмене пырса хупăннă çын вĕсене шыраса тупса çисе янă. Вăл темиçе çара
çерçи чееленсе тытма пултарнă та, вĕсене те çăтса янă, вĕсен чĕрнисене çеç пăрахса
хăварна. Мĕскĕнскер выçă вилĕмĕпех вилсе кайнă. Унтан инçетрех мар ерипен çĕр
çинчен çӳлелле сталагмит ӳссе хăпарнă, вăл хăй тĕлĕнче çакăнса тăракан сталактит
çинчен нумай ĕмĕр хушши шыв тумламĕсем тумласа тăнипе пулнă. Тĕрмене пырса
лекнĕ çын сталагмит тăррине катса илнĕ те унăн хуçăкĕ çине чул хунă, хаклă шыв
тумламĕсене пуçтармашкăн чул çине пĕчĕк лапчăк алтнă, çав тумламсем сехет
маятникĕнни пек салху йĕркелĕхпе кашни çирĕм минутра тумласа тăнă. Çирĕм
тăватă сехет хушшинчен вара çапла пĕр дессерт кашăкĕ чухлĕ шыв пуçтарнă.
Тройăна çĕмĕрсе пĕтернĕ чухне те, Рим хули никĕсне хунă чухне те, Христоса
пăталанă чухне те, вăрçса илекен Вильгельм Британи империне пуçтарнă чухне те,
Колумб тинĕселле тухса кайнă чухне те, Лексингтон патĕнчи çапăçу çĕнĕ хыпар
пулса тăнă чухне те *, пирамидăна тунă вăхăтрах çав тумламсем тумласа тăнă. Вĕсем
халĕ те тумласа тăраççĕ, малашне те, эпĕ халĕ асăннă ĕçсем халапсем ăшне путса
пĕтĕмпех манăçа тухсан та, çав тумламсем тумласа тăрĕç. Нивушлĕ çав ӳпреллĕ
этемĕн ăшĕ çуннине хăй вăхăтĕнче кантармашкăн çеç çав тумлам пилĕк пин çул
хушши тӳсĕмлĕн патлатса ӳксе тăнă пулĕ? Çитес вунă пин çул хушшинче пурнăçа
кĕртмешкĕн урăхларах пысăк тĕллев пур-ши?
* Кунта авалхи историпе çĕнĕ историре пулса иртнĕ ĕçсене асăннă: Троя пĕтни (пирĕн
эрăччен 1181 ç.); Рим пуçланни (пирĕн эрăччен 753 ç.); Колумб Америкăна тупни (1492 ç.)
тата ыт. те. Пăхăнмасăр пурăнакансемшĕн вăрçнă чухне (1775 ç.) американецсем Лексингтон
хули патĕнче (Америкăра) акăлчансемпе пуçласа хирĕç пулса çапăçни.

Çаксем пурте ĕç çукран килсе кĕрекен ыйтусем вĕсем. Телейсĕр метис хаклă
тумламсене пуçтарма чул çинче лаптăк тунăранпа нумай, нумай çул иртнĕ ĕнтĕ.
Ăнчах ку таранччен те Мак-Дугал шăтăкĕнчи тĕлĕнмелли япаласене курма пыракан
турист, пуринчен ытларах çав хурлăхлă чул патĕнче чарăнса, хуллен тумлакан
тумламсене пăхса тăрать. Çĕр айĕнчи шăтăкри чи палăракан япаласем хушшинче

«Джо индеецăн чашки» пирвайхи вырăн йышăнса тăрать. «Аладдин дворецĕ» те
иккĕмĕш вырăна кайса тăнă.
Джо индееца çĕр айĕнчи шăтăка кĕмелли вырăнтан инçех мар алтса
пытарчĕç. Ăна пытармашкăн таврари пур ялсемпе фермăсенчен те халăх çич
çухрăмранах пуçтарăнчĕ; пурте вĕсем кимĕсемпе, фургонсемпе пычĕç. Фермерсем
хăйсемпе пĕрле ачисене тата çимеллипе ĕçмелли те илсе пычĕç, кайран вĕсем çапла
каларĕç: «Метиса пытарнине пăхса, эпир ăна çакса вĕлернине пăхса киленес чухлех
килентĕмĕр пулĕ», — терĕç. Метиса пытарни пĕрмаях ӳссе пыракан пĕр ĕçе пĕтерсе
хучĕ: Джо индееца каçармашкăн штат губернаторĕ патне петици тăратас ĕçе чарса
лартрĕç. Петици айне питĕ нумай çын алă пуснă. Çавăн пирки темиçе митинг та
пулса иртрĕ, унта хĕрӳллĕ сăмахсем каларĕç, куççульсем питĕ нумай юхтарчĕç.
Çинех тăракан хĕрарăмсенчен комитет пулса тăчĕ, вĕсем траурлă тумтирсем тăхăнса
губернатор патне каяс та унăн умĕнче макăрса кăмăлне çемĕçтерес, вăл ырă кăмăллă
ашак пултăр, хăй тумалли ĕçе урипе таптаса хутăр тесе, йăлăнса тархаслас, терĕç.
Джо индееца хулари пилĕк çынна вĕлернĕ тесе айăпланă, анчах мĕнех-ха вара вăл.
Вăл чĕрĕ шуйттан пулас пулсан та, ăна каçарттармалли петици çине алă пусма тата
хăйсен нумай шывлă запасĕсенчен çав петици çине куççуль тумламĕсем тумлатма
хатĕр пулакан тăмсайсем çителĕклех тупăнаççĕ пулĕ.
Метиса пытарсан тепĕр кунне Том Гека, пысăк ĕçсем çинчен калаçса
пăхмашкăн, çын çук çĕре ертсе кайрĕ. Çав вăхăталла Том мĕн курнисем çинчен Гек
валлиецран тата тăлăх арăм Дугласран тĕпĕ-йĕрĕпех илтнĕ. Анчах, Том сăмахĕ
тăрăх, вĕсем ăна пĕр япала çинчен, унăн çывăх тусĕ çинчен каласа паман, унăн хăйен
тусĕпе çавăн çинчен калаçса пăхас килнĕ. Гек сăнĕ-пичĕ салхуланчĕ.
— Эпĕ пĕлетĕп мĕн пулнине, — терĕ Гек — Эсĕ «иккĕмĕш номерте» пулнă та
унта нимĕн те тупман... пер виски çеç тупнă. Çавăнта эсĕ кайса çӳренĕ тесе мана
никам та каламарĕ, çав виски тĕлĕшпе пулнă истори çинчен илтсенех, эпĕ хамах
чухласа илтĕм. Эсĕ укçасене кăларса килейменнине эпĕ тӳрех тавçăрса илтĕм,
ахаллĕн эсĕ ман пата та кĕрсе çав хыпара пĕлтерме май тупаттăнч-чĕ, — урăх
никама та мар, мана çеç калаттăнччĕ. Çав пытарса хунă укçа пирĕн алла кĕрес çук
тесе, Том мана яланах темĕн систерсе тăратчĕ.
— Мĕн эсĕ, Гек? Таверна хуçи çинчен каласа пĕлтерекенни эпĕ мар. Эсĕ
пĕлетĕн вĕт, шăматкун эпир пикника кайнă чухне тавернăра пурте чиперех пулнă.
Санăн çĕрле унта хурал тăмалла пулнине эсĕ астумастăн-и вара?
— Астумасăр, астăватăп ĕнтĕ. Анчах пĕлетĕн-и, çавăн хыççăн халĕ мана пĕр
çулталăка яхăн иртнĕ пек туйăнать. Çав Джо индеец хыççăн кайса, ăна тăлăх арăмăн
çурчĕ патнех йĕрлесе çитнĕ каç пулнăччĕ...
— Ăна эсĕ йĕрлесе тутарăн-и вара?
— Ия. Анчах ун çинчен пĕр сăмах та ан шарла! Эпĕ унăн юлташĕсем юлнах
пулĕ, тетĕп. Мана тавăрас тесе, вĕсем мĕнле те пулин ирсĕр ĕç ан туччăр. Эпĕ мар
пулсан, халь вăл Техасра пулатчĕ, нимĕн туман пекех вĕçтеретчĕ.
Гек вара никама та каламалла марри çичен хытă систерсе хăй мĕн курнисене
пурне те каласа кăтартрĕ. Том ку таранччен çавăн пĕр пайне çеç — валлиец мĕн
пĕллине çеç — илтнĕ иккен.
— Ăнлантăн-и, — терĕ Гек юлашкинчен, халапăн чи пысăк теми патне
таврăнса, — «иккĕмĕш номертен» виски çĕкленĕ çынсем укçине те кăларса кайнă.
Кирек мĕнле пулсан та, пирĕн ĕç пĕтнех ĕнтĕ, Том.
— Гек, çав укçа «иккĕмĕш «номерте» нихçан та пулман.
— Мĕн? — Гек хăй юлташне питенчен шăтарас пекех пăхса илчĕ.
— Том, эсĕ каллех çав укçа йĕрне тупрăн-и-мĕн?

— Гек вăл укçа çĕр айенчи шăтăкра. Гекăн куçĕсем çуталса кайрĕç.
— Ху мĕн каланине тепĕр хут кала-ха, Том.
— Гек, вăл укçа çĕр айĕнчи шăтăкра.
— Том, чăннипе кала, çавна эсĕ нимĕн кулмасăр-тумасăрах калатăн-и е шӳт
тăватăн-и?
— Нимĕн кулмасăрах калатăп. Гек... Эпĕ ĕмĕрте те çакăн пек пĕрре кулмасăр
урăх нихçан та каламан. Санăн манпа пĕрле çавăнта каяс килет-и, мана çав укçана
илме пулăшас килет-и?
— Пырас килмесĕр. Паллах, пыратăп! Ниçта аташса каймасăр çавăнта лекме
пултаратпăр пулсан, пыратăпах.
— Гек, эпир нименрен те хăрамасăр çавăнта хăюллăнах кайса кĕме
пултаратпăр.
— Пите аван! Анчах эсĕ ма апла шухăшлатăн-ха, укçи çавăнта...
— Тăхта, Гек, эпир çавăнта çитиччен. Эпир укçине тупмастпăр пулсан, сана
эпĕ хамăн параппана тата хамăн мĕн пуррине йăлтах паратăп. Туршăн та, ан
иккĕлен, паратăп!
— Юрĕ, пырать! Хăçан каймалла тетĕн эсĕ?
— Халĕ кайсан та юрать, хăван каяс килет пулсан. Санăн вăй çитет-и?
— Унта шалалла тарăн анмалла-и? Эпĕ ура çинче çӳреме пуçлани виçĕ е
тăватă кун ĕнтĕ. Анчах эпĕ пĕр мильăран ытла кайма пултарас çук, Том, — кайма
пултарас çук тесе шутлатăп эпĕ.
— Урăх çыннăн кирек камăн та пилĕк миля каймалла пулатчĕ, анчах эпĕ сана
чи кĕске çулпа илсе каятăп, вăл çула мансăр пуçне урăх никам та пĕлмест. Эпĕ сана
унта кимĕпе илсе каятăп. Гек, кĕрсе каймалли вырăн патнех çитеретĕп... унталла та,
кунталла та хам ишетĕп, — эсĕ пӳрнӳне те тапратмастăн.
— Халех каяр, Том!
— Питĕ аван! Пирĕн çăкăрпа аш тата чĕлĕмсем илмелле пулать, пушă михĕ
те кирлĕ, хут çĕлен кантрисене те пĕр ик-виçĕ çăмха илер, çав çĕнĕрен шухăшласа
кăларнă япаласене, кӳкĕрт шăрпăкĕсене те — пĕтĕмĕшпех илер. Çавăнта, çĕр айĕнчи
шăтăкра, ларнă чухне çав шăрпăксем хам çумра пулманшăн эпĕ темиçе хут та
кулянтăм.
Кăнтăрла иртсен часах ачасем, пĕр çын килте çуккине кура, унăн пĕчĕк
киммине кивçен илчĕç те тӳрех çула тухса кайрĕç. Çĕр айĕнчи шăтăка кĕмелли
вырăнтан темиçе миля кайсанах, Том çапла каларĕ.
— Çĕр айĕнчи шăтăка кĕмелли айлăм патĕнчен анаталла каякан чăнкă сăрт
хĕррине куратăн-и? Вăл яка та тикĕс пек туйăнать: ни кил-çурт таврашĕ, ни вутă
склачĕсем те çук унта, тĕмĕсем çеç, вĕсем те пĕр йышшискерсем. Анчах ав çавăнта,
ишĕлнĕ çĕрте, шурă тĕс куратăн-и? Çавна эпĕ паллă тунă. Атя, тухар!
Вĕсем çыран хĕррине тухрĕç.
— Ак çакăнтан, эпир тăна çĕртен, Гек, эпĕ тухса килнĕ шăтăк анине эсĕ нимĕн
карăнмасăрах вăлта хуллипе тĕртме пултаратăн. Шыраса туп-ха вăл ăçтине.
Гек йĕри-тавра йăлтах шыраса çаврăнчĕ те нимĕн те тупмарĕ. Том мухтанса
сумах чăтлăхĕ ăшнех кĕрсе кайрĕ.
— Акă вăл! Пăхса савăн, Гек! Ку çак таврашсенчи чи авантарах шăтăк. Асту,
никама та ан шарла! Тахçантанпах эпĕ вăрă-хураха каяс тесе пурăнатăп, анчах çакăн
пек кĕрсе çӳремелли шăтăк çукчĕ, тавраран кайса çаврăнса çӳресси кичем пек
туйăнать. Халĕ ĕнтĕ ку шăтăк — пирĕн, кунта эпир никама та кĕртместпĕр. Джо
Гарперпа Бен Роджерса анчах кертетпĕр, мĕншĕн тесен пирĕн шайкка пулмалла

вĕт. Иккĕн çеç пулсан, мĕнле вăрă-хурах пулать вара! Том Сойерăн шайкки — питех
аван вĕт ку сăмахсем, Гек?
— Ия, Том, питĕ аван. Кама çаратăпăр-ха эпир?
— Э, кам тĕл пулать, çавна. Иртен-çӳрен çынсене, — вăрă-хурахсем яланах
çапла хăтланаççĕ.
— Вĕсене вĕлермелле те-и?
— Çук яланах вĕлермелле мар. Вĕсене луччĕ, тӳлевне тӳлесе татиччен, çĕр
айĕнчи шăтăкра усрамалла.
— Тӳлевĕ мĕн вăл?
— Укçа. Эсĕ тыткăна лекнĕ çынна хăй тусĕсенчен укçа пухма хушатăн, вăл мĕн
чухле пуçтарма пултарать унта. Тусĕсем çулталăк хушшинче тӳлевне татмасан, вара
эсĕ ăна вĕлеретĕн. Вăрă-хурахсен йĕрки çавăн пек. Анчах хĕрарăмсене вĕлерме
юрамасть. Вĕсене çăраççипе питĕрсе хураççĕ. Хĕрарăмсем вĕсем яланах питĕ
хитрескерсем те пуянскерсем тата шутсăр хăраканскерсем пулаççĕ. Эсĕ весенчен
сехечĕсене, хаклă йышши япалисене илетĕн. Анчах вĕсемпе калаçнă чухне яланах
çепĕç те шлепкене хывса калаçмалла. Вăрă-хурах таврашĕ вăл — çĕр çинче чи çепĕç
халăх, ун çинчен эсĕ кашни кĕнекерех вулама пултаратăн. Хĕрарăмсем пĕр виç-тăватă кунтан сана юратма пуçлаççĕ. Çĕр айĕнчи шăтăкра пĕр-икĕ эрне ларкалаççĕ те
кайран вара макăрма та пăрахаççĕ, юлашкинчен вĕсене çав шăтăкран хăваласа та
кăлараймăн: вĕсене аяккалла илсе каятăн — вĕсем унта каяллах пыраççĕ. Пур кĕнеке
çинче те çапла çырнă.
— Ара, вăл питех те аван вĕт, Том! Вăл пират пулассинчен те авантарах пулĕ,
тен.
— Ия, авантарах çав... нумай енчен авантарах — кил те çывăхрах тата... цирка
кайса килме те пулать... тата урăххи те...
Çав вăхăтра ачасем кимĕ çинчен пур япалисене те йăтса пĕтерчĕç те çĕр
айĕнчи шăтăк ăшне кĕрсе кайрĕç. Том малта пычĕ. Вĕсем туннелĕн тепĕр вĕçне
çитрĕç, хăйсен кантрисене чул сăрт тĕпекĕнчен кăкарчĕç те малалла кайрĕç. Тăватпилĕк утăмран вĕсем çăлкуçĕ патне пырса тухрĕç, Том вара хăйĕн пĕтĕм çанçурăмĕ
сăрăлтатса кайнине туйса илчĕ. Вăл Гека стена çумĕнчех тăм купи çинче юлнă çурта
тĕпне кăтартрĕ, сӳнсе пыракан çурта çутине хăйсем Беккипе иккĕшĕ епле астуса
ларни çинчен те каласа пачĕ.
Хуллен-хулленех вĕсем пăшăлтатсах калаçма пуçларĕç: вĕсене шăплăхпа
тĕттĕмлĕх пусса тăчĕ. Вĕсем малаллах кайрĕç, анчах часах тепĕр коридоралла
пăрăнчĕç, вара «Вилмелли сикĕм» лаптăкĕ патне çитичченех утрĕç. Çурта çутинче
вĕсем акă мĕн курчĕç: лаптăк айĕнче тĕпсĕр шăтăк мар, пĕр çирĕм-вăтăр фут çӳллĕш
тăмлă чăнкă вырăн çеç иккен.
— Халĕ эпĕ сана пĕр япала кăтартатăп, — терĕ Том шăппăн.
Вăл çуртана çӳлелле çĕклерĕ те çапла каларĕ:
— Май килнĕ таран инçетерех кетес хыçнелле пăх-ха. Куратăн-и çавăнта...
пысăк чул çинче... çурта хăрăмĕпе çырнине?
— Том, вăл хĕрес вĕт!
— Ăнлантăн-и ĕнтĕ, «иккĕмеш номер» ăçта?! Хĕрес айĕнче — аха? Ăнлантăни? Индеец Джо çуртапа пынине эпĕ çакăнта куртăм та ĕнтĕ.
Гек нумайччен çав темскерле паллă çине пăхса тăчĕ, унтан чĕтрекен сасăпа
çапла каларĕ:
— Том, кунтан каяр!
— Мĕнле апла! Укçана пăрахсах каймалла-и?

— Ия... пăрахса каймалла. Джо индеец чунĕ ăçта та пулин çакăнта çывăхрах
çӳрет пулĕ.
— Çук, Гек, çук. Вăл çӳрет пулсан та, метис вилнĕ вырăнта, çĕр айĕнчи шăтăка
килсе кĕнĕ çĕрте, çӳрет, çакăнтан пилĕк мильăра.
— Çук, Том, метис сывлăшĕ унта мар. Вăл укçа патĕнчех, укçана сыхлать. Эпĕ
сывлăш таврашсен йăлисене пĕлетĕп ĕнтĕ, эсĕ те питĕ аван пĕлетĕн.
Гек тĕрĕс калать те пулĕ тесе шухăшлама пуçларĕ Том, вăл темĕн шикленсе
кайрĕ. Сасартăк унăн пуçне пĕр шухăш пырса кĕчĕ:
— Эх, мĕнле ухмах эпир иксĕмĕр те! Хĕрес пур çĕрте Джо индеец сывлăшĕ
çӳрес çук вĕт-ха.
Çавăн пек калани питĕ шанчăклă та ĕнентерӳллĕ тухрĕ.
— Том, эпĕ ун çинчен шухăшламарăм та. Эсĕ тĕрĕс каларăн, кунта хĕрес
пурри пирĕншĕн телей вăл. Çак чăнкă вырăнтан анар та арча шырар.
Том малтан анма пуçларĕ, аннă майĕпе вăл тăм çинче картлашкасем тукаласа
пычĕ. Гек ун хыççăн анчĕ. Пысăк чул сăрт ларнă шăтăкалла тăватă галерея тухать.
Ачасем виççĕшĕнче тĕпчесе пăхрĕç, анчах нимĕн те тупаймарĕç. Аял хĕрринелле
тухакан галерейинчи стенара пысăках мар лапчăк асăрхарĕç вĕсем, унта сарса хунă
утиялсем выртаççĕ, кивĕ шăлавар çакки, окорок тирĕ тата кăшласа пĕтернĕ чăх
шăммисем курăнкалаççĕ. Анчах укçа арчи ниçта та çук. Ачасем çав вырăна йăлтах
шыраса ухтарса тухрĕç, шырани усăсăрах пулчĕ. Аптăраса çитнĕ Том çапла каларĕ:
— Вăл: «хĕрес айенче», тесе каларĕ-ха. Акă çакă ĕнтĕ хĕрес айĕнчи пулать.
Укçи чул сăрт айĕнче пулма пултарайрас çук; чул сăрчĕ çĕр çумне таччăнах çыпăçса
тăрать вĕт.
Вĕсем каллех шырама тытăнчĕç. Нумайччен тата лайăх пăхса шыраса
çӳрерĕç, юлашкинчен канма ларчĕç. Гек нимĕн те шухăшласа илме пултараймарĕ.
Юлашкинчен Том çапла каларĕ:
— Пăх-ха, Гек, чул сăртăн пĕр енче ура йĕррисем курăнаççĕ, тата çурта çăвĕ
тумласа ларнă, тепĕр енче нимĕн те çук. Мĕншĕн-ха вăл апла? Укçа чул сăрт айĕнче,
уншăн эпĕ укçа хурсах тавлашатăп. Эпĕ кайса тăм ăшĕнче шыраса пăхатăп.
— Ку вара начар шухăшах мар, Том, — терĕ Гек хавассăн.
Том хăйĕн çĕççине, «чăн-чăн Берлоу» текеннине, туртса кăларчĕ. Вăл тăватă
дюйм та алтма ĕлкĕреймерĕ, çĕççи темĕнле йывăç япала çине пырса тăрăнчĕ.
— Гек, эсĕ илтетĕн-и?
Гек хăй те ĕнтĕ тăрăшсах алтса хăтланчĕ, тăма чĕрнисемпе чаврĕ. Часах
ачасем хăмасем тупрĕç, вĕсене çавăнтах аяккалла ывăтса ячĕç. Хăмисене чул сăрт
хыçнелле каймалли сарлака çурăк çине витсе лартнă-мĕн. Том çурта тытнă аллине
малалла тăсса шалалла тинкерчĕ, анчах çурăка пĕтĕмпех çутатса пăхаймарĕ, çавăнпа
та унта кĕрсе тĕпчесе пăхас, терĕ вăл. Ку çĕр айĕпе каякан коридор пулчĕ. Пĕшкĕнсе
те хутланса ларса, Том тăвăр шăтăк витĕр кĕрсе кайрĕ. Кукăр-макăр каякан шăтăк
ерипенех аялалла, çĕр ăшнелле, анса пычĕ. Том малта утрĕ. Гек ун хыçĕнчен
йăпшăнса танккарĕ. Вĕсем малтан сылтăмалла пăрăнчĕç, унтан сулахаялла татах пĕр
кĕске хушă кайрĕç те, сасартăк Том çапла кăшкăрса ячĕ:
— Мĕн вăл, Гек, пăх-ха!
— Ара, унта нимĕн иккĕленмелли те çук. Ку — ылтăн тултарнă арчах. Çĕр
айĕнчи хăтлă шăтăкра лара парать вăл, унпа юнашар пушă тар ещĕкĕ, сăран
йĕнĕсем ăшĕнче икĕ пăшал, ик-виç мăшăр кивĕ мокасин *, чĕн пиçиххи тата шыв
ăшĕнче йĕпенсе пĕтнĕ тĕрлĕ ăпăр-тапăр.
* Пăлан тирĕнчен çĕленĕ атă.

— Юлашкинчен тупрăмăр! — терĕ Гек, тĕксемленсе кайнă укçа купи ăшне
аллине чиксе.
— Эпир санпа иксĕмĕр пуян ĕнтĕ!
— Гек, эпĕ яланах шанса тăраттăм çав пытарнă укçа пирĕнех пулать тесе.
Çакăн пек телей килсе тухнине ĕненме хĕн пулсан та, халĕ ĕнтĕ вăл пирĕн! Çапах та
вăхăта ахаль ирттерес мар — халех арчана çĕклесе кăларас. Кӳр-ха, пăхам, эпĕ ăна
çĕклесе хăпартма пултаратăп-ши?
Арча пĕр аллă кĕренккене яхăн туртать. Том ăна аран-аран çĕклеме пултарчĕ,
анчах ăна çĕклесе каймашкăн питех те меллĕ мар.
— Эпĕ çакăн пек пуласса пĕлсех тăнăччĕ, — терĕ Том. — Астăватăн-и, вĕсем
çав арчана тухатса лартнă çуртра çĕклерĕç, эпĕ çавăн чухнех вăл арча вĕсене
йывăррине куртăм. Эпĕ хампа пĕрле михĕсем илсе килме астуни лайăх та пулчĕ-çке.
Часах укçасене михĕсем ăшне пушатса пĕтерчĕç. Ачасем вĕсене хĕреспе
паллă тунă чул сăрт çине çӳлелле йăтса хăпартрĕç.
— Халĕ ĕнтĕ пăшалсемпе ытти япаласене те, мĕн пуррине пĕтĕмпех çĕклесе
кăларар, — терĕ Гек.
— Çук, Гек, вĕсене унтах хăварар. Эпир вăрă-хурахра çӳреме тытăнсан, вĕсем
лăпах пире кирлĕ пулаççĕ. Эпир вĕсене яланах унта усрăпăр, оргисене * те кунтах
тăвăпăр. Кунта вĕт оргисене тумашкăн калама çук аван.
— Мĕнле оргисем вĕсем?
— Пĕлместĕп. Анчах вăрă-хурахсен яланах оргисем пулаççĕ, — пирĕн те
оргисем тумалла пулать. Ну каяр ĕнтĕ, Гек, эпир ахаль те кунта ытла нумай
лартăмăр. Манăн хырăм та выçса кайрĕ. Эпир кимĕ çинче çырткалăпăр та табак
туртăпăр.
Вĕсем çăра тĕмсем ăшне кĕрсе кайрĕç, асăрханарах йĕри-тавра пăхкаларĕç,
çыран хĕрринче никам та çуккине курчĕç те часах хăйсен пĕчĕк кимми çине ларчĕç,
ирхи апат турĕç, табак та туртрĕç. Хĕвел горизонт патнелле анма пуçласан, вĕсем
хăйсен киммине çыран хĕрринчен тĕртрĕç те, каялла тапранса кайрĕç. Том çыран
çывăхĕнчереххĕн ишсе пычĕ, вăл тĕттĕм пуличченех ишрĕ. Тĕттĕм пулсан, вĕсем
çыран хĕррине тухрĕç.
* Пит ирсĕрленсе, ашкăнса ĕçсе-çинисем.

— Акă мĕн тăвар, Гек — терĕ Том, — атя укçана тăлăх арăм Дугласăн вутă
сарайĕн маччи çине пытарса лартар, эпĕ ирпе килетĕп, укçине шутлатпăр та
валеçетпĕр. Унтан вара ăна пытарса лартма вăрманта шанчăклă вырăн шыраса
тупатпăр. Эсĕ халĕ кунта юл та астуса тăр, эпĕ Бани Тэйлор патне тачка илме
чупатăп. Часах килетĕп.
Вăл самантрах курăнми пулчĕ, часах тачка илсе те килчĕ. Арçын ачасем ун
çине икĕ пĕчĕк михĕ хучĕç, çиелтен кивĕ çĕтĕк-çатăкпа витрĕç те хăйсен тиевне
туртса ту çинелле улăхма пуçларĕç. Валлиец пӳрчĕ тĕлне çитсен, вĕсем канма тăчĕç.
Лăп малалла тапранса каяс тенĕ вăхăтра алăк сули патне хуçи тухрĕ.
— Эй, кам унта?
— Гекпала Том Сойер.
— Пит те аван! Атьăр ман хыççăн, ачасем, эпир сире тахçанах кĕтетпĕр. Ну,
марш малалла, юртăпа! Эпĕ сирĕн тачкăна туртса пырăп. Вăл пăртак çăмăлтарах
пулсан кансĕрлеместчĕ те. Мĕн вара унта сирĕн? Кирпĕчсем-и-мĕн е кивĕ тимĕр-и?
— Кивĕ тимĕр, — терĕ Том.

— Çапла пулĕ терĕм çав. Çакăнта арçын ачасем, ухмахсем пекех, пустуй
выртакан тимĕр таврашне пуçтарас ĕçре хăйсен пĕтĕм вăхăтне ирттерме, унта
хăйсен пĕтĕм вăйне хума хатĕр. Тимĕршĕн тимĕр шăратакан заводра хăйсене пĕр
ултă цент çеç параççĕ. Хăйсене уншăн икĕ хут ытларах парас пулсан та, ĕçлессине
ĕçлесшĕн мар ĕнтĕ вĕсем. Этем тени çавăн пек ĕнтĕ вăл. Ну, марш, хăвăртрах!
Ачасем хăйсен мĕншĕн хыпаланмаллине пĕлесшĕн пулчĕç.
— Каламастăп. Миссис Дуглас патне çитсен куратăр ак.
Гек хăйне ахаль çинченех айăпланисене хăнăхса çитнĕ, çавăнпа вăл пăртак
шикленсерех:
— Чăнах та, мистер Джонс, эпир нимĕн те туман-çке, — терĕ.
Валлиец ахăлтатсах кулса ячĕ.
— Пĕлместĕп, Гек, пĕлместĕп, ачам. Ун çинчен эпир нимĕн те пĕлместпĕр.
Ара, эсĕ тăлăх арăмпа туслă вĕт-ха?
— Ия. Маншăн тус вăл, терĕс.
— Акă, хăвах куратăн. Мĕнтен хăратăн-ха вара тата эсĕ?
Ытлах çивĕч ăслă пулман Гек хирĕç мĕнле ответ калассине шухăшласа тупма
та ĕлкĕреймерĕ, ăна Томпа пĕрле миссис Дугласăн хăна пӳлĕмне чышса та кĕртрĕç.
Мистер Джонс тачкăна алăк хыçне тăратса хăварчĕ те хăй те вĕсем хыççăнах кĕчĕ.
Хăна пӳлĕмĕнче çап-çутă, хулари ятлă çынсем пурте унта пуçтарăннă. Унта
Тэчерсем, Гарперсем, Роджерссем, Полли мăнаккăшĕ, Сид, Мэри, пачăшкă, хаçат
редакторĕ тата ытти халăх та нумай, вĕсем пурте праçник чухнехи пек тумланнă.
Тăлăх арăм арçын ачасене питĕ кăмăллăн йышăнчĕ. Çакăн пек лайăх мар тумланнă
хăнасене унтан кăмăллăрах йышăнни урăх ниçта та пулман: вĕсем хăйсен
тумтирĕсем çине çурта çăвĕ тумлатса пĕтернĕ тата тăмпа вараланнă.
Полли мăнаккăшĕ вăтанса пĕтĕмпех хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайрĕ, салхуллăн Том
çине пăхса пуçне сулласа илчĕ. Анчах ачасем хăйсем асапланнă пек çурри чухлĕ те
никам асап куракан пулмарĕ.
— Том килте çукчĕ, — тесе ăнлантарса каларĕ мистер Джонс, — эпĕ ĕнтĕ ăна
тупас та çук тесе шутланăччĕ, анчах кайран унпала тата Гекпала лăп хамăн алăк
патĕнчех хиреç пултăм та кунта васкаса илсе килтĕм, — терĕ.
— Питех те лайăх, — терĕ тăлăх арăм. — Атьăр ман хыçран, ачасем.
Вăл вĕсене çывăрмалли пӳлĕме ертсе пычĕ те çапла каларĕ:
— Çăвăнăр та урăх тумтир тăхăнăр. Кунта ике çĕнĕ костюм, кĕпесем,
чăлхасем, — мĕн кирли пурте пур. Ку Гек валличчĕ. Çук, çук, Гек, тав ан ту: пĕрне
эпĕ илнĕ, теприне мистер Джонс. Анчах сире иксĕре те юраççĕ. Тумланăр ĕнтĕ...
эпир кĕтетпер... хатĕрленсе çитсен, аяла пирĕн пата анăр, — терĕ те тухса кайрĕ.

Вăтăр тăваттăмĕш сыпăк
ЫЛТĂН ЮХАМĔСЕМ
— Том, эпир чӳрече витĕр тухса тарма пултаратпăр, — терĕ Гек. — Чӳречи
çĕртен çӳллех мар.
— Мĕн лăпăртататăн? Мĕн тума тухса тармалла пирĕн?
— Пĕлетĕн-и, эпĕ çавăн пек чаплă компанире пулма хăнăхман. Манăн ăна
курассăм та килмест. Каймастăп эпĕ унта, Том.
— Пустуй вăл, нимех те мар. Эпĕ вĕт чĕрне вĕç пек те хумханмастăп. Сана та
хурлантарма парас çук эпĕ, ан пăшăрхан.
Сид пырса кĕчĕ.

— Том, — терĕ вăл, — мăнакку пĕрмаях кĕтрĕ сана. Мэри сана валли
вырсарникунхи костюм хатĕрлесе хучĕ, эсĕ ăçта кайса кĕнĕ-ши тесе пăшăрханчĕ.
Эхе, ăçтан сан йĕмӳ çине çурта çăвĕпе тăм лекнĕ?
— Мистер Сидди, сире эпĕ хăвăрăн ĕçсемпе аппаланма канаш паратăп. Мĕн
муталанма шутлаççĕ-ха вĕсем? Мĕн тумашкăн?
— Ахалех, тăлăх арăм патĕнче паян хăнасем пур, унăн кулленех хăна вĕт... Ку
хутĕнче вăл валлиецпа унăн ывăлĕсем çав каç хăйне инкекрен хăтарнă ятпа каçхине
хăнасем пухса апатлантарать. Пĕлетĕн-и тата, эпĕ сана пĕр япала çинчен, сана
интереслĕ пулсан, каласа кăтартма пултаратăп.
— Мĕн вара?
— Акă мĕн: паян каçхине ватă мистер Джонс пурне те пĕр япалапа
телĕнтерме шутлăть, анчах эпĕ вăл çавăн çинчен мăнаккăна каланă чухне
пĕтĕмĕшпех вăрттăн итлесе тăтăм, халĕ ĕнтĕ вăл вуçех те вăрттăнлăх мар пулĕ тесе
шутлатăп. Пурте пĕлеççĕ... Тăлăх арăм та... хăй пĕлмĕш пулать пулсассăн та. Паллах
ĕнтĕ, мистер Джонсăн çакăнта Гека илсе килмеллех пулнă. Гексăр пуçне пĕтĕм
вăрттăнлăх пĕтсе ларатчĕ.
— Вăрттăнлăхĕ мĕнре вара, Сид?
— Вăрă-хурахсене тăлăх арăм килĕ патне çитичченех хыçран йĕрлесе
пыраканни Гек пулнă. Мистер Джонс пурне те питĕ тĕлĕнмелле япала калатăп тесе
шутлать, анчах хăйĕн нимĕн те тухмасть.
Сид савăннипе ĕхĕлтетсе кулса илчĕ.
— Сид, эсĕ лăпăртатса кăтартмарăн-и?
— Кирек кам каланă пулсан та, çавах мар-и? Çынсем пĕлеççĕ те, ĕçĕ те пĕтрĕ
унта.
— Сид, çавăн пек лайăх мар хăтланма пултаракан! çын пĕтĕм хулипе те пĕрре
çеç, эсĕ вăл! Эсĕ Гек вырăнĕнче пулас пулсан, эсĕ нимĕн намăса пĕлмесĕрех ту
çинчен аяккалла шăвăнаттăн, вăрă-хурахсем çинчен никама та каласа кăтартас çукчĕ.
Эсĕ лайăх мар тума çеç пултаратăн, кама та пулин лайăх тунăшăн мухтанине эсĕ
кураймастăн. Акă сана! Тав туни кирлĕ мар, тăлăх арăм калашле. — Том Сида
хăлхинчен янлаттарчĕ те ăна алăкран тапса кăларса ячĕ. — Халĕ тасал кунтан. Хăвна
ыран тата хĕнеттерес килет пулсан, кайса мăнаккана элеклесе пар.
Тепĕр тăватă-пилĕк минутран тăлăх арăмăн хăнисем сĕтел хушшине каçхи
апат çиме ларчĕç. Апатланмалли пӳлĕмре ачасем валли пĕчĕк сĕтелсем лартса
пачĕç. Майлă вăхăт шыраса тупса мистер Джонс кĕске сăмах каларĕ. Вăл хăйне тата
хăйĕн ывăлĕсене чыс тунăшăн тăлăх арăма тав турĕ, анчах çав вăхăтрах тата вăл
çапла ăнлантарса пачĕ: «Кунта тата тепĕр çын та пур, вăл йăвашшипе...»
Тата малалла та, тата малалла та, тата малалла та каларĕ. Мистер Джонс
театрти пек эффектсем тума ăста. Вăл çав пĕтĕм ĕçе Гек епле хутшăннин
вăрттăнлăхне сцена çинчи пысăк искусствăпа уçса кăтартса пачĕ, анчах мистер
Джонс каласа кăтартнипе интересленесси хытăнах чакса кайрĕ, çынсем хăйсем
тĕлĕннине те питех палăртмарĕç, урăх чухне вăл ун пек пулмастчĕ ĕнтĕ. Çапах та
миссис Дуглас хăй шутсăрах тĕленсе кайнă пек пулчĕ, Гека çав тери мухтаса тав тума
тапратрĕ, çавăнпа мĕскĕн ача хăйен çенĕ тумтирĕпе асап тӳснисем çинчен манса
You have read 1 text from Chuvash literature.
Next - Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 16
  • Parts
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 01
    Total number of words is 4082
    Total number of unique words is 1885
    44.2 of words are in the 2000 most common words
    62.6 of words are in the 5000 most common words
    68.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 02
    Total number of words is 4116
    Total number of unique words is 1907
    48.5 of words are in the 2000 most common words
    66.2 of words are in the 5000 most common words
    70.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 03
    Total number of words is 4171
    Total number of unique words is 1872
    46.1 of words are in the 2000 most common words
    64.8 of words are in the 5000 most common words
    70.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 04
    Total number of words is 4157
    Total number of unique words is 1781
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    68.3 of words are in the 5000 most common words
    72.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 05
    Total number of words is 4102
    Total number of unique words is 1817
    46.9 of words are in the 2000 most common words
    66.8 of words are in the 5000 most common words
    71.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 06
    Total number of words is 4169
    Total number of unique words is 1850
    47.9 of words are in the 2000 most common words
    67.9 of words are in the 5000 most common words
    74.2 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 07
    Total number of words is 4121
    Total number of unique words is 1860
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    67.5 of words are in the 5000 most common words
    72.7 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 08
    Total number of words is 4065
    Total number of unique words is 1843
    45.9 of words are in the 2000 most common words
    65.6 of words are in the 5000 most common words
    72.1 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 09
    Total number of words is 4156
    Total number of unique words is 1700
    48.3 of words are in the 2000 most common words
    66.1 of words are in the 5000 most common words
    72.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 10
    Total number of words is 4115
    Total number of unique words is 1839
    45.3 of words are in the 2000 most common words
    63.6 of words are in the 5000 most common words
    69.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 11
    Total number of words is 4104
    Total number of unique words is 1749
    47.1 of words are in the 2000 most common words
    65.7 of words are in the 5000 most common words
    72.1 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 12
    Total number of words is 4128
    Total number of unique words is 1744
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    67.7 of words are in the 5000 most common words
    72.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 13
    Total number of words is 4149
    Total number of unique words is 1782
    48.9 of words are in the 2000 most common words
    68.5 of words are in the 5000 most common words
    74.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 14
    Total number of words is 4146
    Total number of unique words is 1690
    49.4 of words are in the 2000 most common words
    69.7 of words are in the 5000 most common words
    75.3 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 15
    Total number of words is 4207
    Total number of unique words is 1808
    48.0 of words are in the 2000 most common words
    68.4 of words are in the 5000 most common words
    74.4 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 16
    Total number of words is 2412
    Total number of unique words is 1198
    51.6 of words are in the 2000 most common words
    67.9 of words are in the 5000 most common words
    71.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.