Latin

Хĕл сивви

Total number of words is 418
Total number of unique words is 314
40.0 of words are in the 2000 most common words
56.4 of words are in the 5000 most common words
65.6 of words are in the 8000 most common words
Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
Хĕл сивви
Хĕл Мучи, ытла хытă ан шăнт-ха,
Ан шăнтсам мана, ман урхамаха.
Ан шăнтсам мана, ман урхамаха,
Урхамахĕ ман çил çунатлăскер.

Урхамахĕ ман çил çунатлăскер,
Арăм çеç ытла кĕвĕç чунлă-çке.
Арăм çеç ытла кĕвĕç чунлă-çке,
Çĕр çырли пекех чипер сăнлă-çке.

Çĕр çырли пекех чипер сăнлă-çке,
Мăшăрне кĕтет — чăтăм çуккă-çке.
Эп çитеп киле тĕттĕм сăн çапсан,
Пуçăма таяп арăма курсан.

Пуçăма таяп арăма курсан,
Ытама илеп лаша тăварсан.
Хĕл Мучи, ытлах хытă ан шăнт-ха,
Ан шăнтсам мана, ман урхамаха.

Сăмах

Каç енне чуста эп хурăп,
Витĕп ăшă тирпеле,
Йӳçтĕр эп юрланă юрă
Кăпăш чустапа пĕрле.

Çепĕç туйăмлă сăмахăм
Техĕм кӳтĕр çăкăра,
Малалла чĕнен юмахăн
Вăй пиллетĕр паттăра.

Чĕресе çĕн сĕт эп ярăп,
Хулăн тытăнтăр хăйми, —
Сăвă калăп ярăм-ярăм
Сар çуран уйăрайми.

Тусăм, шур кĕпе эп çăвăп,
Ан кала хура сăмах,
Сив сăмах яртарĕ сăлăп
Алăка хупсассăнах.

Çур хĕвелĕ пек йăл култăр,
Тусăм, санăн сăмаху,
Хĕл çитсен кăвар пек пултăр,
Ма тесен — кăвар эс ху.

Вучаху çĕн юрă юрлĕ
Вуттине хурсассăнах.
Пултăр чĕрĕ, пултăр вирлĕ
Чĕрери таса сăмах.

Ут яни

Кашнин пулать-тĕр ут яни,
Çил кăларса çунатланни:
Лашу — чĕрӳ,
Йĕнер — шăпу,
Ытти — çынсем мĕн шутлани.

Хуçи мĕнле ятуллăрах —
Çапла ятуллă урхамах...
Мана — пĕрремĕш вырăн мар,
Йышпа пулнийĕ аванрах.

Айта, çӳренĕм, ыткăнар,
Ăмăртура эс вут кăлар!
Чим, эс çаплах тăран иккен?
Ах, тăллуна епле салтар?

Калинкке тĕттĕмлĕхре сас пачĕ...

Калинкке тĕттĕмлĕхре сас пачĕ,
Сĕмлĕх тинкерет чӳречерен.
Иксĕлет ĕшеннĕ чун тахачĕ
Сирĕле пĕлми пĕчченлĕхре.

Шикленмесĕр урама тухатăп,
Сĕмлĕхе пăхатăп куçĕнчен.
Çын пулсан — алăкăма уçатăп:
Кĕтĕр, кантăр йăшнă хыçĕнчен.

Кӳршĕсен чӳречисем хаваслă,
Кăмăлтан чыслаççĕ хăнине.
Эпĕ çеç пĕччен сывлатăп ассăн
Кĕрхи каç сăмах хушман енне.

Çу ăшши кĕлетсене сум парĕ,
Юлĕ капанра, улмурире.
Маншăн кĕр — тĕнчен хура хыпарĕ —
Явăнать пăлхавлă ăш-чикре.

Кӳршĕсем сиксех уяв тăваççĕ,
Пурнăçа пехетлĕн мухтаса.
Манăн ырă туйăмсен хаçачĕ
Кайрĕ кĕр çулăмĕпе çунса.

Пирĕн ялта

Таса çăлкуç тăрать тапса
Ялан пĕр пек хастар,
Çăлкуçăн тăр шывне ăсать
Чăвашпала тутар.

Тăнлатăн эс: агай, пичче,
Иптешпеле юлташ...
Ыр туйăма чун тĕпĕнче
Усрать тутар, чăваш.

Пуян уй-хир, кашла каш-каш,
Хум хыççăн хум юхтар.
Халь председательте — чăваш,
Агрономра — тутар.

Тăраççĕ вăйă картине
Ваçлейпеле Зитар,
Калаççĕ тунсăх кĕввине
Чăвашпала тутар.

Мидхат агай пухать хăна,
Сумра ларать чăваш.
Уяв юрри янрать кăна, —
Кашнийĕн чунĕ яш.

... Пĕрле тăраççĕ ĕç умне
Арăсланса, патвар,
Хываççĕ коммунизм çулне
Чăвашпала тутар.





Пилĕк чĕре





Пилĕк салтак ман умра,
Пилĕк чĕре çывăрать.
Пилĕк мухтавлă кунçул...
Пуç айĕнче — шурă чул.

Пирĕн ялсем пĕр каччи,
Кăркăс тет тепĕр ачи,
Иккĕш — Кавказ çĕрĕнчен,
Пиллĕкмĕш — Çĕпĕр енчен.

Пиллĕкĕн татнă сăмах
Чун тухиччен çапăçма.
Пилĕк юлташ парăнман,
Парăннă, чакнă тăшман.

Пилĕк салтак ман умра,
Пилĕк чĕре çывăрать.
You have read 1 text from Chuvash literature.