Chuvasharrow-right-bold-outlineChuvash Learn Chuvash

Literature examples of 'кăмăлсăр' in Chuvash language

— Ten, çĕlĕm turtsa jaratăn? — terĕ Gorbunov, hăyĕn tusĕ çav teri kămălsăr pulnine asărhasa.

— Тен, чĕлĕм туртса яратăн? — терĕ Горбунов, хăйĕн тусĕ çав тери кăмăлсăр пулнине асăрхаса.

— hušša-huppa kĕçĕ Njura, İvan arămĕ.— Ăna, av, lašine te tupsa pană, văl, pur — kămălsăr.

— хушша-хуппа кĕчĕ Нюра, Иван арăмĕ.— Ăна, ав, лашине те тупса панă, вăл, пур — кăмăлсăр.

Çavănpa ta, boevoy zadanie çav teri layăh purnăçlană pulin te, aslin sumkinçe nimĕçsen batareisene vunnăran ta ıtla palărtsa, vĕsem ăçtarah tănine tĕplĕn pĕlse pallă tună kartă vırtnă pulin te, razvedçiksem temĕnle hajar, kămălsăr pulnă.

Çавăнпа та, боевой задание çав тери лайăх пурнăçланă пулин те, аслин сумкинче нимĕçсен батареисене вуннăран та ытла палăртса, вĕсем ăçтарах тăнине тĕплĕн пĕлсе паллă тунă картă выртнă пулин те, разведчиксем темĕнле хаяр, кăмăлсăр пулнă.

Ançah çapah ta văl kămălsăr pulnă pek sămah tĕrtse ilmesĕr irtterse jamarĕ.

Bidenko ku sămahsene ahalren kăna, kămălsăr pulnă pek măkărtatsa ilesšĕn çeç kalanine Vanja layăh ănlançĕ.

Анчах çапах та вăл кăмăлсăр пулнă пек сăмах тĕртсе илмесĕр ирттерсе ямарĕ.

Биденко ку сăмахсене ахальрен кăна, кăмăлсăр пулнă пек мăкăртатса илесшĕн çеç каланине Ваня лайăх ăнланчĕ.

Ançah çavăn pek sĕnĕve Gekpa Džo kămălsăr yıšănçĕç, Tomăn hĕpĕrteni te çavăntah, nimĕnle sămahsărah sünse larçĕ.

Анчах çавăн пек сĕнĕве Гекпа Джо кăмăлсăр йышăнчĕç, Томăн хĕпĕртени те çавăнтах, нимĕнле сăмахсăрах сӳнсе ларчĕ.

Pısăk šançăkpa kĕtnĕ İjulĕn Tăvattămĕše te pitĕ ănăçsăr irtrĕ: çumăr çašlattarçĕ, processi pulmarĕ, tĕnçeri çi çaplă çın (Tom šutlană tărăh), mister Beton, Pĕrlešüllĕ Štatsen çăn-çăn senatorĕ, ăna pitĕ kămălsăr hăvarçĕ, çirĕm pilĕk fut çüllĕš ulăp pulmarĕ văl, ıtti çınsençen nimpe te uyrălsa tămast.

Пысăк шанчăкпа кĕтнĕ Июлĕн Тăваттăмĕше те питĕ ăнăçсăр иртрĕ: çумăр чашлаттарчĕ, процесси пулмарĕ, тĕнчери чи чаплă çын (Том шутланă тăрăх), мистер Бетон, Пĕрлешӳллĕ Штатсен чăн-чăн сенаторĕ, ăна питĕ кăмăлсăр хăварчĕ, çирĕм пилĕк фут çӳллĕш улăп пулмарĕ вăл, ытти çынсенчен нимпе те уйрăлса тăмасть.