Latin

Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 12

Total number of words is 4128
Total number of unique words is 1744
48.8 of words are in the 2000 most common words
67.7 of words are in the 5000 most common words
72.9 of words are in the 8000 most common words
Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
вĕсем табак турткаларĕç, сулхăнта сăмахлакаласа ларчĕç, унтан, ĕç ăнăçлă пулассине
ытлах шанмасăр, хăйсен шăтăкĕнче аппаланса хăтланчĕç. Том каланă пек, час-часах
акă çакăн пек пулкаланăран çеç вĕсем унта аппаланса пăхрĕç: хăшпĕр чухне пытарса
хунă укçа патне çитесси пĕр ултă дюйм çеç юлсан, çынсем алăсене усса яраççĕ, унтан
вара тепĕр çын пырать те кĕреçепе пĕрре çеç алтать — вара ĕçе те пулать вăл пĕтĕм
ырлăха хăй илет. Анчах ку хутĕнче ачасем тăрăшса хăтланни ăнăçлă пулмарĕ.
Хăйсен хатĕрĕсене хулпуççи урлă хурса, ачасем малалла уттарчĕç. Эпир пӳлĕхçĕпе
шӳт туса хăтланмарăмăр, пытарнă укçана епле шырамалли йĕркесене йăлтах астуса
тĕрĕс мар туса пытăмăр, тесе шухăшларĕç вĕсем. Юлашкинчен вĕсем усал тухакан
çурт патне пырса çитрĕç.
* Тисс — лăсăллă йывăç. Авал вăл йывăçран чи çирĕп çĕмренсем тунă.

Хĕвел çунтарса пăхнипе çутçанталăк шăпланни ачасене темĕнле хăрушшăн та
кичеммĕн туйăнчĕ. Вĕсем алăк патнелле йăпшăнса пычĕç те четресех шалалла
пăхрĕç. Çăра курăк ӳссе ларнă пӳлĕм, урайĕ-мĕнĕ те, штукатурки те çук, кăмаки
çурри ишĕлсе пĕтнĕ; чӳречисем кантăксăр, пусми çĕрĕк; пур çĕрте те татăк-кĕсĕк
эрешмен картисем çакăнса тăраççĕ. Ачасем хăра-хăра хуллен унта кĕчĕç. Хăйсем
хушшинче вĕсем шăппăн калаçрĕç, сас-чăвĕ пуласса хытă тăнласа итлерĕç, кашни
самантрах тухса тарма хатĕр тăчĕç.
Хуллен-хулленех вĕсем хăнăхса çитрĕç, хăрама пăрахрĕç те, вĕсен унта мĕн
пуррине курасси те килсе кайрĕ. Йĕри-тавра пурне те вĕсем интересленсе пăхрĕç,
хăйсем хăюллă пулнăшăн савăнчĕç, çав вăхăтра тата унтан тĕлĕнчĕç те. Кайран вĕсен
çӳле те хăпарса пăхас килсе кайрĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне хĕтĕртме тапратрĕç. Унтан
киркăпа кĕреçине кĕтеселле пăрахрĕç та пусма тăрăх çӳлелле хăпарса кайрĕç. Унта
та пурте çавăн пекех ирсĕр юхăнса пĕтнĕ. Пĕр кĕтесре вĕсем чăлан шыраса тупрĕç,
чăланĕнче темĕн пулас пекех туйăнчĕ. Анчах чăланĕ пушах иккен. Халĕ вĕсем,
пĕтĕмпех хастарланса, хăйсен майне ларса çитрĕç. Вĕсем аяла анса çӳлелле хăпарма
тытăнас тенĕччĕ ĕнтĕ, сасартăк:
— Шăп тăр! — терĕ Том.
— Мĕн? — тесе ыйтрĕ Гек шăппăн, хăранипе шуралса кайса.
— Шăп! Унта... Эсĕ илтетĕн-и?
— Ия. Ой-ой-ой! Атя тарар!
— Шăп лар! Ан сывла. Алăк патнелле килеççĕ...
Урай хăмисем хушшинчи çурăксем витĕр мĕн те пулин курма хăтланса,
ачасем урайне тăсăлса выртрĕç, сехрисем хăпнипе çавăн пек тапранмасăр выртрĕç.
— Акă чарăнса тăчĕç... Çук... килеççĕ... Килсе çитрĕç. Шăп лар, Гек, пĕр сасă та
ан кăлар. Ох, ма эпĕ кунта килтĕм-ши!
Икĕ çын пырса кĕчĕ. Кашни ачиех:
«Пăх-ха, пĕри хăлхасăр-чĕлхесĕр старик, испанец, иккен, юлашки вăхăтра ăна
пирĕн хулара çынсем икĕ хут е виçĕ хут куркаланăччĕ, теприне вара эпĕ нихçан та
курман», — тесе шутларĕç.
«Тепри» питех те лайăх мар сăн-питлĕскер, чыссăр та çĕтĕк-çатăк
тумтирлĕскер. Испанецĕ юланутлă çынсем пĕркенсе çӳрекен йышши утиялла
пĕркеннĕ. Пичĕн икĕ енĕпе те унăн муталанчăк кăвак сухал; сомбреро * айĕнчен
кăтраланса тăракăн вăрам тă кăвак çӳçĕ усăнсă аннă, куçĕсене вăл симĕс куçлăхпа

хупланă. Вĕсем пырса кĕрсенех, «тепри» ăна шăппăн темĕн каларĕ. Иккĕшĕ те,
пичĕсене алăк патнелле, çурăмĕсене стена еннелле туса, çĕр çине юнашар кĕрсе
ларчĕç. Калаканĕ хăй халапне малаллах тăсрĕ. Хуллен-хулленех вăл кăшт хăюлланчĕ
те ăнланмалларах калаçма пуçларĕ.
* Сомбреро — сарлака хĕрриллĕ шлепке.

— Çук, — терĕ вăл, — эпĕ пурне те пуçпа шухăшласа илтĕм те, çав ĕç ман
кăмăла каймасть. Питех шикленмеллескер.
— Питех шикленмеллескер! — тесе мăкăртатса илчĕ «хăлхасăр-чĕлхесĕр»
испанец, ачасене шутсăр тĕлĕнтерсе. — Эх, йĕрĕнчĕк.
Çав сасса илтсенех, ачасем шартах сикрĕç те çăварĕсене карса пăрахрĕç. Джо
индеец сасси! Вăл пĕр хушă нимĕн те шарламарĕ, унтан çапла каларĕ:
— Çав юлашки ĕçе мĕнле шикленмелле ĕç пулчĕ, — çапах чиперех иртсе
кайрĕ.
— Çук, унта пысăк уйрăмлăх пур. Лешĕ — инçетре, шыв хĕрринчи ту çинче
пулчĕ-çке, юнашар урăх пĕр кил-çурт та çукчĕ. Пирĕн ĕç май килмесен, çавăнта
ĕçленине те никам та пĕлес çук.
— Кунта кăнтăрла килсе çӳресси тата та шиклĕрех; пирĕн çине куçпа
пăхсанах, ырă маррине сисме пулать.
— Пĕлетĕп, пĕлетĕп. Анчах çав ухмахла ĕç хыççăн пытанса пурăнма урăх
юрăхлă вырăн та пулмарĕ вĕт. Манăн çак лаçра юлас та килмест. Эпĕ ĕнерех тухса
каяс тенĕччĕ, анчах çав эсрелĕ арçын ачисем çавăнта ту çинче йăшăлтатнă чухне,
вĕсем пĕтĕм çурта йăлт курса тăнă чухне, çынна систермесĕр тухса каясси çинчен
шухăшлама та пулмарĕ.
Метис сăмахĕсане илтсен, «эсрелĕ арçын ачисем» хăранипе каллех чĕтреме
тапратрĕç.
Вĕсем çав ĕçе эрнекун пуçлама хăраса тăни, ăна тепĕр куна хăварма шут
пытни мĕнле телей пулчĕ. Хăйсен ăшĕнче вĕсем: «Ăна мĕнĕн пĕр çулталăках
тăхтамалла тумарăмăр-ши?» — тесе кулянчĕç. Çапкаланчăксем çимелли туртса
кăларчĕç те ирхи апат çиме пуçларĕç. Нумайччен шухăшласа ларнă хыççăн Джо
индеец çалла каларĕ:
— Итле, ачам, эсĕ шыв тăрăх çӳлелле... Хăвăн ĕлĕкхи вырăнна кай-ха, манран
хыпарсем пырассине кĕт. Эпĕ пăртак вăхăт тупатăп та хулана тепĕр хут пăхма
кĕретĕп, «Шикленмелли» ĕçне эпир кайран, эпĕ пурне те лайăх ыйтса пĕлсен, пурте
лайăх пулнинее курсан çеç тăватпăр. Унтан Техаса яра паратпăр. Иксĕмĕр те унта
таратпăр.
Çак сĕнӳ кăмăла кайрĕ пулас. Часах ку та, тепри те çăварĕсене хытă карса
анаслама пуçларĕç, метисĕ вара:
— Вилес пекех çывăрас килет! Халĕ сан черет хуралта тăмашкăн, — терĕ.
Вăл курăк çине хутланса кĕрсе выртрĕ те часах харлаттарма тапратрĕ.
Юлташĕ ăна пĕр-икĕ хутчен тĕрткелерĕ те, вара харлаттарасси те чарăнчĕ. Унтан
хураллаканĕ хăй те сĕнксе ларма пуçларĕ: унăн пуçĕ аялалла усăннăçемĕн усăнса
пычĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсем иккĕшĕ те харлаттарчĕç.
Арçын ачасем çăмăллăнах сывласа илчĕç.
— Халĕ е нихçан та! — терĕ Том шăппăн. — Каяр!
— Кайма пултараймастăп, — терĕ Гек. — Вĕсем вăрансан, эпĕ тӳрех вилсе
каятăп.

Том тархасларĕ, Гекĕ итлемерĕ. Юлашкинчен Том хуллен, сыхланса урай
çинчен тăчĕ те пĕчченех кайрĕ. Анчах пирвайхи утăм ярса пуссанах, урай хăмисем
хăлтăртатса илчĕç, Том сехри хăпнипе çавăнтах кукленсе ларчĕ. Урăх вăл каяс тесе
тапранса пăхма та хăймарĕ. Минутсем шутсăрах вăраххăн шурĕç: арçын ачасем
çаплах мачча çинче выртрĕç, вĕсене вăхăт петсех ларнă пек, ĕмĕрлĕх те кăвакарса
шуралса каймах ĕлкĕрнĕ пек туйăнчĕ. Çавăнпа вĕсем, хĕвел анса ларнине курсан,
хытă хĕпĕртерĕç.
Çывăраканĕсенчен пĕри харлаттарма пăрахрĕ. Джо индеец тăрса ларчĕ,
йĕри-тавра пăхкаларĕ, хăйĕн юлташĕ çине пăхрĕ те салхуллăн кулса илчĕ: юлташĕн
пуçĕ чĕркуççийĕсем çинеллех усăнса аннă. Унтан Джо ăна урипеле тапкă пачĕ те
çапла каларĕ:
— Тăр! Вăт мĕнле хуралçă!.. Юрĕ-çке ĕнтĕ... Нимĕн те пулман.
— Нивушлĕ эпĕ çывăрса кайнă?
— Пăртак çывăрнă çав. Пирĕн çула каймалли вăхăт та çитрĕ. Хамăр çумра
юлакан укçапа мĕн тăватпăр-ха эпир?
— Пĕлместĕп ĕнтĕ. Яланхи пекех çакăнтах хăварас мар-ши? Эпир кăнтăралла
кайма пуçтарăниччен вăл пире кирлĕ пулмасть вĕт-ха. Ултçĕр аллăлăх кĕмĕл укçана
хамăр çире йăтса çӳреçси чылаях йывăр пулать вăл.
— Юрĕ... тепĕр хут та килме пулать...
— Луччĕ ĕлĕк ялан çӳренĕ пек... çерле килес пулать... апла шанчăкпăрах
пулать.
— Ия, анчах эпĕ акă мĕн каласшăн, тусăм: леш хайхи ĕçе туса хумашкăн
манăн, тен, часах май та килмест пуле... темĕн те пулма пултарĕ... укçана эпир
лайăхах пытарса хуман... Атя-ха, эпир ăна лайăхрах... тарăнрах алтса чикер.
— Ку лайăх шухăш, — терĕ хирĕç индеец юлташĕ. Вăл пӳлĕмĕн тепĕр
пуçнелле кайрĕ те, чĕркуçленсе ларса, вучахăн пĕр хыçал енчи плитине çӳлелле
çĕклерĕ, унтан пĕр михĕ туртса кăларчĕ, михĕ ăшĕнче чăнкăр-чăнкăр туса илчĕ.
Михĕ ăшĕнчен вăл хăйне валли пĕр çирĕм-вăтăр доллар тата метис валли те çавăн
чухлех кăларса илчĕ те пĕтĕм миххипех метиса тыттарчĕ, лешĕ кĕтесе чĕркуçленсе
ларса кукăр çĕççипе тăпра чаврĕ.
Ачасем хăйсен сехри хăпнине, хурлăх курнине пĕр самантрах манса кайрĕç.
Вĕсем çапкаланчăксем мĕн тунине пĕтĕмпех сĕмсĕр куçпа пăхса асăрхаса
тăчĕç. Акă мĕнле телей вĕт! Çавăн пек пуянлăх пулассине ачасем пуçпа та
шухăшласа илме пултарайман. Ултçĕр доллар! Кун чухлĕ укçа вунă арçын ачана
пуйтарма та çитет вĕт. Пытарнă укçа хăех, нимĕн аппаланса хăтланмасăрах, алла
кĕресшĕн. Вĕсен ĕнтĕ, хăйсем кирлĕ çĕрте алтнипе алтманнине тĕрĕс пĕлмесĕрех,
чухлакаласа алтса çӳремелле пулмасть. Çавăн пек алтса çӳрени питех те кансĕрччĕ.
Халĕ ĕнтĕ çăвнашкăл кансĕрлĕхсем курасси те пĕтĕмĕшпех пĕтсе ларать.
Ачасем кашни минутрах пĕр-пĕрне тĕрткелесе тăчĕç, çав систермелле
тĕрткеленисем: «Халĕ ĕнтĕ эсĕ çакăнта килсе кĕнĕшĕн хĕпĕртетĕн пулĕ?» — тесе
ыйтнине пĕлтерчĕç, çавна кашниех ăнланчĕ.
Метисăн çĕççи темĕнле хытă япала çине пырса çапăнчĕ.
— Эхе! — терĕ вăл.
— Мĕн унта? — тесе ыйтрĕ юлташĕ.
— Çурри çĕрнĕ хăма... Çук, пĕчĕк арча пулмалла. Кил-ха кунта, ăна туртса
кăларма пулăш. Пăхар-ха, мĕн шуйттан тума вăл кунта ларать. Тăхта, кирлĕ мар, —
эпĕ ăна çапса шăтартăм.
Вăл аллине ещĕк ăшне чикрĕ те каялла туртса кăларчĕ.
— Итле-ха, унта укçа вĕт! — терĕ вăл.

Вĕсем иккĕшĕ те пĕр ывăç укçана пăхма пĕкĕрĕлчĕç. Укçисем ылтăн укçасем.
Ачасем çӳлте çапкаланчăксем пекех тĕлĕнсе хытса кайрĕç, вĕсем пекех питĕ
хавасланчĕç.
Индеец юлташĕ çапла каларĕ:
— Кунта вăхăт ирттерсе тăмалли çук. Часрах ĕçе тытăнмалла. Эпĕ халĕ анчах
çавăнта кĕтесре, курăк ăшĕнче, кăмакан леш енче, тутăхса ларнă кивĕ кирка куртăм.
Вăл чупса кайрĕ те ачасем хăварнă хатĕрсене илсе килчĕ. Джо индеец
киркана тытрĕ, хăй ăссĕн темĕн мăкăртатса илчĕ те ĕçе пикенчĕ.
Часах арчана туртса кăларчĕç. Вăл пысăках мар. Пĕтĕмпех тимĕрпе тыттарса
лартнăскер, тахçан ĕлек вăл пите çирĕп пулнă пулмалла.
Çапкаланчăксем темиçе минут хушши питĕ хавасланса, нимĕн чĕнмесĕр
пуянлăха пăхса тăчĕç.
— Тусăм, кунта темиçе пин доллар, — терĕ индеец.
— Çак вырăнсенче пĕр çулхине Мэррел шайкки ĕçлесе çӳренĕ, теççĕ, — терĕ
ачасем палламан çын.
— Пĕлетĕп, — терĕ Джо индеец. — Вĕсем пытарса хунă пек туйăнать те.
— Халĕ ĕнтĕ леш ĕçне муталанса хăтланма та кирлĕ мар.
Метис салхуллăн пăхма пуçларĕ.
— Эсĕ мана пĕлместĕн, — терĕ вăл. Ĕçĕ çинчен те эсĕ пурне те пĕлместĕн.
Унта çаратасси хаклă мар, хирĕç тавăрасси — ака мĕн. — Унăн куçĕсенче усал вутçулам ялкăшса илчĕ. — Мана санран пулăшу кирлĕ пулать... Çав ĕçе пĕтерсенех
Техасалла. Киле хăвăн Ненçи патне, хăвăн сысна çурисем патне кай та манран
хыпарсем пырассине кĕт,
— Юрĕ, эсĕ калашле пултăр. Кунпала мĕн тăвăпăр-ха? Каллех алтса
чикетпĕр-и?
— Ара. (Çӳлте темĕн пекех хавасланса хĕпĕртеççĕ.)
— Çук, аслă асаттесене асăнсах тупа тăватăп, çук, алтса чикместпĕр. (Çӳлте
шутсăрах хурланса каяççĕ.) Эпĕ манса кайнă: кирка çинче чĕрĕ тăпра пулнăччĕ вĕтха. (Ачасем сехрисем хăпнипе чутах анăраса кайман.) Çав кирка ăçтан килсе лекнĕха çакăнта? Ăçтан лекнĕ ун çине чĕрĕ тăпра? Мĕнле çынсем илсе килнĕ кунта вĕсене,
ăçта кайса кĕнĕ çав çынсем? Илтрĕн-и эсĕ мĕн те пулин? Куртăн-и эсĕ кама та
пулин? Кам та пулин килсе çĕре алтнине курса укçана кăларса каймашкăн каялла
алтса чикмелле-и? Çук, ун пек пулас çук, пулас çук! Эпир укçана хамăр пата шăтăка
куçаратпăр.
— Тĕрĕс, тĕрĕс. Эпĕ ун çинчен шухăшламан та. Хăш шăтăкне? Пĕрремĕш
номерне-и?
— Çук, иккĕмĕш номерне, хĕрес айĕнчине. Пĕрремĕшĕ юравлă мар, вăл ытла
та куç умĕнче.
— Юрĕ. Тĕттĕмленет ĕнтĕ, часах тухса кайма пулать. Джо индеец ура çине
тăчĕ, пĕр чӳречи патне утса пычĕ, унтан теприн патне, шикленмелли-мĕн çук-ши
тесе хуллен пăхкаларĕ.
— Кам илсе килме пултарнă-ши кунта çак киркăпа кĕреçене? — ыйтрĕ вăл. —
Мĕнле шухăшлатăн эсĕ, вĕсем çавăнта çӳлте пытанса ларман-ши?
Ачасен пĕтĕм сывлăшĕ тăвăрланса килчĕ. Джо индеец аллине çĕçĕ çине хучĕ,
пĕр минут хушши шухăшласа тăчĕ те унтан пусма патнелле утма пуçларĕ. Ачасем
чăлан çинчен аса илчĕç, анчах вĕсен вырăнтан тапранма та хал çитмерĕ. Урасене
йывăррăн пусса хăпарнипе пусма картлашкисем нăчăртатма пуçларĕç.
Ачасем, пĕтĕмпех сехри хăлнипс, мĕн пулать-килет тесе, пĕтĕм халне
пуçтарса чăланалла вĕçтерме тăчĕç, сасартăк, хăмасем шăтăр-шатăр хуçăлса кайрĕç

те, Джо индеец хуçăк пусма юлашкисемпе пĕрле çĕре персе ӳкрĕ. Вăл хытă ятлаçса
илчĕ те ура çине сиксе тăчĕ, унăн юлташĕ çапла каларĕ:
— Мĕн тума хăпармалла пулчĕ-ха? Лараççĕ пулсан, ларччăрах, — пирĕн мĕн
ĕç? Вĕсем, кунта сиксе анса, вилме шутлаççĕ пулсан, кам вĕсене кансĕрлес пур. Пĕр
вунпилĕк минутран йăлтах тĕттĕм пулать. Ун чухне пирĕн хыççăн хăвалас теççĕ
пулсан, хăвалаччăрах, — эпĕ унпа та килĕшетĕп. Манăн хамăн шухăш çакнашкал:
çакăнта киркăпа кĕреçе илсе килнĕ çынсем пире курчĕç пулсан, вĕсем эпир
шуйттансем е усалсем, е тата мĕн те пулин çавăн йышшискерсем тесе шутларĕç
пулĕ. Вĕсем халĕ тараççĕ тесе тавлашатăп эпĕ.
Джо пăртак мăкăртатрĕ, унтан юлташĕпе килĕшрĕ: кун çути юлашкипе усă
курса, вăхăта ирттерсе тăмасăр, çула кайма пуçтарăнас пулать, терĕ. Тĕттĕмленсе
кайсан, вĕсем çурт ăшĕнчен йăпшăнса тухрĕç те, хаклă арчана çĕклесе, шыв
хĕрринелле утрĕç.
Томпала Гек хăранипе вăйсăрланса кайрĕç, анчах вĕсен ăшчиккисенче питех
те çăмăллăн туйăнчĕ. Вĕсем тăчĕç те пĕрене хушшисемпе çавсем хыççăн нумайччен
пăхрĕç. Вĕсем хыççăн каймалла-и? Ниепле те каяс çук. Мăйĕсене хуçмасăр çĕр çине
чиперех анса, урăх çулпа хулана, ту çинелле кайни те питĕ аван ĕнтĕ. Çул çинче
вĕсем сахал сăмахларĕç, йăнăш туса пăрахнăшăн хăйсене хăйсем шутсăрах
кураймарĕç: мĕн тума илсе пымалла пулнă-ха вĕсен çавăнта киркăна кереçипе?
Вĕсем пулас мар пулсан, Джо индеец хăй шикленесси çинчен те шухăшлас çукчĕ.
«Хирĕç тавăрас» ĕçе тăвиччен вăл хăйĕн кĕмĕлне ылтăнĕпе пĕрле çĕре алтса чикетчĕ,
унтан вара каялла илме килетчĕ те ырлăхĕ çухалнине куратчĕ. Вĕсем киркăпа кĕреçе
илсе пынăшăн ытла та тарăхмалла-çке. Испанец каллех хулана пырса тухсан, хăй
тавăрма шухăшланине ĕçе кĕртме май шыранă чухне, ăна яланах хыçран астуса
çӳремелле. Тен, апла вĕсен çав хайхи «иккĕмĕш номер» ăçтине те пĕлме май килĕ.
Сасартăк Томăн пуçне çакăн пек хăрушă шухăш вырса кĕнĕ:
— Хирĕç тавăрасси! Итле-ха, Гек, тен, вăл пире тавăрасшăн пулсан?
— Ох, ан кала! — терĕ Гек, хăранипе хытсах кайса.
Вĕсем çавăн çинчен нумай сăмахларĕç, хулана çитичченех вĕсем иккĕшĕ пĕр
шухăшлă пулса çапла шутласа хучĕç: метис вăл кама та пулин урăх çынна та асра
тытма пултарнă, мĕншĕн тесен пĕр Том çеç ăна хирĕç судра тухса каланă.
Пĕччен кăна шикленсе пурăнасси çинчен шухăшласа илсен, çак шухăш Тома
сахал йăпатрĕ. Компанипе пĕрле тата авантарах пулĕччĕ, тесе шухăшларĕ вăл.

Çирĕм çиччĕмĕш сыпăк
ЧĔТРЕ-ЧĔТРЕ ХЫÇРАН СЫХЛАСА ÇӲРЕНИ
Çав кун курса пăхнă мыскарасем Тома çĕр каçипех аптратнă. Унăн тĕлĕкĕсем
те асапланмалласкерсем пулнă. Тăватă хутчен вал аллине хайхи пуянлăх патнелле
тăснă, анчах тăватă хутчен те вăл вăранса чăннине туйса илсенех, çав пуянлăх
таçталла çухалнă.
Ир еннелле, вырăнĕ çинче выртса, пулни-иртнисене тĕпĕ-йĕрĕпе астуса илнĕ
чухне, Том акă мĕн асăрхарĕ: çавсем темĕнле лайăх палăрман пек, инçетре пек,
пурте урăх тĕнчере е тахçан ĕлĕкех пулнă пек туйăнчĕ. Унăн пуçне çакăн пек шухăш
пырса кĕчĕ: тен, çав тĕлĕкре çеç пулнă пулĕ, терĕ вăл. Ун пек пулма пултарасси пĕр
япаларан палăрчĕ: унта ытла та нумай ылтăн-çке, унашкал нумай ылтăн тĕлĕкре
кăла пулма пултарать. Том нихçан та пĕр тăрукăн аллă доллар та курман-ха; пуян
мар çемьесенче пурăнакан ытти арçын ачасем пек, вăл та çапла шухăшлать:

«Çĕрсем» тата «пинсем» çинчен калаçнисем çеç, чăннипе илсен, тĕнчере ун пек
пысăк укçасем пулмаççĕ те». Кам та пулин çакăн пек пысăк хисеп таса укçа тытма
пултарни çинчен Том пĕр минутлăха та шухăшламарĕ. Пытарнă укçасем çинчен вăл
мĕн шухăшланине тĕпчесе пăхсан, акă мĕн палăрчĕ: пытарса хунă укçа шутĕнче пĕр
ывăç пăхăр укçа тата пĕр купа урăх темĕнле укçа — нихçан пырса тивмелле мар,
тĕтреллĕн çеç курăнакан асамлă укçа купи. Анчах вăл мĕн чухлĕ нумайтарах
шухăшларĕ, çавăн чухлех хăй курса çӳренĕ япаласем те унăн тăнпуçĕнче тĕпĕйĕрĕпех палăрса пычĕç, юлашкинчен вăл каллех çапла шутлама пуçларĕ: пурте
чăнласах тĕлĕкре пулман пулĕ, терĕ. Çакă тĕрĕс-и, тĕрĕс мар-и, — ăна пĕлмеллех.
Вăл васкаса ирхи апат çирĕ те Гека шырама тухса утрĕ.
Гек баркăн шкафучĕ * çинче урисене шывалла усса ларать, унăн сăнĕ-пичĕ
питех те салху. Том Гекран ыйтса хăтланас мар, терĕ. Гек хăех ĕнерхи çинчен
калаçма пуçлатăр. Калаçма пуçласа ямасть пулсан, вара Том çавсене пурне те
тĕлĕкре курнă пулать.
* Шкафут — карап аяккин çӳлти хĕррийĕ.

— Сывă-и, Гек?
Пер хушă вĕсем нимĕн те шарламарĕç.
— Эх, Том, эпир киркипе кĕреçине йывăç айне хăварнă пулсан, укçа пирĕн
алăра пулатчĕ. Шутсăрах тарăхмалла мар-и-ха, э?
— Апла, эппин, вăл тĕлĕк пулман, тĕлĕк пулман. Ман шутпа, çавă тĕлĕкре
пулнă пулсан, лайăхрахчĕ те пулĕ. Чăнах та, лайăхрахчĕ пулĕ!
— Мĕнле тĕлĕк тата?
— Эпĕ ĕнерхи çинченех калатăп. Çав пĕтем историе тĕлĕкре тĕллĕнтĕм пулĕ
тесе шухăшлама пуçланăччĕ ĕнтĕ эпĕ.
— Тĕлĕкре! Ун айĕнче пусма хуçăлса анман пулсан, кăтартатчĕ вăл сана тĕлĕк
мĕнлине. Эпĕ те çĕрĕпех тĕлĕк курса выртрăм, леш куçĕ çине пластырь çыпăçтарнă
эсрел испанецĕ çĕрĕпех ман хыççăн хăваласа çӳрерĕ, — çĕр айнех анса каймалла
пултăрччĕ унăн.
— Çук, унăн анса кайма кирлĕ мар. Пирĕн, ăна шыраса тупса, вăл укçисене
ăçта пытарса хунине йĕрлесе пĕлмелле.
— Нихăçан та тупас çук ăна эпир. Ун пек телей пĕрре çеç пулать: вĕçертсе
ятăн-тăк — пĕтрĕ вара. Пăчланчĕ. Пĕлетĕн-и: çав усал метиса тĕл пулма пултарасси
çинчен шухăшласанах, эпĕ сивĕ тытнă пекех чĕтреме пуçлатăп.
— Эпĕ те чĕтретĕп, Гек. Çапах манăн, ăна курса, вĕсен çав иккĕмĕш номерĕ
ăçтине йĕрлесе пĕлес килет.
— Иккĕмĕш номер? Ия, ия. Эпĕ ун çинчен шухăшланăччĕ-ха. Анчах нимĕн те
шухăшласа пĕлеймерĕм. Сан шутпала, вăл мĕн?
— Пĕлместĕп. Темĕн питех паллă марскер ĕнтĕ. Итле-ха, Гек, вăл кил-çурт
номерĕ мар-ши?
— Мĕн пуплетĕн, Том! Паллах, вăл мар. Пирĕн хулара çуртсем çинче
нимĕнле номер тавраш та çук вĕт-ха.
— Тĕрĕс, тĕрĕс, шухăшласа пăхма пар-ха мана. Пĕлетĕн-и? Вăл пӳлĕм номерĕ
пулĕ, тен... пĕр-пĕр тавернăри* номер мар-ши?
— Вăт япала! Пирĕн таверна иккĕ çеç вĕт-ха, çавăнпа та ăна тĕрĕслесе тухма та
йывăрах мар.
— Тăхтаса тăр-ха çакăнта, Гек. Эпĕ часах çаврăнса килетĕп.

* Таверна — апатланмалли çурт (час-часах унта номерсем те пулаççĕ).

Том часах курăнми пулнă. Вăл урамсенче Гекпа пĕрле çӳресшĕн пулмарĕ. Вăл
пĕр çур сехетренех каялла çаврăнса килчĕ.
Вăл малтан кĕрсе тухнă лайăхрах тавернинче иккĕмĕш номере тахçантанпах
пĕр çамрăк защитник йышăнса пурăннă. Начартарах тавернинче иккĕмĕш номерĕ
темле вăрттăнла йышшискер пулнă. Хуçа ывăлĕ Тома: çав номер яланах питĕрĕнсе
тăрать, унта никам кĕрекен те, унтан тухакан та çук, çĕрлехи вăхăтра çеç тухса
çӳреççĕ, тенĕ. Вăл мĕн сăлтавпа çавăн пек тĕлĕнмелле хăтланнисене пĕлмен, мĕншĕн
тесен хăй питех те пĕлесшĕн тăрăшаканскер пулман, çавăнпа нумай шухăшласа
тăмасăрах вăл иккĕмĕш номертен шуйттансем тухаççĕ, тенĕ. Иртнĕ каç та унта хăй
çути пуррине асăрханă иккен вăл.
— Акă мĕн пĕлсе килтĕм эпĕ, Гек. Çав пире кирлĕ иккĕмĕш номерех пулĕ
тесе шутлатăп.
— Çаплах пулĕ, Том. Мĕн тăвас-ха пирĕн?
— Тăхта, шухăшласа пăхам.
Том нумайччен шухăшларĕ. Юлашкинчен вăл çапла каларĕ:
— Акă мĕн тумалла. Çав номерĕн хыçалти алăкĕ тавернăпа кивĕ кирпĕч
склачĕ хушшинчи пĕчĕк тăкăрлăкалла тухать. Эсĕ нумайтарах çăра уççи тупса
хатĕрлеме тăрăш, эпĕ мăнакканне пур уççисене те илетĕп, вара пирвайхи тĕттĕм
каçах çав алăка уçма хăтланса пăхăпăр. Джо индеец хулана килсе тухсан, эсĕ ăна
хыçран астуса çӳреме ан ман, — астăватăн вĕт, вăл çапла каларĕ: «Тавăрмашкăн халĕ
вăхăт лайăх-и е лайăх мар-и, çавна пăхма пыратăп, — терĕ. Ăна курсанах, ун хыççăн
кай, вăл иккĕмĕш номера пырса кĕмест пулсан, вара эпир чухласа пĕлеймерĕмĕр
пулать.
— Турăçăм!.. Епле-ха ун хыççăн пĕччен кайăп?
— Ара, вăл çĕрле вĕт. Вăл, тен, сана курас та çук пулĕ, курсассăн та нимĕн те
шухăшлас çук.
— Тĕттĕм каç пулсан, каятăп та пулĕ.. Пĕлместĕп, пĕлместĕп... Хăтланса
пăхам-ха...
— Питех тĕттĕм пулать пулсан, эпĕ те унăн хыççăн каятăп, Гек. Ахаллĕн, тен,
вăл тавăрма шухăшласа хуни май килменнине курĕ те вара кунта укçа патне персе
те çитĕ.
— Тĕрĕс, Том, тĕрĕс! Эпĕ ăна хыçран сыхласа çӳрĕп, чăнах та сыхласа çӳрĕп.
— Вăт ку аван! Асту, йăнăш-мĕн ан тунă пул, Гек. Эпĕ ĕнтĕ улталанмалла
тăвас çук, шансах тăр.

Çирĕм саккăрмĕш сыпăк
ДЖО ИНДЕЕЦ ШĂТĂКĔНЧЕ
Çав каçхине Томпа Гек хăрушă ĕç турĕç. Тăхăр сехетчен вĕсем таверна
таврашĕнче сĕтĕрĕнсе çӳрерĕç. Пĕри пырса кĕмелли алăкне, тепри тăкăрлăкалла
тухакан алăкне сыхларĕ. Тăкăрлăкалла никам та пыракан пулмарĕ: испанец пек çын
пĕрре те тавернăна кĕмерĕ, унтан та тухмарĕ.
Çĕрле уяр пулас пек туйăнчĕ. Том вара тусĕпе çапла каварлашса килне
кайрĕ: çĕрле тата тĕттĕмрех пулсан, Гекăн чӳрече патне пырса кушакла макăрмалла,
вара Том чӳрече витĕр тухать те, вĕсем пĕрле çăра уççисене юраттарса пăхма каяççĕ.

Анчах тулта ĕлĕкхи пекех çутă тăчĕ, вуникĕ сехет çитнĕ тĕлелле Гек хăй сыхласа тăнă
вырăна пăрахрĕ те пушă сахăр пички ăшне çывăрма кайрĕ.
Ытларикун ачасен каллех телей пулмарĕ. Юнкун татах. Кĕçнерникун вара
тĕттĕм пуласса туйăнчĕ. Том, мăнаккăшĕн кивĕ шăвăç хунарне тата пысăк
алшăллине илсе, килтен вăхăтра тухса тарчĕ, алшăллине вăл, кирлĕ пулсан, хунара
хупласа лартмашкăн илчĕ. Хунарне вăл Гек çывăрса пурăнакан пичке ăшне пытарчĕ,
вара иккĕшĕ те сыхлама кайрĕç. Çур çĕр çитесси пĕр сехет юлнă чухне тавернăна
хупрĕç те хăй çунине сӳнтерчĕç (çак вăхăтра вăл пĕр-пĕччен çунакан хăй çутиччĕ).
Нимĕнле испанец та курăнмарĕ. Тăкăрлăкалла никам кĕрекен те, тухакан та
пулмарĕ. Сыхласа тăмалли май çитсе пычĕ. Çĕрĕ сĕм-тĕттĕм, сайра хутра аслати
инçетре авăта-авăта илни çеç шăплăха пăсать.
Том хăйĕн хунарне туртса кăларчĕ, ăна пичке ăшĕнче çутса ячĕ те алшăллипе
хытă туртса чĕркесе лартрĕ. Хăюллă ачасем иккĕшĕ те тĕттĕмре таверна патнелле
йăпшăнса утрĕç. Гек хурала тăчĕ, Томĕ хыпашласа тăкăрлăкалла кĕрсе кайрĕ. Унтан
пăшăрханса кĕтсе тăмалли вăхăт килсе çитрĕ. Гека çав тери йывăр пек туйăнса
кайрĕ, ăна сăрт пусса лартнă пекех пулчĕ. Тĕттĕмре çутă курăнса кайинччĕ теме
пуçларĕ вăл. Чăнах та, çутă курăнсан, вăл хăраса ӳкетчĕ ĕнтĕ. Анчах та ку Том хальхи
вăхăтра чĕрĕ пулнине пĕлтеретчĕ.
Том кайса çухалнăранпа темиçе сехет те иртне пек туйăнче.
— Паллах, вăл анăраса кайнă ĕнтĕ. Тен, вăл вилнĕ те-и? Пăшăрханса, сехри
хăпнипе унăн чĕри те çурăлса кайнă пулĕ, тен?
Пăшăрханса кайнă Гек тăкăрлăк патнелле çывхарнă-çемĕн çывхарсах пычĕ.
Вăл хăйне хăй темĕн те пĕр пулассипе хăратрĕ, кашни минутрах темĕнле инкек пулĕ
те, юлашки сывлăша та туртса илĕ тесе кĕтсе тăчĕ. Унтан туртса илмелли те нумаях
юлман: вăл аран çеç сывлакалать, унăн чĕрийĕ те çав тери хытă тапать, вăл татăкăнтатăкăн çурăлса каяссăнах туйăнать.
Сасартăк çутă йăлкăшса илчĕ те Гек çумĕпе Том вĕçтерсе иртсе кайрĕ.
— Тар! Хăтăл! — терĕ вăл.
Тепĕр хут калама кирлĕ те пулмарĕ. Пирвайхи сăмахах çителĕклĕ пулчĕ. Çав
сăмаха Том иккĕмĕш хут каличчен Гек сехетре вăтăр е херĕх миля тумалли
хăвăртлăхпа вĕçтере пачĕ. Ачасем пĕрре те чарăнса тăмарĕç. Хула айлăмĕнчи выльăх
пусмалли пăрахăç лупас патне çитичченех чупрĕç. Вĕсем аслăк айне кĕрсе пытанма
та ĕлкĕрейменччĕ, аслати авăтса çумăр çума тапратрĕ. Пăртак сывлăш çавăрса
илсенех, Том калама тытăнчĕ:
— Ох, Гек, хăрушă пулчĕ-çке! Эпĕ икĕ уçă юраттарма хăтланса пăхрăм, епле
те пулин хуллентерех хăтланасшăн хам, анчах уççисем çав тери шăкăртаттарма
пуçларĕç, эпĕ хăранипе аран çеç сывласа тăтăм. Çăра ăшĕнче ниепле те çаврăнасшăн
мар вĕсем. Сасартăк эпĕ хам мĕн тунине хам та сисмесĕрех хăлăпран ярса илетĕп те,
алăк яри уçăлать каять. Алăкне питĕрмен-мĕн. Эпĕ унта чупса кĕретĕп, хунара
хупланă алшăллие илсе пăрахатăп та...
— Мĕн?.. Мĕн куртăн вара эсĕ, Том?
— Гек! Эпĕ чут çеç Джо индеец аллине пырса лекеттĕм.
— Чăнах-и?
— Ия. Вăл урайенче выртатчĕ, аллисене сарса пăрахса питĕ хытă çывăратчĕ,
хăйĕн куçĕ çинче çав ĕлĕкхи пластырь те пур.
— Ах, турă, мĕн турăн вара эсĕ? Нивушлĕ вăл вăранчĕ?
— Çук, тапранмарĕ те. Ӳсĕр пулмалла. Эпĕ çак алшăллие ярса илтĕм те
вĕçтертĕм çеç.
— Эпĕ ĕнтĕ алшăлли çинчен шухăшлас та çукчĕ, чăн-чăнах калатăп сана.

— Эпĕ ирĕксĕрех шухăшларăм: алшăллине çухатнă пулсан, мăнакка мама
пурăнма та парас çукчĕ.
— Итле-ха, Том, арчине куртăн-и?
— Гек! Йĕри-тавра пăхмашкăн манăн вăхăт та пулмарĕ. Нимĕн те курмарăм
эпĕ — ни арчине, ни хĕресне. Нимĕн те. Джо индеец патĕнче урайĕнче кĕленчепе
шăвăç курка ларнине çеç куртăм. Кунсăр пуçне, пӳлĕмре икĕ пĕчĕк пичке те темĕн
чул кĕленче куртăм. Халĕ ĕнтĕ эсĕ ăнлантăн-и унта мĕнле усал сывлăш пуррине?
— Мĕнле?
— Спиртлă усал сывлăш! Эрех ĕçменнисен обществин пур тавернисенче те
çавăн пек «усал сывлăшлă» пӳлĕм пур пулĕ, тен? Мĕнле шухăшлатăн эсĕ, Гек?
— Пур та пулĕ. Кам шухăшлама пултарнă ун пек пулĕ тесе? Итле-ха, Том,
халĕ Джо индеец ӳсĕр выртать пулсан, хайхи арчана илсе тухма питех те аван вĕт.
— Мĕн вара! Кайса хăтланса пăх!.. Гек чĕтресе илчĕ.
— Çук... каяс килмест...
— Манăн та каяс килмест, Гек. Унпа юнашар пĕр бутылка çеç. Вăл сахал.
Виççĕ пулнă пулсан, вуçех урăхлаччĕ. Ун чухне вăл çителĕклех ӳсĕр пулатчĕ те, эпĕ,
тен, каяттăм та пулĕ.
Нумай хушă нимĕн шарлани те илтĕнмерĕ. Ачасем иккĕшĕ те тарăн шухăша
путрĕç. Унтан Том çапла каларĕ:
— Итле-ха, Гек, Джо индеец çав пӳлĕмре çуккине лайăхах пĕлмесĕр эпир
çавна тума хăтланса та пăхмăпăр. Ытла та хăрамалла. Кашни çĕрех эпир ун хыççăн
сыхласа çӳресен, хăçан та пулин вăл урамалла тухнине куратпăрах, вара çиçĕм
çиçнинчен те хăвăртрах унăн арчине пĕçертсе тухăпăр.
— Юрĕ, пулать. Эпĕ çĕрĕпех, кашни каçах сыхласа тăма хатĕр, ыттине пурне
те вара эсĕ, Том, хăв çине ил.
— Юрать, илетĕп. Санăн пĕр япала çеç тумалла: мĕн те пулин пулсассăн, эсĕ
Гуперстрит тăрăх сиккипе вĕçтерсе пыратăн та манăн чӳрече патенче кушакла
макăратăн. Эпĕ хытă çывăратăп пулсан, эсĕ манăн чӳречене пĕр ывăç хăйăрпа
сапатăн, эпĕ вара çавăнтах чупса тухатăп.
— Юрĕ! Каларăм та тăватăпах ĕнтĕ!
— Гек, аслатиллĕ çумăр иртсе кайрĕ, эпĕ килелле вĕçтеретĕп. Часах тул
çутăлма пуçлать — пĕр-икĕ сехетрен хĕвел тухать. Эсĕ халь сыхлакала-ха, юрать-и?
— Юрать! Эпĕ сăмах парсан, эсĕ мана шанма пултаратăн. Çулталăкĕпех çав
таверна таврашĕнче çӳрекелĕп. Кăнтăрла кунĕпех çывăрăп, çĕрĕ-çĕрĕпех сыхласа
тăрăп.
— Вăл тĕрĕс. Ăçта çывăратăн-ха эсĕ?
— Бен Роджерс патĕнче, аслăк çинче. Вăл ачи пырать, чармасть çывăрма.
Вĕсен негрĕ, Джек мучи те, хăваламасть мана. Кирлĕ чухне эпĕ Джек валли шыв та
çĕклесе паратăп. Хăшпĕр чухне унтан çиме ыйтатăп, хăй çăкăрсăр ларман чухне вăл
яланах парать. Тĕлĕнмелле ырă кăмăллă негр. Юратать мана, мĕншĕн тесен эпĕ ун
умĕнче нихçан та мухтанса сăмсана каçăртса çӳреместĕп. Хăшпĕр чухне унпала пĕр
сĕтел хушшинчех ларса çиетĕп. Эсĕ ун çинчен, тархасшăн, такама та ан кала. Хырăм
выççи темĕн те тутарать вĕт. Хырăм тутă чухне ху тĕлĕкре тĕллĕнменнине те тума
пултаратăн *.
— Çапла, эсĕ мана кун каçа та кирлĕ пулмасан, эпĕ сана вăратмăп... Вырăнсăр
йăлăхтарса çӳреместĕп сана. Çĕрле вара кирек мĕнле вăхăтра та, кăшт мĕн те пулин
сиссенех, çавăнтах ман паталла вĕçтер те кушакла макăр.

* Кунта автор шурă ӳтлĕ американецсем негрсем çине мĕнле пăхнинчен кулса çырать.
Килсĕр çапкаланса, ыйткаласа çӳрекен Гек Финн та, хăйĕнчен çынсем йĕрĕнеççĕ пулсан та,
хура ӳтлĕ çынпа, хăй унăнне çикелет пулин те, пĕр сĕтел хушшинче апатланма вăтанать.

Çирĕм тăххăрмĕш сыпăк
ГЕК ТĂЛĂХ АРĂМА ÇĂЛАТЬ
Томăн эрнекун ирхине чи малтан илтнĕ хыпарĕ савăнмалла хыпар пулчĕ.
Тэчер судьян çемйи ĕнер каçхине каялла хулана килнĕ. Вăхăтлăха Джо индеец та,
пуянлăх тупасси те Томшăн иккĕмĕш плана кайса ларчĕ, унăн шухăшĕсенче
пирвайхи вырăна Бекки йышăнса илчĕ.
Вĕсем иккĕшĕ тĕл пулчĕç те вăхăта питĕ аван ирттерчĕç: ытти шкул ачисемпе
«канал астуса тăракансемпе» тата «шăл йĕрсе çӳрекенсемпе» пĕрле вылярĕç. Каç
пуласпа ытти мĕнпур савăнăçсем çумне тата тепĕр савăнăç хушăнчĕ, Том тата тепĕр
лайăх хыпăр илтрĕ: тахçанах туса ирттерме хатĕрленнĕ пикнике ыран тумаллаччĕ
тесе, Бекки, хăйĕн амăше çумне çыпăçса, ăна аптăратсах çитернĕ, çавăппа та
юлашкинчен амăшĕ ыран туса ирттерме килĕшнĕ. Херача шутсăрах хавасланса
кайнă. Том та питĕ хĕпĕртерĕ. Хĕвел анса ларичченех ачасене чĕнӳсем ярса
пĕлтерчĕç, пĕтĕм хулари çамрăксем вара, савăнса хĕпĕртесе çӳремелле пулассине
малтанах сиссе, вĕтеленсех праçнике хатĕрленме тапратрĕç. Том çав тери хусканса
кайнăран çĕрле темчченех çывăраймарĕ: «Гек акă кĕçех чӳрече патенче кушакла
макăрса ярĕ тесе, вăл пĕрмаях ĕмĕтленсе тăнă. — Эпĕ вара çавăнтах хайхи укçана
тупăп та ун çинчен ыран Беккине те, пикнике пыракан пур ачасене те каласа
тĕлĕнтерĕп». Анчах йăл ĕмĕтленни ахалех пулчĕ. Çав çĕр нимĕнле сигнал та
пулмарĕ.
Ирхине, вунă сехет тĕлнелле, питĕ шавлакан, савăнăçлă компани Тэчер
судьян хваттерĕ патне пуçтарăнса тăчĕ. Пурте çула кайма хатĕр иккен.
Мăн çынсем, пикнике пырса, ачасене савăнма кансĕрлес мар, терĕç. Пĕр
вунсаккăра çитнĕ виç-тăват çамрăк хĕр, çирĕм виççе е çав тавраша çитнĕ виç-тăват
ача çунатти айенче пĕчĕк ачасен нимрен те шикленмелли çук тесе шутларĕç. Шыв
урлă каçмашкăн пĕчĕк кивĕ пăрахут тытрĕç, — леш еннелле ялан çав пăрахутпа
каçса çӳренĕ, — часах вара савăнăçлă ушкăн, карçинккасемпе апат-çимĕç йăтса, аслă
урам тăрăх утрĕ.
You have read 1 text from Chuvash literature.
Next - Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 13
  • Parts
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 01
    Total number of words is 4082
    Total number of unique words is 1885
    44.2 of words are in the 2000 most common words
    62.6 of words are in the 5000 most common words
    68.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 02
    Total number of words is 4116
    Total number of unique words is 1907
    48.5 of words are in the 2000 most common words
    66.2 of words are in the 5000 most common words
    70.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 03
    Total number of words is 4171
    Total number of unique words is 1872
    46.1 of words are in the 2000 most common words
    64.8 of words are in the 5000 most common words
    70.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 04
    Total number of words is 4157
    Total number of unique words is 1781
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    68.3 of words are in the 5000 most common words
    72.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 05
    Total number of words is 4102
    Total number of unique words is 1817
    46.9 of words are in the 2000 most common words
    66.8 of words are in the 5000 most common words
    71.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 06
    Total number of words is 4169
    Total number of unique words is 1850
    47.9 of words are in the 2000 most common words
    67.9 of words are in the 5000 most common words
    74.2 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 07
    Total number of words is 4121
    Total number of unique words is 1860
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    67.5 of words are in the 5000 most common words
    72.7 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 08
    Total number of words is 4065
    Total number of unique words is 1843
    45.9 of words are in the 2000 most common words
    65.6 of words are in the 5000 most common words
    72.1 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 09
    Total number of words is 4156
    Total number of unique words is 1700
    48.3 of words are in the 2000 most common words
    66.1 of words are in the 5000 most common words
    72.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 10
    Total number of words is 4115
    Total number of unique words is 1839
    45.3 of words are in the 2000 most common words
    63.6 of words are in the 5000 most common words
    69.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 11
    Total number of words is 4104
    Total number of unique words is 1749
    47.1 of words are in the 2000 most common words
    65.7 of words are in the 5000 most common words
    72.1 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 12
    Total number of words is 4128
    Total number of unique words is 1744
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    67.7 of words are in the 5000 most common words
    72.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 13
    Total number of words is 4149
    Total number of unique words is 1782
    48.9 of words are in the 2000 most common words
    68.5 of words are in the 5000 most common words
    74.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 14
    Total number of words is 4146
    Total number of unique words is 1690
    49.4 of words are in the 2000 most common words
    69.7 of words are in the 5000 most common words
    75.3 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 15
    Total number of words is 4207
    Total number of unique words is 1808
    48.0 of words are in the 2000 most common words
    68.4 of words are in the 5000 most common words
    74.4 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 16
    Total number of words is 2412
    Total number of unique words is 1198
    51.6 of words are in the 2000 most common words
    67.9 of words are in the 5000 most common words
    71.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.