Chuvasharrow-right-bold-outlineChuvash Learn Chuvash

Literature examples of 'евĕр' in Chuvash language

Çaplah çilhellĕ arăslan jevĕr ajalalla hajarrăn siket-ši, untan, kăpăkpa lapsărkkalansa, simĕs kurăksem huššipe hăvărt ta hăvatlă juhat-ši unăn tăp-tără ta tap-tasa šıvĕ?

Çаплах çилхеллĕ арăслан евĕр аялалла хаяррăн сикет-ши, унтан, кăпăкпа лапсăрккаланса, симĕс курăксем хушшипе хăвăрт та хăватлă юхать-ши унăн тăп-тăрă та тап-таса шывĕ?

Kaškărsem lašasem umne ükme sărtran sără kumkkisem jevĕr çămăllăn pĕtĕrĕnse anaççĕ.

Кашкăрсем лашасем умне ӳкме сăртран сăрă кумккисем евĕр çăмăллăн пĕтĕрĕнсе анаççĕ.

Pĕr-pĕrne sămahsărah ănlansa, razvedçiksem okop yĕri-tavra çĕrkuçlansa tăçĕç, allisempe hăysen plaš-palatkisene turtsa sarsa çută kurănman hüšĕ jevĕr tusa huçĕç.

Пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланса, разведчиксем окоп йĕри-тавра чĕркуçланса тăчĕç, аллисемпе хăйсен плащ-палаткисене туртса сарса çутă курăнман хӳшĕ евĕр туса хучĕç.

Vĕsençen kălarap kămrăk jevĕr, Vĕsençen šăratap hurçă jevĕr Karapsem, suhalantăr šıv-šurĕ, Puyăssem, javalantăr tip çĕrĕ.

Вĕсенчен кăларап кăмрăк евĕр, Вĕсенчен шăратап хурçă евĕр Карапсем, сухалантăр шыв-шурĕ, Пуйăссем, явалантăр тип çĕрĕ.

Hum jevĕr es irĕk, çĕr jevĕr — pujan; Hăvatlă šăpušăn külešĕ tăšman.

Хум евĕр эс ирĕк, çĕр евĕр — пуян; Хăватлă шăпушăн кӳлешĕ тăшман.

Kunta jurăçsem aça jevĕr tujaççĕ, Kunta Nizami pehillet vĕsene.

Kunta sămahsem kayăk jevĕr vĕçeççĕ, Çunat ta hušaççĕ çıravçăsene.

Pıl jevĕr tutine çuppa tusa paratăp Mĕnpür tavarăma, ham çap-çara julatăp.

Sassu çan tinĕs šavĕ jevĕr, Jalan iltetĕp tĕlĕkre.

Çav çeçek jevĕr pĕr-pĕççen Savni taçta larat.

Sikĕp unta avăra siknĕ jevĕr, Tek vara kurmăp çak çut tĕnçene.

Кунта юрăçсем ача евĕр туяççĕ, Кунта Низами пехиллет вĕсене.

Кунта сăмахсем кайăк евĕр вĕçеççĕ, Çунат та хушаççĕ çыравçăсене.

Пыл евĕр тутине чуппа туса паратăп Мĕнпӳр таварăма, хам çап-çара юлатăп.

Сассу çан тинĕс шавĕ евĕр, Ялан илтетĕп тĕлĕкре.

Çав чечек евĕр пĕр-пĕччен Савни таçта ларать.

Сикĕп унта авăра сикнĕ евĕр, Тек вара курмăп çак çут тĕнчене.

Kăntăr hĕvelĕ, vĕsençen kulnă jevĕr, hĕrtet te hĕrtet.

Кăнтăр хĕвелĕ, вĕсенчен кулнă евĕр, хĕртет те хĕртет.

Hĕm-hĕvel pur çĕre küret vitĕm, Çĕrĕlet jumahri jevĕr sad.

Хĕм-хĕвел пур çĕре кӳрет витĕм, Чĕрĕлет юмахри евĕр сад.

Saralnă çulçă üknĕ jevĕr, Esir üketĕr-mĕn çĕreh!

Çi mĕskĕn çurăr tünnĕ jevĕr Esir tünetĕr pur pĕreh.

Саралнă çулçă ӳкнĕ евĕр, Эсир ӳкетĕр-мĕн çĕрех!

Чи мĕскĕн чурăр тӳннĕ евĕр Эсир тӳнетĕр пур пĕрех.

» tese, jurlană jevĕr kăškărnine uyărsa ilnĕ.

» тесе, юрланă евĕр кăшкăрнине уйăрса илнĕ.