Latin

Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 09

Total number of words is 4156
Total number of unique words is 1700
48.3 of words are in the 2000 most common words
66.1 of words are in the 5000 most common words
72.6 of words are in the 8000 most common words
Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
йăлтах килĕшӳллĕ пек. Хулари çынсем пĕрин хыççăн тепри чиркĕвелле

сĕнкĕлтетрĕç, хуйхăрмалли япала çинчен шăппăн сăмахламашкăн чиркӳ алăкĕ
умĕнче чарăна-чарăна тăчĕç. Чиркĕвенче вара никам та пăшăлтатакан пулмарĕ.
Хĕрарăмсем хăйсен сакĕсем патнелле пынă чухне тумĕсемпе кăштăртатни çеç
чиркӳри шăплăха пăсрĕ. Пĕчĕк чиркӳ урăх хăçан та пулин çакăн пек тулли пулнине
никам та астумасть. Чиркĕве Полли мăнаккăшĕ, ун хыççăн Мэрипеле Сид, вĕсем
хыççăн тата Гарперсен йышĕ, пурте хура тум тăхăннăскерсем, пырса кĕрсен,
чиркӳре çав тери шăп пулса тăчĕ. Кĕлтăвакансем пурте пĕр çын пек, вăл шутра ватă
пачăшкă та, вĕсене хисеплесе ура çине çĕкленчĕç те çав пăчланнă ачасен тăлăха юлнă
хурăнташсем малти сак çине вырнаçса ларичченех ура çинче тăчĕç. Унтан каллех
питĕ шăп пулчĕ, хушăран хуллен ĕсĕклесе илнисем çеç илтĕнкелерĕç, кайран
пачăшкă аллине çӳлелле çĕклерĕ те кĕлтума тапратрĕ. Кăмăла çемçетсе яракан гимн
юрланă хыççăн «Эпĕ чĕрĕлĕх те, пурнăç та» текен кĕлле вуларĕ вăл.
Унтан пачăшкă çав пăчланнă ачасем питех те тивĕçлĕ те ырă кăмăллă тата
шутсăр тăнлă-пуçлă пулни çинчен каларĕ. Çакăн хыççăн çав телейсĕр ачасен
тивеçлĕхĕсене пĕртте астуса пăхманшăн, вĕсен айăпĕсемпе кăлтăкĕсене çеç курма
тăрăшнăшăн ӳкĕнме пуçламан çын та юлмарĕ.
Пачăшкă çав пĕтнĕ ачасем хăйсен пурнăçĕнче пĕр виç-тăватă хутчен ырă
япала туни çинчен каласа кăтатрĕ, çавăнпа та вара çав ачасен çемçе, ырă кăмăлĕ
палăрчĕ. Итлекенсем халĕ çав тĕлĕнмелле ачасем питĕ ырă та лайăх пулнине курма
пултарчĕç, унчченрех пек хăтланнисемех вĕсене шутсăр асса хăтланнă пек, çавăншăн
лайăх чĕн пиçиххипе хĕртме тивĕçлĕ пек туйăннă, халĕ ĕнтĕ вĕсем хăйсем çавăн пек
шухăшланăшăн хуйхăрчĕç.
Пачăшкăн сăмахĕ çынсен кăмăлĕсене çемĕçтернĕçемĕн хытăрах çемĕçтерсе
пычĕ. Юлашкинчен вара пурте, пĕр çын пек пулса, ачасен хурăнташĕсем хыççăн
макăрма тапратрĕç, пачăшкă хăй те тӳсеймесĕр кафедра çинче тăнă çĕртех куççульне
юхтарчĕ.
Хор çинче тем шавлани илтĕнсе кайрĕ, çавна никам та астуса пăхмарĕ. Тепĕр
минутранах чиркĕве кĕмелли алăк кăрик! туса уçăлчĕ.
Пачăшкă хăйĕн куççульпе тулнă куçĕсене сăмса тутрипе шăлса илчĕ те хор
çинелле пăхрĕ, тĕлĕнсе хытсах кайрĕ вăл.
Малтан пĕр мăшăр куç, унтан тепĕр мăшăр тата виççĕмĕш те пачăшкă
куçĕсем хыççăн пăхма пуçларĕç, унтан чиркӳри çынсем, пурте хăйсен вырăнĕсенчен
кар тăрса, куçĕ-пуçĕсене чарса пăрахсах, виçĕ вилĕ клирос тăрăх епле утнине
сăнарăç. Том малта пырать, ун хыççăн — Джо, чи хыçалта усăна пыракан çĕтĕк-çатăк
тумтирлĕ Гек хăракаласа утать. Вĕсем, хăйсене асăнса каланă сăмаха итлесе, пушă
хор çинче пытанса ларнă иккен.
Полли мăнаккăшĕ, Мэри тата Гарперсем хăйсен вилĕмрен чĕрĕлнĕ юратнă
ачисене сырса илчĕç: вĕсене хытă чуптурĕç, вĕсем çăлăннăшăн турра тав турĕç.
Мĕскĕн Гек хăйне çавăн чухлĕ çын чалăшшăн пăхнинчен ниçта кайса кĕме пĕлмерĕ,
нимĕн тума аптраса, вăтанса тăчĕ. Вăл йĕри-тавралла пăхкаларĕ. Аяккалла шăвăнма
тесе çеç тăнă Том ăна ярса тытрĕ те Полли мăнаккăшне:
— Кун пек хăтланма юрамасть. Камăн та пулин Гекшăн хĕпĕртемеллех ĕнтĕ,— терĕ.
— Хĕпĕртемесĕр — хĕпĕртеççех, хĕпĕртеççех ĕнтĕ. Эпĕ хам та çав мĕскĕн
тăлăха курнăшăн хĕпĕртетĕп, — терĕ лешĕ.
Полли мăнаккăшĕ арçын ачана ачашлама тытăнчĕ, çавăнпа Гек пушшех
вăтанса кайрĕ.
Сасартăк пачăшкă мĕн вăй çитнĕ таран кăшкăрса каларĕ:

— Турă пире ырлăх кăтартнăшăн, ачасене чĕртсе тăратнăшăн, пуриншĕн те
ăна мухтав! Пĕтĕм чĕререн ăна мухтав юрри юрлар! — терĕ.
Пурте юрлама тапратрĕç. Авалхи тав тумалли гимн пĕтĕм чиркĕвĕпе
савăнăçлăн янраса тăчĕ, тинĕс çинчи пират Том Сойер, хăйне кĕвĕçекен юлташĕсем
çинелле çаврăна-çаврăна пăхса, ку ĕнтĕ унăн пурнăçĕнче чи лайăх минут пулнине
туйса тăчĕ. Килĕсене саланнă чухне приход çыннисем пĕр-пĕрне çапла каларĕç:
«Пире нимĕн намăса пĕлмесĕр улталарĕç пулин те, эпир тепĕр хут та ухмаха тăрса
юлма хатĕр пулаттăмăр пулĕ, авалхи тав тумалли гимн çав тери тĕлĕнмелле лайăх
юрланине те пĕр хут та илтесчĕ», — терĕç.
Çав кун Тома — Полли мăнаккăшĕ кăмăлне пула — çав тери нумай чышкă
лекрĕ. Мăнаккăшĕ чуптурĕ те ăна, çавсем ĕнте пĕр çулталăка та çитетчĕç пулĕ,
тапхăрĕ-тапхăрĕпе Тома акă çакăн пек туйăнчĕ: «Мăнаккăше хăйне юратни турра
тав тунипе юратса чуптунинчен мар, чышкă парса илнисенчен ытларах палăрса
тăрать», — терĕ вăл.

Вунсаккăрмĕш сыпăк
ТОМ ХАЙ КУРНА ТЕЛЕКĔ ÇИНЧЕН КАЛАСА КАТАРТАТЬ
Томăн питех те пысăк вăрттăнлăхĕ çакă пулнă та ĕнтĕ: вăл, хăй пирачĕсемпе
пĕрле киле таврăнса, хăйсене пытарнă çĕрте пулма шутласа хунă-мĕн. Шăматкун
вĕсем, пĕрене çине ларса, Миссури шывĕ хĕррине çитнĕ, хăйсен хулинчен пĕр
пилĕк-ултă миля анаталларах тухнă та укăлчаран инçетрех мар вăрманта çĕр каçнă,
тул çутăлнă-çутăлманах вĕсем пахча хыçĕсемпе хулана пырса çитнĕ те чиркӳри хор
çинче, арăш-пирĕш выртакан çĕмрĕк тенкелсем хушшисенче канлĕн, лайăхах
çывăрса тăраннă.
Тунтикун ирхине апатланса ларнă хушăра Полли мăнăккăшĕпе Мэри Том
çине шутсăрах кăмăллăн пăхрĕç, ăна мĕн кирлине пурне те юратсах туса тăчĕç.
Сĕтел хушшинче ахаль чухнехинчен тем пекех нумай вăхăт хушши халап ярса
ларчĕç. Ытти сăмахсем хушшинче Полли мăнаккăшĕ çапла каларĕ:
— Куртăнни, Том, тен, вăл питех мыскаралла туйăнать пулĕ, пĕр эрне хушши
тенĕ пек пурне те асап тӳсмелле турăр, хăвăрăн çеç, ачасен, савăнмалла пултăрччĕ
сирĕн шутпа. Анчах эсĕ çав тери ырă мар пулнăшăн, мана çав тери асап кăтартма
пултарнăшăн эпĕ питех те хурланатăп. Эсĕ, хăвна пытарнă çĕрте пулмашкăн шыв
урлă пĕрене çинче ишсе каçма пултарнă пулсан, киле кĕрсе пăхма та пултарайăттăн,
хăв вилменни çинчен, тухса тарнии çинчен эсĕ мана пĕр-пĕр паллăпа та систерме
пултараттăн.
— Ара, эсĕ ăна тума пултараттăн çав, Том, — терĕ Мэри, — ху астуса илнĕ
пулсассăн, паллах, эсĕ тăваттăнччĕ ĕнтĕ.
— Чăнах-и, Том? Тăваттăн-и? — тесе ыйтрĕ Полли Мăнаккăшĕ. Унăн пичĕ
тăрăх вара хăйĕн та çавăн пекех тума пултарас килни палăрса тăчĕ. — Кала-ха, эсĕ,
çавна астуса илнĕ пулсан, тăваттăнчĕ-и? — терĕ вăл.
— Пĕ-ĕлместĕп... Ун пек тăвас пулсан, пĕтĕм эффект пĕтсе ларатчĕ вĕт.
— Ах, Том, эсĕ мана çавăн чул та пулин юрататăн пулĕ тесе ĕмĕтленнĕччĕ
эпĕ! — терĕ Полли мăнаккăшĕ çав тери хурланса. Çакна илтсен, Том ирĕксĕрех
вăтанса кайрĕ. — Эсĕ çавăн çинчен шухăшлас пулсан та, маншăн хаклă пулĕччĕ, ăна
тăвасси çинчен каламастăп та ĕнте...
— Ну, мăнаккам, вăл инкек пулниех мар-ха, — терĕ Мэри хушша кĕрсе, —
Том ухмаха ернĕ пекех çӳрет вĕт: вăл яланах шутсăр васкать, шухăшлама та ерçмест.

— Вăл тата та лайăх мар вара. Сид шухăшлатчĕ ĕнтĕ. Сид килетчĕ те хăй
чĕрри çинчен калатчех ĕнтĕ. Ах, Том, эсĕ хăçан та пулин каялла çаврăнса пăхсан,
мана пăртак та пулсан юратма тăрăшманшăн ӳкĕнĕн-ши?.. Ӳкĕнĕн те, анчах та кая
пулĕ.
— Ма апла калатăр мăнаккам, эпĕ сире юратнине эсир хăвăр та пĕлетĕр вĕт,
— терĕ Том.
— Санăн сăмаххусем ĕçре палăрса тăнă пулсан, эпĕ ăна лайăхрах пĕлĕттĕм.
— Мăнаккам, эпĕ çавăн çинчен шухăшламаншăн чăнах та питĕ кулянатăп, —
терĕ Том, унăн сассинче ӳкĕнни палăрса кайрĕ. — Уншăн эпĕ сире тĕлĕкре куртăм,
— вăл та мĕне те пулин пĕлтерет вĕт.
— Вăл нумаях тăмасть те ĕнтĕ, — кушак та хăшпĕр чухне тĕлĕксем курать вĕт,
— çаплах та вăл нимĕн çуккинчен лайăхрах пак. Мĕн куртăн-ха эсĕ тĕлĕкре?
— Акă мĕн. Юнкун каçхине эпĕ тĕлĕкре çапла куртăм: эсĕр кравать патĕнче,
ав çавăнта, ларатăр пек. Сид сирĕн çумăрта йывăç ещĕк патĕнче, унпа юнашарах
Мэри ларать пек...
— Мĕн вара, эпир чăнах та çавăн пек ларнăччĕ. Эпир яланах çапла ларатпăр.
Эсĕ пăртак та пулин пирĕн çинчен тĕлĕкре астуса илнĕшĕн эпĕ хĕпĕртетĕп.
— Унтан эпĕ акă мĕн куртăм: Джо Гарперăн амăшĕ кунта килнĕ пек.
— Э, вăл чăнах та кунта пулнăччĕ вĕт. Тата мĕн куртăн эсĕ?
— О, шутсăр нумай куртăм! Анчах халь пурте пăтранса пĕтрĕç.
— Астуса илме тăрăш, эппин. Нивушлĕ астума пултараймастăн?
— Тата эпĕ тĕллентем: çил... ия, çил сӳнтерсе лартрĕ пек...
— Астуса ил, Том, темĕскер сӳнтерсе лартрĕ... Мĕне сӳнтерчĕ-ха вăл, çав çил?
Том пӳрнисене çамки çумне хытă пăчăртаса тăчĕ те пĕр минут хушши
пăшăрханса пĕтнĕ хыççăн çапла каларĕ:
— Астуса илтем! Астуса илтем! Çил çуртана сӳнтерсе лартрĕ.
— Турă çырлах! Малалла, Том, малалла кала!
— Тăхтăр-ха, астуса илме парăр... Ара! Эсир каларăр — çак алăка питĕрмен
пек туйăнать, терĕр.
— Ия, эпĕ чăнах та çапла каларăм-çке. Астăватăн-и? Мэри? Кайран мĕн?
— Унтан... унтан... Эпĕ пĕлместĕп, анчах эсĕр Сида ятăр пек туйăнать, мĕн
тума... Мĕн тума-ха?
— Ну? Ну? Аçта ятăм эпĕ Сида? Ăçта? Ăçта?
— Эсĕр ăна ятăр, эсĕр... Эсĕр ăна ятăр... алăк питĕрме.
— Турăшăн та! Ĕмĕрте те эпĕ çавăн пеккине илтменччĕ. Тĕлĕксене ĕненмесĕр
тăр ĕнтĕ çавăн хыççăн. Халех чупатăп миссис Сирини Гарпера çавăн çинчен каласа
кăтартмашкăн. Курăпăр-ха, çавăн йышши тĕлĕксем пустуй тесе лăпăртатĕ-ши вăл
çакăн хыççăн? Кала ĕнтĕ, Том, малалла мĕн пулнине?
— Халĕ, мăнаккам, эпĕ пурне те витĕрех астуса илтĕм. Унтан эсĕр каларăр,
эпĕ усал ача мар, терĕр, асса çӳреме юратаканскер çеç терĕр, манран ыйтасси те вăл,
— мĕнле каларăр-ха эсĕр? — тихаран ыйтассипе пĕрех терĕр пулмалла...
— Ия, ия, чăнах та çавăн пек каларăм эпĕ. Ах, турă çырлахах. Малалла мĕн,
Том?
— Унтан эсир макăрса ятăр.
— Тĕрĕс, терĕс, макăртăм. Пуçласа çеç макăрмарăм ăна. Унтан мĕн?
— Унтан миссис Гарпер та макăрса ячĕ, Джо та лайăх теме пуçларĕ... «Хамах
сапса янă хăймашăн ăна пустуй хĕртнĕ пирки пит кулянатăп», — терĕ...
— Том, турă сывлăшĕ пырса кĕнĕ сан ăшна! Вăл мĕн пулнине тĕп-тĕрĕс
кăтартса паракан тĕлĕк пулнă-çке! Ах, тур-тур! Малалла кала!

— Унтан Сид каларĕ... вăл каларĕ...
— Эпĕ нимĕн те каламанччĕ пулмалла, — терĕ Сид,
— Çук, Сид, эсĕ каларăн, — терĕ Мэри.
— Чарăнăр-ха, ан кансĕрлĕр Тома! Том, мĕн каларĕ-ха вăл?
— Вăл каларĕ: мана пĕлĕт çинче çĕр çинчен лайăхрах пулĕ тесе шутлатăп,
терĕ. Анчах эпĕ хам лайăхрах пулнă пулсассăн...
— Эсĕр илтетĕр-и? Вăл унăн чăн сăмахĕсем вĕт.
— Вара эсĕр ăна чарăнма хушрăр.
— Хушмасăр, хушрăм çав. Çук, кунта ангел пулнă. Ăна сана ангел систернĕ.
— Унтан миссис Гарпер Джо çинчен калама пуçларĕ, вăл унăн сăмси
патĕнчех пистонпа шартлаттарни çинчен каларĕ, эсир ăна Питер кушак аçи çинчен
тата «ыратнине лăплантаракан эмел» çинчен каласа кăтартрăр.
— Тĕрĕс! Тĕрĕс!
— Унтан эсир нумайччен каласа тăтăр, пире шывра епле шырани çинчен...
тата вырсарникун пире пытарасси çинчен, унтан эсĕр миссис Гарперпа иксĕр
ыталашса макăрма тытăнтăр, унтан вара вăл тухса кайрĕ....
— Çаплах çав, çапла! Вăл питех те тĕрĕс, эпĕ халĕ çак вырăнта ларни пекех
тĕрĕс. Эсĕ, пурне те хăв куçупа курнă пулсан та, çавăнтан тĕрĕсрех каласа кăтартма
пултарас çукчĕ. Кайран тата мĕн пулчĕ?
— Кайран эсир маншăн кĕлтурăр пулмалла, эпĕ, сире курса, сирĕн кашни
сăмахăрах илтсе тăтăм.
Унтан эсĕр çывăрма выртрăр, эпĕ питех хĕрхентĕм, çавăнпа смоковница
хуппи татăкĕ çине: «Эпир вилмен, эпир пиратсем пулмашкăн тухса тартăмăр
анчах», — тесе çыртăм та хуйăр татăкне çурта çумне хутăм, эсир вăл вăхăтра
çывăраттăрччĕ, сирĕн питӳ çав тери кăмăллăччĕ, эпĕ пырса пĕшкĕнтĕм те сире
тутаранах чуптуса илтĕм.
— Чăнах-и, Том, чăнах-и? Куншăн эпĕ сана пĕтĕмпех каçаратăн.
Вăл çавăнтах арçын ачана çав тери хытă ыталаса пăчăртаса илчĕ те, Тома вара
хăй чи телейлĕ ача пек туйăнса кайрĕ.
— Кусем ĕнтĕ, тĕлĕкре пулсассăн та, аван та кăмăла каймалла, — терĕ Сид
хăй ăссĕн. Анчах унăн сăмаххисем хыттăнрах, пурне те илтĕнмеллех тухрĕç.
— Ан шарла, Сид! Çын чăнласа мĕн тăвать, тет, тĕлĕкре те çавăн пекех тăвать.
Акă сана пысăк улма, Том! Эпĕ ăна эсĕ киле таврăнать пулĕ тесех юриех сыхласа
усрарăм. Ут часрах шкулалла... Турă мана хĕрхеннĕшĕн, сана каяллах тавăрса
панăшăн турра тав, мĕншĕн тесен турă вăл хăйне ĕненекенсемшĕн, хăй хушнисене
туса тăракансемшĕн ырă кăмăллă та нумай чăтăмлă, эпĕ унăн ырлăхне курма
тивĕçлĕ мар пулсан та... Вăл пĕр тйвĕçлĕ çынсене çеç хăйĕн ырлăхне кăтартса пулсан,
хăйĕн ырă аллине çавсем патнелле çеç тăсас пулсан, халĕ çакăнта кулса хĕпĕртекен
çынсем тата вилсен вăл пурăнакан çап-çутă та таса çĕре кĕме тивĕçлĕ çынсем сахал
пулĕччĕç... Уттарăрах ĕнтĕ, Сид, Мэри, Том, — часах кайăр, эсĕр ытла та нумай
тытса тăтăр мана.
Ачасем шкула кайрĕç. Карчăкĕ тĕлĕнмелле тĕрĕс тĕлĕкне каласа
кăтартмашкăн миссис Гарпер патне, вăл хăватсем таврашне ĕненменничен кулма
тесе, ун патнелле васкаса утрĕ. Сид килтен тухса кайнă чухне хăй мĕн шухăшланине
пĕлтерме кирлĕ мар, терĕ. Вăл акă мĕн шухăшларĕ:
«Кунта темĕн те пулсан пурах вара. Пĕр йăнăшмасăр-тумасăр çавăн пек
вăрăм та çыпăçуллă тĕлĕк тĕлленме пулать-и вара?»
Чăн-чăн герой пулса тăчĕ ĕнтĕ Том! Вăл ăçта килнĕ унта тĕрткелесе, сиккелесе
çӳремерĕ, хăйне хăй мăннăн тытрĕ, пĕтĕм çын хăйне пăхса тăнă чухне пиратăн мĕнле

çӳремелле, çавăн пек çӳрерĕ. Вăл ушкăнĕпе хăй çине пăхнине курмăш,
пăшăлтатнисене илтмĕш пулма тăрăшрĕ, анчах çавсем ăна шутсăрах
хĕпĕртеттерчĕç. Пĕчĕк арçын ачасем ун хыççăнах чупса çӳрерĕç, хăйсем унпа пĕр
компанире çӳренине ыттисем курнăшăн тата хăйсем унпа пĕрле пынине вăл
тӳснĕшĕн хĕпĕртерĕç. Пĕр-пĕр ушкăн пуçĕнче параппан çапса пыракан пек е хăй
хыççăн пĕтĕм зверинеца ертсе хулана утса кĕрекен пил пек пычĕ Том. Унăн
тантăшĕсем вăл çухалса çӳренине пĕлмĕш пулма тăрăшрĕç, анчах хăйсен ăшĕнче
шутсăрах кĕвĕçсе асапланчĕç. Ун пек хĕвелпе пиçĕ ӳт-тирлĕ пулас тата ун пек чапа
тухас пулсан, вĕсем çавăншăн тĕнчере мĕн пуррине йăлтах панă пулĕччĕç. Анчах
Том хăйне тĕнчере кирек мĕнле ырлăх парсан та, цирка кĕме выран парсан та, ни
кунпа та, ни лешĕнпе те уйрăлас çук.
Шкулта вĕренекенсем Джо Гарпера та пĕрмаях асăнчĕç. Çавăнпа Джо та
тӳсме çук «мăнкăмăлланма» тапратрĕ. Томпа Джо питех те хытă итлесе тăракан
ачасене хăйсем мĕн курса çӳренисем çинчен каласа панă чухне çĕнĕрен те çĕнĕ
япаласем вĕçĕмсĕрех шухăшласа кăларчĕç. Юлашкинчен геройсем хăйсен
кĕсйисенчен чĕлĕмĕсене туртса кăларса, çавă вĕсемшĕн нимĕн те мар пек, тĕтĕм
тĕтĕрме тапратсан, вĕсем пĕтĕмпех чапа тухрĕç.
«Халĕ Бекки Тэчерсăрах пурăнма пултаратăп. Мана мухтав та çитĕ. Малалла
мухтава тухасшăн пурăнăп», — тесе шутларĕ Том. Халĕ ĕнтĕ, вăл çав тери чапа тухнă
чухне, Бекки, тен, унпала килĕшесшĕн те пулĕ. Пултăрах! Том та хăшпĕр çынсем
пекех сивĕ пулма пултартнине те курĕ-ха вăл. Акă Бекки те. Том ăна курмăш пулчĕ.
Вăл, аяккалла кайса, арçын ачасемпе хĕрачасен ушкăнĕ патне пырса тăчĕ те вĕсемпе
калаçма тапратрĕ. Часах Том хайхи Бекки савăнăçлăн каллĕ-маллĕ чупкаласа
çӳренине курах кайрĕ. Бекки пичĕ хĕп-хĕрле хĕрелсе кайнă, куçĕсем унталлакунталла сиккелеççĕ, вăл хăйĕн юлташĕсене хăваласси çинчен çеç шухăшланă пек
курăнать, — пĕр-пĕр хĕрачана хăваласа çитсе тытсан, кашни хутĕнчех хаваслăн
кăшкăрса кула-кула илет.
Çав вăхăтрах тата Том акă мĕн асăрхарĕ: Бекки Том çывăхĕнчерехри хĕрачана
тытма тăрăшать, çав хушăрах вăл Том çинелле шăтарас пекех пăха-пăха илет. Çака
вара Тома шутсăрах хĕпĕртеттерчĕ. Анчах кăмăлне çемçетес вырăнне вăл хăй тĕллĕн
киленсе, мăнкăмăлланса пычĕ, вăл Беккие пушшех курмăш пулма тăрăшрĕ. Вара
Бекки хĕрачасем хыççăн хăваласа чупма пăрахрĕ те тем именнĕ пек аяккарахра
уткаласа çӳреме тытăнчĕ, вăхăчĕ-вăхăчĕпе йывăррăн сывласа илсе, хуйхăллă
куçĕсемпе Том çине вăрттăн пăхкаларĕ. Сасартăк вăл Том пуринчен те ытларах
Эмми Лоренспа калаçнине астуса илчĕ. Ун ăшĕ тем пекех вăркама тапратрĕ, вăл
аяккалла утма хăтланчĕ. Анчах апла тăвас вырăнне хăйне итлемен урисем ăна
Эммипе Том тăракан ушкăн патнарех илсе пычĕç. Томпа юнашар тенĕ пекех пырса
тăчĕ те, хăй савăнăçлă пек пулса, пĕр юлташне:
— Лайăх мар хĕрача çак эсĕ, Мэри Остип! Мĕншĕн-ха эсĕ паян
вырсарникунхи шкула пымарăн? — терĕ.
— Эпĕ пынăччĕ. Эсĕ курмарăн-и вара?
— Çук, курмарăм, вăт тĕлĕнмелле япала. Ăçта лартăн вара эсĕ?
— Яланхи пекех мисс Питерс класĕнче. Эпĕ сана куртăм.
— Чăнах-и? Мыскаралла туйăнать пулĕ эпĕ çапла сана астуманни. Эпĕ сана
пирĕн пикник пулать тесе калас тенĕччĕ.
— Э, вăл интереслĕ япала. Кам тăвать пикникне?
— Анне... ман валли тăвать.
— Ах, питех аван. Мана чĕнеççĕ-ши?

— Паллах, чĕнеççĕ. Пикник — манăн. Кама чĕнес тетĕп, çавна чĕнетĕп. Сана
чĕнесшĕнех ĕнтĕ эпĕ.
— Ах, мĕнле кăмăллă эсĕ. Хăçан пулать-ха вăл?
— Часах. Тен, каникул пуçламăшĕнчех...
— Вăхăт савăнăçлă пулать. Эсĕ пур арçын ачасемпе хĕрачасене те чĕнетĕн-и?
— Ия, хамăн пур туссене те... тата манпа туслă пулас текенсене пурне те.
Бекки вăрттăн Том çине пăхса илчĕ, анчах Томĕ вăл вăхăтра Эмми Лоренса
утравра питех хăрушă çил-тăвăл пулни çинчен каласа тăчĕ, вăл мăн смоковницăран
виçĕ утамра кăна тăнă чухне ăна аслати çапса йăлтах «турпасласа» пĕтерни çинчен
каларĕ.
— Манăн пикника пыма юрать-и? — тесе ыйтрĕ Гресси Миллер.
— Ия.
— Манăн та-и? — тесе ыйтрĕ Салли Роджерс.
— Ия.
— Манăн та-и? — тесе ыйтрĕ Сюзи Гарпер. — Джона та юрать-и?
— Ия.
Пурте пĕр пек ыйту пачĕç, хирĕç «ия» тенине илтсен, пурте хĕпĕртесе алă
çупрĕç, юлашкинчен Томпа Эммисĕр пуçне пурте хăйсене чĕнтерттерчĕç.
Анчах Томĕ сăмахлама пăрахмасăрах лăпкăн аяккалла утрĕ, хăйпе пĕрле
Эммине ертсе кайрĕ. Беккин тути чĕтрерĕ, куççулĕ тухрĕ, анчах вăл, хĕпĕртенĕ пек
пулса, хăй тарăхнине пытарчĕ, çапла малаллах лăпăртатса калаçса тăчĕ. Çапах та
унăн пикникпа тата ытти мĕнпур япалапа интересленесси пĕтĕмĕшпех пĕтсе ларчĕ.
Вăл хăйне хупăрласа тăракан юлташĕсенчен уйрăлса утма васкарĕ, пĕр çын та
курман вырăна кайрĕ те, хĕрарăмсем калашле, «тăраничченех макăрчĕ», кайран
вара шăнкăрав пуличченех унта çилленсех, салхуллăн ларчĕ.
Шăнкăрав пулсан, вăл тăчĕ, сарă çивĕчĕсене силлентерсе илчĕ те, темĕнле
шухăш тытнине палăртса:
«Халĕ ĕнтĕ эпĕ мĕн тумаллине хамах пĕлетĕп», — терĕ.
Переменăра Том, хăй Беккине тарăхтарнăшăн шутсăр савăнса, каллех Эмми
Лоренспа калаçрĕ. Татах та Бекки чĕрине вĕчĕлтеттерес тесе, вăл ăна юри шырама
утрĕ. Юлашкинчен вăл ăна шыраса тупрĕ те вара унăн петĕм телейĕ таçтах кайса
çухалчĕ: Бекки шкул хыçĕнчи стена çумĕнче, Альфред Темпльпа пĕрле тенкел çинче,
лара парать. Вĕсем иккĕше те картинкăллă кĕнеке пăхса лараççĕ, çав ĕçе шутсăрах
чикĕннипе вĕсем ыттине нимĕне те астуман пекех. Пуçĕсемпе вĕсем кăшт çеç пĕрпĕрне сĕртĕнмен. Том ăшĕнче кĕвĕçесси вĕреме тапратрĕ. Вăл хăйне хăй кураймиех
пулчĕ: «Бекки хăй сĕннĕ майпала мĕншĕн-ха эпĕ килĕшмерĕм-ши, епле эпĕ ăна
йышăнмасăр хăварма пултартăм-ши?» — терĕ. Вăл хăйне хăй ухмах терĕ, хăй
шухăшласа кăларма пултарнă пек, ытти лайăх мар сăмахсемпе те хăйне хăех вăрçрĕ.
Хурланнипе унăн макăрас килчĕ. Эмми çаплах савăнăçлăн пакăлтатрĕ, мĕншĕн
тесен унăн чĕри питех те савăнса хĕпĕртерĕ. Анчах Томăн чĕлхи çĕтнĕ пекех пулчĕ.
Вăл Эмми мĕн каланисене илтмерĕ те, Эмми хирĕç каласса кĕтсе чарăнса тăрсан,
Том «ия», «ия» çеç текелерĕ, хăш-пĕр чухне çапла калани вуçех те вырăнсăр пулчĕ.
Çав хушăрах Том, татах та татах шкулăн хыçалти стени çумĕпе иртес, çав
йĕрĕнтермелле япалана куçĕпе курас тесе, пермаях çаврăнкаласа çӳрерĕ. Унăн
ирĕксĕрех çавăнталла каясси килчĕ. Бекки ун еннелле пĕртте пăхманнипе (ăна хăйне
çавăн пек туйăнчĕ) вăл шутсăрах вĕчĕрхенчĕ. Анчах Бекки ăна курчĕ, çапăçура хăй
çиеле тухса пынине вăл малтанах сиссе тăчĕ. Кунсăр пуçне вăл, хăшпĕр вăхăтра Том
асап тӳснине сăнаса, чăнласах ăна курса савăнчĕ. Эмми савăнăçлăн пакăлттатнине те
Том юлашкинчен тӳссе тăрайми пулчĕ. Вăл ăна: «Манăн ĕçсем пурччĕ, манăн пĕр

çĕре кайса килмеллеччĕ, ахаль те эпĕ кая юлтăм», — тесе систеркелерĕ. Анчах çапла
систерни ахалех пулчĕ, — хĕрача текех кайăк пек чĕвĕлтетрĕ. «Ах, çĕр çăтасчĕ сана!
Нивушлĕ эпĕ санран нихçан та хăтăлас çук пулĕ?» — тесе шухăшларĕ Том.
Юлашкинчен вăл тӳрех çапла каларĕ: «Манăн каймалла-ха, часрах каймалла», —
терĕ.
Эмми нимĕн те чухламасăр ăна ĕненсе: «Уроксем хыççăн эпĕ сана çакăнтах
кĕтсе тăратăп», — терĕ. Том вара çавăншăн ăна чутах курайми пулмарĕ.
«Кам та пулин урăххи пулсан хăть, — терĕ Том хăйĕн ăссĕн, шăлĕсене
шăтăртаттарса, — çав хăйне хăй питех те чаплă тумланнă тесе, хăйне аристократ
тесе шутлакан Сент-Луирен килнĕ шукăль арçын ача пулас марччĕ хăть. Тăхта-ха!
Эпĕ сана пирĕн хулана килсе çитсенех, пирвайхи кунĕнчех хĕненĕччĕ-ха, сана татах
тытса хĕнетĕп. Тăхта, мистер, ярса илĕп-ха эпĕ сана! Акă çакăн пек ярса тытăп
сана...» Том вара, чунне кантарас тесе, аллисемпе хыттăн хăмсарма тытăнчĕ, хăйĕн
шухăшĕнче тытнă арçын ачана хĕнерĕ, чышкăпа тăрăнтара-тăрăнтара ячĕ, кӳнкерĕ
тата тыта-тыта силлесе илчĕ. «Акă сана! Акă сана! Лекрĕн-и-мĕн? Çитет-и? Асту,
кăна эсĕ малалла асра тытса пурăн!» — терĕ. Том çакăн пек шухăшра хĕнесе
пĕтĕмпех çиеле тухрĕ. Вуникĕ сехет çитрĕ. Вăл килелле тухса чупрĕ. Эмми хăйне тав
тунине тата вăл питĕ телейлĕ пулнине курса тăмашкăн Томшăн шутсăрах намăс
туйăнчĕ. Кунсăр пуçне тата, вăл кĕвĕçсе асапланасси те карти вĕçĕ хĕрринех çитсе
тăчĕ. Бекки çаплах Альфредпа перле картинăсем пăхса ларать, вăхăчĕ шăвать. Анчах
асап тӳсме Томĕ унта пымарĕ, çакă ĕнтĕ Бекки савăнса ларассине татах та
катăлтарчĕ. Картинăсем ăна йăлăхтарсах çитерчĕç. Малтан вăл нимĕн кулмасăр
ларма пуçларĕ, унтан, ăспуç таçталла саланса кайнă пек, салхулăха путрĕ. Хăй
пĕлекен урасен сасси илтĕнет пулĕ тесе, вăл икĕ е виçĕ хутчен те хăлхисене тăратса
итлерĕ, анчах вăл ĕмĕтленни ахалех пулчĕ: Том пымарĕ. Вĕçне çитеспе вăл хăйне хăй
питех те телейсĕрскер тесе шутлама пуçларĕ. Хăй Тома тавăрас тесе ытла та шала
кĕрсе кайнăшăн ӳкĕнчĕ. Бекки темшĕн хăй çине пăхма пăрахнине астуса илсен,
мĕскĕн Альфред пĕрмаях: «Акă питех те аван картина! Кур!» — тесе сăмах тапратрĕ.
Хĕрача юлашкинчен тарăхса кайрĕ те: «Ах, хăпса кайăрччĕ ман çумран хăвăрăн
картинусемпе! Курассăм та килмест вĕсене! Йăлăхтарсах çитерчĕç!» — терĕ.
Макăрма тапратрĕ те вăл аяккалла тăрса утрĕ. Альфред, ăна йăпатма тăрăшса, ун
хыççăн кайрĕ. Анчах Беккинĕ ăна: «Кайăр! Пĕччен хăварăр мана! Эпĕ сире
кураймастăп!» — терĕ.
Арçын ача нимĕн тума та аптăраса тăчĕ: Бекки ăна каçхи занятисем
пуçланичченех пĕрле картина пăхса ларма сăмах панăччĕ вĕт-ха, хăй тата сасартăк
пăрахса каять. Альфред пушанса юлнă шкулалла салхуллăн утрĕ. Вăл темĕнле
вăтаннă пек пулчĕ, унтан çилленнĕ пек туйăнчĕ. Вăл ку япала мĕне пĕлтернине
çăмăллăнах чухласа илчĕ: Том Сойера тарăхтарас тесе çеç хĕрача унпала калаçнăмĕн. Çавăн пек шухăш пырса кĕрсен, паллах, Альфред Тома курайманни нимĕн
чухлĕ те катăлмарĕ. Унăн хăйĕн те, аякра тăрса юлса, тăшмана епле те пулин
тарăхтармалли май шутласа кăларас килчĕ. Çав хушăра Томăн класра вуламалли
кĕнеки унăн куçĕ умнех пулчĕ. Акă лайăх май килчĕ те.
Вăл хĕпĕртесех кĕнекене уçрĕ те, паян каçхи занятире урок вĕренмелли тĕле
тупса, пĕтĕм страница тăрăхах чернил юхтарса тухрĕ. Бекки лăп çав вăхăтра тултан
чӳрече витĕр пăхрĕ те Альфред мĕн хăтланнине курчĕ. Анчах вăл хăй часах,
Альфред куриччен, аяккалла пăрăнчĕ. Вăл килелле чупса кайрĕ. Унăн Тома шыраса
тупса ăна кĕнеке çинчен каласа кăтартасси килчĕ. Том хĕпĕртесе кайĕ. Беккие тав
тума пуçлĕ, вара лайăх мар пулассисем те йăлтах пĕтсе ларĕччĕç. Анчах çур çула
çитсен, Беккие урăх шухăш кĕрсе кайрĕ: вăл пикник çинчен каланă чухне Том хăйне

хăй епле тытни аса килчĕ ăна. Çавна аса илсен, ăна шутсăрах намăссăн туйăнса
кайрĕ, ăна хăйне вут-çулăм пĕçертсе илнĕ пекех пулчĕ. Тома çавă кирлĕ, терĕ вăл.
Ăна пăснă кĕнекешĕн çаптарччăрах, Беккишĕн пурпĕрех: вăл Тома кураймасть,
ĕмĕрех ĕнтĕ ăна кураймасăр пурăнать!

Вунтăххăрмĕш сыпăк
ТОМ ӲКĔНĔВĔ
Том киле питех те салхуллă килчĕ; мăнаккăшĕнчен пирвайхи сăмахсем
илтсенех, вăл кунта унăн хуйхишĕн ăна никам та хĕрхенекен пулас çуккине туйса
илчĕ:
— Том, эпĕ сан тирне сĕветĕп!
— Мăнаккам, эпĕ мĕн турăм вара?
— Эсĕ çителĕклех турăн. Эпĕ, ватă ухмах пек, Сирини Гарпер патне кайрăм
та санăн тĕлĕнмелле тĕлĕкӳ тĕлĕшĕпе лăпăртатнисене пурне те манăн хыççăн вăл та
ĕненĕ тесе шутласа тăраттăм, — анчах вырăнсăрах пулчĕ. Ăна Джо каласа кăтартнăмĕн: эсĕ çав каç кунта килнĕ те эпир ун чухне мĕн калаçнисене пурне те итлесе тăнă
курăнать. Пĕлместĕп, Том, нимĕн намăса пĕлмесĕрех суякан ачаран мĕн пулма
пултарать-ши ĕнтĕ? Манран пурте ухмахран кулнă пек кулччăр тесе, эсĕ мана
миссис Сирини Гарпер патне уттарни çинчен шухăшласан, манăн чунăм ыратать,
— эсĕ мана чарма та шухăш тытман-мĕн.
Çак пĕтĕм истори Тома урăхла майлă курăнса кайрĕ. Ку таранччен хăй
ирхине суйса тыттарнисем ăна питех лайăх та питех çивĕч шухăшласа кăларнă
япаласем вырăнне туйăнчĕç. Халĕ вăл хăй ухмахла тата ирсĕр хăтланнине аванах
чухласа илчĕ. Вăл пуçне усрĕ, пирвайхи тапхăрта хирĕç нимĕн калама пĕлмесĕр
тăчĕ, унтан çапла каларĕ:
— Мăнаккам, эпĕ çапла хăтланнăшăн кулянатăп... анчах эпĕ шухăшласа
пăхманччĕ.
— Ах, ачам эсĕ нихçан та шухăшламастăн. Эсĕ нихçан та нимĕн çинчен те
шухăшламастăн, хăв çинчен тата савăнса киленсе çӳресси çинчен çеç шухăшлатăн.
Пирĕн инкекрен кулас тесех, эсĕ çерле Джексон утравĕнчен кунта килессине астуса
илнĕ-мĕн. Хăв тĕлĕк тĕлленни çинчен, мана суйса тыттарасси çинчен астуса илнĕ, çав
хушăрах пире хĕрхенсе хуйхăран хăтарасси çинчен шухăшламан та эсĕ.
— Мăнаккам, çакă шутсăр лайăх мар пулнине халĕ эпĕ аванах ăнланатăп.
Анчах эпĕ лайăх мар тума шухăшламанччĕ, эпĕ сире чăннипе калатăп. Унтан тата...
ун чухне каçхине те... Эпĕ вуçех сирентен кулас тесе килмен.
— Мĕн тума тата?
— Эпĕ сире: эсир ан пăшăрханăр, эпир шыва анса кайман, тесе каласшăнччĕ.
— Том, Том! Санăн пуçна çавăн пек ырă шухăш килнĕ тесе ĕненме
пултарсассăн, эпĕ вара çĕр çинчи чи телейлĕ çын пулăттăм, турра та тав тăвăттăм.
Анчах эсĕ хăв та пĕлсе тăратăн, санăн çавăн пек шухăш та пулман вĕт, ăна эпĕ те
аванах пĕлетĕп, Том.
— Пулнă, пулнă, тупа тусах калатăп пулнă тесе. Манăн çак вырăнтан та
тапранмалла ан пултăр, суятăп пулсан. Пуллах!
— Ах, Том, ан суй... тархасласах калатăп. Суйни вăл çĕр хут усалтарах.
— Вăл суйни мар, мăнаккам, вăл чăн. Манăн сире вуçех те хуйхăртас кăмăл
çукчĕ, çавăнпах килнĕччĕ.

— Сана ĕненмешкĕн эпĕ тĕнчере мĕн пуррине пĕтĕмпех парăттăм: унпала
вара санăн мĕнпур çылăхусем те каçĕччĕç. Ун пек пулнă пулсан, эпĕ эсĕ килтен тухса
тарнăшăн та, çавăн чул усал тунăшăн та кулянмастăмччĕ. Анчах çук çав, вăл пурте
пустуй. Апла мар пулнă пулсан, хăв мĕн пирки килнине эсĕ мĕншĕн-ха мана çавăн
чухлех каласа памарăн?
— Куратăр-и, мăнаккам, эсир çын пытарнă чухнехи кĕлĕ çинчен калама
пуçласан, мана сасартăк çакă аса килчĕ: эпир чиркĕве пырса кĕрсе хор çине пытанса
ларсассăн, тĕлĕнмелле лайăх пулать терĕм эпĕ... Паллах ĕнтĕ, хам шухăшласа хунă
япалана путлантарса лартас килмерĕ манăн. Çавăнпа эпĕ хуйăра каялла кĕсъене
чикрĕм те пĕр сăмах та шарламарăм.
— Мĕнле хуйăра?
— Леш хай сире валли çырнине — эпир пират пулса çӳреме кайнă тенине.
Эпĕ сире чуптуса илнĕ чухне эсĕр вăранманшăн та эпĕ халĕ питĕ кулянатап, чăнах
та шутсăрах куланатăп.
Мăнаккăшĕн салху пичĕ çинчи пĕрĕнчĕкĕсем якалсарах кайрĕç, унăн куçĕсем
сасартăк çемçен пăхса йăлтăртатма пуçларĕç.
— Эсĕ чăнах та чуптурăн-и мана, Том?
— Чуптурăм çав.
— Эсĕ ăна лайăх пĕлсех калатăн-и?
— Лайăх пĕлсех калатăп, паллах ĕнтĕ.
— Мĕншĕн чуптурăн-ха мана, Том?
— Мĕншĕн тесен эпĕ сире çав вăхăтра çав тери юратрăм. Эсĕр тĕлĕкре
йынăшаттăрччĕ, çав тери хĕрхентĕм сире.
Çав сăмахсене пĕтĕм чĕререн калани палăрса тăчĕ.
— Тепĕр хут чупту мана, Том! Вара... шкула кай... Манăн çума урăх ан çыпçăн,
— терĕ карчăк. Çавна каланă чухне унăн сасси ирĕксĕрех чĕтренсерех кайрĕ.
Том тухса кайсанах, Полли мăнаккăшĕ чăланалла чупрĕ те Том вăрă-хурах
пулса çӳренĕ чухне тăхăннă çĕтĕк курткăна туртса кăларчĕ. Курткăна алла тытсассăн,
сасартăк чарăнса тăчĕ те хăй ăссĕн каларĕ.
— Çук, пăхас мар луччĕ! Мĕскĕн ача! Эпĕ вăл суйрех пулĕ тесе шутлатăп,
анчах вăл суйни таса, таса çав, мĕншĕн тесен вăл мана унпа йăпатма шухăшланă.
Эпĕ ĕмĕтленетĕп... эпĕ пĕлетĕп: турă ăна каçарать, мĕншĕн тесен вăл ырă кăмăлтан
суйнă. Анчах вăл çавна суйнă пулсан, манăн ăна пĕлессĕм те килмест, çавăнпа эпĕ
ăна пăхмастăп та.
Вăл курткăна хучĕ те пĕр минут пек шухăшласа тăчĕ, унтан каллех ун
патнелле аллисене тăсрĕ те татах каялла туртса илчĕ, юлашкинчен вăл, хăйне çакăн
пек шухăшпа хытарса, ăна пăхасах тесе шут тытрĕ: «Вăл ырă кăмăлтан, ырă
кăмăлтан суйни пулать, эпĕ хама хурланма ирĕк памăп», — терĕ. Вăл вара хăйĕн
аллисене куртка кĕсйи патнелле тăсрĕ. Пĕр минутран вăл Том хуйăр çине чĕркелесе
çырнă йĕркесене вуларĕ те куççулĕ юхтарса çапла каларĕ:
— Çак ачана эпĕ çĕр пин çылăхран та каçарма пултараттăм! — терĕ.

Çирĕммĕш сыпăк
ТОМ ПАТТĂРЛА ХĂТЛАННИ
Полли мăнаккăшĕ чуптуса илсенех, Том хурланнисем пурте иртсе кайрĕç те,
унăн ăшчиккинче каллех лайăх та çăмăл пулчĕ. Шкула кайнă чухне ăна телей кĕтнĕ:
улăхри аллея пуçланнă тĕлтех вăл Бекки Тэчера тел пулчĕ. Том яланах хăй пуçне чи

малтан мĕнле шухăш килнĕ, çавăн пек тунă. Нимĕн шухăшласа тăмасăрах вăл Бекки
Тэчер патне чупса пычĕ те пĕр самантрах çапла каласа хучĕ:
— Эпĕ паян питех те лайăх мар хăтлантăм, Бекки, çавăншăн кулянатăп. Урăх
нихçан та апла хăтланмастăп, нихçан та. Итле, килĕштерер... юрать-и? — терĕ.
Хĕрача чарăнса тăчĕ те, унтан йĕрĕннĕ пек пулса, питĕнчен пăхса илчĕ:
— Эсир мана канлĕх паратăр пулсан, эпĕ сире питех тав тăваттăм, мистер
Томас Сойер. Манăн калаçассăм та килмест сирĕнпе, — терĕ вăл.
Вăл пуçне силлентерчĕ те аяккалла кайрĕ. Том тĕлĕнсе хытсах тăчĕ, вăл:
You have read 1 text from Chuvash literature.
Next - Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 10
  • Parts
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 01
    Total number of words is 4082
    Total number of unique words is 1885
    44.2 of words are in the 2000 most common words
    62.6 of words are in the 5000 most common words
    68.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 02
    Total number of words is 4116
    Total number of unique words is 1907
    48.5 of words are in the 2000 most common words
    66.2 of words are in the 5000 most common words
    70.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 03
    Total number of words is 4171
    Total number of unique words is 1872
    46.1 of words are in the 2000 most common words
    64.8 of words are in the 5000 most common words
    70.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 04
    Total number of words is 4157
    Total number of unique words is 1781
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    68.3 of words are in the 5000 most common words
    72.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 05
    Total number of words is 4102
    Total number of unique words is 1817
    46.9 of words are in the 2000 most common words
    66.8 of words are in the 5000 most common words
    71.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 06
    Total number of words is 4169
    Total number of unique words is 1850
    47.9 of words are in the 2000 most common words
    67.9 of words are in the 5000 most common words
    74.2 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 07
    Total number of words is 4121
    Total number of unique words is 1860
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    67.5 of words are in the 5000 most common words
    72.7 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 08
    Total number of words is 4065
    Total number of unique words is 1843
    45.9 of words are in the 2000 most common words
    65.6 of words are in the 5000 most common words
    72.1 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 09
    Total number of words is 4156
    Total number of unique words is 1700
    48.3 of words are in the 2000 most common words
    66.1 of words are in the 5000 most common words
    72.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 10
    Total number of words is 4115
    Total number of unique words is 1839
    45.3 of words are in the 2000 most common words
    63.6 of words are in the 5000 most common words
    69.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 11
    Total number of words is 4104
    Total number of unique words is 1749
    47.1 of words are in the 2000 most common words
    65.7 of words are in the 5000 most common words
    72.1 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 12
    Total number of words is 4128
    Total number of unique words is 1744
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    67.7 of words are in the 5000 most common words
    72.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 13
    Total number of words is 4149
    Total number of unique words is 1782
    48.9 of words are in the 2000 most common words
    68.5 of words are in the 5000 most common words
    74.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 14
    Total number of words is 4146
    Total number of unique words is 1690
    49.4 of words are in the 2000 most common words
    69.7 of words are in the 5000 most common words
    75.3 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 15
    Total number of words is 4207
    Total number of unique words is 1808
    48.0 of words are in the 2000 most common words
    68.4 of words are in the 5000 most common words
    74.4 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 16
    Total number of words is 2412
    Total number of unique words is 1198
    51.6 of words are in the 2000 most common words
    67.9 of words are in the 5000 most common words
    71.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.