Latin

Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 01

Süzlärneñ gomumi sanı 4082
Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1885
44.2 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
62.6 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
68.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
ads place

Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени




Марк Твен





Чăвашла
Ишетер Феодосийĕ
куçарнă

ТУПМАЛЛИ

Пĕрремĕш сыпăк
Иккĕмĕш сыпăк
Виççĕмĕш сыпăк
Тăваттăмĕш сыпăк
Пиллĕкмĕш сыпăк
Улттăмĕш сыпăк
Çиччĕмĕш сыпăк
Саккăрмĕш сыпак
Тăххăрмĕш сыпăк
Вуннăмĕш сыпăк
Вунпĕрмĕш сыпăк
Вуниккĕмĕш сыпăк
Вунвиççĕмĕш сыпăк
Вунтăваттăмĕш сыпăк
Вунпиллĕкмĕш сыпăк
Вунулттăмĕш сыпăк
Вунçиччĕмĕш сыпăк
Вунсаккăрмĕш сыпăк

Вунтăххăрмĕш сыпăк
Çирĕммĕш сыпăк
Çирĕм пĕрремĕш сыпăк
Çирĕм иккĕмĕш сыпăк
Çирĕм виççĕмĕш сывпăк
Çирĕм тăваттăмĕш сыпăк
Çирĕм пиллĕкмĕш сыпăк
Çирĕм улттăмĕш сыпăк
Çирĕм çиччĕмĕш сыпăк
Çирĕм саккăрмĕш сыпăк
Çирĕм тăххăрмĕш сыпăк
Вăтăрмĕш сыпăк
Вăтăр пĕрремĕш сыпăк
Вăтăр иккĕмĕш сыпăк
Вăтăр виççĕмĕш сыпăк
Вăтăр тăваттăмĕш сыпăк
Вăтăр пиллĕкмĕш сыпăк
Юлашкинчен калани

Пĕрремĕш сыпăк
ТОМ ВЫЛЯТЬ, ÇАПĂÇАТЬ, ТАРАТЬ

— Том!
Хирĕç чĕнекен пулмарĕ.
— Том!
Каллех хирĕç чĕнекен пулмарĕ.
— Тĕлĕнмелле. Ăçта кайса кĕме пултарчĕ-ха çав
ача?.. Том!
Çаплах хирĕç чĕнекен пулмарĕ.
Полли мăнаккăшĕ куçлăхне сăмси çинелле антарса лартрĕ, куçлăх çийĕпе
пӳлĕмелле йĕри-тавра пăхса илчĕ; унтан куçлăхне çамки çинелле хăпартса куçлăх
айĕпе пăхрĕ... Ача пек пĕчĕк йапала шыраса тупмалла чух вăл нихăçан та куçлăх
витĕр пăхмасть, мĕншĕн тесен çак куçлăхĕ унăн параднăй куçлăх — чĕри
мухтанмалли йапала. Ăна вăл кирлĕшĕн мар, илемшĕн çеç тăхăннă; ун витĕр пăхни
икĕ хут питлĕх витĕр пăхнипе пĕрех. Малтан вăл нимĕн тума аптăрарĕ, унтан
пӳлĕмри сĕтел-пукан илтмеллех хыттăн çапла каларĕ:
— Лек-ха ман алла, эпĕ сана...
Вăл сăмахне каласа пĕтермесĕрех пĕкĕрĕлчĕ те кравать айне щеткăпа
пăлхатма тапратрĕ. Анчах, кушаксăр пуçне, нимĕн те, тупса кăлараймарĕ.
— Мĕнле ача пулчĕ ку! Ĕмĕрне те ун пеккине курман!
Вăл яр-уçă алăк патне утса пычĕ, алăк сули çине тăрса, хăй пахчинчи ухмах
курăк пусса илнĕ помидор йăранĕсем çинелле пăхрĕ. Том унта та курăнмарĕ. Вара
май çитнĕ таран инçерех илтĕнтĕр тесе, сассине хулăнлатрĕ:
— То-о-о-м, ăçта эс?! — тесе кăшкăрчĕ.
Хыçалта хуллен кăштăртатни илтĕнчĕ. Карчăк каялла çаврăнса пăхрĕ те
аяккалла шăвăнма тăнă ачана çавăнтах пиншак аркинчен ярса илчĕ.
— Э-э, паллă ĕнтĕ. Чăлана пырса пăхмаллаччĕ-çке манăн. Мĕн турăн-ха эсĕ
унта?
— Нимĕн те туман.
— Нимĕн те?! Аллуна пăх-ха. Тутуна та. Мĕнпе вараласа пĕтертĕн-ха?
— Пĕлместĕп, мăнакка!
— Эпĕ пĕлетĕп! Варени вăл, акă мĕн! Çав варение тивсен, пĕçертетĕп тесе сана
çĕр хут та каланă. Пар-ха кунта çав хулла, тирне сĕветĕп санне!
Çинçе хулă чăш! тесе шăхăрни илтĕнчĕ сывлăшра. Хăрушлăхран тарса
хăтăлма май çук темелле.
— Эй, мăнакка, мĕн унта, сирĕн çурăмăр хыçĕнче!
Мăнаккăшĕ каялла çаврăнчĕ те, инкекрен хăтăлас тенĕ пек, юбки аркине
пуçтарса тытрĕ. Çав самантра ача, çӳлле хӳме çине упăхса кайса, вĕлт çеç куçран
çухалчĕ.
Мăнаккăшĕ малтанах тĕленсе хытса тăчĕ, унтан кăмăллăн кулса ячĕ.
— Ах, мур ачи! Ну ача! Нивушлĕ мана нихçан та ăс кĕрсе çитмест? Сахал
лартнă-и вăл мана? Ватă ухмахран ухмаххи никам та çук-мĕн. Ахаль калаçмаççĕ çав:
«Ватă йытта çĕнĕ йăлана хăнăхтарас çук», — тесе. Çитменнине тата, ачи те кашни
кун мĕн те пулин çĕнни шутласа кăларать: ăçтан чухласа илĕн-ха? Вăл мана мĕн
таран асаплантарма юранине пĕлет тейĕн, эпĕ çилленсе кайсан, çавăнтах аяккалла
вĕçтерет е пĕр-пĕр пустуй япала çинчен каласа мана култарса ярать, вара çиллĕм
иртсе каять те ăна хулăпа лайăхрах вĕрентмешкĕн аллăм çĕкленеймест. Эпĕ хамăн

мĕн тумаллине тумастăп, мана уншăн турă каçартăр. «Кам хулă тытмасть, çав ачана
пăсать», — тенĕ турă çырнинче. Эпĕ, çылăхлăскер, ăна ачаш усратăп, çавăншăн пире
иксĕмĕре те лекет-ха. Пĕлетĕп, унăн пуçĕнче туллиех тĕрлĕрен ухмахла шухăшсем.
Анчах манăн мĕн тăвас-ха? Апăрша ачи, вăл ман вилне йăмăкăн ывăлĕ вĕт-ха, ăна
хулăпа çаптарса илмешкĕн ниепле те хал çитмест манăн. Патак лекесрен хăтăлма
май килсен, эпĕ ӳкĕнсе асапланатăп, лектерсессĕн вара — ăна хĕрхеннипе ватă
чĕрем çурăлса каяслах ыратать. Тĕрĕс, тĕрĕс каланă турă çырнинче: «Этем ĕмĕрĕ
кĕске те пит хурлăхлă», — тенĕ. Юрĕ-çке! Паян вăл уроксенчен тарчĕ, класа та
каймарĕ: кăнтăрларанпа мĕн каç пуличченех кахалланса çӳрĕ ĕнтĕ, ыран вара манăн
ăна лектересех пулать — йывăр ĕç тума кĕртсе лартас-ха. Пур ачасемшĕн те праçник
пулакан вырсарникун ăна ĕçлеттерни лайăх мар пулин те, урăхла май çук: ĕçе вăл
тĕнчере темĕнрен те ытларах кураймасть, манăн хамăн тивĕçе хăçан та пулин
пурнăçа кĕртес пулать, унсăрăн эпĕ пăсса пăрахатăп ачана.
Том, чăнах та, кунĕпех уссăр çапкаланса çӳрерĕ, вăхăтне вăл ытлашшипех те
савăнăçлă ирттерчĕ. Киле час таврăнмарĕ, каçхи апата лариччен Джим ятлă негр
ачине ыран валли вутă татса пама çеç, тĕрĕссипе каласан, хăй мĕн хăтланса çӳрени
çинчен каласа пама çеç ĕлкĕрче вăл. Томăн шăллĕ Сид (тăван шăллех мар, аçаçурин
ывăлĕ) хăйне хушнă ĕçе туса та çитернĕччĕ ĕнтĕ (ăна турпаспа çункав пуçтарма
хушнă-мĕн), мĕншĕн тесен вăл итлекен, йăваш лча, нихăçан та ашкăнмасть, аслисене
кӳрентермест.
Савăтран сахăр катăкĕсем йăкăрта-йăкăрта каçхи апатне çинĕ хушăра Полли
мăнаккăшĕ ăна тĕрлĕрен, питех те чее ыйтусем пачĕ, хăй лартакан «серепесене» Том
пырса лекĕ те каламалла маррине те астумасăр персе ярĕ тесе ĕмĕтленчĕ вăл. Ытти
юмарт çынсем пекех, Томăн мăнаккăшĕн те кăшт хăйĕнпе хăй мухтанас йăли пулнă:
çын вăрттăнлăхне вăлтса пĕлес ăсталăх пур тесе шутланă вăл.
— Том, — терĕ хайхи мăнаккăшĕ, — паян шкулта чылай ăшă пулчĕ пулĕ?
— Çапла, мăнакка.
— Шутсăр ăшă, чăнах вĕт?
— Çапла, мăнакка.
— Санăн вара шыва кайса кĕрес килмерĕ-и?
Тома ку сăмахсенче темĕскер ырă марри пур пек туйăнчĕ, вăл кăшт
шикленме те тытăнчĕ. Вăл мăнаккăшне питрен тӳрех пăхрĕ, анчах мăнаккăшĕн питкуçĕ пĕртте улшăнман. Том вара çапла каларĕ:
— Çук, мăнакка, питех кĕрес килмерĕ.
Карчăк Томăн кĕпине аллипе хыпашласа пăхрĕ.
— Пурпĕр эсĕ пит тарламан пулас, — терĕ вăл.
Вара хăйне хăй каллех мухтаса илчĕ: «Том кĕпи типпине эпĕ питĕ чеен
пĕлтĕм-çке. Манăн пуçри шухăша никам та сисеймере», — терĕ. Анчах Томĕ çил
ăçталла вернине чухласа та илме ĕлкĕрчĕ çав, хăйне татах ыйтусем париччен çапла
каласа та хучĕ:
— Уçăлас тесе, эпĕр пуçсене насус айне тытрăмăр. Манăн çӳç халĕ те йĕпе-ха.
Акă, курăр, — терĕ.
Мăнаккăшĕн вара хăйне хăй ӳпкелемелле пулса тухрĕ: «Том айăпне çав тери
лайăх кăтартакан япалана епле астăваймарĕ-ха вăл?» Юрать, унăн пуçне çĕнĕ шухăш
пырса кĕчĕ.
— Том, пуçна насус айне тытас тесе, эсĕ кĕпе çухине эпĕ çĕлесе лартнă тĕлтен
сӳтсе ямарăн пулĕ-çке? Тӳмӳне вĕçертсе кăтарт-ха!
Томăн хăрасси-тăвасси пĕтрĕ. Вăл пиншакне уçса кăтартрĕ. Кĕпе çухи малтан
епле çĕлесе лартнă, çавăн пекех.

— Ну, юрĕ, юрĕ. Кай! Эсĕ шкула та кайман, шыва та кĕнĕ пулĕ тесе
шухăшланăччĕ эпĕ. Юрать, эпĕ çилленместĕп: эсĕ улталама хăтланатăн пулин те,
чылай чухне лайăх та пулатăн иккен.
Карчăк, хăй чеелĕхĕнчен нимĕн пайтине курмарĕ пулин те, малашне Том
хăйне итлекен пулĕ тесе хĕпĕртерĕ.
Çав вăхăтра вĕсен калаçăвне Сид хутшăнчĕ.
— эсĕр унăн кĕпи çухине шурă çиппе çĕлене пек астăватăп эпĕ, кунта, пăхăрха, çиппи хура, — терĕ.
— Чăнах, эпĕ шурă çиппе çĕленĕччĕ!.. Том!..
Анчах Том ку калаçу малалла тăсăласса кĕтсе тăмарĕ: «Ну, пĕрре лектеретĕп
сана, Сидди!» — тесе кăшкăрса пӳлĕмрен тухса тарчĕ.
Шанчăклă çĕре пытанса ларсан, вăл хăйĕн пиншакĕ çухи çумне тирсе лартнă
икĕ пысăк йĕпе астуса пăхрĕ. Пĕр йĕпне хура çип тирнĕ, тепĕрне — шурă çип.
— Сид каламан пулсан, вăл астăвас та çукчĕ. Мăнакка та аван-çке: пĕрре унăн
хура çип пулать, тепре — шурă. Çĕлесчĕ яланах, пĕр тĕслипе, ахаллĕн ирĕксĕрех
унта аташса кайăн... Сидне çавах лектеретĕп-ха, — лектермесен, çăва патнех
каймалла пултăр.
Том пĕтĕм хула мухтанмалăхах примерлă ача пулман. Уншăн вăл кам
примерлине питĕ аван пĕлнĕ. Пĕлне те çав ачана курайман.
Тепĕр икĕ минутранах е маларах та вăл пĕтĕм хуйхи-суйхине манса та кайрĕ.
Унăн хуйхи-суйхи мăн çын хуйхи-суйхинчен çăмăлрах пулнăран тата хăйĕн пуçне
çак минутра тепĕр çĕнĕ пысăк шухăш пырса кĕнĕрен манчĕ вăл ăна. Çитĕннисем те
çавăн пекех, хăйсене пĕр-пĕр çĕнĕ шухăш илĕртме пуçласан, унчченхи хуйха
манаççĕ. Тома çак вăхăтра пĕр ытармалла мар çĕнĕ япала илĕртсе ячĕ: хăй паллакан
пĕр негртан вăл шăхăрма вĕренчĕ. Том тахçанах ĕнтĕ çав ĕçе ирĕкре лайăхрах
вĕренесшĕнччĕ. Негрĕ кайăкла шăхăрать. Сассине вăл, кайăк пекех, тĕлĕнмелле
лайăх янраттарать, ун пек тумашкăн чĕлхене час-час çăвар маччи çумне тĕрте-тĕрте
илмелле. Çакна епле тунине, вулаканăм, ху хăçан та пулин арçын ача пулнă пулсан,
астăватăн пулĕ. Çине тăрсах тăрăшса хăтланнипе Том çак киленĕçлĕ ĕçĕн мелнемайне хăвăрт вĕренсе çитрĕ. Ача урам тăрăх савăнăçлăн утса пырать, шăхăра-шăхăра
кĕвĕ кăларать. Вăл, пĕлĕт çинче çĕнĕ планета шыраса тупнă астроном пекех, питĕ
хĕпĕртенĕ, анчах унăн савăнăçĕ тата уççăнрах палăрнă.
Çуллахи каçсем вăрăм. Тĕттĕм пулайман-ха. Сасартăк Том шăхăрма пăрахрĕ.
Ун умĕнче пĕр палламан ача тăра парать, вăл хăйĕнчен кăшт çеç пысăкрах. Кирек
мĕнле çĕнĕ çынна курсан та, Санкт-Петербургра *, пĕчĕк те чухăн хулара, унпа пурте
интересленнĕ. Ку арçын ачи вара питĕ аван тумланнăскер пулнă, праçник-мĕн мар
— ун çийĕнче çав тери капăр тум. Тĕлĕнсе кайăн çав. Пуçĕнче питĕ селĕм шлепке.
Кăвак пуставран çĕленĕ вĕр-çĕнĕ пиншакне тăп-тăп тӳмелесе лартнă, брюкийе те
пиншакĕпе пĕр тĕслех. Эрнекун çеç пулин те, уринче унăн пушмак. Мăйне
йăлтăркка галстук çыхнă. Пĕтемĕшпе илсен, вăл питĕ шукăль курăнать, çак Тома
тӳсмелле мар тарăхтарса ячĕ. Ун çине пăхнăçемĕн хăйĕн тумĕ тата начартарах пек
туйăнчĕ Тома. Вăл вара, çав шукăль тумтире курайманнине палăртса, хăйĕн сăмсине
тата хытăрах каçăртрĕ. Ачасем иккĕшĕ те пĕр сăмах та чĕнмерĕç. Пĕри ура ярса
пуссанах, тепри те пĕр утăм пусрĕ, — анчах унăн аяккалла, ункă майлă çаврăнса
пусмалла пулчĕ. Куçа-куçăн пăхса вĕсем питĕ нумайччен тăчĕç. Юлашкинчен Том
çапла каларĕ:
— Эпĕ сана пĕçерккĕ пама пултаратăп, — терĕ.
— Парса пăх-ха, эппин.
— Пултаратăп та, хĕртетĕп те!

— Çук, эсĕ пултараймастăн!
— Çук, эпĕ пултаратăп!
— Çук, пултараймастăн!
— Çук, пултаратăп!
— Пултараймастăн!
— Пултаратăп!
— Пултараймастăн!
Ырă мара систерсе, вĕсем шăпах пулчĕç.
— Эсĕ мĕн ятлă? — тесе ыйтрĕ юлашкинчен Том.
— Сана мĕн ĕç?
— Акă кăтартăп эпĕ сана, ман мĕн ĕç пуррине.
— Кăтарт-ха. Мĕншĕн тата кăтартмастăн?
— Тата икĕ сăмах çеç кала, кăтартатăп та.
— Икĕ сăмах! Икĕ сăмах! Икĕ сăмах! Акă сана. Ну?
— Ак епле маттурскер! Хĕнес тесен, эпĕ сана хăрах алапа хĕнеме пултаратăп,
хăрах алла çурăм хыçне çыхса лартсан та.
— Ма хĕнеместĕн-ха, эппин? Хĕнеме пултаратăп, тетĕн вĕт.
* Американсем хăйсен пĕчĕк хулисене паллă тĕп хула ячĕсене пама юратаççĕ. Вĕсен
темиçе Париж, виç-тăватă Иерусалим, Константинополь пур т. ыт. те. Çак кĕнекере
каланă хулана вĕсем вырăссен çав вăхăтри тĕп хулин ятне панă.
— Хĕнетĕп те, ман çума çыпçанатăн пулсăн.
— Эй-эй-эй! Санашкаллисене курккаланă-çке эпир!
— Капăрланса лартнă та, тем пекех чаплă кайăк тесе шухăшлатăн пулĕ ĕнтĕ
хăвна ху! Ой, шлепки мĕнле!
— Ну-ка, çапса ӳкер-ха ăна манăн пуç çинчен! Вара сана мăйăр туянмалăх та
парăп...
— Суятăн!
— Эсĕ ху суятăн!
— Хăратать çеç, хăй хăравçă-ха!
— Юрĕ, каях аяккалла!
— Эй, итле-ха эсĕ: чарăнмастăн пулсан, санăн пуçна çапса вататăп!
— Ватмасăр! Ой! ой! ой!
— Тататăп та!
— Мĕн кĕтсе тăратăн-ха тата? Мĕн пермаях хăрататăн, тăвассине нимĕн те
тумастăн? Хăратăн курăнать?
— Шухăшламастăп та хăрамашкăн!
— Çук, хăратăн!
— Çук, хăрамастăп!
— Çук, хăратăн!..
Шăпланаççĕ. Пĕр-пĕрне куçсемпе çиеççĕ, пĕр вырăнта тăпăртатаççĕ, çĕнĕрен
ункă туса çаврăнаççĕ.
Юлашкинчен вĕсем хулпуççийĕсемпе пĕр-пĕрне перĕнсе тăраççĕ.
— Кай кунтан! — тет Том.
— Ху кай!
— Каяс теместĕп.
— Эпĕ те каяс теместĕп.

Çапла вĕсем пите-питĕн пăхса тăраççĕ, иккĕшĕ те хăрах урине малалла пуснă.
Пĕр-пĕрне кураймасăр, шăтарас пек пăхса, вĕсем мĕнпур вăйпа пĕрне-пĕри тĕртме
тытăнаççĕ. Анчах нихăшĕ те çĕнтереймест. Вĕсем нумайччен тĕртĕшеççĕ, пичĕсем те
кĕренленсе каяççĕ. Юлашкинчен ывăнаççĕ те тĕрткелешме пăрахаççĕ, анчах кашниех
малтанхи пекех сыхланса тăрать-ха. Том çапла калать:
— Эсĕ хăравçă, йытă çури эсĕ. Эпĕ хамăн пиччене каласа кăтартатăп. Вăл сана
кача пӳрнипех пĕçерккĕ пама пултарать. Эпĕ ăна калатăп, вăл сана хĕнет.
— Шутсăрах хăратăп эпĕ сан пиччӳнтен. Манăн хамăн та пичче пур,
санăннинчен те пысăкрах, вăл санăн пиччӳне ав çав хӳме урлă та тытса пеме
пултарать.
Пиччĕшĕсене иккĕшĕ те вĕсем пуçран шутласа кăларнă.
— Суятăн!
— Темĕн те калăн эсĕ!
Том урари пуç пӳрнипе тусан çинче йĕр турĕ те çаплă каларĕ:
— Çак йĕр урлă каç анчах, эпĕ сана питĕ хытă хĕнетĕп, вырăнтан та
тапранаймăн. Йĕр урлă каçма ан хăйнă пултăр.
Ют ача çавăнтах васкаса йĕр урлă каçрĕ те:
— Пăхар-ха, эппин, эсĕ мĕнле хĕртнине, — терĕ.
— Хăп манран! Калатăп сана, хăп луччĕ.
— Эсĕ ху каларăн вĕт — мана хĕнетĕп тесе. Ма хĕнеместĕн-ха?
— Мана икĕ цент парсан, сана тытса хĕнеместĕп-тĕк, çĕр çăттăр мана.
Ют ача кĕсйинчен икĕ пысăк пăхăр укçа кăларчĕ те, мăшкăлласа, Тома пама
тăчĕ.
Том ăна алăран çапрĕ те, укçи çĕре ӳкрĕ.
Çав самантрах ачасем, иккĕшĕ те кушаксем пек çыхланса ӳксе, пылчăк çинче
йăваланма тапратрĕç. Вĕсем пĕрне-пĕри çӳçрен, пиншакĕсенчен, йĕмĕсенчен
турткалаççĕ, чĕпĕтеççĕ, сăмсисенчен чаваççĕ. Юлашкинчен, çав пăтрав кăштах
йĕркене кĕрет, çапăçу тĕтĕм-сĕрĕмĕнче тăшманĕ çине хăпарса ларнă Том ăна
чышкăпа кӳпкелени курăнса каять.
— Каçару ыйт! — тет вăл.
Ют ача çăлăнма хăтланса тапкаланать. Чунĕ кӳтсе çитнипе йĕрет вăл.
— Каçару ыйт! — тет Том, татах кӳпкеме тапратса.
Юлашкинчен, ют ача каçару ыйтса мăкăртатса илет, Том вара ăна:
— Ку сана ăс парĕ-ха. Тепĕр чухне ăспăрах пул, урамра ху кама тивнине
асăрхасарах пăх, — тесе ирĕке ярать.
Ют ача, тумĕ çинчен тусанне силлесе, макăрнипе нăшлата-нăшлата, вăхăчĕвăхăчăпе каялла çаврăна-çаврăна пăхса, пуçне сулласа аяккалла танккарĕ. «Тепĕр
чухне сана ярса илсессĕн тата хытăрах кăтартăп-ха», — тесе, Тома юнарĕ вăл. Том,
ăна мăшкăлласа, хăй çĕнтернипе мăнкăмăлланса, килнелле утрĕ. Анчах вăл хăй
палламан ача еннелле çурăмĕпе çаврăнсанах, лешĕ Тома чулпа яра пачĕ те хулпуççи
шăммисем хушшипе лектерчĕ, хăй вара антилопа пекех тарма тапратрĕ. Том ун
хыççăн килне çитичченех хăваласа чупрĕ, çапла вара вăл хăйĕн тăшманĕ ăçта
пурăннине пĕлчĕ. Тăшмана çапăçма чĕнсе, вăл калинкке патĕнче пăртак тăчĕ, анчах
тăшманĕ тухасшăн пулмарĕ, чӳречерен пăхса пит-куçне апла та капла çеç пăркаласа
мăшкăлларĕ. Юлашкинчен, тăшман амăшĕ тухрĕ те Тома эсĕ киревсĕр ача, пăсăлнă,
тӳрккес ача тесе пĕтерчĕ, ăна аяккалла кайма хушрĕ. Том пăрахса кайрĕ, анчах
кайнă чухне: «Эпĕ ку таврашрах çӳретĕп, вăл ача тухасса сыхлатăпах», — тесе
хăварчĕ.

Киле вăл каçхине, вăхăт нумай иртсен тин, таврăнчĕ, пӳрте чӳречерен хуллен
кĕчĕ пулин те, мăнаккăшĕ тĕлнех пулчĕ. Унăн пиншакĕпе йĕмĕ мĕн тĕслĕ пулса
кайнине курсан, мăнаккăшĕн Тома уявра ĕçлеттерес тесе шухăшланă шухăшĕ алмаз
пекех çирĕпленчĕ.

Иккĕмĕш сыпăк
ПИТ АВАН МАЛЯР
Шăматкун çитрĕ. Таврара çуллахи çутçанталăк çиçсе ялтăрать. Кашни çын
чĕринче юрă янрать. Кашни çын пичĕ савăнăçлă, кашни çын утти патвар. Шурă
акаци чечекре, сывлăша тутлă шăршă тулнă. Хула тĕлĕнче çӳлелле хăпарса тăракан
Кардиф тăвĕ ешĕллĕн курăнать. Вăл ту, хуларан пăхсан, пур тĕлтен те питех те
тĕлĕнмелле те чаплă вырăн пек туйăнать.
Том алла пĕр витре известь тата вăрăм мелке тытса урама тухрĕ. Вăл хӳмене
куçпа пăхса илчĕ те, пĕр самантрах уншăн таврари çутçалталăк хăйĕн мĕнпур савăнăçне çухатнă пек туйăнса кайрĕ, унăн чĕри пăчăртанса илчĕ. Вăтăр ярд * тăршшĕ
сарлака хӳме, тăхăр фут çӳллĕшскер! Томшăн пурнăç ниме юрăхсăр япала пек, ĕмĕр
Ирттересси йывăр çĕклем пекех туйăнса кайрĕ. Йывăррăн сывласа вăл мелкене
известь ăшне чиксе, илчĕ те çӳлти хăма тăрăх сăтăрчĕ, унтан тепĕр хут, татах тепĕр
хут сăтăрчĕ те чарăнса тăчĕ: темĕн сарлакăш сăрламан хӳмепе танлаштарсан, шурă
ярăм нимĕн чул та мар-çке! Чунтанах хурланнипе вăл йывăç тавра тытнă карта çине
упăхса ларчĕ. Хапхаран Джим шăвăç витре тытса, «Буффало хĕрĕсем» çинчен юрă
юрласа, сиккелесе чупса тухрĕ. Хулари насусран шыв йăтасси Томшăн яланах питĕ
усал ĕç пулнă, анчах, халĕ вăл хаваслансах çав ĕçе
* Ярд — акăлчансен виçе хисепĕ, метртан кăшт кĕскерех (91,4 сантиметр пулать).
тытăннăччĕ. Вăл насус патĕнче яланах халăх нумай пуçтарăнни çинчен аса илчĕ:
шуррисем, мулатсем *, хура ӳтлисем, арçын ачасемпе хĕрачасем хăйсен черечĕ
çитессине кĕтсе тăраççĕ, вылямалли япаласене улăштарса суту тăваççĕ, тавлашаççĕ,
çапăçаççĕ, ашкăнаççĕ. Том çакна та астуса илчĕ: çăл патне çитме çĕр аллă утăмран
ытла мар, çапах Джим нихçан та пĕр-ик сехет иртмесĕр шыв йăтса таврăнни
пулман, кунсăр пуçне, ялан тенĕ пекех, ăна камăн та пулсан кайса чĕнме тивнĕ.
— Итле-ха, Джим, санăн сăрлас килет пулсан, эсĕ кунта пăртак сăрлакала,
эпĕ саншăн шыв патне кайса килетĕп.
Джим пуçне сулчĕ те:
— Çук, пулмасть, масса ** Том! — терĕ. — Ватă миссис мана тӳрех шыв патне
кайма хушрĕ, çул çинче никампа та чарăнса, ашкăнса тăма хушмарĕ. Вăл: «Эпĕ
пĕлетĕп, масса Том сана хӳме шуратмашкăн чĕнĕ, эсĕ ăна ан итле, хăвна янă ĕç
патнех кай. Вăл епле шуратнине эпĕ хам кайса пăхатăп», — тет.
— Эс ан итле ăна. Темĕн те калĕ вăл, Джим! Вăл яланах çапла сӳпĕлтетет. Пар
витрӳне, эпĕ пĕр минутрах чупса кайса килетĕп. Вăл пĕлес те çук.
— Ой, хăратăп, масса Том, ватă миссисран хăратăп. Вăл манăн пуçа татса илĕ,
— туршăн та, татса илĕ!
— Вăл-и?! Вăл никама та пӳрнепе тивес çук, тен, пуçран пӳрнескепе шаккаса
илĕ, — вăл нимех те мар-ха! Ун пекки çине никам та çаврăнса пăхмĕ. Каласса вăл,
чăнах та, питĕ усал япаласем калать, анчах каланă чухне хăй макăрмасть пулсан, вăл

калани никама та ыраттармасть. Джим, эпĕ сана шарик паратăп! Эпĕ сана хамăн
шурă шарика паратăп!
Джим шухăша путрĕ. :
— Шурă шарик паратăп, Джим, пит лайăх шарик!
— Ах, епле йăлтăртатать-çке!.. Çапах та эпĕ, масса Том, ватă миссисран питĕ
хăратăп.
Джим хăйне илĕртнине хирĕç тăма пултараймарĕ. Вăл витрине çĕре лартса
аллине шурă шарик тытрĕ çеç, тепĕр минутранах витрине çĕклесе, урам тăрăх
вĕçтерчĕ (унăн ĕнси ыратнă). Томĕ çав вăхăтра пит тăрăшса хӳмене шуратма
тапратрĕ, Полли мăнаккăшĕ, хĕпĕртенĕскер, туфли йăтса, çапăçу хирĕнчен
мăнаçлăн аяккалла пăрăнса утрĕ.
* Мулатсем — негрсемпе шуррисен хутăшлă мăшăрланăвĕсенчен пулнă çынсем.
** Масса — акăлчансен «мастэр» тенĕ сăмахне пăсса калани: вăл улпут ачи, çамрăк улпут
тени пулать.

Анчах Томăн тăрăшса ĕçлесси нумая пымарĕ. Вăл хăй çав куна савăнăçлă
ирттерме шутлани çинчен шухăшлама пуçларĕ те, ăна тата йывăртараххăн туйăнса
кайрĕ. Часах акă ирĕклĕ ачасем пурте выляма, уçăлса та сиксе çӳреме урама тухаççĕ.
Вĕсем, паллах, тĕрлĕрен савăнăçлă вăйăсем выляççĕ ĕнтĕ. Тома çав тери йывăр
ĕçлеме лекнине курсан, вĕсем ăна темĕн пекех тăрăхлаççĕ ĕнтĕ. Çав шухăш ăна вут
пекех çунтарчĕ. Вăл хăйĕн мĕнпур ырлăхне: ачасен вылямалли çĕмрĕк япалисене,
мрамор шарикĕсене, тĕрлĕрен ăпăр-тапăр япалисене туртса кăларса, вĕсене
çавăркаласа пăхма пуçларĕ. Анчах унăн çав япалисем хăйне валли çур сехетлĕхе
ирĕк илме те çитмеççĕ. Вăл хăйĕн ăпăр-тапăрне кĕсйине чикрĕ, юлташĕсене сутăн
илме хăтланса пăхас шухăшне пăрахрĕ. Çак нимĕн шанчăк çук, йывăр тапхăрта унăн
пуçне пĕр шухăш кăна пырса кĕчĕ, — вăл тĕлĕнмелле гениллĕ шухăш пулчĕ. Вăл
мелке тытрĕ те лăпкăн ĕçлеме тапратрĕ. Самантрах аякра леш хайхи ача, Бен
Роджерс, курăнса кайрĕ, çав ача мăшкăлланинчен Том темĕн пекех хăрать. Бен утса
мар — тăпăрт-тăпăрт сиккелесе чупнă пек туса ташла-ташла пырать. Ку ĕнтĕ,
паллах, Бенăн ăшчикĕ канлĕ пулнине, çак кун вăл нумай ырă курма шутланине
пĕлтерет. Вăл панулми кăшлать, вăхăчĕ-вăхăчĕпе аялтарахри нотăсемпе «тин-тонтон, тин-тон-тон» текелесе, пăрахут пек вăçăммăн шăхăркаласа илет. Том патне
çывхарсан, Бен урам варрвнче чарăнса тăчĕ те хăй пынине систерсе, ерипен
сыхланарах çаврăнма тапратрĕ, мĕншĕн тесен вăл шыв ăшĕнче тăхăр хут тарăнăш
пыракан «Аслă Миссури» ятлă пăрахут епле ишнине кăтартасшăн тăрăшрĕ. Пĕр
вăхăтрах вăл пăрахучĕ те, капитанĕ те, сигналсем параканĕ те пулчĕ, çавăнпа та унăн
хăйĕн палуби çинче тăрса, хăйне тĕрлĕрен приказсем парса, çав приказсене хăйĕн
ĕçе кĕртме лекрĕ.
— Стоп, машина тăрать, сэр! * Тин-тин, тин-тин-тин!
Бен ерипен çул варринчен тухса тротуар патнелле çывхарчĕ.
— Каялла! Тин-тин-тин!
Вăл аллисене усса тăчĕ те:
— Каялла чакмалла! Руле сулахаялла! Чăш-чăш-чăш! — терĕ.
Бенăн сылтăм алли сывлăшра пысăк ункăсем тăва-тăва çаврăнчĕ, мĕншĕн
тесен вăл пăрахутăн хĕрĕх хут тăршшĕ тукунлă урапи вырăнне пулчĕ.
— Сулахай аякĕпе! Руле сылтăмалла! Тин-тин-тин! Чăш-чăш-чăш!
Çакăн хыççăн вăл сулахай аллипе ункăсем тăва-тăва çаврăнчĕ.

— Стоп, сылтăмалла! Тин-тин-тин! Стоп, сулахаялла! Хуллен! Малалла!
Сылтăмалла! Канат пар! Стоп! Хăвăртрах! Тин-тин-тин! Эй, эсĕ, çыранта тăраканни!
Мĕн пăхса тăратăн? Каната тыт! Ăна çак тунката çине чăркантар! Турт-т! Пушат!
Машина чарăнса тăчĕ, сэр! Тин-тин-тин! Чăш-чăш-чăш! — тутарчĕ Бен, шыв
виçмелли кран чăшлатнă пек туса.
Том пăрахут çине пĕрре те пăхмарĕ, хăй ĕçнех турĕ. Бен тĕлĕнсе кайса ун çине
пăхса тăчĕ-тăчĕ те çапла каларĕ:
— И-ха, и-ха! Вăкăра кантрапа кăкарса лартнă курăнать! — терĕ.
* Сэр — акăлчанла господин тени пулать.
Том хиреç чĕнмерĕ. Вăл хăй юлашкинчен туртнă çӳхе йĕр çине художник пек
пăхса савăнса тăчĕ, унтан тата тепре кăшт сĕрсе илчĕ те лайăхрах пăхмашкăн каялла
сулăнчĕ. Бен, хăй пăрахутне çывăхарах илсе пырса, Томпала çума-çумăнах тăче. Çак
панулмие курсан, Томăн ăна питех çиес килсе кайрĕ, анчах вăл каллех пикенсех
ĕçлеме тытăнчĕ.
Юлашкинчен Бен çапла каларĕ:
— Алло, ачам, ĕçлесех пулать ĕнтĕ нимĕн тумалли те çук.
— Ах, эсĕ килтĕн-им, Бен! Эпĕ асăрхаман та.
— Итле-ха, эпĕ шыва кĕме каятăп, ара, шыва кĕме! Санăн та каяс килет пулĕ
те, э? Анчах санăн, паллах ĕнтĕ, ĕçлес пулать, чăнах вĕт? Çапла çав!
Том ун çине пăхса илчĕ те:
— Мĕне эсĕ ĕç тетĕн-ха? — терĕ.
— Ку ĕç мар-и вара?
Том каллех хӳмене шуратма тытăнчĕ те çапла çеç каларĕ:
— Тен, ĕç вăл, тен, ĕç те мар. Эпĕ çакна çеç пĕлетĕп: Том Сойера вăл килĕшет,
— терĕ.
— Ан та калаç! Нивушлĕ эсĕ çак ĕçе юратмалла ĕç тесшĕн?
Мелке хӳме тăрăх çӳлелле те аялалла çӳрерĕ.
— Юратмалла ĕç? Юратмалла марри мĕн пур-ха улта? Ачасен кашни кунах
хӳме шуратма май килет-им вара?
Беншăн çак япала йăлтах урăхла майлă туйăнса кайрĕ. Вăл панулмине
кăшлама пăрахрĕ. Том мелкипе хуллен пусса калла-малла сĕрчĕ, сăрланă хӳмене
пăхмашкăн пĕр ик-виçĕ утăм каялла чака-чака тăчĕ, унта-кунта тепрер хут сĕре-сĕре
илчĕ, вара каллех хăй мĕн тунине тишкĕрсе пăхрĕ. Бенĕ ун хусканăвĕсене куç
сиктермесĕр пăхса тăчĕ, çав ĕçпе интересленнĕçемĕн интересленсе пычĕ.
Юлашкинчен Бен:
— Итле, Том, пăртак мана шураттар-ха? — терĕ.
Том шухăша кайрĕ, вăл Бенпа килĕшме хатĕр пекех пулчĕ, анчах, çав шухăша
пăрахса, урăхла шут тытрĕ.
— Çук, çук, Бен, эсĕ ăна тума пултарас çук! Полли мăтакка ку хӳме
тĕлĕшĕнчен шутсăр тиркеканскер: ку хӳме урам еннелле тухать вĕт-ха. Кил
картишĕнче пулсан, калаçмалли те çукчĕ, кунта вара тем пекех тăрăшса шуратас
пулать. Эпĕ çапла шутлатăп: çак хӳмене кирлĕ пек лайăх шуратма пултараканни
пин ача хушшинче е икĕ пин ача хушшинче те пĕрре тупăнас çук пулĕ, — тетĕп.
— Нивушлĕ? Ан калаç! Сĕрсе пăхма çеç пар мана, кăшт çеç сĕрсе пăхма пар.
Санăн вырăнта пулнă пулсан, эпĕ сана парăттăмччĕ. Э, Том?
— Бен, чăн-чăнах калатăп, эпĕ хĕпĕртесех парăттăм, Полли мăнакка... Джим
та шуратасшăнччĕ те, мăнакка чарчĕ. Сид та ыйтрĕ — Сида та хушмарĕ. Çак ĕçе сана

шанса парасси маншăн питĕ йывăррине халĕ ĕнтĕ эсĕ хăв та куратăн. Эсĕ шуратма
пуçласан, мĕн те пулин лайăх тухмарĕ-тĕк...
— Пустуй! Эпĕ сан пекех тăрăшăп. Манăн пăртак çеç шуратса пăхасчĕ! Итле,
эпĕ сана çак улма юлашкине паратăп.
— Юрĕ, эппин! Çук, Бен, ан тытăн луччĕ, хăратăп эпĕ...
— Эпĕ сана хамăн пĕтĕм улмана паратăп. Мĕн юлнине пĕтĕмпех...
Том, мелкине парасшăн мар пек пулса, анчах хăй ăшĕнче темĕн пекех
хĕпĕртесе, Бена мелкипе тыттарчĕ. «Аслă Миссури» ятлă пăрахут пулнăскер хĕвел
çинче тарласа, тăрăшса ĕçленĕ хушăра ĕçрен тухнă художникĕ сулхăнра, пичке
çинче, урине сулласа ларчĕ, улма чăмларĕ, айвансене тытмашкăн хатĕрленчĕ.
Айвансем вĕсем сахалах пулмарĕç: арçын ачасем пĕрмаях хӳме патне пыра-пыра
тăчĕç, — шăл йĕрсе калаçмашкăн пычĕç те ĕçлеме тăра-тăра юлчĕç. Бен вăйран
сулăннă вăхăталла Том иккĕмĕш черетне Билли Фишера хут çĕленле сутса ячĕ;
Фишерĕ те ывăнса çитсен, ун хыççăн Джонни Миллер ĕçлеме тытăнчĕ, тӳлес
вырăнне вăл суллантарса çӳремешкĕн хӳринчен кантăрапа çыхнă вилĕ йĕкехӳре
пачĕ. Çавăн пекех ыттисем те «парнесем» пачĕç. Ирхине чухăн пулнă Том кăнтăр
тĕлнелле ырлăх ăшнех путакан пуян пулса тăчĕ. Çакăнта асăннă ырă япаласемсĕр
пуçне унăн тата акă мĕн-мĕн пуçтарăнчĕ: вуникĕ мрамор шарик, шăхличĕ, витĕр
пăхмалли кăвак кĕленче катăкки, çип купчашкинчен тунă тупă, ниме те уçасшăн
пулман çăраççи, пурă катăкĕ, кĕленчерен тунă графин пăкки, тăхлан салтак, икĕ
йытпулли, ултă шатлатмаллли япала, хăрах куçлă кушак çури, пăхăртан тунă алăк
хăлăпĕ, йытă валли мăйкăç, — анчах унăн йытти пулман, — çĕçĕ аври, апельсин
хупписем тата кивĕ те çĕмрĕк чӳрече рами. Том нимĕн тумасăрах вăхăта пысăк
ушкăнра савăнса лайăх ирттерчĕ, хӳме çинче çапах та — виçĕ сий известь. Унăн
известь çителĕклĕ пулнă пулсан, Том хулари ачасене пурне те çука тăратса хăварнă
пулĕччĕ.
— Чăннипе каласан, пурнăç вăл ытла ниме те тăман яланах мар, — терĕ Том
хăйĕн ăшĕнче. Хăй те пĕлмесĕрех вăл этем хăйне епле тытасси-тăвассин аслă законне
тупрĕ: çын е арçын ача пĕр-пĕр япалашăн питĕ хытă çунтăр тесен, çав япала унăн
аллине май килнĕ таран йывăртараххăн пырса лектĕр. Пулса иртнĕ лару-тăрури
улшăнусем пирки тепăртак шутлакаларĕ те Том тĕп штаба пĕлтерме утрĕ.
Вăл çын, çак кĕнеке авторĕ пекех тĕлĕнмелле ăсчах та асамçă пулнă пулсан, ĕç
вăл — тума тивĕçлĕ япала, вăйă вара — тумасан та юракан япала иккенне питĕ аван
ăнланĕччĕ. Çавна ăнланни ăна хутран чечексем тăвасси мĕншĕн ĕç пулнине,
Монблан * çине улăхасси вара савăнмалли япала çеç пулнине тавçăрса илме
пулăшĕччĕ. Англири хăшпĕр пуян джентльменсем çуллахи канмалли кунсенче
çирĕм-вăтăр миле омнибуса турттарса каякан лашасене хăйсемех тытса пыраççĕ.
Укçи чылай тăккаланнăшăн çеç тăваççĕ вĕсем çак чуна килентерекен ĕçе. Анчах
вĕсене шалу сĕнес пулсан, кашни кунах çапла çӳреме тивсен, çак вара йывăр ĕç пулса
тăрĕччĕ, вĕсем çавăнтах пăрахĕччĕç ăна.
* Монблан — Швейцарири ту.

Виççĕмĕш сыпăк
ВĂРÇАПА ТАТА ЮРАТУПА АППАЛАНАТЬ

Кайри пӳлĕмре, уçă чӳрече умĕнче, ларакан Полли мăнаккăшĕ умне Том
пырса тăчĕ. Çав пӳлĕм пĕр вăхăтрах çывăрмалли пӳлĕм те, столовăй та, кабинет та
пулнă.
Çуллахи ырă сывлăш, ним сас-чĕвĕсĕр шăплăх, чечексен ырă шăрши, пыл
хурчĕсен сĕрлевĕ Полли мăнаккăшне пусса çитернĕ: вăл алла ĕç тытнипех тĕлĕрсе
ыйхăласа ларать, мĕншен тесен унпа пĕрле юлташ шутĕнче пĕр кушак аçи анчах,
вăл та пулин унăн чĕрçинче тĕлĕрсе выртать. Темĕн ан пултăр тесе, Полли
мăнаккăшĕ хăйĕн куçлăхне çамкинчен те çӳлерех хăпартса лартнă. Паллах, Том
тахçанах пăрахса тарнă ĕнтĕ тесе шухăшланă Полли мăнаккăшĕ, çавăнпа та, Том пĕр
хăрамасăррăх хай патне çывхăрнине курсан, тĕлĕнсех кайрĕ вăл:
— Халĕ ĕнтĕ манăн уçăлса çӳреме кайма юрать-и? — тесе ыйтрĕ Том.
— Мĕнле! Халех-и? Мĕн чухлĕ шуратрăн вара эсĕ?
— Йăлтах шуратрăм, мăнакка.
— Том! Ан суй! Эпĕ суйнине тӳсме те пултараймастăп.
— Эпĕ суймастăп, мăнакка, пурте хатĕр.
Полли мăнаккăшĕ сăмахпа каланине нихçан та ĕненмен. Вăл хăй куçĕпе
курмашкăн хӳме патнелле кайрĕ, Том калани пĕр çирĕм процент тĕрĕс пулсан та,
вăл уншăн савăнĕччĕ. Хӳмене пĕтĕмпех шуратса лартнине курсан, шуратнă çеç те
мар, извеçпе темиçешер хут тăрăшса хулăннăн сĕрсе лартнине тата хӳме çумĕпе çĕр
çине те шурă йĕр туртса тухнине курсан, Полли мăнаккăшĕ питех тĕлĕнчĕ.
— Кун пеккине эпĕ нихăçан та шухăшлас çукчĕ... Сана тивĕçлипе калатăп,
Том, ĕçлес тесен, эсĕ ĕçлеме пултаратăн. — Кунта вăл, хăй ырласа каланине çемçетес
тесе, çапла хушса каларĕ: — Анчах санăн пит сайра хутра çеç ĕçлес килекен пулать.
Çавна та калас пулать. Ну, каях, выляса çӳре. Асту — киле вăхăтра таврăн. Ахаллĕн
— асту, хытă лектерĕп.
Том çавăн пек тĕлĕнмелле питĕ пысăк ĕç тунăшăн хытă савăннипе Полли
мăнаккăшĕ ăна чăлана ертсе кайрĕ, чи лайăхрах улма суйласа илсе Тома тыттарчĕ.
Çав хушăрах вăл ăна ăс парса çакăн пек пĕчĕк сăмах каларĕ: «Тӳрĕ те хисеплĕ ĕç
тунипе илнĕ кашни япалах пирĕншĕн тутлăрах та юратмалларах туйăнать», — терĕ.
Мăнаккăшĕ лăп çав сăмаха пĕтернĕ тапхăрта Том пĕр перемĕк йăкăртса илме те
ĕлкĕрчĕ.
Вăл кил картишне чупса тухрĕ те Сида курах кайрĕ. Сид тин çеç пусма тăрăх
хăпарма пуçланăччĕ. Пусми пӳртĕн тул енче, унпа çӳлти хутăн кайри пӳлĕмĕсене
кĕреççĕ. Томăн алли айĕнчех тыткалама питех те меллĕ тăпра муклашкисем
тупăнчĕç, çав муклашкасем пĕр самантрах сывлăшра вĕçме тапратрĕç. Вĕсем Сид
çинелле темĕн пек вăйлă пăр çунă евĕрлех тăкăнчĕç. Тĕлĕнсе хытса кайнă Полли
Sez Çuaş ädäbiyättän 1 tekst ukıdıgız.
Çirattagı - Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 02
  • Büleklär
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 01
    Süzlärneñ gomumi sanı 4082
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1885
    44.2 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    62.6 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    68.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 02
    Süzlärneñ gomumi sanı 4116
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1907
    48.5 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    66.2 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    70.9 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 03
    Süzlärneñ gomumi sanı 4171
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1872
    46.1 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    64.8 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    70.6 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 04
    Süzlärneñ gomumi sanı 4157
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1781
    48.8 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    68.3 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.9 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 05
    Süzlärneñ gomumi sanı 4102
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1817
    46.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    66.8 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    71.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 06
    Süzlärneñ gomumi sanı 4169
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1850
    47.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    67.9 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    74.2 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 07
    Süzlärneñ gomumi sanı 4121
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1860
    48.8 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    67.5 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.7 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 08
    Süzlärneñ gomumi sanı 4065
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1843
    45.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    65.6 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.1 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 09
    Süzlärneñ gomumi sanı 4156
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1700
    48.3 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    66.1 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.6 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 10
    Süzlärneñ gomumi sanı 4115
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1839
    45.3 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    63.6 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    69.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 11
    Süzlärneñ gomumi sanı 4104
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1749
    47.1 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    65.7 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.1 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 12
    Süzlärneñ gomumi sanı 4128
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1744
    48.8 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    67.7 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.9 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 13
    Süzlärneñ gomumi sanı 4149
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1782
    48.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    68.5 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    74.6 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 14
    Süzlärneñ gomumi sanı 4146
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1690
    49.4 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    69.7 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    75.3 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 15
    Süzlärneñ gomumi sanı 4207
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1808
    48.0 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    68.4 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    74.4 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 16
    Süzlärneñ gomumi sanı 2412
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1198
    51.6 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    67.9 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    71.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.