Latin

Çуркуннен хĕл ыйхи иртсе кайнă...

Total number of words is 870
Total number of unique words is 588
36.8 of words are in the 2000 most common words
55.7 of words are in the 5000 most common words
62.1 of words are in the 8000 most common words
Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
Çуркуннен хĕл ыйхи иртсе кайнă...

Çуркуннен хĕл ыйхи иртсе кайнă,
Вăранать тĕлĕнтермĕш тĕнче.
Аш йăва çавăрать сарă кайăк
Шĕшкĕпе çурхи кун хӳттинче.

Ейӳ шывĕ юхать çут-çут1 витĕр,
Тӳпере аслати алхасать.
Хĕм-хĕвел пур çĕре кӳрет витĕм,
Чĕрĕлет юмахри евĕр сад.

Чӳрече каррисемлĕ çур каçĕ
Ăсатать кăшт ĕшеннĕ куна.
Тӳпере çуртасем ялкăшаççĕ
Асампа астарса лăш чуна.

Хир лăссиллĕ тĕкме-кĕтрет çийĕн
Шăплăх шав вăранать ирсерен.
Çуркунне — ăшă пиллĕх хуçийĕ —
Сывлăша ăшăтать ерипен.

Тен, пуласшăн хăна илĕм-тилĕм...

Тен, пуласшăн хăна илĕм-тилĕм:
Юр пĕрчи шав шаккать кантăкран.
"Эпĕ кĕртĕп сана — эсĕ вилĕн:
Çут тумлам пулăн эс самантран".

Хуравлать юр пĕрчи хурлăх курнăн:
"Эп пĕлетĕп хамах ун çинчен!.."
Чӳрече умĕнче урăм-сурăм
Сивĕ хĕл ахăрать каçсерен.

Çӳл тӳпе çуталчĕ ярханаххăн...

Çӳл тӳпе çуталчĕ ярханаххăн
Систерсе ăш çумăр килессе.
Тип çĕре ислетрĕ вăл вăраххăн,
Çĕр питне чуп турĕ киленсе.

Шыв юхать таçта та шавлăн, танлăн,
Лачкамах шапарнă тĕмĕсем.
Юхăмсем кĕпер айне пытаннă,
Шыв сикки явать çут вĕренсем.

Пĕлĕтри шух çил ташлать килпетлĕн,
Илĕртсе илемлĕ кĕввипе.
Ăшă, çепĕç каç кĕçех килет-мĕн,
Çĕнĕ кун ылмашĕ киввипе.

Çăвăнчĕ çу каçĕ пит хавассăн
Шарлакан шыв юхăмĕпеле.
Çумăр килчĕ ĕмĕрех çăвассăн,
Шăлами тултарчĕ пур кӳлле.

Шавлăн шăрçасем çиçсе саланчĕç
Пĕрлешсе çап-çут шыв сиккипе.
Вăрманти чĕр чун часах шăпланчĕ,
Кайăксем те кăтăш пулнă пек.

Асамат кĕперĕ те хитре-çке —
Куç тулли çап-çутă чĕр сăнар.
Питĕ селĕм эсĕ, Çĕр-аннеçĕм,

Чĕнтĕрлет çур кунĕ тĕррине...

Чĕнтĕрлет çур кунĕ тĕррине
Йăпшăнса çуренĕ май самай вăл.
Шăплăх кăтăш пулнă ир енне,
Пасартса йывăçсене хăй майлă.

Шухă çил тăп сывлăша çурса
Çумăр пĕлĕтне савса чуп тунăн,
Хăй кĕнчелине шав арласа
Сар сим пыл хирне вĕçет сатуррăн.

Киленет шевлесемпе çут ир,
Куç хупанкине уçса минетлĕн
Çывăрать çĕр витĕнсе кавир,
Туйлă-çуйлă çу кунне кĕтет вăл.

Шаганэçĕм эс ман, Шаганэ!..

Шаганэçĕм эс ман, Шаганэ!
Чунăмпа çурçĕртен пулнăран-ши,
Уй-хире мухтама хатĕр саншăн,
Уйăх айĕн ыраш юхнине.
Шаганэçĕм эс ман, Шаганэ.

Чунăмпа çурçĕртен пулнăран-ши,
Пысăкрах унта уйăх çĕр хут,
Шираз чаплă пулин те — вăл ют,
Хитререх Рязань хирĕ халь маншăн,
Чунăмпа çурçĕртен пулнăран-ши?

Уй-хире мухтама хатĕр саншăн,
Ырашран илтĕм эп çӳçĕме,
Эс ăна явала пӳрнеме,
Тĕлĕнместĕп пачах ыратманшăн.
Уй-хире мухтама хатĕр саншăн.

Уйăх айĕн ыраш юхнине
Кăтрам тăрăх тӳрех уйăрсамччĕ,
Шӳтлесем, савнă тусăм, кулсамччĕ,
Анчах эс ан вăрат иртнине,
Уйăх айĕн ыраш юхнине.

Шаганэçĕм эс ман, Шаганэ!
Çурçĕрте сарă хĕр пурччĕ манăн,
Унăн çутă сăнне епле манăн.
Вăл мана ас илет, ахăртне...
Шаганэçĕм эс ман, Шаганэ.

Эс каларăн-çке...

Эс каларăн-çке: "Саади
Чуп тăватчĕ кăкăртан".
Тăхтасем кăштах, юрать-и?
Эп те юлмăп-ха унран.

Эс каларăн: "Евфрат урлă
Кĕл чечек хĕртен хитре".
Пулмасассăн эпĕ юрлă,
Юррăм пулĕччĕ хивре.

Пĕр чечекĕ те ан юлтăр,
Йăлт касса эп пĕтерем, —
Нимĕн хӳхĕмрех ан пултăр
Шаганэ савниçĕмрен.

Нихăçан пулман халалăм,
Ун пирки ан ыйт ытла,
Эп поэт пулса çуралнă,
Чуп тăватăп поэтла.

Пур асамлă алăк Хурассанăн...

Пур асамлă алăк Хурассанăн,
Кĕл чечек чылай ун умĕнче.
Çавăнти хĕре епле-ха савмăн?
Пур асамлă алăк Хурассанăн,
Уçаймарăм эп ăна хальччен.

Пур хул-çурăмра ман вăйăм-халăм,
Ылтăн-пăхăр çӳçĕмре пурах.
Хĕр сасси пит янкăс та пăлхавлă,
Пур хул-çурăмра ман вăйăм-халăм,
Уçаймарăм алăка çавах.
Кама кирлĕ манăн юррăм-сассăм,
Кирлĕ-ши текех пуçтахланма? —
Шагăн кĕвĕçӳ те çук пулсассăн:
Хал çитмен тĕк алăкне уçма.
Кирлĕ-ши текех пуçтахланма?

Вăхăт çитрĕ таврăнма Руçе.
Перçи! Уйрăлу-и эпĕ шырăп,
Ĕмĕрлĕх ăсанăп-шим кĕçех?
Илĕртет пулсан Тăван çĕршывăм.
Вăхăт çитрĕ таврăнма Руçе.

Сывă пул, пикем, сыв пул, тăванăм!
Уçайман пулин те алăкна,
Эс чунра хитре асап хăвартăн
Килĕмре юрра хывма сана.
Сывă пул, пикем, сыв пул, тăванăм.

Вĕçлерĕ савăк сăмахне сар хурăн...

Вĕçлерĕ савăк сăмахне сар хурăн
Ытла ытарлă ылтăн катара.
Вĕçсе иртӳçĕн тăрнасем салхуллăн,
Пĕр шелсĕр ăсанаççĕ кăнтăра.

Кама шеллес? Кашнийĕн çулĕ çуйлă —
Каять, килет, каллех утать çулпа.
Килтен каяншăн уйлĕ кантăр уйĕ
Кăвак пĕве çинчи çут уйăхпа.

Таса уй варринче пĕччен тăратăп,
Тăрнасене çил хăвалать таçтах.
Хаваслă яшлăх халĕ те асра та,
Анчах иртни мана шел мăр пачах.

Шел мар мана сӳнен çулсен хăвачĕ,
Шел мар сенкер сиренлĕ чунăма.
Садра çунать кĕрен пилеш кăвайчĕ,
Анчах ăшăтаймасть вăл никама.

Пилеш сапакисем çунса йăлт йăммĕç,
Сарăхнипе ĕнсе пĕтмест çерем.
Çулçисене сас-чӳсĕр тăкнăн йывăç,
Тăкатăп эп салхуллă сăмахсем.

Енчен те вăхăт тупĕ меллĕ вырăн
Çилпе йăлтах шăлса çӳп купине...
Ун чух ак... калăр: çепĕççĕн те ыррăн
Ката вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне.

Эрешленчĕ кӳлĕре шуçăм хĕрелсе...

Эрешленчĕ кӳлĕре шуçăм хĕрелсе,
Макăраççĕ хырлăхра хурлă карăксем.

Сарă кайăк йăвинче пытанса йĕрет,
Эп кăна хаваслă халь, чунăмра — кĕтрет.

Каçхине, пĕлетĕп-ха, тухăн çул хĕрне,
Ларăпăр çĕмел çине çĕн капан çумне.

Ӳсĕртсе чуп тăвăп та тӳнĕн чечек пек,
Хĕпĕртӳре хĕрнĕскер тӳсес çук элек.

Сирĕн шур пĕркенчĕкне сĕртĕнсен черчен,
Йăтса кайăп вĕтлĕхе эп сана ирччен.

Макăрсах шавлаччăр-и хурлă карăксем, —
Савăк тунсăх пур иккен шуçăм хĕрелсен.

Шурăм пуç шевли вылять сăрт çийĕн-мĕн...


Шурăм пуç шевли вылять сăрт çийĕн-мĕн,
Çут инçет хĕрри те савăк пулĕ-и?
Кайăксем çӳлте вĕçеççĕ çиçĕмĕн,
Тăкăска Камчатка, сывă пул эппин.

Чĕремре çиçет Хуркайăк çулĕ те,
Çурта пек çунать-çке кĕмĕл уйăх та.
Кăпăклă хум çийĕн йывăç çӳллĕ-çке,
Туй çемми янрать таçта пит хуйăхлă.

Кăвак çут çавах чĕнет хаваслăн ав,
Туйăнать манпа халь сыв пуллашнăн вăл.
Саншăнах, кĕтмен-туман пуласлăхăм,
Çăлкуçсем куççульпеле туласшăн халь.

Уйăх çутинче раща та курăнĕ,
Ир енне ун пек çут тĕлĕк пулĕ тин.
Çу кунне кĕмешкĕн юншăх туртăнĕ,
Тăкăскă Камчатка, сывă пул эппин.

Çулăмпах çунать-çке çулçă çумăрĕ,
Океан хумне чăмать çут уйăх та.
Савнă çын патне çитсе пыл çутăр-и,
Шухăшĕ ан пултăрах ун хуйăхлă.

Кĕрхи кун çилхи вĕл-вĕçĕ улăхăн,
Ылтăн-кĕмĕл çивĕчĕ ун пулĕ пин.
Савнипе те тĕл пулу ман пулĕ-ха,
Тăкăскă Камчатка, сывă пул эппин.
You have read 1 text from Chuvash literature.