Latin

Арфа

Total number of words is 491
Total number of unique words is 387
38.4 of words are in the 2000 most common words
50.0 of words are in the 5000 most common words
53.1 of words are in the 8000 most common words
Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
Арфа
Ачаш та вăштăр çил çу кунĕн ăшшинче
Эп тĕлĕрнĕ чухне мана вĕрсе тăмасть-ши?
Е шыв шăнкăртатать лăс йывăç хушшинче?
Е йывăç айĕнче пичекĕм чуп тумасть-ши?
Çук, арфа сас парать, асамлă ун сасси:
Е кĕл чечек çинче вăл тĕлĕрет пĕр касă,
Ахрăмланса чуна вăл кăтăклать пĕр си,
Перун инçетлĕхне ярать янравлă сасă.
Эс, Муза тантăшĕ, çĕклентерен чуна
Харита пӳрнисем хĕрсе вылянă майăн.
Çапла пуç кăшăлĕ кӳрсен харитăна
Сăнаççĕ юратса йăл кулăпа нумаййăн.
Тăнлатăн савăнса ăна пĕрле чухне,
Аттелĕхĕм çинчен юрланине эс илтĕн,
Аса килеç вара чечеклĕ çуркунне,
Хусанăмри кунсем - çав тапхăр маншăн ылтăн.
Эй, манăн малтанхи кунсен сăпки-хушши,
Ман çылăхсăр, айван яш вăхăтăн кĕтесĕ!
Мана сан шуçăму хăçан çутатĕ-ши,
Хăçан яланлăха кĕтсе илейĕн эсĕ?
Хăçан курайăн-ши еткерлĕх кĕтĕвне,
Ĕмĕртенхи кĕреш юмансене ыталăн?
Хăçан çитейĕп-ши Шур Атăл çаранне,
Хăçан-ши Атăлта шур парăса хăвалăп?
Эй, арфа, янăра эс шав Хусан çинчен!
Пĕлер: унта çӳренĕ Павăл ырă шутлă.
Чун савăнса тăрать çуралнă ен тесен,
Аттелĕх тĕтĕмĕ те кăмăллă та тутлă.

Палăк
Эп лартрăм хам ятпа яланлăх чаплă палăк,
Вăл çирĕп металтан, çӳлрех пирамитран.
Çил-тăвăлпа аçан вăй çук ăна хуçмалăх,
Йăшса вăл анмĕ вăхăт шунăран.

Эп вилмĕп тĕтĕмпе, ман ĕçĕн пысăк пайĕ
Юлать çĕрмесĕрех, вăл пурнĕ халăхра.
Мухтавăм çĕр тавра шавах чакмасăр кайĕ
Славян йăх-несĕлĕ кун курнă вăхăтра.

Хыпар Шур тинĕсрен Хури таран саланĕ -
Атăлпала Нева, Донпа Урал енне.
Пур халăх та ун чух вара аван ăнланĕ
Мĕскер-мĕскер туса эп чаплă пулнине.

Хăйса вырăссенчен пĕрремĕш пахаларăм
Фелицăн ыр ĕçне вылянчăк сăвăпа.
Эп Туррăмăр çинчен чуна уçса каларăм,
Пĕлтертĕм чăнлăха ăш-пиллĕн йăл кулса.

Эй, Муза, тивĕçӳ пур санăн мухтанмалăх,
Хăвах силле-тирке хăвна сивлекене.
Эс лăпкă алăпа ĕмĕрлĕхе юлмалăх
Çут шуçăм кăшăлне хурсам пуçу çине.

Хусан кĕпĕрнипе уесĕнчи
Хусан кĕпĕрнипе уесĕнчи
Якурьел масарĕнчи Державинсен
йăхĕн вил тăприсем çине
Сăваплă несĕлсем выртан масарăм,
Кӳмерĕм ылтăн-кĕмĕл вил тăпри çине.
Мухтавлă ăрăва эп тăсаймарăм,
Анчах вăй çитнĕ чул эп турăм ыррине.

Патшасемпе тӳресене
Тӳре тăвать çӳлти аттемĕр
Çĕрти патша таврашсене:
Хăçан, хăçан каçармăн тетĕр
Сăвапсăр, чыссăр çынсене?

Ак тивĕçĕр: йĕрке упрантăр,
Ан хаклăр вăйлине кура,
Ыр хӳтлĕх-сыхлăха туянтăр
Пур тăлăх çын хĕн-асапра.

Айăпсăра тертрен хăтарăр,
Çурт-йĕрлĕ ту телейсĕре,
Нишлисене çăлса хăварăр,
Юрли ан лартăр тĕрмере...

Илтеççĕ! Курманçи пулаççĕ!
Куçа хуплаççĕ услампа.
Çĕре усал ĕçпе варлаççĕ,
Тӳпе кисренĕ суяпа.

Шутлаттăм: патшасем кĕреллĕ,
Ниме те пăхăнман вĕсем!..
Анчах эсир те вут чĕреллĕ,
Эсир те вилĕмлĕ чунсем.

Саралнă çулçă ӳкнĕ евĕр,
Эсир ӳкетĕр-мĕн çĕрех!
Чи мĕскĕн чурăр тӳннĕ евĕр
Эсир тӳнетĕр пур пĕрех.

Тӳрлĕхлисен Турри, тăрсамчĕ,
Кĕллĕмĕре илсем ăша:
Усалсене айăпласамччĕ,
Пул пĕртен-пĕр çĕрти патша!

Кайăк çинчен
Янравлă кайăк тытнă та
Ăна алра шав чăмăртаççĕ.
Леш, мĕскĕн, нăйкăшсассăн та
«Юрла!» тесе тек аптратаççĕ.

Пыл хурчĕ
Ылтăн пек хуртăм,
Мĕншĕн нăрлатăн?
Мĕн-ши эс куртăн? -
Шав çаврăнатăн.
Е юрататăн Ман Лизăна.

Сар карас пек-им
Çӳçĕ ун питĕ?
Хĕрлĕ чечек-им
Хĕрлĕ тути те?
Е шурă сахăр
Унăн кăкри?

Ылтăн пек хуртăм,
Мĕншĕн нăрлатăн?
Илтрĕм те куртăм,
Эсĕ калатăн:
"Пыл тупăнсассăн
Вилĕп ĕмсе".

Тăшман чи ырă тус иккен
Тăшман чи ырă тус иккен;
Пулма хистет пире ăс-халлă.
Чи хăрушши çеç вĕсенчен
Сана япшарлăхпа пусахлĕ.
You have read 1 text from Chuvash literature.