Latin

Сăмахăм пур

Total number of words is 652
Total number of unique words is 457
41.9 of words are in the 2000 most common words
55.3 of words are in the 5000 most common words
62.7 of words are in the 8000 most common words
Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
Сăмахăм пур
Çил пулса вĕрем – вĕрнĕ чух,
Чечек пулса ӳсем – ӳснĕ чух,
Сăмах пулса юхам – юхнă чух,
Сăрт-ту пулса тăрам – тăнă чух.

Калас сăмахăм – вĕрнĕ çилсенче,
Курас куçăм – ӳснĕ çеçкесенче,
Çут шухăшăм – юхас шывсенче,
Кĕрнек пĕвĕм – мăнаç тусенче.
Йăмăх юнра хĕвел шевли пур,
Чĕреçĕмре çĕрĕн юрри пур,
Куçăмсенче халăх чунĕ пур,
Çавăнпа ман калас сăмах пур!
Мĕнле каç-ха ку?..
Мĕнле каç-ха ку?
Мĕнле уйăхлă каç-ха ку!!!
Вилес килет çак вăхăтра,
Вилес килет…
Анчах ĕмĕрлĕх мар,
Пĕр минутлăх,
Пĕр минутлăх, –
Сан ытамунта…
Ку вырăн шăп тесе ик кăвакарчăн...
Ку вырăн шăп тесе ик кăвакарчăн
Заставăра йăва-мĕн çавăрать.
Пĕр тăрă тӳпене вĕçсе хăпарчĕç,
Кăлтăртатса пĕр ларчĕç йăвара.

Çак мăшăр канăвĕ – постри салтакăн,
ĕçеççĕ шыв чикке пăха-пăха,
Турат çине сисмесĕр пус е такăн, –
Темччен тăнлаççĕ шиклĕ шăплăха.

Мир-кайăксен пире ӳпкев пур, ахăр.
Салтак сыхланă чух çак кĕтесе
Çĕн йăвана нихçан та ан пăрахăр,
Вĕçсе ан кайăр лăпкă мар тесе.
Чул чечек
(Баллада пуçламăшĕ)

Юмахсенче çеç теççĕ тĕлĕнтермĕш,
Вăл пурнăçрах, çумрах вăл пурăнать.
Куçусемпе курмасăр эс ăна
ĕненмĕн хăв, çынна та ĕнентермĕн.

Виçесĕр пурлăхĕ çĕр-шывăн ман,
Тĕп хулара темччен пăхса çӳрерĕм.
Тĕлĕнмелле чечек тумне курсан
Эп ун çинчен куçа тек илеймерĕм.

Çуначĕсем йăм-йăм шевле сапаççĕ,
Çулçийĕсем ташланăн ал çупаççĕ,
Чул тенине май çук та ĕненме.
Ак мĕн вăл çитĕ ĕмĕр тĕлĕнме!

Камсем сана ӳстернĕ-ши кун пек?
Ку çĕр çине сана, кала, кам акнă?
ăçта сан тымару? Эс мĕншĕн хаклă?
Манпах калаçнăн туйăнать чечек…
Сăмах пани
Эс юхан шыв пулса юхса кайсан
Хăва пулса куççуль юхтарăттăм.
Сан умăнта салхуллăн пуç тайса
ĕмĕрĕпех çапла эп тăрăттăм.

Эс килĕшсен, сенкер шурăмпуçчен
Пăхмасăр сăвăсем те вулăттăм.
Шыв çийĕн ишекен çăлтăрсенчен
Хĕвел йышши пуçкăшăль пухăттăм.

Иксĕмĕрте, тен, пĕрлĕх те пурах,
Хура каçри черченкĕ уйăхăм.
Эс хурлансан санран эп хурлăрах,
Сан хуйăху та манăн хуйăхăм.

Пĕлĕтсемпе хĕвелĕм хуплансан
Чуна çапах та сулхăнлатмăттăм,
Эс юхан шыв пулса юхса кайсан
Сана çапах хамран çухатмăттăм.
Тем йывăрăш пулсассăн та инкек...
Тем йывăрăш пулсассăн та инкек
Арçын ӳкмест.

Сăрта хаярлăн ватĕ чăл та пар,
Арçыншăн ку вăл нимĕнех те мар.

Çĕр пек капмар пулсассăн та хĕн-хур,
Арçынăн кĕрешме хăвачĕ пур.

Тата çапла арçын вăл ĕлĕкрен:
Курать вăл хур пĕр пĕчĕк элекрен.
Этем
Çĕр çине тĕренсе тăтăм çирĕп,
Ал çинче çĕклерĕм хĕвел.
Курăнатăп çапла: мăшăр чăмăр,
Эпĕ– вĕсен хушшинче.
Миме тĕпĕ, миме сийĕ
Питĕ тарăн, руда сийĕ майăн.
Вĕсенчен кăларап кăмрăк евĕр,
Вĕсенчен шăратап хурçă евĕр
Карапсем, сухалантăр шыв-шурĕ,
Пуйăссем, явалантăр тип çĕрĕ.
Самолечĕ – этем чĕртнĕ кайăк,
Ракети – çын алли чĕртнĕ çиçĕм.
Çаксене пĕтĕмпех эп кăлартăм
Çаврака Çĕр пек пуçăмран.
Хĕвел чăмăрĕ пек пуçăм:
Телейпе кун çути шевлелет,
Вĕртерет Çĕр питне чĕрĕ сывлăш,
Тĕнчене тултарать çынсемпе.

Мĕн вăл мансăр çав çĕр?
Çап-çара,
Вĕçсĕр уçлăх сĕмне кĕрсе çĕтнĕ
Шатра питлĕ, лапчăк çăмха,
Катăк уйăх çинче сăнне курнă
Тĕкĕрти
Виле – ĕмĕлке…

(вырăсларан куçарнă)
Юрă
(«Генералы песчаных карьер» кинофильмран)

Асамлă тĕлĕкри пек килтĕн эс
Каç сĕмĕпе тĕл пулнă чух.
Эс çукшăн татăлса йĕрет ман чун.
ăçта-ши эс, ман юрату?

Мĕскершĕн чарăнчĕ тапма чĕрӳ?
Каяс çулу ытла инçе.
Ак халь туймастăн эп макăрнине,
Выртатăн лăпкăн ал çинче.

Шыв çийĕн тунсăхлă чарлан вĕçет,
Унта ман çывăх юлташсем.
Сана кураймĕç ӳлĕмрен вĕсем,
Сан çĕмĕрт пек куçусене.

Чарлан мĕн-ма пĕр вĕçĕмсĕр йĕрет,
Хумсем чупаççĕ хумханса.
Çыр хĕрринче эпир иксĕмĕрех,
Пире шеллеççĕ хурланса.

Эп чуптăвап сана юлашки хут,
Вара хуратăп хум çине.

Куççульпе тулнă манăн икĕ куç,
Алла тăсатăп сан енне.

Ан хăвала, çут тинĕсĕм, хумна,
Хуму çинче ман юрату.
Çут тĕнчере вăл ман пĕрре кăна,
Пĕрре кăна ман юрату.
Хĕр йĕрри
Эй, Юнкă енĕ, савнă çĕр,
Ху сăпкунта сиктернĕскерĕм,
Халь эпĕ — мĕскĕн, тăлăх хĕр,
Сыв пул, йĕмесĕр тӳсеймерĕм.

Сыв пул, тăван аттем-аннем,
Сыв пул халь эс те, çамрăк ĕмĕр!
Сиртен епле эп сивĕнем,
Ютра куç умĕнчен сирлеймĕр!

Йăлтах ăсатмĕ ут мана,
Кунта чĕрем ăшшийĕ юлчĕ.
Парнелĕхе парам çавна,
ăна яланлăхах эс илччĕ.
Европа çынни вĕреннĕ те чаплă!..
Европа çынни вĕреннĕ те чаплă!
Эпир, чăвашсем, курмастпăр сана.
Умра пирĕн пур пĕртен пĕр сăваплă,
ĕмпĕве савакан Руç кăна.

Мăнаçлă Кай ен ачи-пăчи, курăр!
ăнланăр Руçри сухаçа:
Епле уншăн хаклă пĕр Турă
Тата çĕр çинчи Мăн хуçа…
You have read 1 text from Chuvash literature.