Latin

Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 11

Общее количество слов 4104
Общее количество уникальных слов составляет 1749
47.1 слов входит в 2000 наиболее распространенных слов
65.7 слов входит в 5000 наиболее распространенных слов
72.1 слов входит в 8000 наиболее распространенных слов
Каждый столб представляет процент слов на 1000 наиболее распространенных слов
* Ирсĕр ĕç тунă çынсене халăх судсăр-мĕнсĕрех тытса вĕлернĕ. Америкăра Линч законĕ тăрăх
пуринчен ытла шурă ӳтлĕ çынсене хирĕç ирсĕр ĕç тунă тесе айăпланакан негрсене тытса
вĕлереççĕ.

Анчах нимĕн те пулмарĕ; тĕрмере ларакан телейсĕр çынпала ни ангелсем те,
ни ырă кăмăллă тухатмăшсем те интересленмен пулмалла.
Ачасем пĕр япала çеç тума пултарчĕç, — ăна вĕсем ĕлĕк те час-часах тукаланă:
тимĕрленĕ чӳрече витĕр Поттера пăртак табак тата ик-виçĕ коробка шăрпăк
тыттарчĕç. Поттер аялти хутĕнче ларать, хурал çук.
Çавăн пек илсе пырса панăшăн вăл тав туни ачасене ĕлĕк те лайăх мар пек
туйăннă. Ку хутĕнче вăл тав туни вĕсене тата хытăрах пырса тиврĕ. Вĕсем хăйсене
хăйсем хăравçăсем пекех, çынна сутса яракансем пекех, туйрĕç. Поттер вĕсене çапла
каларĕ:
— Ырă тунăшăн тавах сире, ачасем. Пĕтĕм хулине те мана никам та шеллекен
çук. Эсĕр анчах шеллетĕр. Эпĕ ăна манмăп, çук, çук. Эпĕ час-часах хама хам çапла
калатăп: эпĕ пур пĕчĕк ачасене те хут çĕленсем юсаса параттăм, пулă хăш çĕрте
лайăх кĕнине кăтартаттăм, пуринпе те юлташ пекехчĕ. Анчах халĕ, Мефăн инкек
пулса тăрсан, пурте ватă Мефран аяккалла çаврăнса тăчĕç... Том аяккалла çаврăнса
тăмарĕ, Гек та аяккалла çаврăнмарĕ... Çук, вĕсем ăна манмарĕç... вăл та манас çук
вĕсене... Ия, ачасем, эпĕ хăрушă ĕç турăм, ӳсĕр пулнă эпĕ, ăссăр пулнă, çавăнта
пĕтĕм айăпĕ... Халь ĕнтĕ мана çакса вĕлереççĕ, кĕтсех тăр... ку тĕрĕс ĕнтĕ... тĕрĕс. Вăл
пуринчен те лайăхрах пулать. Чăнах, лайăхрах. Ну, мĕн калаçмалли пур ун çинчен.
Сире, хамăн чи лайăх тусăмсене, хуйха ӳкерес мар. Эпĕ сире акă çакна çеç каласшăн:
решетке хыçне кĕрсе ларас теместĕр пулсан, çав ылханлă эрехе ан ĕçĕр — ӳсĕр чухне
çын хăйне хăй те пĕлмест... Пăртак аяккарах, хĕвеланăç еннеллерех тăрăр-ха, çакăн
пек инкекре çынна пуринчен ытла тусĕсен пичĕсене курни çеç йăпатма тултарать,
кунта ман пата никам та çӳремест, пĕр эсир çеç. Туссен ырă сăнĕ-пичĕсем... туссен
ырă сăнĕ-пичĕсем... Пĕр-пĕрин çурăмĕ çине хăпарăр-ха, манăн сирĕн питĕрсене
пăхасчĕ. Акă, çакăн пек. Халĕ ĕнтĕ мана алă парăр, — сирĕн аллусем решетке витĕр
кĕме пултараççĕ, манăн ытла пысăк. Пĕчĕк алăсем вăйсăр, çапах та вĕсем Мефф
Поттера лайăхах пулăшрĕç, май кинтĕ пулсан, вĕсем тата та нумайтарах пулăшу
парĕччĕç.
Том пĕтĕмпех телейсĕр пулса килнелле утрĕ. Çав çĕр тĕлленнĕ тĕлĕкĕсенче те
хăрамаллисем питех те нумай пулчĕç. Тепĕр кунне те, тата виççĕмĕш кунĕнче те вăл
иртен пуçласа каçченех суд çурчĕ патĕнче çапкаланса çӳрерĕ. Темĕнле çĕнтермелле
мар вăй ăна шалалла кĕме туртрĕ, анчах вăл, ирĕксĕрех хăйне чарса, урамра тăрса
юлчĕ. Гек та çавнашкалах пулчĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе тĕл пулмасăр çӳреме тăрăшрĕç.
Вăхăчĕ-вăхăчĕпе пĕри те, тепри те таçта аяккалла пăраха-пăраха кайрĕç. Анчах çав
усал вăй вĕсене каллех ĕлĕкхи вырăн патнелле туртрĕ. Пĕр-пĕр пăхма пынă çын суд
залĕнчен урамалла тухсанах, Том сĕмсĕрленсех кашни сăмахах итлеме тăрăшрĕ,
анчах хыпарĕсем хурланмалласкерсем пулчĕç: мĕскĕн Поттер суд йĕркин танати
ăшне хытăрах та хытăрах кĕрсе çыхăнса пычĕ. Иккемĕш кунĕ иртнĕ çĕрелле хулари

çынсем çапла çеç сăмахларĕç: Джо индеец каланисем пурте тĕрĕс пулчĕç,
присяжнăйсем мĕскĕн Поттер тĕлĕшĕпе мĕнле приговор тăвас пирки нимĕн те
иккĕленмелли çук ĕнтĕ.
Каç пулса нумай вăхăт иртсен, Том килне таврăнчĕ, хăй вырăнĕ патне чӳрече
витĕр кĕчĕ. Унăн ăшчикки шутсăр хускалса кайнă пирки вăл нумайччен
çывăраймасăр выртрĕ. Тепĕр кунне пĕтĕм хула суд çурчĕ патне пуçтарăнса тăчĕ,
мĕншĕн тесен çав кун ĕçе татмалли кун пулчĕ. Халăх залра туллиех пуçтарăннă —
арçынсем те, хĕрарăмсем те пур. Юлашкинчен, нумайччен кĕтнĕ присяжнăйсем
умлă-хыçлă утса кĕчĕç те хăйсен вырăнĕсене йышăнчĕç. Пĕр ик-виçĕ минутран шапшурă хуралса кайнă салху Поттера илсе кĕчĕç. Унăн сăн-питĕнче вăл хăраса ӳкни,
пĕтĕм шанчăка çухатни палăрса тăчĕ. Ăна сăнчăрпа сăнчăрланă: пăхас текенесем
пурте пăхчăр тесе, ăна курăнмалли вырăна лартрĕç. Çавăн пекех курăнмалла
вырăнта тата Джо индеец ларать. Вăл яланхи пекех нимĕн пăшăрханмасть, канлĕ.
Каллех шăп пулчĕ, унтан судьясем пырса кĕчĕç те, шериф суд уçăлни çинчен
пĕлтерчĕ. Яланхи пекех судри ĕçлĕ çынсем хушшинче пăшăлтату пуçланса кайрĕ,
писарĕсем хутсемпе кăштăртатаççĕ. Çак вак-тĕвек япалапа аппаланса хăтланни,
çавăнпа вăхăта ирттерни тата хытăрах кĕттерсе пăшăрхантармалла, унта чаплăлăхĕ
те ытларах.
Виле тупнă кунне ирхине ирех Мефф Поттер аллисене çуса тăнине куракан
свидетеле чĕнтерчĕç. Свидетель: «Мана курсан, Мефф Поттер тӳрех чупса кайрĕ», —
терĕ. Тата виç-тăват ыйту парсан, прокурор защитника çапла каларĕ:
— Халĕ сирĕн черет. Свидетельрен ыйтăр, — терĕ. Айăпланакан çын пĕр
минутлăха куçĕсене çӳлелле хăпартса пăхрĕ, анчах защитникĕ: «Манăн нимĕнле
ыйту та çук», — тесе каланине илтсенех, вăл каллех аялалла пăхрĕ.
Тепĕр свидетелĕ: «Эпĕ çĕççине вĕлернĕ çыннăн ӳчĕ çумĕнчех тупрăм», — тесе
каларĕ.
Прокурор каллех защитник еннелле пăхса:
— Эсĕр свидетельтен тĕпчеме пултаратăр, — терĕ.
Защитникĕ каллех: «Манăн нимĕнле ыйту та çук», — терĕ.
Виççĕмĕш свидетелĕ çапла каларĕ: «Час-часах эпĕ çав çĕççе Поттер аллинче
куркаланăччĕ», — терĕ.
Прокурор каллех защитника: «Эсĕр свидетельтен тĕпчеме пултаратăр», —
терĕ.
Защитникĕ каллех: «Манăн нимĕнле ыйту та çук», — терĕ.
Пăхса ларакансен пичĕсем çинче вĕсем тарăхса кайни палăрче. Мĕнле
тĕленмелле защитник ку? Хăйĕн клиентне кантра ункинчен хăтарас тесе, нивушлĕ
пĕртте тăрăшмасть вăл?
Виç-тăватă свидетелĕ тата: «Çын вĕлернĕ çĕре илсе пырсанах, Поттер хăйнехăй айăплă çын пек тытатчĕ», — терĕç. Çав свидетельсене те защитник çаплипех,
тĕпчемесĕрех ячĕ.
Çав асра тăракан ир масар çинче мĕн-мĕн пулса иртнисене шанчăклă
свидетельсем тĕпĕ-йĕрĕпех кăтартса пачĕç. Анчах Мефф Поттерăн защитникĕ пĕр
свидетельне те тĕпчеме хăтланса пăхмарĕ. Пăхма пынă çынсем тарăхса кайрĕç те
хыттăнах ӳпкелеме тапратрĕç, çавăнпа суд предсадателĕ те вĕсене хытă систерӳ турĕ.
Çавăн хыççăн прокурор тăчĕ те çапла каларĕ:
— Шанчăклă свидетельсем тупа тусах çак факта палăртса хучĕç: çав питех те
хăрушă ирсĕр ĕçе урăх никам та мар, çак айăпланакансен сакĕ çинче ларакан мĕскĕн
çынах тунă. Урăх нимĕн те хушса каламалли çук.

Мĕскĕн Поттер ахлатса илчĕ те, питне аллисемпе хупласа, хуллен каллĕмаллĕ сулланкаласа ларчĕ. Суд залĕнче ытла та шăп пулчĕ, çакă вара çынсемшĕн
темĕнле йывăр пек туйăнчĕ. Арçынсен нумайăшĕн кăмăлĕсем çемçелсе кайрĕç,
нумай хĕрарăм хĕрхеннипе йĕрсе-макăрса ячĕ.
Защитник хăй вырăнĕнчен тăчĕ те: «Хисеплĕ сэр! Судра пренисем пуçланнă
чухне эпĕ çапла ыйту панăччĕ: çынна çакăн пек хăрушшăн вĕлерес ĕçе манăн клиент
хăй нимĕн пĕлмен чухне, спиртлă шĕвек ĕçнипе тăнсăр пулсассăн, тунине кăтартса
паратăп тенĕччĕ. Анчах эпĕ хамăн шута улăштартăм, присяжнăйсем хĕрхенӳллĕрех
пулччăр тесе те ыйтмастăп», — терĕ.
Кайран вăл суд приставне çапла каларĕ:
— Илсе кĕртĕр Томас Сойера, — терĕ.
Пурте, вăл шутра Поттер хăй те, тĕлĕнни палăрса кайрĕ. Пур çын куçĕ те Том
çинелле тĕллесе пăхса ларчĕ. Вăл тăчĕ те судья сĕтелĕ патнелле утса пычĕ. Ача
шутсăрах хăраса ӳкнипе темĕнле тискеррĕн, нимĕн тума пĕлмесĕр пăхса тăчĕ. Ăна
тупа тутарттарчĕç.
— Томас Сойер, эсĕр июнĕн вунçиччĕмĕшĕнче çур çĕр тĕлнелле ăçта
пулнăччĕ?
Том Джо индеецăн тимĕр пек сăнĕ-пичĕ çине пăхса илчĕ те, унăн чĕлхи
карланкă çумнех çыпçăнса ларчĕ. Итлесе ларакансем сывлама та чарăнчĕç. Анчах
Томăн сасси илтĕнмерĕ. Темиçе минутран вăл çапах та пăртак хăй майне кĕркелесе
çитрĕ, залра ларакан çынсенчен хăшпĕрисем вăл аран ăнланмалла: «Масарта!» —
тесе каланине илтрĕç.
— Тархасшăн, пăртак хыттăнрах калăр. Ан хăрăр. Эппин, эсĕр пулнă...
— Масарта.
Индеец Джон пичĕ çинче темĕнле йĕрĕннĕ пек кулса илни курăнса кайрĕ.
— Эсĕр Вильямса пытарнă шăтăк çывăхĕнче пулман-и?
— Ия, пулнă, сэр.
— Тархасшăн, пăртак хытараххăн. Эсĕр çав шăтăк патĕнче мĕн таран çывăхра
пулнă?
— Халь сирĕн пата мĕн чул çывăх, çавăн пекех çывăх пулнă.
— Эсир пытанса ларнăччĕ-и е курăнмаллах тăнă-и?
— Пытанса ларнăччĕ.
— Ăçта?
— Вилтăпри çумĕнче ларакан хурамасем хыçне.
Индеец Джо кăштах палăрмалла чĕтренсе илчĕ.
— Сирĕнпе пĕрле тата кам та пулин пулнă-и?
— Ия, сэр, эпĕр унта иккĕн...
— Чарăнăр-ха, пăртак тăхтăр. Сирĕнпе пĕрле пынин ятне халĕ калама та
кирлех мар. Вăхăт çитсен, эпир унтан та тĕпчесе пăхăпăр. Эсĕр хăвăрна пĕрле
масара мĕн те пулин илсе пынăччĕ-и?
Том калама аптăрасах тăчĕ. Вăл вăтанса кайрĕ пулмалла.
— Калăр, ан хăрăр, — тĕрĕс каланине яланах хисеплеме тивĕçлĕ. Мĕн илсе
пытăр-ха эсĕр унта?
— Пĕр... пĕр вилĕ кушак çеç.
Залра савăклăн кулса илни илтĕнсе кайрĕ. Председатель чăтăмсăррăн сĕтел
çинчи шăнкăравне шăнкăртаттарса илчĕ.
— Эпир çав кушакăн шăммисене илсе килсе кăтартăпăр. Халĕ ĕнтĕ, тусăм,
эсĕр мĕн курнине пурне те епле пулнă, пурне те нимĕн пытармасăр каласа
кăтартăр, нимĕн те ан хăрăр.

Том пуçласа ячĕ — малтан хăракаласарах, унтан ерипенех хĕрсе кайрĕ, унăн
сăмаххи лайăхрах юхма пуçларĕ; часах суд залĕнче унăн сасси çеç илтĕнсе тăракан
пулчĕ, ыттисем шăпланчĕç. Çынсем çăварĕсене карсах, сывлăшĕсене чарсах, вăхăт
иртнине сисмесĕрех унăн кашни сăмахне итлерĕç, çав тери хăрушă япала çинчен
каланине итлесе, шалт тĕлĕнсе хытсах кайрĕç. Епле вĕлерни çинчен калама
тапратсанах, пĕтĕм çын хумханасси вĕçне-хĕрринех çитсе тăчĕ. Том вара пĕр
хăрамасăрах çапла каларĕ.
— Тухтăр Мефф Поттера пуçĕнчен хăмапа пачĕ, лешĕ кайса ӳкрĕ, индеец
Джо çĕçĕ ярса илсе тухтăр патнелле тапса сикрĕ те...
Тăпăрт-тăпăрт! Çиçĕм çиçнинчен те хăвăртрах метис чӳрече патнелле тапса
сикрĕ те, хăйне чарма хăтланакансене сирсе, чӳрече витĕр тухса тарчĕ.

Çирĕм тăваттăмĕш сыпăк
ТĔЛĔНМЕЛЛЕ ЛАЙĂХ КУНСЕМ —
ШУТСĂР ХĂРУША КАÇСЕМ
Том татах тепĕр хутчен чаплă герой пулса тăчĕ. Ваттисем каллех ăна
ачашларĕç, вĕттисем ăна кĕвĕçрĕç. Вăл хăйне валли вилсен те çухалмалла мар чап
тупре: вырăнти хаçат ăна пĕлĕт патне хăпартсах мухтарĕ. Çапла калакан та тупăнчĕ:
«Унччен ăна çакса вĕлермеççĕ-тĕк, вăл президент пулать».
Тĕнчере çакан пек пулать ĕнтĕ: çăмаллăн ĕненсе улшăнса пыракан тĕнче
Мефф Поттершăн хăйĕн ытамĕсене уçрĕ те, ку таранччен ăна мĕнле асаплантарнă,
çавăн пекех хĕрӳллен ачашлама тапратрĕ. Çакă ĕнтĕ çынсене чи лайăх енчен
кăтартса парать, кунта темĕнле лайăх марри пур тесе шутлама та пертте кирлĕ мар.
Томшăн хавасланса хĕпĕртесе çӳремелли кунсем пуçланчĕç, анчах çĕрлесенче
унăн сехрийĕ пĕтĕмпех хăпса пĕтрĕ. Джо индеец яланах ăна тĕлĕксенче курăнса
«Сана пĕтеретĕп!» — тесе питĕ хăрушшăн юнарĕ. Хĕвел ансанах, арçын ачана
нимĕнпе те килтен урамалла илĕртсе кăларма пулмарĕ. Мĕскĕн Гек та çавăн пекех
пăшăрханса, хăраса пурăнчĕ, мĕншĕн тесен суд ыран пулать тенĕ чухне Том пĕтĕм
историе Поттерăн защитникне каласа кăтартнă. Метис тарнă пирки Гек хăй суд
умне тухса калас нушаран хăтăлнă пулсан та, çапах вăл хăй çав ĕçе хутшăнни
палăрассинчен шутсăр хăрарĕ. Вăл защитника тархасласа çав ĕçе вăрттăнлăхра тытса
усрамашкăн сăмах партарчĕ. Том тӳссе тăрайманнипе сĕм çĕрле защитник килне
чупса кайса, питĕ хытă тупа тунипе çыхса хунă чĕлхе-çăварне уçса, çав хăрушă ĕç
çинчен каласа кăтартсанах, Гек этем йăхне пĕтĕмпех шанма пăрахнă теме пулать.
Кăнтăрла, Поттер тав тунисене илтсенех, Том çав япалана каласа
кăтартнăшăн хĕпĕртерĕ, анчах çĕрле вара чĕлхене ма çыртса çӳремерĕм-ши, тесе
кулянчĕ. Пĕрре вăл çав Джо индееца нихăçан та тытас çуккинчен хăрарĕ, тепре тата
ăна тытаççĕ пулĕ тесе хăрарĕ. «Çав çын тупăкра выртнине хам куçпа курсан тин эпĕ
канлĕ сывлама пултаратăп», — тесе шутларĕ вăл.
Пĕтĕм округĕпе ухтарса çӳрерĕç. Метиса тытнăшăн укçа памалла турĕç.
Анчах ăна никам та тупаймарĕ. Сент-Луирен шутсăр тĕлĕнмелле пĕлӳçĕ, пур çын та
хăраса тăракан питех те чаплă сыщике чĕнтерсе килчĕç. Вăл хыпашлакаларĕ,
шăршлакаларĕ, питĕ шутсăр ăслă пек пулса пуçне суллакаларĕ, çав професси
представителĕсем пурте ĕçе ăнăçтарнă пек вăл тĕлĕнмелле ăнăçу тума пултарчĕ.
«Эпĕ йĕрне тупрăм», — тесе пĕлтерчĕ вăл. Анчах çын вĕлернĕшĕн «йĕре» çакса
вĕлерме пулмасть вĕт-ха, çавăнпа сыщик кайсан, Том ĕлĕкхи пекех шутсăр шикленсе
пурăнчĕ.

Кунсем хуллен çеç иртсе пычĕç. Çапах та Томăн ăшчикки вăркаса тăнин
йывăрлăхĕ кашни кунах пăртак çăмăлланса пычĕ.

Çирĕм пиллĕкмĕш сыпăк
ТĂПРА ĂШНЕ АЛТСА ЧИКНĔ УКÇАНА ТУПМА ТĂРĂШНИ
Кашни арçын ача пурнăçĕнчех çакăн пек тапхăр пулать: пытарса хунă укçана
алтса кăларасчĕ тесе шутсăр çунать. Пĕрре çапла Тома та çак туйăм çавăрса илчĕ.
Вăл Джо Гарпера шырама тухса утрĕ, анчах ăнăçу пулмарĕ. Унтан вăл Бен Роджерса
шырама тытăнчĕ, анчах лешĕ пулă тытма тухса кайнă. Юлашкинчен вăл Гек Финна
тĕл пулчĕ. Гек — Юнлă алă — ку ĕнтĕ чи юрăхлă юлташ. Том ăна хăйсем калаçнине
никам та итлесе тăма пултарайман çĕре ертсе кайрĕ те унта вара хăй мĕн тума
шутланине каласа кăтартрĕ. Гек килĕшрĕ. Гек вăл укçа тăкмасăрах хавасланма май
килекен çĕре кирек ăçта та ерме яланах хатĕр, мĕншĕн тесен унăн вăхăчĕ питĕ
нумай. Вăл çав вăхăта ăçта чикессине те пĕлмест. Паллах ĕнтĕ, манăн вăхăт укçа
вырăннех тесе калама та пултараймасть вăл.
— Ăçта алтăпăр-ха эпир? — тесе ыйтрĕ Гек.
— Э, пур çĕрте те, тĕрле вырăнта.
— Укçасене пур çĕре те алтса чикнĕ-ши вара?
— Паллах, пур çĕрте те чикмен, Гек. Вĕсене е пĕр-пĕр утрава, е çĕрсе кайнă
ватă йывăçăн пĕр-пĕр турачĕ тĕлне алтса чикеççĕ. Çур çĕрте турат мĕлки хăш тĕле
ӳкет, лăп çав вырăна алтса чикеççĕ. Анчах, пуринчен те ытларах, усал тухакан
çуртсенчи тĕпсакайсене пытараççĕ.
— Кам алтса чикет вара?
— Паллах ĕнтĕ, вăрă-хурахсем. Эсĕ камсем чикеççĕ пулĕ тенĕ?
Вырсарникунхи шкулсенчи пуçлăхсем-и?
— Пĕлместĕп. Вăл укçа манăн пулсан, эпĕ ăна алтса чикес çукчĕ, — эпĕ
укçине салатса савăнса çӳрĕттĕм.
— Эпĕ те. Анчах вăрă-хурахсем ун пек хăтланмаççĕ: вĕсем яланах укçана
тăпра ăшне пĕр-пĕр улах вырăна алтса чикеççĕ.
— Унтан вара каялла алтса кăларма пыраççĕ-и?
— Çук, вĕсем пырса кăларма шутлаççĕ, анчах кайран паллă туса хăварнисене
манса каяççĕ те хăйсем вилсе выртаççĕ. Вăт вара пытарнă укçи выртать те выртать,
тутăхма пуçлать. Унтан вара кам та пулин кивелсе, саралса кайнă хут тупать, унта
мĕнле паллăсем тăрăх шырамаллине кăтартса панă. Çав хутне вуласа пĕлме те эрниэрнипех хăтланмалла пулать, мĕншĕн тесен унта йалтах кукăр-макăр кукрашкасем
те гироглифсем * кăна.
— Гиро... мĕн?
— Ги-ро-глифсем... тĕрлĕ картинкăсем... кукăр-макăр чĕркеленисем, малтан
куçпа пăхмашкăн вĕсем нимĕн те пĕлтермен пек туйăнаççĕ.
— Санăн та ун пек хут пур-и, Том?
— Çук.
— Паллă туса хăварнисене эсĕ епле пĕлетĕн апла?
— Мана паллă тунисем кирлĕ те мар. Укçасене яланах усал тухалакан çуртсем
айне, е утрава е пĕр-пĕр турачĕ ытти туратсенчен вăрăмрах тухса тăракан хăрăк
йывăç айне алтса чикеççĕ. Утравра, пирĕн Джексон утравĕнче, шырама хăтланса
пăхкалăпăр ĕнтĕ. Çавнашкал татах та хăçан та пулин, тепĕр чухне хăтланса пăхма

пултаратпăр. Усал тухакан кив çурчĕ эрех савăче патнелле юхакан пĕчĕк шыв
хĕрринче, тура ларать, унта вара хăрăк туратлă йывăçсем те темĕн чухлех.
— Кашни йывăçĕ айнех алтса чикнĕ-и?
— Авă мĕн каларĕ вăл! Паллах, пурин айне те мар.
— Хăшĕн айĕнче алтмаллине ăçтан пĕлетĕн-ха эсĕ?
— Кашнин айнех алтса пăхатпăр.
— Том, апла пирĕн çу каçипех шыраса хăтланмалла пулать вĕт.
— Пулсан вара? Ун вырăнне эпир пĕр çĕр доллар хунă пăхăр хуран тупма
пултаратпăр. Долларĕсем вĕт тĕлĕнмелле аванскерсем, çиелтен тутăхнăскерсем, е
тата туп-туллиех брильянт тултарнă çурри çĕрĕк арча та тупма пултаратпăр. Мĕн
калăн-ши вара эсĕ ун чухне?
Гекăн куç-пуçĕ çуталса кайнă.
— Вăт ку питех те аван. Вăл мана хам ĕмĕре ĕмĕрлеме те çитет. Брильянчĕсем
мĕне кирлĕ-ха мана? Эсĕ мана çĕр долларне çеç пар, брильянчĕсем мана ахаль
парсан та кирлĕ мар.
— Вăт питĕ аван та апла пулсан! Эпĕ ĕнтĕ брильянтсене пăрахса хăварас çук,
эсĕ ăна шанса тăма та пултаратăн. Вĕсенчен хăшпĕрисем пĕри çирĕмшер доллар
тăраççĕ. Пĕр доллар е доллар çурă тăманни пĕрре те çук.
— Чăнах-и?
* Том «иероглифсем» тесе каласшăн. Иероглифсем — чулсем çине касса çырнă авалхи
Египет çырăвĕсен паллисем: çав паллăсем тискер кайăксене, вĕçен кайăксене тата ыт. те
пĕлтернĕ. Иероглифсем тесе вулама йывăр çырнă йĕркесене те калаççĕ.

— Чăн сăмах, кирек камран ыйтса пăх хăть. Эсĕ брильянтсене нихçан та
курман-и вара, Гек?
— Хам астăвасса курман ĕнтĕ.
— Патшасен брильянтсем тăвĕ-тăвĕпех выртаççĕ.
— Эпĕ патшасемпе паллашса пăхман-çке-ха.
— Паллах, ăçта санăн паллашмалла. Вăт эсĕ Европăна пырса лекнĕ пулсан,
унта эсĕ вĕсене пĕр купах кураттăнччĕ. Унта вĕсем çаплипех кĕшĕлтетсе сиккелесе
çӳреççĕ.
— Сиккелесе çӳреççĕ?
— Тĕлĕнтермĕш çак эсĕ. Мĕн тума сиккелесе çӳреччĕр-ха вĕсем?
— Эсĕ ху каларăн вĕт-ха вĕсем сиккелесе çӳреççĕ тесе?
— Пустуй! Эпĕ вĕсем Европăра темĕн чухлех тесе каласшăнччĕ. Паллах ĕнтĕ,
вĕсем сиккелесе çӳремеççĕ, мĕн тума сиккелесе çӳреччĕр-ха вĕсем? Курасчĕ санăн
вĕсене, унта вĕсем шутсăрах нумай, ав çав леш Ричард...
— Ричард? Хушамачĕ мĕнле вара унăн?
— Корольсен хушамачĕсем пулмаççĕ. Корольсен ятсем çеç.
— Мĕн пуплетĕн эсĕ?
— Чăн калатăп сана.
— Апла пулсан, манăн пĕрре те король пулас килместь. Тен, вĕсене хăйсене,
негрсене чĕннĕ пек, пĕр ятран çеç чĕнни килĕшет пулĕ. Анчах вăл мана пĕрре те
кăмăла каймасть. Ăçта чаватпăр-ха ĕнтĕ эпир?
— Пĕлместĕп ĕнтĕ. Ав çавăнта, леш енче, ту хĕрринче ларакан ватă йывăçран
пуçлас мар-ши? Унăн тата пĕр турачĕ хăрăк.
— Юрать.
Вĕсем катăк кирка тата катăк кĕреçе тупрĕç те çула тухса кайрĕç.

Виçĕ миля каймалла пулчĕ. Вĕсем палăртнă вырăна хĕрелсе кайса тата хытă
хашкаса çитрĕç те çывăхри хурама мĕлкине канма, табак туртма выртрĕç.
— Ку ман кăмăла каять, — терĕ Том.
— Манне те.
— Итле-ха, Гек, эпир çакăнта ырлăх тупсан, эсĕ хăвăн çур тӳпӳпе мĕн
тăвăттăн?
— Эпĕ-и? Эпĕ кашни кунах аш кукли çиетĕп, çиелтен сода шывĕ ĕçетĕп, цирк
килсен, кулленех цирка çӳретĕп. Эпĕ пĕлетĕп ĕнтĕ савăклăн пурăнмашкăн.
— Нивушлĕ эсĕ нимĕн те запас туса хăвармастăн?
— Запас хăвармалла-и? Мĕн тума кирлĕ вăл?
— Епле апла мĕн тума? Кайран пурăнма çиттĕр, тесе.
— Э, вăл пустуй. Эпĕ укçине салатса пĕтерме васкамасан пĕр-пĕр кун атте
каялла çаврăнса килет те укçине хăйĕн аллипех туртса илет. Çакăн хыççăн вара усă
курмалли те çук. Пĕлсех тăр, яп-яках тасатса пĕтерет вăл. Эсĕ тата хăвăн тӳпӳпе мĕн
тăватăн, Том?
— Эпĕ параппан, хĕç, хĕрлĕ галстук, бульдог çури илетĕп тата авланатăп.
— Авланатăн?
— Ия.
— Том, эс... эсĕ чипер ăслах мар!
— Тăхта-ха, курăн.
— Унтан ухмахларах япала эсĕ нимĕнех те шухăшласа кăлараймăн ĕнтĕ, Том.
Манăн аттепе аннене илсе пăх-ха эсĕ, — вĕсем иртен пуçласа каç пуличченех
çапăçатчĕç вĕт. Çапăçатчĕç. Эпĕ аванах астăватăп ăна.
— Вăл ниме те пĕлтермест: эпĕ илес текенни вăл çапăçса хăтланас çук.
— Ман шутпа, вĕсем пурте пĕрех. Çук, Том, эсĕ лайăхрах шухăшласа пăх, —
эпĕ сана тĕрĕс калатăп, — шухăшласа пăх. Мĕн ятлă-ха санăн хĕр татăкки?
— Вăл хĕр татăкки мар, вăл хĕрача.
— Пурпĕрех ĕнтĕ. Пĕрисем хĕрача теççĕ, теприсем — хĕр татăкки. Кам мĕнле
калас тет, çапла калать. Ку та, вăл та тĕрĕс. Вăл мĕн ятлă-ха, Том?
— Хăçан та пулин калăп, халь мар.
— Юрĕ, ху пĕлетĕн. Анчах эсĕ авлансан вара, эпĕ пат-пĕчченех тăрса юлатăп.
— Каларĕ тата. Эсĕ пирĕн пата куçатăн та, эпир вара пурте пĕрле виççĕн
пурăнатпăр. Халĕ ĕнтĕ çитĕ йăваланкаласа выртма, — чавма тытăнар.
Вĕсем пĕр çур сехет хушши чавса хăтланчĕç, тарласа кайрĕç, анчах нимĕн те
тупаймарĕç, тата çур сехет хушши пек ĕçлерĕç, каллех нимĕн усси те пулмарĕ.
Юлашкинчен Гек çапла каларĕ:
— Нивушлĕ укçасене яланах çакăн пек тарăн алтса чикеççĕ?
— Хăшпĕр чухне çеç, яланах мар. Тата пур укçасене те мар. Эпир кирлĕ телте
чавмастпăр пулмалла.
Вĕсем тепĕр вырăн суйласа илчĕç те каллех ĕçе пикенчĕç. Халĕ ĕнтĕ ĕç питех
хăвăртах та пулса пымарĕ, анчах çапах та малалла шукаласа пычĕ. Пĕр хушă вĕсем
иккĕшĕ те ним шарламасăр чаврĕç, унтан Гек алтма пăрахрĕ, кĕреçе çине тайăнчĕ,
çамки çинчен шултра тар тумламĕсене çаннипе шăлса илчĕ те:
— Çак шăтăка алтса пĕтерсен, кайран ăçта чаватпăр-ха? — терĕ.
— Эпĕ Кардиф тăвĕ çинче, тăлăх арăм çурчĕ хыçĕнче, ватă йывăç айĕнче
хăтланса пăхас мар-ши тесе шухăшлатăп.
— Юрать ĕнтĕ, вырăнĕ юрăхлăскер. Анчах эсĕ, Том, мĕнле шухăшлатăн, тăлăх
арăм пирĕнтен тупнă укçине туртса илмест-ши? Вăл унăн çĕрĕ вĕт.

— Пирĕнтен укçана туртса илме-и! Хăтланса пăхтăр-ха! Çук ĕнтĕ, алтса чикнĕ
укçана кам тупнă, вăлах илет. Вăл камăн çĕрĕ ăшĕнче пулни ниме те пĕлтермест.
Гек лăпланчĕ. Вĕсем татах чаврĕç, анчах тепĕр тапхăртан Гек çапла каларĕ:
— Мур илесшĕ, эпир каллех кирлĕ çĕрте алтмастпăр. Эсĕ мĕнле
шухăшлатăн?
— Тĕлĕнмелле, Гек, шутсăрах тĕлĕнмелле, — эпĕ нимĕн те ăнланаймастăп.
Пире хĕрарăм-тухатмăшсем кансĕрлеççĕ пулĕ, тен? Ман шутпа, кунта хĕрарăмтухатмăшсем сăтăр туса тăраççĕ.
— Каларĕ тата! Вĕсен кăнтăрла вăй-хăвачĕ пур-им вара?
— Тĕрĕс, тĕрĕс. Эпĕ ăна шухăшламанччĕ те. Э, халĕ ĕнтĕ пĕлетĕп ĕç мĕнлине:
ухмахсем эпир иксĕмĕр те. Сарăлса тăракан турат мĕлки лăп çур çĕрте хăш тĕле
ӳкнине тупмаллаччĕ вĕт малтан, унта тин алтмаллаччĕ.
— Ах, хăямат! Эппин, эпир çак хушăра пĕтĕмпех тăрă ухмахсем пекех
ĕçлерĕмĕр пулать. Халĕ ĕнтĕ, мур илесшĕ, кунта тата тепĕр хут çĕрле килмелле
пулать. Çав тери инçе çĕре. Санăн килтен тухса килме пулать-и?
— Эпĕ тухса килĕп-ха. Çакна кĕçĕрех туса пĕтерес пулать. Ахаллĕн, кам та
пулин пирĕн шăтăксене курсанах, эпир çакăнта мĕн хăтланнине тӳрех чухласа илĕç
те пытарнă укçана хăйсем кăларса кайĕç.
— Юрĕ! Эпĕ каллех сан чӳречӳ патне пырăп та кушакла макăрăп.
— Юрать. Киркăпа кĕреçене тĕмсем ăшне пытарăпăр.
Çĕрле, вуникĕ сехет тĕлнелле, ачасем палăртнă вырăна пырса çитрĕç те мĕлке
тĕлне кĕрсе ларса кĕтме пуçларĕç. Вырăнĕ тискер, вăхăчĕ те ĕлĕкренпех хăрушă вăхăт
тесе шутланаканскер. Шăпăлтатакан йывăç çулçисем ăшĕнче шуйттансем
пăшăлтатаççĕ, кашни тĕттĕм кĕтесрех усалсем пытанса тăраççĕ, инçетре йытă вĕрнĕ
сасă илтĕнет, ăна хирĕç тăмана хăрушшăн тĕвиклетет. Йĕри-таврари çутçанталăк
чаплăхĕ ачасене пĕтĕмпех пусса тăчĕ, вĕсем нимĕн те сăмахламанпа пĕрех.
Юлашкинчен вĕсем çур çĕр çитрĕ ĕнтĕ тесе шутларĕç те ăçта мĕлке ӳкнине асăрхаса
пăхрĕç, вара чавма тапратрĕç. Вĕсене хăйсен ĕмĕчĕ çунатлантарса пычĕ, вĕсем
хытăран та хытăрах интересленсе тата хытăрах тăрăшса ĕçлерĕç. Шăтăкĕ
тарăнлансах пычĕ, кирки пĕр-пĕр хытă япала çумне пыра-пыра çапăнсанах, вĕсем
шалтах хыта-хыта тăчĕç, — анчах кашни хутĕнчех вĕсен кĕтни ахалех пуччĕ. Кирка
тымар çумне е чул çумне пыра-пыра çапăннă иккен. Юлашкинчен Том çапла
каларĕ:
— Каллех çав вырăн пулмарĕ, Гек. Каллех пустуй ĕçлетпĕр, — терĕ.
— Мĕнле çав мар? Эпир йăнăшман пуль-çке. Эпир лăпах мĕлке ӳкнĕ тĕлтен
пуçласа ятăмăр вĕт.
— Пĕлетĕп, анчах айăпĕ унта мар-ха.
— Мĕнре тата?
— Акă мĕнре: эпир вăхăта хамăр чухлакаласа çеç шутларăмăр. Тен, ун чухне
ытла та ир е ытла та çĕрле пулнă пулĕ.
Гек киркăна пăрахрĕ.
— Тĕрĕс... Çавăн пирки пулчĕ те. Эппин, çак ĕçе пăрахмаллах пулать. Тĕрĕс
вăхăта эпир пурпĕрех нихçан та пĕлес çук вĕт. Кунсăр пуçне тата, йĕри-тавра
хĕрарăм-тухатмăшсемпе шуйттансем йăшăлтатса çӳренĕ чухне, кунта питех те
хăрушă ĕнтĕ. Мана пĕрмаях хам хыçра темскерсем тăнă пек туйăнать, эпĕ каялла
çаврăнса пăхма та хăратăп, мĕншĕн тесен, тен, урăххисем малта тăраççĕ пулĕ, эпĕ
каялла çаврăнса пăхассине кĕтсе çеç тăраççĕ пулĕ вĕсем. Манăн пĕрмаях çанçурăм
сăрăлтатса тăрать.

— Мана та хăрамалларах пек туйăнать, Гек. Йывăç айне укçа алтса чикнĕ
чухне, укçасене астуса тăтăр тесе, çав шăтăках çын вилли хураççĕ.
— Эй, турă, çырлах!
— Ия, ия, хураççĕ, — эпĕ ун çинчен çынсенчен нумай илтнĕ.
— Çук, Том, пĕлетĕнни, манăн вилĕсемпе аппаланас килмест. Вĕсемпе яланах
инкек куратăн ĕнтĕ.
— Манăн та вĕсене вăратас килмест, Гек. Сасартăк, тен, çакăнта выртаканни
хăйĕн пуç чашкине кăларĕ те мĕн те пулин калĕ.
— Ан калаç, Том. Хăрамалла!
— Хăрамасăр, Гек, — эпĕ хам та хам мар пек.
— Итле-ха, Том, каяр. Урăх çĕрте телей шыраса пăхар.
— Чăнах та каяр. Вăл луччĕ пулĕ, тен.
— Ăçта кайăпăр-ха эпир?
Том пăртак шухăшласа пăхрĕ те çапла каларĕ:
— Ав çавăнта... Хайхи çурта... çавăнта, усалсем тухнă çĕре.
— Пăчлантăр вăл. Усал тухнисене юратмастăп эпĕ. Вилесенчен те усалтарах
вĕсем. Вилĕ, тен, хăшпĕр чухне калаçма та тытăнать пулĕ. Анчах вăл саван * тăхăнса
санăн тавра çапкаланса çӳремест, сана тӳрех питренех пырса пăхмасть, çав усалсем
пек шăлĕсене те шатăртаттармасть. Эпĕ, çавăн пек япала курсан, тӳсме те пултарас
çук. Том, ăна, чăнах та ĕнтĕ, никам та тӳсме пултарас çук.
* Саван — вилнĕ çынсене пытарнă чух тăхăнтартакан вăрăм тумтир.

— Ия, анчах усал-тĕселсем çĕрле çеç тухса сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ вĕт, кăнтăрла
вĕсем пире чавма та кансĕрлес çук.
— Вăл апли апла та-ха, анчах эсĕ çынсем çавăн пек çуртсене çĕрле çеç мар,
кăнтăрла та кĕме юратманнине аванах пĕлетĕн вĕт-ха?
— Çакă вăл пуринчен ытларах акă мĕнтен килет: çынсем кама та пулин пуснă
е вĕлĕрнĕ çĕре ахаль те кĕрсе çӳресшĕн мар. Анчах çав çурт çумĕнче çĕрле те нимĕн
те курăнмасть вĕт, — кăвак вут çути çеç хăшпĕр чухне чӳречерен йăлт-йăлт
курăнкаласа каять — анчах усал тухнисем çук унта.
— Том, эсĕ, ăçта та пулин кăвак вут çути йăлт-йăлт туса тăнине курсан, ĕнтĕ
усал тухасси те инçех мар тесе тавлашма пултаратăн. Вăл ĕнтĕ ахалех те паллă, ху
шутласа пăх-ха: усалсемсĕр пуçне никам та кăвак çутă çутакан çук.
— Вăл апли апла та-ха, çапах та вĕсем кăнтăрла утса çӳремеççĕ вĕт. Мĕнтен
хăрамалли пур вара пирĕн вĕсенчен?
— Юрать, санăн каяс килет пулсан, унта та чавса пăхар, çапах та питĕ шиклĕ
япала.
Арçын ачасем ту çинчен утса анчĕç. Аялта, айлăм варринче, тухатса хунă çурт
пĕччен çеç курăнса ларать, ăна уйăх çути çап-çутă çутатса тăрать. Çав çурт
таврашĕнчи карта тахçанах ишĕлсе пĕтнĕ, пӳртӳм картлашкисем çине те
çумкурăксем ӳссе ларнă, мăрйи ишĕлсе аннă; чӳречисенче кантăксем пулман,
тăррин кĕтесси те шалалла анса каннă. Ачасем çав хупă çурта нумайччен аякран
пăхса тăчĕç, чӳречинче кĕçех кăвак вут çути курăнса кайĕ тесе хăйсем хушшинче
шăппăн калаçрĕç, — çавăн пек тухатса лартнă вырăнсенче çапла калаçма тивет те
ĕнтĕ. Унтан вĕсем сылтăмалла пăрăнчĕç, çав хăрушă çурт çумĕнчен иртсе каяс мар
тесе, пысăк кукăр туса, вĕсем киле вăрман витĕр, Кардиф тăвĕн леш енĕпе çаврăнса
кайрĕç.

Çирĕм улттăмĕш сыпăк
КАЛЛЕХ ДЖО ИНДЕЕЦ
Тепĕр кунне, кăнтăрла тĕлĕнче, ачасем каллех хăрăк йывăç патне пычĕç: вĕсем
хăйсен хатĕрĕсене илсе каяс, терĕç. Том усал тухакан çурта кĕрсе курасшăн çунчĕ.
Гек та унталла туртăнчĕ, анчах тĕрĕссипе каласан, ытла хытах туртăнмарĕ.
— Итле-ха, Том, — тесе пуçласа ячĕ вăл, — эсĕ пĕлетĕн-и, паян мĕнле кун?
Том хăйĕн пуçĕнче эрнери кунсене шутласа тухрĕ те тĕлĕнсе кайса юлташĕ
çине пăхрĕ.
— Ой-ой-ой! Эпĕ ун çинчен шухăшламан та, Гек.
— Эпĕ те ун çинчен шухăшламанччĕ, халĕ мана темĕнпе çапса илнĕ пекех
пулчĕ: ара, паян пирĕн эрнекун-çке, тетĕп.
— Ах, çĕр çăтасшĕ! Вăт мĕнле асăрханса çӳремелле, Гек. Эпир, çавăн пек ĕçе
эрнекун тапратса янă пулсан, шутсăр усал инкек курма пултараттăмăр.
— Пултараттăмăр! Кала луччĕ кураттăмăрах тесе. Пур пулĕ, тен, телейлĕ
кунсем те, анчах, паллах ĕнтĕ, эрнекун мар.
— Ăна пур ухмах та пĕлсе тăрать. Эсĕ пирвай пĕлсе каламан ăна, Гек.
— Эпĕ пирвай тесе калатăп-и вара? Калассине те эрнекуншăн çеç каламастăп.
Кĕçĕр çĕрле эпĕ лайăх мар тĕлек тĕллентĕм... йĕкехӳресене куртăм.
— Ия, йĕкехӳресем. Чăнах та, вĕсем инкек пуласса тĕлленеççĕ. Вĕсем пĕрпĕринпе çапăçса хăтланчĕç-и?
— Çук.
— Апла мар пулсан, вăл аван-ха, Гек. Йĕкехӳресем çапăсса хăтланмаççĕ
пулсан, вăл акă мĕне пĕлтерет: инкек е пулать, е пулмасть. Хăлхана çеç çивĕч
тытмалла, тен, инкек курмастăн та. Пăрахар-ха ку ĕçе: паян вăхăт çитмен-ха унпала
хăтланмашкăн, выляр луччĕ. Эсĕ, Гек, Робин Гуда пĕлетĕн-и?
— Çук. Кам вăл Робин Гуд?
— Англире пурăннă чи аслă çынсенчен пĕри пулать вăл... чи, чи лайăххи.
Вăрă-хурах.
— Ав мĕнле, манăн ун пек пуласчĕ! Кама çаратнă вара вăл?
— Пупсемпе судри чиновниксене тата пуян çынсене те, патшасене те. Чухăн
çынсене нихçан та хур туман вăл. Чухăнсене вăл юратнă, хăй мĕн тупнине яланах
вĕсемпе пĕрле тĕрĕс валеçнĕ.
— Вăт вăл ĕнтĕ лайăх çын пулнă пулмалла.
— Лайăх çын пулмасан! Ун пек питĕ ырă чунлă çын тĕнчере урăх нихçан та
пулман. Халĕ ун пек çынсем пĕрре те çук — чăн калатăп сана; унăн аллине çурăмĕ
хыçнелле çыхса лартсассăн, вăл тепĕр аллипе кирек кама та... Англире пурăнакан
кирек хăш çынна та тытса хĕртет. Вăл, хăйĕн тисс çĕмренĕнчен тĕллесе ухă ярсан,
вунă центлăх укçана та миля çурăран тивертнĕ.
— Тисс çĕмренĕ * мĕн вăл?
— Ăна эпĕ пĕлместĕп. Темĕнле ăраснарах йышши пулмалла... Робин Гуд
укçа варри тĕлĕнчен мар, хĕрринчен пырса тивертсен лара-лара макăрнă. Паллах
ĕнтĕ, ятлаçнă та. Çапла, эппин, эпир Робин Гудла вылятпăр. Вăл питĕ аван вăйă. Эпĕ
сана вĕрентетĕп.
— Юрать.
Вĕсем каçченех Робин Гудла вылярĕç, вăхăчĕ-вăхăчĕпе усал тухакан çурт
çинелле хытă пăха-пăха илчĕç, хăйсене ыран мĕн кĕтни çинчен сăмахларĕç. Хĕвел

анма пуçласан, вĕсем йывăçсен вăрăм мĕлкисем урлă каçа-каçа килелле утрĕç,
Кардиф тăвĕ çинчи çăра вăрмана кĕрсе часах курăнми пулчĕç.
Шăматкун, кăнтăрла иртсен, ачасем каллех хăрăк йывăç патне пычĕç. Малтан
Вы прочитали 1 текст из Чувашский литературы.
Следующий - Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 12
  • Части
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 01
    Общее количество слов 4082
    Общее количество уникальных слов составляет 1885
    44.2 слов входит в 2000 наиболее распространенных слов
    62.6 слов входит в 5000 наиболее распространенных слов
    68.8 слов входит в 8000 наиболее распространенных слов
    Каждый столб представляет процент слов на 1000 наиболее распространенных слов
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 02
    Общее количество слов 4116
    Общее количество уникальных слов составляет 1907
    48.5 слов входит в 2000 наиболее распространенных слов
    66.2 слов входит в 5000 наиболее распространенных слов
    70.9 слов входит в 8000 наиболее распространенных слов
    Каждый столб представляет процент слов на 1000 наиболее распространенных слов
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 03
    Общее количество слов 4171
    Общее количество уникальных слов составляет 1872
    46.1 слов входит в 2000 наиболее распространенных слов
    64.8 слов входит в 5000 наиболее распространенных слов
    70.6 слов входит в 8000 наиболее распространенных слов
    Каждый столб представляет процент слов на 1000 наиболее распространенных слов
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 04
    Общее количество слов 4157
    Общее количество уникальных слов составляет 1781
    48.8 слов входит в 2000 наиболее распространенных слов
    68.3 слов входит в 5000 наиболее распространенных слов
    72.9 слов входит в 8000 наиболее распространенных слов
    Каждый столб представляет процент слов на 1000 наиболее распространенных слов
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 05
    Общее количество слов 4102
    Общее количество уникальных слов составляет 1817
    46.9 слов входит в 2000 наиболее распространенных слов
    66.8 слов входит в 5000 наиболее распространенных слов
    71.8 слов входит в 8000 наиболее распространенных слов
    Каждый столб представляет процент слов на 1000 наиболее распространенных слов
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 06
    Общее количество слов 4169
    Общее количество уникальных слов составляет 1850
    47.9 слов входит в 2000 наиболее распространенных слов
    67.9 слов входит в 5000 наиболее распространенных слов
    74.2 слов входит в 8000 наиболее распространенных слов
    Каждый столб представляет процент слов на 1000 наиболее распространенных слов
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 07
    Общее количество слов 4121
    Общее количество уникальных слов составляет 1860
    48.8 слов входит в 2000 наиболее распространенных слов
    67.5 слов входит в 5000 наиболее распространенных слов
    72.7 слов входит в 8000 наиболее распространенных слов
    Каждый столб представляет процент слов на 1000 наиболее распространенных слов
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 08
    Общее количество слов 4065
    Общее количество уникальных слов составляет 1843
    45.9 слов входит в 2000 наиболее распространенных слов
    65.6 слов входит в 5000 наиболее распространенных слов
    72.1 слов входит в 8000 наиболее распространенных слов
    Каждый столб представляет процент слов на 1000 наиболее распространенных слов
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 09
    Общее количество слов 4156
    Общее количество уникальных слов составляет 1700
    48.3 слов входит в 2000 наиболее распространенных слов
    66.1 слов входит в 5000 наиболее распространенных слов
    72.6 слов входит в 8000 наиболее распространенных слов
    Каждый столб представляет процент слов на 1000 наиболее распространенных слов
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 10
    Общее количество слов 4115
    Общее количество уникальных слов составляет 1839
    45.3 слов входит в 2000 наиболее распространенных слов
    63.6 слов входит в 5000 наиболее распространенных слов
    69.8 слов входит в 8000 наиболее распространенных слов
    Каждый столб представляет процент слов на 1000 наиболее распространенных слов
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 11
    Общее количество слов 4104
    Общее количество уникальных слов составляет 1749
    47.1 слов входит в 2000 наиболее распространенных слов
    65.7 слов входит в 5000 наиболее распространенных слов
    72.1 слов входит в 8000 наиболее распространенных слов
    Каждый столб представляет процент слов на 1000 наиболее распространенных слов
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 12
    Общее количество слов 4128
    Общее количество уникальных слов составляет 1744
    48.8 слов входит в 2000 наиболее распространенных слов
    67.7 слов входит в 5000 наиболее распространенных слов
    72.9 слов входит в 8000 наиболее распространенных слов
    Каждый столб представляет процент слов на 1000 наиболее распространенных слов
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 13
    Общее количество слов 4149
    Общее количество уникальных слов составляет 1782
    48.9 слов входит в 2000 наиболее распространенных слов
    68.5 слов входит в 5000 наиболее распространенных слов
    74.6 слов входит в 8000 наиболее распространенных слов
    Каждый столб представляет процент слов на 1000 наиболее распространенных слов
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 14
    Общее количество слов 4146
    Общее количество уникальных слов составляет 1690
    49.4 слов входит в 2000 наиболее распространенных слов
    69.7 слов входит в 5000 наиболее распространенных слов
    75.3 слов входит в 8000 наиболее распространенных слов
    Каждый столб представляет процент слов на 1000 наиболее распространенных слов
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 15
    Общее количество слов 4207
    Общее количество уникальных слов составляет 1808
    48.0 слов входит в 2000 наиболее распространенных слов
    68.4 слов входит в 5000 наиболее распространенных слов
    74.4 слов входит в 8000 наиболее распространенных слов
    Каждый столб представляет процент слов на 1000 наиболее распространенных слов
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 16
    Общее количество слов 2412
    Общее количество уникальных слов составляет 1198
    51.6 слов входит в 2000 наиболее распространенных слов
    67.9 слов входит в 5000 наиболее распространенных слов
    71.8 слов входит в 8000 наиболее распространенных слов
    Каждый столб представляет процент слов на 1000 наиболее распространенных слов