Latin

Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 13

Total number of words is 4149
Total number of unique words is 1782
48.9 of words are in the 2000 most common words
68.5 of words are in the 5000 most common words
74.6 of words are in the 8000 most common words
Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
Сид чирлĕ пулнă та ачасемпе пĕрле савăнас çĕре ерме те пултарайман: Мэри,
ăна кичем ан пултăр тесе, унпа пĕрле киле юлнă.
Ăсатса янă чухне миссис Тэчер Беккие çапла каларĕ:
— Çĕрлеччен эсĕ киле таврăнма пултарас çук. Пристаньтен аякрах мар
пурăнакан пĕр-пĕр юлташу патĕнче çĕр каçмăн-ши луччĕ?
— Эпĕ, анне, Сюзи Гарпер патне çывăрма каятăп.
— Питĕ аван. Аслă пул, хăвна хăв лайăх тыт! Вĕсем тухсан, Том Беккие çапла
каланă:
— Итле-ха, пĕлетĕн-и, мĕн тăватпăр эпир? Джо Гарперсем патне кайса
çӳриччен луччĕ ту çинелле улăхатпăр та тăлăх арăм Дуглас патĕнче çĕр каçатпăр.
Унăн хăймаран тунă мороженăй пулать. Унăн кашни кунах тенĕ пек мороженăй, —
темĕн чухлех! Купи-купипех! Эпир пырсан, вăл питĕ хĕпĕртет.
— Питех те савăнмалла пулать.
Унтан Бекки пĕр тапхăр шухăша кайрĕ те:

— Анне мĕн калĕ вара? — тесе ыйтрĕ.
— Вăл ăçтан пĕлĕ-ха ăна?
Хĕрача каллех шухăшлакаларĕ те хăюсăртараххăн çапла каларĕ:
— Вăл, тĕрĕссипе каласан, лайăх мар та... анчах...
— Мĕн «анчах» унта? Пустуй! Санăн аннӳ пĕлес те çук... Мĕн лайăх марри пур
унта? Сана нимĕн те пулас çуккине çеç пĕлесшĕн вĕт вăл. Астуса илнĕ пулсан, вăл
хăй те сана унта яратчĕ. Тĕрĕс калатăп сана!
Тăлăх арăм Дуглас хăнасене питĕ вашават пăхни хыттăнах илĕртрĕ. Хăна
пулас шухăш тата Том çавăрса хăтланни çиеле тухрĕç, хĕрача иккĕленсе тăма та
пăрах-рĕ. Ачасем хăйсен программи çинчен никама та калас мар, терĕç.
Анчах унта Том пуçне çакăн пек шухăш пырса кĕчĕ: «Гек лăп кĕçĕр çĕрле ман
чӳрече патне пымĕ-ши?» Çак шухăш вара савăнса хĕпĕртесе çӳрессине чылаях
сивĕтсе пăрахрĕ. Çапах та вăл тăлăх арăм патĕнче хăна пулас шухăша пăрахма
пултараймарĕ. «Ма пăрахас-ха? — тесе шухăшларĕ вăл хăй ăшĕнче. — Иртнĕ каç
сигнал пулмарĕ, кĕçĕр ма пулмалла-ха?»
Кĕçĕр каçхине, паллах ĕнтĕ, ăна савăнăç кĕтет, пытарнă укçана шыраса
тупасси ытла шанчăклах мар пулсан та, савăнса çӳресси пулатех. Ытти арçын ачасем
пекех, Том та хăйне мĕн хытăрах илĕртни хыççăн кайма шут тытрĕ, — вăхăтлăха вăл
укçа арчи çинчен те йăлтах манса кайрĕ.
Хуларан виçĕ миля анаталларах кайсан, пăрахут вăрман ӳссе ларнă пĕр
айлăм тĕлне çитсе чарăнчĕ те çыран хĕррине пырса тăчĕ. Ачасем ушкăнĕпех
çыраналла тухрĕç, часах вара вăрманта инçетре тата чул сăрт тăррисем çинче
кăшкăрашни, кулни янрама пуçларĕ. Мĕнле майпа вăйран сулăнма тата лайăх
тарлама пулать — çавсене пурне те туса пăхрĕç, юлашкичен савăнăçлă та хырăмĕсем
питĕ выçса кайнă çапкаланчăксем каялла хăйсем вырнаçнă çĕрелле кайрĕç те тутлă
япаласене пĕтĕрме тапратрĕç. Хăналансан, уçăлмалла канма пуçларĕç: пурте
лăстăркка юмансем айĕнчи сулхăна ларса сăмахлама тапратрĕç. Пăртак тăрсан
тахăшĕ:
— Кам çĕр ăшĕнчи шăтăка кĕрсе курасшăн? — тесе кăшкăрса ячĕ.
Пурте курасшăн çунчĕç. Çурта пачкисем туртса кăларчĕç те, çавăнтах пурте
ушкăнĕпе ту çинелле улăхма тапратрĕç. Шăтăк анийĕ çӳлте, ту аяккинче. Вăл А
саспалли майлă туйăнать, унăн юмантан тунă тачка та йывăр алăкне питĕрмен.
Шалта — пĕр нӳхрепĕ пекех сивĕ пĕчек зал. Çутçанталăк хăех унăн стенисене
çирĕп известь тулĕнчен тунă. Çав чул çинче, сивĕ тар тухнă пекех, нӳрĕ тумламĕсем
çакăнса тăнă. Çав пăч-тĕттĕм çĕртен çап-çутă хĕвел çутиллĕ симĕс айлăма пăхса тăма
питĕ интереслĕ: кунта поэзи те темĕнле вăрттăнлăх та пур. Анчах тĕлĕнни часах
сĕвĕрĕлнĕ, пурте малтанхи пекех выляма, асма тапратнă. Кам та пулин çурта çутса
ярсанах, пурте ушкăнĕпе ун патнелле чышăннă; тавлашу пуçланса кайнă, çурта хуçи
паттăррăн хиреç тăнă, анчах çуртине çийĕнчех; унăн аллинчен çапа-çапа ӳкернĕ е
сӳнтере-сӳнтере лартнă. Каллех тĕттĕмре ахăлтатса кулнисем илтĕне-илтĕне кайнă,
вăйă вара çĕнĕрен пуçланнă. Анчах тĕнчере пурин те вĕçĕ-хĕрри пур. Хулленхулленех ачасен ушкăне умлăн-хыçлăн утса галерея тăрăх чăнкă çĕртен аялалла анма
пуçланă. Вăльт-вальт вылякан çурта çутисемпе çӳллĕ чул стенасем аран çеç палăрнă.
Çав çутă çӳлте, утмăл фут çӳллĕшĕнче, тӳпе пек пулса тăнă вырăн патне çитиех
палăрса тăнă. Çав аслă шăтăкăн сарлакăшĕ сакăр е вунă фут пулнă. Кашни утăмрах
çав шăтăкран аяккалла — сулахаялла та, сылтăмалла та ансăртарах шăтăксем
уйрăла-уйрăла кайнă, мĕншĕн тесен çав Мак-Дугал шăтăкĕ кукăр-макăр кукăрăлса
çӳрекен коридорсен питĕ аслă лабиринчĕ пулнă. Çав коридорсем, пĕр çĕрелле
пырса пĕрлешсе, каллех уйрăлса кайнă, анчах вĕсенчен тулалла тухмалли вьтран та

пулман. Çынсем ун çинчен çапла калаçнă: çав шăтăк-çурăксемпе таçтах анса
каймалли тĕпсĕр шăтăксем арпашса пĕтнĕ çĕрте темиçе кун, темиçе çĕр хушши утса
çӳресен те, çапах та тулалла тухмалли шăтăкне тупма пулмасть; çавăн пекех тата
тарăнрах анса пырсан та, пур çĕрте те вĕçĕ-хĕрри те çук, тенĕ. Çĕр айĕнчи шăтăка
«пĕлетĕп» тесе пĕр çын та мухтанма пултарайман. Ăна ниепле те пелсе çитме
пулман. Çамрăк çынсем унăн пĕчĕкрех пайне çеç пĕлме тăрăшнă. Çав пайĕнчен
шаларах кĕме никам та хăйман. Том Сойер шăтăка ыттисем пекех пĕлнĕ; вĕсенчен
начартарах та мар, лайăхрах та мар.
Ачасен ушкăнĕ аслă галерея тăрăх пĕр виçе чĕрĕк миле яхăн кайнă, унтан
мăшăрăн-мăшăрăн тата пĕчĕк ушкăнăн уйрăлнă. Вĕсем айккинелле каякан
шăтăксене пăрăна-пăрăна кĕнĕ, тĕттĕм коридорсем тăрăх чупма пуçланă,
коридорсем пĕрлешнĕ вырăнсенче сасартăк пĕр-пĕрне хирĕç сике-сике тухнă. Кунта,
шăтăкăн «пĕлсе тăракан» пайĕ таврашĕнчен тухмасăр çӳресен те, пĕр-пĕрне пĕр çур
сехетлĕхех куçран çухатса яма пулнă.
Хуллен-хулленех ушкăнсем пĕрин хыççăн тепри шăтăк ăшĕнчен тулалла
чупа-чупа тухнă. Ачасем савăннă, хытă хашканă, хăйсем çине çурта çăвĕ тумлатса
пĕтернĕ, тăмпа вараланса пĕтнĕ, куна аван ирттернĕшĕн хавасланнă. Хĕрсе савăннă
хушăра вăхăт епле иртнине те, каç пулса килнине те нихăшĕ те сисменнинчен пурте
тĕлĕннĕ. Пассажирсене каялла пуçтарăнма чĕнсе, пăрахут çинче пĕр çур сехет
хушши чанне çапса тăнă. Çав шăв-шавлă ушкăна тиенĕ пăрахут çыран хĕрринчен
каялла тапранса шыв тăрăх кайсан, капитансăр пуçне урăх никам та вăхăт ахалех
иртнишĕн кулянакан пулман.
Пăрахут çутисем вăльт-вальт курăнса пристань çумĕпе иртсе кайнă чухне Гек
хуралта тăнă. Пăрахут çинчен ун патнелле нимĕнле шав та илтĕнмен: çамрăксем
йăвашланса кайса, шăпах лăпланса ларнă, ытла ывăнса çитнĕ çынсем яланах çавăн
пек пулаççĕ. Гек, ку мĕнле пăрахут-ши, мĕншĕн вăл пристань патĕнче чарăнса
тăмарĕ-ши тесе, пăртак тĕлĕннĕ. Анчах кайран вăл ун çинчен вуçех манса кайнă,
хăйĕн мĕнпур шухăшĕсене те умра тăракан задача тавра пуçтарнă. Çапла ерипенех
пĕлĕтлĕ те тĕттĕм каç çитсе пынă. Вунă сехет çапнă, урапа сассисем халтăртатма
пăрахнă. Чăл-чал курăнакан хăй çутисем пĕрин хыççăн тепри сӳнсе пынă, çуран
çынсем урамсем тăрăх çапкаланса çӳреме те пăрахнă. Пĕтĕм хула ыйăха кайнă,
пĕчĕк хуралçă шăплăхпа, усалсемпе пĕрле пĕчченех тăрса юлнă. Акă вунпĕр те
çапнă. Тавернăра та хăй çутисем сӳннĕ. Пур çĕрте те тĕттĕм. Гек хăйĕн шухăшĕпе
шутсăрах нумай кĕтсе тăнă, анчах нимĕн те пулман-ха. Ун пуçне иккĕленес шухăш
та пырса кĕнĕ. Мĕн тума кирлĕ-ха çав? Чăнах та, мĕн тума кирлĕ? Пурин çине алăпа
сулса çывăрма пăрахса кайсан, лайăхрах мар-ши?
Сасартăк унăн хăлхине темĕнле шав илтĕнсе кайрĕ. Вăл хăлхисене тăратарах
итлерĕ. Тăкăрлăк еннелли алăк хуллен уçăлса хупăнчĕ. Гек кирпĕч сарайĕн кĕтесси
патнелле вĕçтерчĕ. Пĕр минутранах ун çумĕле икĕ çын йăпшăнса иртсе кайрĕç;
пĕрин хул хушшине темĕн хĕстернĕ пек туйăнать. Арча пулмалла. Эппин, вĕсем
хăйсен пуянлăхне таçта урăх çĕре илсе каяççĕ курăнать. Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ? Тома
чĕнес-и? Ку ĕнтĕ питех те ухмахла хăтланни пулĕччĕ: çав хушăра çапкаланчăксем
арчапала таçталла кайма ĕлкĕреççĕ, унтан вара вĕсен йĕрĕсене те шыраса тупаймăн.
Çук, вăл вĕсем хыççăн сыхласа каять, — çавăн пек тĕттĕмре вĕсем ăна ăçтан курччăрха? Çапла шухăшласа, Гек хăй пытаннă çĕртен тухрĕ те çапкаланчăксем хыççăн
кайрĕ, çара уран, кушак пек, илтĕнмелле мар пусса, вĕсенчен юлмасăр, вĕсене
куçран çухатмалла мар утса пычĕ.
Малтан вĕсем шыв хĕррипе пыракан урампала утрĕç, ике урлă урамран
иртсе кайрĕç, виççĕмĕш урамнелле пăрăнчĕç те Кардиф тăвĕ çинелле каякан сукмак

çине тухиччен тӳрех утрĕç. Çав сукмакпа вĕсем çӳлелле улăхма тапратрĕç. Сăрт
аяккинче, лăп çур çулта, пĕр валлиец-старикĕн çурчĕ ларать; вĕсем чарăнмасăрах
çав çурт çумĕпе иртсе кайрĕç те çӳлерех те çӳлерех хăпарчĕç. «Аха, — шухăшларĕ
Гек, — вĕсем укçине ĕлĕк чул кăларнă вырăна алтса чикесшĕн курăнать». Анчах
вĕсем чул кăларнă вырăн патĕнче чарăнса та тăмарĕç. Вĕсем малаллах ту тăрри
патнелле кайрĕç, унтан сумах * тĕмисем хушшипе каякан ансăр çул çинелле пăрăнса
кĕчĕç те тĕттĕмре тăруках çухалчĕç. Гек хăвăртрах утма пуçларĕ. Пĕр хушă вăл
юрттипе чупрĕ, унтан, тĕттĕмре вĕсем çине пырса кĕрес мар тесе, пăртак
вăраххăнтарах кайма пуçларĕ, кайран чарăнсах тăчĕ. Итлесе пăхрĕ — пĕр сас-чĕвĕ те
çук; хăйĕн чĕри тапни илтĕннĕ пек çеç туйăнчĕ ăна. Çӳлтен, ту çинчен, тăмана
тĕвиклетни илтĕнсе кайрĕ, ку вара ырă марра пĕлтерекен япала пулчĕ. Анчах
нимĕнле ура сасси те илтĕнмест. Нивушлĕ тăрăшни йăлтах пăчланчĕ? Гек аяккалла
шăвăнма шутларĕ, анчах сасартăк унтан пĕр виçĕ утăмра такам ĕххĕм-ĕххĕм ӳсĕрсе
илчĕ. Гека хăйĕн чĕри пырĕ патнеллех çитнĕ пек туйăнса кайрĕ, анчах вăл ăна
каялла çăтрĕ те, хăйне тăруках сивĕ чир тапăлнă пек пĕтĕм пĕвĕпе чĕтресе, вырăнтах
тăрса юлчĕ. Вăл питĕ хавшаса кайрĕ, акă кĕçех йăванса каятăп тесе, хăраса тăчĕ.
Вырăнĕ хăй пĕлекен вырăнах пулчĕ: вăл тăлăх арăм Дугласăн килкарти çумĕнчех, çав
карта урлă каçмалли вырăнтан пилĕк утăмрах, тăрать иккен.
«Юрĕ, çакăнта алтса чикчĕрех, — шыраса тупма лайăх пулать», — тесе
шухăшларĕ вăл.
* Сумах — питĕ çăра çулçăллă лутра йывăç.

Унтан хуллен, питĕ хуллен калаçакан сасă, Джо индеец сасси, илтĕнсе кайрĕ:
— Çăва патне кайманскер! Ун патĕнче хăнасем пур пулмалла, — халĕ вăхăт
нумай пулсан та, унта пур çĕрте те хăй çутисем курăнаççĕ.
— Ăçта эсĕ хăй çутисем куратăн? Эпĕ курмастăп-çке.
Ку сасă, çав хайхи палламан çыннăн, тухатса хунă çуртра ачасем илтнĕ сасă
пулчĕ. Шутсăр шăлса кайнă чухнехи пекех Гекăн чĕри те пăрланса ларнăн туйăнчĕ.
Акă кама тавăрма шутлаççĕ иккен вĕсем. Вăл тӳрех сиккипе вĕçтересшĕн пулчĕ.
Унтан вăл тăлăх арăм Дуглас хăйне час-часах хĕрхеннисене астуса илчĕ, çав çынсем
ăна вĕлерме пыраççĕ пулĕ тесе шухăшларĕ. Апла пулсан, тăлăх арăм Дугласа часрах
систерес пулать. Анчах çук, систерме унăн хал çитмест, нихçан та çитес çук: вĕсем
ăна ярса тытма та пултараççĕ вĕт.
Джо индеец çав паллакан çыннăн юлашки сăмахĕсене хирĕç чĕнме
ĕлкĕриччен çав шухăшсемпе пĕрле урăх шухăшсем те Гекăн вĕриленнĕ пуçне нумай
пыра-пыра кĕрсе тухрĕç.
— Сана пăхма тĕмĕсем картласа тăраççĕ. Кунтарах сик-ха, ак çакăн пек. Халĕ
куратăн-и? — терĕ Джо индеец.
— Ия. Унăн хăнасем пур пек çав. Ку ĕçе пăрахсан, лайăхрах мар-ши?
— Хам кунтан вуçех каятăп та, пăрахас-и вара? Тен, урăх нихçан та çакăн пек
май килмест пулсан та, пăрахас-и вара? Татах тепĕр хут калатăп сана, мана унăн
укçи кирлĕ те мар — эсĕ хăвна валли те илме пултаратăн ăна. Мана унăн упăшки
çиллентерчĕ, темиçе хут та çиллентерсе хăтланчĕ... вăл мировой судья пулнăччĕ те
çапкаланса çӳренĕшĕн мана тĕрмене хуптарчĕ. Анчах вăл çеç те мар. Вăл
миллионмĕш пайĕ те пулмасть. Вăл мана çаптарма хушрĕ. Ия, негра çаптарнă пек,
тĕрме умĕнчех мана пушăсемпе çаптарма хушрĕ. Пĕтĕм хула манăн намăса курса
тăчĕ. Тытса çаптарчĕ мана, ăнланăтăн-и? Унăн телейне пула, вăл хăй вилчĕ, анчах
эпĕ арăмĕпе шутласа татăлатăп.

— Ан вĕлер ăна! Ун пек ан хăтлан эсĕ!
— Ăна вĕлерес-и? Эпĕ ăна вĕлеретĕп тесе каларăм-и вара? Упăшки унта
пулнă пулсан, эпĕ ăна вĕлереттĕм, арăмне вĕлерместĕп. Хĕрарăма хирĕç тавăрас
тесен, ăна вĕлерсе хăтланма та кирлĕ мар, — вăл пустуй! Унăн сăн-питне çеç
пăсмалла: сăмса шăтăкĕсене касса кăлармалла, хăлхисене касса татмалла, сыснанне
татнă пек касмалла.
— Ай, турă, çырлах, апла вăл...
— Санран ыйтмаççĕ. Ан та чĕн луччĕ! Тĕрĕсрех тăрса юлăн. Эпĕ ăна кравать
çумне çыхса хуратăп. Юн кайнипе вилсе кайнăшăн эпĕ макăрас та çук. Эсĕ, тусăм,
мана хăвăн тус пулнипе пулăшатăн, çавăнпа эсă кунта килтĕн те, — эпĕ пĕччен
пултарас та çук пулĕ. Хăраса каятăн пулсан, эпĕ сана çавăнтах вĕлеретĕп —
ăнлантăн-и? Манăн сана вĕлермелле пулать пулсан, эпĕ ăна та вĕлеретĕп, вара
никам та пĕлес çук çавна кам хăтланинне.
— Мĕн вара, тăвас-тăк, тăвас пулать. Часрах тусан лайăхрах пулĕ... Эпĕ
пĕтĕмпех чĕтретĕп.
— Халĕ? Хăнасем умĕнче-и? Ох, асту, эсĕ темскер чееленсе хăтланатăл. Мĕн
эсĕ тăруках хыпаланма пуçларăн? Çук, эпир унăн килĕнче хăй çутисем сӳниччен
тăхтатпăр-ха. Ниçта васкамалли те çук пирĕн.
Гек халĕ çак юн тăкасси çинчен калаçнинчен те хăрушăрах шăплăх пулассине
туйса илчĕ. Çавăнпа вăл хăйĕн сывлăшне те чарса урипе хуллен хыпашласа ăна
пусмалли вырăн шыраса тупрĕ, вара паттăрлансах пĕр утăм каялла ярса пусрĕ.
Çакна тунă чухне вăл тепĕр ури çинче сылтăмалла та сулахаялла сулкаланса тăчĕ,
хытă сулăнса кайнипе кăштах кайса ӳкмерĕ. Çавăн пекех сыхланкаласа, çавăн пекех
хăраса, вăл тепĕр утăм каялла пусрĕ, унтан татах та татах. Кĕтмен çĕртенех унăн ури
айĕнче пĕр темĕнле турат çăтăрт! турĕ. Вăл сывлама та пăрахрĕ, чарăнса тăрсах
итлеме пуçларĕ. Пĕр сас-чĕвĕ те пулмарĕ. Хĕпĕртесе кайсах, вăл сумах тĕмисен икĕ
речĕ хушшинче тăвăр çĕрте хуллен çаврăнса илчĕ те хăвăрттăн, анчах нимĕн сас
кăлармасăр, малалла утма пуçларĕ. Чул кăларнă вырăн тĕлне çитсен, вăл хăйĕн
нимрен те хăрамалли çуккине туйса илчĕ те мĕн вăй çитнĕ таран сиккипе яра пачĕ.
Ту çинчен аяларах та аяларах анса пычĕ, акă юлашкинчен вăл валлиец кил-çурчĕ
патнех чупса çитрĕ те унăн алăкне чышкисемпе çапса шаккама тапратрĕ.
Чӳречесенчен самантрах старик фермерăн тата унăн икĕ патмар ывăлĕн пуçĕсем
курăнса кайрĕç.
— Мĕнле шав кунта? Кам шаккать унта? Мĕн кирлĕ сана?
— Кĕртĕр-ха мана часрах! Эпĕ сире йăлтах каласа кăтартатăп.
— Мĕскерлескер эсĕ?
— Гекльберри Финн. Часрах! Кĕртĕр мана!
— Гекльберри Финн, питех те тĕлĕнмелле! Ку ят пур çын алăке те уçăлса
каймалла ятах мар ĕнтĕ. Анчах çапах та, ачасем, кĕртĕр-ха ăна. Курар-илтер мĕн
пулнине.
Хăйне алăк уçса кĕртнĕ-кĕртменех, Гек тӳрех çапла каларĕ:
— Тархаслатӑп, эпĕ сире каланине никама та ан калăр, ахаллĕн манăн пурнăç
курасси те пĕтет. Анчах тăлăх арăм мана нумай ырă турĕ, çавăнпа сире акă мĕн
çинчен каласа кăтартатăп. Эпĕ çакна каланине эсĕр никама та каламастпăр тесе
сăмах паратăр пулсан...
— Чăнах та, унăн темскер çинчен каламалли пур, вăл ахаль каламасть çавна!
— терĕ старик. — Ну, ачам, мĕн пĕлнине каласа кăтарт, эпир никама та
каламастпăр... нихçан та...

Виçĕ минутран старикпе ывăлĕсем, лайăх хĕçпăшалланнăскерсем, сăрт
тăррине хăпарса çитрĕçте, хăйсен хĕçпăшалĕсене хатĕрлесе тытса, сумах тĕмисем
хушшинчи сукмак тăрăх чĕрне вĕççĕн утса пычĕç. Гек вĕсене çав вырăна ертсе
çитерчĕ те малалла каймарĕ. Вăл мăн чул хыçне пытанса ларчĕ те хăлхисене
тăратсах итлеме пуçларĕ. Шăп, Гек пăшăрханса кĕтрĕ. Сасартăк пăшал сасси
кĕрĕслетни тата такам кăшкăрни илтенсе кайрĕ, Гек малалла мĕн пулассине кетсе те
тăмарĕ. Вăл сиксе тăчĕ те ури тупанĕсене çĕре тивертмесĕр аялалла вĕçтерчĕ.

Вăтăрмĕш сыпăк
ТОМПА БЕККИ ÇĔР ĂШĔНЧИ ШĂТĂКРА
Вырсарникун ирхине, шуçăм киле пуçласанах, Гек ту çинелле хăпарчĕ те
валлиец-старик патне пырса шаккарĕ. Çуртра пурăнакансем пурте çывăраççĕ-ха,
анчах хытах çывăрмаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем çĕрле пăлханнă хыççăн лăпланса
çитеймен. Чӳречерен тахăшĕ:
— Кам унта? — тесе ыйтрĕ.
Гек хăранă сасăпа хыттăнах мар çапла каларĕ:
— Тархасшăн, кĕртĕр-ха? Эпĕ çеç кунта, Гек Финн, — терĕ.
— Вăл ятшăн, ачам, пирĕн кил алăкĕ яланах уçă, кăнтăрла та, çĕрле те. Ырă
сунса кĕтетпĕр.
Пĕчĕк çапкаланчăк хăлхисемшĕн çак сăмахсем питех те тĕлĕнмелле пек
туйăнса кайрĕç. Нихçан та вăл çакăн пек кăмăллă сăмахсем илтменччĕ-ха. Кам та
пулин халиччен ăна: «Ырă сунса кĕтетпĕр!» тесе каланине те астумасть вăл.
Алăка çавăнтах уçрĕç те, Гек пӳрте кĕчĕ. Ăна пукан çине лартрĕç, старикпе
унăн маттур ывăлĕсем васкасах тумланчĕç.
— Ачам, хырăму хытах выçнă пулĕ, тетĕп. Ирхи апат часах, хĕвел тухсанах,
пулать, — вĕри апат, асту. Эпĕ те, ачасем те эсĕ пирĕн патăрта çывăратăп пулĕ тесе
шухăшланăччĕ.
— Эпĕ шутсăрах хăрарăм! — тесе ăнлантарчĕ Гек. — Вара чуппипе яра патăм.
Эсĕр пистолетсемпе пеме тапратсанах, эпĕ ура вăйĕ çитнĕ таран чупма тапратрăм,
нимĕн канмасăр пĕр виçĕ миля чупрăм. Халĕ ĕнтĕ эпĕ çав ĕç çинчен пĕлмешкĕн
килтĕм. Çавсене, шуйттансене, — вĕсем вилĕ пулсан та, — тĕл пулас марччĕ тесе,
юри тул çутăличчен килтĕм.
— Мăнтарăн ачи, ку каç саншăн ырах пулмарĕ пулас: сан сăн-питӳ хĕн-хурлă
курăнать. Нимех те мар-ха вăл. Акă вырăн: апатлансан, тӳрех вырт та çывăр. Çук,
ачам, вĕсем вилĕ мар, — çавăншăн эпир питĕ тарăхатпăр. Куратăн-и, мĕнле пулчĕ.
Эсĕ каланă тăрăх, эпир вĕсене ăçта тытмаллине пĕлтĕмĕр, çавăнпа та вĕсем патне
çывăхах йăпшăнса пытăмăр. Анчах сумах тĕмисем хушшинчи сукмак çинче
нӳхрепри пекех тĕттĕм вĕт. Вĕсенчен пĕр вунпилек утăмра чарăнса тăтăмăр пулĕ,
сасартăк хамăн ачху! тăвас килнине туйса илетĕп. Шутсăрах телей пӳлмарĕ. Эпĕ
апла та, капла та чарма хăтланатăп, анчах нимĕн тумалли те çук, — менпур вăйпа
ачху! туса ятăм. Эпĕ малта пистолет хатĕрлесе тытса пыраттăм. Эпĕ ачху! туса ятăм
çеç, çав мошенниксем сукмак çинчен тĕмсем хушшинелле вĕлт çеç кĕрсе кайрĕç,
тĕмсем ăшĕнче туратсем çăтăртатма пуçларĕç, эпĕ: «Перĕр, ачасем!» — тесе
кăшкăратăп. Хам ăçта çатартатать, çавăнталла перетĕп. Ачасем те персе ячĕç. Анчах
усалсем вăрман ăшĕпе тарма пуçларĕç. Эпир вĕсем хыççăн каятпăр. Эпир виçсĕмĕр
те тивертеймерĕмĕр пулмллла... Тарма пуçлас умĕн вĕсем те пире пĕрер хутчен
персе илчĕç. Анчах вĕсен пулисем нимĕнле сиен тумасăрах пирĕн çумăн шăхăрса

иртсе кайрĕç. Вĕсен ура сассисем илтĕнми пулсан, эпир вĕсене хăвалама
пăрахрăмăр, ту çинчен антăмăр та полицейскисене ура çине тăратрăмăр. Вĕсем
çынсене пуçтарчĕç те шыв хĕрринелле тăратса тухрĕç, тул çутăлсанах, шериф
вăрман ăшĕнче пĕтĕм халăхпа ухтарать. Манăн ачасем те каяççĕ. Сăнран пăхсан çав
санăн усалусем мĕнле, эсĕ пире çавна каласа пама пултарсан аванччĕ, вăл пире питĕ
пулăшатчĕ. Анчах эсĕ вĕсене тĕттĕмре лайăххăн кураймарăн та пулĕ?
— Çук, эпĕ вĕсене хулара куртăм та вĕсем хыççăн утрăм.
— Питĕ аван! Кала, эппин, кала-ха, ачам, вĕсем мĕнлескерсем?
— Пĕри хăлхасăр-чĕлхесĕр ватă испанец, ăна эпĕ хулара пĕрре е икĕ хут
курнă, тепри — çĕтĕк-çатăк тум-тирлĕскер, питĕ ирсĕр сăн-сăпатлăскер...
— Ку пире çитет, ачам... Вăл çынсене эпир пĕлетпĕр. Пĕрре вĕсене вăрманта
тĕл пултăмăр. Вĕсем тăлăх арăмăн çурчĕ таврашĕнче çапкаланса çӳретчĕç, пире
курчĕç те аяккалла шăвăнчĕç. Ачасем! Хăвăртрах шериф патне, апатне кайран та
çиме ĕлкĕретер!
Валлиецăн ывăлĕсем çавăнтах тухса утрĕç. Вĕсем алăк патнелле кайсанах, Гек
вĕсем хыççăн чупрĕ те çапла каларĕ:
— Вĕсене эпĕ кăтартса пани çинчен, тархасшăн, никама та ан калăр!
Тархасшӑн!
— Юрать. Калаттарасшăн мар пулсан — каламаст-пăр. Калас пулсан та,
уншăн сана мухтĕччĕç вĕт.
— Ой, çук, çук! Тархасшӑн, ан калăр! Çамрăккисем тухса кайсан, старик Гека
çапла каларĕ.
— Вĕсем калас çук, эпĕ те каламастăп. Анчах эсĕ мĕншĕн çавăн çинчен
пĕлтересшĕн мар-ха?
Гек ăнлантарса хăтланасшăн пулмарĕ, вăл пĕрмай: «Çав пĕр çынĕ çинчен эпĕ
ытла та нумай пĕлетĕп, эпĕ пĕлнине хăйне пĕлтерес килмест, пĕлсессĕн, вăл мана
вĕлеретех», — тесе тăчĕ.
Старик татах каламастăп тесе тепĕр хут сăмах пачĕ, çапах та хăй çапла ыйтрĕ:
— Ачам, ăçтан сан пуçа кĕчĕ-ха вĕсен хыççăн çӳреме? Вĕсем сана ырă мар
çынсем пек туйăнчĕç-и-мĕн?
Гек, юрăхлăрах ответ шыраса, чĕнмесĕр тăчĕ. Юлашкинчен çапла каларĕ:
— Куратăр-и, манăн пурнăç питех тутлах мар, пур те çавăн пек калаççĕ, эпĕ
хирĕç нимĕн те тавăрса калама пултараймастăп. Вăт, хăшпĕр чухне ĕнтĕ, эпĕ
çĕрлесенче вуçех те çывăрмастăп: пĕрмаях урамсем тăрăх утса шухăшласа çӳретĕп,
манăн епле урăхла пурнăç пуçласа ярас-ши, тетĕп? Иртнĕ каç та çавăн пек пулчĕ.
Ыйхă килмерĕ манăн, çавăнпа çав ĕçсем çинчен шухăшласа çур çĕр çитеспе урам
тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳрерĕм. «Эрех ĕçменнисен» таверни патĕнчи кивĕ кирпĕч склачĕ
çумĕпе иртсе пыратăп, стена çумне пырса тăтăм та шухăшласа тăратап... Сасартăк
акă мĕн куратăп: манăн çумран икĕ çын чупса иртсе каяççĕ, пĕрин хул хушшинче
темскер пур, ку вăрланă япала тесе шутларăм эпĕ. Пĕри тапак туртатчĕ те, тепри те
туртасшăн пулчĕ, — çапла вĕсем манран икĕ утăмра çеç чарăнса тăчĕç. Сигарĕсем
вĕсен пичĕсене çутатса ячĕç те, эпĕ вăрăмскерĕ хăлхасăр-чĕлхесĕр испанец пулнине
палласа илтĕм, — эпĕ ăна пичĕ çинчи сухалĕ тăрăх тата куçĕ çинчи пластырĕ тăрăх
палларăм. Тепри çак куç харшисене пĕрĕнтерсе çӳрекен, çĕтĕк-çатăк тумтирлĕ
шуйттанĕ пулнă...
— Нивушлĕ эсĕ сигара çутипе унăн çĕтĕк-çатăк тумтирне те курма
пултартăн?
Гек пĕр вăхăт нимĕн калама аптраса тăчĕ.
— Пĕлместĕп те, куртăм пулмалла.

— Мĕн вара? Вĕсем кайрĕç, эсĕ...
— Эпĕ вĕсем хыççăн... Çавăн пек пулчĕ те вăл. Вĕсем мĕн тума шутланине
пĕлес килчĕ. Вĕсем çӳлерех те çӳлерех хăпарса пычĕç, эпĕ вĕсем хыççăн... тăлăх
арамăн килкарти патне урлă каçмалли патне çитичченех пытăм. Унтан тĕттĕмре
тăтăм та итлеме пикентĕм. Çĕтĕк-çатăк тумтирли тăлăх арăм хутне кĕрет, испанецĕ
тăлăх арăмăн сăн-питне пĕтĕмпех пăсса пĕтеретĕп тесе тупа тăвать, — ун çинчен эпĕ
сире те, сирен ике ывăлăра та каласа кăтартнăччĕ вĕт-ха...
— Мĕнле! Хăлхасăр-чĕлхесĕр çын та калаçрĕ-и?!
Гек каллех шутсăр пысăк йăнăш турĕ. Вăл, çав испанец мĕскерле çын пулни
старикĕн пуçне ан кĕтĕрччĕ тесе, пур майпа та тăрăшрĕ. Анчах унăн чĕлхи юриех ун
умне ăна чăрмантарса хăтланмалли задача лартнă пекех пулчĕ. Гек хăй йăнăш
каласа янине темиçе хут та тӳрлетме хăтланса пăхрĕ, анчах старикĕ пĕрре те хăй
куçĕсене ун çинчен илмерĕ, Гек йăнăш хыççăн йăнăш каласа пычĕ. Юлашкинчен
валлиец çапла каларĕ:
— Итле, ачам, манран ан хăра эсĕ. Эпĕ санăн пуçу çинчи çӳç пĕрчине те тивес
çук. Çук, эпĕ санăн хута кĕретĕп... ия, хута кĕретĕп. Çав испанец вăл хăлхасăрчĕлхесĕр мар. Эсĕ астумасăр каласа ятăн, халĕ ĕнтĕ нимĕн те тумалли çук. Эсĕ çав
испанец çинчен темĕскер пĕлетĕн те, ху каласшăн мар. Мана шан, кала. Ан та
шухăшла, — эпĕ сан çинчен никама та каласа кăтартмастăп.
Гек пĕр минутлăха старикĕн тӳрĕ куçĕнчен пăхрĕ, пĕшкĕнчĕ те ăна хăлхинчен
шăппăн каларĕ:
— Вăл испанец мар, вăл Джо индеец! — терĕ.
Валлиец чут çеç пукан çинчен йăванса анмарĕ:
— Апла пулсан, халĕ ĕç уççăнах палăрать, халĕ эпĕ аванах ăнланатăп. Эсĕ
хăлхасене касса илесси çинчен тата сăмса шăтăкĕсене касса кăларасси çинчен
каласан, эсĕ ăна сăмах хитре тухмашкăн ху шухăшласа кăларнă пулĕ, терĕм, мĕншĕн
тесен шури ӳтлĕ çынсем çавăн пек хирĕç тавăрса хăтланмаççĕ, вăл ĕнтĕ индеец ĕçĕ.
Ирхи апат çинĕ чухне те сăмахласа ларчĕç, ытти сăмахсем хушшинче старик
çапла каларĕ:
— Тухса кайиччен эпĕ ывăлсемпе пĕрле хунар çутрăм та, ăçта та пулин юн
юхни çукки тесе, карта урлă каçмалли вырăна тата каçмалли вырăн патĕнчи тăпрана
пăхса сăнарăм. Юн таврашĕ тупмарăмăр, пĕр пысăк тĕрке çеç тупрăмăр...
— Мĕн тĕрки?
Сăмахсем çиçĕм пек пулсан та, вĕсем Гекăн шуралсах кайнă тути хĕррисенчен
çиçĕмрен те хăвăртрах вĕçерĕнсе тухрĕç. Унăн куçĕсем çап-çаврака пулса кайрĕç,
сывлăшĕ тăвăрлалса килчĕ, вăл, старик мĕн калассине кĕтсе, ăна тĕллесе пăхса тăчĕ.
Хăй енчен валлиец та ăна виçĕ çеккунт... пилĕк-çеккунт... вуннă... пăхса тăчĕ, унтан
çапла ответлерĕ:
— Вăрă хатĕрĕсем çыхса лартна тĕрке... Мĕн пулчĕ-ха сана?
Гек, хуллен, анчах тарăн сывласа, пукая хыçĕ çумнелле тайăнса ларчĕ, хăй
калама та çук хĕпĕртесе кайрĕ. Валлиец нимĕн кулмасăр-тумасăр, темĕн
интересленсе, ăна тĕллесе пăхса тăчĕ те çапла каларĕ:
— Ия, вăрă хатĕрĕсене çыхса лартнă тĕрке. Вăл сана питех лăплантарса янă
пек туйăнать. Мĕнтен хăрарăн-ха эсĕ? Эпир мĕн тупнă пулĕ тесе шухăшланă эсĕ?
Гека стена çумне хупăрласа лартнă пекех пулчĕ. Старик хăйĕн сăнаса пăхакан
куçĕсене ун çинчен илмерĕ. Ача тем пекех майлăрах ответ шухăшласа тупасшăн
пулчĕ, анчах ун пуçне нимĕн те пырса кĕмерĕ, старикен сăнаса пăхакан куçе ун
ăшнелле тата тарăнрах кĕчĕ. Çыпăçусăр ответ тупăнса килчĕ, анчах ăна виçкелесе

тăма та вăхăт пулмарĕ. Гек вара, мăн пулать-килет тесе, аран илтĕнмелле çапла
каласа хучĕ:
— Эпĕ эсĕр... вырсарникунхи шкулта вĕренмелли кĕнекесем тупнă пулĕ тесе
шухăшларăм.
Мĕскĕн ачана темскер пусса тăнă пек пулчĕ, çавăнпа вăл кулма та
пултараймарĕ. Анчах старикĕ хыттăн ахăлтатсах, савăнăçлăн кулса ячĕ, унăн пĕтĕм
ӳт-пĕвĕ кисренме тапратрĕ, юлашкинчен, çителеклех кулса тăрансан, çапла каларĕ:
— Çакăн пек лайăх кулни вăл укçа кĕсъере юлнипе пĕрех, мĕншĕн тесен вăл
тухтăра укçа парса тăкакланассинчен те хăтарать.
— Мăнтарăн ачи! — терĕ вăл унтан, — çав тери шурса кайнă эсĕ, питех те сыв
мар пулмалла. Çавăнпа санăн пуç мимийĕ те улшăнса кайнă. Вăл нимех те мар-ха,
пурте иртет. Канатăн, выртса çывăратăн... вара йăлтах иртсе каять.
Гек хăй çавăн пек айван пулнăшăн, хăй вырăнсăрах пăшăрханнипе хăй çинчен
темĕн шухăшлаттарнăшăн тарăхрĕ. Усал çынсем çавăнта, тăлăх арăмăн карти
патĕнче, калаçса тăнă чухне, вăл хăех ăнланнăччĕ вĕт-ха: çавсем тавернăран йăтса
тухнă тĕркере нимĕнле пуянлăх та пулман. Анчах калас пулать, вăл çавна
чухлакаланă çеç çав, лайăххăнах пĕлеймен. Çавăнпа та япала тупни çинчен каланине
илтсенех, вăл çав тери хумханса кайрĕ. Чăннипе каласан, вăл çавăн пек пулса
тухнăшăн хĕпĕртерĕ те. Халĕ ĕнтĕ вăл çав тупнă тĕрке ăшĕнче укçа таврашĕ
пулманнине лайăхах пĕлчĕ. Апла пулсан, пурте аван, нимĕн те çухалман-ха. Ия,
пурте аванах майлашса пынă пек туйăнать-ха: арча та халĕ иккемĕш номерте
пытарса лартнипех тăрать пуль-ха, усал çынсене иккĕшне те паянах тĕрмене тытса
хупса лартаççĕ, кĕçĕр çĕрле вара Гекпа Том, нимĕн чăрманса хăтланмасăр, никамран
та хăрамасăрах пĕтĕм ылтăна ярса илеççĕ.
Вĕсем ирхи апат çисе пĕтернĕ тĕле такам алăкран пырса шаккарĕ, Гек васкаса
пытанса ларчĕ, мĕншĕн тесен вăл хăй çĕрле пулнă ĕçе мĕнле те пулин çыпçăнни
çинчен никам та ан чухлатăр, терĕ. Валлиец хăй патне пӳлĕмелле темиçе ледипе
джентльмена кĕртрĕ, вăл шутра тăлăх арăм Дуглас та пулчĕ. Пӳлĕме кĕрсенех, вĕсем
тăлăх арăмăн картине пăхас тесе сăрт çинелле хулари çынсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе
тапаланса хăпарнине асăрхарĕç. Ĕнтĕ хыпар та сарăлнă курăнать.
Валлиецăн хăй патне пынă çынсене çав çĕрле пулнă истори çинчен каласа
кăтартма тиврĕ. Тăлăх арăм вара ăна хăйне хăтарнăшăн тав тума пуçларĕ.
— Пĕр сăмах та ан калăр, сударыня! Тепĕр çын пур, çав çын сире эпĕ
ывăлсемпе пĕрле усă тунинчен ытларах усă кӳнĕ пулĕ, тен. Анчах вăл хăйĕн ятне
калама ирĕк памасть. Вăл пулмасан, çав вырăна кайса пăхасси пирĕн пуçа пырса та
кĕрес çукчĕ.
Паллах, çак сăмахсене илтсен, çынсен питех те пĕлесси килсе кайрĕ, вĕсем чи
пысăкрах япалине те манса кайнă пек пулчĕç. Анчах валлиец хăйĕн хăнисем
пĕлесшĕн çуннине кура вĕсене çавах та хĕрхенмерĕ, пытарса тăмалли япала çинчен
каласа памарĕ. Çавна пула вĕсен пĕлес килнийĕ те часах пĕтĕм хулипех сарăлчĕ.
Пулса иртне япала çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлсен, тăлăх арăм çапла каларĕ:
— Эпĕ кравать çинче кĕнеке вуласа выртнă çĕртех çывăрса кайрăм та çĕрĕпех
канлĕ çывăртăм. Эсĕр мĕншĕн мана пырса вăратмарăр вара?
— Вăратма кирлĕ мар терĕмĕр эпир. Çав усал çынсем каялла таврăнас çукчĕ
пулĕ: вĕсем хатĕрсемсĕр тăрса юлчĕç вĕт-ха, хатĕрсемсĕр вĕсен ĕçлемелли те
пулмастчĕ. Ма вăратас-ха вара сире? Сехре хăпартмашкăн-и? Кунсăр пуçне тата
манăн виçĕ негр ирчченех сирĕн çурт патĕнче хурал тăчĕç. Халĕ çеç вĕсем каялла
килчĕç.

Тата çĕнĕ çынсем пычĕç, икĕ сехет хушши вара старик хăйĕн халапне çĕнĕрен
те çĕнĕрен пуçласа каласа пачĕ.
Вырсарникунхи шкулта каникул, çавăнпа та ирхине яланхи пекех занятисем
пулмарĕç, анчах çапах та пурте ир-ирех чиркĕве пуçтарăнна. Пур çĕрте те çĕрле
хăрушă япала пулни çинчен çеç калаçаççĕ. Усал шухăш тытнă çынсен йĕрне полици
халĕ те йĕрлесе тупайманнине пурте пĕлчĕç ĕнтĕ. Проповедь пĕтсен, Тэчер судьян
арăмĕ халăхпа пĕрле алăк патнелле утакан миссис Гарпера хăваласа çитрĕ те çапла
каларĕ:
— Мĕн, ара, мĕн, Бекки кунĕпех çывăрать-и-мĕн? Вăл ытла та ывăнассине эпĕ
малтанах пĕлтĕм...
— Сирĕн Бекки?
— Ия. (Тĕлĕнсе пăхрĕ Бекки амăшĕ.)— Вăл сирĕн патăрта çывăрмарĕ-и вара?
— Çук.
Миссис Тэчер шуралса кайрĕ те чиркӳри тенкел çинелле лаштăрах ларчĕ.
Лăп çав вăхăтра унăн çумĕпе Полли мăнаккăшĕ иртсе пыратчĕ, вăл хĕрсе кайсах хăй
тусĕпе темĕн çинчен сăмахлать.
— Сывă-и, миссис Тэчер? — терĕ Полли мăнаккăшĕ. — Ырă ир пултăр,
миссис Гарпер. Манăн арçын ача каллех çухалчĕ. Кĕçĕр вăл сирĕн патăрта... е сирĕн
патăрта çывăрнă пулмалла та... халĕ ĕнтĕ чиркĕве те килме хăрать пулмалла, —
хăйне лектерессине пĕлет вăл.
Миссис Тэчер хуллен пуçне сулласа илчĕ те тата ытларах шуралса кайрĕ.
— Вăл пирĕн патăрта пулман, — терĕ миссис Гарпер, хăй те пăшăрханма
пуçласа.
Полли мăнаккăшĕн сăнĕ-пичĕ хăй пăшăрханнине уççăнах палăртрĕ.
— Джо Гарпер, эсĕ паян ирпеле ман Тома куртăн-и? — тесе ыйтре вăл.
— Çук, курмарăм.
— Юлашки хут эсĕ ăна хăçан курнăччĕ?
Джо астуса илме тăрăшрĕ, анчах хăçан курнине лайăххăнах калама
пултараймарĕ. Чиркӳрен тухакансем чарăна-чарăна тăма пуçларĕç. Халăх
хушшинче пăшăлтату тапранчĕ. Кашни çын питĕнчех пăшăрхану палăрчĕ.
Ачасенчен тата кĕçĕн учительсенчен ыйтса пĕлме тапратрĕç. Килелле таврăннă
чухне пăрахут çинче Томпа Бекки пулнипе пулманнине нихăш те асăрхаман иккен:
You have read 1 text from Chuvash literature.
Next - Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 14
  • Parts
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 01
    Total number of words is 4082
    Total number of unique words is 1885
    44.2 of words are in the 2000 most common words
    62.6 of words are in the 5000 most common words
    68.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 02
    Total number of words is 4116
    Total number of unique words is 1907
    48.5 of words are in the 2000 most common words
    66.2 of words are in the 5000 most common words
    70.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 03
    Total number of words is 4171
    Total number of unique words is 1872
    46.1 of words are in the 2000 most common words
    64.8 of words are in the 5000 most common words
    70.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 04
    Total number of words is 4157
    Total number of unique words is 1781
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    68.3 of words are in the 5000 most common words
    72.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 05
    Total number of words is 4102
    Total number of unique words is 1817
    46.9 of words are in the 2000 most common words
    66.8 of words are in the 5000 most common words
    71.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 06
    Total number of words is 4169
    Total number of unique words is 1850
    47.9 of words are in the 2000 most common words
    67.9 of words are in the 5000 most common words
    74.2 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 07
    Total number of words is 4121
    Total number of unique words is 1860
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    67.5 of words are in the 5000 most common words
    72.7 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 08
    Total number of words is 4065
    Total number of unique words is 1843
    45.9 of words are in the 2000 most common words
    65.6 of words are in the 5000 most common words
    72.1 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 09
    Total number of words is 4156
    Total number of unique words is 1700
    48.3 of words are in the 2000 most common words
    66.1 of words are in the 5000 most common words
    72.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 10
    Total number of words is 4115
    Total number of unique words is 1839
    45.3 of words are in the 2000 most common words
    63.6 of words are in the 5000 most common words
    69.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 11
    Total number of words is 4104
    Total number of unique words is 1749
    47.1 of words are in the 2000 most common words
    65.7 of words are in the 5000 most common words
    72.1 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 12
    Total number of words is 4128
    Total number of unique words is 1744
    48.8 of words are in the 2000 most common words
    67.7 of words are in the 5000 most common words
    72.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 13
    Total number of words is 4149
    Total number of unique words is 1782
    48.9 of words are in the 2000 most common words
    68.5 of words are in the 5000 most common words
    74.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 14
    Total number of words is 4146
    Total number of unique words is 1690
    49.4 of words are in the 2000 most common words
    69.7 of words are in the 5000 most common words
    75.3 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 15
    Total number of words is 4207
    Total number of unique words is 1808
    48.0 of words are in the 2000 most common words
    68.4 of words are in the 5000 most common words
    74.4 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 16
    Total number of words is 2412
    Total number of unique words is 1198
    51.6 of words are in the 2000 most common words
    67.9 of words are in the 5000 most common words
    71.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.