Latin

Сукмакпа эп утап...

Total number of words is 3366
Total number of unique words is 1628
33.3 of words are in the 2000 most common words
52.6 of words are in the 5000 most common words
59.9 of words are in the 8000 most common words
Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
«Сукмакпа эп утап...»

Сукмакпа эп утап,
Савние асăнса,
Çунат хушнăн хама.
Курас çук эс, сукмак,
Ман хыççăн пырса,
Ман чунри çулăма.
Ман савни килетех,
Сисетех чĕннине,
Тухса тăрĕ кунта.
Ак илтеп çул çинчех
Ут ури сассине,
Çывхарать вăл кунта.

«Тунсăхласа тăрать çап-çамрăк чăраш...»
Тунсăхласа тăрать çап-çамрăк чăраш,
Çуртри илем ăна пĕрре те кирлĕ мар.
Савăнтарас тесе ăна ан тăрăш,
Ун хăйĕн пурнăç, эпĕр кирлĕ мар.

Çĕнĕ çула кĕтсе илеç епле телейлĕн:
Ташлаç, юрлаç, кулаç кунта çынсем.
Смала куççулĕпе йĕрет-çке темшĕн,
Çак чăрăш вăрмана аса илсе.

«Ывăлне вутра çунтарнă палачсем...»

Ывăлне вутра çунтарнă палачсем.
Ĕненме пит йывăр çак сăмахсене.
Ман ылхан çунтартăр вĕсене!
Амăшне илсе çитернĕ палачсем:

«Ывăлун кĕлне пуçтар та куркана
Вĕçтерсе яр çилпеле ăна!»

Ывăлĕн кĕлне илсе çитернĕ вăл килне,
Вăл ăна шăварнă куççульне тăкса.
Ывăлĕ, асамлăн чĕрĕлсе тăрса,
Тав тума пуçланă амăшне.

Ĕненес килет ман çакă сăмаха,
Тав тăвас килет ман савнă халăха.

Низами мавзолейĕ умĕнче

Кунта ĕмĕрсем ыр ятпа пурăнаççĕ.
Аваллăх упрать мĕн пулса иртнине.
Кунта юрăçсем ача евĕр туяççĕ,
Кунта Низами пехиллет вĕсене.

Кунта ĕмĕтсем тӳпене çĕкленеççĕ,
Çут çăлтăр пулса çутатаç çынсене.
Кунта сăмахсем кайăк евĕр вĕçеççĕ,
Çунат та хушаççĕ çыравçăсене.

Чĕрем кайăк пек халь тапать питĕ хăвăрт,
Аваллăх кунта яланах хăнара.
Кунта кам пулман — килсе курăр та хăвăр
Аваллăхпала туслă пулăр вара.

Тусем тата эпĕ
Тăнлав çине юр çурĕ питĕ час!
Ватăлăхран ниçта тарса каяймăн.
Ман ĕмĕтсем ачалăх пек васкаç,
Ман пурнăç çулĕ час иртет, чараймăн.

Шанаттăм: ту тăрне çитме инçе,
Кашни тăва асатте пек кураттăм.
Ту тăррине çӳререм эп миçе!
Хам халĕ ватă ту пек куранатăп.

«Кая юлса килет кăçал та çуркунне...»
Кая юлса килет кăçал та çуркунне.
Вĕр-çĕн плаща хывса,
Çурăм хыçне тытса,
Ăшша кĕтсе
Хуллен тухатăп çул çине.
Ах, çуркунне килет ытла кая юлса.

Хĕл сиввисем кăçал ытла, ытла хаяр,
Хăямата вĕсен
Тахçанах сикмелле.
Çапах та ăшă килессе,
Тăван, шанар!
Ав, кур,
Шăнкăрч йăви ăна кĕтет епле.

Ту тăррисем çуркуннене кĕтсе кăçал
Хăйсен юррисене те
Манчĕç тахçанах.
Ман саз1 та юрламасть.
Хĕвелсĕр тăван ял.
Çуркуннене кĕтетĕп эпĕ çакăнтах.

1 азербайджансен чĕлĕхлĕ купăсĕ

Старик
Хăлатăнни пек çунать куçĕ,
Савалан тăвĕн юрĕ — ун пуçĕ, —

Шап-шур,
Тăрать чул-ту пек ман умра,
Унран вăйли çук таврара.
Илемлĕ этем ыр ĕçре,
Çут çăлтăр, эс çун тӳпере.

Хак пани

Çĕрле, асар-писер çулпа,
Çĕмĕрĕлнĕ кив урапапа,
Кайма шутланă, тет, пĕри,
«Чипер!» — ăсатнă, тет, тепри.

Тата тепри ту-сăрт урлах,
Ытла та мухтанмасăрах,
Кать çулĕ хывнă тахçанах.
«Сукмак!» — хак панă, тет, ăна.

«Ача ури çине тăрать...»

Ача ури çине тăрать,
Тăрать, тăрать,
Пит савăнса амăш кулать,
Кулмасть ача,
Ӳкмест, тăрать.

Унтан мĕнпур вăйне пухса,
Утса вăл
Кайрĕ малалла.
Сасартăк ӳкрĕ такăнса,
Йĕмере,
Тăчĕ,
Ăнтăлчĕ мала...

Сунатăл ăнăçу, туссем,
Малтан мала утакана.
Кĕтеççĕ инçетри çулсем
Канма пĕлмен хастар çынна.

Каларĕç

Каларĕç:
«Пуян вăл... Пӳрт мар, лартнă чаплă кермен!...»
(Хăйсем ман патра пачах та пулман!)

Каларĕç:
«Ăна ĕненсен — кайран пит ӳкенен...»
(Хам чăн сăмахпа юлташа эп сутман).

Каларĕç:
«Халь пĕтрĕ! Унран çын пулмасть нихăçан!»
(Шаралăм пит ватă, тухса çӳреймест).

Каларĕç:
«Ун куккăшĕ пуçлăх, тус пул унпалан!..»
(Чăнах, çын черечĕ умра халь пĕтмест).

Каларĕç:
«Пит чаплă, талантлă! Мухтатпăр сана!..»
(Анчах чĕрисем хупă пулчĕç вĕсен).

Каларĕç:
«Телейлĕ!.. — Пиллет ăраскал самана...»
(Куçра пуррине, эх, курмарĕç вĕсем...)

«Кĕрхи шăплăха...»

Кĕрхи шăплăха
Эп паян кураймастăп.
Тĕнче тĕрлĕ тĕслĕ тумпа тумланать.
Санран уйрăлса телее тупаймастăп,
Атя,
Кĕр çитсен те,
Çурхи туйăм çунать.

Икĕ çыран

Ман пурнăçăм-шăпам — икĕ çыран.
Пурнатăп эп тутар çыранĕнче,
Сăпкамçăм ман — чăваш çыранĕнче,
Кĕпер хывма пуçларăм çавăнтан.

Чăвашстана куратăп тĕлĕкре,
Пуçа таятăп, йăмрасем, сире.
Тутарстана усратăп ĕмĕтре,
Чăваш пики кулли — ман чĕремре.

Эй, Чăвашстан, хĕвел-урхамахпа
Çĕкленейсе, тепре çӳресчĕ ман,
Ачалăхри çарансемпе, çулпа,
Вара каллех кĕтсе ил, Тутарстан.

Кавказ

Поэма

Манăн ырă чунлă Яков де Бальмена.
Кунĕпе те çĕрĕпе ним айăпсăр вĕлернĕ çынсем пирки йĕретĕп, кам ман куççулĕсене типĕтĕ те мана шыв ĕçтерĕ.

Иеремей, 9 сыпăк, 1 сăвă.
Тусем хыçĕнче çӳл тусем те хура пĕлĕтсем,
Юнпа та асап хĕн-хурпа йăлт пĕвеннĕ вĕсем.

Прометей паттăра ĕмĕр-ĕмĕр
Терт кăтартать кунта ăмăрт,
Аяк шăммине çĕмĕрет,
Чĕрине юнĕпе виттерет,
Хăй ĕçмест çав юна, —
Çавăн пек пулнă тет самана.
Çапах пурăнать ун чĕри,
Вăл тапать те тапать пит вĕри.
Чунĕ вилĕмсĕр унăн.
Ирĕке ăнтăлать çĕрĕн-кунăн.
Çак Кавказ тăвĕсем çавăнпа
Пур енчен те пĕр тан гранитпа.
Вĕсем вилĕмсĕр те пит шăнаçлă
Турăсем вĕсене, ав, сăнаççĕ.
Çавăнпа пуль Кавказ çыннисем
Никама пăхăнмаççĕ вĕсем.
Хирĕçӳ эпир мар кăларатпăр, |
Эпир мар ют çынна суд тăватпăр,
Патшасем çынсемпе хирĕçеççĕ,
Ирĕкри çынсене вĕлереççĕ.

Акатпăр, выратпăр, тырпулă тăватпăр,
Хурах патшаран çеç хăратпăр.
Вĕсемшĕн хурахлăх та вăрçă — саккун,
Сĕм каç та всен пулать çутă кун,
Çап-çутă куна сĕм тĕттĕм тесе,
Пире вĕлерме ялан хатĕр вĕсем.

Чăнлăха та вĕсем ку ултав теме пĕлĕç,
Ĕçчен çын вĕсемшĕн ултавçă та кĕлмĕç.

Чăнлăх, хăçан эс вăранăн,
Мĕншĕн ытла та хăранăн,
Пурнан шăтăкра пытанса,
Тискер пурнăçа та чăтса.
Туррăн вăйне çеç шанатпăр,
Çампа пусмăра та чăтатпăр.
Чăнлăх тăтăрччĕ часрах,
Килтĕрччĕ вăл васкарах.
Чăнлăха вара хисеплесе,
Мухтĕç юрăра çынсем.
Халлĕхе, ав, Кавказра
Юн юхать варта та çырмара.

Тусем хыçĕнче çӳл тусем те хура пĕлĕтсем,
Юнпа та асап — хĕн-хурпа йăлт пĕвеннĕ вĕсем.

Шăп та лăп çавăнта, Кавказра,
Туртса илнĕ эпир халăхран
Мĕнпур пурлăхне, ирĕкне,
Пурнăçне те туррисене.
Çын шăмми çеç шап-шурă
Кашни чул е юпа çумĕнче,
Никама та патша каламасть: «Эсĕ пурăн!»
Хай вăл иртĕхсе пурăнать килĕнче.
Çав юнпа та куççулĕсемпе
Патшана та тем чул тарçине
Чыхăнтарасчĕ мĕнпур çемйипе,
Пĕлччĕр пурнăç мĕнле йывăрне.
Курăр! Епле юн юхать
Тинĕс пек, çунакан тинĕс пек.
Курăр! Патшана кам мухтать,
Вăл хăй юхтарать юн ун пек.
Мухтăр! Мухтăр, эппин!
Кут çулакан ирсĕрсем,
Патша пек хурахсем!..

Эпир мухтатпăр тусемпе сăртсене,
Ирĕклĕх кĕрешӳçисене — паттăрсене,
Чăнлăхшăн тăракан çынсене,
Турă манас çук вĕсене.
Кĕрешĕр, кĕрешĕр,
Çĕнтерĕр,
Турă сире пулăшать,
Çакна пĕлĕр.
Сирĕнпе пĕрле чăнлăх та ирĕклĕх,
Тата
Ырă ятăр упранĕ ĕмĕрлĕх.
Чурек та сакля — ку вăл сан,
Ыйтса та йăлăнса эс вĕсене илмен,
Çак çăкăршăн, çак пурнăçшăн эс тăрăшан,
Никам сăнчăрлаймасть сана унта, пĕлен.

Кунта вара... Ытла нумай пĕлетпĕр,
Мĕнпур усалсене çеç пуççапатпăр,
Тĕрмесенче те чурара çĕретпĕр,
Патша таран хурах пулса пурнатпăр!...
Ылттăн-кĕмĕл кашнин пуç тулли,
Тĕрме, чуралăх çеç пире валли.
Эпир — христиансем,
Тем чухлĕ храм, шкулсем,
Пĕрре пăхма пиртен лайăххи çук,
Анчах та Турă вĕсенче пач çук,
«Çак кивĕ сакля питĕ кансĕрлет,
Импери илемне кăна пăсать», —
Йăпăлтисен тем чухлĕ кĕтĕвĕ сĕрлет,
Хăйсен чунĕсенче шуйттан асать. —
Мĕн-ма хĕвел унта та ăшăтать,
Чарас пулать ăна халех.
Чурекĕ акнă пек шăтать,
Пĕтермелле ăна та пĕтĕмпех.
Ан тив, тертленчĕр выçă,
Вĕсемшĕн, акă, пурнăç хыçĕ!
Эпир — христиансем. Петербургра
Пире нумай та кирлĕ мар.
Вĕсем, тет, иртĕхеççĕ Кавказра.
Кунта эпир мĕн пуррипе пурнар.
Пит ирĕк пирĕн çĕршывра —
Çĕпĕр пурри мĕне тăрать,
Тем чухлĕ тĕрмесем унта,
Тем тĕрлĕ мĕскĕнлĕх чунта...
Салтаксен шучĕ те тем чухлĕ,
Молдованран пуçла та финн таран,
Вĕсем мĕн чухлине кам чухлĕ,
Вĕсем чĕлхесĕр пек.
Сăмах уçма хăран.
Ах, пурнăç пирĕн пыл та çу,
Чунна та чĕрӳне, питне ан çу.
Пуп туптарать, ав, телее,
Кашни вулатăр Библие:
Патша, тет, кĕтӳçре çӳренĕ,
Юлташĕн арăмне иленнĕ
Çапла вăл тупнă вилĕмне,
Çапах та лекнĕ Туррăн çăтмахне.
Пирте яраççĕ çăтмаха çапла,
Сирте те пулмалла капла.
Çакна та сирĕн пĕлмелле,
Вĕренмелле,
Тĕне те кĕмелле.
Вĕрентĕпĕр сире эпир:
Çаратăр,
Вăрлăр та вĕлерĕр,
Çапла лекетĕр çăтмаха эсир!
Тăванăрсем те пулччăр хăвăрпа,
Туслашăр пурте пирĕн патшапа.

Эпир кунта тем те пĕлетпĕр,
Французсене ялан вăрçатпăр,
Хресченсене, йытăсене сутатпăр,
Сирĕн пата часах çитетпĕр.
Эпир плантатăр мар,
Асрах тытасчĕ те апостол пехилне,
Ку тĕнчерен ăçта тарар,
Ăçта хурар таса çын ылханне?

Икĕ питлĕ, суя чунлă çав кунта,
Пурăнатăр пурте иртĕхсе.
Турă çук çав сирĕн путсĕр чунăрта,
Ун ылханĕ пуçран çаптăрччĕ çитсе.

Турă ывăлĕ тӳсрĕ асапне
Çак тискер çынсене çăлсах,
Упрарĕ таса сăмахне,
Çак хурах çынсене пулăшсах.
Кирлехччĕ-ши çакă вара,
Вăр-хурах пурнăçра.

Часовня та храм, иконсем,
Çуртасем те пупсем, манахсем,
Сан сăну умĕнче пуç таяççĕ,
Каçармашкăн ыйтаççĕ
Вăрланишĕн те вăрçă вăрçнишĕн,
Чарăнми çын юнне юхтарнишĕн,
Çакăн пек виткĕçпе витĕнесшĕн
Палачсем мĕнпур путсĕр ĕçсемшĕн!..

Çутта тухрăмăр халь акă,
Кусене те кăларар çутта.
Юрани Турра вăл çакă,
Çуттарар-ха вĕсене çурта.
Курччăр — тĕрмесем мĕнле,
Нухайкка çынна лекет епле,
Сăнчăрпа сăнчăрлани те пит аван,
Çĕпĕр сиввине чăтмашкăн кирлĕ сан.
Ун чухне ăнланăр-ха йăлтах,
Парăр халь пире ку тусене,
Тинĕсе, уя-хире, аулсене.
Ыттине илсеччĕ тахçанах.

Яков, хаклă тусăм, пуçна хутăн,
Украина саншăн макăрать ялан.
Эс тираншăн хăв юнна юхтартăн,
Тап-таса юнна. Йĕретĕп эп паян.
Патшан çав наркăмăш шывне
Ĕçтерчĕç Кавказра Украйна ывăлне.
Эс, хаклă тусăм, таврăн чунупа
Кунта, Украйна çĕршывне.
Казаксемпе пĕрле тата манпа
Курса çӳре кунти улăп тăприсене,
Куççульпе çирĕплет туслăха та чунна,
Çак патшан путсĕрле тĕнчинчен çăл мана.

Халлĕхе — ман пуçри шухăшсем,
Терт-асап акакан вăрлăхсем,
Ман чунра сан пирки ырату,
Упранать туслăхри юрату.

Украинăн лăпкă çилĕ
Сывлăшпа пĕрле
Сан пата халь вĕçсе килĕ
Хăна пек çĕрле.
Вĕсене курса вăранăн,
Тӳперен, тен, анăн.
Савăнтăрччĕ чуну санăн,
Аса ил мана та.

Переяслав
1845, чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕ.

«Сана эп саврăм. Халь мĕн тумалла?..»

Сана эп саврăм. Халь мĕн тумалла?
Мĕнле ман пурнăç çулĕ тупмалла?

Эп чĕре чух манра эс пурăнан,
Эп çук пулсан та эс кунтах юлан.

Сана савать халь пĕтĕм çут тĕнче,
Пурнан эс манăн чунăм тĕпĕнче.

Сана эп ачашлап чунтан савса,
Паян ним юлмиех хама манса.

Инкек çеç тупрăм эп сана савса,
Пулмасть пуль ниепле сана манса.

«Пĕлсем: сан илемӳ ялан пурнать манра...»

Пĕлсем: сан илемӳ ялан пурнать манра,
Çак çĕр çинчи илем йăлтах санра.

Ачашласам мана, пикеçĕм, чуптусам,
Таса чунна манпа чухне кăштах уçсам.

Хамран эп ыйтрăм: «Ман чĕре ăçта, кала!»
Каларăн. «Мĕн тăватăн эсĕ унпала?»

Тен, тĕрĕс те калатăн пулĕ. Ман чĕре
Халь тыткăнра. Эс чи вăйли çак тĕнчере.

О, мĕншĕн эпĕ çакă тыткăнра, кала!
Ман юрату та тунсăх, акă, хампала.

«Ман тунсăх сăваплă...»

Ман тунсăх сăваплă. Ялан сан çинчен.
Пурнать вăл манра эп çĕре кĕриччен.

Ытла савăнни, иртĕхни те кулни
Кама кирлĕ — калăр, çитет пуль шанни.

Эп санăн чуру çеç, çапах та пĕччен,
Мĕн чухлĕ кун кирлĕ сана куриччен.

Манман пуль, каларăн: «Кĕтсем эс, кĕтсем.
Эп санăн пулатăп. Çакна эс пĕлсем!»

Кĕтетĕп, кĕтетĕп. Илесчĕ кĕтсе,
Эс ман пуласса чăнласах та пĕлсе.

«Ах, ытла телей тупни инкеке кăна...»

Ах, ытла телей тупни инкеке кăна,
Ман шăпа çапла пулни хурлăха кăна.

Алăка уçать сив çил, ах, епле хупас,
Чăн телейĕме, савни, ман епле тупас.

Ман тăшман сана курса илĕртет ялан,
Эс ăна кăна савса пултăн ман тăшман.

Ман мĕскер халь тумалла? Каласам, савни!
Хурлăха кăна-шим пулчĕ эп сана савни...

«Çурла уйăх çӳлте, пит хитре кĕрхи каç...»

Çурла уйăх çӳлте, пит хитре кĕрхи каç,
Ман савни ман патра, куçĕсем йăл кулаç.

Ларчĕ вăл ман умма, телей кӳчĕ мана,
Вăл пур чух улшăнать çак тискер самана.

Хĕвел пек ун тути, ялтăрать, пĕçертет,
Ман чуна-чĕрене тыткăна вăл илет.

Тутинчен чуптуни — симпылпа им ĕçни,
Унпала калаçни — ăраскаллă пулни.

«Эп мĕншĕн кулянни сана пач кирлĕ мар...»

Эп мĕншĕн кулянни сана пач кирлĕ мар,
Çапах, савни, мана паян эс шанчăк пар.

Эс ан ятла мана, ман юрату — кăвар,
Атя-ха паянтан çав кăварта çунар.

Пĕччен çунни, пĕлетĕп, питĕ час сӳнет,
Савнипеле савни çунни чăн юрату кӳрет.

«Савни валли чунра пасар эп уçрăм...»

Савни валли чунра пасар эп уçрăм,
Унта сутма тем чухлĕ тавар тупрăм.

Пыл евĕр тутине чуппа туса паратăп
Мĕнпӳр таварăма, хам çап-çара юлатăп.

Анчах та вăл, мана сутса, пытанчĕ
Тăшман килне, мана паян йăлт манчĕ.

Чечек пек тутисем тарăхупа ун тулчĕç,
Ман ĕмĕтсем çапла вĕçеймесĕрех юлчĕç.

«Мухтанчăклăх пирки шутла эс чир тесе...»

Мухтанчăклăх пирки шутла эс чир тесе,
Чăнах чирлеттерет вăл сан патна килсе.

Пылак эрех сыпса, пуçна кăшт минретсе,
Мухтанчăклăх чирлеттерет хăй ытамне илсе.

Çулу çинчи кашни çынра эс туслăх ан шыра,
Чăн-чăн тусна çухатăн çавă шыравра.

Ĕнер мĕн пулнине пĕччен чух аса ил,
Инçе çула кайсан, таса чунпа эс килне кил.

Чăн-чăн тусу кĕтет сана хăв килӳнте кăна,
Усал сăмахпала, тăван, ан кӳрентер ăна.

Хăв мухтанма пĕлнипеле ан курнăçлан,
Тусу ялан таса чунпа пулнипеле мухтан.

«Хĕвелсĕр кунхине çуралчĕ юрату...»

Хĕвелсĕр кунхине çуралчĕ юрату,
Хĕвеллĕ пулĕ кун тесе тупа ан ту.

Тăшманпала кĕрешрĕм аслă урамра,
Юлташлăх туйăмне шырарăм эп санра.

Анчах тупмарăм пулăшу. Эс çук çумра.
Иккĕленӳ ун чух çуралчĕ ман чунра.

Ăнлантăм пурнăç чăнлăхне эп çавăн чух:
Хĕвел тухман куна хĕвеллĕ тăвас çук.

«Çамрăклăху тарасшăн-и санран...»

Çамрăклăху тарасшăн-и санран,
Ăна часрах ярса тыт ураран.

Çамрăк чухне юратмалли çинчен ан ман,
Çамрăклăха манатăн чăн юрату тупаймасан.

Юратупа туслаш, ун ытамне кĕр пĕтĕмпех,
Вара пулатăн çамрăк эсĕ мĕн ĕмĕрӳпех.

«Каç пулчĕ...»

Каç пулчĕ. Çутă уйăх, килсем эс ман киле.
Чунра ман пысăк ĕмĕт — çавна çитермелле.

Эс — пурнăçăн çăлкуçĕ, ялан тытса тăрах,
Темле йывăрлăхра та мана эс ан пăрах.

Сан çут сăну — çут уйăх, асрах тăран ялан,
Эп çăлăнăç кĕтетĕп, савниçĕм, пĕр санран.

Сив çил çинчи сив çулăм эс маншăн ан пулах,
Мана савма, савниçĕм, нихçан та ан пăрах.

Эп сан чуру пулатăп, эс ман патша, ман чун,
Эс пур чухне сĕм каç та пулать çап-çутă кун.

«Сан çинчен ĕмĕтленсе çитрĕм эп тĕнче хĕрне...»

Сан çинчен ĕмĕтленсе çитрĕм эп тĕнче хĕрне,
Хĕçпе çапнă пекех лекрĕ уйрăлу ман чĕрене.

Саншăн саванăç кăна ку, саншăн вăйă ку, илем,
Çак терте тек чăтаймастăп, пурнăç çук, выртса вилем.

Хуйхă çулĕ кăна пулчĕ сан патна утса çитни
Чăтма çук-çке пысăк терт ку — сана вĕçĕмсĕр кĕтни.

Тыткăнран хăтăлнă кайăк урăх тыткăç шырас çук
Тӳпене вĕçсе хăпарĕ ирĕкре çӳренĕ чух.

Сан çинчен тек шухăшламăп, çӳрĕп эпĕ ирĕкре,
Анчах пурпĕр эс, савниçĕм, пурнăн ĕмĕр чĕрере.

«Тӳп-тӳр çултан аташрăм эп, тăван...»

Тӳп-тӳр çултан аташрăм эп, тăван,
Ултавлă çул тухатрĕ пуль мана.
Юратăва çухатрăм эп паян,
Ăçта, ăçта шырас халь ман ăна?

Тӳп-тур çула тĕтре карать паян,
Тӳпе те çук. Хĕвелсĕр халь тĕнче.
Асап та хĕн ман чĕрере паян,
Çӳретĕп эпĕ хам килте пĕччен.

Хаяр çил-тăвăл таврара урать,
Умра кăранклатать çăхан.
Асаплă куçăм шăпчăка курать,
Анчах çунатсăр шăпчăк та паян.

«Çĕрле. Ыйха путсассăн тинĕс...»

Çĕрле. Ыйха путсассăн тинĕс
Тухать, ак, тĕлĕкре тӳрех.
Чупаççĕ хумĕсем пĕр тикĕс,
Ман сурана сиплесшĕн пек.

Таçти шур тинĕс кил пек маншăн,
Ют пек тăван çĕршыв кăна, —
Те чĕрери-чунри сураншăн,
Асра, аннеçĕм, эс кăна.

Сассу çан тинĕс шавĕ евĕр,
Ялан илтетĕп тĕлĕкре.
Тăван çĕре пырса çитмесĕр
Сипленес çук ман чун-чĕре.


«Çӳл тусен тăррине кунсерен çӳресе...»

Çӳл тусен тăррине кунсерен çӳресе,
Эп тем чухлĕ йĕрсе йӳç куççулĕ юхтартăм.
Çӳл тусен тăрринчи çил-тăман ӳлесе,
Эрленсе йĕнине тĕнчене йăлт каларĕ.

Сĕм çĕрле, çеçенхир варринче эп пĕччен.
Эп тахçан макăрни çил пулса кунта çитрĕ.
Питĕ шел — макăрни сан патна çеç çитмен,
Сан чĕрӳ эп епле чĕннине те илтмерĕ.

«Çеçкеленет хитре чечек...»

Çеçкеленет хитре чечек
Çӳл ту хысакĕнче.
Чипер пике кулли пекех
Тӳпе ытамĕнче.

Çут уйăх каçхине ăна
Савать савни тесе.
Çут çăлтăрсем çӳлтен ăна
Пăхаççĕ куç хĕссе.

Эс мар-ши, тусăм, çав чечек?
Кĕтетĕп эп сана.
Килме пăрахрăн эс текех,
Манасшăн-шим мана.

Çанталăк шăрах. Ту çинче
Чечек типсе хăрать.
Çав чечек евĕр пĕр-пĕччен
Савни таçта ларать.


«Хура куçсене курас мар...»




Хура куçсене курас мар,
Хура куçсенче — хура каç:
Пуласлăх, телей пире мар,
Хура куçсенчен тарса кай.

Чĕре халь ман юнлă çырма,
Пĕр канăç та çук чĕрене.
Амантрĕ ăна хура куç, —
Хура куçсенчен тарса кай.

«Савниçĕм, эп тăпра пулсассăн...»

- Савниçĕм, эп тăпра пулсассăн,
Кам пулăн эсĕ?

- Эп çуркунне пулатăп та сана
Чечексемпе витĕп.

- Савниçĕм, эп тӳпе пулсассăн,
Кам пулăн эсĕ?

- Эп çут хĕвел пулатăп та... асту,
Çунса ан кай.

«Çĕрле, юнашар пахчара...»

Çĕрле, юнашар пахчара
Шур çӳçлĕ хăва макăрать.
Унпа юнашар ват йăмра
Ăна çӳçĕнчен ачашлать.

Ирхи çут хĕвел йăл çиçет,
Ăна шевлипе сĕртĕнет.
Ан макăр, тет, хуйхă иртет,
Манпа чух кулни килĕшет.

«Пурнăç! Саншăн кĕрешме эп хатĕр...»

Пурнăç! Саншăн кĕрешме эп хатĕр,
Çирĕп ту пек тăрăп саншăнах.
Аслати кĕрлет-и кĕмсĕр-кемсĕр,
Хăратаймĕ тăвăл та мана.

Пĕр-пĕччен юлсан та ӳкĕнместĕп,
Пурнăçа эп сыхлăп яланах.
Чăнлăх ялавне эп ӳкерместĕп, —
Хăратаймĕ çиçĕм те мана.

Кам манпа пулас тет, кунта килĕр,
Пурнăçшăн кĕрешĕпĕр пĕрле.
Ушкăнпа, туссемĕр, тытса силлĕр
Тăшмана та йăх-яха пĕрле.

«Сив çил шаккать ман хапхана...»

Сив çил шаккать ман хапхана,
Йĕрет вăл хурланса тулта,
Хăйпе пĕрле йĕртесшĕн пуль мана,
Йĕместĕп, пĕччен мар кунта.
Ман ывăл пур, саркайăк пек
Сасси ун илтĕнет мана.
Килех эс, ывлăмçăм, килех!
Тем чухлĕ кĕтнĕ эп сана...

Ирĕклĕх

Ирĕклĕхе юрататăп —
Чăн-чăн ирĕклĕхе.
Вилсессĕн те манмăп
Хамăн ирĕклĕхе.

Мĕншĕн пулас манăн кăйкăр
Çунатсем çук пулсан.
Мĕншĕн юрлас манăн юрă
Ирĕкре мар пулсан.

Сăнчăрсене ман ватасчĕ
Улăп пек аллăмпа.
Ирĕклĕх халăха парасчĕ
Телейлĕ пурнăçпа.

Вилсессĕн те манмăп
Хамăн çак шăпана.
Ирĕклĕх çинчен юрлăп,
Пиллеп юрра тăвана.



Пит хурлăхлă тесе




Ман юррăмсем пит хурлăхлă тесе
Эсир мана час-час калатăр.
Юрла телей çинчен, юрла, тесе
Чун-чĕрене пăлхантаратăр.

Улăштармастăп эпĕ хам кĕвве,
Палачсене питлетĕп юрăра.
Терт-асапа çыхатăп пĕр тĕвве,
Переп те путаратăп талайра.

Чухăнсен юрри пĕр саслăн тĕнчере
Хаяр çил-тăвăл пек янратăр.
Çак юрă упранать ман чĕрере,
Ăна тăван манпа пĕрле юрлатăр.




Акă мĕнле





Мăн хырăмлă, мăнтăр,
Хаваслă та ӳсĕр,
Ялан çухрашать.

Тарçăн тăварлă тарĕ
Çак пурнăçа ăна панă;
Ку вăл — пуян.

Вĕçсĕр тар тăкнипе
Типсе хăрнă,
Сăнĕ те çук.

Выçă, çĕтĕк тумтирĕ,
Тертлĕ, асапла;
Ку вăл — чухăн.


Кашлать хаваслă сĕм вăрман




Кашлать хаваслă сĕм вăрман,
Кана пĕлми кашлать
Ах, пăлханать чĕреçĕм ман,
Савнишĕн пăлханать.

Курсам, епле хитре пике
Сар каччăна савать.
Ун куçĕсем хĕвел пекех, —
Вăл юрату ыйтать.

Сар каччă пикене савсан
Хăй телейне тупать.
Инçе çулта ăна мансан,
Раскал вăл çухатать.

Ах, савнă каччă, сав мана,
Эп турă çырни сан.
Ыталасамччĕ эс мана,
Ах, пулăшсам, вăрман.

Ирпе-каçпа кĕтсе сана
Эп ывăнтăм, савни.
Ах, ан йĕртсемчĕ тек мана,
Килсем, килсем, савни.

«Чĕре çине пусать пит пысăк хуйăх...»

Чĕре çине пусать пит пысăк хуйăх,
Ытла тертлентерет, асап кӳрет.
Çакна курать капăртма пек çут уйăх,
Каяр-ха çĕр çинчен тесе чĕнет.

Питех те вăйсăр юррăм та манăн,
Сивĕ чунра, тĕтре çеç таврара.
Умри çул пит кукăр, пăрпа вăл хупланнă,
Пăр вилтăпри пек паян хуп-хура.

«Мĕншĕн ахалех вăрçар-ха шăпана...»

Мĕншĕн ахалех вăрçар-ха шăпана,
Мĕншĕн кашни кун куççуль тăкар?
Пурăнар та çĕнтерер асап-саманана,
Пĕтĕм тĕнчене телей тупса парар.

Кукăр-макăр çул вăл — путсер çул,
Ун çинче хĕвел шевли пулмасть.
Эс, этем, хĕвел ачийĕ пул,
Ун пек чух усал çыпçăнаймастъ.

Ирĕклĕх ялавĕ пултăр пирĕнпе,
Нимле тăвăл та ăна ӳкереймест.
Вăйлă эпĕр пĕр ăна çеç савнипе,
Çавăнпа пире никам çĕнтереймест.

Палачсем хăйсем хăраччăр пирĕнтен,
Эпĕр — ирĕклĕх-телей акакансем.
Юрăсем юрлатпăр ирĕклĕх çинчен,
Чурасем мар эпĕр — ирĕклĕ çынсем.

Çулла

Çулла, ытла та эс хитре-илемлĕ,
Мĕн чухлĕ савăнăç илсе килен.
Çуллахи сывлăм та ытла техемлĕ,
Эс сиплĕх пиллемешкĕн пит пĕлен.

Улăхсенче çава сасси — чăн юрă,
Çурла та кăчăр-кăчăр сас парать.
Эй, тусăм, кил-ха, çак илеме курăн,
Çулла терт-хуйхă этемрен тарать.

Хĕвел, ав, кӳлĕре шыва кĕресшĕн,
Ăш çил вылять ун çутă сăнĕпе.
Этем терт-хуйхине йăлт пĕтересчĕ,
Усă курса çак çу хăтлăхĕпе.

«Купăса алла тытатăп...»
Купăса алла тытатăп,
Юрласа яратăп,
Хам хуйха-терте манатăп,
Юрăпа пурнатăп.

Тек куççуль нихçан тăкмастăп,
Иртнĕ пурнăç юлĕ.
Çӳл тӳпе, çакна чухлатăп,
Манпала халь пулĕ.

Çил-тăман йăлт урса кайнăн
Таврара хуçа халь.
Юрăпа çеç чунăм манăн
Пурăнать, сывлать халь.

Салам сире...
Салам сире, маттур çыравçăсем —
Ман чун сире салам ярать.
Халь ирĕкри çĕршыв юрлать.
Пурнатпăр халь хĕвеллĕ çĕршывра,
Телей тĕнчи пире кĕтет.
Телей тупатпăр пурте чăнлăхра,
Суя тĕнче йăлтах пĕтет.

Тарас шăпи

Тарас Шевченкăна асăнса

Украина тăрăх кайрĕ
Пĕр мухтавлă юрă;
Çут тĕнче ăна пуç тайрĕ, —
Ĕмĕрлĕх эс пурăн.

Сан çинчен вăл çакă юрă,
Халăхăн юрри вăл.
Гимн пек янтрать халь юрă,
Ирĕк çын юрри вăл.

Çак ирĕк çинчен шутланă,
Юрăçă, эс ĕлĕк.
Тем те курнă, асапланнă,
Курнă пулĕ тĕлĕк.

Тĕлĕкре те, тен, курнă пулĕ —
Ирĕкре пур халăх,
Пусмăр йăлт хыçа ак юлĕ,
Ирĕклĕх — чăн палăк.

Ирĕкре халь Украина,
Юр юрлать шур хурăн.
Украина, Украина —
Чи сăваплă юррăм.

Çуркунне

Хĕвел шевлиллĕ сăнпала,
Çап-çутă тумпалла,
Тем чухлĕ сиплĕ шывпала —
Çӳрет вăл ак çапла.

Вылять хĕвел шевлисемпе,
Тырпул акма тухать.
Юрлать телейле сассипе,
Чечек тем чул пухать.

Таçта вĕçет ăш çил пулса,
Хĕвел патне çитет.
Вар-юханшыв шывпа тулса
Инçе-инçе чĕнет.

Хĕвел кашни çын сăнĕнче
Телей çӳрет сĕнсе.
Илемлĕ пирĕн çут тĕнче,
Килсем, Çурхи кунсем.

Хĕлле

Чӳречерен кашни кунах
Хĕвел керетчĕ çап-çутах.
Ак халь вара пур таврарах
Сив юр выртать, ав, шап-шурах.

Пĕччен утатăп пуш хирпе,
Чупса иртет мулкач хăш чух.
Ытла та сивĕ пулнипе
Ача-пăча сасси те çук.

Сив пăр ытамĕнче çырма,
Ытла та шăп сĕм вăрманта.
Сыратăп йĕлтĕр ярăнма,
Килсемĕр, тусăмсем, кунта.



Уй-хир

Эп утатăп, утатăп
Хитре уй-хирпе.
Уй-хире эп мухтатăп
Чепчен юррипе.

Ах, ытла та хитре эс,
Уй-хир, таврара.
Кур, мĕн чухлĕ хитре тĕс.
Çаран — улăхра.

Ак кĕрхи кунсем çитĕç
Сап-сар тĕсĕпе.
Ампарсем тулли пулĕç
Колхоз тыррипе.

Эп саватăп, саватăп,
Уй-хирĕм, сана,
Эп мухтатăп, мухтатăп,
Уй-хирĕм сана.

«Ĕмĕрлĕх артак...»
Ĕмĕрлĕх артак
Чул ту пек çирĕп.
Çичĕ ют килсе
Кăларчĕ вăрçă.
Унпала
Кĕрешмелле халь пирĕн,
Тӳлес çук эпир
Пĕр пĕрчĕ хырçă,
Чул-ту пек тăратпăр эпир çирĕп,
Пĕт тăшман! Сăмахăм пултăр хурçă.

«Кăкăртан чĕреме кăларса, çĕклесе...»
Кăкăртан чĕреме кăларса, çĕклесе,
Çутатасчĕ мĕнпур хуп-хура тĕнчене.
Ан хуплаччĕр пире
Нимĕнле пĕлĕтсем,
Хĕвел сăнĕ парасчĕ мĕнпур çынсене.

«Çиçĕм çунатлă ăш çил...»

Çиçĕм çунатлă ăш çил,
Çунат пар ман ута.
Пĕлĕтсене хуса кил
Частарах ман пата!

Çул-йĕр парсамччĕ мана,
Чуллă-сăртлă ваттан
Ах, курасчĕ сана, —
Чулсемпе ан хуплан.

Сан хыççăн, савни,
Утăп та утăп ялан.
Эсĕ мана юратни
Пултăрччĕ маншăн ялав.

«Эй, çынсем, калăр...»
Эй, çынсем, калăр, — кам курнă — пĕлтерĕр
Эп савакан ытарми куçсене.
Сикĕп унта авăра сикнĕ евĕр,
Тек вара курмăп çак çут тĕнчене.
You have read 1 text from Chuvash literature.