Latin

Полк ывăлĕ - 08

Total number of words is 4221
Total number of unique words is 1785
46.5 of words are in the 2000 most common words
67.3 of words are in the 5000 most common words
73.8 of words are in the 8000 most common words
Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
Кунсăр пуçне, разведчиксемпе танлаштарсан, вĕсен тата тепĕр паха ен пулнă. Унта калама çук лайăх, питĕ хаклă баян пулнă — ăна вĕсене батареецсем патне 1942 çулта Уралтан хăнана пынă шефсем парнелесе хăварнă. Тата унсăр пуçне вĕсен пĕтĕм дивизипе чапа тухнă баянист — оруди командирĕ сержант Сеня Матвеев пулнă.
Çавăнпа та, наступлени вăхăтĕнче батарея позици улăштарнă чух, пĕрремĕш оруди музыкăпа малалла пынă. Оруди расчечĕ грузовик çинче ларса хорпа юрланă. Сеня Матвеев вара, хуп-хура мăйăхлăскер, картусне куç харшисем çинех пусса лартнă, шинельне йӳле ярса, парнелесе панă баянне тытнă та кăштах сарса пуснă урисем çинче çирĕппĕн тăрса çав тери хытă янтратса пынă. Çакна кура пехота ирĕксĕрех çул çинчен пăрăнса чарăннă, хыçалтан пĕчĕк тупă кăкарса янă грузовик çине хаваслă пăхса савăнса кăшкăрнă:
— Салам, вăрçă турри! Пурнăç пар-ха эс ăна унта. Хĕмне хушарах пар.
— Халех паратпăр, — тенĕ çакна хирĕç Сеня Матвеев хăйĕн баянне тата ытларах туртса. — Тапакĕ пирĕн, вучĕ сирĕн. Сывă пул, уй-хир патши. Çапăçу хирĕсенче часах тĕл пуличчен!
Анчах та чи чапли ку мар пулнă-ха. Чи чапли акă мĕн пулнă: капитан Енакиев батарейинчи пĕрремĕш взводăн пĕрремĕш орудин расчечĕ хăй ĕçĕпе разведчиксен команди пекех пит мухтава тухнă. Пĕрремĕш оруди пит те тĕл тата тĕлĕнмелле хăвăрт пенипе чаплă пулнă. Ытти орудисем — вăл шутрах чи лайăххисем те — икĕ снаряд кăларса яма ĕлкĕрнĕ çĕрте пĕрремĕш оруди виçĕ снаряд кăларса янă. Ку вара орудин пĕтĕм расчечĕ килĕшӳллĕ тата кашни номер уйрăмăн пит те лайăх ĕçленине кăтартнă.
Пуринчен ытла чапли кунта Ковалев, фронтри чи лайăх наводчик, Совет Союзĕн Геройĕ пулнă.
Апла пулсан, Ваньăна йышăннă çĕнĕ çемье пит те паллă та пит те хисеплĕ пулнă. Орудиецсем лăпкă, мухтанма юратман, хăйсен боевой ĕçĕсем çинчен сахал калаçакан çынсем пулнă пулин те Ваня вĕсем чаплă пулнине тӳрех туйса илнĕ.
Ваня вара пĕрремĕш орудипе, малтантарах разведчиксен командипе мухтаннă пекех, мухтаннă. Ку вара унăн чунĕ чăн-чăн салтак чунĕ пулнине пуринчен те лайăхрах кăтартса панă, мĕншĕн тесен епле лайăх салтак хăйĕн подразделенипе мухтанмасть-ха?
Анчах ăна нимĕнрен те ытла тĕлĕнтерекенни, разведчиксемпе уйăрлнине самаях çăмăллăн тӳссе ирттерме май параканни вăл — оруди пулнă.
Оруди тенĕ сăмах Ваньăшăн яланах темĕнле илĕртмелле те хаяррăн янăраса тăнă. Ваня вăрçăра илтекен сăмахĕсенчен чи вăйлă сăмах вăл — оруди тенĕ сăмах пулнă.
Вăрçăри сăмахсем нумай пулнă: блиндаж, пулемёт, атака, разведка, азимут, авиаци, винтовка, дзот — сахал пулнă-и вĕсем! Анчах çав сăмахсенчен пĕринче те çапăçу кĕрлевĕ, снаряд ӳлени, хурçă янăрани «оруди» тенĕ сăмахри пек уççăн илтĕнсе тăман. Артиллерие «вăрçă турри» тенине Ваня пĕлнĕ. Вара çак хăватлă, темĕн пысăкăш турра хăй шухăшĕнче тĕтре витĕр курнă пек туйса, Ваня çав турă калакан пĕртен-пĕр сăмаха илтсе тăнă, вăл сăмах — оруди пулнă.
«Оруди» сăмаха Ваня час-часах илтнĕ, анчах ăна орудие çывăхран курма, уйрăмах алăпа тытса пăхма май килмен. Орудире уншăн, пуринчен ытла вăл çапăçу хирĕнче пулнă чухне, темĕнле пĕлмелле мар, тавçăрса илмелле мар япала пулнă. Таврара çĕршер, пиншер орудисем кĕрленĕ. Орудисем пенипе, пĕр минутлăха та сӳнмесĕр, пĕтĕм пĕлет çунса тăнă. Пĕр-пĕрне илтес тесе, çынсен хăлхаран кăшкăрса калаçмалла пулнă. Снарядсем пуç çийĕпе татти-сыпписĕр ӳлесе иртсе кайнă. Вĕсем ӳксе çурăлсан тонни-тоннипе хура çĕр çӳлелле сирпĕннĕ. Анчах çак ĕçе тăвакан орудисем хăйсем курăнман. Вĕсем пур çĕрте те пулнă, çав вăхăтрах ниçта та пулман.
Халĕ ĕнтĕ Ваня орудие çывăхранах курчĕ çеç те мар, ăна алăпа тытса пăхма пултарчĕ çеç те мар, унăн халĕ çав орудирен пеме батареецсене пулăшмалла та пулчĕ.
Ку вăл — пĕрремĕш взводăн пĕрремĕш орудийĕ пулнă, апла пулсан — кăштах Ваньăн орудийĕ те пулнă.
Оруди патне пĕрремĕш хут пынă, нихăш кунпа та танлаштарма çук телейлĕ куна «пĕчĕк кĕтӳçĕ» ĕмĕрлĕхех астуса юлчĕ.
Капитан Енакиевăн батарейинче пурĕ тăватă оруди пулнă. Вĕсем пурте пĕр ĕретпе, пĕр-пĕринчен хĕрĕхшер метрта тăнă. Вĕсем пурте пĕр пекех пулнă. Анчах çапах та Ваня хăюсăр пырса тăнă оруди пачах урăхла, тĕнчере урăх çук, ытти пĕр оруди пек те мар пулнă. Вăл «хăйсен» пулнă.
Тупă çурри таран пысăках мар çаврака окопра, кĕпçипе хĕвеланăçнелле пăхса, сошникĕсемпе кăштах алтса илнĕ çĕр çинче çирĕппĕн тĕренсе тăнă. Телейлĕ куçĕсене тупă çинчен пĕр самантлăха та илмесĕр, Ваня ун тавра утса çаврăнчĕ. Кĕпçен вĕçне брезентран çĕленĕ калпак пек пĕчĕкçеç чехол тăхăнтартнă пулин те, Ваня ун тĕлĕпе иртнĕ чух уттине хăвăртлатса пĕшкĕнчĕ, — вăл оруди ăнсăртран персе ярасран хăрарĕ.
Анчах та, тĕрĕссипе, туппăн сăн-сăпачĕ пит те лăпкă, питĕ тирпейлĕ пулнă. Ăна хуçисем юратни, лайăх пăхни тӳрех курăнса тăнă. Ăна тап-таса шăлса тасатса çиелтен çупа сĕрнĕ. Унăн пур пайĕсене те питĕ килĕшӳллĕ, çыпăçуллă вырнаçтарса лартнă — тирпейлĕ салтак тумланнă пекех. Хăшпĕр çĕрте осколоксем тивнипе шăтăксем, чĕркеленисем пулнă пулсан та, вĕсене ним палăрми туса сăрласа лартнă.
Тупă кĕпçин вĕçне тăхăнтартнă чехолсăр пуçне, тупă çинче брезентран тунă тата икĕ чехол пулнă. Пĕри замока витсе тăнă, тепри тата шит çумĕпе çӳлелле çĕкленсе тăракан темĕнле питĕ тĕлĕнмелле япалана витсе тăнă.
Тупă çинче тата темĕнле пĕчĕк маховиксем, кустăрмасем, ещĕксем пулнă. Лафет çумне кĕреçесем, кирка, пуртă çыхса хунă. Йĕрке тăрăх тупă çумĕнче тĕрлĕрен кирлĕ япаласем пулмалла пулнă курăнать.
Анчах ку пĕтĕмпех пулман-ха.
Лайăх, йĕркеллĕ колхоз хуçалăхĕнчи тĕп çурт тавра тĕрлĕ çуртсем вырнаçнă пек, тупă тавра пит те йĕркеллĕн тĕрлĕрен службăсем, пĕчĕк çурт пеккисем вырăнаçса тухнă. Тупăпа юнашар унăн кустăрми тукăнĕ таранах çĕре алтса лартнă заряднăй ещĕк Ваньăна тĕп кантур пек туйăннă; пăхăр гильзăллă тата снарячĕсем çине тĕрлĕ тĕслĕ йĕрсем тунă, йĕркипе хурсă тухнă патронсем курăнакан тăваткал йывăç ещĕкĕсем, паллах, пушар сарайĕ пулнă; телефонистăн пĕчĕк окопĕ мунча пек туйăннă; номерсене валли тунă пĕчĕк тăрăхла шăтăксем — анкарти йĕри-тавра тăвакан канавсем пек пулнă; аякра йăванса выртакан хăрăмланнă снаряд гильзисем — юсама пухнă ялхуçалăх хатĕрĕсем пек туйăннă; маскировка тума тирсе тултарнă чăрăшсем пӳрт умĕнчи пахчана аса илтернĕ.
Çакăнпа пĕрлех çак пĕтĕм мирлĕ те лăпкă картинăра темĕскерле хăрушă, хăратакан япала пурри сисĕнсе тăнă.
Малтанах çав хăратаканни мĕн пулнине, вăл ăçтине ача ниепле те ăнланса илеймен. Анчах кайран ăнланнă. Вĕсем пысăк шăтăксем — воронкăсем пулнă иккен. Оруди тавра, тĕрлĕ вырăнсенче, вĕсем çирĕмрен е вăтăртан та ытла шутланнă.
Кусем çĕнĕ, нумай пулмасть тунă воронкăсем пулнă. Вĕсенчен кăларса пăрахнă çĕрпе тăм хуралса кайнă курăк çинче пусăрăнма та ĕлкереймен, вăл кăпăшка пулнă-ха, ăшă пек туйăннă. Эппин нимĕç снарячĕсем кунта килсе ӳкни нумай та пулмасть, тен паян ирхине кăна килсе ӳкнĕ-и вĕсем. Паллах, вĕсем туппа тивертесшĕн пулнă.
Унччен малтан Ваня хăй çулĕ çинче тĕл пулакан воронкăсем çине çавăрăнса та пăхман. Ăна вĕсем пĕртте тивмен, вĕсем тĕлĕпе Ваня хăрамасăрах иртсе кайнă; вăл «çак ĕç» пулса иртнине, снарядсем хăйсен ĕçне тунине, хăрушăлăх иртсе кайнине пĕлнĕ.
Анчах халĕ вăл вĕсене курчĕ те, пачах урăхла, çĕнĕлле туйрĕ. Нимĕç снарячĕсем батарея çине халĕ кăна вĕçсе килнĕ. Вĕсем тупă çывăхĕнче çурăлса хăрушă йĕрсем хăварнă. Анчах та батарея вырăнтан кайман вĕт-ха. Тупă малтанхи вырăнтах тăнă. Фронтра нимĕн те улшăнман. Эппин, нимĕç снарячĕсем хуть хăш самантра та каллех вĕçсе килсе, хальхинче вилĕм илсе килме пултарнă.
Таврари сывлăш та — сивĕ, кĕрхи вилĕм сывлăшĕпе сывланă пек туйăннă. Пĕлĕтсем çинче, çамрăк чăрăшсем çинче, çĕр çинче вилĕм мĕлки выртнă. Анчах çав вăхăтрах оруди расчечĕ çаксене пĕртте асăрхаман пекех пулнă.
Хăйсен туппи тавра вырăнаçнă салтаксем кашни хăйĕн ĕçне тунă. Хăшĕ, снарядсем тултарнă хыр ещĕк çумне вырнаçнă та, шлемне енсе çинелле лартса, химически карандаша йĕпете-йĕпете çыру çырнă; хăшĕ лафет çинче ларса шинель тӳмине лартнă; хăшĕ артиллеристсен пĕчĕк хаçатне вуланă; хăшĕ, чĕлĕм чĕркесе, вутчулне çапса ăвă тивертнĕ, ăвăран шурă тĕтĕм мăкăрланса тăнă.
Разведчиксемпе пурăннă чух çапăçу хирне пур енчен те сăнаса, Ваня вăрçа анлăн, нумай тĕслĕн курма хăнăхнă. Вăл çулсене, вăрмансене, шурлăхсене, кĕперсене, шăвакан танксене, чупакан пехотăна, мина лартакансене, çырмасенче пухăнса тăракан утлă çара курма хăнăхнă.
Кунта, батареяра, çавăн пекех вăрçă пулнă, анчах вăл вăрçă пĕр пĕчĕк çĕр лаптăкĕ çинче кăна пулса иртнĕ. Кунтан оруди хуçалăхĕсĕр, маскировка тума лартнă чăрăшсемсĕр, кĕрхи тĕксĕм пĕлĕт касса татнă çывăхри сăрт хĕррисĕр пуçне нимĕн те курăнман. Кӳршĕри тупăсем те çав сăрт хыçĕнчех ларнă пулсан та, шăп та çавăнтан вăхăтран вăхăта перкелешнĕ сасă илтĕннĕ пулсан та, Ваня унта мĕн пулнине пĕртте пĕлмен.
Ваня хăй çӳллĕш туппăн кустăрми çумĕнче, унăн чалăш щичĕ çине çыпăçтарнă хут çине пăхса тăчĕ. Çав хут çине хура сăрпа, шултран, темĕнле номерсемпе цифрăсем çырнă, анчах Ваня вĕсене вуласа ăнланма чунтанах тăрăшнă пулсан та нимĕн те ăнланаймарĕ.
— Ну, Ванюша, пирĕн оруди килĕшет-и сана? — илтрĕ вăл хăйĕн хыçĕнче хулăн та кăмăллă сасăпа каланине.
Ваня каялла çавăрăнса пăхрĕ те наводчик Ковалева курчĕ.
— Тĕп-тĕрĕс, Ковалев юлташ, питĕ килĕшет, — терĕ те вăл хăвăрттăн тӳп-тӳрĕ тăсăлса тăрса честь пачĕ.
Капитан Енакиев вĕрентни ахалех иртмен пулмалла. Халĕ, аслисемпе калаçнă чух, Ваня яланах туп-тӳрĕ тăсăлса тăнă та хуть мĕн тума та хатĕр пулса, мĕн ыйтнисене хирĕç хавассăн каланă. Наводчик Ковалев умĕнче вăл ытлашши те тăрăшрĕ. Аллине çĕлĕкĕ патне çĕклесе тытрĕ те антарма та манчĕ.
— Юрĕ, антар аллуна. Вольно, — терĕ Ковалев, пĕчĕк салтакăн типшĕмрех кĕлетки çине кăмăллăн пăхса.
Сан-сăпатран пăхсан Ковалева çав тери паттăр салтак, Совет Союзĕн Геройĕ, фронтри чи лайăх наводчик теме те пулман.
Чи малтан, вăл çамрăк пулман. Ачашăн вăл «пичче» мар, «асатте» пулнă ĕнтĕ. Вăрçăччен кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен пысăк фермăн заведуюшийĕ пулса ĕçленĕ. Вăл фронта каймасан та пултарнă, анчах вăрçăн пирвайхи кунĕнчех хăйĕн ирĕкĕпе кайма çырăннă.
Тĕнчери пĕрремĕш вăрçă вăхăтĕнче вăл артиллеринче служить тунă, ун чухнех паллă наводчик тесе шутланнă. Акă мĕншĕн ку вăрçăра та хăйне артиллерие наводчик туса яма ыйтнă. Малтанах батарейăра ун çине шанмасăртарах пăхнă, — ытла та лăпкă, килти пек сăн-сăпатлă пулнă вăл. Анчах пĕрремĕш çапăçурах вăл хăйĕн ĕçне çав тери лайăх пĕлнине, çав тери ăста наводчик пулнине кăтартнă та, ăна шанманни яланлăхах пĕтсе ларнă.
Тупă патĕнчи ĕçе вăл калама çук лайăх туса пынă. Калăпăр çарта лайăх, пултаруллă наводчиксем пулаççĕ. Уйрăмах паллă наводчиксем пулаççĕ. Анчах ку гениллĕ наводчик пулнă. Пуринчен ытла çакăнтан тĕлĕнмелле пулнă: чĕрĕк ĕмĕр хушшинче вăл хăйĕн ăсталăхне манман çеç мар, ăна тата ытларах, çирĕпрех пĕлĕкен пулса тăнă. Çĕнĕ вăрçă артиллери умне нумай çĕнĕ задачăсем кăларса тăратнă. Çав задачăсем Ковалевăн иртнĕ вăрçăра туллин палăрма пултарайман пултарулăхĕн çĕнĕ енĕсене уçса палăртнă.
Тӳрĕ наводкăпа перес ĕçре унпа никам та танлашма пултарайман. Хăйĕн расчечĕпе пĕрле вăл туппа нимĕнпе хӳтĕлемен уçă çĕре тĕксе тухнă та, пульăсем çумăр пек çунине пăхмасăрах лăпкăн, тĕп-тĕрĕссĕн, çав вăхăтрах тĕлĕнмелле хăвăрттăн нимĕçсен цепĕсене картечьпе, е нимĕç танкĕсене бронебойнăй снарядсемпе пенĕ.
Ăсталăх тем пек пысăк пулсан та, кунта пĕр ăсталăх кăна çителĕклĕ пулман. Кунта çав тери пысăк хăюлăх тата хастарлăх кирлĕ пулнă. Ковалевăн вăл пулнă. Сăн-сăпат енчен вăл нимпе те паллă мар, килти çын евĕрлĕ пулнă та, Ковалев юмахри пек нимĕнрен хăраман паттăр пулнă.
Хăрушлăх самантсенче вăл пĕтĕмпех улшăннă. Унăн ăшĕнче хаярлăх вучĕ çунма тытăннă. Вăл пĕр утăм та каялла чакман, юлашки патрон юлмиччен пенĕ. Юлашки патронне персе ярсан, вара вăл хăйĕн орудийĕпе юнашар выртнă та, автоматран пеме тытăннă. Пур дисксене те персе пĕтерсен вăл, ручной гранатăсем тултарнă ещĕксене хăй патне лăпкăн кăна сĕтĕрсе пынă, куçĕсене хĕссе, вĕсене пĕрин хыççăн теприне нимĕçсем çинелле, вĕсем чакса кайичченех пенĕ.
Çынсем хушшинче хастарлă та паттăрисем час-часах тĕл пулаççĕ. Анчах та Тăван çĕршыва ăнлануллăн та хĕрӳллĕн юратни çеç паттăр çынтан герой тума пултарать. Ковалев чăн-чăн герой пулнă.
Вăл Тăван çĕршыва пĕтĕм чĕререн, хĕрӳллĕн, анчах лăпкăн юратнă, унăн мĕнпур тăшманĕсене çав тери хытă курайман. Нимĕçсене унăн хăйĕн тавăрмаллисем пулнă. Вунулттăмĕш çулта вĕсем ăна чыхăнтаракан газсемпе асаплантарнă. Ковалев çавăнтанпа яланах ӳсĕркеленĕ. Нимĕçсем пирки вăл кĕскен:
— Эпĕ вĕсене лайăх пĕлетĕп. Ирсĕрсем вĕсем. Вĕсемпе пирĕн пĕр калаçу кăна пулма пултарать — тупăран тăтăшах пемелле, — тенĕ.
Унăн виçĕ ывăлĕ çарта пулнă. Вĕсенчен пĕрне вĕлернĕ те ĕнтĕ. Унăн арăмĕ, врач, çавăн пекех çарта пулнă. Килĕнче никам та юлман. Унăн килĕ — çар пулнă.
Командовани Ковалева темиçе хутчен те пысăкрах ĕçе ярасшăн пулнă, анчах Ковалев кашнинчех хăйне наводчикрах хăварма ыйтнă, тупăран ан уйăрăр мана, тенĕ.
— Наводчик пуласси — манăн чăн-чăн ĕç вăл, — тенĕ Ковалев, — ытти ĕçе эпĕ кун пек лайăх тăваймастăп. Эсир ĕненĕр ĕнтĕ мана. Чинсем хыççăн хăваламастăп эпĕ. Ун чухне те наводчик пулнă, халĕ те вăрçă пĕтичченех наводчик пулас тетĕп. Командир пулма юрăхлă мар ĕнтĕ эпĕ. Ватă. Çамрăккисене çул парас пулать. Чунтан ыйтатăп сиртен.
Юлашкинчен вара командовани ăна тек аптратман. Тепĕр тесен, Ковалев тĕрĕс те каланă пулĕ. Кашни çын хăй вырăнĕнче лайăх вăл. Тата, çитменнине, ĕçе ытла лайăхах пĕлмен взвод командирĕ вырăнне ĕçе пит лайăх пĕлекен наводчик пулни службăшăн усă нумайтарах пулать.
Ваня çаксене пĕтĕмпех пĕлсе тăнă, çавăнпа та вăл чаплă та паллă Ковалев çине кăшт хăюсăртарах, тата хисеплесе пăхса тăчĕ.
Ковалев çӳллĕ те хыткантарах çын пулнă, хулпуççийĕ çине анчах тупă сĕрмелли çупа вараланнă фуфайка уртса янă. Вăл килти пек çара пуçăн пулнă. Пуçне яп-яка, кукшаланма пуçланă арçын пекрех хыртарнă. Унăн мăйĕ хĕрлĕ пулнă, çилпе пиçсе ларнă, шултăра пĕркеленчĕксемпе витĕннĕ, анчах сарă мăйăхĕсемпе тата тап-таса хырнă янахĕ чăн-чăн салтакăнни пек пулнă.
Пĕтĕмĕшпе илсен, унăн сăн-сăпачĕ, тумтирĕ пур енчен те çыпăçуллă, чăн-чăн артиллеристсен пек тирпейлĕ пулнă пулсан та, вăл авалхи пекрех, «леш вăрçăран» юлнă пекрех курăннă: хăй килĕнченех илсе килнĕ хура пустав шалаварĕ те, тĕтĕмпе хуралса ларнă шăвăç хупăллă чĕлĕмĕ те, ытти те.
Ваньăн Ковалевран нумай-нумай япаласем çинчен ыйтса пĕлесси килнĕ, сăмахран: тупăпа епле тĕллеççĕ, унтан епле переççĕ, çак авăрлă пĕчĕк кустăрма мĕн вăл, чехолсем айне мĕн пытарнă, шит çумне çыпăçтарнă хут çине мĕн çырнă, орудирен час пеме пуçлаççĕ-и, тата ытти нумай-нумай ыйтусем пулнă унăн.
Анчах та ăна çар дисциплини тăрах аслипе малтан сăмах пуçласа яма юраманни чарнă.

21
— Пирĕн оруди сана кăмăла кайни аван вăл, — терĕ наводчик Ковалев. — Лайăх тупă. Ăнланакан çыншăн ку туппăн хакĕ те çук. Ĕçчен тупă.
Хăй умĕнче тупă мар, лаша тăнă пек, вăл ăна кĕпçинчен çапкаласа илчĕ, унтан хăйĕн ывçи вараланнине асăрхарĕ те, кĕсьинчен типĕ чупĕк татăкĕ кăларса, туппа юратса сăтăркаласа тухрĕ.
— Манăн вăл тасалăха юратать, — терĕ Ковалев, хăй çакăн пек вак-тĕвекшĕн пăшăрханнинчен вăтаннă пек пулса. — Эппин, батарея командирĕ сана пирĕн пата вĕренме ячĕ пулать?
— Тĕп-тĕрĕс, сержант юлташ.
— Пĕрмай честь парса ан тăр. Кирлĕ мар. Ан тăсăлса тăр. Ну, мĕнех ĕнтĕ. Тĕрĕс ку. Лайăх артиллерист пулас тетĕн пулсан — мĕн пĕчĕкренпех тупă таврашĕнче ĕçлеме вĕрен, хăнăхса çитсен вара — хăш ĕçе мĕнле тумаллине çӳç шураличченех пурăнсан та манмастăн.
Вăл лафет çине ларчĕ те, аллине хыпкăч тытса хăйĕн куçлăхне тӳрлетме пуçларĕ. Çав хушăрах хăйĕн пит те инçене куракан çыннăн витĕр шăтаракан çивĕч, кунпа пĕрлех тĕлĕнмелле ăшă кăмăллă куçĕсемпе Ваня çине пăха-пăха илчĕ.
— Çапла вăл, ăмăрткайăк. Туппа ăна çамрăкранпах юратас пулать. Эсĕ халĕ батарейăна килсе кĕнĕ пекех килсе кĕнĕччĕ эпĕ те. Ку вăл, тăванăм, вăтăр çул ĕлĕкрех пулнă. Сахал мар вăхăт. Анчах эпĕ ăна хальхи пекех астăватăп. Паллах, эпĕ ун чух санран аслăрах пулнă. Вунтăххăра кайнăччĕ. Вăрçа эпĕ хам ирĕкпе лекрĕм. Анчах пурĕпĕрех ача пулнă. Ак халĕ çакăн пек тĕлĕнмелле япала пулса тухрĕ: пирĕн батарея ун чухне шăпах çак вырăнсенче тăратчĕ. Куратăн-и, манăн пурнăç епле çавăрăнса килчĕ? Паллах, халĕ пурте палламалла мар пулса тăнă.
Вăл йĕри-тавралла пăхса илчĕ те, аллипе сулчĕ.
— Унтанпа çĕр нумай улшăннă. Вăрмансем пулнă çĕрте хирсем пулса тăнă. Хирсем пулнă çĕрте вăрмансем ӳссе ларнă. Анчах çапах та эпир таçта çакăнтах пулнă. Германи чиккинче. Ун чухне каялла чакса килеттĕмĕр. Халĕ малалла кайса пыратпăр. Пĕтĕм ĕçĕ те çав кăна.
Ку сăмахсем Ваньăна çав тери тĕлĕнтерсе ячĕç. Вăл, паллах, çар Хĕвелтухăçĕнчи Прусси çине наступлени туса пыни çинчен, Хĕвелтухăç Прусси вăл — Германи пулни çинчен, совет çарĕсем часах нимĕç çĕрĕ çине пырса кĕресси çинчен нумай хутчен илтнĕ.
Çарти ытти çынсем пекех, Ваня ĕçсем юлашкинчен шăпах çавăн пек пулассине çирĕп ĕненнĕ. Анчах та халĕ, çав тахçантанпах кĕтнĕ сăмахсене, «Германи чикки» тенине илтсен, вăл Ковалев мĕн çинчен каланине ăнлансах та çитеймерĕ. Вăл çав тери хумханса кайрĕ те тӳсеймесĕр Ковалевран:
— Ăçта-ха вăл Германи, пичче? Ăçта чикĕ? — тесе ыйтрĕ.
— Ара акă вĕт вăл. Ак çакăнта, — терĕ Ковалев, хулпуççи урлă тĕллесе кăтартса. Ку сăмахсене вăл çав тери лăпкăн, иртен-çӳрене лăйăх хăй пĕлнĕ тăкăрлăка кăтартнă пек кăна каларĕ.
— Ак çак сăрт хыçĕнче. Кунтан пĕр пилĕк километр пулать. Унтан ытла мар.
— Чăнах-и, пичче? Эсир мана улталамастăр-и? — терĕ ача хурланарах, мĕншĕн тесен вăл хăшпĕр салтаксем унтан кăштах кулма юратнине пĕлнĕ.
Анчах Ковалевăн куçĕсем пĕртте кулман.
— Тĕрĕсне калатăп, — терĕ вăл. — Унта юханшыв пур, унăн леш енче вара шăп та çав Германи пуçланса каять.
— Батареецăн чăн-чăн сăмахне паратăн-и? — хăвăрт ыйтрĕ Ваня.
— Мĕн тума кирлĕ сана батареецăн чăн-чăн сăмахĕ? Эпир халĕ кăна унта персе пăхрăмăр. Куратăн-и, миçе тĕле пенĕ?
Çак сăмахсемпе Ковалев аллинчи хыпкăчĕпе оруди щичĕ çинче номерсем çырнă хута тĕллесе кăтартрĕ.
Анчах Ваня çапах та иккĕленчĕ-ха. Çакăнтах, çывăхрах, пĕр пилĕк километрта хăрушă, юнлă, йĕрĕнмелле çĕршыв — Германи пулнине ĕненме пите йывăр пулнă ăна.
— Пичче, ан улталăр мана! — макăрса ярас пекех каларĕ Ваня.
— Эккей, тĕлĕнтермĕш ача, — кулса ячĕ Ковалев. — Ĕненмест тата. Мĕн тĕлĕнмелли пур-ха унта? Пирĕн разведчиксем вăл Германие ĕнерех кайса курнă ĕнтĕ, паян ирхине тавăрăнчĕç. Нимĕçсем ниçта кайса кĕме пĕлмеççĕ тет унта, ăнран тухсах кайнă, тет. ,
— Епле! Разведчиксем Германире пулнă-и?
Ковалев хăйĕн çăмахĕсемпе ачан чĕрине епле ыраттарни çинчен шухăшлама та пултарайман. Разведчиксем Германире пулнă иккен. Тен, Германире Биденкопа Горбунов та пулнă? Сержант Егоров епле пулсан та пулнах ĕнтĕ. Эппин, Ваньăна огневой взвода куçарман пулсан, вăл та хальччен Германире пулса курма пултарнă. Вăл разведчиксенчен ыйтнă пӳлĕччĕ. Вĕсем ăна хăйсемпе пĕрле илсе каятчĕçех. Кăна çирĕппĕнех калама пулать. Çакăн пирки Ваня çав тери кӳренчĕ. Хай чунĕпе вăл халĕ те разведчик пулнă-ха. Çавăнпа та ку унăн чĕрине питĕ хытă ыраттарчĕ.
Паллах ĕнтĕ! Пур разведчиксем те Германире пулнă, анчах та вăл пулайман-ха. Вăл кăмăлсăрланчĕ, хĕрелсе кайрĕ, тутисене çырткаласа, шывланнă куçĕсемпе çĕрелле пăхрĕ.
— Эпĕ вĕсене унта, Германире, пите лайăх панă пулăттăм, — терĕ те вăл кĕтмен çĕртен хытă çиленнипе, унăн куçĕсем йăлтăртатса илчĕç.
Ковалев ача çине тĕлĕнерех пăхрĕ, анчах кулмарĕ. Тепĕр салтак кунта епле пулсан та: «Эсĕ, тăванăм, пĕчĕк кĕтӳçĕ, хаяр иккен», тенĕ пулĕччĕ, анчах Ковалев нимĕн те каламарĕ. Вăл çак самантра Ваньăн чĕринче мĕн пулса иртнине ăнланчĕ. Вăл хăйĕн чĕлĕмне кăларса ун ăшне махорка тултарчĕ, чĕртсе ячĕ, хупăлчине хупрĕ те мăйăхĕсем витĕр тутлă шăршăллă шурă тĕтĕм кăларса, пит те тарăн шухăшпа:
— Тӳс, пĕчĕк кĕтӳçĕ. Çар службинче пăхăнма пĕлес пулать. Санăн вырăну халĕ тупă çумĕнче. Тупăпа пĕрлех Германие пырса кĕретĕн акă, — терĕ.
Хăйĕн сăмахĕсем ачана ытлашши типĕ, ытлашши вĕрентекен сăмахсем пек ан туйăнччăр тесе, вăл кула-кула:
— Музыкăпа пырса кĕретĕн! — тесе хушса хучĕ.
Шăпах çав самантра маскировка валли лартнă чăрăшсем хыçĕнче хыттăн кăшкăрса панă команда илтĕнсе кайрĕ:
— Батарея, çапăçăва! Пĕрремĕш оруди пемелле.
Телефонист окопĕнчен сержант Сеня Матвеев сиксе тухрĕ те, хура петлицăллă лутăрканса пĕтнĕ шинельне утнă халлĕнех тӳмелесе, якаткаласа чупрĕ. Хăйĕн çамрăк та хумханакан сассипе, уйрăмăнах «р» саспаллине тăсса каласа, пур вăйран кăшкăрчĕ:
— Пĕрремĕш оруди, çапăçăва! Вунтăваттăмĕш номерлĕ тĕл çине. Гранатăпа. Взрыватель осколкăлли. Сылтăмарах саккăр ноль-ноль. Прицел çĕр те вуннă.
Ваньăна тĕлĕнтернĕ çак сăмахсене каласа пĕтериччен, таврара пĕр самантрах пĕтĕмпех улшăнчĕ — çынсем те, оруди хăй те, ун таврашĕнчи япаласем те, çывăхри пĕлĕт те, — пурте темĕнле хаяр сăнлă пулса кайрĕç, лайăх якатнă тата çу сĕрнĕ хурçă пек курăнакан пулчĕç.
Пуринчен малтан наводчик Ковалев улшăнчĕ.
Ваня аяккалла пăрăнма та, «акă вăл, пуçланчĕ!» тесе шухăшлама та ĕлкĕреймерĕ — çав хушăрах Ковалев тупă станĕ урлă сиксе каçрĕ, пĕр аллипе таçтан тăруках тупăннă шлемне тăхăнчĕ, теприпе Ваня паçăр асăрханă щит çумĕнчи çӳлĕ япала çинчен брезентран тунă чехола хывса илчĕ.
Халĕ, ун çинчен чехола хывса илсен, вăл япала тата ытларах хитре те тĕлĕнмелле пек туйăнчĕ. Ку вăл бинокль пек те, стереотруба пек те пулнă. Ваня вĕсене нумай хут курнă ĕнтĕ, — кунпа пĕрлех вăл нихçан курман, хурçă ункăсемпе пĕчĕк барабансем çине питĕ нумай вĕтĕ тата шултăра цифрăсем çырнă темĕнле машинка пек пулнă. Çак машинка çине пăхсанах ачан пуçĕнче «арифметика» сăмах çуралчĕ. Кунсăр пуçне тата — хура яка хурçăран туна, мăкăрăлчăк кĕленчеллĕ, чалăш тĕкĕрлĕ, вăрăм йĕрле, лаптак хура коробка пек япала пулнă. Ку япала — «фотоаппарат» тенине аса илтерчĕ.
Хура трубка витĕр питех те тинкерсе пăхса, наводчик Ковалев хăйĕн тĕреклĕ урисене кăшт сарса, ним хускалмасăр çирĕппĕн тăчĕ. Çав вăхăтрах унăн аллисем, вăрăм пӳрнисене вылятса прибор тăрăх çӳлелле те аялалла шукаларĕ.
Хăш чухне Ковалев сасартăк темĕскерле кустăрмана çавăрма тытăнчĕ, çав вăхăтра вара тупă кĕпçи çеç пăркаланчĕ, туппи хăй пĕр вырăнтах тăчĕ. Анчах, кунсăр пуçне, тата нумай улшăнусем пулчĕç.
Ачанăн куçĕсем алчăраса кайрĕç. Вăл мĕн çине пăхма та пĕлмерĕ.
Пĕрремĕшĕнчен, тахăшĕ самантрах тупă çинчен иккĕмĕш чехола хывса илчĕ те, Ваня оруди затворне курчĕ. Вăл тĕреклĕ, йывăр, аллюминирен тунă авăрла тата янах шăмми пек чалăш та çирĕп хурçă рычаклăскер пулнă. Вăл çупа лайăх сĕрсе лартнăран йăлтăртатса тăнă.
Пуринчен те ытла — Ваня спусковой шнура курчĕ. Вăл çиелтен кăштах кивелнĕ сăранпа çĕленĕ хурçă вăлчăра пулнă. Ку мĕн иккенне Ваня тӳрех ăнланса илчĕ. Çав сăрантан тытса турт та — тупă персе ярать.
Замковăй — ку салтак замковăй пулнине Ваня тӳрех тавçăрса илчĕ, — çав замковăй авăртан тытса туртнипе пĕр пăт таякан замок çăмăллăн, пĕр шавсăр уçăлса, хăйĕн хурçăран тунă йĕрле-йĕрлĕ цилиндрне, шăп варрине вырнаçтарнă боекне тата тупă кĕпçин винт пек тунă çап-çутă пушă ăшчиккине кăтартрĕ çеç, ачан куçĕсем тӳрех патронсем çине куçрĕç.
Вĕсене ĕнтĕ хăйсен ещĕкĕсенчен кăларнă, вĕсем çĕр çинче тимĕр каскăсем тăхăннă салтаксем пек йĕркеллĕн тăнă. Вĕсене хăйсем çинчи йĕрĕсен тĕсесем тăрăх уйăра-уйăра тăратнă: хурисем хурисемпе, хĕрлисем хĕрлисемпе. Пĕр патронĕ сылтăм чĕркуççи çине тăнă салтакăн сулахай чĕркуççийĕ çинче выртнă, çав çалтак вара — ящичнăй текенскер — снарядпа темĕскер тунă. Çав вăхăтрах тепĕр салтакĕ хатĕрленĕ тепĕр патрона тупă патне çĕклесе пырса ăна тупă кĕпçи ăшне хăвăрт чикрĕ те ывçипе шалалла тĕртрĕ. Патрон каялла тухма ĕлкĕреймерĕ, ăна замковай затворпа хупса та лартрĕ!
Затвор чанклатса илчĕ. Ковалев, куçне хура трубкăран уйăрмасăрах, хăрах аллипе спусковой шнурока тытрĕ, теприне çӳлелле çĕклерĕ те:
— Хатĕр, — терĕ.
— Огонь! — тесе кăшкăрчĕ сержант Матвеев, аллипе вăйлăн сулса. Ваня шухăшлама та, мĕн пулса иртнине тавçăрса илме те ĕлкереймерĕ — хаярланса кайнă наводчик Ковалев сăрăнтан тытса кĕскен кăна туртрĕ те, замок каялла кайнă чухне хăйне алăран çапасран, аллине каялла ывăтса ячĕ.
Тупă ытла хытă кĕрслетмерĕ, анчах унăн пенĕ вăйĕ ачана тупăран пур еннелле те хĕрлĕ ункăсем ярăнса, янăраса кайнă пек туйăнчĕ. Ваня хăйĕн çăварне тар тĕтĕме кĕнине туйрĕ.
Германие вĕçсе каякан снарядăн вăйлах мар шавне илтсе, пĕр самантлăха пурте хытнă пек пулса тăчĕç. Унтан Ковалев каллех панорама çумне йăпшăнса пӳрнисемпе пĕчĕк барабансене çавăркалама тытăнчĕ, замковăй затвора туртрĕ, ун ăшĕнчен тĕтĕмпе йăсăрланакан пăхăр гильза сиксе тухрĕ те, çĕре ӳксе пĕр-икĕ хутчен çаврăнкаласа илчĕ.
Ваня хăй халĕ çеç курнинчен — тупă персе янинчен тĕлĕнсе, пĕр вăхăтлăха ăнран кайнă пек пулса тăчĕ. Унтан ăна ĕçлекен çынсем хушшинче нимĕн тумасăр тăма аван мар пулчĕ. Вăл кăштах хуралнă тата ăшăнса кайнă пушă снаряд гильзине тытрĕ, ăна аяккалла илсе кайса ытти пушă гильзăсен купи çине хучĕ. Питĕ çӳхе те пите çăмăл, анчах хулăм та йывăр тĕплĕ гильза вылямалли Ванька-Встанька пек пулнă, вăл алă вĕççĕн çĕклесе пынă вăхăтра та пенĕ хыççăн янăраса тăнă пекех туйăннă.
— Тĕрĕс тăватăн, Солнцев, — терĕ сержант Матвеев, çĕтĕлсе пĕтнĕ кĕнеке çине карандашпа темĕскер çырса. Хăй çав вăхăтрах телефонистăн пĕчĕк окопĕ çине пăха-пăха илчĕ. Вăл унтан çĕнĕ команда парассине кĕтрĕ. — Халĕ пенĕ гильзăсене пуçтар-ха, ура айĕнче кансĕрлесе ан выртчĕр вĕсем.
— Итлетĕп, — терĕ те Ваня савăнăçлăн, тӳп-тӳрĕ тăсăлса тăчĕ. Вăл ĕнтĕ халĕ хăй те питех те кирлĕ, питех те хисеплĕ ĕçе хутшăннине туйрĕ. Ку ĕçе фронтра яланах ытла та хисеплесе «арт-огонь», теççĕ.
— Пенĕ хыççăн вĕсене шутласа пушă лотока тултарăн, — тесе хушса хучĕ Матвеев.
— Итлетĕп, — терĕ Ваня тата савăнăçлăрах, «лоток» тенĕ япала мĕн иккенне хăй лайăхах пĕлмен пулин те.
Пенĕ гильзăсене Ваня пурне те юнашар тăратрĕ, вĕсене тикĕслерĕ, пĕр хушă хăйĕн ĕçĕ çине пăхса савăнса тăчĕ, унтан, халлĕхе урăх ĕç çуккипе, вăл Ковалев патне пычĕ.
— Пичче, — терĕ вăл. Анчах хăй боевой заданине пурнăçа кӳртнĕ çĕрте пулнине аса илсе, хăвăрт тӳрленчĕ те: — Сержант юлташ, ыйтма ирĕк парăр-ха, — терĕ.
— Ыйтса пăх, — терĕ Ковалев.
— Эпĕ сиртен акă мĕн ыйтса пĕлесшĕнччĕ: халĕ кăна эсир ăçта петĕр-ха? Германи çинелле-и?
— Германи çинелле.
— Малтан тĕллерĕр-и?
— Малтан тĕллерĕм.
— Эсир куçпа пăхса тĕллерĕр-и? Çак хура трубка витĕр-и?
— Чăнах çавăн пек.
Ваня пĕр хушă ним те чĕнмерĕ. Вăл малалла калаçма хăяймасăр тăчĕ. Хăй ыйтса пĕлме шухăшлани ытла та чăрсăр пек пулассăн туйăнчĕ. Ăна кун пек ыйтнăшăн тен унăн обмундированине туртса илсе тыла та яма пултарĕç. Çапах та пĕлес килни асăрханнине çĕнтерчĕ.
— Пичче, — терĕ Ваня, сассине çав тери ĕнентерӳллĕ, çав тери йăваш пек кăтартасшăн тăрăшса, — пичче, эсир ман çине ан кăшкăрăр-ха. Юрамасть пулсан — кирлĕ те мар. Эпĕ пĕртте хирĕçместĕп. Анчах та мана эсир халĕ çеç пăхса тĕлленĕ трубка витĕр пĕрре кăна пăхтарăр-ха, — пĕрре кăна, пичче!
— Мĕншĕн пăхтарас мар? Пăхтарма пулать. Пăх. Анчах асăрханарах пăх. Ман наводкăна пăсса ан пăрах.
Сывлама та хăяймасăр, Ваня чĕрне вĕççĕн утса пычĕ те, Ковалев аяккалла пăрăнса панă вырăна тăчĕ. Ăнсăртран наводкăна пăсасран сыхланса Ваня аллисене ик еннелле саркаларĕ те, куçне Ковалев хыççăн сивĕнме те ĕлкĕреймен окуляр çумне хучĕ; Вăл тӳрех уççăн палăрса тăракан çаврашкана курчĕ, ун ăшĕнче шурлăхлă вырăн, кăвакрах вăрман çуттăн палăрса тăрать. Çӳлтен аялалла анса тата сылтăмран сулахаялла каçса çаврашкана хĕресле пайлакан икĕ çинçе йĕр çав вырăнсене нумай йышши сăрсемпе ӳкернĕ картина пекех туса кăтартнă. Шăпах йĕрсем хĕресленнĕ тĕлте Ваня вăрмантан çӳлерех тухса тăнă уйрăм хыр тăррине курчĕ.
— Ну, епле? Куратăн-и мĕн те пулин? — тесе ыйтрĕ Ковалев.
— Куратăп.
— Мĕн куратăн-ха эс?
— Çĕр куратăп, вăрман куратăп. Çав тери хитре!
— Хĕресленнĕ йĕрсене куратăн-и тата?
— Ара. Куратăп.
— Уйрăм тăракан йывăçа асăрхатăн-и? Шăпах йĕрсем ун çийĕпе каçса каяççĕ.
— Куратăп.
— Эпĕ шăпах çав хыр çине тĕл турăм.
— Пичче, — пăшăлтатса илчĕ Ваня, çавă вара Германи пулать-и ĕнте?
— Ăçта?
— Эпĕ пăхнă çĕрте.
— Çук, тăванăм. Ку вăл пĕртте Германи мар. Германи кунтан курăнмасть. Германи лере вăл, малта. Эсĕ халĕ хыçалта мĕн пуррине куратăн.
— Епле — хыçалта? Ара эсир, пичче, çавăнта тĕл тунă-çке? .
— Çавăнта.
— Апла пулсан, вăл Германи пулать те ĕнтĕ.
— Пĕртте пĕлеймерĕн çав. Эпĕ çакăнта тĕл турăм, вăл тĕрĕс. Хыр тăррине паллă турăм. Анчах перессе пачах та тепĕр еннелле петĕм.
Ваня, Ковалев шуть туса-и е чăнласах калать-и, тесе ăнланаймасăр, ун çине куçĕсене чарсах пăхрĕ. Епле-ха апла вăл: каялла тĕл тунă, анчах малалла пенĕ? Темĕнле, тĕлĕнмелле пулса тухать. Вăл Ковалев çине пит те тинкерсе пăхрĕ, Ковалев вăрттăн кулнине асăрхаман пек пулма тăрăшрĕ. Анчах та Ковалев пĕртте кулман.
Ваня, ку юмахăн тупкăчне пĕлейменнипе салхулланса, пĕр ури çинчен тепĕр ури çине пускаласа илчĕ.
— Ковалев пичче, — терĕ Ваня юлашкинчен, хăйĕн пĕчĕк çамкине мĕн пур вăйран пĕркелентерсе. — Çапах та, снарячĕ Германие вĕçсе кайрĕ вĕт-ха?
— Германие вĕçсе кайрĕ.
— Унта ахлатрĕ-и вара?
— Унта ахлатрĕ.
— Эсир вара трубка витĕр вăл ахлатнине куртăр-и? ;
— Çук. Курмарăм.
— Э! — терĕ Ваня кăмăлсăрланса. — Апла пулсан, эсир снарядсемпе ахаль кăна, ним чухламасăр перкелешетĕр, атте-турă ăçта илсе каять!
— Мĕншĕн ун пек каларăн, — терĕ Ковалев çемçен кулкаласа тата ӳсĕркелесе илсе. — Эпир ним чухламасăр пеместпĕр. Лере, наблюдательнăй пунктра, эпир епле ахлаттарнине çынсем пăхса сăнаса лараççĕ. Пирĕн мĕн те пулин апла мар пулса тухсан, вĕсем пире тӳрех телефонпа пĕлтереççĕ. Эпир вара тӳрлететпĕр.
— Кам ларать-ха вара унта?
— Наблюдательсем, аслă офицерсем. Хăш чухне взводнăй офицерсем лараççĕ. Хăçан кам пулать. Сăмахран, паян капитан Енакиев сăнать.
— Капитан Енакиева унтан Германи курăнать-и?
— Епле пултăр-ха тата!
— Эпир епле ахлаттарни те курăнать-и?
— Паллах, курăнать. Чим-ха акă. Вăл пирĕн ĕç унта мĕнле пулни çинчен халех пĕлтерет.
Ваня чĕнмерĕ. Унăн шухăшĕсем тĕрле çĕрелле сапаланса кайма тытăнчĕç. Вăл ниепле те хăйĕн шухăшĕсене пĕр çĕре пухса ăнланса илме пултараймарĕ: епле пулса тухать-ха капла? Каялла тĕллеççĕ, малалла переççĕ, анчах капитан Енакиев пĕчченех пурне те курать, пурне те пĕлет.
You have read 1 text from Chuvash literature.
Next - Полк ывăлĕ - 09
  • Parts
  • Полк ывăлĕ - 01
    Total number of words is 4116
    Total number of unique words is 1838
    44.2 of words are in the 2000 most common words
    64.9 of words are in the 5000 most common words
    70.7 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Полк ывăлĕ - 02
    Total number of words is 4152
    Total number of unique words is 1862
    46.3 of words are in the 2000 most common words
    67.3 of words are in the 5000 most common words
    74.1 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Полк ывăлĕ - 03
    Total number of words is 4177
    Total number of unique words is 1789
    47.7 of words are in the 2000 most common words
    68.8 of words are in the 5000 most common words
    74.3 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Полк ывăлĕ - 04
    Total number of words is 4125
    Total number of unique words is 1709
    50.0 of words are in the 2000 most common words
    70.0 of words are in the 5000 most common words
    75.3 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Полк ывăлĕ - 05
    Total number of words is 4219
    Total number of unique words is 1750
    49.7 of words are in the 2000 most common words
    70.7 of words are in the 5000 most common words
    75.3 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Полк ывăлĕ - 06
    Total number of words is 4151
    Total number of unique words is 1882
    46.0 of words are in the 2000 most common words
    66.9 of words are in the 5000 most common words
    72.4 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Полк ывăлĕ - 07
    Total number of words is 4223
    Total number of unique words is 1677
    48.6 of words are in the 2000 most common words
    69.3 of words are in the 5000 most common words
    75.4 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Полк ывăлĕ - 08
    Total number of words is 4221
    Total number of unique words is 1785
    46.5 of words are in the 2000 most common words
    67.3 of words are in the 5000 most common words
    73.8 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Полк ывăлĕ - 09
    Total number of words is 4084
    Total number of unique words is 1779
    47.2 of words are in the 2000 most common words
    66.8 of words are in the 5000 most common words
    73.6 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Полк ывăлĕ - 10
    Total number of words is 4143
    Total number of unique words is 1730
    48.2 of words are in the 2000 most common words
    69.8 of words are in the 5000 most common words
    76.0 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
  • Полк ывăлĕ - 11
    Total number of words is 1814
    Total number of unique words is 1003
    51.3 of words are in the 2000 most common words
    67.8 of words are in the 5000 most common words
    73.9 of words are in the 8000 most common words
    Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.