Chuvasharrow-right-bold-outlineChuvash Learn Chuvash

Literature examples of 'кăмăллă' in Chuvash language

Vat çikan çav văhătra, Aleko umne pırsa: «Măn kămăllă usal çın, Tuh es pirĕn uškăntan!

Sanăn sassu pirĕnšĕn Malašne, çak sehetren, Pit hăruššăn tuyănĕ: Epir kayăk jevĕrlĕ Purinçen te hăratpăr; Çasrah pirten uyrălsa, Usal kămăllă çın, tar.

Ват чикан çав вăхăтра, Алеко умне пырса: «Мăн кăмăллă усал çын, Тух эс пирĕн ушкăнтан!

Санăн сассу пирĕншĕн Малашне, çак сехетрен, Пит хăрушшăн туйăнĕ: Эпир кайăк евĕрлĕ Пуринчен те хăратпăр; Часрах пиртен уйрăлса, Усал кăмăллă çын, тар.

Çüç ayĕnçen tuhnă šĕvĕr hălhisem unan kăšt pısăkrah pek, măyĕ kăšt çinçereh pek kurănçĕ, ançah ta çamki uçă, çavraka, çirĕp kămăllă çınăn çamki pekeh.

Ançah Gorbunov, açana pur jençen te păhsa çavrănsan, kămăllă pulmarĕ.

Çӳç айĕнчен тухнă шĕвĕр хăлхисем унан кăшт пысăкрах пек, мăйĕ кăшт çинçерех пек курăнчĕ, анчах та çамки уçă, çаврака, çирĕп кăмăллă çынăн çамки пекех.

Анчах Горбунов, ачана пур енчен те пăхса çаврăнсан, кăмăллă пулмарĕ.

Ançah halĕ aça lăpkăn çıvărat, kămăllă tĕlĕksem kurat.

Анчах халĕ ача лăпкăн çывăрать, кăмăллă тĕлĕксем курать.

Hăy pĕççeneh pülĕ tese šutlasa, aça hırămĕpe karlăk çine vırtsa ajalalla šusa ansa kayrĕ, — kaçăr sămsallă tata šatrallă piçĕ çav văhătra piteh te kămăllă pulni palărçĕ.

Хăй пĕчченех пӳлĕ тесе шутласа, ача хырăмĕпе карлăк çине выртса аялалла шуса анса кайрĕ, — каçăр сăмсаллă тата шатраллă пичĕ çав вăхăтра питех те кăмăллă пулни палăрчĕ.

Kămăllă jurtă ıyăhlattarat ăna.

Кăмăллă юртă ыйăхлаттарать ăна.

Kapitan Jenakiev çine, unăn kivĕ, ançah çav teri tirpeylĕ, tăp-tăp larakan, hura petlicăllă, ılttăn tümellĕ šinelĕ çine, unăn hıtă, hĕrri hura, kăštah kuçĕ çinereh antarsa lartnă tăvatkăl sămsallă kartusĕ çine, çielten saltak pustavĕpe tirpeylĕn çĕlese lartnă fljažki çine, šinelĕn ikkĕmĕš tüminçen çaksa jană elektriçestvo fonarĕ çine, unăn çirĕp, çühe, ançah hut te jeple çantalăkra yăltărtatakan puliççeneh tasatsa jană attisem çine pĕrre păhsa ilseneh — ku çın mĕn teri türe kămăllă, tĕrĕs, tata văl nihçan ta hăy šuhăšĕnçen părănas çukkine pĕtĕmĕšpeh ănlanma pulnă.

Капитан Енакиев çине, унăн кивĕ, анчах çав тери тирпейлĕ, тăп-тăп ларакан, хура петлицăллă, ылттăн тӳмеллĕ шинелĕ çине, унăн хытă, хĕрри хура, кăштах куçĕ çинерех антарса лартнă тăваткăл сăмсаллă картусĕ çине, çиелтен салтак пуставĕпе тирпейлĕн çĕлесе лартнă фляжки çине, шинелĕн иккĕмĕш тӳминчен çакса янă электричество фонарĕ çине, унăн çирĕп, çӳхе, анчах хуть те епле çанталăкра йăлтăртатакан пуличченех тасатса янă аттисем çине пĕрре пăхса илсенех — ку çын мĕн тери тӳре кăмăллă, тĕрĕс, тата вăл нихçан та хăй шухăшĕнчен пăрăнас çуккине пĕтĕмĕшпех ăнланма пулнă.

— Nu, Vanjuša, pirĕn orudi kilĕšet-i sana? — iltrĕ văl hăyĕn hıçĕnçe hulăn ta kămăllă sasăpa kalanine.

Çav hušărah hăyĕn pit te inçene kurakan çınnăn vitĕr šătarakan çivĕç, kunpa pĕrleh tĕlĕnmelle ăšă kămăllă kuçĕsempe Vanja çine păha-păha ilçĕ.

— Ну, Ванюша, пирĕн оруди килĕшет-и сана? — илтрĕ вăл хăйĕн хыçĕнче хулăн та кăмăллă сасăпа каланине.

Çав хушăрах хăйĕн пит те инçене куракан çыннăн витĕр шăтаракан çивĕч, кунпа пĕрлех тĕлĕнмелле ăшă кăмăллă куçĕсемпе Ваня çине пăха-пăха илчĕ.

Razvedçik — çüllĕ, ıră kămăllă, tăvan çın — un umĕnçe tărsa kămăllăn kulnă.

Разведчик — çӳллĕ, ырă кăмăллă, тăван çын — ун умĕнче тăрса кăмăллăн кулнă.

Julaškinçen văl, çav teri çirĕp kămăllă pulnă pulin te, çavăn pekeh tăvatçĕ pulĕ, ançah văl çasah pĕr arçın açapa tĕl pulnă.

Çaksem purte çav teri savăntarnă, — kapitan Jenakiev hăyĕn oficerĕsene polk komandirĕ vĕsen batareyine muhtani çinçen kalasa pama ıtla ta kămăllă pulat-çke, tese šuhăšlană.

Юлашкинчен вăл, çав тери çирĕп кăмăллă пулнă пулин те, çавăн пекех тăватчĕ пулĕ, анчах вăл часах пĕр арçын ачапа тĕл пулнă.

Çаксем пурте çав тери савăнтарнă, — капитан Енакиев хăйĕн офицерĕсене полк командирĕ вĕсен батарейине мухтани çинчен каласа пама ытла та кăмăллă пулать-çке, тесе шухăшланă.

Epir kalleh av çuhăn ta kuç-puçsăr, çuna kalleh huçat ultav ta çuklăh, puš kuçlă çin — măn kămăllă ulšuçă — çınra šırană çuh uslam ta sutlăh văl - Tamerlan.

Эпир каллех ав чухăн та куç-пуçсăр, чуна каллех хуçать ултав та çуклăх, пуш куçлă чин — мăн кăмăллă улшуçă — çынра шыранă чух услам та сутлăх вăл - Тамерлан.