Latin

Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 14

Süzlärneñ gomumi sanı 4146
Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1690
49.4 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
69.7 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
75.3 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
ads place
мĕншĕн тесен питĕ тĕттĕм пулнă, пурте пуçтарăннă-и тесе ыйтма та нихăшĕ те
астуман. Юлашкинчен пĕр çамрăк ача çапла лаплаттарса хучĕ:
— Эппин, вĕсем çĕр айĕнчи шăтăк ăшнех выртса юлнă!
Миссис Тэчер ăнсăр пулса кайса ӳкрĕ. Полли мăнаккăшĕ аллисемпе пуçне
тыта-тыта макăрса ячĕ.
Пăшăрханмалла хыпар пĕр çăвартан тепĕр çăвара, пĕр ушкăнтан тепĕр
ушкăна, пĕр урамран тепĕр урама куçса пычĕ. Пĕр пилĕк минутран мĕнпур чан
çапса янратрĕ, пĕтĕм хула ура çине тăче. Кардиф тăвĕ çинче пулса иртнĕ япала пĕр
самантрах питĕ пĕчĕк япала пек туйăнса кайрĕ. Çаратакансем çинчен çавăнтах
манса кайрĕç. Утсене йĕнерлерĕç, кимĕсесе çыхнă çĕртен вĕçертрĕç. Пăрахутсене
чĕнтерме ячĕç, çур сехетрен вара икçĕр çынна яхăн шыв тăрăх та, типĕ çĕрпе те çĕр
айĕнчи шăтăк патнелле кайрĕç.
Хула çав тери пушанса юлчĕ, çынсем вилсе пĕтнĕ пек курăнса ларчĕ вăл.
Полли мăнаккăшĕпе миссис Тэчера йăпатма хăтланса, хĕрарăмсем кунĕпех вĕсем
патне çӳрерĕç; вĕсемпе пĕрле макăрчĕç, çакă ĕнтĕ йăпатса калакан сăмахсенчен
пуринчен те лайăхрах пулчĕ.

Çĕрĕпех хулара хыпар çитессине кĕтсе тăчĕç, анчах юлашкинчен, аранах тул
çутăла пуçласан, çĕр айĕнчи шăтăкран виç-тăватă сăмах çеç килчĕ: «Татах çуртасем
тата çимелли ярăр», — тесе пĕлтерчĕç. Миссис Тэчер хуйхăрса чутах ухмаха
тухмарĕ, Полли мăнаккăшĕ те çавăн пекех хуйхăрчĕ. Вĕсем шанчăка ан çухатчăр
тесе, каламашкăн Тэчер судья пĕрмаях çĕр ăшĕнчи шăтăкран çынсем ярса тăчĕ,
анчах вĕсен сăмаххисем савăнтармарĕç çав. Тепĕр кунне, тул çутăлнă чухне, валлиецстарик киле таврăнчĕ, хăй пĕтĕмпех çурта çăвĕпе тата тăмпа вараланса пĕтнĕ. Вăл
килнĕ çĕре Гек хăйне вырттарнă вырăн çинчехчĕ. Арçын ача вĕриленсе кайса, пĕр
енчен тепĕр еннелле куçкаласа аташса выртать. Тухтăрсем пурте çĕр айĕнчи
шăтакра, çавăнпа чирлĕ ачана тăлăх арăм Дуглас пăхать. «Хам уншăн мĕн тума
пултарнине пурне те тăватăп, мĕншĕн тесен вăл ача лайăх-и е лайăх мар-и, вăл çапах
та турă туса янă чĕрчун вĕт, ăна ахалех пăрахмалла мар ĕнтĕ», — тет вăл. «Гекăн
хăлĕн лайăх енĕсем те пур», — терĕ валлиец, унăн сăмаххисемпе тăлăх арăм та
килĕшрĕ:
— Эсир тĕп-терĕсех калатăр. Турă тунă япала çинче туррăн пичечĕ те пур.
Унăн аллисем тунă кашни япала çинчех туррăн тивлечĕ пур, — терĕ.
Кăнтăр тĕлнелле шутсăр ывăнса çитнĕ çынсен ушкăнĕсем хуланалла таврăнма
пуçларĕç, анчах çине тăрсах тăрăшакан граждансем çапах шырама пăрахмарĕç-ха.
Çĕннине çакна çеç пĕлчĕç: çĕр айĕнчи шăтăкра, ĕлĕк никам та пырса курман инçетри
галерейăсенче те — пур çĕрте те шыраса пăхнă-мĕн. Пур тăкăрлăксенче те, тухмалли
вырăнсенче те пăхса çӳрене, çав лабиринтра çӳренĕ чухне инçетре çутăсем вĕлт-вĕлт
тунисене курнă, кăшкăрнă сасăсем тата салхуллă тӳпе айĕнче кĕрĕслĕтсе янракан
пăшал сассисем те илтĕннĕ. Пĕр çĕрте, туристсем кĕрсе çӳрекен вырăнсенчен
инçетре, икĕ сăмах тупнă, — чул çине çурта хăрăмĕпе: «Беккипе Том» тесе ӳкернĕ,
çавăнтах çурта çăвĕ тумлатса пĕтернĕ хăю татăкки выртнă, тет. Миссис Тэчер хăйăва
палласа илчĕ те ăна пăхса хытă макăрса ячĕ. «Ку манăн пĕтнĕ ача çинчен асăнмалли
юлашки япала пулать ĕнтĕ», — терĕ вăл. Нимĕн те унтан хаклăрах пулма
пултараймасть, мĕншĕн тесен Бекки хăй хăрушă вилĕмпе вилес умĕн юлашкинчен
çак япаларан уйрăлнă. Хăшпĕрисем ак çапла каласа кăтартрĕç: шыраса çӳренĕ
хушăра инçетре темĕнле çутă вĕлт-вĕлт тунисем курăнкаланă; çавна курсан, пĕр
çирĕм çынна яхăн савăннипе хытă кăшкăрса ярса çав еннелле кайнă; анчах вĕсен
савăнни вăхăтсăр пулнă, мĕншĕн тесен унта вĕсем ачасене мар, хăйсен кампанинчи
çынсенех тĕл пулнă.
Çапла виçĕ хăрушă кун та виçĕ хăрушă каç иртнĕ. Хуйхăллă та салхуллă
сехетсем пĕрин хыççăн тепри тăсăлса пычĕç. Юлашкинчен пĕтĕм хула, йăлтах
шанчăка çухатса, темĕнле ĕнтĕркесе кайнă пекех пулчĕ. Кашниннех ĕçĕ аллинчен
туха-туха ӳкет. «Эрех ĕçменнисен тавернин» хуçи хăй патĕнче вăрттăн эрехсем тытни
çинчен ăнсăртран пĕлсен, çав шутсăрах та тĕлĕнмелле ĕç пулсан та, вăл никама та
хумхатса ямарĕ. Чирлĕ Гек пĕр вăхăтлăха тăна кĕрсе çитсен, вăл таверна çинчен
халап пуçласа ячĕ те юлашкинчен, питĕ хăрушă хыпар илтессинчен хăракаласа,
çапла ыйтрĕ... «Эпĕ чирлĕ выртнă вăхăтра "Эрех ĕçменнисен тавернинче" мĕн те
пулин тупман-и?» — терĕ.
— Тупнă, — терĕ тăлăх арăм.
Гек хăранипе куçĕсене тискеррĕн чарса пăрахрĕ, кравать çинче çӳлелле сиксе
илчĕ.
— Мĕн? Мĕскер тупнă?
— Ĕçмеллисем, хăватлисене тупнă. Эрех... Вара тавернăна хупса лартнă...
Вырт, ачам. Харатсах ятăн эсĕ мана!

— Пĕр сăмах çеç, пĕр сăмах çеç калăр мана, тархасшăн. Кам тупнă? Том
Сойер-и?
Тăлăх арăм куççуль юхтарма пуçларĕ.
— Чарăн, чарăн, ачам, эпĕ сана каларăм вĕт: санăн нумай калаçма юрамасть.
Эсĕ питех те чирлĕ.
«Апла, эппин, эрехсĕр пуçне урăх нимĕн те тупман пулать, мĕншĕн тесен
укçа тупнă пулсассăн, çав пĕтем хулана шутсăр хускатса яратчĕ. Эппин, пуянлăх
ĕмерлĕхех, ĕмĕр-ĕмĕрех çухалса кайрĕ... Анчах вăл меншен макăрать-ха?
Тĕлĕнмелле! Мĕн макăрмалли пур-ха унăн, темелле?»
Çав шухăшсем Гекăн пуç миминче хуллен çаврăнкаласа çӳрерĕç, çавсене пула
вăл пите ывăнчĕ те çывăрса кайрĕ.
— Акă, вăл çывăрса кайрĕ те, мĕскĕн ача, — терĕ тăлăх арăм хăй ăссĕн. —
«Том Сойер тупнă!» Кайса шыраса туп ĕнтĕ Том Сойера. Санăн Том Сойерна
шырама вăй-хал çитекен çынсем сахалланса кайрĕç ĕнтĕ.

Вăтăр пĕрремĕш сыпăк
ТУПĂННĂ ТА КАЛЛЕХ ÇУХАЛНĂ
Халĕ ĕнтĕ Томпа Бекки патне çаврăнар. Мĕн тунă-ши вĕсем пикникре?
Малтан вĕсем айккинелле каякан салху коридорсемпе уткаласа çӳренĕ, пĕтĕм
ушкăнĕпе пĕрле çĕр айĕнчи шăтăкри хăйсем пĕлекен тĕлĕнмелли япаласене пăхса
çӳренĕ. Вĕсен ячĕсем те пăртак тĕлĕнмеллерех йышшисем пулнă, сăмахран: «Хăна
пӳлĕмĕ», «Собор», «Аладдин дворецĕ» тата ытти те. Унтан пытанмалла выляма
пуçланă. Томпа Бекки çак савăнăçлă вăййа тăрăшсах эрне. Вĕсем вăйă пăртак
килĕшӳсĕр туйăнма пуçличченех вылянă. Унтан вĕсем иккĕшĕ те, хăйсен çуртисене
çӳлелле çĕклесе, кукăр-макăр кукăрăлса каякан галерея тăрăх утнă, вĕсем чул
стенасем çинче эрешмен карти пекех тĕрленсе тăракан ятсемпе числосене тата ăслă
халапсене вуланă (вĕсене çурта хăрăмĕпе çырнă пулнă). Сăмахласа малалла утнă
хушăра вĕсем стенасем çинче нимĕн çырни те çук çĕрелле хăйсем епле пырса
лекнине те асăрхаман. Вĕсем усăнса тăракан чул айĕнчи стена çине хăйсен ячĕсене
хăрăмпа çырнă та малалла кайнă. Юлашкинчен вĕсем çакăн пек çĕре пырса тухнă:
пĕр пĕчĕк юханшыв, чул сăрт тĕми урлă юхса тăрса, хăйпе пĕрле известь çисе
юхтара-юхтара кайса, нумай çĕр çул хушшинче васкамасăр иртекен, ĕмĕр-ĕмĕрех
çутă тăракан чултан кăтра та шăтăклаллă Ниагара туса хунă. Çав чул çинчен анакан
шыв мĕнле сикнине Бекки пăхса килентĕр тесе тата ăна çутатас тесе, Том хăйĕн
пĕчĕк кĕлеткипе шыв сикнĕ вырăн хыççăн хушăха хĕсĕнсе кайнă. Унта вăл çакна
асăрханă: çав шывсикки хăй тĕллĕнех чăнкă пусма пеккине картласа тăнă, çав пусма
пекки чул стена хушшинчи ансăр çурăка хупса лартнă пек туйăннă. Том çав
самантрах çĕнĕ япаласем тупса чапа тухассишĕн çунма пуçланă. Бекки вăл чĕннине
хавассăн йышăннă, вĕсем вара малашне пăхса пĕлмешкĕн чул çине хăрăмпа паллă
тунă та çĕнĕ япаласем шыраса тупма кайнă. Вĕсем кукăр-макăр кукăрăлакан
коридор тăрăх нумайччен утна, пĕрре сылтăмалла, тепре сулахаялла кайнă, çĕр
ăшĕнчи шăтăксене тарăнрах та тарăнрах анса пынă. Вĕсем тата тепĕр паллă тунă та
аяккалла пăрăннă, — çӳле тухсан каласа кăтартмашкăн татах тĕлĕнмелле япаласем
шыраса кайнă. Пĕр çĕрте вĕсем питĕ аслă шăтăк тупнă. Çав шăтăкăн маччинчен
аялалла темĕн чухлĕ çутă сталактит усăнса тăнă, вĕсем этем ури сарлакăш пулнă.
Ачасем, çав шăтăк хитрелĕхне пăхса савăнса, унăн йĕри-тавра утса çаврăннă та унтан
пĕр коридорĕпе тухнă, — çакăнта темĕн чухлĕ коридор пырса çыпçăннă-мĕн. Хайхи

коридорпа кайсан, ачасем часах ытармалла мар хитре çăлкуçĕ патне пырса тухнă.
Унăн бассейнĕ глазурьпе сернĕ евĕрлĕ йăлкăшса тăракан кристалсенчен юри тунă
пекех пулнă. Бассейн шăтăкăн вăта çĕрĕ тĕлĕнче пулнă, шăтăкĕн стенисене темĕнле
тĕлĕнмелле колоннăсем, — тĕрекле сталактитсем-сталагмитсем * пĕрлешсе ларнипе
пулса тăнăскерсем, тĕкĕлесе тăнă, — вĕсем известь шывĕн пĕчĕкçĕ тумламĕсем
нумай ĕмĕр хушши татти-сыпписĕр тумласа тăнипе пулнă. Çав шăтăкăн тӳпи
айĕнче çара çерçи кĕтĕвĕсем вырнаçса пурăннă, кашни кĕтĕвĕнче пиншер çара çерçи
пулнă. Çутă вĕсене хускатса янă, вĕсем темиçе çĕршерĕн аялалла тапранса аннă та,
йĕрĕнмелле сасăпа чĕриклетсе, урнă пекех çуртасем патнелле чышăнма пуçланă.
Том вĕсен йăлисене пелнĕ, çавăнтан мĕн пулассине те лайăхах чухланă. Вăл Беккие
аллинчен ярса илнĕ те унпа пĕрле хăйсене чи малтан тĕл пулнă коридораллах чупса
тухнă. Çапла туни аван пулнă, мĕншĕи тесен пĕр çара çерçийĕ Беккин çуртине
çуначĕпе сӳнтернĕ лартнă — Бекки шăп шăтăкран чупса тухса тарнă вăхăтра
сӳнтерпĕ. Çара çерçисем ачасем хыççăн нумайччен хăваласа пынă. Анчах тарса
хăтăлаканĕсем кашни минутрах çул çинче тĕл пулакан çĕнĕ те çĕнĕ шăтăксене
пăрăнса кĕре-кĕре кайнă. Çапла вара юлашкинчен çав усал чĕрчунсенчен хăтăлнă.
Часах Том çĕр айĕнче кӳлĕ шыраса тупнă, унăн аран çеç палăракан çыранĕсем
тĕттĕмелле кайса çухалнă. Вăл çав çырамсене кайса тĕпчесе пăхасшăн пулнă. Анчах
вăл малтан ларса калсассăн лайăхрах пулĕ тесе шутланă. Çакăнта тин ачасем çĕр
айĕнчи шăтăкра нимĕнле сас-чĕвĕ те пулманнине асăрхаса илнĕ, çак шăплăх ачасен
чунне темĕнле пусаркăçпа пусса лартнă пекех пулнă.
* Сталактитсем — çĕр ăшĕнчи хăшпĕр шăтăксенче маччаран пăр тумламĕсем пекех усăнса
тăракан хытса ларнă известь массисем. Çĕр айĕнчи шăтăк урайĕнчен вĕсене хирĕç çавăн
пекех известь конусĕсем çӳлелле ӳссе хăпараççĕ. Вĕсене сталагмитсем теççĕ.

— Мĕн, ара, — тенĕ Бекки, — эпĕ сисмерĕм те, сасăсем тахçанах илтĕнме
пăрахрĕç мар-и çак?
— Чухласа ил-ха, Бекки, эпир вĕсен айнелле анса кайрăмăр вĕт. Эпĕ хамăр
ăçталла килсе кĕнине те пĕлместĕп, те çурçĕрелле, те кăнтăр еннелле, те хĕвелтухăç
еннелле. Кунта эпир вĕсен сассисене те илтме пултараймастпăр.
Бекки хăрасах кайрĕ.
— Эпир тахçантанпах çакăнта аялта çӳретпĕр-и ĕнтĕ? Каялла таврăнсан
лайăхрах пулмĕ-ши?
— Ия, çапла тусан лайăхрах пулĕ, тетĕп. Лайăхрах пулĕ...
— Эсĕ çулне тупма пултаратăн-и, Том? Кунта ытла та кукăр-макăр çулсем,
манăн пуçра пĕтĕмпех арпашса пĕтрĕç.
— Çав çара çерçисем пулман пулсан, эпĕ çулне тупма пултараттăм. Вĕсем
пирĕн çуртасене иккĕшне те сӳнтерсен, пирĕн мĕн тăвас-ха? Тавай урăх çул шырар,
вĕсем патĕнчен иртсе каяс марччĕ.
— Аташса каяс марччĕ пирĕн. Вăл вара шутсăр хăрушă пулĕччĕ! — Çавăн пек
хăрушлăх пулма пултарасси çинчен шухăшласан, хĕрача шартах сикнĕ.
Вĕсем пĕр галерейи тăрăх утнă, хăйсем курнă паллăсем тупăнмаççĕ-ши тесе,
кашни шăтăкаллах тĕллесе пăхса нумайччен ним чĕнмесĕр утнă. Анчах кунта вĕсем
пĕлни нимĕн те пулман, пурте вĕсемшĕн ют пулнă. Том çĕнĕ шăтăкалла тĕллесе
пăхнă чухне кашни хутĕнчех Бекки унăн питĕнчен сăнаса пăхнă, мĕн те пулин
йăпатмалли сиссе илме ĕмĕтленнĕ, Том вара савăнăçлăн çапла каланă:

— Ку эпир килнĕ çул мар-ха, анчах эсĕ ан пăшăрхан, вăхăт çитсен, ăна та
тупатпăр, — тенĕ.
Çапах та кашни хутĕнчех телей пулман пирки вăл шанăçа çухатса пынă, часах
вăл, хăйсене кирлĕ çула тупасчех тесе ĕмĕтленсе, пĕрре сылтăмалла, тепре
сулахаялла пăрăна-пăрăна кĕме пуçланă. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе вăл çапла каланă: «Ан
хăра, пурте аван пырать-ха», — тенĕ. Анчах унăн черине çав тери пысăк йывăрлăх
пусса тăнă, çавăнпа сасси те унăн уççăн тухман, вăл «пурте аван» тесе мар, «пурте
пĕтрĕ» тесе каланă пекех туйăннă. Бекки хăраса ӳкнипе ун çумнелле тĕршĕннĕ,
куççуль тухассине пĕтĕм вăйĕпе чарма хăтланнă, анчах куççулĕ юхнăçемĕн юхнă.
Юлашкинчен вăл çапла каланă:
— Том, çара çерçисем пурри нимех те мар, çав çулпа каялла таврăнар. Капла
эпир аташнăçемĕн аташса пыратпăр, — тенĕ.
Том чарăнса тăнă.
— Итле! — тенĕ вăл.
Нимĕн сас та илтĕнмен, йĕри-тавра шăп, харпăр хăй сывланине те илтме
пулнă. Том кăшкăрса янă. Унăн сасси, ян кайса, пушă тӳпе айĕнче янăраса тăнă та,
кайран майĕпен инçетелле кайса, такам мăшкăлласа ĕхĕлтетсе кулнă пек пулса
чарăнса ларнă.
— Ой, Том, ан кăшкăр, питĕ хăрамалла! — тенĕ Бекки.
— Хăрамалли хăрамалла та, çапах та кăшкăрсан лайăхрах, Бекки. Тен, вĕсем
пирĕн сасса илтĕç.
Вăл татах кăшкăрса янă.
Çав «тен» тесе калани ахрăм усаллăн ĕхĕлтетсе илнинчен те хăрушăрах
пулнă, хăраса хытса каймаллах туйăннă: çавăн пек каланинчен ĕмĕт сӳнсе ларни
сисĕннĕ. Ачасем тăп тăрса итленĕ, анчах никам та хирĕç чĕнекен пулман. Том
каялла çаврăннă та васкасарах утма пуçланă. Анчах уткалани-тунинче те тата унăн
куçĕсенче те темĕнле хăракаланă пек пулни палăрнăран Бекки тепĕр хăрушă
япалана пĕлсе тăнă: Том ĕнтĕ çав çара çерçисем пулнă шăтăк патнелле каймалли
çула та тупма пултарайман.
— Эй, Том, мĕншĕн эсĕ паллă туса пымарăн?
— Бекки, эпĕ тăрă ухмахах пултăм çав. Тăрă ухмах! Эпир çавăнталла
таврăнасси манăн пуçа та кĕмерĕ. Эпĕ çулне тупаймастăп. Ман пуçра пĕтĕмпех
арпашса кайрĕç.
— Том, Том, эпир пĕтрĕмĕр. Пĕтрĕмĕр! Эпир нихçан та, нихçан та çак
хăрушă вырăнтан тухма пултарас çук!
— Мĕншĕн эпир ыттисенчен уйрăлса кайрăмăр-ши?
Бекки çĕр çине ларнă та çав тери хытă йĕрсе-макăрса янă, Том нимĕн тума
аптраса тăнă: вăл халех вилсе каять е ухмаха ерет пулĕ, тенĕ. Вăл Беккипе юнашар
ларнă та ăна ыталанă. Бекки хăй питне унăн кăкăрĕ патне пытарса лартнă та, ун
çумнелле тĕшĕрĕлсе ларса, хăй мĕнтен хăранине, хăйĕн кая юлнă ӳкĕнĕвĕсене
пĕтĕмĕшпех кала-кала кăтартма пуçланă. Унăн хурланса каланă сăмаххисем,
инçетелле ян кайса, мăшкăлласа ахăлтатса кулнă пек илтĕннĕ. Том ăна: «Вăйна
пуçтар-ха, ĕмĕтне ан çухат», — тасе тархасланă, анчах Бекки: «Эпĕ ун пек
пултараймастăп», — тенĕ. Вара Том: «Эпĕ сана çавăн пек инкеке кĕртрĕм», — тесе
хăйне хăй вăрçса ӳпкелеме тытăннă, çакă вара пуринчен те ытларах пулăшнă. Бекки
каланă: «Эпĕ хама хам алла илме хăтланса пăхатăп, акă тăратăп та, эсĕ ăçталла ертсе
каятăн — çавăнталла пыратăп, çавнашкал сăмахсем ан та кала, мĕншĕн тесен эпĕ
хам та санран кая мар айăплă», — тенĕ.

Вĕсем вара, мĕн пулать-килет тесе, ним тĕлсĕрех утнă, — вырăнта ларас мар
тесе çеç утнă, — унтан ытла вĕсем нимĕн те тума пултарайман вĕт. Часах вĕсен
черисенче каллех шанчăк чĕрĕлсе кайнă пек пулнă, — мĕнле те пулин сăлтав
пулнăран мар, шанчăкĕ хăй çавăн пек пулнăран чĕрĕлнĕ: çын çамрăк чухне, чăн ĕçе
ăнланнине курма хăнăхман чухне, шанчăк çĕнĕрен те çĕнĕрен чĕрĕлсе пырать.
Пăртак тăрсан, Том Бекки аллинчи çуртана илнĕ те ăна сӳнтернĕ. Çавăн пек
перекетлесе хăтланнипех ĕнтĕ ăна хытă систернĕ: Бекки нимĕн сăмах каламасăрах
çакна ăнланнă та, каллех унăн ĕмĕчĕ сӳнсе ларнă. Вăл Томăн кĕсйинче тата пĕр çурта
та виç-тăватă çурта тĕпĕ пуррине аванах пĕлсе тăнă, çапах та Том вĕсене перекетлĕн
тыткалама шутланă.
Хуллен-хуллен ывăнни хăйне систерме пуçланă. Ачасем ăна астуса пăхасшăн
пулман, мĕншĕн тесен, кашни минутах питĕ хаклă чухне хăйсем çакăнта ларасси
çинчен шухăшласанах, вĕсене хăрушшăн туйăнса кайнă: нимĕн пĕлмесĕр кирек те
хăш еннелле кайсан та, вĕсем çапах ĕнтĕ малалла кайнă. Тен, вĕсем тулалла, çĕр
çинелле тухмалли çĕреллех кайнă пулĕ. Анчах ларни вара вăл хăйсем валли вилĕм
кĕтсе ларнине, ăна çывхартса килнине çеç пĕлтернĕ.
Юлашкинчен, Беккин тĕреклех мар урисем утайми пулса çитнĕ. Вăл ларнă.
Том унпа юнашар вырнаçса ларнă та, вĕсем вара кил çинчен, тусĕсем çинчен, хăйсен
лайăх вырăнĕсем çинчен пуринчен ытла хĕвел çути çинчен калаçма пуçланă. Бекки
макăрнă. Том ăна валли мĕн те пулин йăпатмалли шухăшласа кăларма тăрăшнă.
Анчах çав лăплантармалли сăмахсене вăл темиçе хутчен те каланăран вĕсем пурте
хăйсен вăйĕсене çухатнă, шутсăр мăшкăлласа кулнăн илтĕннĕ вĕсем. Бекки çав тери
ĕшенсе çитнĕ, юлашкинчен вăл тĕлĕрме пуçланă та çывăрсах кайнă. Том хĕпĕртенĕ.
Вăл унăн хуйхăллă сăн-питне пăхса ларнă. Савăнмалли тĕлĕксем курнипе Бекки
сăнĕ-пичĕ хуллен-хулленех яланхи пек канăçлă пулса кайни палăрнă. Беккин тути
йăл кулма пуçланă та нумайччен çавăн пек кулса тăнă. Унăн сăнĕ-пичĕ питех
канлĕхлĕ пулни Том ăшчиккинче те палăрнă. Вăл лăпланнă пек пулнă, унăн ăш
вăркани те ерипенех иртсе кайнă. Унăн шухăшĕсем ĕлĕкхи пурнăçалла таврăннă,
тĕлĕрсе ĕлĕкхисене аса илнисем хушшинче явăнса çӳреме пуçланă. Вăл, çав ĕлĕк мĕн
пулнисене аса илме тапратса, питех те тарăн шухăша кайнă, çапла вăл Бекки
вăранса хуллен кулса янине те асăрхаман. Анчах Бекки çавăнтах кулма чарăннă та
йынăшса илне.
— Эпĕ епле çывăрса кайма пултартăм-ши? Нихçан та, нихçан та вăранас
марччĕ манăн. Çук, çук, Том, ун пек ан пăх ман çине! Эпĕ урăх ун пек каламастăп.
— Эпĕ эсĕ çывăрнăшăн хĕпĕртетĕп, Бекки: халĕ ĕнтĕ эсĕ канса илтĕн, эпир
каллех çул шырама каятпăр.
— Шыраса пăхар, Том, анчах эпĕ тĕлĕкре питех те хитре çĕршыв куртăм.
Эпир часах çавăнта лекес пек туйăнать мана.
— Те лекетпĕр, те лекместпĕр-ха. Ну, Бекки, савăнăçлăрах пул. Атя-ха тата
шыраса пăхар.
Вĕсем тăнă та алла-аллăн тытса утнă, анчах нимĕн шанчăксăрах утнă. Вĕсем
хăйсем çĕр айенчи шăтăкра мĕн чухлĕ пулнине чухласа илме тăрăшнă. Вĕсене
çакăнта темиçе кун та, темиçе эрне те çӳренĕ пек туйăннă. Анчах ун пек пулас çукки
курăнсах тăнă, мĕншĕн тесен вĕсен çуртисем те петмен вĕт-ха.
Çапла нумай вăхăт иртнĕ, мĕн чул иртнине вĕсем хăйсем те пĕлмен. Том
çапла каланă: «Питĕ хуллен, хуллен утас пулать, ăçта та пулин шыв тумлани
илтĕнмест-ши, çавна итлесе пырас пулать, çăлкуçĕ шыраса тупмалла», — тенĕ.

Часах вĕсем чăнах та шăнкăртатса юхакан шыв шыраса тупнă, Том вара:
«Çĕнĕрен ларса канма вăхăт çитрĕ», — тенĕ. Вĕсем иккĕшĕ те шутсăрах ывăнса çитнĕ
пулас та, Бекки çапла каланă: «Эпĕ татах каятăп», — тенĕ. Анчах Том, ăна
тĕлĕнтерсе: «Эпĕ каймастăп», — тенĕ. Вăл мĕншĕн каясшăн пулманнине Бекки
ăнланса илме те пултарайман. Вĕсем ларнă. Том тăм татăкĕ илнĕ те çуртине хăйсене
хирĕçле стена çумне çыпăçтарса лартнă. Вĕсене каллех шухăшсем пусса илнĕ, пĕр
хушă вĕсем нимĕн те чĕнмесĕр ларнă. Бекки пуçласа сăмах хушнă.
— Том, манăн шутсăр çиес килет, — тенĕ. Том кĕсйинчен темĕш туртса
кăларнă.
— Эсĕ астăватăн-и? — тесе ыйтнă вăл.
Бекки кăшт кулса илнĕ.
— Вăл пирĕн туй кукăлĕ, Том.
— Вăл пичке пысăкăш пулнă пулсан, питĕ аванччĕ, мĕншĕн тесен пирĕн урăх
нимĕн те çук. Эпĕ çав кукăле пикник вăхăтĕнче пытарса хăвартăм. Кайран ăна, перпĕрне тĕлĕкре курас тесе, иксĕмĕрĕн минтер айне хурас, терĕм. Пысăк çынсем
хăйсен туй кукăлĕпе яланах çапла туса хăтланаççĕ, анчах ку пирĕн юлашки кукăль
пулать...
Бекки хăйĕн сăмахне пĕтĕмпех каласа та пĕтермен. Том кукăле икĕ пая
валеçнĕ. Бекки хăй пайне юратсах çисе янă, анчах Томĕ хăйĕн пайне кăшт çеç
çырткаласа пăхнă. Çапла хăналансан, çиелтен ĕçмелли те пулнă унта, — сивĕ шыв
çителĕклех пулнă. Пăртак тăхтасан, Бекки малалла каяс тенĕ. Том ăна хирĕç нимĕн
те чĕнмен, кайрантарахпа вара çапла каланă:
— Бекки, эпĕ мĕн калас тенине эсĕ итлеме пултаратăн-и?
Бекки шуралса кайнă, анчах çапах та итлеме пултаратăп пулмалла, тенĕ.
— Эппин, акă мĕн, Бекки: пирĕн çакăнтах юлмалла, кунта ĕçмелли шыв та
пур... Акă пирĕн юлашки çурта татăкĕ.
Бекки хăйĕн куççульне юхма, хăйне хытă макăрма ирĕк панă. Том ăна хăй
пĕлнĕ таран йăпатса хăтланнă, анчах вăл тăрăшни ахалех пулнă. Юлашкинчен
Бекки:
— Том! — тесе чĕннĕ,
— Мĕн, Бекки?
— Вĕсем пирĕн çинчен астуса илсе шырама тухаççĕ-ши?
— Тухмасăр. Паллах, тухаççĕ.
— Тен, вĕсем пире халĕ те шыраççĕ пулĕ, Том?
— Тен, халĕ те шыраççĕ. Вăл тĕрĕсех ĕнтĕ.
— Эпир çуккине вĕсем ăçтан асăрхаççĕ-ха? Эсĕ мĕнле шухăшлатăн, Том?
— Пăрахут таврăнсан асăрхаççĕ пулĕ, тетĕп.
— Том, ун чухне питĕ тĕттĕм пулать пулĕ. Эпир пыманнине вĕсем кураççĕши вара?
— Пĕлместĕп, ыттисем пурте киле таврăнсан, санăн аннӳ тӳрех ĕнтĕ халăха
пăлхатать.
Беккин сăнĕ-питĕнче хăрани палăрса кайнă, ăна куçĕнчен пăхсан, Том хăй
темĕн йăнăш каласа янине чухласа илнĕ. Беккин кĕçĕр хăйĕн юлташĕ патĕнче çĕр
каçмалла пулнă вĕт-ха, ăна килте кĕтмеççĕ те вĕт. Ачасем калаçма пăрахнă та
шухăша кайнă. Сасартăк Бекки каллех хытă макăрса янă, Том тинех çакна ăнланса
илнĕ: хăйĕн пуçне пĕр шухăш пырса кĕнĕ пек, Беккин пуçне те çав хурланмалли
шухăшах пырса кĕнĕ иккен. Вăл шухăш акă мĕнре пулнă: вырсарникун çурри иртсен
тин миссис Тэчер хăйĕн Беккийĕ миссис Гарпер патĕнче çывăрманнине пĕлме
пултарать. Ачасем юлашки çурта татакĕ çинчен куçне илмесĕр пăхса ларнă, вăл

хуллен, нимĕн хĕрхенӳсер ирĕлсе пĕтсе пынине асăрхаса пăхнă. Юлашкинчен çурта
çиппи пĕр çур дюйм тăршшĕ çеç тăрса юлнă; унăн начаркка çути пĕрре çӳлелле
хăпарнă, тепре аннă, пĕрре çӳлелле хăпарнă, тепре аннă. Часах питех те хăрамалла
сĕм-тĕттĕм пулса тăнă, ниçта та çутă пулман.
Бекки хăй Том ытамĕнче макăрнине астуса илнĕ. Мĕн чухлĕ вăхăт иртнĕ-ши,
вĕсенчен нихăшĕ те çавна калама пултарайман. Вĕсем çакна çеç пĕлнĕ; вăхăт питĕ
нумай иртсен (хăйсене çапла туйăинă) вĕсем иккĕшĕ те ыйха кайса ним пĕлми
пулнине хăйсем çинчен сирсе пăрахнă та хăйсене пырса тивне инкеке каллех туйма
пуçланă. Халĕ вырсарникун, тен, тунтикун та пулĕ, тенĕ Том. Вăл Беккие
сăмахлаттарма хăтланса пăхнă, анчах хĕрачана ытла та пысăк хуйхă пусса илнĕ; унăн
мĕнпур ĕмĕчĕ те йăлтах сӳнсе ларнă. «Эпир çуккине тахçанах астумалла пулнă, халĕ
ĕнтĕ, тен, пире шыраççĕ те пулĕ», — тесе каланă Том. — Эпĕ мĕнпур вăйпа
кăшкăратăп, — кам та пулин илте те килĕ», — тенĕ. Вăл кăшкăрса янă; анчах
тĕттĕмре сасă ян-ян! кайнисем питех те хăрамалла илтĕннĕ, çавăнпа вăл урăх
кăшкăрса та пăхман.
Сехетсем иртне, çĕр тĕрмине лекнĕ ачасене каллех выçă аптратма пуçланă.
Хăйне тивнĕ çур тӳперен Томăн пĕр татăк выртса юлнă: вĕсем ăна валеçнĕ те çисе
янă. Анчах, ăна çисессĕн, вĕсен хырăмĕсем тата хытăрах выçнă пек туйăнса кайнă.
Кăшт кăна çини хăйсен хырăмĕнчен тăрăхланă пек çеç пулнă.
Пĕр хушă иртсен, Том çапла каланă:
— Ш-ш-ш... Эсĕ илтрĕн-и? — тенĕ.
Вĕсем иккĕшĕ те сывлама чарăнса итлеме пуçланă. Такам таçта инçетре,
инçетре кăшкăрнă пек туйăннă. Том çавăнтах хирĕç кăшкăрнă та, Беккие алăран
тытса, коридор тăрăх çав еннелле хыпашласа кайма пуçланă. Унтан вăл каллех
чарăнса тăнă: сасă каллех илтĕнсе кайнă, çывăхрах илтеннĕ пек туйăннă.
— Вĕсем кăшкăраççĕ! — тенĕ Том. — Кунталла килеççĕ! Атя, Бекки, ан хăра,
халĕ пурте лайăх пырать.
Тыткăна лекнескерсем хĕпĕртесе хаваслансах кайнă. Анчах вĕсем чупма
пултарайман, мĕншĕн тесен кашни утăмрах анса каймалли тарăн шăтăксем тĕл
пулнă, çавăнпа сыхланса утмалла пулнă. Часах вĕсем пĕр çавăн пек шăтăк патне
пырса тăнă та пĕр утăм та малалла кайма пултарайман. Шăтăкĕ виçĕ фут тарăнăш
та, çĕр фут тарăнăш та пулма пултарнă, — кирек менле пулсан та, ун урлă каçма
май килмен. Том хырăме çине выртнă та хăй мĕн чул пултарнă таран аялалла
карăнса пăхнă. Шăтăкăн тĕпĕ палăрман... Пăхса кĕтсе тăрас пулать ĕнтĕ хăйсене
илме киличчен. Вĕсем итлесе тăнă, анчах сасăсем хуллентерех те инçетерех илтĕнме
пуçланă. Татах темиçе самантран вĕсем йăлтах та илтĕнме пăрахна. Ах, мĕнле шел,
мĕнле кичем пулса кайнă. Том хăйĕн сасси урмăшса кайичченех кăшкăртă, анчах
ăна никам та хирĕç чĕнекен пулман. Çапах та вăл Беккие шанчăк пама тăрăшнă,
анчах, вĕсем пĕр ĕмĕр хушшиех пăшăрханса кетсе тăрсан та, сасăсем урăх илтĕнмен.
Ачасем хыпашласа хăйсен шывĕ патне утса çитнĕ. Питех те кетсе ывăнмалла
сехет хыççăн сехет тăсăлса пынă. Вĕсем каллех çывăрса кайнă та, выçăскерсем,
пĕтĕмпех хуйхă пусса çитернĕскерсем, вăранса кайнă. Халĕ ĕнтĕ ытларикун пулĕ
тесе шутланă Том.
Сасартăк унăн пуçне пĕр шухăш кĕрех кайнă. Çывăхра айккинелле кайма
темиçе коридор та пулнă. Ахаль ĕçсĕр аптраса лариччен çавсене йĕрлесе пăхса
çӳресси лайăхрах мар-ши? Вăл кĕсйинчен хут çĕленĕн кантрине туртса кăларнă, ăна
чул сăрт тĕпекĕнчен кăкарса лартнă та Беккипе пĕрле çула тухса кайнă, утнă майĕпе
çăмхине сӳтсе пынă. Анчах пĕр çирĕм утăм яхăн кайсанах каридор пĕтсе ларнă; унăн
вĕçĕнче тарăн шăтăкалла сикмелли лаптăк пекки пулнă. Том чĕркуçленсе ларнă та

аялалла анса каякан стенана тепчесе пăхма пуçланă, унтан хăйĕн алли çитнĕ таран
кĕтес хыçĕнчи стенана хыпашлама тапратнă, унтан пăртак сылтăмалларах карăнса
пăхнă та, çав самантра вара пĕр çирĕм ярдра çеç тенĕ пек чул сăрт кĕтесси хыçĕнчен
çурта тытнă алă курăнса кайнă. Том хĕпĕртесе кăшкăрса янă, анчах алă хыççăн
çыннин кĕлетки те тухса тăнă, вăл Джо индеец пулнă. Том хăраса хытсах кайнă, ни
аллине, ни урине те тапратма пултарайман; «испанец» çав минутрах сиккипе яра
парса, часах куçран çухалнă, уншăн Том шутсăрах хĕпĕртесе кайнă. Джо ман сасса
епле палласа илеймерĕ-ши, судра каласа кăтартнăшăн вăл епле-ха мана çапса
пăрахмарĕ-ши тесе, питех тĕлĕннĕ Том. Анчах унăн сасси ян кайса улшăннă
пулмалла. Çавăнпа çеç вăл мана паллаймарĕ, тенĕ арçын ача хăйне хăй. Сехри
хăпнипе унăн ӳтĕнчи кашни мускулĕ вăйсăрланса кайнă, хăйне хăй вăл çапла
каланă: «Каялла, çăлкуç шывĕ патне, таврăнма вăй çитет пулсан, эпĕ вара çавăнтах
юлатăп, урăх çĕре ниçта та каймастăп, çав Джо индеецпа каллех тел пулас марччĕ»,
— тенĕ.
Вăл хăй мĕн курнине Беккирен пытарнă. «Ахаль çес кăшкăртăм», — тенĕ вăл
ăна.
Анчах хырăм выççийĕ тата нимăне пĕлмесĕр асап тӳссе ларасси вăл сехре
хăпса хăтланнисенчен те усалтарах. Вĕсем çăлкуç патĕнче хуйхăрса ларнă та унтан
ыйхăласа кайнă, кайран нумайччен çывăрнă — çакă вара вĕсен шухăшĕсене те
улăштарса янă. Питĕ çиес килекен пулнипе вĕсем вăранса кайнă. «Халь ĕнтĕ юнкун е
кĕçнерникун, тен, эрнекун е шăматкун та пулĕ, — тесе шутланă Том, — шыракансем
те, шыраса тупас çук тесе, пирĕн çине алăпа çеç сулчĕç пулĕ», — тенĕ. Вăл тепĕр
коридора тĕпчесе пăхма сĕннĕ. Хăть те мĕн хăрамалли пулсан та, вăл çапах кайса
çӳреме хатĕр пулнă, Джо индееца тĕл пулассинчен те хăрама пăрахнă. Анчах Бекки
питĕ вăйсăрланса çитнĕ. Вăл ĕнтĕркесе питех салхуллăн ларнă, вырăнтан
тапранасшăн та пулман. «Эпĕ хам ăçта ларнă çĕртех ларса юлатăп, вилĕм килессине
кĕтетĕп, вăл çитесси инçех мар ĕнтĕ, — тенĕ вăл. — Эсĕ каяс тетĕн пулсан, кантра ил
те кай, анчах эпĕ сана манпала сăмахламашкăн час-часах киле-киле кайма
йăлăнатăп, санран та сăмах илетĕп: хăрушă минут килсе çитсен, эсĕ ман патра лар,
пурте пĕтичченех мана алăран тытса лар», — тенĕ.
Том ăна чуптуса илнĕ, çавăн чухне ăна хăйне такам пыртан пăвса лартнă
пекех пулнă. Вăл çĕр айенчи шăтăкран тухмалли вырăн шыраса тупма е тата
хăйсене шыракансене тĕл пулма ĕмĕтленессине пăрахман пек пулнă. Хăй аллине вăл
хут çĕленĕн кантрипе илнĕ те, пĕр коридорĕ тăрăх хыпашласа, тăватă уран упаленсе
аялалла анма пуçланă, хăйне хырăм выççнйĕ тата çывхаракан вилĕм çинчен
шухăшлани аптăратса çитернĕ.

Вăтăр иккĕмĕш сыпăк
«ТУХĂР! ТУПĂНЧĔÇ!»
Акă ытларикун та çитрĕ. Кăнтăрлахи апат хыççăнхи сехетсем иртнĕ хыççăн
кун каç енне сулăнчĕ. Пĕчĕк хула Санкт-Петербург халĕ те траурлă-ха: çухалнă
ачасем тупăнман-ха. Вĕсем çăлăнччăр тесе, чиркӳсенче молебен тутараççĕ. Уйрăм
кĕлĕсем те пĕлĕт патнелле сахалах мар хăпараççĕ, кĕлтаваканĕсем вăл кĕлĕсене
хăйсен пĕтĕм чунне хурса кĕлтăваççĕ, çĕр айăнчи шăтăк ăшĕнчен ĕлĕкхи пек
савăнăçлă хыпарсем килмеççĕ. Шыраканĕсем нумайăшĕ шырама пăрахнă та хăйсен
яланхи ĕçĕсем патне таврăннă, паллах, ачасем тупăнас çук ĕнтĕ, тесе шутланă вĕсем.

Миссис Тэчер питех чирлĕ, çурри ытла вăл аташсах выртать. Ăна курнă
çынсем çапла калаççĕ: «Вăл хăйĕн хĕрачине чĕнсе пуçне çĕклет те пер минут хушши
итлесе тăрать, унтан, йывăррăн йынăшса илсе, пуçне минтер çинелле хурать», —
теççĕ. Полли мăнаккăшĕ питĕ пысăк хуйха ӳкпĕ, унăн кăвак çӳçĕ йăлтах шуралса
кайнă пек пулнă. Ытларикун каçхине пĕтĕм хула ниме ĕмĕтленмесĕр, салхуллăн
ыйха путнă.
Çĕр варринче кĕтмен çĕртен хулари чиркӳ ухмаха ернĕ пекех танкăлтаттарни
илтĕнсе кайнă. Пĕр самантрах вара урамсене ухмах пек çӳрекен тумланнăтумланман çынсем тухса тулнă. Вĕсем: «Тухăр! Тухăр! Тупăнчĕç! Тупăнчĕç!» — тесе
çухăрнă. Тимĕр çатмасемпе чанкăртаттарнă, тӳттӳрутсем кăшкăртнă. Пĕтĕм халăх
ушкăнĕпе шыв хĕрринелле Томпа Беккие хирĕç чупнă, вĕсене хулари çынсем уçă
кӳме çине лартса, хытă кăшкăрса хăйсем туртса пынă. Ушкăн кӳмене хупăрласа
илнĕ, пĕрле пыракансемпе пĕрлешнĕ те пĕрмай «ура» кăшкăрса аслă урам тăрăх
чаплăн утнă.
Иллюминаци çутса янă. Çывăрма никам та выртман. Хăйĕн мĕнпур ĕмĕрĕ
тăршшĕнче те хула çавăн пек чаплă çĕр курман. Пĕр çур сехет хушшинче Тэчер
судья килне хулари çынсем пурте тенĕ пекех пырса тухса кайнă.. Вĕсем çăлăннă
ачасене ыталаса ачашланă та вĕсене чуптунă, миссис Тэчера алă панă, сăмахлама
хăтланнă. Анчах вĕсем сăмахлама пултарайман, пĕтĕм кил-çурта куççуль юхтарса
тултарнă.
Полли мăнаккăшĕ шутсăрах хавасланнă, миссис Тэчер та çавнашкалах
хĕпĕртенĕ. Çĕр айĕнчи шăтăк патнелле чуптарнă çын, миссис Тэчерăн упăшки патне
çитсе, ăна савăнăçлă хыпар пĕлтерме ĕлкĕрнĕ пулсан, миссис Тэчер пĕтĕмĕшпех
телейлĕ пулнă пулĕччĕ.
Том диван çинче выртать, вăл хăйне питĕ тăнласа итлекен çынсене хăйсем
тĕлĕнмелле мыскара курни çинчен каласа кăтартать. Сăмах хитререх тухмашкăн
палăрмалларах эпизодсем те сахалах мар хăйĕнчен шухăшласа кăларса хушса
калать вăл. Юлашкинчен вăл хăй Беккие пăрахса хăварса разведкăна кайни çинчен
те каласа кăтартрĕ: хăй икĕ галерея витĕр тухни çинчен, хăйен кантри мĕн чул çитнĕ
таран виççемĕш галерея тăрăх кайни çинчен каларĕ. Унăн кантра çăмхийĕ йăлт
вĕçне çитичченех сӳтĕлсе пĕтнĕ те, вăл ĕнтĕ каялла таврăнас тесе тăнă-мĕн. Сасартăк
инçетре хĕвел çути пек çутă курах кайнă, вăл кантрана пăрахнă та алăпа хыпашласах
Sez Çuaş ädäbiyättän 1 tekst ukıdıgız.
Çirattagı - Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 15
  • Büleklär
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 01
    Süzlärneñ gomumi sanı 4082
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1885
    44.2 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    62.6 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    68.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 02
    Süzlärneñ gomumi sanı 4116
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1907
    48.5 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    66.2 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    70.9 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 03
    Süzlärneñ gomumi sanı 4171
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1872
    46.1 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    64.8 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    70.6 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 04
    Süzlärneñ gomumi sanı 4157
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1781
    48.8 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    68.3 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.9 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 05
    Süzlärneñ gomumi sanı 4102
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1817
    46.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    66.8 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    71.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 06
    Süzlärneñ gomumi sanı 4169
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1850
    47.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    67.9 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    74.2 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 07
    Süzlärneñ gomumi sanı 4121
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1860
    48.8 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    67.5 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.7 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 08
    Süzlärneñ gomumi sanı 4065
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1843
    45.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    65.6 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.1 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 09
    Süzlärneñ gomumi sanı 4156
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1700
    48.3 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    66.1 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.6 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 10
    Süzlärneñ gomumi sanı 4115
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1839
    45.3 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    63.6 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    69.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 11
    Süzlärneñ gomumi sanı 4104
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1749
    47.1 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    65.7 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.1 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 12
    Süzlärneñ gomumi sanı 4128
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1744
    48.8 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    67.7 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.9 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 13
    Süzlärneñ gomumi sanı 4149
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1782
    48.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    68.5 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    74.6 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 14
    Süzlärneñ gomumi sanı 4146
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1690
    49.4 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    69.7 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    75.3 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 15
    Süzlärneñ gomumi sanı 4207
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1808
    48.0 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    68.4 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    74.4 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 16
    Süzlärneñ gomumi sanı 2412
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1198
    51.6 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    67.9 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    71.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.