Latin

Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 10

Total number of words is 4115
Total number of unique words is 1839
45.3 of words are in the 2000 most common words
63.6 of words are in the 5000 most common words
69.8 of words are in the 8000 most common words
Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
«Сурассăм та килмест. Ха, епле сăмсине каçăртнă!» — тесе калама та пĕлмерĕ. Унтан
вара кая юлчĕ, калама май килнĕ вăхăчĕ те иртсе кайрĕ. Çавăнпа вал нимĕн те
шарламарĕ, анчах хăй шутсăрах çирĕпленчĕ. Вăл шкул картишĕ патнелле салхуллăн
утрĕ, Бекки арçын ача пулманшăн пĕрмай кулянса тăчĕ, — арçын ача пулнă пулсан,
Том ăна лайăх тытса хĕртĕччĕ. Çав тапхăрта Бекки лăпах унăн çумĕнчен иртсе кайрĕ,
Том ăна хытă сăмах каласа тĕртсе илчĕ. Бекки те ăна хирĕçех чĕнчĕ, çапла вара вĕсем
пĕр-пĕрине йăлтах тăшман пулса тăчĕç. Çилленсе кайнă Бекки уроксем
пуçланассине аран çеç кĕтсе илчĕ, — унăн Тома пăснă кĕнекешĕн çав тери
хĕнеттересси килчĕ. Унăн пĕр тапхăрта Альфред Темпль мĕн хăтланни çинчен
каласа кăтартас шухăшĕ пулнă пулсан та, Том хытă тĕртсе илнĕ хыççăн çав шухăш
йăлтах пĕтсе ларчĕ.
Мăнтарăн хĕрачи! Хăйне те инкек кĕтсе сыхласа тăнине пĕлмерĕ çав вăл. Çав
шкулти учитель, мистер Добинсс, чылай пурăнса мăнаçланнă тата хăйле хăй
телейсĕр çын тесе шутланă. Çамрăкранпа вăл тухтăр пуласчĕ тесе шухăшласа
пурăннă, анчах чухăн пирки ирĕксĕрех унăн çав таçти шăтăкри пĕчĕк хулара шкулти
учитель пулнипех килĕшсе пурăнмалла пулнă. Кашни кунах вăл, класра ларнă
чухне, сĕтел ещĕкĕ ăшăнчен пĕр темĕнле кĕнеке турта-турта кăларнă та вĕрнекенсем
урок каламан хушăра ăна вуланă. Çав кĕнекене вăл яланах питĕрсе усранă. Вăл
кĕнекене уçса пăхасшăн çунман ача та пулман, анчах нихçан та май килмен. Мĕнле
кĕнеке-ши вăл? Кашни хĕрачах, кашни арçын ачах хăйĕн ăссĕн чухлама хăтланнă,
анчах чухласа хăтланассисем тĕрлĕрен пулнă, çавăнпа чăннине пĕлме май та
килмен. Акă Бекки те, алăк патĕнчерех ларакан учитель сĕтелли патĕнчен иртсе
кайнă чухне, уççийе çăра ăшĕнчех тăнине асăрхарĕ. Çавăн пек питĕ сайра хутра çеç
май килнине ахалех ирттерсе яма юрать-и вара? Бекки каялла çаврăнса пăхрĕ —
йĕри-тавра пĕр чун та çук: Пĕр минутранах вăл кĕнекене алăра тытса тăчĕ.
«Анатоми» тесе çырнă ячĕ тăрăх тата çав профессорăн сочиненийĕ тесе çырни тăрăх
хĕрача нимĕн те ăнланаймарĕ, вăл страницисене çавăркалама тапратрĕ. Пирвайхи
страницăрах ăна питĕ хитре ӳкернĕ, тĕрлĕ сăрăсемпе сăрланă çын кĕлетки тĕл пулчĕ.
Çав вăхăтра кĕнеке страници çине мĕлке пырса ӳкрĕ: алăкра Том Сойер
курăнса кайрĕ те куç хĕррипе вăл кĕнеке çинелле пăхса илчĕ. Бекки кĕнекене
аяккалла туртса илчĕ те ăна хупса лартма хăтланчĕ, анчах вăл хăтланни çав тери
ăнăçсăр пулчĕ: картинкине вăл страница варри тĕлне çитичченех çурчĕ пăрахрĕ. Вăл
кĕнекине ещĕк ăшне чикрĕ, çăра ăшĕнчи уççине пăрса хучĕ те вăтаннипе тата
тарăхнипе макăрса ячĕ.
— Том Сойер! Ку чăнласах та сирĕн манерлĕ пулса тухать. Çын çурăмĕ хыçне
пырса тăрса, вăл ăçталла пăхнине асăрхаса тăни вăл питех те лайăх мар вара.
— Эсĕ çакăнта мĕне те пулин пăхнине ăçтан пĕлме пултаратăп-ха эпĕ?
— Намăса пĕлĕр, Том Сойер! Эсир, паллах, ман çинчен элеклесе кăтартатăр,
вара... мĕн тăвас-ха манăн? Мĕн тăвас-ха манăн? Мана çаптараççĕ, вăл пулатех пулĕ
ĕнтĕ, мана шкулта та ку таранччен пĕрре те хĕнеменччĕ.
Вăл урипе тапрĕ те çакăн пек хушса каларĕ:

— Элек паратăр пулсан — парăр, сирĕн ирсĕрлĕхӳ çитĕ! Эпĕ те пĕр япала
пĕлетеп. Вăл часах пулать. Тăхтăр-ха, — курăр акă. Кураймастăп сире, кураймастăп,
кураймастăп!
Вăл каллех хытă макăрса яче те пӳлĕмрен чупса тухрĕ.
Том, Бекки хăйне тапăннипе тĕлĕнсе хытса кайнăскер, нимĕн тума та аптраса
вырăнтах тăрса юлчĕ. Унтан вăл хăйĕн ăссĕн çапла каларĕ:
— Мĕнле ухмах халăх вăл — хĕрачасем. Ăна нихсан та çаптарман! Мĕнех вăл
çаптарасси? Вĕсем пурте шутсăрах хăравçăсем те ачашскерсем. Паллах, эпĕ элек
парса çӳрес çук, çав ухмах çинчен Доббинс старике пĕр сăмах та каламастăп... Лайăх
мар тумасăрах эпĕ унпала епле пулсан та татăлма пултаратăп. Анчах вăл çапах та
тĕп пулать. Доббинс манăн кĕнекене кам çурнă тесе ыйтатех. Никам та хирĕç чĕнмĕ.
Вара вăл, яланхи пекех, черетпе кашнинех тĕпчеме тытăнĕ: пирвайхи ачаранах
ыйтма пуçласа пуринчен те ыйтса тухĕ. Çапла айăпли патне çитсенех, вăл нимĕн те
шарламасть пулсан та, çакна вăл тунине тӳрех пĕлĕ. Хĕрачасене яланах пичĕ тăрăх
пĕлме пулать, — вĕсен вĕт хăйсене хытарсарах тытни çук. Çаптараççĕ ăна...
çаптараççĕ пулĕ... Лекрĕ ĕнтĕ Бекки Тэчера, халĕ вăл хулăран та хăтăлаймасть.
Мĕнех вара? Кирлĕшĕн лекет! Манăн çавăн пек инкек курмалла пулсан, вăл
хĕпĕртетчĕ-ха, хăй ман вырăнта пулса пăхтăр-ха...
Вăл картишнелле чупса тухрĕ те ашкăнса çапăçма тытăннă ачасем патне
пырса пĕрлешрĕ. Пĕр виç-тăват минутран учитель те килчĕ, вара урок пуçланчĕ.
Том занятисемпе питех интересленмерĕ. Час-часах вăл хĕрачасем ларнă еннелле
пăхрĕ. Бекки сăн-пичĕ çине пăхсанах, унăн ăшчикĕ вăркарĕ. Бекки хăйне епле
тытнине астуса илсен, унăн ăна нимĕн чухлĕ те шеллес килмерĕ, çапах та вăл хăй
хĕрхеннине пусарма пултараймарĕ, хăй ăшĕнче Беккине лакессишĕн савăнса
хĕпĕртеме те вуçех пултараймарĕ. Анчах, пĕртак вăхăт иртсенех, учитель Томăн
кĕнекинчи вараланчăк вырăнсене курах кайрĕ. Томăн вара, Бекки çинчен мансах,
хăйĕн ĕç-пуçĕ пирки шутлама тиврĕ. Бекки салхулăхĕ самантрах иртрĕ, хăйĕн куçĕ
умĕнчех ачана лектерессине хытă кĕтме пуçларĕ вăл. Том хăйĕн кĕнеки çине чернил
тăкман тесе темĕн пек ĕнентерсе каласан та, çапах та ăна нимĕн те пулăшас çуккине
Бекки аванах пĕлсе тăчĕ. Чăнах та çакăн пек пулчĕ. Том хăйĕн айăпне туннăшăн ăна
татах та хытăрах çаптарчĕç. Эпĕ çавăншăн хĕпĕртетĕп, тесе шухăшларĕ Бекки.
Чăнласах вăл хĕпĕртетĕп тесе хăйне хăй ĕнентерме хăтланчĕ, анчах çапла тума питех
çăмăлах пулмарĕ. Чи усал пуласси тĕлне çитсен те, Беккин шутсăрах вырăнтан тăрса
унта пĕтĕмпех Альфред Темпль айăплă, тесе каласси килсе кайрĕ, çапах та вăл хăйне
хăй чарчĕ те шăп ларчĕ. «Эпĕ çав картинкăна çурни çинчен Том каласа кăтартатех
пулĕ. Акă мĕншĕн пĕр сăмах та каламастăп. Ăна вилĕмрен хăтармалла пулсан та
каламастăп», — терĕ Бекки ăшĕнче.
Том хăйне çаптарнине чăтса ирттерчĕ те каялла вырăнне пырса ларчĕ. Вăл
ытлашши хурланмарĕ, мĕншĕн тесен: «Юлташсемпе тĕркĕшсе хăтланнă чухне,
чăнахăх та чернильницăна кĕнеке çйне тӳнтерсе ятăм пулĕ», — тесе шухăшларĕ.
Çавăнпа та вăл хăйĕн айăпне ахаль çеç, йăли çавăн пек пулнăран çеç тунчĕ.
Пĕр сехет иртрĕ. Учитель трон çинче сăмсине уса-уса тĕлĕрсе ларчĕ. Урок
вĕренекен шкул ачисем сĕрленипе сывлăшĕ те темĕнле ыйхăллă пек пулса тăче.
Мистер Доббинс тӳрленсе ларчĕ, анасласа илчĕ, сĕтел ещĕкне уçрĕ те кĕнекине те
илес, те ăна сĕтелпех хăварас тенĕн ун патнелле карăнчĕ. Вĕренекенсемшĕн
нумайăшĕшĕн çакă пурпĕрех пулчĕ, анчах вĕсем хушшинче иикĕшĕ вара учитель
мĕн тунисене пурне те пите хытă асăрхаса тăчĕç. Темиçе минут хушши учитель
темĕнле шухăша кайнă пек пулса кĕнеке листисене уçкаларĕ, унтан кĕнекене хăй
умне хучĕ те вулас тесе пукан çине лайăхрах вырнаçса ларчĕ.

Том Бекки çинелле пăхса илчĕ. Бекки, никам та хăй хутне кĕрсе пулăшакан
çук пекех, хăйне пăшалпа тĕллесе пеме тесе хăваланипе ĕшеннĕ кролик пекех,
мĕскĕннĕн пăхса ларнăн туйăнчĕ. Çакăн хыççăн Том самантрах хăй унпа вăрçнине
манса кайрĕ. Часрах пулăшмалла! Халех мĕн те пулин тăвас пулать, пĕр çекунт та
тăхтамасăр, халех! Анчах инкеке ниепле те сирсе яма май çукки Том пуçĕпе тавçăрса
илессине чарса лартрĕ... Питех те аван! Тĕлĕнмелле лайăх шухăш! Вăл чупса пырса
кĕнекене ярса илет те, алăк витĕр сиксе тухса яра парать! Анчах вăл пăртак
иккĕленсерех тăчĕ те, çавна тумалли лайăх вăхăчĕ иртсе те кайрĕ: учителĕ кĕнеке
листисене уçа-уçа пăхса ларчĕ. Ах, çав вăхăта каялла тавăрма май килнĕ пулсан!
«Питех те кая юлчĕ ĕнтĕ, халĕ Беккин хăтăлмалли те çук!» — терĕ Том хăй ăссĕн.
Тата тепĕр минут иртрĕ, учитель класс еннелле çаврăнчĕ. Вăл пăхнипе пур
ача та куçĕсене тартрĕ. Çав учитель пăхнинче темĕн сисĕнсе тăчĕ, çавăнпа
айăпсăррисем те хăраса чĕтреме тапратрĕç. Шăпах çав вăхăтра вуннă таран шутласа
çитме те май килетчĕ. Учитель хăй ăшĕнче çиллине пухрĕ. Юлашкинчен вăл çапла
каларĕ:
— Кам çурчĕ çак кĕнекене?
Пĕр сас-чăвĕ те пулмарĕ. Класра çав тери шăп, булавка ӳкнĕ сасса та илтме
май килнĕ. Пурте нимĕн шарламасăр ларчĕç.
Учитель, айăп паллисене шыраса, пĕр ачана питрен шăтарас пек пăхнă
хыççăн теприн çине пăхрĕ.
— Бенджамен Роджерс, эсĕ çуртăн-и çак кĕнекене?
«Çук!» тени илтĕнчĕ те, каллех шăп пулчĕ.
— Джозеф Гарпер, эсĕ-и?
«Çук!» тени илтĕнчĕ. Томăн ăшĕ хытăрах та хытăрах вăркама пуçларĕ. Çав
ыйтусемпе ответсем уншăн вăраххăн асап кăтартса хăтланнă пекех туйăнчĕç.
Учитель арçын ачасенчен ыйтса пĕтерчĕ, пăртак шухăшлакаларĕ те хĕрачасенчен
ыйтма пуçларĕ.
— Эмми Лоренс? — терĕ вăл.
Лешĕ «çук» тесе пуçне çеç сулларĕ.
— Гресси Миллер?
Вăл та çавăн пекех хуравларĕ.
— Сюзанна Гарпер, çакна эсĕ турăн-и?
Каллех «çук» тени илтĕнчĕ. Халĕ ĕнтĕ черет Бекки Тэчер патне çитрĕ. Том
çӳлтен пуçласа урисем таранах чĕтрерĕ: лару-тăру шанчăксăр пулнă пек туйăнчĕ
ăна.
— Ребекка Тэчер (Том унăн пичĕ çине пăхса илчĕ: вăл сехре хăпнипе шапшурă шуралса кайнă), эсĕ çурмарăн-и?.. Çук, мана куçран пăх... (Бекки тархасланă
пек пулса аллисене çӳлелле çăклерĕ.) Эсĕ çурса пăрахмарăн-и çав кĕнекене?
Çакăнта Том пуçне çиçĕм пекех пĕр шухăш пырса кĕчĕ. Вăл ура çине сиксе
тăчĕ те:
— Ăна эпĕ çуртăм! — тесе хыттăнах кăшкăрчĕ.
Ăсран кайнă ачана, çавăн пек никам та ĕненмелле мар хăтланаканскерне,
пĕтĕм шкул тĕлĕнсе пăхса ларчĕ. Том пĕр минут хушши пек тăчĕ, хăйĕн сапаланса
кайнă шухăшĕсене пуçтарчĕ те, айăп «каçарттарма» малалла тухса тăчĕ. Мĕскĕн
Бекки куçĕсенче тĕлĕнсе хытса кайни, тав туни, питĕ хытă юратни палăрса тăчĕ. Çакă
ĕнтĕ Тома çĕр хут çаптарнине те сапласа хуратчĕ. Хăй çавăн пек тĕлĕнмелле
хăтланнипе хĕрсе кайнăскер, вăл мистер Доббинс хăйне шутсăр хытă çаптарнине те
пĕр кăшкăрмасăр тӳссе ирттерчĕ; çийĕнчен тата хăйне уроксем хыççăн икĕ сехетлĕхе
шкулта юлма хушнине те пурпĕрех тесе шутларĕ вăл. Вăл хăйне хупса хуни иртсен,

ăна лере, хапха патĕнче, кам кĕтсе тăрассине те аванах пĕлсе тăчĕ, çавăнпа та хупса
хуни те ăна пысăк инкек пекех туйăнмарĕ.
Çав каçхине, çывăрма выртнă чухне, Том Альфред Темпле хирĕç тавăрасси
çинчен питĕ тĕплĕн те нумай шухăшласа хăтланчĕ. Мĕншĕн тесен Бекки питех
вăтанса кайнипе тата ӳкĕннипе ăна пурин çинчен те тĕпĕ-йĕрĕпех каласа кăтартрĕ,
— çав шутрах хăй Тома çавăн пек улталани çинчен те каларĕ. Анчах хирĕç тавăрасси
çинчен шутланисем те часах иртсе кайрĕç, ун вырăнне пуçа кăмăллăрах шухăшсем
пырса кĕчĕç. Çывăрса кайна чухне те Беккин юлашки сăмахĕсем илтĕннĕ пек
туйăнчĕç:
— Том, мĕнле эсĕ çав тери ырă чунлă пулма пултаратăн? — тенĕ пек туйăнчĕ
ăна.

Çирĕм пĕрремĕш сыпăк
ЭКЗАМЕНСЕМ
Каникул çывхарса пыче. Учитель, ачасене яланах хытă тыткалскер, тата
хытăрах тыткалама, тата хытăрах ыйтма тапратрĕ: экзаменра пăхса ларакан çынсем
умĕнче шкул мухтанма пултартăрччĕ, терĕ вăл. Унăн хуллисемпе линейкийĕ халĕ
кĕçĕн классенче сайра хутра çеç ĕçсĕр выртрĕç. Вунсакăр-çирĕм çула çитнĕ çамрăк
ачасемпе хĕрсене çеç çаптарасран хăтарчĕç. Хĕнессине мистер Доббинс питех
ыраттармалла хĕвет, мĕншĕн тесен, вăл çутăлса тăракан пысăк кукшине парик айне
пытарса çӳресен те, çапах та вăл ватăласси виçе-ха, мускулĕсем те унăн тĕреклĕ. Аслă
кун çывхарса килнĕ майĕпе вăл асап кăтартма юратни унăн ăшĕнчен тулалла тапса
тухма пуçларĕ: ним мар ĕçсемшĕнех вăл хытă айăпласа çилĕллĕн киленнĕ пек
туйăнчĕ. Кĕçĕн классенчи ачасем кунĕ-кунĕпе чĕтресе ларса асап тӳснисенчен, çĕрле
вара хирĕç хаяррăн тавăрасси çинчен шутланинчен нимĕнех те тĕлĕнмелли çук.
Учителе мĕнле те пулин пĕчĕккĕн усал тума май килсенех, çавна вĕсем нихçан та
ахаль ирттермен. Анчах вĕсен вăйĕсем тан пулман, учителĕ яланах çĕнтерсе пынă.
Хирĕç тавăрасси ăнсассăн кашни хутĕнчех вара учителĕ питĕ хаяррăн та хыттăн
тытса çаптарнă, çавăнпа арçын ачасем яланах питĕ пысăк сиен курса вăрçă хирĕнчен
пăрахса кайнă. Юлашкинчен вĕсем пĕрле каварлашнă та хăйсем питĕ аван
çĕнтермелле пек туйăнакан май шухăшласа кăларнă. Вĕсемпе пĕр класра
вывескăсем çыракан живописецăн ывăлĕ вĕренĕ, вĕсем ăна хăйсен вăрттăнлăхне
каласа кăтартнă та хăйсене пулăшу пама ыйтнă. Лешĕ шутсăрах хĕпĕртесе кайнă,
вăл хĕпĕртенинчен тĕлĕнмелле те пулман: учителĕ унăн ашшĕ килĕнче апатланнă,
арçын ачан учителе кураймасăр пурăнмашкăн сăлтав та нумай пулнă. Юри тенĕ
пекех, учителĕн арăмĕ таçта, хăйсен ялĕнчи паллакан çынсем патне, хăнана кайма
хатĕрленнĕ те, пĕр ик-виç кунтан тухса каймалла пулнă. Эппин, ачасем тавăрма
шухăшласа хунине нимĕн те кансĕрлеме пултарайман. Пысăк ĕç умĕн яланах
учитель эрех сыпма юратнă, живописец ывăлĕ хăйĕн юлташĕсене çапла сăмах панă:
«Экзамен ыран тенĕ чухне, лешĕ ӳсĕр пулса хăйĕн кресли çинче çывăрса кайсанах,
эпĕ çав мĕнпур япалана тăватăп та хам шкулалла тухса шăватăп», — тенĕ.
Çырса хунă пекех пулса тухрĕ. Каçхине, сакăр сехет тĕлнелле, шкул çурчĕ çапçутă çуталса тăчĕ, ăна чечексенчен тунă кăшăлсемпе тата çулçă çыххисемпе эрешлесе
пĕтернĕ. Учитель пысăк кресло çинче, трон çинче ларнă пекех, ларать. Хыçалта
доска. Учителе питрен пăхсассăн, вăл эрехне лайăхах сыпни палăрать. Аяксенчи
виçĕ ĕрет саксене, сылтăм енĕпе те сулахай енĕпе те, тата учитель умĕнче ларакан
ултă ĕретне çав хулари чаплă çынсемпе вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем йышăннă.

Сулахай енче, мăн çынсем ларакан саксем хыçĕнче, вăхăтлăха тунă сарлака
платформа çинче, экзаменра тухса каламалли ачасем лараççĕ: пĕчĕк арçын ача
ĕречĕсем, пичĕсене çав тери таса çунăскерсем, таса тумланнăскерсем, хăйсене çыхса
лартнă пекех туйса лараççĕ, юнашарах хăйсене тирпейлĕ тытман пысăкрах ача
ĕречĕсем; батист та кисея тумланса капăрланлса ларнă хĕрачасемпе хĕрсен шапшурă çеç курăнакан ĕречĕсем çав хĕрсем хăйсен аллисем çара пулнине, хăйсем çинче
кукамăшĕсен шăкăрчисем, çӳçĕсем çинче шупка та кăвак бантсем тата чечексем
пулнине пĕр минутлăха та манмаççĕ. Ытти вырăнĕсене экзамен тытман шкул
ачисем йышăннă.
Экзамен акă мĕнтен пуçланчĕ: пер пĕчĕкçеç арçын ача тăчĕ те хăранă сасăпа
калама тапратрĕ:
Эп пĕлетĕп: пĕчĕк ача халăх умĕнче
Тухса каланине итлемешкĕн
Эсĕр пĕрре те хăнăхман...

çакна каланă вăхăтра вăл аллисене шăнăр туртса кансĕрленĕ пек асапланса та
ытлашши тирпейлĕн сулкаласа илчĕ, вăл пăртак пăсăлнă машина пекех туйăнчĕ.
Çапах та вăл вĕçне çитичченех, чиперех каласа çитерчĕ. Шутсăрах хăраса ӳкнĕскере
вара пурте харăс алă çупса ырларĕç, вăл хăй вĕренсе хунă пек пуç тайрĕ те
айккинелле пăрăнчĕ.
Вăтанса кайнă пĕчĕк хĕрача тухса çапла калама пуçларĕ: «Мэрин пулнă пĕр
путек» т. ыт. те, унтан лăпчăнса шутсăр хĕрхенмелле реверанс турĕ те, хăйне алă
çупнипе хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе, хĕпĕртесе вырăнне кайса ларчĕ.
Унтан пĕртте вăтанман пек пулса эстрада çине Том Сойер тухрĕ те нихăçан
сӳнми хавхаланупа «Ирĕк парăр мана е вилĕм парăр мана!» сăвва калама пуçларĕ.
Вăл шутсăр аллисемпе сулса, тĕленмелле хаяррăн каларĕ, анчах çуррине çитсенех
такăнчĕ. Çынсем умĕнче тăрасси ăна хăрамалла пек туйăнса кайрĕ: унăн урисем
кукленсе анма хăтланчĕç, пырĕнче темĕнле пăвса лартнă пек пулчĕ, вăл пĕр сăмах та
калама пултараймарĕ. Итлесе ларакансем ăна хĕрхенни палăрса тăчĕ, анчах вĕсем
нимĕн те шарламасăр ларчĕç. Вĕсем çапла нимĕн чĕнмесĕр ларни вара уншăн вĕсем
хăйне хĕрхеннинчен те йывăртарах пулчĕ. Учитель салхун пăхма пуçларĕ, çака вара
катастрофăна вĕçнех çитерчĕ. Том тата пăртак тапаланкаларĕ те, шутсăр намăс
курса, эстрада çинчен анса кайрĕ. Çăт-çат алă çупкаланисем илтĕнчĕç, анчах вĕсем
пуçламăшĕнчех пĕтсе ларчĕç.
Малалла çакăн пек япаласем пулчĕç: «Ача ялкăшса çунакан палуба çинче
тăни», «Ассири çыннисем кашкăрсем кĕтӳ çинелле пынă пекех пыни» тата вуласа
памалли ытти хаклă япаласем те. Унтан тĕрĕс çырассипе вуласси хушшинче çапăçу
пулса иртрĕ. Сахал ачаллă латин класĕ вĕренсе çитернĕ фразăсене каларĕ. Унтан
çамрăк ледисен харпăр хăй çырнă сочиненийĕсене хăйсен вуласа памалла пулчĕ.
Кашни хĕрех черетпеле платформа хĕрринех туха-туха тăчĕ, кăххăм-кăххăм тесе
ӳсĕркелесе илчĕ, хитре хăюпа çыхса лартнă хута куçĕ патне илсе пычĕ те вулама
пуçларĕ, лайăхрах сасă кăларма тăрăшса, тата чарăну паллисене асăрхаса, тăрăшса
вуларĕ.
Вĕсен
сочиненийĕсем,
çав
хĕрсен
амăшĕсен,
кукамăшĕсемпе
мăнасламăшĕсен, пĕр сăмахпа каласан, Крестовăй походсем вăхăтĕнчи ватă
хĕрарăмсен сочиненийĕсемпе пĕр еверлĕрехех. Çав таранччен вĕсем мĕнле
сочиненисем çыркаланă, çак хĕрсен сочиненийĕсен темисем те çавнашкалах:
«Туслăх», «Ĕлĕкхине аса илнисем», «Историре турă хушса пыни», «Юмахри
патшалăх», «Вĕреннин уссисем», «Тĕрлĕ патшалăхсен тытăмĕ, вĕсен ăрасналăхĕпе

пĕрпеклĕхĕ», «Меланхоли» *, «Атте-аннесене юратасси», «Чун ăçталла туртнисем»
т. ыт. те.
* Хуйхăллă çӳрени

Эрех ĕçнипе сăнĕ улшăнса кайнă учитель хăй креслине аяккалла сиктерсе
лартрĕ, çынсем патнелле çурăмĕпе çаврăнчĕ те доска çине Америка карттине ӳкерме
тытăнчĕ, çапла вăл географи тăрăх экзамен пуçласа ярас терĕ. Анчах тĕрексĕрленнĕ
алли ăна лайăххăн итлемерĕ, класра вара хулленех ĕхĕлтетсе кулнисем илтĕнсе
кайрĕç. Çакă мĕне пĕлтернине лайăх чухласа илсе, вăл ăна тӳрлетме тăрăшрĕ:
ӳкернине шăлса пăрахса, çĕнĕрен чĕркелесе хăтланчĕ, анчах ӳкерчĕке малтанхинчен
те начартарах пула-пула тухрĕ, ĕхĕлтетсе кулнисем вара тата хытăрах илтĕнчĕç.
Учитель çав ĕçе пĕтĕм тимлĕхпе тума пуçларĕ, ĕçки пуснине парăнас мар, терĕ. Вăл
мĕнпур куçсем хăй çинелле пăхнине аванах сиссе тăчĕ, хăйĕн ĕçĕ ăнса пырать пулĕ
тесе те шухăшларĕ. Анчах класра кулли чарăнмарĕ, чарăнма мар, вăл тата вăйланса
пыни палăрчĕ. Унтан нимĕн тĕлĕнмелли те çук! Лăпах учитель пуçĕ тĕлĕнче
маччаран çӳлелле каймалли алăк пур, çав алăкра кайри урисенчен кантрапа çыхнă
кушак курăнса кайрĕ, кушакĕ ан çухăртăр тесе, унăн пуçне тутăрпа хытă туртса
çыхса лартнă. Хуллен аяларах та аяларах анса пынăçемĕн, вăл хăйĕн пĕтĕм пĕвĕпе
авкаланчĕ, çӳлелле тапаланчĕ, чĕрнисемпе кантрана ярса тытма хăтланчĕ, анчах вăл
сывлăша çеç тытрĕ. Ĕхĕлтетнисем хытăрах та хытăрах илтĕнме пуçларĕç, хăйĕн ĕçне
пикеннĕ учительтен кушак пĕр ултă вершук çӳлтерехре çеç ĕнтĕ... аяларах, аяларах
тата пăртак аяларах. Нимĕн тума амтранипе кушакĕ чĕрнисемпе учителĕн
парикнех ярса илчĕ те, ăна тахăшĕ унăн трофейĕ-мĕнепе пĕрлех çавăнтах маччари
алăк витĕр туртса хăпартса кайрĕ. Çакăн хыççăн мистер Доббинсăн çара пуç
чашкийĕ тавра сасартăк çап-çутă сăн ӳкрĕ, мĕншĕн тесен живописец ывăлĕ унăн
кукша пуçне ылтăнласа лартнă пулнă-мĕн!..
Çакăн хыççăн пуху саланчĕ. Арçын ачасем учителе тавăрчĕç ĕнтĕ. Каникул
килсе çитрĕ.
Çирĕм иккĕмĕш сыпăк
ГЕК ФИНН БИБЛИ ВĔРЕНЕТ
Том «Урă çынсен çамрăк тусĕсем» ятлă çĕнĕ пĕрлешĕве кĕчĕ, мĕншĕн тесен
пĕрлешӳ членĕсене кăкăр çине çакса çӳреме питĕ селĕм значоксем параççĕ. Вăл çак
кунран пуçласа табак текех туртмăп, усал сăмахсемпе перкелешмĕп, тесе сăмах
пачĕ. Çакăн хыççăн вăл çĕнĕ тĕрĕслĕх тупрĕ: çын мĕнле те пулин ĕçе тутăр тесен, çак
ĕçе нихçан та тумăп тесе сăмах партармалла. Тĕлĕнмелле меслет. Томăн чăтма çук
табак туртас та усал сăмахсем калас, ĕçсе ӳсĕрĕлес килсе кайрĕ. Çак чăтăмсăрлăх
ӳссех пычĕ, часах çынсем умĕнче хĕрлĕ шарф çыхса мăнаçланса çӳрес май пуласси
çеç ăна йĕркелĕх картинче тытса тăчĕ, ахальтен вăл пĕрлешӳрен тухса каятчех пулĕ.
Июлĕн Тăваттăмĕшĕ * çывхарса пычĕ; сăмах май каласан, «урă çынсен» йышĕнче
виçе кун çӳренĕ хыççăн вăл манса та кайрĕ пулас уяв пирки, вилес пек выртан
Фрезер судья çинче пулчĕ унăн пĕтĕм шухăшĕ-шанчăкĕ; паллах ĕнтĕ, судьяна питĕ
чаплăн пытараççĕ, тем тесен те, вăл — пысăк пĕлтерĕшлĕ персона. Вара, ăна
пытарнă чухне, хĕрлĕ шарф çыхса вĕçкĕнленсе çӳреме пулать.
* Июлĕн Тăваттăмĕшĕ — СШАри уяв: «Америка никама пăхăнманлăхĕн декларацине»
йышăннă кун (1776).

Виçĕ кун Том судья сывлăхĕ пирки интересленсе тăчĕ, чунтан пăлханса ыйтаыйта пĕлчĕ вăл хăйне мĕнле туйни пирки. Хăшпĕр чух Томăн шанчăкĕ çунат хушсах
çӳле çĕкленчĕ, ун пек чух вăл хастарланса та чăрсăрланса хăйĕн значокĕсене
комодран кăларчĕ, тĕкер умĕнче вĕсене çаклатса пăхрĕ. Судья вара хăйне вăхăтвăхăтăн аванах туйре; вăхăт-вăхăтăн ун сывлăхĕ каллех начарланчĕ. Юлашкинчен,
судья хăйне аван туять тенĕ хыпар сарăлчĕ, часах вăл йăлтах сывалса çитрĕ. Том
хăйĕнчен тăрăхласа мăшкăлланăнах питĕ хытă тарăхрĕ. Вара вăл тӳрех пĕрлешӳрен
тухрĕ. Мĕнех тетĕр? Судьяна каçпа вĕрилентернĕ те, вăл ир енне вилсе выртаă. Том
кун пек япала пулса иртнĕ хыççăн никама та ĕненмелле мар иккен тесе шут тытрĕ.
Тĕлĕнмелле чаплăн пытарчĕç судьяна. «Урă çынсен çамрăк тусĕсем» пĕрлешӳри
ачасем чăтма çук мăнкăмăллăн утса пынăран вĕсен тусĕ пулнăскер кĕвĕçнипе чутах
çурăлса каятчĕ. Анчах та Том халь — ирĕк кайăк, ку та мĕне те пулин пĕлтерет. Вăл
кăмăлĕ туличченех ĕçме, вăрçма пултарĕ. Анчах та тĕлĕнмелле. Халĕ ун пĕртте ĕçес
те, вăрçас та килмерĕ. Нимле чару та çуккипе ĕнтĕ унăн пĕтĕм çылăхлă ĕмĕчĕсем
сĕвĕрĕлчĕç, вĕсен пĕтĕм туртăмĕ пĕтрĕ.
Часах Том çакна асăрхарĕ: вăл тем пекех ĕмĕтленсе кĕтнĕ каникул ăна
йăлăхтарса çитерчĕ.
Вăл дневник çырса пыма пуçласа пăхрĕ, анчах, виçĕ кун хушшинче нимех те
пулса иртменрен, пăрахрĕ.
Акă хулана негрсен оркестрĕ килсе çитрĕ те пурне те пăлхатса, хавхалантарса
ячĕ. Томпа Джо Гарпер, ача-пăчана явăçтарса, хăйсен оркестрне йĕркелереç те
шăпах икĕ кун тем пекех телейлĕ туйрĕç хăйсене.
Пысăк шанчăкпа кĕтнĕ Июлĕн Тăваттăмĕше те питĕ ăнăçсăр иртрĕ: çумăр
чашлаттарчĕ, процесси пулмарĕ, тĕнчери чи чаплă çын (Том шутланă тăрăх),
мистер Бетон, Пĕрлешӳллĕ Штатсен чăн-чăн сенаторĕ, ăна питĕ кăмăлсăр хăварчĕ,
çирĕм пилĕк фут çӳллĕш улăп пулмарĕ вăл, ытти çынсенчен нимпе те уйрăлса
тăмасть.
Цирк килчĕ. Кун хыççăн арçын ачасем виçĕ кун çĕтĕк кавирсенчен каркаласа
тунă хӳтĕре цирк кăтартрĕç, курма пыракан арçын ачасенчен виçшер, хĕрачасенчен
икшер булавка илчĕç, часах ку вăйă та йăлăхтарчĕ.
Унтан гипнотизерпа френолог * килсе тухрĕç, вĕсем кайнă хыççăн тата
кичемрех пулчĕ.
* Гипнотизёр тесе çынсене искусствăлла майпа çывăратса яма пултаракана калаççĕ. Нумай
чухне Америкăра тĕрлĕ çапкаланчăксем çак ĕçпе хăтланнă. Хăйсен пултарулăхне укçалла
кăтартнă. Пуç чашки тăрăх çын талайне пĕлетпĕр тесе вара, френологсем çынсене улталаса
çӳренĕ.

Хăшпĕр чухне ачасем валли вечерсем йĕркелерĕç. Вĕсем сайра та питĕ
хаваслă иртрĕç, çавăнпа та вĕсен хушшисем суран пекех ыраттарчĕç.
Бекки Тэчер хăйĕн ашшĕ-амăшĕпе пĕрле хăйĕн тăван хулине —
Константинполе — кайрĕ, вăл кайсан, пĕтĕм пурнăç илемĕ пĕтсе ларчĕ.
Вĕлерӳн хăрушă вăрттăнлăхĕ Тома канăç памарĕ. Юхан-суран пекех йăшкаса
чунне вĕçĕмсĕрех ыраттарчĕ.
Унтан хĕрлĕ шатра пуçланчĕ. Икĕ эрне хушши Том вырăн çинчен тăраймасăр
йăваланчĕ, пĕтĕм тĕнчешĕн, пĕтĕм çын ĕçĕсемшĕн пĕтнĕ тыткăнри çын пек туйрĕ вăл
хăйне. Чир питĕ йывăррăн пусса илчĕ, Тома нимĕн те интереслентермерĕ. Ура çине
тăркаласа пĕрремĕш хут хула тăрăх лăпсăртатсан, пур çĕрте те юхăну паллисем тĕл

пулчĕ вăл. Хулара тĕн вăйланса кайнă иккен, пысăккисем çеç мар, ача-пăча та турă
пирки пуплет. Том хулан тепĕр вĕçне çитичченех пĕр çылăхлă çын та пулин тупма
ĕмĕтленсе утса тухрĕ, вара ун пĕтĕм шанчăкĕ пĕтсе ларчĕ.
Вăл аптăранипе Джо Гарпер патне çул тытрĕ, анчах лешĕ евангели вĕренсе
ларать, тунсăхлă Том ку кичем вырăнтан часрах пăрăнса кайма шут турĕ. Бен
Роджерса шырама утрĕ вăл, Бен чухăнсем патне кайса çӳрет иккен, тĕн кĕнекисемпе
тулли карçинкка сĕтĕрет. Юлашкинчен Том Джим Холлиса шыраса тупрĕ, лешĕ ăна
çапла ĕнентерме пуçларĕ: Том хăйĕн çылăхĕсене каçарттарман, çавăнпа тӳпе Том
пуçĕ çине чир янă. Кашни тĕлпулу ăна пăвакан йывăрлăх çумне тепĕр тонна хушрĕ.
Гекльберри Финн ытамĕнче кăштах канлĕх тупма ĕмĕтленсе, Том, йăлт халтан
кайнăскер, тусĕ патне васкарĕ, анчах лешĕ те библи вуласа ларать иккен. Кăна вара
Том чăтса ирттереймерĕ, вăл аранах килне çитрĕ те вырăн çине тăсăлса ӳкрĕ: пĕтĕм
хулипе пĕр вăл çеç çылăхлăскер, ĕмĕр-ĕмĕр тамăкра асапланма тивет ĕнтĕ ун.
Çĕрле хăрушă тăвăл ахăрашрĕ, çапса çумăр çурĕ, аслати хăватлăн авăтрĕ, йăл
та ял çиçĕм çиçрĕ.
Том утиялпа чĕркенчĕ те хăйĕн вилĕмне шикленсе кĕтме пуçларĕ: ку хăрушă
тĕркешӳ ун пирки пуçланни пирки вăл пăр самантлăха та иккĕленмерĕ. Вăл çакна
ĕненсех тăчĕ: хăйĕн çылăхĕсемпе вăл туррăн чăтăмлăхне йăлтах пĕтернĕ, халĕ ĕнтĕ
ăна нимле каçару та çук. Кам та пулин пĕчĕк хурт-хăпшанка хирĕç артиллери
тăратас пулсан, Том кун пирки снарядсем сая яни çеç тенĕ пулĕччĕ, анчах тӳпе Том
пек хурт-кăпшанка хирĕç çакăн пек хакла ларакан аслатиллĕ çумăр тăкни пĕртте
тĕлĕнмелле туйăнмарĕ ăна.
Майĕпен-майĕпенех аслатиллĕ çумăр лăпланма пуçларĕ, вара хăйĕн тĕп
задачине пурнăçламасăрах, иртсе кайрĕ. Чи малтанхи шухăшĕ Томăн çакăн пек
пулчĕ: турра тав тăвас та часрах йĕркене кĕрес, унтан вăл кăштах тăхтама шут тытрĕ:
аслатиллĕ çумăр тепĕр хут тăкма пуçласси пĕртте сисĕнмест-ха.
Тепĕр кунне каллех тухтăра чĕнме тиврĕ: Томăн чирĕ вăйланса кайрĕ. Ку
хутĕнче çурăмĕ çинче выртса ирттернĕ виçĕ эрне Тома пĕр ĕмĕр пекех туйăнчĕ.
Юлашкинчен аранах килĕнчен тухсан, вăл хăйне вилĕм хĕрхеннĕшĕн савăнмарĕ те.
Хăй çак кунсенче епле пĕччен те тăлăххăн пулнине манма пултараймарĕ вăл. Вăл
мăраннăн çеç урам тăрăх сулланса пынă чух Джим Холлиспа ытти ачасем кайăка
вĕлернĕ кушака суд тунине курчĕ. Кушак айăпне кăтартакан кайăк вилли кунтах
пулнă. Кăшт аяккарах, çын куçĕ курман кĕтесре, Джо Гарперпа Гекльберри Финн
вăрланă дыньăна кавлесе лараççĕ. Мĕскĕнсем! Вĕсем патне, Томăнни пекех, вĕсен
чирĕ таврăннă.

Çирĕм виççĕмĕш сыпăк
МЕФФ ПОТТЕРА ÇĂЛНИ
Юлашкинчен хулари çывăрса кайнă пурнăç хускалса илчĕ — питĕ хыттăнах
хускалчĕ. Çак кун çын вĕлерекене хăш кун суд тăвасси çинчен пĕлтерчĕç. Хулара
çавăн çинчен çеç калаçрĕç. Томăн çак калаçусенчен ниçта тарма та май пулмарĕ.
Вĕлерни çинчен асăннине илтсенех, унăн чĕри кăртах сикрĕ. Хăйĕн чунĕ таса мар
пулнă пирки унăн пуçне çакăн пек шухăшсем пыра-пыра кĕчĕç. «Манăн умра
ахальтен мар пулĕ çавнашкал сăмахлаççĕ, мана тытма тăрăшаççĕ пулĕ», — терĕ вăл.
Çав çынна вĕлертни çинчен вăл мĕн те пулин пĕлнине çынсем ăçтан чухласа илме
пултараççĕ-ха? Çакна вăл ниепле те лайăххăн тавçăрса илеймерĕ. Анчах çапах та,
хулара апла та капла калаçнисене илтсен, унăн ăшчикĕ вăркарĕ. Вăл, пĕтĕм чунтан

калаçас тесе, Гека çын çук çĕрелле ертсе кайрĕ. Кĕске вăхăтлăха та пулин хăйĕн
чĕлхине ирĕк парас пулать, пĕр пек инкек курнă юлташпа йывăр çĕклеме те пĕрле
валеçмелле. Çитменнине, унăн Гек лăпăртатса кăтартман-ши тесе ыйтса пелес
килчĕ.
— Гек, эсĕ çавăн çинчен кама та пулин каланă-и?
— Мĕн çинчен?
— Ху пĕлетĕн...
— Паллах, каламан...
— Пĕр сăмах та-и?
— Çăвар та уçман. Каланă пулсан, çак вырăнтах тăпра ăшнелле анса
каймалла пултăр. Ма ыйтатăн вара эсĕ?
— Ахалех! Эпĕ хăраса çӳрерĕм.
— Ну, Том Сойер, эпир лăпăртатса кăтартнă пулсан, пирĕн икĕ кун та
пурăнмалли çукчĕ. Эсĕ хăвах пĕлетĕн вĕт.
Тома кăшт çăмăлтарах пулнă пек туйăнса кайрĕ. Пăртак чĕнмесĕр тăрсанах,
вăл çапла ыйтрĕ:
— Гек... сана никам та ирĕксĕр каласа кăтарттарма пултараймасть-и? — терĕ.
— Мана ирĕксĕр каласа кăтарттарма-и? Çук ĕнтĕ вăл! Çав шуйттан метисĕ
мана шыв ăшне путарма тăрсан, тен, мана ирĕксĕр калаттарма пултарĕç, — ахаллĕн
калас çук.
— Апла пулсан, эппин, пурте чиперех. Эпĕ çапла шухăшлатăп: эпир
чĕлхесене çыртса çӳресен, пире никам та тивес çук тетĕп. Çапах та эпир шарлас çук
тесе татах тепĕр хут тупа тăвар-ха, çапла шанчăклăрах пулĕ.
— Юрĕ.
Вĕсем каллех, чаплă та хăрушă сăмахсем каласа, тупа турĕç.
— Мĕн сăмахлаççĕ-ха, Гек, тĕрлĕрен историсем çинчен çав тери нумай
илтрĕм.
— Мĕн сăмахлаççĕ? Пĕр сăмах анчах: Мефф Поттер, Мефф Поттер, Мефф
Поттер, теççĕ. Манăн, çакна илтсе-нех, çийĕнчех тар тухса каять, — тӳрех пăрахса
кайса пытанса ларăттăм.
— Вăт-вăт! Эпĕ те çавăн пекех. Пĕтнĕ çын вĕт вăл! Пĕтрĕ ĕнтĕ! Сана ăна шел
мар-и... хăшпĕр чухне?
— Час-часах... ия, час-часах шел туйăнать. Путлĕ çынах мар вăл, — анчах
никама та усал тумасть вĕт-ха. Никама та, нихçан та. Пăртак эрех ĕçмелĕх пулă
тытать те кайран вара ĕçсĕр сĕтĕрĕнсе çӳрет... Туршăн та, эпир пурте ĕçсĕр
çапкаланса çӳретпĕр вĕт-ха. Пĕрех мар пулсан та, пирĕнтен нумайăшĕ ĕçлемесĕр
пурăнаççĕ: пупсем тата ытти çавнашкал этемсем те. Çапах та вăл ырă кăмăллă пек:
пĕрре вăл мана хăйен пуллине çуррине тыттарчĕ, пулли хăйне валли те сахалччĕ.
Мана йывăр килсе тухнă чухне миçе хут вăл ман хута кĕрсе мана инкекрен хăтарманши?!
— Мана вăл хут çĕленсене юсаса паратчĕ, вăлтасене те çыхса паратчĕ. Эпир
ăна тĕрмерен тухса тарма пулăшсассăа, питех аван пулатчĕ.
— Мĕн каларĕ вăл! Эпир ăна епле пулăшăпăр-ха? Пулăшсассăн та, ăна мĕн
усси пур-ха? Вăл тухса тарать те, ăна каллех тытаççĕ.
— Ия, вăл çаплах... Вăл тĕрĕс. Анчах вăл уншăн айăплă мар çĕртенех ăна
шуйттана вăрçнă пекех вăрçнине курас килмест вĕт-ха.
— Манăн та курас килмест, Том. Ăнлантăн-и, эпĕ çапла илтрĕм... Пирĕн
пĕтĕм штата илсе пăхсан та, унăн сăнĕ-пичĕ вăрă-хурахсен евĕрлех, теççĕ, ку
таранччен ăна епле çакса вĕлермен-ши тесе тĕлĕнеççĕ.

— Ия, ия, çавăн пек калаççĕ. Эпĕ те хам хăлхапах илтрĕм: ăна ирĕке кăларса
ярсан та, Линч законĕ * тăрăх çакса вĕлереççĕ, теççĕ.
— Çавăн пек тăваççĕ те вĕсем, çакса вĕлереççĕ. Ачасем нумайччен сăмахласа
ларчĕç, анчах савăнмалли нимĕнех те пулмарĕ. Тĕттĕмленсен, вĕсем аякра ларакан
пĕчĕк тĕрме таврашĕнче çапкаланса çӳреме тытăнчĕç, мĕн те пулин пулĕ те, пире
тăруках мĕнпур йывăрлăхран хăтарса кăларĕç тесе ĕмĕтленчĕç пулĕ вĕсем.
You have read 1 text from Chuvash literature.
Next - Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 11
  • Parts
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 01
    Total number of words is 4082
    Total number of unique words is 1885
    44.2 of words are in the 2000 most common words
    62.6 of words are in the 5000 most common words
    68.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 02
    Total number of words is 4116
    Total number of unique words is 1907
    48.5 of words are in the 2000 most common words
    66.2 of words are in the 5000 most common words
    70.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 03
    Total number of words is 4171
    Total number of unique words is 1872
    46.1 of words are in the 2000 most common words
    64.8 of words are in the 5000 most common words
    70.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 04
    Total number of words is 4157
    Total number of unique words is 1781
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    68.3 of words are in the 5000 most common words
    72.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 05
    Total number of words is 4102
    Total number of unique words is 1817
    46.9 of words are in the 2000 most common words
    66.8 of words are in the 5000 most common words
    71.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 06
    Total number of words is 4169
    Total number of unique words is 1850
    47.9 of words are in the 2000 most common words
    67.9 of words are in the 5000 most common words
    74.2 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 07
    Total number of words is 4121
    Total number of unique words is 1860
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    67.5 of words are in the 5000 most common words
    72.7 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 08
    Total number of words is 4065
    Total number of unique words is 1843
    45.9 of words are in the 2000 most common words
    65.6 of words are in the 5000 most common words
    72.1 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 09
    Total number of words is 4156
    Total number of unique words is 1700
    48.3 of words are in the 2000 most common words
    66.1 of words are in the 5000 most common words
    72.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 10
    Total number of words is 4115
    Total number of unique words is 1839
    45.3 of words are in the 2000 most common words
    63.6 of words are in the 5000 most common words
    69.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 11
    Total number of words is 4104
    Total number of unique words is 1749
    47.1 of words are in the 2000 most common words
    65.7 of words are in the 5000 most common words
    72.1 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 12
    Total number of words is 4128
    Total number of unique words is 1744
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    67.7 of words are in the 5000 most common words
    72.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 13
    Total number of words is 4149
    Total number of unique words is 1782
    48.9 of words are in the 2000 most common words
    68.5 of words are in the 5000 most common words
    74.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 14
    Total number of words is 4146
    Total number of unique words is 1690
    49.4 of words are in the 2000 most common words
    69.7 of words are in the 5000 most common words
    75.3 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 15
    Total number of words is 4207
    Total number of unique words is 1808
    48.0 of words are in the 2000 most common words
    68.4 of words are in the 5000 most common words
    74.4 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 16
    Total number of words is 2412
    Total number of unique words is 1198
    51.6 of words are in the 2000 most common words
    67.9 of words are in the 5000 most common words
    71.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.