Chuvasharrow-right-bold-outlineChuvash Learn Chuvash

Literature examples of 'евĕрлĕ' in Chuvash language

Vĕçen kayăk jevĕrlĕ, İrĕk unăn allinçe.

Pirĕn çamrăk tarkăn ta, Vĕçen kayăk jevĕrlĕ, Tĕrĕs vırăn niçta ta Tupaymasărah çürenĕ.

Pĕçĕk aça jevĕrlĕ Halsăr, hăravçă pulnă.

Tin vilnĕ hĕrĕ çine, Çĕlheser çın jevĕrlĕ, Vat çikan păhsa tănă.

Sanăn sassu pirĕnšĕn Malašne, çak sehetren, Pit hăruššăn tuyănĕ: Epir kayăk jevĕrlĕ Purinçen te hăratpăr; Çasrah pirten uyrălsa, Usal kămăllă çın, tar.

Вĕçен кайăк евĕрлĕ, Ирĕк унăн аллинче.

Пирĕн çамрăк таркăн та, Вĕçен кайăк евĕрлĕ, Тĕрĕс вырăн ниçта та Тупаймасăрах çӳренĕ.

Пĕчĕк ача евĕрлĕ Халсăр, хăравçă пулнă.

Тин вилнĕ хĕрĕ çине, Чĕлхесер çын евĕрлĕ, Ват чикан пăхса тăнă.

Санăн сассу пирĕншĕн Малашне, çак сехетрен, Пит хăрушшăн туйăнĕ: Эпир кайăк евĕрлĕ Пуринчен те хăратпăр; Часрах пиртен уйрăлса, Усал кăмăллă çын, тар.

Çav çĕtĕk-çatăk tumlannă, pir hutaç çaknă jalti «kĕtüçĕre», unăn ulăm vitnĕ pürt tărri jevĕrlĕ çüçlĕ puçĕnçe, unăn kăvak ta çută kuçĕsençe temĕnle hăy patnelle turtakan văy, kămăla kaymalli pahalăh pulnă.

Vanja unăn vilnĕ ıvălĕ jevĕrlĕ pulnă-i-ha?

Văl pĕrtte un jevĕrlĕ pulman — săn-pit jençen te, çulsem tĕlĕšĕnçen te, purinçen ıtla — harakter jenĕpe.

Çав çĕтĕк-çатăк тумланнă, пир хутаç çакнă ялти «кĕтӳçĕре», унăн улăм витнĕ пӳрт тăрри евĕрлĕ çӳçлĕ пуçĕнче, унăн кăвак та çутă куçĕсенче темĕнле хăй патнелле туртакан вăй, кăмăла каймалли пахалăх пулнă.

Ваня унăн вилнĕ ывăлĕ евĕрлĕ пулнă-и-ха?

Вăл пĕртте ун евĕрлĕ пулман — сăн-пит енчен те, çулсем тĕлĕшĕнчен те, пуринчен ытла — характер енĕпе.

Epĕ ăna ham hăyăran pĕçĕk pulă jevĕrlĕ turăm.

Kăkăr tulli sıvlăš çătatăn ta păhatăn: pĕr jençe — aran-aran vitĕr kurănakan, tĕtre jevĕrlĕ tuyănakan šutsăr vĕtĕ tumlam pĕrĕhse sirpĕteken šıv üket, tepĕr jençe — tĕksĕm, šuçlaka ta jaka, sivĕ çĕr hıtti, esĕ çav vĕrese tărakan šıvra tapaçlanatăn, văl sana çapat te çapat, pur jençen te tĕket.

Эпĕ ăна хам хăйăран пĕчĕк пулă евĕрлĕ турăм.

Кăкăр тулли сывлăш çăтатăн та пăхатăн: пĕр енче — аран-аран витĕр курăнакан, тĕтре евĕрлĕ туйăнакан шутсăр вĕтĕ тумлам пĕрĕхсе сирпĕтекен шыв ӳкет, тепĕр енче — тĕксĕм, шуçлака та яка, сивĕ çĕр хытти, эсĕ çав вĕресе тăракан шывра тапаçланатăн, вăл сана çапать те çапать, пур енчен те тĕкет.

Hĕpĕrtese savănakan, havaslanakan halăh valli hăyne jevĕrlĕ tum kirlĕ.

Хĕпĕртесе савăнакан, хавасланакан халăх валли хăйне евĕрлĕ тум кирлĕ.

Uyăh çuttinçe pĕrre temĕn pısăkĕš çărăšăn hup-hura, numay hutlă çurt jevĕrlĕ mĕlki kurănnă, tepre sasartăk pĕr ĕret ilemle šură hurănsem palărnă, untan uçlankăra, tatăk-tatăk pĕlĕt çinçe uyăh çuttipe šuralnă ăvăssen çara turattisem usănsa tăna.

Ăna çaralsa kaynă pĕçĕk vărman tĕmĕsem, pĕr-pĕrin çine çıpăçtarnă jevĕrlĕ sărtsem, išĕlse annă çurtsem kurănaççĕ.

Уйăх çуттинче пĕрре темĕн пысăкĕш чăрăшăн хуп-хура, нумай хутлă çурт евĕрлĕ мĕлки курăннă, тепре сасартăк пĕр ĕрет илемле шурă хурăнсем палăрнă, унтан уçланкăра, татăк-татăк пĕлĕт çинче уйăх çуттипе шуралнă ăвăссен çара тураттисем усăнса тăна.

Ăна çаралса кайнă пĕчĕк вăрман тĕмĕсем, пĕр-пĕрин çине çыпăçтарнă евĕрлĕ сăртсем, ишĕлсе аннă çуртсем курăнаççĕ.

Săn-săpat jençen văl nimpe te pallă mar, kilti çın jevĕrlĕ pulnă ta, Kovalev jumahri pek nimĕnren hăraman pattăr pulnă.

Сăн-сăпат енчен вăл нимпе те паллă мар, килти çын евĕрлĕ пулнă та, Ковалев юмахри пек нимĕнрен хăраман паттăр пулнă.

Tatti-sıppisĕr, pĕrin hıççăn tepri, je ikšerĕn te viçšerĕn pĕr harăs snarjadsem sărtăn leš jennelle, Germanie, pĕlĕçĕ te vırăssenni pek mar, temĕnle yĕrĕnmelle, tĕksĕm timĕr jevĕrlĕ, uyrămah nimĕçsen pĕlĕçĕ pek kurănnă çĕrelle vĕçse kayrĕç.

Çăvarne văl çırtsah hupnă, unăn kuçĕsem pur jennelle te păhkalană, pısăk šlem ayĕnçe tata pĕçĕkreh te çinçereh kurănakan pit-kuçĕ ıtti saltaksenni pekeh yıvăçran kassa tună jevĕrlĕ pulnă.

Татти-сыпписĕр, пĕрин хыççăн тепри, е икшерĕн те виçшерĕн пĕр харăс снарядсем сăртăн леш еннелле, Германие, пĕлĕчĕ те вырăссенни пек мар, темĕнле йĕрĕнмелле, тĕксĕм тимĕр евĕрлĕ, уйрăмах нимĕçсен пĕлĕчĕ пек курăннă çĕрелле вĕçсе кайрĕç.

Çăварне вăл çыртсах хупнă, унăн куçĕсем пур еннелле те пăхкаланă, пысăк шлем айĕнче тата пĕчĕкрех те çинçерех курăнакан пит-куçĕ ытти салтаксенни пекех йывăçран касса тунă евĕрлĕ пулнă.

Orudi kĕpçi çurălsa kaynă tepĕr tankĕ patĕnçe, voronkăra, elektriçestvo lampoçki jevĕrlĕ temĕnle pĕçĕk kĕlençe vırtnă.

Оруди кĕпçи çурăлса кайнă тепĕр танкĕ патĕнче, воронкăра, электричество лампочки евĕрлĕ темĕнле пĕчĕк кĕленче выртнă.

Ançah çapah ta, Tom alšălli ayĕnçen šusa tuhsan, pit çunin rezultaçĕ ıtla layăhah pulmanni palărsa kayrĕ, mĕnšen tesen tasa vırănĕ, maska jevĕrlĕ, pitĕn pĕr payne çeç, çamkaran puçlasa janah taranhi payne çeç, yıšănsa tărat.

Анчах çапах та, Том алшăлли айĕнчен шуса тухсан, пит çунин результачĕ ытла лайăхах пулманни палăрса кайрĕ, мĕншен тесен таса вырăнĕ, маска евĕрлĕ, питĕн пĕр пайне çеç, çамкаран пуçласа янах таранхи пайне çеç, йышăнса тăрать.

Akă çamrăk klerksem *, — çak hulara miçe klerk pur, çavsem purte çirkü alăkĕ patĕnçe çurunkă jevĕrlĕ stena pek puhănsa tănă.

Văl purin çinçen te, purin çinçen te asănçĕ: çak çirkü çinçen, unăn pĕçĕk açisem çinçen, hulari ıtti çirküsem çinçen, hula çinçen, pĕçĕk okrug çinçen, pĕtĕm štat çinçen, štatri çinovniksem çinçen, Pĕrlešüllĕ Štatsem çinçen, Pĕrlešüllĕ Štatsençi çirküsem çinçen, kongress * çinçen, prezident çinçen, ministrsem çinçen, tinĕs çinçe hajar çil-tăvălsem kursa çüreken mĕskĕn çınsem çinçen, Jevropări monarhistsen tata Hĕveltuhăçĕnçi despotsen pusmărĕ ayĕnçe yınăšsa purănakan temiçe million çura çinçen, jevangeliri çănlăh çutipe çutta tuhnă çınsem çinçen, kurmaškăn kuçĕsem çuk, iltmeškĕn hălhisem çuk çınsem çinçen, inçetri tinĕs utravĕsem çinçi tĕne kĕmen çınsem çinçen, — çakna purne te vara paçăškă akă çapla hıtă kĕltusa vĕçlerĕ: «Epĕ halĕ kalas sămahsem çülti tură umne çitçĕr, avan tăpra çine üknĕ tıră pĕrçi jevĕrlĕ pulsa, vĕsem hăysen văhătĕnçe pitĕ pısăk tuhăç paççăr!

Julaškinçen yıtă hăyĕn orbiti tavra çută payărki hăvărtlăhĕpe çavrănakan temĕnle çămlă kometa jevĕrlĕ pulsa tăçĕ.

«Iră kilyıšsençi» ıtti arçın açasem jevĕrlĕ, Tom ta çınsem yıšănman Geklberrine kĕvĕçnĕ, ăna ta kilte çav çĕtĕk-çatăk açapa an vılja tese hătărsah kalană.

Unăn šlepki temĕn pısăkăš išĕlse annă japala pek kurănsa larnă: hĕrrisençen ajalalla çur uyăh jevĕrlĕ pısăk tatăk usănsa tănă.

Geklberri irĕkle kayăk jevĕrlĕ pulnă, ăçta çüres kilnĕ, çavănta çürenĕ.

Акă çамрăк клерксем *, — çак хулара миçе клерк пур, çавсем пурте чиркӳ алăкĕ патĕнче çурункă евĕрлĕ стена пек пухăнса тăнă.

Вăл пурин çинчен те, пурин çинчен те асăнчĕ: çак чиркӳ çинчен, унăн пĕчĕк ачисем çинчен, хулари ытти чиркӳсем çинчен, хула çинчен, пĕчĕк округ çинчен, пĕтĕм штат çинчен, штатри чиновниксем çинчен, Пĕрлешӳллĕ Штатсем çинчен, Пĕрлешӳллĕ Штатсенчи чиркӳсем çинчен, конгресс * çинчен, президент çинчен, министрсем çинчен, тинĕс çинче хаяр çил-тăвăлсем курса çӳрекен мĕскĕн çынсем çинчен, Европăри монархистсен тата Хĕвелтухăçĕнчи деспотсен пусмăрĕ айĕнче йынăшса пурăнакан темиçе миллион чура çинчен, евангелири чăнлăх çутипе çутта тухнă çынсем çинчен, курмашкăн куçĕсем çук, илтмешкĕн хăлхисем çук çынсем çинчен, инçетри тинĕс утравĕсем çинчи тĕне кĕмен çынсем çинчен, — çакна пурне те вара пачăшкă акă çапла хытă кĕлтуса вĕçлерĕ: «Эпĕ халĕ калас сăмахсем çӳлти турă умне çитчĕр, аван тăпра çине ӳкнĕ тырă пĕрчи евĕрлĕ пулса, вĕсем хăйсен вăхăтĕнче питĕ пысăк тухăç паччăр!

Юлашкинчен йытă хăйĕн орбити тавра çутă пайăрки хăвăртлăхĕпе çаврăнакан темĕнле çăмлă комета евĕрлĕ пулса тăчĕ.

«Ырă килйышсенчи» ытти арçын ачасем евĕрлĕ, Том та çынсем йышăнман Гекльберрине кĕвĕçнĕ, ăна та килте çав çĕтĕк-çатăк ачапа ан выля тесе хăтăрсах каланă.

Унăн шлепки темĕн пысăкăш ишĕлсе аннă япала пек курăнса ларнă: хĕррисенчен аялалла çур уйăх евĕрлĕ пысăк татăк усăнса тăнă.

Гекльберри ирĕкле кайăк евĕрлĕ пулнă, ăçта çӳрес килнĕ, çавăнта çӳренĕ.