Latin

Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 06

Total number of words is 4169
Total number of unique words is 1850
47.9 of words are in the 2000 most common words
67.9 of words are in the 5000 most common words
74.2 of words are in the 8000 most common words
Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
хăшпĕр чухне унта сыснасемпе пĕрле çĕр каçкалатчĕ, анчах шăл ытла та хытă
харлаттарать, — тĕреклĕрех тăмасан, ураран та ӳкерĕ. Çитменнине тата, вăл çак
пĕчĕк хулана урăх килес те çук пулĕ, тетĕп.
Ачасен чунĕнче каллех темтепĕр курассишĕн çунасси чĕрĕлсе кайрĕ.
— Гек, эпĕ ертсе кайсан, эсĕ çавăнта каятăн-и?
— Каяс килмест манăн, Том. Тен, унта Джо индеец?
Том хăраса ӳкрĕ. Анчах çавăнта çитсе пăхасси ытла та хытă илĕртрĕ, çавăнпа
та ачасем унта кайса пăхас, терĕç. Хартлатни чарăнсанах, каялла çаврăнас та яра
парас тесе каварлашрĕç вĕсем. Пĕр-пĕрин хыççăн чĕрне вĕççĕн утса, вĕсем çывăракан
патнелле йăпшăнчĕç. Патне çитесси виç-тăватă утăм юлсан, Том темĕнле патак çине
пусрĕ, патакĕ çатăрт туса хуçăлса кайрĕ. Çывăраканскер йынăшса илчĕ, пăртак
хутлансарах выртрĕ, унăн пичĕ уйăх çути ӳкнĕ тĕле лекрĕ. Вăл Мефф Поттер пулчĕ.
Çывăракан тапрансан, ачасен юн тымарĕсенче юн сивĕнсе ларнă пек пулчĕ, хăйсем
те пĕр вырăнтах хытса кайрĕç. Анчах халĕ вĕсен хăрани пĕтĕмпех иртрĕ. Вĕсем,
чĕрне вĕççĕн утса стенари çапса лартнă хăмана çĕмĕрсе кăларнă шăтăк патне çитсе,
ун витĕр тухрĕç те сывпуллашма пуçларĕç. Анчах çав вăхăтра каллех тискеррĕн,
вăрăммăн улани илтĕнсе кайрĕ.
Вĕсем каялла çаврăнса пăхрĕç те Поттер выртнă çĕртен икĕ утăмра ют йытă
тăнине курах кайрĕç. Унăн пуçĕ Поттер еннелле пăхнă, сăмсине вăл çӳлелле,
пĕлĕтсем патнелле, тăснă.
— Вăл ăна пăхса улать иикен! — терĕç ачасем пĕр харăсах.
— Пĕлетĕн-и эсĕ? Пĕрре пырса ернĕ йытă Джонни Миллер патĕнче лăпах
çур çĕр тĕлĕнче уланă, тет, — унтанпа ике эрне çитнĕ ĕнтĕ. Çур çĕр тĕлĕнче вĕçекен
кайак та ун патне пӳлĕме веçсе кĕнĕ, пусма карлакĕсем çинче çав каç юрласа ларнă,
çапах та ку таранччен ун килĕнче никам та вилмен.
— Ия, пĕлетĕп. Мĕн вара, вилмен пулсан? Гресси Миллер çав шăматкунах
кухньăри вучах çине ӳксе шутсăр пиçсе кайман-и-ха?
— Апла та, анчах вăл вилмен вĕт-ха. Вилме мар, тӳрленсех пырать.
— Юрĕ, тăхта-ха, курăн унта мĕн пулассине, унăн ĕçĕ çапах та Мефф
Поттерăнни пекех пĕтсе ларнă ĕнтĕ. Негрсем çапла калаççĕ, вĕсем çав ĕç таврашне
пĕлекен çынсем вĕт-ха.
Ачасем шухăша кайса пĕр-пĕринчен уйрăлчĕç.
Том хăй çывăракан пӳлĕмĕн чӳречи витĕр пырса кĕнĕ вăхăталла çĕр ирте
пуçланăччĕ ĕнтĕ. Хывăннă чухне вăл епле те пулин шавлас марччĕ тесе тăрăшрĕ,
вара çавăнтах выртса çывăрса кайрĕ. Хăй тухса кайса темтепĕр курса çӳрени çинчен

никам та пĕлмен тесе хĕпĕртерĕ вăл. Хуллен харлаттарса выртакан Сид çывăрманни
çинчен, вăл хăй çитиччен пĕр сехет малтанрахах вăранни çинчен Том пĕрре те
шухăшламарĕ.
Том вăранса куç уçнă çĕрелле Сид тумланса тухса кайма та ĕлкĕрнĕ. Тулта
çап-çутă пулнине курсан (вăхăт ĕнтĕ вăраха кайнă темелле), Том питĕ тĕлĕнчĕ.
Мĕншĕн ăна вăратман-ха, мĕншен ăна яланхи пек пырса турткаламан-ха? Çав
шухăш ăна темĕн ырă мар пуласси çинчен систерчĕ. Хăйне ыйхă пуснă пулсан та,
пĕтĕм шăмшакки ывăннă пек пулсан та, вăл пилĕк минут хушшинчех тумланса
çитрĕ те аялалла анчĕ.
Килйышĕ сĕтел хушшинчех ларать, анчах вĕсем ирхи апатне çисе пĕтернĕ.
Никам та Тома пĕр сăмах ӳпкелесе каламарĕ, анчах пурин куçĕсем те унтан
аяккалла пăхаççĕ. Пӳлĕмре çав тери шăп, çавăнпа ирсĕр ĕç тунă ачан чĕри çӳçенсе
илчĕ. Вăл сĕтел хушшинче ларчĕ, хăй савăклăн пулма тарăшрĕ, — тăрăшни ахалех
пулчĕ. Никам та хирĕç чĕнекен пулмарĕ. Вăл шӳт тунисене пăхса нихăшĕ те кулса
илмерĕ, çавăнпа унăн та чĕнме пăрахса нимĕн шарламасăр лармалла пулчĕ, унăн
чĕрине хуйхă пусса илчĕ.
Ирхи апат хыççăн мăнаккăшĕ ăна аяккалла илсе кайрĕ те, вăл вара хĕпĕртесе
ӳкнĕ пекех пулчĕ, мĕншĕн тесен вăл хулăпа çаптарнипех ĕç иртсе каять пулĕ тесе
ĕмĕтленнĕччĕ. Анчах ун пек пулмарĕ. Мăнаккăшĕ макăрма, йĕрме тапратрĕ. «Манăн
ватă чĕреме хуçма ăçтан хал çитрĕ-ши санăн?» — тесе ыйтрĕ вăл. Юлашкинчен вăл
ăна çапла каларĕ: «Халĕ ĕнтĕ эсĕ хăвăн мĕн тăвассу килет, çавна тума пултаратăн:
хăвна ху пĕтерсе хума, манăн кăвак пуçăма намăс кăтартма, мана тăпра ăшне кĕртсе
вырттарма та пултаратăн — çапах сана тӳрлетме май килес çук; эпĕ сана тӳрлетме
хăтланса та пăхмастăп ĕнтĕ», — терĕ.
Çапла калани хулăла пин хут çаптарнинчен те усалтарах пулчĕ, çавăнпа та
Томăн чери ӳт ыратнă пек мар, тата хытăрах ыратрĕ. Вăл та макăрса ячĕ, хăйне
каçарма ыйтрĕ, тӳрленетĕп тесе татах сăмах пачĕ. Юлашкинчен мăнаккăше ăна
ирĕке ячĕ, анчах Том хăйне мăнаккăшĕ пĕтĕмпех каçарманнине, халĕ ĕнтĕ хăйне
ĕлĕкхи пек шанманнине туйса тăчĕ. Вăл çынсенчен аяккалла уйрăлса кайрĕ, хăйне
питех телейсер тесе шутларĕ, çавăнпа вăл Сида тавăрма та хăтланса пăхмарĕ, Сид
пустуях унтан кайри алăк витĕр тухса тарма васкарĕ. Том, хурлăхлă та салхуллăскер,
шкула сĕтеренсе пычĕ те ĕнер шкула килменшĕн Джо Гарперпа пĕрле вăл хăй
çурăмне хулă айне пырса тытрĕ. Çаптарнă вăхăтра хăйен чунне тата йывăртарах
хуйхă пуснă, çакăн пек пустуй япаласене пĕртте сисмен çын еверлĕ курăнчĕ. Том,
каялла хăй выранне пырса ларсан, парта çинелле чавсаланчĕ те, янах шăммине
аллисемпе тĕкĕлесе тытса, стена çинелле пăхса, чул евĕрлĕ хытса кайнă пек пулчĕ.
Унăн куçĕнче çав тери асап курăнса тăчĕ. Унăн чавси темĕнле хытă япала çине
тайăннă. Том чылайччен туймаре çакна. Пăртакран Том урăхларах ларчĕ те, ассăн
сывласа, çав япалана илчĕ. Япалине хут ăшне чĕркесе лартнă. Том ăна сӳтсе пăхрĕ.
Вăл вăрăммăн хашлатса сывласа ячĕ — унăн чĕри çурăлсах кайрĕ. Ку япала унăн
камин шарикĕ иккен…
Юлашки улăм пĕрчи тĕве пилĕкне хуçрĕ.

Вунпĕрмĕш сыпăк
ТОМ ЛАЙĂХ МАР ĔÇ ТУНĂШĂН АСАПЛАНАТЬ
Кăнтăрла çитнĕ тĕлелле сасартăк усал хыпар пĕтĕм хулана пăлхатса ячĕ.
Телеграф та кирлĕ пулман, телеграф çинчен çынсем вăл вăхăтра шухăшламан та, —

çав хыпар пĕр çынтан тепĕр çын патне, пĕр çуртран тепĕр çурт патне телеграф
хăвăртлăхĕпех куçса пынă. Паллах ĕнтĕ, учитель шкул ачисене килелле салатса яна:
учитель çавăн пек тума чухламасан, пĕтĕм хула тĕлĕнетчĕ ĕнтĕ. Вĕлернĕ çын çумĕнче
юнланса пĕтнĕ çĕçĕ тупнă, çĕççи Мефф Поттерăн пулнă, ăна тахăшĕ палласа илнĕ,
тет. Тата çапла та каланă: çĕрле, çур çĕр иртсен икĕ сехет тĕлнелле, пĕр çын килелле
таврăннă чухне Поттер тĕлне çитсе тухнă, тет. Поттер шыв юхса выртнă çĕрте
çăвăнса тăнă, тет.
Çав сынна курсан, вăл çавăнтах таçталла кайса çухалнă, тет, — ку ĕнтĕ
ахальтенех мар пулĕ темелле. Çитменнине тата, çăвăнса хăтланни те унăн йăли
таврашĕ пулман. Тата çапла та калаçнă: вĕлерекенне шыраса полици пĕтĕм хулипе
ухтарса çӳренĕ, тет (калаçнă чухне халăх çынна айăпламалли япаласене яланах час
тупать те приговорсем туса хурать), анчах вĕлерекен çынне полици ниçта та шыраса
тупайман, тет. Пур еннелле те юланутсем янă, айăплă çынна каçчен тытаççех тесе
шанса тăнă шериф *.
* Пĕр-пер округра судья е полицейски ĕçне туса тăракан ĕçлĕ çын

Пĕтĕм халăх масар çинелле чышăнчĕ. Том та хăйĕн ыратакан чĕри çинчен
мансах, халăх хыççăн утрĕ — вăл хăйĕн каяс килнипе каймарĕ: ун шучĕпе, халĕ
çакăнтан пĕр пин миля аякра пулнă пулсан, лайăхрахчĕ. Анчах ăна çавăнпалла
ăнланмалла мар темĕнле вăй туртрĕ. Çав хăрушă вырăна çитсе, вăл хăй пĕчĕк
пулнипе малалла хĕсĕнсе кĕрсе кайрĕ те каллех çав тискер япалана курчĕ. Вăл хăй
çакăнта пулнăранпа тем ĕмĕрех иртсе кайнă пек туйăнчĕ ăна. Такам ăна аллинчен
чĕпетсе илчĕ. Вăл çаврăнса пăхрĕ те Гекльберри куçне курах кайрĕ. Çавăнтах иккĕшĕ
те икĕ еннелле пăхма пуçларĕç, вĕсем пĕр-пĕрин куçĕнчен пăхса илнĕ чухне кам та
пулин мĕн те пулин асăрхаман-ши тесе шухăшларĕç. Анчах çынсем вĕсене
асăрхамарĕç те, пурте пĕр-пĕринпе калаçса, çав тискер япаларан куçĕсене илмесĕр
пăхса тăчĕç.
«Мĕскĕн йĕкĕт!» «Телейсĕр çамрăк!» «Акă, вилĕ вăрлакансене асăнмалăх
пулнă-ха!» «Мефф Поттерăн, ăна тытма пултарсан, çакăнса тăрассинчен хăтăлмалли
те çук», — çакăн пек каларĕç пурте пĕр сасăпа. Пачăшкă тата çапла каларĕ:
— Ку турă хушнипе пулнă. Кунта турă ирĕкĕ, — терĕ.
Том пĕтĕм çанçурăмĕпе чĕтресе илчĕ, мĕншĕн тесен унăн куçĕ Джо индеецăн
салхуллă сăнне курчĕ. Çав тапхăрта халăх шавласа каярах чакрĕ.
— Çав вăл, вăл! Вăл кунта хăех килет.
— Кам, кам? — тесе ыйтрĕ пĕр çирĕм сасă.
— Мефф Поттер!
— Пăхăр, чарăнса тăчĕ. Астăвăр ăна, вăл аяккалла каясшăн. Тытăр ăна, ан
ярăр!
Том пуçĕ тĕлĕнчĕ, йывăçсем çинче, çăварĕсене карса ларакан çынсем: «Мефф
Поттер кайма шутламасть те, вăл именнĕ пек те нимĕн тума пĕлмен пек тăрать çеç»,
— тесе пĕлтерчĕç.
— Нимĕн намăса та пĕлмест! — терĕ тăракансенчен пĕри. — Хăй тунă тискер
ĕçе канлĕн пăхса савăнса тăма килнĕ вăл... кунта çынсем пулассине шутламан та вăл.
Халăх сирĕлчĕ те, вилĕ шăтăкĕ патнелле Поттера алăран çавăтса шериф
чаплăн утса пычĕ. Мĕскĕн Поттерăн сăнĕ-пичĕ хăранипе йăлтах улшăнса кайнă,
унăн куçĕсенче вăл шутсăр хăраса ӳкни палăрать. Вĕлернĕ çынна курсан, вăл хăйне
тахăше çапнă пекех чĕтресе илчĕ, питне аллисемпе хупларĕ те макăрса ячĕ.

— Çакна эпĕ туман, тусăмсем, — терĕ вăл йĕрсе, — сире чăн сăмах паратăп,
эпĕ туман.
— Кам, ара, сана айăплать? — тесе янтратса ячĕ тахăшĕн сасси.
Ухă тĕлленĕ çĕрех пырса лекрĕ. Поттер пуçне çĕклере те, хăйĕн куçĕпе нимĕн
шанчăк та çуккине палăртса, чĕреренех пырса титвелле, йĕри-тавралла пăхса илчĕ.
Вăл индееца курчĕ те çапла каларĕ:
— О, Джо индеец! Эсĕ мана сăмах патăн, нихсан та...
— Çакă сирĕн çĕçĕ-и? — Çын вĕлернĕ çĕççе шериф Поттер сăмси патнех илсе
пычĕ.
Хăйне çынсем ярса тытса хуллен çĕр çине лартман пулсан, Поттер ӳкнĕ
пулĕччĕ. Унтан вăл çапла каларĕ:
— Мана темĕн систерсе тăчĕ: эпĕ çавăнта каялла таврăнса тупмасан... — Вăл
шартах сикрĕ, шанчăка йăлтах çухатса, алăпа сулчĕ те: — Кала вĕсене, Джо, кала
вĕсене, халĕ ĕнтĕ нимĕн тумалли те çук... — терĕ.
Çав намăссăр суеçĕ епле вĕлернине хăйĕнчен шухăшласа кăларса, нимĕн
именмесĕр калама пуçласан, Гекльберрипе Том хăраса, тĕлĕнсе хытсах кайрĕç,
куçпуçĕсене те чарсах пăрахрăç. Ачасем кашни минутрах уяр пĕлĕт çинчен Джо
пуçĕ çине кĕçех аçа çапĕ тесе кĕтсе тăчĕç, турă çитересси час пулманнинчен тĕлĕнчĕç
вĕсем. Каласа пĕтерсен те Джо çав-çавах чĕрĕ юлнине курсан, хăранă хушăра вĕсен
тупа тунине пăрахăçласси тата айăпсăрах айăпласа хунă Поттера çăласси килсе
кайрĕ. Анчах çак шухăш та часах иртсе кайрĕ, мĕншĕн тесен вĕсене çав усал Джо
шуйттана сутăнни паллă пулса тăчĕ, шуйттан пек вăйлă персонăпа унăн ырлăхĕшĕн
тавлашма та шикленмелле.
Тахăшĕ Поттертан: «Ма эсĕ тармарăн? Ма кунта килтĕн?» — тесе ыйтрĕ.
— Эпĕ урăхла тума пултараймарăм... Эпĕ пултараймарăм! — тесе йынăшса
ячĕ Поттер. — Эпĕ аяккалла тарас тенĕччĕ, анчах урасем хăйсемех мана кунталла
сĕтĕрсе килчĕç. — Вăл каллех макăрса ячĕ.
Темиçе минутран, причак çитерсе ыйтнă чухне, индеец каллех нимĕн
пăшăрханмасăр-тумасăрах хăй мĕн каланине тепĕр хут каласа пачĕ. Ачасем вара,
ăна çапах та пĕлĕт çинчен аçа çапманнине кура, Джо шуйттана сутăннине
ĕненмеллипех ĕненчĕç. Вăл вĕсен куçĕнче тĕнчери чи усал япала пулин те,
сасартăках чи ытармалла мар япала пулса тăчĕ, вĕсем тĕлĕнсе çеç пăхакан куçĕсене
унăн пичĕ çинчен те илеймерĕç. Май килсен, Джо хыççăн çĕрлехи каçсенче
астукаласа çӳрес тесе шут тытрĕç вĕсем хăйсен ăссĕн, унăн тискер хуçине епле те
пулин пăртак курма пулмĕ-ши, терĕç.
Çын виллине аяккалла турттарса кайнă чухне Джо индеец ăна çĕр çинчен
урапа çине хăпартса хума пулăшрĕ. Халăх хушшинче пурте чĕтресе илчĕç: лăп çав
тапхăрта суран ăшĕнчен юн тумламĕсем юхса тухрĕç *, тесе пăшăлтатма пуçларĕç.
Ăнсăртран çавăн пек телейлĕ япала пулни чăнах та кам вĕлернине кăтартса парĕ,
тесе шухăшларĕç ачасем. Анчах вĕсен кĕтни пурнăçланмарĕ : мĕншĕн тесен
нумайăшĕ çăвăнтах:
— Ун чухне Мефф Поттер çын виллинчен виçĕ утăмра тăратчĕ, — терĕç.
Том хăрушă япала пĕлсе тăнипе тата хăй темĕн лайăх мар тунă пек ӳкĕнсе
асапланнипе çавăн хыççăн пĕр эрне хушши çĕрле йĕркеллĕ çывăраймарĕ. Пĕрре
ирхине, апатланса ларнă хушăра, Сид çапла каларĕ:
— Том, эсĕ çывăрнă чухне ытла та çаврăнкаларăн, тĕлĕкре питĕ калаçса
выртатăн, çывăрма та памастăн... çĕрле эпĕ çур çĕрччен те çывраймарăм, — терĕ.

* Авалтанпах çакăн пек ĕненсе тăни пур: вĕлерекенĕ хăй вĕлернĕ çын вилли патне пырсан,
вĕлернĕ çын суранĕсенчен юн тухать, теççĕ.

Том шуралса кайса пуçне усрĕ.
— Вăл ырă паллă мар, — терĕ Полли мăнаккăшĕ. — Сан пуçунта мĕнле
шухăш пур, Том?
— Нимĕн те мар! Нимĕн те мар!
Çапах та ачан алли чĕтренсе илчĕ те чашăкĕнчи кофе тăкăнса кайрĕ.
— Эсĕ темтепĕр лăпăртататăн, — терĕ татах Сид. — Сăмахран, кĕçĕр каçхине
эсĕ пĕрмаях: «Юн, юн, авă мĕн вăл!» — тесе выртрăн. Çавна темĕн тĕрлĕ те каласа
хăтлантăн. Унтан: «Ан асаплантарăр мана ун пек, эпĕ калатăп», — терĕн. Калатăн-и?
Мĕн калатăн-ха апла?
Тома хăй умĕнче пурте шума тапратнă пек туйăнса кайрĕ. Çав тапхăрта
темĕн пулма пултаратчĕ, ăна калама хĕн, анчах, телее пула, çав тапхăрта Полли
мăнаккăшĕ пăшăрханнă пек пăхни иртсе кайрĕ те, вăл, хăй те пĕлмесĕрех, Тома
çăлăнса тухма пулăшрĕ. Вăл çапла каларĕ:
— Ох! Çав вăл пĕтĕмĕшпех хайхи çынна тискеррĕн пусса пăрахнăран. Мана
хама та вăл кашни каçах тĕлленет. Хăшпĕр чухне тĕлĕкре куратăп: вĕлерекенĕ эпĕ
пек.
— Манпа та çавнашкалах пулкалать, — терĕ Мэри. Çавăн пек ăнлантарса
панине Сид чăнласах йышăннă пек туйăнчĕ.
Том, лайăхрах сăлтав тупса, аяккалла шăвăнчĕ, çавăн хыççăн вара, шăл
ыратать тесе, пĕр эрне хушши тенĕ пек вăл çывăрма выртас умĕн ямах шăммине
тутăрпа туртса çыха-çыха лартрĕ. Вăл çакна пĕлмерĕ: Сид каçсеренех юриех
çывăрмасть-мĕн, хăш-хăш чухне, Том çыхнине пушатса, вăл мĕн-мĕн каланисене
чавсаланса итлесе выртать-мĕн те, вара каллех çыхнине тӳрлете-тӳрлете хурать-мĕн.
Томăн ăшчикки пăшăрханни хуллен-хулленех иртсе кайрĕ; ăна шăл ыратасси
те йăлăхтарса çитерчĕ, çавăнпа вăл ăна пăрахăçа кăларчĕ. Хăй тăванĕ аташса выртнă
чухне пăт-пат каласа яракан сăмахсем тăрăх Сид мĕн те пулни шухăшланă пулсан
та, вăл çав шухăшсене хăйĕн çумĕнчех хăварчĕ.
Çав вăхăтра Томăн юлташĕсем çĕнĕ вăйă вĕренчĕç: кушак виллисене тĕпчесе
çӳреме тапратрĕç, çав вăйă кашни хутĕнчех Тома тискер ĕç пулса иртни çинчен
астутарчĕ. Сид çакна асăрхарĕ: ку таранччен Том, пур вăйăра та хăйне пирвайхи
рольсем панине пит юратнă пулин те, çав вăйăра нихçан та аслă следователь пулма
килĕшмерĕ. Сид çавăн пекех тата Том свидетель пуласран та пăрăна-пăрăна юлнине
асăрхарĕ, ку та темĕнле тĕлĕнмелле пек туйăнчĕ ăна. Сид çакна та асăрхамасăр
хăвармарĕ: çавăн пек вăйăсенчен Том, йĕрĕннипе, кăшт та пулин май килсенех
пăраха-пăраха тарать. Сид çавăн пек тĕлĕнмелле япаласем пирки шутласа хăй пуçне
çĕмĕрчĕ, хăй çапах нимĕн те шарламарĕ. Калас пулать, çавăн йышши вăйăсем часах
модăран тухрĕç те Тома асап кăтартма пăрахрĕç.
Çавăн пек хуйхăллă вăхăтра Том кашни кунах е пĕр кун сиктерсе, май
килсенех «çын вĕлернĕскер» ларнă çĕре, тĕрмен решеткеллĕ пĕчĕк чӳречи патне,
пырса çӳрерĕ, çав çын валли вăл тĕрлĕрен тутлă япаласем, хăй мĕн тупма
пултарнине вăрттăн иле-иле пычĕ. Тĕрме хула хĕрринче ларакан пысăках мар чул
çуртра. Унта хурал таврашĕ те çук, тĕрминче ларакансем те сайра хутра çеç
пулкалаççĕ. Çавăн пек пĕчĕккĕн иле-иле пырса панисем Томăн ăшчиикине самаях
лăплантарчĕç.
Хулари çынсен вилĕсене вăрланăшăн Джо метиса пĕрре хĕн кăтартасси
килчĕ. Вĕсем ăна, сăмалапа сĕрсе, тĕк ăшĕнче йăвалантарса, кашта çине утлантарса

хуларан илсе тухасшăн çунчĕç. Анчах, пурте унран хăраса тăнăран, çав ĕçе пуçарса
яма хăяканни никам та тунăнмарĕ, çавăнпа вара вăл ĕç пулмарĕ те. Хăйне икĕ хутчен
тĕпченĕ чухне те метис тӳрех çапăçу тухнинчен пуçласа каласа пачĕ, малтан вилле
вăрлани çинчен асăнмарĕ те, çавăнпа судра та çав ыйтăва тапратмалла мар турĕç.

Вуниккĕмĕш сыпăк
КУШАК АÇИ ТАТА «ЫРАТНИНЕ ЛĂПЛАНТАРАКАН ЭМЕЛ»
Томăн çĕнĕрен пăшăрханмалли пысăк япаласем тупăнчĕç: Бекки Тэчер
шкула çӳреме пăрахрĕ. Çак пăшăрхану вара Томăн ăспуçне пĕрмаях асаплантарса
çӳрекен шухăша аяккалла сирсе ячĕ. Том, темиçе кун хушши хăйен мăнкăмăлне
ӳстерсе ярса, Беккине хăйĕн пуçĕнчен кăларса ывăтма хăтланчĕ, анчах кăларса
ывăтаймарĕ. Вăл çĕрле Бекки пурăнакан çурт тавра çӳреме тытăнчĕ, хăйне хăй
шутсăр телейсĕр тесе шутларĕ. Бекки чирлесе ӳкнĕ. Вăл вилсе кайсан? Çав шухăш
Томăн кăмăлне пĕтĕмпех хуçрĕ. Вăл ĕнтĕ вăрçăла та интересленми пулчĕ, тинĕс
çинче пират пулса çӳресси те ăна текех илĕртмерĕ. Пурнăç илемĕпе савăнасси
йăлтах пĕтсе ларчĕ ун, пĕр хуйхă çеç тăрса юлчĕ. Вăл кăшăлпа патаксене те пăрахрĕ:
вĕсемпе выляса вăл ĕлĕкхи пек киленмерĕ те. Унăн мăнаккăшĕ хăрасах кайрĕ, ăна
темĕнле майсемпе те эмеллеме тапратрĕ. Вăл тĕрлĕрен патентланă эмелсене тата
çĕнĕрен шухăшласа кăларнă эмеллемелли майсене шутсăр юратакан çынсен шутне
кĕчĕ. Ывăнма та пĕлмесĕр вăл темĕн тĕрлĕ медицина опычĕсем те туса хăтланчĕ. Çав
тĕлĕшрен мĕнле те пулин çĕнĕ япала тухсанах, вăл çав çĕнĕ япалапа та усă курса
пăхасшăн çунчĕ, — вăл хăйне мар, унăн алли айне малтан кам тĕл пулнă, çавна
эмеллесе хăтланчĕ, хăй вăл нихçан та чирлемерĕ.
Вăл вăхăтра шывпа сыватасси модăна кĕрсе пычĕ. Том хуйхăллă çӳрени вара
сыватса хăтланмашкăн лăпах тĕлне килсе тухрĕ. Мăнаккăшĕ ăна тул çутăла
пуçласанах вырăн çинчен тăратса вутă сарайне илсе кайма, унта сивĕ шывпа сапса,
алшăллипе сăтăрма татратрĕ. Унтан вăл ăна, йĕпе простыньпе чĕркесе,
тарлаттармашкăн утиялсемпе вите-вите лартрĕ, мĕскĕн ача вара, хăй калашле,
«унăн чунĕ çинчи сарă тумхахсем пурте шăтăксем витĕр тулалла тухичченех»
тарласа выртрĕ.
Çапах та ача шуралса, начарланса çеç пычĕ, унăн сăнĕ те питĕ мĕскĕннĕн
курăнчĕ. Ĕлĕкхи майлă сыватса хăтланни çумне мăнаккăшĕ тата вĕри ваннăсем,
лармалли ваннăсемпе душ айĕнчи ваннăсем хушрĕ, ăна ирĕксĕрех шыв ăшне
чăмтарчĕ. Ача çапах ха, вилĕсене турттарса каймалли урапа пекех, салхуллă. Тома
пулăшас тесе, мăнаккăшĕ ăна шĕвĕ сĕлĕ пăтти çитерме тапратрĕ, ун çине çăпансене
шăтармалли пластырьсем çыпăçтарса пĕтерчĕ. Унсăр пуçне тата, вăл кашни кунах
ăна темĕн тĕрлĕ шарлаттанла имçамсем ĕçтерчĕ.
Хуллен-хулленех Том хăйне асап кăтартнисене пурне те нимĕн вырăнне те
хуми пулчĕ. Çакă карчăка пите хăратрĕ.
Том çавнашкал ниме те туйман пек пулнинчен ăна епле те пулин
хăтармалла. Çав вăхăтра мăнаккăшĕ çĕнĕ эмел, «ыратнине лăплантаракан эмел»,
пурри çинчен илтрĕ, çавăнтах вăл çав эмеле шутсăр нумай çырăнса илчĕ. Ăна
тутанса пăхрĕ те хĕпĕртесех кайрĕ: ку вара шĕвеклетнĕ вутпа пĕрех. Вăл шывпа
сыватассине пăрахрĕ, пур эмел таврашĕсене те пăрахăçларĕ, çĕнĕ эмеле çеç шанса
тăма пуçларĕ. Тома тулли чей кашăкĕ эмел пачĕ те хăй, шалтах хытса кайса, мĕн
пулассине кĕтме пуçларĕ. Вăл пăшăрханасси-тăвасси пĕр самантрах иртрĕ, чунĕ те

лăпланчĕ, мĕншĕн тесен Томшăн пурте пĕрех пулни çавăнтах иртсе кайрĕ. Ачана
кăвар çине лартнă пулсан та, кунтан ытларах çивĕч те чĕрĕ пулаймастчĕ пуль.
Том чăнах та вăранма вăхăт çитнине туйса илчĕ. Кун пек пурнăç унăн салху
кăмăлне çырлахтарчĕ пулсан та, савнăç сахалтарах унта. Том çав инкекрен
хăтăлмашкăн тĕрлĕрен майсем шухăшласа кăларма тытăнчĕ, юлашкинчен вăл:
«Ыратнине лăплантаракан эмеле» питех юратса пăрахнă пек пулам», — тесе шут
тытрĕ. Вăл хăйне час-часах эмел пама ыйтма пуçларĕ, çавăнпа мăнаккăшне
йăлăхтарсах çитерчĕ. «Эмелне хăçан ĕçес килет, ăна хăвах илсе ĕç, манăн çума ан
çыпçăн», — терĕ юлашкинчен мăнаккăшĕ. Сид пулнă пулсан, мăнаккăшĕн чăн
савăнăçĕ çумне нимĕнле пăшăрхану та хутшăнас çукчĕ. Анчах кунта ĕç Тома пырса
тивет, çавăнпа та мăнаккăшĕ кĕленчене вăрттăн асăрхаса тăма пуçларĕ. Эмеле, чăнах
та, катăлса пычĕ.
Анчах Том хăйне мар, хăнасем йышăнмалли пӳлĕмри урай шăтăкне
эмеллени çинчен мăнаккăшĕ шухăшламарĕ те.
Пĕрре, Том эмеле çав шăтăкалла тăкнă чухне, ун патне мăнаккăшĕн сарă
кушак аçийĕ пырса тăчĕ те мăрлатма тытăнчĕ, чей кашăкки çине хытă пăхса ларса,
хăйне тутантарса пăхтарма ыйтрĕ.
— Ой, Питер, вăл сана кирлĕ мар пулсан, ан та ыйт.
Анчах Питерĕ вăл эмел ăна кирлĕ тесе систерчĕ.
— Асту, ан йăнăш, ан ыйт... Ӳкĕнĕн кайран...
Питерĕ кунта кимĕнле йăнăш та çук тесе шантарсах каларĕ.
— Çавăн пекех ыйтатăн пулсан, паратăп, эпĕ ĕмĕтсĕрскер мар, анчах асту:
килĕшмесен хăвна ху ӳпкеле.
Питер çав условисемпе килĕшрĕ. Том унăн çăварне уçрĕ те унта «ыратнине
лăплантаракан эмеле» пĕр кашăк ячĕ. Питер çӳлелле икĕ ярд сиксе илчĕ, унтан
çапăçма хатĕрленнĕ пек çухăрса ячĕ те пӳлĕм тăрăх ункăн-ункăн çаврăнма тапратрĕ,
сĕтел-пукансем çумне çите-çите çапăнчĕ, чечексем лартнă чӳлмексене тӳнтеретӳнтере ярса, пӳлĕмре йăлтах архатса çӳрерĕ. Унтан вăл кайри урисем çине тăчĕ те,
питех савăннипе пуçне каçăртса, мăнкăмăллăн каллĕ-маллĕ утса çӳреме тапратрĕ,
хăй никам чарма çук савăнса ӳкни çинчен пĕтĕм çурчĕпе илтĕнмелле çухăрчĕ. Унтан
каллех, хăй çулĕ çинче мĕн тĕл пулнине тустарса ватса, пӳлем тăрăх вĕçтерсе çӳреме
тытăнчĕ. Вăл, темиçе хутчен йĕкĕр сальтомортале * туса илсе, хăйĕн юлашки
номерне туса кăтартрĕ, вара ытти чечек чӳлмекĕсене пурне те хăйĕн хыççăн ӳкерсе,
уçă чӳрече витĕр тухса тарчĕ. Полли мăнанкăшĕ лăпах çак тапхăрта пӳлĕме пырса
кĕчĕ. Ватă леди куçлăх çийĕле пăхса тĕлĕнсе хытсах кайрĕ, Томĕ вара кулнине
тӳсеймесĕр урайĕнче йăваланчĕ.
— Мĕн пулнă пирĕн кушак аçине?
— Эпĕ пĕлместĕп, мăнакка, — тесе аран çеç каларĕ Том.
— Ĕмĕрне те ун пеккине курман. Мĕн пирки вăл ун пек хăтланать?
— Чăнах та, пĕлместĕп, Полли мăнакка. Кушаксем питĕ телейлĕ чухне
яланах пуç урлă чикеленсе çӳреççĕ.
— Апла-и?
Мăнаккăшĕн сассинче темĕн сисĕнчĕ, çавăнпа Том сыхланарах тăчĕ.
— Ара, мăнакка. Эпĕ çавăн пек шухăшлатăп.
— Эсĕ шухăшлатăн.
— Ара, мăнакка?
Карчăк пĕкерĕлчĕ. Том интересленсе тата пăшăрханса вăл мĕн тунине сăнарĕ.
Анчах вăл мĕн тума шутланине Том ытла та кайран çеç чухласа илчĕ. Кравать
çумĕнчи кармалли айĕнчен айăпа кăтартакан япала — чей кашăкĕ курăнса тăрать.

Полли мăнаккăшĕ ăна туртса кăларчĕ те Томăн пуçĕ тĕлĕнче силлесе кăтартрĕ. Том
пуçне пĕксе калла чакрĕ. Полли мăнаккăшĕ ăна яланхи пек авринчен — хăлхинчен
тытса урайĕнчен тăратрĕ те пуçĕнчен пӳрнескепе хытă шаккарĕ.
— Ну, сэр, ăнлантарса парăр-ха, мĕншĕн эсĕр сăмахлама пултарайман
чĕрчуна çав тери асаплантаратăр?
— Эпĕ ăна хĕрхенсе эмел патăм, мĕншĕн тесен унăн мăнаккăшĕ те çук.
— Мăнаккăшĕ те çук?! Мĕн лăпăртатăн эсĕ, айван?
— Мăнаккăшĕ пулнă пулсан, вăл унăн пĕтĕм ăшчиккине пĕçертсе яратчĕ,
унăн пĕтĕм пыршине нимĕн хĕрхенмесĕр çунтарса яратчĕ... Арçын ача мар, кушак
аçи пулнине те пăхас çукчĕ.
* Сальтомортале — «вилмелле тапса сикни», малалла е каялла тапа-тапа сиксе сывлăшра
çаврăнса илни.

Полли мăнаккăшĕ сасартăк аванмарланса кайрĕ. Хăй эмеллесе хăтланни ăна
çĕнĕлле майлă курăна пуçларĕ: кушак аçине усал туни ачана та усал тунă пек пулма
пултарнă. Чĕри çемçелме пуçларĕ те, вăл вăтанса кайрĕ, куççулĕ те тухрĕ ун.
Том пуçĕ çине аллине хурса, вăл çемçен çапла каларĕ:
— Эпĕ санах усă тăвас тесе тăрăшрăм вĕт, Том? Том, саншăн усăллă пулчĕ
вĕт? — терĕ.
Том нимĕн кулмасăр-тумасăр ăна питĕнчен тĕллесе пăхрĕ. Унăн тути
кĕтессисем анчах кăшт кăна палăрмалла кулнипе чĕтрекелерĕç.
— Эпĕ пĕлетĕп, мăнакка, эсир мана ырă суннă, эпĕ те Питера ырă сунтăм.
Вăл уншăн усăллă пулчĕ. Вăл çав тери маттур ташланине эпĕ нихçан та курманччĕ...
— Çите, çитĕ, Том, мана татах ан хурлантар. Хăвна ху лайăхрах тыткала, ăслă
ача пул... Урăх санăн эмел таврашĕ ĕçмелле пулмĕ.
Том уроксем пуçланичченех шкула çитрĕ. Çавăн пек тĕлĕнмелле япаласем
юлашки вăхăтра кашни кунах пулса пынине пурте асăрхарĕç. Паян та юлташĕсемпе
выляс вырăнне вăл шкул картишĕнче, хапха патĕнче çаврăнкаласа çӳрерĕ. «Эпĕ
сывмартарах-ха», — терĕ вăл выляма чĕнекенсене хирĕç. Сăн-сăпачĕ унăн, чăнах та,
питĕ чирлĕ курăнать. Вăл ăçта килнĕ унталла пăхкаланă пек пулчĕ, хăй пермай çула
тинкерчĕ. Инçетре Джефф Тэчер килни курăнсанах, Том пичĕ йăл çуталса кайрĕ,
анчах тепĕр минутранах унăн сăнĕ-пичĕ каллех салхуланчĕ. Джефф хапхаран пырса
кĕрсен, Том ун патне чупса пычĕ, ăна пур майпа та йăмăкĕ çинчен сăмахлаттарма
тăрăшрĕ, анчах лешĕ, тăмсайтарах пулнăран, сăмах тĕртнисене чухлаймарĕ. Том
пĕрмай кĕтрĕ те кĕтрĕ, инçетре çутă кĕпе курăнса кайсанах хĕпĕртенипе тăрăс-тăрăс
сикме те хатĕр пулчĕ, çывăхарах çитсен, çавăн пек кĕпе тăхăннă хĕрачана вăл Бекки
пулманшăн пĕтĕм чунтан-вартан кураймарĕ. Юлашкинчен херача кĕписем курăнма
пăрахрĕç, Том вара пуçĕпех хуйха ӳкрĕ. Хуйхăрса та шухăша кайса, вăл пушă класа
кĕчĕ те асап тӳсмешкĕн хăй вырăнне кайса ларчĕ. Çав вăхăтра хапха патĕнче татах
тепĕр хĕрача кĕпи вĕлт курăнса кайрĕ, Томăн чĕри картах турĕ. Пĕр самантрах вăл
картишнелле чупса тухрĕ те индеец пек, урнă манерлĕ хăтланма тапратрĕ:
кăшкăрашрĕ, ахăлтатса кулчĕ, арçын ачасем хыççăн хăваласа çӳрерĕ, шикленмелле
хăрушшăн хӳме урлă тапа-тапа сикрĕ, пуçхĕрлĕ утса çӳрерĕ, — пĕр сăмахпа каласан,
тĕрлĕрен паттăрла ĕçсем туса хăтланчĕ, хăй пĕрмаях Бекки еннелле пăхкаларĕ — вăл
пăхать-ши, пăхмасть-ши тесе шухăшларĕ. Анчах Бекки ăна асăрхамарĕ пулмалла,
вăл ун еннелле пăхмарĕ те. Нивушлĕ вăл Тома курмасть? Том ун çывăхне пычĕ те
хăйĕн паттăрла ĕçĕсене ун патĕнче тума тапратрĕ. Сатуррăн кăшкăрса, вăл йĕритавра чупкаларĕ, пĕр юлташĕ çинчен карттусне хывса илчĕ те шкул тăрри çинелле

ывăтса ячĕ, арçын ача ушкăнĕ хушшине пырса кĕрсе, вĕсене ăçталла килчĕ,
çавăнталла салатса ячĕ. Бекки умнех çĕр çине тăсăлса ӳкре те ăна кăшт çеç ӳкермерĕ.
Бекки аяккалла çаврăнчĕ, сăмсипе каçăртрĕ те çапла каларĕ:
— Пф! Хăшпĕр çынсем хăйсене хăйсем шутсăр вăр-вар çаврăнакансем тесе
шутлаççĕ-çке... Яланах вара мухтанса çӳреççĕ...
Томăн, çакна илтсен, питçăмартийĕ хĕп-хĕрлех пулса кайрĕ. Вăл çĕр çинчен
тăчĕ те, хуйхăллăскер тата хăйне таптаса лапчăтнă пек пулнăскер, аяккалла утрĕ.

Вунвиççĕмĕш сыпăк
ПИРАТСЕН ШАЙККИ ПАРĂССЕМ КАРАТЬ
Том хăйĕн ăшĕнче каллĕ-маллĕ улăштармалла мар çиреп шут тытрĕ.
Чунĕнче шанăçсăрлăх йăва çавăрчĕ. «Мана пурте пăрахрĕç, эпĕ пĕчченех, тĕнчере
никам та мана юратакан çук», — терĕ вăл хăйне хăй. Кайран çынсем ăна мĕн тарана
çитернине пĕлсен, тен, ӳкĕнĕç те, ăна хĕрхенĕç те. Вăл ырă кăмăллă, лайăх ача
пуласшăн тăрăшнăччĕ, анчах вĕсем пулăшасшăн пулмарĕç. Вĕсен унтан хăтăласах
килет пулсан, мĕн вара. Вăл пăрахать те каять, вĕсем вара мĕн вăрçас килнĕ таран
вăрçчăрах ăна. Вăрçчăр ĕнтĕ. Пурте пăрахнă пĕччен ача ӳпкелеме пултарать-и вара?
Ия, çынсем ăна ирĕксĕрех ирсĕр ĕçсем тăвас çул çине тухса тăмалла турĕç. Унăн
хăйне валли урăххине суйласа илмелли çук.
Вăл ĕнтĕ Çаран тăкăрлăкĕ патне çитрĕ, ачасене класа кĕме чĕнекен шкул
чанĕн сасси аран çеç илтĕнчĕ ăна. Çав питĕ лайăх паллакан сасса урăх нихçан та,
нихçан та илтес çук ĕнтĕ тесе шухăшласа, Том ĕсĕклесе макăрса илчĕ. Çакăнпа
килĕшме питĕ хĕн. Анчах мĕн тăвас-ха? Вăл урăхла тума пултараймасть. Ăна тĕртсе
яраççĕ, аплипех пăрахса хăвараççĕ пулсан, парăнас пулать ĕнтĕ, анчах вăл вĕсене
каçарать.
Çапла вăл час-часах тата хытăрах ĕсĕклеме тытăнчĕ.
Лăп çак тапхăрта вăл хăйĕн чи лайăх юлташне Джо Гарпера тĕлех пулчĕ.
Лешĕн те сăн-сăпаче салхуллă, вăл та чунĕ ыратнипе пысăк шухăш тытни паллă.
Иккĕленмелли те çук, вĕсем иккĕшĕ те «пĕр шухăшлă икĕ пĕрешкел чун». Том,
хыттăн ĕсĕклесе, куçĕсене çаннипе шăла-шăла, хăй килтен тухса кайма шут тытни
çинчен, килте хăйне çав тери хĕсни, ăна унта никам та хĕрхенменни çинчен каласа
кăтартрĕ, — тухса каятăп та нихçан та таврăнмастăп, терĕ. «Джо, эсĕ мана манас çук
пулĕ тесе ĕмĕтленсе тăратăн», — хушса хучĕ вăл юлашкинчен.
Анчах кунта Джо хăй те Томран çавăн çинченех ыйтасшăн пулни, çавна калас
тесе вăл Тома тахçантанпах шырани палăрса кайрĕ. Джона амăшĕ хăйма çисе
янăшăн хертсе пĕтернĕ. Джо хăймине тутанса та пăхман, куçпа та курман. Паллах,
ĕнтĕ вăл амăшне йăлăхтарса çитернĕ пулĕ çав, амăшĕ ăна хăй патĕнчен уйрăлса
кайтăр, тет улĕ. Апла пулсан, унăн амăшĕ ĕмĕтленнине тумалли çеç юлать; Джо ĕнтĕ
амăшĕ телейлĕ пулĕ тесе шанса тăрать, хăйен мĕскĕн ачине нимĕн хĕрхенӳсĕр сивĕ
тĕнчене, хĕн-хур курса пурăнса вилмелли çĕре кăларса янăшăн вăл нихçан та
ӳкĕнмĕ, тесе шанса тăрать.
Çапла ĕнте хĕн-хур куракан икĕ ача, хăйсен хуйхисем çинчен пĕр-пĕрне
каласа кăтартса, юнашар утса пычĕç. Вĕсем пĕр-пĕриншĕн тăвансем пекех хытă
тăрар, хамăра асап курса пурăнассинчен хăтаричченех пĕр-перйнчен нихçан та
уйрăлмăпăр тесе каварлашрĕç. Унтан вĕсем харпăр хăй мĕн тума шутланисем
çинчен каласа кăтартма пуçларĕç. Джо çынсенчен аякри çер шăтăкне пĕчченех кайса
типĕ çăкăр хыттисемпе тăранса пурăнас, вара асап курса, тӳссе шăнса вилес, терĕ.

Анчах Том мĕн каланине илтсен, вăл унпа килĕшрĕ: ирсĕр ĕçсем туса пурăнасси тата
лайăхрах та усăллăрах, терĕ, çавăнпа вара вăл та пират пулма шут тытрĕ.
Санкт-Петербургран виçĕ мильре, Миссиссиппи шывĕ пĕр миля сарлакăш
ытла пулнă çĕрте, пĕр вăрăм та ансăр вăрманлă утрав пур. Вăл утравăн ту енĕ
патĕнче хăйăрлă ăшăх вырăн пур, кунта вăрă-хурахсене пытанса курăнмашкăн питех
те аван. Утравĕ сĕм-çăра вăрман ӳссе ларнă леш енчи çыран патнеллерех выртать,
унта пĕр çын таврашĕ те çук. Шухăшлакаласа пăхсан, хайхи геройсем Джексон
утравĕнче хăйсен резиденцийĕ тăвас тесе шут тытрĕç. Хăйсен кам çине пиратла
тапăнса çӳрессисем çинчен вĕсем шухăшламарĕç те. Унтан вĕсем Гекльберри Финна
шыраса тупрĕç те, вăл хавассăнах вĕсем çумне çыпăçрĕ. Гекшăн пулсан, хăй валли
кирек мĕнле карьера суйласан та пурпĕрех. Хăйсем пĕр-пĕринпе ăçта тĕл пуласси
çинчен каварлашса, вĕсем уйрăлса утрĕç, — вĕсем хăйсем юратнă сехетре, урăхла
каласан, çур çĕрте, хуларан икĕ миля тăварахра, шыв хĕрринче, çын çук çĕрте пĕрле
You have read 1 text from Chuvash literature.
Next - Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 07
  • Parts
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 01
    Total number of words is 4082
    Total number of unique words is 1885
    44.2 of words are in the 2000 most common words
    62.6 of words are in the 5000 most common words
    68.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 02
    Total number of words is 4116
    Total number of unique words is 1907
    48.5 of words are in the 2000 most common words
    66.2 of words are in the 5000 most common words
    70.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 03
    Total number of words is 4171
    Total number of unique words is 1872
    46.1 of words are in the 2000 most common words
    64.8 of words are in the 5000 most common words
    70.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 04
    Total number of words is 4157
    Total number of unique words is 1781
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    68.3 of words are in the 5000 most common words
    72.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 05
    Total number of words is 4102
    Total number of unique words is 1817
    46.9 of words are in the 2000 most common words
    66.8 of words are in the 5000 most common words
    71.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 06
    Total number of words is 4169
    Total number of unique words is 1850
    47.9 of words are in the 2000 most common words
    67.9 of words are in the 5000 most common words
    74.2 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 07
    Total number of words is 4121
    Total number of unique words is 1860
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    67.5 of words are in the 5000 most common words
    72.7 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 08
    Total number of words is 4065
    Total number of unique words is 1843
    45.9 of words are in the 2000 most common words
    65.6 of words are in the 5000 most common words
    72.1 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 09
    Total number of words is 4156
    Total number of unique words is 1700
    48.3 of words are in the 2000 most common words
    66.1 of words are in the 5000 most common words
    72.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 10
    Total number of words is 4115
    Total number of unique words is 1839
    45.3 of words are in the 2000 most common words
    63.6 of words are in the 5000 most common words
    69.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 11
    Total number of words is 4104
    Total number of unique words is 1749
    47.1 of words are in the 2000 most common words
    65.7 of words are in the 5000 most common words
    72.1 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 12
    Total number of words is 4128
    Total number of unique words is 1744
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    67.7 of words are in the 5000 most common words
    72.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 13
    Total number of words is 4149
    Total number of unique words is 1782
    48.9 of words are in the 2000 most common words
    68.5 of words are in the 5000 most common words
    74.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 14
    Total number of words is 4146
    Total number of unique words is 1690
    49.4 of words are in the 2000 most common words
    69.7 of words are in the 5000 most common words
    75.3 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 15
    Total number of words is 4207
    Total number of unique words is 1808
    48.0 of words are in the 2000 most common words
    68.4 of words are in the 5000 most common words
    74.4 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 16
    Total number of words is 2412
    Total number of unique words is 1198
    51.6 of words are in the 2000 most common words
    67.9 of words are in the 5000 most common words
    71.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.