Latin

Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 02

Total number of words is 4116
Total number of unique words is 1907
48.5 of words are in the 2000 most common words
66.2 of words are in the 5000 most common words
70.9 of words are in the 8000 most common words
Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
мăнаккăшĕ Сида çăлма ĕлкĕриччен пĕр улт-çичĕ муклашкийĕ тĕлленĕ çĕре, пырса
та лекрĕ. Том хӳме урлă каçрĕ те вĕçтере пачĕ. Тукса çӳремешкĕн калиннке те пур,
анчах Томăн калинкке патне чупса çитме нихăçан та вăхăт çитмест. Сид хура çипе
астутарса Том суйнине палăртнăчче-ха, халĕ ĕнте уншăн Сида тавăрсан, Томăн
ăшчикĕ канлĕхпе тулчĕ.
Том пӳрт тавра çаврăнса илчĕ те ĕне вити çумĕпе выртакан пылчăклă çул
çине тухрĕ. Часах вăл шикленме те пăрахрĕ. Малтан каварлашса хунă тăрăх,
çапăçмашкăн арçын ачасен икĕ çар отрячĕ пуçтарăнса тăнă хулари лаптăк патнелле
утрĕ. Пĕр çарĕн пуçлăхĕ — Том, теприне Томăн варлă тусĕ Джо Гарпер ертсе
пырать. Аслă çар пуçĕсем хăйсем пĕр-пĕринпе çапăçса хăтланмарĕç, — çапăçасси
вăл вĕт-шакăрсене ытларах килĕшет, — вĕсем тĕмеске çинче юнашар ларса, хăйсен
адъютанчĕçем урлă приказ парса, çапăçу ĕçне ертсе çеç пычĕç. Нумайччен хытă
çапăçса хăтланнă хыççăн Том çарĕ çиеле тухрĕ.

Унтан вара икĕ çарĕ те мĕн чухлĕ çын çухатнине шутларĕç, тыткăна лекнисене
улăштарчĕç, малашне пĕр-пĕринпе хирĕçӳсем пуласси тĕлĕшпе çĕнĕрен килĕшӳ
турĕç тата хăш кун тепре татăклăн çапăçасси çинчен калаçса татăлчĕç. Юлашкинчен
икĕ çарĕ те пĕр ĕрете тăрса тухрĕç те, кĕвĕ çеммипе утса, çапăçу хирĕнчен пăрахса
кайрĕç. Том килелле пĕчченех утрĕ.
Джефф Тэчер пурнакан çурт çумĕпе иртсе пынă чухне Том садра пĕр
темĕнлĕ çĕнĕ хĕрачана курах кайрĕ. Хĕрачи кăвак куçлă, сарă çӳçлĕ, хитре. Çӳçне икĕ
вăрăм çивĕт туса çивĕтлесе янă вăл, çине çуллахи шурă кĕпе те тĕрленĕ йĕм тăхăннă.
Тин çеç чапа тухнă герой çапăçусăр-мĕнсĕрех парăнчĕ. Эмми Лоренс ятлă
хĕрача çавăнтах Том чĕринчен тухса ӳкрĕ, унта вăл пĕр йĕр тавраш та хăвармарĕ.
Том хăй Эмми Лоренса шутсăр хытă юрататăп тесе шутлатчĕ. Халĕ пĕр самантлăха
çеç юратнă пек туйăнчĕ ăна. Çав хĕрача хăйне юраттăрччĕ тесе, Том темиçе уйăх
хушши тăрăшнă. Эрне малтантарах çеç Эмми хăй Тома юратнине каласа панă-мĕн.
Çав çичĕ кĕске кун хушшинче Том хăйне хăй, мăнкăмăлланса, тĕнчери чи телейлĕ
арçын ача вырăнне шутланă. Халĕ акă çав хĕрача, ăнсăртран самантлăха килсе ларнă
хăна пекех, пĕр самантрах Том чĕринчен тухса кайрĕ.
Кĕлтунă чухнехи пек, питех савăнса, Том çĕнĕ ангел мĕн тунине вăрттăн
сăнарĕ, хĕрача хăйне асăрхичченех пăхса тăчĕ. Унтан вăл, хĕрача пуррине вуçех
курман пек, ăна савăнтарса тĕлĕнтерес тесе, унăн умĕнче хуçкаланма тапратрĕ,
темĕн тĕрлĕ те авкаланчĕ. Том чылай вăхăт хушши хăйĕн тĕлĕнмелле фокусĕсене
турĕ. Шикленмелле акробатика хусканăвĕ тунă хушăра вăл çав еннелле пăхрĕ те
хĕрача садран кайма хатĕрленнине курчĕ. Том сад карти çумне пырса салхуллăн
чавсаланса тăчĕ, хĕрача садра тата пăртак тăтăрччĕ тесе кĕлтурĕ вăл. Хĕрача та пусма
картлашки çинче чарăнкаласа тăчĕ, унтан алăк патнелле утса кайрĕ. Вăл урине алăк
сули çине ярса пуссан, Том йывăррăн сывласа илчĕ, анчах сасартăк унăн пит-куçĕ
çуталса кайрĕ: алăк витĕр кĕрсе çухаличченех хĕрача каялла çаврăнса пăхрĕ те хӳме
урлă кăвак чечек ывăтса ячĕ. Том, чупса пырса, чечек патĕнчен пăр-икĕ утăмра
чарăнса тăчĕ, ывăç тупанне куçĕ патнелле тытрĕ те, темĕн интереслĕ япала курнă
пек, урамалла тĕллесе пăхма пуçларĕ. Унтан çĕр çинчен улăм пĕрчи илчĕ те ăна
хăйĕн сăмси çине тăратрĕ, улăм пĕрчи тӳре тăтăр тесе тăрăшса, вăл пуçне каялла
хытă каçăртрĕ те хуллен çеç пĕр енчен тепĕр еннелле сулланкаларĕ. Сулланкаланă
май чечек патнелле çыв-харса пычĕ; юлашкинчен вăл çара урипе чечек çине пусрĕ,
ăна лайăх авăнакан пӳрнисемпе ярса тытрĕ, хăрах уран сиксе кайрĕ те часах таçта
кĕтес хыçнелле кĕрсе çухалчĕ. Анчах нумайлăха мар — пиншак тӳмисене вĕçертсе
чечеке кăкăр çумне пытарса лартма мĕн чул вăхăт кирлĕ, çавăн чул вăхăта çеç
çухалчĕ.
Чечекне вăл чĕре патне, тен, хырăм патне пытарса лартнă пулĕ, мĕншĕн тесен
Том анатомие ытла лайăхах пĕлмен, çак самантра хăй мĕн тунине те питех астусах
пăхман.
Унтан вăл каллех çаврăнса килчĕ те темĕнле майлă та хуçкаланса, мĕн каç
пуличченех хӳме çумĕнче çапкаланса çӳрерĕ. Хĕрача текех курăнмарĕ, çапах та Том
хăйне хăй пăртак йăпатса çапла шухăшларĕ: хĕрача пĕр-пĕр чӳречерен пăхать пулĕ,
вăл уншăн епле тăрашнине курать пулĕ. Çӳрекелесен-çӳрекелесен, Том ирĕксĕрех
килелле сĕтĕрĕнсе кайрĕ, унăн мĕскĕн пуçĕнче фантазиллĕ шухăшсем туллиех
кĕпĕлтетрĕç. Каçхи апат вăхăтĕнче Том пите пăлханчăк ларчĕ, ун çине пăхса,
мăнаккăшĕ ачана мĕн пулнă-ши тесе тĕлĕнчĕ. Сида тăпра муклашкисемпе пенĕшĕн
хăйне хытă пăскăртнăшăн Том кăшт та хурланман пекех туйăнчĕ. Мăнаккăшĕ пăхса
ларнă хушăрах вăл пĕр катăк сахăр йăкăртма хăтланчĕ, çавăншăн ăна мăнаккăшĕ
хытă лектерчĕ, анчах Том татах çилленмерĕ, çапла çеç каларĕ:

терĕ.

— Мăнакка, Сид сирĕн сахăра илнĕ чухне мĕншĕн эсир ăна хĕнеместĕр? —

— Сид çынсене сан пек тарăхтарса хăтланмасть. Эпĕ сана астуса тăман
пулсан, эсĕ сахăр савăче ăшĕнчен те тухас çук.
Мăнаккăшĕ кухньăна тухса кайрĕ, Сид хăйне нимĕн те туманнишĕн питĕ хытă
хĕпĕртерĕ. Томран мăшкăлланă пекех, çавăнтах аллине сахăр савăчĕ патнелле тăсрĕ.
Тӳсме те çук тарăхмалла! Анчах сахăр савăчĕ Сидăн пӳрнисем хушшинчен шуса
тухрĕ те урайне ӳксе чăнкăрах çĕмĕрĕлсе кайрĕ. Том темĕн пĕкех хĕпĕртерĕ, питĕ
хĕпĕртенипе вăл нимĕн те чĕнеймерĕ, кăшкăрса та ямарĕ. «Мăнакка кĕрсен те, пĕр
сăмах та чĕнес мар, кăна кам турĕ тесе ыйтичченех нимĕн шарламасăр шăп ларас.
Ыйтсассăн, пĕтĕмпех каласа кăтартăп, мăнакка хăй юратнă примерлă ачана епле
хĕртнине савăнса çеç пăхса ларăп», — тесе шут тытрĕ Том. Вăл Сида темĕн пекех
хаяр сунса хĕпĕртесе ларчĕ; карчăк, каялла пырса кĕрсе çилленнипе куçлăх айĕнчен
çиçĕм çиçтерсе, сахăр савăчĕн катăкĕсене пăхса тăнă чухне Том аран çеç нимĕн
шарламасăр тӳссе тăма пултарчĕ. «Акă ĕнтĕ, пуçланать», — терĕ вăл хăйĕн ăшĕнче.
Анчах тепĕр минутранах вăл урайнелле тăсăлса ӳкрĕ. Хăватлă алă ăна тата тепре
çапас тесе хăмсарса ячĕ, вара Том куççулĕпех çапла каларĕ:
— Тăхтăр-ха! Тăхтăр! Ма-ха эсĕр мана хĕнетĕр? Ăна Сид çĕмĕрчĕ вĕт! — терĕ.
Полли мăнаккăшĕ вăтаннипе нимĕн тума аптăраса чарăнса тăчĕ. «Вăл халех
ĕнтĕ мана хĕрхенет пулĕ», — тесе шутларĕ Том. Анчах мăнаккăшĕн чĕлхи уçăлсан,
Вăл Тома çапла çеç каларĕ:
— Хм! Çапах та эпĕ сана ахалех лекмерĕ пулĕ тесе шутлатăп. Эпĕ кунта
пулман чухне эсĕ тата мĕн те пулин тунах пулĕ тетĕп, — терĕ.
Анă питех те лайăх мар пулнă. Карчăкăн шутсăрах ачана пĕр ик-виçĕ ăшă
сăмах калас килнĕ, анчах вăл акă мĕнрен хăранă: ăшшăн калаçас пулсан, ача çапла
шухăлшама пултарать: «Мăнаккăшĕ хăйне айăплă шутлать...» Çавăнпа та карчăк
урăх нимĕн те калас мар тенĕ, ăшчикĕ хытă вăрканипех вăл яланхи ĕçне тума
пуçланă. Том кĕтесре тутине тăсса, хăйен чунĕнчи суранĕсене йăпатса ларнă.
Мăнаккăшĕ чĕркуçленсе ларсах унтан каçару ыйтма хатĕр пулнине Том пĕлсе тăнă,
çавна сиссе тăни Тома салхуллăн хĕпĕртеттернĕ. Мăнаккăшпе килĕштерес тĕлĕшпе
пĕр утăм та тăвас мар, вăл килĕштерме тăрăшнисене пăхас мар тесе шут тытнă Том.
Вăхăчĕ-вăхăчĕпе мăнаккăшĕ ун çине куççулĕ витĕр хурлăхлă куçпа пăха-пăха илнине
Том туйсах тăнă, анчах çавна вăл юриех асăрхасшăн пулман. Вăл хăйĕн ăшĕнче çакăн
пек шухăшласа ларнă: акă вăл вилес пекех чирле выртать, мăнаккăшĕ ун патнелле
тайăлнă та каçару сăмахĕ те пулин кала тесе ăна тархаслать; анчах Том пичĕпе стена
патнелле çаврăнать те сăмаха каламасăрах вилсе каять. Мĕнле хуйхăрĕ-ши ун чухне
мăнаккăшĕ? Том тата акă мĕнле шухăшланă: ăна, вилĕскере, киле çĕклесе пыраççĕ
пек, ăна тин çеç шывран туртса кăларнă; унăн кăтра çӳçе йĕп-йĕпе, кăкăрĕ çине хунă
мĕскĕн алли унăн ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă, унăн чирлĕ чĕри те ĕнтĕ тапма пăрахнă.
Çавăн чух вара мăнаккăшĕ Том виллине еплерех ыталаса илĕ-ши, унăн куççулĕ
çумăр çунă пекех шăпăртатма пуçлĕ, — унăн çăварĕ вара: «Турă, ачана каялла
тавăрса парсамччĕ, çав ачана эпĕ нихăçан та, нихăçан та пустуй хĕнес çук», — тесе
кĕлтума тапратĕ. Анчах Том çав-çавах, шап-шурă шуралса кайнăскер тата сипсивĕскер, выртĕ, вăл ĕнтĕ — хĕн-хур курса пурăннă пĕчĕк, мĕскĕн ача — мăнаккăшне
пĕр сăмах та калайрас çук, асап курасси те унăн ĕнтĕ ĕмĕрлĕхех пĕтнĕ. Çавăн пек
пулассисем çинчен шухăшласа вăл хăйне хăй темĕн пекех хурлантарса пĕтернĕ, унăн
куçĕ пĕрмаях шывланса тăнă, куçĕпе мăч-мăч тунă чухне куççулĕ аялалла юха-юха
аннă та сăмси тăрринчен çĕрелле пăт-пăт тумланă. Хăйĕн чунне хурлăхсемпе
килентерни Томшăн питех лайăх туйăннă, çавăнпа та вăл хăйĕн чунне нимĕнле

савăнăç та пырса кĕрттересшĕн пулман. Пӳлĕме унăн кузини Мэри ташласа пырса
кĕнĕ. Вăл нумай вăхăт хушши, пĕр ĕмĕрех, урăхла каласан, пĕр эрне килте пулман
хыççăн, тинех киле таврăннишĕн питех савăннă, хăйпе пĕрле вăл пӳлĕме алăкранах
юрăсем тата хĕвел çути илсе кĕртнĕ. Çавна курсан, салхуллă Том тепĕр алăкĕнчен
тулалла тухса кайнă. Вăл хăйĕн юлташĕсенчен аякра çын питех çӳремен вырăнсем,
хăйĕн чĕри пекех салхуллă вырăнсем, шыраса çӳренĕ.
Пĕрене сулли унăн кăмăлне кайнă пек туйăннă, вăл, сулă хĕрринех вырнаçса,
юханшывăн салхуллă анлăшне тĕллесе пăхса, нимĕн те сисмесĕрех тата
асапланмасăрах шыва епле путас-ши тесе шухăшласа ларнă. Унтан вăл хăйĕн чечекĕ
çинчен астуса илнĕ: ăна, шанса лӳчĕркеннĕскере, пиншакĕ айĕнчен туртса кăларса
пăхнă, çакă вара унăн тутлă хуйхине тата хытăрах хускатса янă. «Манăм чĕрере çакăн
пек йывăрлăх пурри çинчен пĕлнĕ пулсан, вăл мана хĕрхенетчĕ-ши? — тесе ыйтнă
Том хăйĕнчен хăй. — Вăл макăрса яратчĕ-ши, мана мăйран ыталаса илсе
йăпатасшăн пулатчĕ-ши? Çав мăн кăмăллă çынсем халĕ пурте манран аяккалла
пăрăнса кайнă пек, вăл та мана нимĕн пăхмасăрах аяккалла пăрăнса каятчĕ-ши?» —
тесе шухăшланă Том. Çавăн çинчен шухăшланипе унăн ăшчйккине питĕ тутлă
хурлăх тулса ларнă, Том вара çав шухăша пур майлă та çавăрса силлекелеме
тапратнă, вăл йăлт саланса пĕтсе нимĕн юлмичченех çавăркаласа хăтланнă.
Юлашкинчен, вăл йывăррăн сывласа хăй ларнă вырăнтан тăнă та теттĕмелле утнă.
Тăххăр çурăра е вунă сехет тĕлĕнче вăл хăй юратнă палламан хĕрача пурнакан урама
пырса тухнă. Урамĕнче çын таврашĕ çӳрени курăнман. Вăл пĕр самантлăха чарăнса
тăрса итлесе пăхнă, — нимĕнле сас-чĕвĕ те илтĕнмен. Иккĕмĕш хутра тĕксĕм çурта
çути чӳрече каррине çутатса тăнă. Палламан хĕрача çав пӳлĕмре пурăнмасть-ши?
Вăл, карта урлă каçса, хĕрача пурăнакан çурт патнелле тĕмĕсем хушшипе шăппăн
шуса кайнă та чӳрече патнех çитсе чарăнса тăнă. Пĕтĕм кăмăлĕпе çемçелсе вăл
нумайччен çав чӳрече çине пăхса тăнă, унтан çурăмĕ çине выртнă, аллисене кăкăрĕ
çине хунă, аллинче хăйĕн шанса кайнă мĕскĕн чечекне тытса тăнă. Акă çапла унăн
ĕнтĕ вилсе выртасчĕ — çак ниме те ăшшăн пăхман тĕнчепе унăн пĕтĕмпех татăласчĕ;
хăйĕн нимĕн хӳтĕлĕхсĕр пуçне ниçта кайса чикме пĕлмесĕр, уçă пĕлĕт айĕнчех вилсе
выртасчĕ. Вилнĕ чухне тухакан тарне унăн çамки çинчен нимĕнле тус алли те шăлса
илес çук, вăл вилес умĕн юлашки хут асапланса выртнă чухне никам та ун патнелле
тайăлса хĕрхенсе пăхас çук. Ыран хĕрача, тул савăклăн çутăлнине хепĕртесе çак
чӳрече витĕр пăхсан, Том çавăн пек выртнине курах кайĕ, ун чухне вара вăл нивушлĕ
Томăн вилĕ ӳчĕ çине пĕр тумлам куççуль те тăкмĕ-ши? Çав тин çеç чечеке ларакан
çамрăк пурнăçа вилĕм ытла та ир касса ӳкернине курсан, нивушлĕ вăл хĕрача пĕрре
те хуйхăллăн сывласа илмĕ-ши?
Сасартăк чӳрече уçăлса кайнă. Темĕнле хĕрарăм-тарçă сасси çуйхашса
çĕрлехи таса шăплăха пăснă та, «асап тӳссе вилнĕ ача» çине лаштах шыв пырса
сапăннă. Анăраса кайнă герой ура çине сиксе тăнă, мăш-мăш тутарса силленкелеме
тапратнă. Часах сывлăшра пĕр темĕнле япала шăхăрса вĕçни, хуллентерех ятлаçса
илни тата кантăк чăнкăрр! туса çĕмăрĕлни илтĕнсе кайнă, вара пĕр кăшт анчах
палăракан пĕчек çеç мĕлке карта урлă вĕлт каçнă та тĕттĕмре курăими пулнă.
Каярахпа Том, çывăрма выртас тесе салтăнсан, хăйĕн йĕпенсе пĕтнĕ тумтирне
яшка çу çурти çутинче саркаласа пăхнă. Сид вăраннă. Том умĕнче айăп тунине унăн
каçарттарас та килнĕ пулĕ, тен, анчах Сид çавăнтах вăл шухăша пăрахнă, çывăрнă
пек пулса шăп выртнă, мĕншĕн тесен Том куçне пăхсан, ыррине нимĕн те кĕтмелли
пулман. Каçхи кĕлĕ туса чăрманмасăрах, Том çывăрма кĕрсе выртнă, Сид çавна хăй
ăшĕнче астуса юлнă.

Тăваттăмĕш сыпăк
ВЫРСАРНИКУНХИ ШКУЛТА «МУХТАНСА ХĂТЛАННИ»
Тӳлек çутçанталăка çутатса хĕвел тухрĕ те хăйĕн çутă пайăркисене лăпкă
хулана пиллерĕ. Ирхи апат çинĕ хыççăн Полли мăнаккăшĕ килйышра яланхи
кĕллине вуларĕ. Çав кĕлле вăл библири сăмахсемпе хăй пуçĕнчен шухăшласа
кăларнă проповедьсене хутăштарса, вĕсене çӳхе цементпа çыпăçтарнă пек,
çыпăçтарса хунă.
Унтан Том «çапăçăва» хатĕрленме тапратрĕ: хăйĕн пуçне библири
йĕркесемпе тултарма тытăнчĕ. Сид хăйĕн урокне тахçанах вĕренсе хунă. Том, пĕр
пилĕк çавра асра тытса хăварасчĕ тесе, хăйĕн пĕтĕм тăнпуçне пуçтарса вĕренме
тăрăшрĕ. Вăл вĕренмешкĕн юриех ту çинчен каланă проповедĕн пĕр пайне суйласа
илнĕ, — пĕтĕм библийĕпе шырасан та, вăл çав проповедьре çеç чи кĕске çаврасем
тупнă.
Вĕренме ларни çур сехет иртрĕ. Том хăйĕн урокне тĕтреллĕн çеç пĕлкелет-ха,
мĕншĕн тесен унăн ăспуçĕ çав вăхăтра этем шухăшĕ çитме пултарнă вырăнсене пур
çĕре те çитсе çӳрерĕ, унăн алли те кирлĕ мар япаласемпе аппаланса ларчĕ. Мэри
унăн аллинчен кĕнекине илче те урокне ыйтма тапратрĕ, Томĕ тĕтре ăшĕнче хăйĕн
çулне хыпашласа шыраса тупма тăрăшрĕ.
— Мĕскĕн кăмăллисем телейлĕ... э... э...
— Мĕскĕн кăмăллисем...
— Ара... кăмăллисем, мĕскĕн кăмăллисем... э... э.
— Телейлĕ...
— Телейлĕ, мĕскĕн кăмăллисем телейлĕ... мĕншĕн тесен... вĕсен...
— Мĕншĕн тесен вĕсен... Мĕншĕн тесен вĕсен... Мĕншĕн тесен вĕсен...
— Мĕскĕн кăмăллисем телейле, мĕншен тесен весен... çӳлти патшалăх пулĕ.
Макăракансем телейлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем... вĕсем...
— Сав...
— Мĕншен тесен вĕсем... э...
— С-а-в...
— Мĕншĕн тесен вĕсем сав... Ак, çапса пăрах хăть — вĕсем мĕн тăвассине
пĕлместĕп.
— Савă...
— О, савă... Мĕншĕн тесен вĕсем савă... мĕншĕн тесен вĕсем савă... э... э... Çав
макăрса яракансем телейлĕ, мĕншен тесен, мĕншĕн тесен... Мĕн тăваççĕ-ха вĕсем,
шуйттан илесшĕ! Ма эсĕ мана каламастăн, Мэри? Намăс та мар-и сана мана
йĕкĕлтеме?
— О, Том, эсĕ мĕскĕн, тăмсай ача! Эпĕ сана йĕкĕлтеме шутламастăп та!
Санăн пĕр-пĕр çĕре кайса лармалла та пурне те лайăх вĕренсе çитермелле. Тӳсĕмлĕ
пул, Том, тăрăшсан ĕç майлашĕ. Эсĕ çав урока вĕренсен, эпĕ сана пĕр питех те лайăх
япала паратăп. Аслă ача пул, кайса вĕрен...
— Юрать... Мĕнле япала пулать-ха, Мэри? Кала-ха мĕнле япала пулать?
— Эпĕ сана каларăм вĕт лайăх япала тесе, лайăхах пулать ĕнтĕ.
— Пĕлетĕп, Мэри, пĕлетĕп. Юрать, кайса вĕренем эппин.
Чăнах та, вăл хытă тăрăшса вĕренме тапратрĕ, хăйне ик енчен пуссах тăнипе
— мĕн парассине пĕлес килнипе тата усă курасса кĕтсе — Том урокне шутсăр лайăх
вĕренчĕ.

Çавăншăн ăна Мэри вуникĕ цент çурă тăракан вĕрçĕнĕ хуçлатмалли çĕçĕ пачĕ.
Шутсăр хĕпĕртенипе Томăн пĕтĕм чунĕ хусканса кайрĕ. Çĕççи мăка пулсан та, вăл
çапах та Берлоу фирми туса кăларнă чăн-чăн çĕçĕ-çке! Çĕçĕ мĕнлине пĕлмешкен Том
çавăнтах буфета каскалама тапратрĕ, комода та касма пуçларĕ, çак вăхăтра ăна
тумланмашкăн чĕнчĕç: вырсарникунхи шкула каймалла.
Мэри ăна шыв янă шăвăç тазпа супăнь татăкĕ тыттарчĕ. Том, алăкран тухсан,
тазне пĕчĕк сак çине лартрĕ, унтан супăнне шыв ăшне чиксе кăларчĕ те малтанхи
вырăнне хучĕ; унтан васкамасăр çаннисене тавăрчĕ, тазри шыва хуллен çĕр çинелле
тăкса ячĕ, вара кухньăна пырса кĕчĕ те алăк хыçĕнче çакăнса тăракан алшăллипе
хăйĕн питне мĕнпур вăйĕпе сăтăрма пуçларĕ. Анчах Мэри алшăллине унăн
аллинчен туртса илчĕ.
— Мĕнле намăс мар сана, Том! — терĕ вăл. — Çавăн пек лайăх мар ача пулма
юрать-и вара? Пит çунăшăн сана нимĕн те пулас çук.
Том пăртак намăсланнă пек пулчĕ. Каллех ăна таз ăшне шыв тултарса пачĕç.
Хальхинче Том, вăй-хал пуçтарнă пек, таз çумĕнче пĕр хушă пăхса тăчĕ, унтан
вăрăммăн хашлатса илчĕ те çăвăнма тытăнчĕ. Вăл, куçне хупса, тепĕр хут кухньăна
пырса кĕчĕ те алшăлли хыпашлама тапратрĕ: унăн пичĕ çинчен шывпа супăнь
кăпăкĕ тумла-тумла анать; çакă вара Том суйманнине кăтартрĕ. Анчах çапах та, Том
алшăлли айĕнчен шуса тухсан, пит çунин результачĕ ытла лайăхах пулманни
палăрса кайрĕ, мĕншен тесен таса вырăнĕ, маска евĕрлĕ, питĕн пĕр пайне çеç,
çамкаран пуçласа янах таранхи пайне çеç, йышăнса тăрать. Çавăнтан çӳлелле те,
аялалла та шыв пырса тивмен вырăн сарăлса выртать, çӳлтен вăл вырăн çамка
çинелле хăпарать, аял хĕрринче хура ярăм пек мăй тавра çаврăнать. Мэри çине
тăрсах Тома тепĕр хут çăвăнтарма тапратрĕ, çавăн хыççăн вара Том йăлтах чăн-чăн
çын, Мэрин шурă питлĕ тăванĕ пек пулса тăчĕ: йĕпе çӳçне щеткăпа тураса якатнă,
кĕске çӳç кăтрисене хитрен те симметриллĕ вырнаçтарса хунă. Том яланах çӳç
кăтрисене тӳрлентере-тӳрлентере пуç çумнех çыпăçтарса хума тăрăшать. «Кăтра
çӳçпе эпĕ хĕрача еверлĕ пулатăп», — тет вăл, çакă вара унăн пĕтĕм пурнăçне
пĕтерекен япала.) Унтан Мэри Томăн капăр костюмне туртса кăларчĕ, икĕ çул ĕнтĕ
вăл костюма вырсарникунсенче çеç тăхăнкаланă. «Леш, тепри», — теççĕ вăл костюм
пирки. Çакăн тăрăх эпир Томăн мĕн чухлĕ костюм пулнине пĕлме пултаратпăр. Вăл
тумланса çитсен, аппăше ăна юсакалама пуçларĕ, унăн пиншак тӳмисене пурне те
тӳмелесе лартрĕ, хулпуççи патнех çитекен кĕпе çухине хуçлатса хучĕ. Мэри Томăн
тумтирне щеткăпа тасаткаларĕ, юлашкинчен тата Том пуçне улăм шлепке
тăхăнтарса лартрĕ.
Том шутсăрах хитреленсе кайрĕ, анчах ун сăнĕ питĕ хурлăхлă курăнать. Вăл
чăн-чăнах та питĕ асапланчĕ: Том пит-куçне çуса таса çӳреме хăнăхман, çавăнпа та
чаплă тумтирĕ ăна тарăхтарса пăшăрхантарчĕ. Мэри пушмак çинчен манса каять
пулĕ-ха тесе ĕмĕтленчĕ Том. Анчах вăл ĕмĕтленни ахалех пулчĕ: Мэри яланхи пекех
пушмаксене çупа серче те Тома йлсе пырса пачĕ. Том тарăхмаллипех тарăхса
кайрĕ, — ăна яланах хăй мĕн тăвас килменнине ирĕксĕр тутараççĕ тесе ӳпкелешме
тапратрĕ. Анчах Мэри ăна кăмăллăн ӳкĕтлесе:
— Тархасшăн, итле, эппин, Том... ăслă ача пул-ха! — терĕ.
Том вара мăкăртатса пушмакĕсене тăхăнчĕ, çав вăхăтра Мэри вăр-варах
тумланчĕ, вара виççĕшĕ те вырсарникунхи шкула утрĕç. Том вăл шкула пĕтĕм
чĕререн кураймасть, Сидпала Мэри ăна юратаççĕ.
Вырсарникунхи шкулта тăххăртан пуçласа вуннă çурăччен вĕрентеççĕ, унтан
чиркӳ кĕлли пуçланать. Мэрипе Сид яланах хăйсен ирĕкĕпех пачăшкă проповедь

каланисене итлеме юлаççĕ, Том та юлать, анчах урăх, кирлĕрех шухăшсемпе юлать
вăл.
Чиркӳри минтерсĕр çӳллĕ саксем çинче виççĕр çынна яхăн вырнаçаççĕ. Çурчĕ
пĕчĕккĕ, илемсĕр. Унăн тăрринче темскер, хыр хăмасенчен тунă футляр пекскер,
курăнса тăрать, — вăл чан çапмалли вырăн иккен. Алăкран кĕнĕ чухне Том Сидпа
Мэрирен хăпса юлчĕ те пĕр ачаран çапла ыйтрĕ:
— Итле-ха, Билл, санăн сарă билет пур-и? — терĕ.
— Пур.
— Эсĕ уншăн мĕн илес тетĕн?
— Эсĕ мĕн парас тетĕн мана?
— Лакрица * татăкĕ тата пулă тытмалли вăлта паратăп.
— Кӳр-ха, пăхам.
Том кăтартрĕ. Япалисем юрăхлăскерсемех, вĕсем пĕр алăран тепĕр алла куçрĕç.
Унтан Том виçĕ хĕрлĕ билета икĕ пысăк мрамор шарикĕпе улăштарса илчĕ, виçĕтăватă ăпăр-тапăрпа пĕр мăшăр кăвак билет туянчĕ. Иртсе пыракан кашни арçын
ачанах чара-чара тăратса вăл хăйĕн пуянлăхĕпе тĕрлĕ тĕслĕ билетсем улăштарма
сĕнчĕ. Çавăн пек пĕр вунă е вунпилĕк минут иртрĕ. Унтан вăл тап-таса тумланнă,
шавлакан ачасен ушкăнĕпе пĕрле чиркĕве кĕчĕ, хăй вырăнне пырса ларчĕ те
çавăнтах юнашарти ачапа ятлаçма тапратрĕ. Вĕсене йĕркеллĕ те ватăрах учитель
чарчĕ. Анчах учитель аяккалла пăрăнсанах, Том малти сак çинче ларакан ачана
çӳçĕнчен туртрĕ, лешĕ каялла çаврăнса пăхсан, Том тăрăшсах кĕнеки çинелле пăхма
тапратрĕ. Тепĕр минутранах Том, тепĕр юнашар ачи «ай!» тесе кăшкăрса ярасса
кĕтсе, ăна булавкапа чикрĕ, — ăна каллех учитель ятларĕ.
* Лакрица — тутлă тымартан тунă пылак эмел.

Томсен пĕтĕм класĕ, юри суйласа пухнă пекех, канлĕхсĕр, шавлакан класс
пулнă. Урок ыйтма пуçласан, арçын ачасенчен нихăшĕ те урокне кирлĕ пек
вĕренменни палăрнă, кашни ачанах пирвайхи йĕркерен пуçласа юлашки йĕркине
çитичченех вăрттăн каласа пымалла пулнă.
Кирек мĕнле пулсан та, вĕсем çапах та темĕскер лăпăртаткаласа каларĕç,
кашнинех вара уншăн пĕчĕк кăвак билет парнелерĕç, библири икĕ çаврана пăхмасăр
калама вĕренмĕшĕн кăвак билет параççĕ. Вунă кăвак билет пĕр хĕрлĕ билетпа
танлашнă, ăна çав билетсемпе улăштарса илме юранă; вунă хĕрлĕ билет пĕр сарă
билетпа танлашнă; вунă сарă билетшĕн вара директор питĕ хытă тăрăшнă ачана
ахаль хуплашкаллă библи панă. (Çав пурăнма хĕнех мар вăхăтра вăл библи хĕрĕх
цент çĕç тăнă.)
Доре художник ӳкернĕ картинăллă библи паратпăр тесен те, икĕ пин çаврана
пăхмасăр калама вĕренмешкĕн ман вулакансем хушшинче миçе çыннăн вăй-хал,
тӳсĕмлĕх çитĕччĕ-ши? Мэри ав çавăн пек майла икĕ библи туяннă — ăна икĕ çул
хушши питĕ тăрăшса вĕреннĕшĕн панă. Пĕр нимĕç ачи тата тăватă е пилĕк библи
туяннă. Пĕрре вăл нимĕн такăнмасăр, йĕркипе виçĕ пин çавра каласа панă. Анчах
тăнпуçа çав тери хытă ĕçлеттерни ăна пĕтерсе хунă, çав кунтанпа вара вăл йăлт ухмах
пулса юлнă. Ку ĕнтĕ шкулшăн пысăк инкек пулнă, мĕншĕн тесен ĕлĕк, чаплă
кунсенче, урăхла каласан, халăх нумай пуçтарăннă чухне, директор яланах (Том
калашле) çав ачана чĕнтерсе кăларнă та «пырши татăличченех» мекĕрлентернĕ.
Шкул ачисенчен пĕр аслисем çеç хăйсен билечĕсене пуçтарса усранă, библи илесчĕ
тесе, вĕсем çеç нумай вăхăт хушши тăрăшса вĕреннĕ, — çавăнпа та ун пек парне
парасси сайра хутра çеç пулкаланă, вăл паллă тума тивĕçлĕ япала пулнă. Томăн

ăспуçĕ, тен, нихăçан та ун пек парне илесшĕн пулман пулĕ, анчах унăн пĕтĕм
ăшчикки çав парнене илсе мухтава, чапа тухасшăн тахçантанпах çуннă ĕнтĕ.
Шăпах каланă сехетре директор, хăйĕн аллине кĕлĕ кĕнеки тытса, кафедра
умне тухса тăчĕ. Унăн шĕвĕр пӳрни кĕнекери страницăсем хушшинче. Вăл хăй
калакан сăмахсене пите хытă тимлесе итлме хушрĕ.
Юрăçă концертра тухса хăй пĕччен юрă юрланă чухне унăн аллинче нотăсем
пулнă пекех, вырсарникунхи шкулăн директорĕ хăйен яланхи кĕске сăмахне каланă
чумне те унăн аллинче кĕле кĕнеки пулатех. Кĕнеки ăна мĕн тума кирлине ниепле те
ăнланма çук: çав асап куракан çынсенчен нихăшĕ те кĕлĕ кĕнекине те, нотисене те
нихăçăн уçса пăхмаççĕ.
Директор — пĕр вăтăр пилĕк çула çитнĕ килĕшӳсĕр çын. Качаканни пек
сухалĕ унăн хăйăр тĕслĕ, кĕске кастарнă çӳçĕ те çавăн тĕслех. Крахмалпа хытарса
лартнă çухин çӳлти хĕррисем хăлхи çумне сĕртĕннĕ пекех курăнаççĕ, çухийĕн шĕвĕр
вĕçĕсем çăвар кĕтессисем патĕнче тенĕ пек хуçланнă та малалла кăнтарса тăраççĕ.
Вăл çуха вара хӳме пекех туйăнать, çавăнпа та директор ирĕксĕрех пĕрмай малалла
çеç пăхма пултарать, аяккалла пăхас тесен, унăн пĕтĕм пĕвĕпе çаврăнма тивет. Унăн
янахĕ банк билечĕ пекех сарлака та вăрăм галстук çинелле тайăннă, сылтăмалла та,
сулахаялла та сарăлса тăракан галстукĕн вĕçĕсене питĕ вăрăм шерепепе илемлетнĕ.
Унăн атă сăмсисем çавăн чухнехи модăпа, коньки пек, питĕ çӳлелле таврăнса
тăраççĕ, — ун пек пултăрччĕ тесе, çамрăк çынсем вăл вăхăтра питĕ хытă тăрăшнă:
сехечĕ-сехечĕпе стена çумĕнче ларса, хăйсен атă-пушмак сăмсисене стена çумне
пăчăртаса тытса тăнă. Уолтерс мистерăн сăнĕ-пичĕ питĕ тарăннăн шухăшлакан
çыннăннии пекех курăнать, чунĕ унăн тӳрĕ кăмăллă пулнă. Таса япаласемпе
вырăнсене вăл питĕ аван уянă, вĕсене пурнăçри мĕнпур япаласенчен уйрăм
шутланă. Çавăнпа та вырсарникунхи шкулта сăмах тухса каланă чухне унăн сасси
расна майлăран янранă, ахаль кунсенче ун пекки вуçех пулман. Директор хăйĕн
сăмахне çапла пуçласа ячĕ:
— Халĕ ĕнтĕ, ачасем, эпĕ сире пĕр-икĕ минут хушши май килнĕ таран тӳрĕ те
шăп ларма тата хăвăрăн мĕнпур тимлĕхĕрпе манăн сăмаха итлеме ыйтасшăн. Ак
çакăн пек. Лайăх арçын ачасемпе хĕрачасен хăйсене хăйсен çавăн пек тытмалла çав.
Эпĕ куратăп: пĕр пĕчĕк хĕрача чӳрече витĕр пăхса ларать. Эпĕ таçта йывăç çинче
ларатăп та пĕчĕк кайăксене сăмах калатăп тесе шутлать пулĕ вăл хĕрача. (Ырласа хихи! тесе кулни илтĕнчĕ.) Эпĕ сире каласшăн: хамăн умра çавăн чухлĕ савăнăçлă, таптаса, пĕчĕк ача пит-куçĕсене курсан, манăн кăмăл питĕ савăнать, вĕсем ырра, чăнлăха
вĕренесшĕн çак таса стенасем ăшне пуçтарăннă.
Тата малалла та çавăн йышшиех каларĕ вăл. Кайран мĕн каланине асăнмасан
та юрать. Директор хăйĕн пĕтĕм сăмахне нихăçан улшăнман пĕр калăппа калăпласа
каларĕ, çавăнпа эпир ăна пурте ахалех те пĕлетпĕр.
Çав сăмахăн юлашки пайне каланă хушăра усал арçын ачасем хушшинче
тӳплешӳсем тухкаласах тăчĕç. Ачасем хăйсен вырăнĕсенче сиккелесе ларчĕç, пĕрпĕринпе пăшăлтатрĕç. Çав шав хумĕсем вара вăхăчĕ-вăхăчĕпе, чул сăртсем пекех,
ниçталла пăрăнмасăр ларакан Мэрипе Сид патнелле те пыра-пыра çитрĕç.
Директор сасси куллентерех янрама тапратсанах, калаçасси-тăвасси йăлтах чарăнса
ларчĕ, вăл хăйĕн сăмахне вĕçленине ачасем питĕ шăппăн та хытă тав туса кĕтсе
илчĕç.
Ачасем ытларах пăшăлтатса калаçса хăтланни çав шкула курма тесе çынсем
пынипе те çыхăннă, — ун пек япала шкулта сайра хутра çеç пулкалать, — Тэчер

адвокатпа пĕрле пĕр кăвак çӳçлĕ начаркка старик, пит çамрăках мар, хитре, пăлатна
джентльмен тата пĕр чаплă дама (паллах, джентльменăн арăмĕ) пырса кĕчĕç. Дама
пĕр хĕрачана çавăтнă. Том хăйĕн айăпне туйнипе, хăйне питех лайăх мар пулнипе
вырăнта лара-тăра пĕлмерĕ. Вăл Эмми Лоренс куçĕпе тĕл пулма хăяймарĕ, Эмми
йăвашшăн та ачашшăн пăхнине хирĕç пăхмашкăн пултараймарĕ. Шкула пырса кĕнĕ
хĕрачана курсан, Томăн чунĕ питех савăнса кайрĕ. Вăл çавăнтах мĕн вăй çитнĕ таран
темтепĕр хăтланма тапратрĕ: арçын ачасене чышкаларĕ, çӳçĕсенчен туртрĕ, питкуçĕпе мăшкăла-мăшкăла кăтартрĕ, пĕр сăмахпа каласан, — хĕр чунне мĕнле
илĕртме пулать, хĕр мĕне ырлама пултарать, çавсене пурне те тума тытăнчĕ Том.
Çак самантра ун савăнăçĕ çумне пĕр лайăх мар япала пырса пĕрлешрĕ: вăл хăй
садра, ангел чӳречи патĕнче, мăшкăл курни çинчен астуса илчĕ. Анчах çак асаилĕве
йăшакан хăйăр çине çырса хунă теме пулать. Томăн савăнăç юхăмĕсем ăна йăлтах
çуса ячĕç.
Хăнасене хисеплĕ вырăна кĕртсе лартрĕç. Уолтерс мистер, хăйĕн сăмахне
каласа пĕтерсенех, хăнасем камсем пулнине шкул ачисене пĕлтерчĕ.
Арçынĕ ытла та чаплă çын — округри судья иккен. Çавăн пек чаплă çынна
ачасем нихăçан та курман; вĕсем ун çине пăха-пăха тĕлĕнчĕç, ăна та ытти мĕнпур
çынсемпе пĕр пек йышши япаларанах тунă-ши тесе ыйтрĕç пĕр-пĕринчен. Вĕсем
судья епле мĕкĕрнине илтесшĕн çунчĕç, анчах вăл мекĕрсе ярасран питĕ шикленчĕç.
Вăл Санкт-Петербургран çирĕм милре ларакан Константинополь* хулинчен килнĕ,
çавăнпа та вăл çул çӳресе тĕнче курнă тесе калама пулать ĕнтĕ. Вăл хăйĕн куçĕпех
округри суд çуртне курнă, çав çурт тимĕртен, тет. Çавăн пек шухăшласа вăл çынна
темĕн вырăннех хуни ачасем куçĕсене чарса пăрахса шăп-шăпах ларнинчен палăрчĕ.
Вăл çын аслă судья Тэчер, хăйсен хулинче адвокатра тăракан Тэчерăн тăванĕ пулнă.
Пĕтĕм шкул ачисем ăмсанса пăхса тăччăр тесе, Джефф Тэчер çавăнтах хăй пиччĕшĕ
пулакан аслă çынпа пĕр тан пек калаçкаламашкăн малалла утса тухрĕ. Хăйĕн
юлташĕсем пăшăлтатнисене илтме пултарас пулсан, вăл сăмахсем уншăн питĕ
тутлă музыка пекех пулнă пулĕччĕç.
— Пăх-ха, Джим, вăл унталла каять! Пăх-ха, тетĕп! Акă вăл ăна алă парать...
Авă мĕнле! — алă парать! Мур илесшĕ, санăн та Джефф вырăнĕнче пулас килетчĕ
пулĕ? — тесе пăшăлтатрĕç юлташĕсем.
Уолтерс мистер хăйне майлă «мухтанса хăтланчĕ», вăл, хăй ĕçченнине
палăртса, чупкаласа çеç тăче: кам çине мĕн тиентерме пулать, кашнинех вăл
канашсем парса, ĕç хушса, приказсем парса тиентерсе çеç тăчĕ.
Библиотекарь та «мухтанса хăтланчĕ»: çĕклемĕ-çĕклемĕпе кĕвене йăтса каллĕмаллĕ чупкаларĕ, шутсăр тăрăшса, шавласа, чупкаласа çеç çӳрерĕ.
Çамрăк учительницăсем, ачасем патнелле ачашшăн тайăлса тăрса, хăйсене
майлă «шухăшлареç», — унччен пăртак малтантарах çав ачасенех вĕсем чĕпĕтнĕ,
хăлхисенчен туртнă, — халĕ ĕнтĕ вĕсем итлемен ачасене кулкаласа çеç лайăх
пӳрнисемпе юнаса каларĕç, итлекеннисеме пуçĕсенчен ачашласа шăлчĕç.
Çамрăк учительсем хăйсен влаçне палăртса ятла-ятла илнипе, ырă
дисциплина тунипе «мухтанчĕç». Пĕтĕмпе каласан, арçын учительсемпе хĕрарăм
учительсем пурте тенĕ пекех кафедра таврашĕнче кĕнекесем патĕнче ытларах
çӳрекелерĕç.
Хĕрачасем, хăйсен черечĕпе, тĕрлĕ майлă «мухтанса хăтланчĕç». Арçын
ачасем вара çав тĕлĕшпе тăрăшмаллипех тăрăшрĕç: сывлăшра çапăçу çинчен
пĕлтерекен сасăсем илтĕнсех тăчĕç. Чăмланă хутран тунă шариксем вĕçкелесе тăчĕç.
Çак мĕнпурри хушшинче вара çемçе пукан çинче ларакан аслă çыннăн
кĕлетки ăраснах çӳллĕ курăнса тăчĕ. Вăл судья пек çӳлтен çеç пăхса кулнипе шкула

çутатса, хăйĕн чаплăлăхĕпе ăшăнса ларать тейĕн, мĕншĕн тесен вăл та хăйне майлă
«мухтанать».
* 8-мĕш страницăра асăрхаттарнине вула.

Уолтерс мистерăн савăнăçне пĕтĕмпе тăрласа çитермешкĕн пĕр япала çеç
çитеймерĕ: вăл хăйĕн чаплă хăнисене тĕлĕнмелле тăрăшса вĕренекен ача
кăтартасшăн çунчĕ, чи тивĕçлĕреххисене библи парасшăн пулчĕ. Шкул ачисенчен
хăшĕ-пĕри темиçешер сарă билет пуçтарса çитернĕ пулсан та, ун кăмăлне
тивĕçтерекенни тупăнман: директор лайăх вĕренекенсене ыйтусем парсах тĕрĕсленĕ.
Ах, çав нимĕç ачине каллех лайăх тăнпуç тавăрса парасчĕ, уншăн директор нимĕн те
хĕрхенмĕччĕ. Унăн пĕтĕм шанчăкĕ çухалнă тапхăрта Том Сойер малалла тухса
тăрать те пĕр купа билет: тăхăр сарă билет, тăхăр хĕрлĕ тата вунă кăвак билет
кăларса кăтартать, хăйне уншăн библи пама ыйтать.
Ку ĕнтĕ тăп-тăрă пĕлĕт çинчех аслати кĕрлесе янă пек пулчĕ. Уолтерс мистер
Сойер çине тахçанах ĕнтĕ алăпа сулнă: çитес вунă çул хушшинче те унтан нимĕн
You have read 1 text from Chuvash literature.
Next - Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 03
  • Parts
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 01
    Total number of words is 4082
    Total number of unique words is 1885
    44.2 of words are in the 2000 most common words
    62.6 of words are in the 5000 most common words
    68.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 02
    Total number of words is 4116
    Total number of unique words is 1907
    48.5 of words are in the 2000 most common words
    66.2 of words are in the 5000 most common words
    70.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 03
    Total number of words is 4171
    Total number of unique words is 1872
    46.1 of words are in the 2000 most common words
    64.8 of words are in the 5000 most common words
    70.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 04
    Total number of words is 4157
    Total number of unique words is 1781
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    68.3 of words are in the 5000 most common words
    72.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 05
    Total number of words is 4102
    Total number of unique words is 1817
    46.9 of words are in the 2000 most common words
    66.8 of words are in the 5000 most common words
    71.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 06
    Total number of words is 4169
    Total number of unique words is 1850
    47.9 of words are in the 2000 most common words
    67.9 of words are in the 5000 most common words
    74.2 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 07
    Total number of words is 4121
    Total number of unique words is 1860
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    67.5 of words are in the 5000 most common words
    72.7 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 08
    Total number of words is 4065
    Total number of unique words is 1843
    45.9 of words are in the 2000 most common words
    65.6 of words are in the 5000 most common words
    72.1 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 09
    Total number of words is 4156
    Total number of unique words is 1700
    48.3 of words are in the 2000 most common words
    66.1 of words are in the 5000 most common words
    72.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 10
    Total number of words is 4115
    Total number of unique words is 1839
    45.3 of words are in the 2000 most common words
    63.6 of words are in the 5000 most common words
    69.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 11
    Total number of words is 4104
    Total number of unique words is 1749
    47.1 of words are in the 2000 most common words
    65.7 of words are in the 5000 most common words
    72.1 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 12
    Total number of words is 4128
    Total number of unique words is 1744
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    67.7 of words are in the 5000 most common words
    72.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 13
    Total number of words is 4149
    Total number of unique words is 1782
    48.9 of words are in the 2000 most common words
    68.5 of words are in the 5000 most common words
    74.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 14
    Total number of words is 4146
    Total number of unique words is 1690
    49.4 of words are in the 2000 most common words
    69.7 of words are in the 5000 most common words
    75.3 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 15
    Total number of words is 4207
    Total number of unique words is 1808
    48.0 of words are in the 2000 most common words
    68.4 of words are in the 5000 most common words
    74.4 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 16
    Total number of words is 2412
    Total number of unique words is 1198
    51.6 of words are in the 2000 most common words
    67.9 of words are in the 5000 most common words
    71.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.