Latin

Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 08

Süzlärneñ gomumi sanı 4065
Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1843
45.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
65.6 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
72.1 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
ads place
Анчах çавна аса илни карчăкшăн ытла та йывăр пулнăран вăл хытă макăрса
ячĕ. Том та пĕр-икĕ хут ĕсĕклесе илчĕ, — анчах вăл ыттисене мар, хăйне ытларах
хĕрхенчĕ. Вăл Мэри макăрнине, вăхăчĕ-вăкăчĕпе ăна ачаш сăмахсемпе асăнса
илнисене илтрĕ. Юлашкинчен вăл мăнкăмăллансах кайрĕ: хăй çав тери паллă ача
тесе вăл нихçан та шухăшламан. Çапах та мăнаккăшĕ хуйхăрни ăна чĕререн хытах
пырса тиврĕ. Унăн кравать айĕнчен сиксе тухса мăнаккăшне çавăнтах савăнтарса
ярасси килчĕ: театрти пек эффектсем тăвасси яланах унăн кăмăлне кайнă. Çапах та
вăл хăйне илĕртнине парăнмарĕ, малалла мĕн калаçнисене итлесе шăпах выртрĕ.
Уйрăм сăмахсем тăрăх вăл хăйсем çухални çинчен çынсем мĕн каланине пĕлчĕ:
вĕсем шыва кĕнĕ чухне анса кайнă пулĕ тесе шутлаççĕ-мĕн çынсем, унтан çынсем
сулă çуккине курах кайнă; кайран тахăш ачи Томпа Джо хăйсем çинчен хулара
«часах илтĕç» тесе каланисене астуса илнĕ. Вара çавăнти ăслă çынсем пуçĕсемпе
шухăшласа пăхнă та çакăн пек шутланă: ачасем сулăпа анаталла анса кайнă та
пирвайхи пĕчĕк хуланах çитсе тухнă. Анчах кăнтăр тĕлĕнче суллине тупнă, вăл
хуларан пилĕк-ултă милре Миссури шывĕ хĕрриле çитсе çапăннипе çынсем
малаллахи ĕмĕчĕсем те пĕтĕмĕшпех пĕтсе ларнă: ачасем, паллах ĕнтĕ, шыва анса
кайнă, ахаллĕн вĕсем хырăмĕсем выçнăран каçалапа киле те пырса çитетчĕç, тен,
малтанрах та çйтетчĕç пулĕ. Инкекĕ шыв варри тĕлĕнче пулнă пулĕ, çавăнпа çеç
вĕсен ӳчĕсене те тупайман. Шыв варри тĕлĕнче пулман пулсан, вĕсем çыран хĕррине
çитетчĕç, мĕншĕн тесен виççĕшĕ те аван ишетчĕç. Паян юнкун. Ӳчĕсем
вырсарникунхи ирччен тупăнмасан, вара нимĕнле шанчăк та пулмасть.
Вырсарникун, кăнтăрлахи кĕлĕ вăхăтĕнче, çав ачасем виллĕ тесе кĕлтăваççĕ.
Том шартах сикрĕ.
Миссис Гарпер йĕрсе пуринпе те сывпуллашрĕ те алăк патнелле утма
пуçларĕ. Анчах çавăнтах тăлăха юлнă хĕрарăмсем иккешĕ те пĕр-пĕрин ытамĕсене
пырса ӳкрĕç, пĕр-пĕринчен уйрăличчен макăрчĕç. Полли мăнаккăшĕ çывăрма
выртас умĕн Сидпа Мэрие ахаль чухнехинчен те ачашраххăн чуптурĕ. Сид ĕсĕклесе
макăрса илчĕ, Мэри куççульне шăпăртаттарсах çывăрма кайрĕ.
Полли мăнаккăшĕ черкуçленсе ларчĕ те Томшăн кĕлтума тапратрĕ. Ун
сăмахĕсенче тата чĕтрекен сассинче çав тери шутсăр хытă юратни сисĕнсе тăчĕ, вăл
чуна тапратмалла çав тери хĕрӳллĕн кĕлтурĕ, çавна кура Том каллех куççуль
юхтарма тытăнчĕ.
Мăнаккăшĕ çывăрма выртсан та, ачан тата нумай тапранмасăр шăп выртма
тиврĕ. Мăнаккăшĕ хăйне канлĕ мар пек пĕрмай çаврăнкаларĕ, пĕр енчен тепĕр
еннелле куçкаласа выртрĕ, вăхăчĕ-вăхăчĕпе унăн çăварĕнчен темĕнле хурлăхлă
сăмахсем туха-туха кайрĕç. Юлашкинчен вăл шăпах пулчĕ, сайра хутра çеç тĕлĕкре
йынăшкаларĕ. Том упаленсе тухрĕ, пит сыхланса, хуллен ура çине тăчĕ те, çурта
çутине аллипе картласа, çывăракан мăнаккăшне нумайччен пăхса тăчĕ.
Мăнаккăшне вăл пĕтĕм чĕрипе хĕрхенчĕ. Кĕсйинчен йывăç хуппи кăларчĕ те
çурта патне хучĕ, анчах кайран унăн пуçне темĕнле çĕнĕ шухăш пырса кĕчĕ. Пĕрре
шут тытнине улăштарса, йывăç хуппине каллех кĕсйине чикрĕ, пит-куçне йăл
çутăлтарса, мăнаккăшĕ патне пĕшкĕнчĕ те унăн сăнсăрлалнă ватă тутинчен чуптуса
илчĕ. Унтан шăппăн утса тухса кайрĕ, алăкне хăй хыççăн питĕрсе хăварчĕ.

Вăл пристань патне, яланах пăрахут тăракан çĕре, çитрĕ те шыв хĕрринче
никам та çуккине кура, хăюллăн пăрахут çинелле утса кĕчĕ. Пăрахут çинче
хуралçăсăр пуçне урăх никам та пулма пултарайманнине вăл аванах пĕлсе тăчĕ,
хуралçи каютăна кĕрсе выртса вилĕ пекех çывăрма выртнă. Том пĕчĕк кимммне
вĕçертсе илчĕ, хуллен ун çине кĕрсе ларчĕ те шыв тăрăх тăвалла ишме пуçларĕ. Пĕр
миля пек кайсан, вăл кĕсменсемпе хытăрах ишме тапратрĕ, шыв урлă каçсан, лăп
хăй ăçта тухас тенĕ çĕре пырса тăчĕ, мĕншен тесен çав ĕç уншăн çĕнĕ ĕç пулмарĕ
ĕнтĕ. Унăн шутсăрах кимме «ярса илесси» те килчĕ: кимĕ те пăртак карап шутне
кĕрет вĕт, çавăнпа ăна пират та тытса илме пултарать. Анчах киммине пур çĕрте те
шырама пуçлассине вăл пĕлсе тăчĕ, шырама пуçласан вара, таркăнсен йĕрне те
тупма пултараççĕ. Çавăнпа вăл тӳрех çыран хĕрринелле тапса сикрĕ те вăрман
чăтлăхĕ ăшнелле кĕрсе кайрĕ. Вăрманта вăл, çывăрса каяс мар тесе, аран-аран
чăткаласа, лайăх канса илчĕ те унтан лагерь патнелле уттарчĕ. Çĕрлехи тĕттĕм
сирĕле пуçланă, вăл ăшăх вырăн тĕллелле çитнĕ çĕре тул йăлтах çутăлчĕ. Том тата
пăртак ларкаларĕ, хĕвел çӳлелле хăпарса хăватлă юханшыва ылтăн тĕспе çап-çутă
çутатса ярсан тин вăл каллех шывалла сикрĕ. Пăртак тăрсан вăл, йĕп-йĕпескер,
лагерь патнех пырса тухрĕ. Вăл вăхăтра Джо питĕ ĕнентерӳллĕн çакăн пек каласа
тăчĕ:
— Çук, Гек, Том — шанчăклă çын. Вăл каялла таврăнатех. Дезертир пулас çук
вăл. Ун пек тусан, пирата намăс пулассине пĕлет вăл. Пират ячĕ уншăн пуринчен те
хаклăрах. Ăна пĕр-пĕр япала тытса чарнă ĕнтĕ, мĕнле япала тытса чарнă-ши —
пĕлессĕм килетчĕ, — терĕ.
— Япалисем çапах та — пирĕн вĕт?
— Пирĕн, Гек, анчах йăлтах пирĕн мар-ха. Çырура çапла каланă: вăл ирхи
апат тĕлне таврăнмасан, япалисене пирĕн илмелле, тенĕ.
— Вăл çитсе те тухрĕ! — терĕ Том, вĕсен умне чаплăн утса тухса.
Часах вĕсем ветчинапа пулăран хăйсем валли ирхи апат хатĕрлерĕç те ăна
тĕппипех çисе ячĕç. Апатне çисе ларнă хушăра Том хăй ăçта кайса мĕн-мĕн курса
çӳренисем çинчен каласа кăтартрĕ (пăртак хушса хитрелетсе каларĕ). Каласа
кăтартнине йăлтах итлесе пĕтерсен, ачасем тата ытларах мăнкăмăлланса кайрĕç,
хăйсене хăйсем геройсем тесе шутлама тапратрĕç. Том, çывăрас тесе, сулхăна керсе
выртрĕ, ытти пирачĕсем вăлтапа пулă тытма тата утрава пăхса çӳреме кайрĕç.

Вунулттăмĕш сыпăк
МАЛТАНХИ ЧĔЛĔМСЕМ. — «ЭПĔ ÇĔÇĔ ÇУХАТРĂМ»
Кăнтăрлахи апат хыççăн вăрă-хурахсен пĕтĕм шайкки хăйăрлă ăшăх вырăн
патнелле тимĕршапа çăмартисене шырама утрĕ. Ачасем хăйăр ăшне патаксемпе
чыша-чыша пăхрĕç, çемçе вырăн тупăнсан, çавăнта чĕркуçленсе ларса, аллисемпе
чаврĕç. Хăшпĕр лапчăкран вĕсем тăруках пилĕк-ултă теçетке çăмарта тупа-тупа
кăларчĕç. Çăмартисем çап-çаврака та шурăскерсем, шултра мăйăртан кăшт çеç
пĕчĕкрех. Çав каçхине пиратсем çăмарта пĕçерсе пит аван апатланчĕç, тепĕр кун
ирхине те, эрнекун, питĕ аван ĕçсе çирĕç. Ĕçми-çимине вĕсем самаях йăкăртса тухнă
çав.
Ирхи апат хыççăн вĕсем пуç урлă сикмелле вылярĕç, шыв хĕрринчи ăшăх
çĕрте сиккелесе, чупнă хушăрах тумтирĕсене хыва-хыва пăрахса, пĕр-пĕрин хыççăн
хăваласа çӳрерĕç, унтан вара çаппа-çарамасах шывра вăйлă юхăмпа кĕрешмелле
выляса хăтланчĕç. Шыв юхăмĕ хăш-пĕр чухне вĕсене ураран та ӳкерчĕ, вара ачасем

тата ытларах хĕпĕртерĕç. Хăш-хăш чухне вĕсем пурте пĕрле пуçтарăнса тачĕç, ывăç
тупанĕсемпе шыв ăсса, пĕр-пĕрне пичĕсенчен чашлаттарчĕç, кашниех, хăйне ан
сирпĕтчĕр тесе, питне аяккалла пăрса, тăшман патне йăпшăнса утса пычĕ.
Унтан вĕсем алла-аллăн тытса çапăçма тапратрĕç. Çĕнтерекенĕ, хăй çĕнтернĕ
ачана пуçĕнчен тытса, ăна шывалла тарăн чăмтарчĕ, кайран вĕсем виççĕшĕ те
чăмрĕç, шап-шурă алăсемпе урасем çеç курăна-курăна юлчĕç. Каллех шыв çинелле
тухсан, вĕсем мăшлатрĕç, лашасем пек хартлатрĕç, кулчĕç, сура-сура хăтланчĕç,
чыхăнчĕç.
Вăйран сулăнса çитсен, типĕ çĕре чупа-чупа тухса, вĕри хăиăр çине тăсăлатăсăла выртрĕç, утиялпа витĕннĕ пек, хăйсене хăйăрпа витрĕç, унтан каллех
шывалла сикрĕç те татах малтанхи пек хăтланма пуçларĕç. Юлашкинчен вĕсен пуçне
çакăн пек шухăш кĕчĕ: «Пирĕн çара çанçурăм ӳт тĕслĕ трико евĕрлĕ туйăнать», —
терĕç вĕсем. Хăйăр çинче вĕсем ункă чĕрсе çаврăнчĕç те цирк турĕç, циркĕнче вĕсен
виçĕ клоун, мĕншĕн тесен вĕсенчен нихăшĕ те çав тери ырă роле тепĕр ачана
парасшăн пулмарĕ.
Кайран вĕсем хăйсен мрамор шарикĕсене туртса кăларчĕç те «çӳлелле
ывăтмалла», «туртмалла» тата «касмалла» выляма тапратрĕç. Çак вăйăсене те вĕсем
йăлăхтарса çитеричченех вылярĕç. Гекпа Джо татах шыва кĕме кайрĕç. Томĕ хăраса
ӳкрĕ те çыранрах тăрса юлчĕ: вăл йĕмне хывса пăрахнă хушăра хăйĕн уринчен шнур
салтăнса ӳкнине асăрхарĕ — çав шнурпа вăл хăйĕн ури çумме çĕленĕн хăратамалли
ункисене çыхса лартнăччĕ. Çав тĕлĕнмелле хăватлă япаласăр мана епле шăнăр
туртса лартмарĕ-ши тесе тĕлĕнчĕ вăл. Çав çĕлен ункисене шыраса тупиччен вăл
çаплах шыва кĕме хăраса тăчĕ, çав тапхăрта унăн юлташĕсем ывăнма ĕлкĕрчĕç те
çыран хĕррине тухса выртрĕç. Ерипенех вĕсем тĕрлĕ çĕрелле саланса пĕтрĕç,
шухăша кайрĕç, кашниех тăван хула хĕвел питĕнче тĕлĕрсе ларнă еннелле хурлăхлăн
пăхрĕ. Том хăй те сисмесĕрех урин пуç пӳрнипе хăйăр çинче «Бекки» тесе çырчĕ. Вăл
хăй кирлĕ мар ĕç тунине астуса илчĕ те çырнине хуратрĕ, хăй çемçешке пулнăшăн
хăй çине çилленсе кайрĕ, анчах тӳсеймесĕр çав ята тата çырчĕ, унтан каллех хуратрĕ,
хăйне илĕртнинчен хăтăлас тесе, юлташĕсене шырама танккарĕ.
Джон чун хавалĕ пĕтĕмпех пĕтсе ларнă иккен. Вăл киле каясшăн шутсăр
хуйхăрать, çав йывăр хуйха тӳссе тăма унăн ĕнтĕ вăйĕ те çук. Вăл йĕрсе ярас патнех
çитрĕ.
Гек салхулланчĕ, Томăн та кăмăлĕ хуçăлчĕ, анчах вăл хăйне алра тытрĕ-ха,
тĕрекленсе çӳрерĕ. Унăн пĕр вăрттăнлăх пур, ун çинчен вăл вăхăт çитиччен
юлташĕсене пĕлтересшĕн мар. Анчах вĕсен хуйхине сирсе яма май килмесен, вăл
çав япала çинчен тусĕсене халех каласа кăтартать. Вара вăл хăйне савăнăçлă тытса
çапла каларĕ:
— Çак утрав çинче пирĕнтен малтан та пиратсем пулнă, çавăншăн эпĕ заклад
хурсах тавлашатăп. Атьăр тепĕр хут çаврăнса çӳрер. Кунта пĕр-пĕр çĕрте тăпра ăшне
хаклă япала таврашĕ те чиксе хунă пулĕ. Эпир тăпра ăшĕнче ылтăн та кĕмĕл
тултарнă, çурри çĕрнĕ арча тупсан, эсĕр мĕн калăрши? Э?
Анчах çавăн пек сĕнĕве Гекпа Джо кăмăлсăр йышăнчĕç, Томăн хĕпĕртени те
çавăнтах, нимĕнле сăмахсăрах сӳнсе ларчĕ.
Том тата пĕр ик-виçĕ илĕртмелле сенӳ парса пăхрĕ, анчах вăл тăрăшнисем
пурте ахалех пулчĕç. Унăн алли усăнмах пуçларĕ.
Джо патакпа хăйăра тĕрткелесе тăчĕ, унăн сăн-пичĕ питех те салху.
Юлашкинчен вăл çапла каларĕ:
— Ох, ачасем, çак япалана пăрахар луччĕ! Манăн киле каяс килет. Мана
кичем кунта, — терĕ.

— Çук, апла мар, Джо, эсĕ хăнăхатăн, — тесе çавăрчĕ ăна Тоам. — Эсĕ
шухăшла-ха, кунта пулă аван кĕрет.
— Кирлĕ мар мана санăн пуллу... Киле каяс килет.
— Итле-ха, Джо, ăçта-ха эсĕ шыва кĕме урăх çакнашкал лайăх вырăн тупатăн
тата?
— Мĕн тума кирлĕ мана санăн шыва кĕмелли? Суратăп халĕ эпĕ ун çине,
мана никам та шыва кĕме чарман чухне. Эпĕ киле каятăп, хăть те мĕн тăвăр!
— Фу, мĕнле намăс! Пĕчĕк ача! Амăшĕ патне каясшăн!
— Çапла çав, амăшĕ патне! Аннӳ пулнă пулсан, санăн та каяс килĕччĕ. Эпĕ
тата пĕчĕк ача та мар. Эпĕ те сан пекех.
Джо макăрас патнех çитрĕ.
— Ну, юрĕ, пирĕн макăракан пĕчĕк ача килелле, амăшĕ патнелле кайтăрах,
эпир ăна яратпăр вĕт, Гек? Мĕскĕн ача, вăл амăшне курасшăн хуйхăрать. Юрĕ
эппин! Кайтăрах! Эсĕ кунта пурăнма юрататăн вĕт, Гек? Эпир санпала юлатпăр,
юрать-и?
— Ия, — терĕ Гек сиввĕн.
— Урăх эпĕ санпала калаçмастăп та. Эпĕ санпа ĕмĕр-ĕмĕрех вăрçăллă
пулатăп. Çавна шĕлсе тăр! — терĕ Джо, вырăнтан тăрса.
Вăл салхуллăн аяккалла кайса тăчĕ те тумланма тытăнчĕ.
— Тупнă япала! — терĕ ăна хирĕç Том. — Тархасшăн, кай! Макăрса
лармăпăр. Каях киле, пурте вара санран кулччăр. Аван пират, каламллли те çук.
Эпир Гекпа иксĕмĕр сан пек макрасем мар-ха. Эпир кунта юлатпăр, чăнах вет, Гек?
Каяс тет пулсан, кайтăрах. Унсăр та пурăнăпăр.
Том хăйне юри пĕртте пăшăрханман пек тытсан та, унăн ăшĕ çапах та
вăркарĕ, куç харшине пĕрĕнтерсе лартрĕ вăл. Джо тумланма пăрахманнине кура,
тата ытларах хурланчĕ Том. Юлташĕ çула кайма епле пуçтарăннине Гек питĕ хытă
астуса пăхса тăнăран Томăн ăшчикĕ вутпах çунма пуçларĕ. Гек нимĕн те
шарламанни ырă мара пĕлтернине сисрĕ Том. Джо тумланчĕ те сывпуллашмасăрах
Иллинойс çыранĕ патнелле уттарчĕ. Томăн чĕри çурăлсах кайрĕ. Вăл Гек çинелле
пăхса илчĕ. Лешĕ çакна тӳсеймесĕр пуçне усрĕ. — Манăн та каяс килетчĕ, — терĕ вăл
юлашкинчен. — Кунта темле кичемле пулса кайрĕ, — халĕ ĕнтĕ тата кичемрех
пулать. Эпир иксĕмĕр те каяр луччĕ, Том!
— Каяс тетĕн-тĕк, кай, эсĕр пурте кайма пултаратăр, эпĕ каймастăп, юлатăп.
— Том, эпĕ кайăттăм луччĕ.
— Кай, эппин, — кам сана тытса тăрать?
Гек хăйĕн хăйăр çине пăрахнă тумтирне пуçтарма тытăнчĕ.
— Санăн та пирĕнпе пĕрле каймаллаччĕ, Том? — тесе çавăрма пуçларĕ вăл
ăна.
— Чăнах та, шухăшласа пăх-ха лайăхрах. Эпир сана шыв хĕрринче кĕтсе
тăрăпăр.
— Нумайччан кĕтсе тăмалла пулĕ апла сирĕн
Гек хуйхăрса çула тухса кайрĕ. Том ăна хыçран пăхса тăчĕ, унăн та,
мăнкăмăлланассине йăлтах аяккалла сирсе пăрахса, шутсăрах вĕсем хыççăн каяс
килчĕ. Ачасем кĕçех акă чарăнса тăраççĕ тесе ĕмĕтленчĕ вăл, анчах лешсем чĕркуççи
таран шыв тăрăх малалла утрĕç. Тома сасартăк кичем пек, хăрамалла пек туйăнса
кайрĕ. Вăл хăй мăнкăмăлланнине пĕтĕмпех çĕнтерчĕ те юлташĕсем хыççăн чуппипе
яра пачĕ:
— Тăрăр-ха! Тăрăр! Манăн сире пĕр япала каламалли пур.

Лешсем чарăнчĕç те каялла çаврăнса пăхрĕç. Вĕсене хăваласа çитсен, Том хăй
пытарса тăнă япала çинчен калама пуçларĕ. Вĕсем сиввĕн, тăшманла пăхса итлесе
тăчĕç, анчах кайрантарахпа вĕсем Том мĕн тума шутланине чухласа илчĕç те питĕ
хĕпĕртесе кайса çухăрашма тапратрĕç: — Том питех те тĕлĕнмелле япала
шухăшласа кăларнă, ун çинчен пире малтанах каланă пулсан, эпир пăрахса каяс та
çукчĕ, — терĕç вĕсем.
Том вĕсене темĕн мăкăртатса ăнлантарма хăтланчĕ, анчах тӳррипе каласан,
хăй пытарса тăнă япала çинчен каласа та ачасене нумаях чарса тăрас çук пулĕ тесе
хăрарĕ вăл. Çавăнпа та вăл çав япалана резерва, нимĕнле те май килмесен, чи
юлашкинчен каламашкăн перекетлесе хăварнă иккен.
Ачасем савăнăçлăн хăйсен лагерьне таврăнчĕç те шутсăр хаваслансах хăйсен
ĕлĕкхи вăййисене выляма тытăнчĕç. Пĕрмаях вĕсем Том питех те аван шутласа хуни
çинчен калаçрĕç, вăл гениллĕ пулнинчен тĕлĕнчĕç.
Çăмартапа пулă çисе лайăх апатланнă хыççăн Том çапла каларĕ: «Манăн ĕнтĕ
табак туртма вĕренес килет», — терĕ. Джо çав шухăша çыпăçрĕ те: «Эпĕ те туртса
пăхатăп», — терĕ. Гек чĕлĕмсем турĕ те вĕсене тултарчĕ. Çĕнĕрен вĕренекен ачасем
иккĕшĕ те ку таранччен виноград çулçинчен тунă сигарăсене çеç турткаланă, анчах
çав сигарăсем чĕлхене «чĕпĕтнĕ», арçынсене ун пек сигарăсем туртни килĕшмест
тесе шутланă вĕсем.
Вĕсем чавсаланса çĕр çине тăсăлса выртрĕç те тĕтĕмрен хăракаласарах, ăна
ытлашши шанмасăртарах, хăйсем ăшнелле туртса вĕрнме пуçларăç. Часах ачасене
лĕклентерме пуçларĕ, çапах та Том паттăрланса:
— Ку питех те çăмăл! Кăна малтанрах пĕлнĕ пулсан, эпĕ тахçанах туртма
вĕреннĕ пулăттăм, — терĕ.
— Эпĕ те вĕрентĕм. Кăна вĕренесси нимех те мар! — сăмах хушса хучĕ Джо.
— Ыттисем туртнине эпĕ мĕн чухлĕ пăхаттăм, манăн та вĕренесчĕ, тесе
шутлаттăм, çук çав, эпĕ вĕренме пултарас çук пулĕ, теттĕм. Эпĕ яланах çавăн пек.
Чăнах вĕт, Гек? Эсĕ эпĕ çапла каланине илтнĕ вĕт? Акă Гек калатăр.
— Нумай илтнĕ, — терĕ Гек.
— Çапла çав, темиçе çĕр хут та каланă. Пĕрре ун çинчен эпĕ выльăх пуснă
вырăн патĕнче каланăччĕ. Астăватăн-и, Гек? Унта тата Боб Тэннер, Джонни Миллер
тата Джефф Тэчер пулнăччĕ. Эсĕ астăватан-и, Гек, эпĕ мĕн каланине?
— Ия, астăватăп, — терĕ Гек. — Вăл эпĕ хамăн шарика çухатнă кун
пулнăччĕ... Çук, унтан малтанхи кунне.
— Акă вăт, Гек астăвать.
— Кун пек чĕлеме эпĕ кунĕпех те туртма пултарăттăм тесе шухăшлатăп.
Манăн пĕртте хăсас килмест, — терĕ Джо.
— Манăн та! — терĕ Том. — Эпĕ кунĕпех туртма пултарăттăм, Джефф Тэчер
пултарас çук, ун пирки тавлашатăп.
— Джефф Тэчер! Мĕн пултарать вăл! Вăл икĕ хутчен те ĕмсе илме пултарас
çук. Хăтланса пăхтăр. Çак мĕнле япала иккенне курĕ вара.
— Паллах, пултарас çук. Джонни Миллер та пултарас çук. Курас килетчĕ
манăн, çак пĕтĕм япалапа Джонни Миллер мĕнле хăтланкалĕ-ши?
— Мĕн тума пĕлтĕр вăл! — терĕ Джо. — Çав мĕскĕн ача нимĕн тума та
пултараймасть. Пĕрре ĕмсе илсессĕнех, вăл ураран ӳкет.
— Тĕрĕс калатăн, Джо. Итле-ха: арçын ачасем пире халь курас пулсан!
— Ку вара питех те аван пулатчĕ.
— Итлĕр, ачасем, никама та пĕр сăмах ан шарлăр. Хăçан та пулин пурте
пĕрле пуçтарăнсан, эпĕ сан пата пырăп та:

«Джо, санăн чĕлĕм пур-и? Туртас килет», — тейĕп. Эсĕ вара çавна нимĕн
вырăнне те хуман пек пулса çапла калăн:
«Ия, манăн кивĕ чĕлĕм пур тата тапре те пур, — табакĕ çеç пит аванах мар»,
— тейен. Эпĕ калăп: «Вăл пурпĕрех, типĕ пултăр çеç», — тейĕп. Вара эсĕ чĕлĕмсене
туртса кăларăн та, эпир иксĕмĕр те пит канлĕн ларса туртăпăр, пире пăхчăр çеç
вара.
— Вăт вара хĕпĕртемелле пулĕ, Том! Манăн халь çавăн пек тăвас килетчĕ.
— Манăн та. Эпир вĕсене калăпăр: пиратра çӳренĕ чухне туртма вĕрентĕмĕр,
тейĕпĕр, вăт вара пире кĕвĕçĕç.
— Кĕвĕçмесĕр, кĕвĕçеççех ĕнтĕ. Вăл паллах.
Калаçу пĕр евĕр тăсăлчĕ, анчах часах вăл сӳрĕкленчĕ, чарăнкалама пуçларĕ...
Паузăсем вăрăмлансах пычĕç. Сурчăк çăварсенче шутсăрах тĕлĕнмелле нумай
пуçтарăнчĕ. Ачасен çăварĕсенчи хушăксем пурте фонтансем пек тулса тăчĕç. Шыв
илсе ан кайтăр тесе, ачасем аранах хăйсен чĕлхисем айĕнчи путвалĕсене тасатса
пыма ĕлкĕрчĕç. Вĕсем темĕн пекех тăрăшсан та, çапах вĕсен пырĕсем тула-тула
кайрĕç, çавăн хыççăн вара кашни хутĕнчех шутсăр хăсас килчĕ.
Ачасем иккĕшĕ те шап-шурă шурса кайрĕç, вĕсен сăнĕсем мĕскĕннĕн
курăнчĕç. Джонăн вăйсăрланса кайнă пӳрнисем хушшинчен чĕлĕмĕ тухса ӳкрĕ.
Томăн та çавнашкалах. Фонтанĕсем çаплах мĕнпур вăйпа тапса тăчĕç, насусĕсем те
шутсăр хытă ĕçлерĕç. Юлашкинчен Джо хуллен:
— Эпĕ хамăн çĕççе çухатрăм. Кайса шыраса пăхам-ха... — терĕ. Том
тытăнкаласа, чĕтрекен тутапа:
— Эпĕ сана пулăшатăп, — терĕ. — Эсĕ çак еннелле кай, эпĕ — лерелле, шыв
юхса выртнă çĕрелле. Çук, Гек, эсĕ пирĕн хыççăн ан пыр, эпир хамăрах тупатпăр, —
терĕ.
Гек каллех вырăнне ларчĕ те пĕр сехете яхăн кĕтрĕ. Унтан ăна кичем пек
пулчĕ те, вăл юлташĕсене шырама утрĕ. Вăл вĕсене вăрманта шыраса тупрĕ; вĕсен
иккĕшĕн те сăнĕсем шап-шурах, хăйсем ыйха тăсаççĕ. Анчах Гека тем систерчĕ; халĕ
вĕсем пăртак уçăлна: кăмăлĕсем пăтранни те иртнĕ.
Çав каç апатлашă чукне иккĕшĕ те йăвашшăн шăпах ларчĕç. Гек каçхи апат
хыççăн хăйне валли чĕлĕмне тултарчĕ, вĕсем валли те тултарас тесен, Томпа Джо
харăсах:
— Кирлĕ мар, пирĕн паян ăшчикре аванах мар, кăнтăрлахи апат çинĕ чух тем
лайăх мар япала çирĕмĕр пулмалла, — терĕç.
Çур çĕр тĕлнелле Джо вăранчĕ, юлташĕсене те вăратрĕ. Сывлăш пăчă, вăл тем
ырă мар пулассине систерет. Шутсăр шăрăх та пăчă пулсан та, ачасем, вутран
юлташла пулăшу ыйтнă пек, ун çумнерех тĕршĕнсе ларчĕç. Шăпланса, темскер
пуласса кĕтрĕç. Кăвайт хыçĕнче пур çĕрте те сĕм-тĕттĕм.
Сасартăк чĕтревлĕ ялкăшу йывăç çулçисене тĕксĕммĕн çутатса илчĕ те
самантрах пĕтсе ларчĕ. Унтан çутăраххăн ялкăшса илчĕ. Татах та ялкăшрĕ. Унтан
йывăç турачĕсем хушшинче темĕнле пит хуллен йынăшнă пек сасă илтĕнсе кайрĕ.
Ачасем хăйсен пичĕсем çумĕнче такам сывланине туйса илчĕç те ку çĕрлехи усал
иртсе кайрĕ пулĕ тесе чĕтреве ерчĕç. Унтан шăп пулчĕ. Сасартăк каллех теменле
телĕнмелле вут-çулăм ялкăшса çĕрлерен кун туса хучĕ, вăл ачасен урисем патĕнче
ӳсекен кашни курăка янках çутатрĕ. Çавăн пекех вăл тата хăранипе шап-шурă
шуралса кайнă виçĕ ачан сăн-питне те çутатрĕ. Пĕлĕт çинче çӳлтен аялалла аслати
сасси такăна-такăна кĕреслетсе, янратса анчĕ те, инçетре салхуллăн мăкăртатса,
хуллен-хулленех илтĕнми пулчĕ.

Питĕ сивĕ сывлăш юхăмĕ килсе çапрĕ те иртсе кайрĕ, вăл пĕтĕм йывăç
çулçисене хускатса хăварчĕ, кăвайт çинчи кĕле çĕклентерсе, ăна тăман вĕçтернĕ пек
вĕçтерсе салатса ячĕ.
Каллех питех те çилĕллĕ вут-çулăм пĕтĕм таврари вăрмана çутатса ячĕ,
секундрах шутсăр хытă сасă шатăртаттарса кĕрлерĕ, ачасен пуçĕсем тĕлĕнчех йывăç
тăррисем çурăла-çурăла кайрĕç тесен те суя пулме. Каллех тавралăх тĕттемленсен,
пиратсем шутсăр хăраса ӳкнипе пĕр-пĕрни çумне тĕршĕнсе ларчĕç. Йывăç çулçисем
çине шултра çумăр тумламĕсем патлатма пуçларĕç.
— Ачасем, хӳтлĕхе! — тесе кăшкăрчĕ Том.
Вĕсем сапаланса чупма пуçларĕç, тымарсем çине такăна-такăна, вăрманти
виноград хушшинче çаклана-çаклана ларчĕç. Йывăçсем хушшинче урса кайса çил
улать, таврара мĕн пуррине пурне те хăйпе пĕрле юрлаттарса шавлаттарать. Çапçутă çиçĕм татти-сыпписĕр тенĕ пекех çиçет, пĕтĕм хăлхана хуплакан аслати çапса
кĕрĕслеттерсе тăрать. Акă чĕреслĕтсе çумăр çума тапратрĕ. Çил-тăвăл, вăйланса
пырса, çĕр çинелле татти-сыпписĕр çумăр тăктарчĕ.
Ачасем пĕр-пĕрне тем кăшкăрчĕç, анчах çил уланипе тата аслати
кĕрĕслеттернипе нимĕн те илтĕнмерĕ. Çапах та вĕсем пĕрин хыççăн тепри хӳтлĕх
патне çитрĕç те, пĕтĕмпех чăрмаланса пĕтнĕскерсем тата йĕпенсе шăнса
хытнăскерсем, парăс карса тунă хӳтлĕхе пытанчĕç. Вĕсен тумтирĕсенчен шыв
тумлать, анчах кашниех манпа пĕр пек инкек куракан юлташсем пур хăть, тесе
хĕпĕртерĕç. Вĕсен сассисене çил-тăвăл хуплас мар пулсан та, ачасен сăмахлама май
килмерĕ, мĕншĕн тесен вĕсен тĕлĕнче кивĕ парăс çав тери хытă çатлаттарса тăчĕ.
Аслатиллĕ çумăр вăйлансах пычĕ. Юлашкинчен çил капланса килсе, парăса кăкарса
лартнине пĕтĕмпех татса пăрахрĕ те ăна аяккалла вĕçтерсе кайрĕ. Ачасем, пĕр-пĕрне
аллисенчен тытса, шыв херринпе ларакан мăн юман хӳттинелле чупрĕç, кашни
минутрах такăна-такăна хăйсене ăçта килчĕ çавăнта кăвакартса, мăкăльсем лартса та
малаллах чупрĕç. Çапла çапăçу хĕрсех пычĕ. Татти-сыпписĕр çиçĕм çиçсе тăнипе
пурте витĕрех курăнса тăчĕ, мĕлке таврашĕ те пулмарĕ: авăна-авăна каякан
йывăçсем, шавласа юхакан шыв хумĕсем, кăпăкланнипе шап-шурă çилхеллĕ
курăнаканскерсем, леш енчи çӳллĕ чул сăртсем, — тĕтрепе чалăш çумăр чаршавĕ
витĕр тĕксĕммĕн курăнса лараççĕ. Час-часах пĕр-пĕр вăрман паттăрĕ çапăçура аяла
пулса, шатăртаттарса çĕрелле татăлса анать, çамрăк йывăçсене хуçать. Аслати
лăпланма пĕлмесĕр кĕрĕслеттерсе, пĕтĕм хăлхана хупласа лартмалла шутсăр
хăрушшăн шатăртаттарса, кĕмсĕртеттерме тапратрĕ. Юлашкинчен аслатиллĕ çумăр
хăиен пĕтĕм вăйне пуçтарса халиччен курман вăйпа ашкăнма пуçларĕ; пĕтĕм утрава
вăл татăкăн-татăкăн вакласа пĕтерсе, ăна çунтарса ярас пек, йывăç тăррисем таранах
шывпа тултарас пек, çĕр пичĕ çинчен те шăлса ывăтас пек туйăнчĕ. Çак каç килсĕр
ачасемшĕн питех те хăрушă каç пулчĕ.
Юлашкинчен çапăçу лăпланчĕ, пĕр-пĕринпе вăрçакан çарсем каялла чакма
пуçларĕç, вĕсем юнанисемпе ылханнисем хуллентерех те хуллентерех илтĕнсе
пычĕç, ерипенех вара вăрманта ĕлĕкхи пекех пулса тăчĕ. Сехрисем чылай хăпнă
ачасем хăйсен лагерьне таврăнчĕç, унта вара вĕсем хăйсем çапах та телейлĕ пулнине
курчĕç: вĕсен смоковницине çĕрле аслати çапнă (вĕсем ялан мăн смоковница айĕнче
çĕр каçнă), çавăн айĕнчех юлнă пулсан, вĕсем пĕтнĕ пулĕччĕç.
Лагерьте пурте, вăл шутрах кăвайчĕ те, витĕрех йĕпеннĕ, мĕншĕн тесен вĕсем,
ытти ачасем пекех, ăна тирпейлесе хурасси çинчен шухăшлама та пĕлмен, кăвайтне
çумăр шывĕнчен хăтарас тесе пĕртте тăрăшман. Çакă питех те лайăх мар, мĕншĕн
тесен виççĕшĕ те лачкам йĕпеннипе сиксех чĕтреççĕ. Вĕсем хăйсем кӳреннине
вичкĕннĕн каласа пĕлтерчĕç, анчах кайран вĕсем вут мăн пĕрене айнелле шалаллах

кĕрсе кайнине асăрхарĕç. Пĕрени çӳл еннелле чăмăрланса, çĕр тĕлĕнче аслăк пек
хупласа тăрать, çавăнпа кăвайтăн пĕр тĕлĕ, ывăç тупанĕ сарлакăш пек, йĕпенмесĕр
юлнă. Ачасем ĕçе пуçăнчĕç, выртакан йывăç вуллисем айĕнчен шанкă-çатăрка
таврашĕ тата хуйăр пуçтарчĕç те питĕ тăрăшса ĕçленипе юлашкинчен вутта
вăйлатса ячĕç, вĕсен кăвайчĕ вара, каллех тивсе, вăйлăн ялкăшса кайрĕ. Вĕсем унта
пысăк типĕ туратсем пухса хучĕç, вутти вара тимĕрç вучаххи пекех карлаттарма
тапратрĕ, ачасем каллех хăйсене телейлĕ туйрĕç. Хăйсен какайне типĕтсе, вĕсем
питех те аван апатланчĕç те, вут çумне вырнаçса, хăйсем çĕрле тĕлĕнмелле лайăх
мыскара курни çинчен ирчченех калаçса ларчĕç: çывăрас тесен, çапах ниçта та вырăн
çук, мĕншĕн тесен йĕри-тавра пĕр типĕ вырăн та юлман.
Хĕвел тухсанах, ачасене ыйхă аптратма пуçларĕ. Вĕсем шыв хĕрринчи
хăйăрлă вырăна кайрĕç те çывăрма выртрĕç. Часах вĕсене хĕвел пĕçертме пуçларĕ,
вĕсем тăчĕç те салхуллăн хăйсем валли ирхи апат хатĕрлеме тытăнчĕç. Апатланнă
хыççăн вĕсен каллех кăмăлĕсем пăсăлчĕç, алли-урисем вĕсен хытса ларчĕç, вĕсем
хăйсен ăшĕсенче каллех киле каясшăн хуйхăрма пуçларĕç. Том çавна сисрĕ те пур
майпа та пиратсене йăпатма тăрăшрĕ. Анчах вĕсене мрамор шариксем те, цирк та,
шыва кĕресси те йăпатаймарĕç. Вăл вĕсене хăйсен пĕр пысăк вăрттăнлăхĕ çинчен,
астутарчĕ, вара тинех ачасем кăшт савăнса кайнă пек пулчĕç. Çав савăнăç сирĕлсе
кайиччен Том вĕсене çĕнĕ япала шухăшласа кăларнипе интереслентерме васкарĕ.
Вăл вĕсене хăйсем пиратсем пулнине вăхăтлăха манма хушрĕ те индеецсем пулса
пăхма сĕнчĕ. Çав шухăш ачасене илĕртнĕ пек туйăнчĕ. Вĕсем пĕр самантрах тумтир
таврашсене хывса пăрахрĕç те, хăйсене хура пылчăкпа сăрласа, зебрăсем пекех
йăрăмлăскерсем пулса тачĕç. Çавăн хыççăн вара вĕсем, акăлчан ялне тапăнас тесе,
вăрманалла тапранса кĕрсе кайрĕç. Паллах, кашниех унта çулпуçĕ пулчĕ.
Хуллен-хулленех вĕсем пĕр-пĕринпе хирĕçекен виçĕ ăру пулса тăчĕç.
Хăрушшăн кăшкăрса, вĕсем пытанса ларнă çĕртен сике-сике тухрĕç те пĕрпĕрне пырса тапăнчĕç, тăшмана пиншерĕн-пиншерĕн вĕлерсе скальпларĕç *. Çав
кун пайтах юн юхре ĕнтĕ, ачасем вара кăмăллă пулчĕç.
* Скальп — вĕлернĕ е амантнă тăшман пуçĕ çинчен çӳçĕ-мĕнĕ-пех сӳсе илнĕ тир. Çурçĕр
Америкăри индеецсен вăл вăрçăри трофей вырăнне пулнă.

Каçхи апат тĕлнелле вĕсем, выçăскерсем те телейлĕскерсем, лагере
пуçтарăнчĕç. Анчах кунта печĕк чăрмав сиксе тухрĕ, пĕр-пĕринпе хирĕçекен
индеецсен çавăнтах хăйсен хушшинче килĕшӳ тумалла пулчĕ. Ахаллĕн вĕсем туслăх
çăкăрне хуçса çиме те пултараймарĕç, мир тумалли чĕлĕме туртмасăр епле мир
тума пулать-ха? Чĕлĕмсĕрех мир тăвассине ăçта илтнĕ ăна? Дикарьсенчен иккĕшĕ
ĕмĕрлĕхех пиратра юлма хатĕр пулатчĕç пулĕ. Анчах урăх нимĕн тумалли те çук,
ирĕксĕрех вара вĕсем, хăйсем савăннă пек пулма тăрăшса, чĕлĕм кăларма ыйтрĕç,
кашниех вăра черетпе туртса пăхрĕç. Юлашкинчен вĕсем индеецсем пулнăшăн
хĕпĕртесе те кайрĕç: халĕ ĕнтĕ вĕсем «çухалнă çĕççе шырама» кайса çӳремесĕрех
пăртак турткалама пултараççĕ. Халĕ вĕсен хăсасси килчĕ те, анчах вăл ĕлĕкхи пек
питех асаплантармарĕ. Вĕсем хăйсене çавăн пек май килсе тухнипе усă курма
васкарĕç. Каçхи апат хыççăн вĕсем асăрхансарах хăйсен опытне тепĕр хут туса
пăхрĕç; ку хутĕнче вара вăл ăнăçлах пулчĕ, çавăнпа та каç питех савăнăçлăн иртрĕ.
Вĕсем çĕнĕ искусствăна вĕреннĕшĕн шутсăрах мăнаçланса хĕпĕртерĕç, хăйсем
тăруках ултă индеец ăрăвĕн тирĕпе скальпĕсене сӳсе илме пултарнă пекех савăнчĕç.
Халĕ вĕсене пăрăхса хăварар-ха: табак туртса, лăпăртатса, мухтанса ларччăрах вĕсем.
Пĕр хушша эпир вĕсемсĕр те ирттерме пултаратпăр.

Вунçиччĕмĕш сыпăк
ПИРАТСЕМ ХĂЙСЕНЕ ПЫТАРНĂ ÇĔРЕ ПЫРАÇÇĔ
Шăматкун каçхине çанталăк тӳлек тăчĕ. Çапах çав каç пĕчĕк хулара пит
савăнăçлах пулмарĕ. Полли мăнаккăшĕ, Мэри, Сид тата миссис Гарперăн пĕтĕм
килйышĕ,питех хуйхăрса куççуль юхтарса, траурлă тумсем тăхăнчĕç. Хула яланах та
ытла шавлă пулман, анчах халĕ унта питех те шăп. Хулара пуранакан çынсем хăйсен
яланхи ĕçĕсене аран çеç, сӳрăккĕн ĕçлекелерĕç, сахал сăмахларĕç, час-часах йывăррăн
сывласа илчĕç. Пĕчĕк ачасемшĕн те шăматкун канасси йывăр килнĕ пек туйăнчĕ.
Вĕсен вăййисем майлашса пымарĕç, хуллен-хулленех, хăйсен ăссĕнех чарăна-чарăна
ларчĕç.
Каç пуласпа Бекки Тэчер хуйхăрса пушă шкул картишĕ тăрăх пĕчченех утса
çӳрерĕ, хăйне хăй вăл питĕ телейсĕр тесе шутларĕ. Ăна йăпатма шкул картишĕнче
те нимĕн те тупăнмарĕ. Вăл хăйне хăй:
— Манăн алăра унăн пăхăр шарикĕ пулинччĕ хăть. Ăна асăнмалăх нимĕн те
юлмарĕ, — тесе каларĕ.
Бекки макăрса ярасран аран чăтрĕ.
Сасартăк вăл чарăнса тăчĕ те хăйне хăй çапла каларĕ:
— Çавă лăп çакăнта пулнăччĕ те... О, çав халапа тепĕр хут тапратас пулсан,
эпĕ ăна мĕн каланине нимпе те, нимпе те калас çукчĕ. Анчах вăл çук, эпе ăна нихçан
та, нихçан та, нихçан та курас çук ĕнтĕ.
Çав шухăш йăлтах пусса çитерчĕ ăна, вăл вара куççуль юхтарса тухса кайрĕ.
Унтан ачасем, Томпа тата Джопа пĕрле шкула çӳренĕ юлташĕсем, ушкăнăпех
пырса çитрĕç. Вĕсем пурте, хӳме витĕр пăхса, пăчланнă ачасене хисеплесе,
хуллентерех сăмахларĕç: хăйсем юлашки хут ăна курнă чухне вăл мĕн-мĕн тунине
тата Джо мĕн каланине асăнчĕç. Джо хăйĕн кашни сăмахĕпех усал пулассине
систернĕ пек туйăнчĕ вĕсене. Асăнаканĕ кашниех пăчланнă ачасем ăçта тăнине те
тĕп-тĕрĕсех кăтарта-кăтарта пачĕç. «Эпĕ хам халь епле тăратăп, çавăн пекех тăнăччĕ
вăл — сан пек, юнашарах тăратчĕ. Акă çакăн пек пăхса кулса илсеччĕ. Эпĕ вара
темĕн сиснĕ пекех пултăм, — сасартăк çав тери хăрушă пек туйăнса кайрĕ, ăнлантăри? Эпĕ ун чухне çав мĕне пĕлтерессине пĕлмен те, халĕ куртăм ĕнтĕ», — терĕ.
Пăчланнă ачасене юлашки хут кам чĕррĕн курнă тесе тавлашма тытăнчĕç
вĕсем. Нумайăшĕ çав хурлăхлă чыса хăйсем йышăнасшăн пулчĕç, анчах вĕсен
сăмахĕсене ытти свидетельсем каланисем сире-сире пăрахрĕç. Юлашкинчен вилнĕ
юлташĕсене кам юлашки хут курса калаçнине пĕлсе илсен, çав телейлĕ ачасем
мăнкăмăлланса кайрĕç, ыттисем пурте вĕсене кĕвĕçсе пăхса тăчĕç. Пĕр ачи,
лайăхраххине урăх нимĕн те тупаймасăр, мухтансах:
— Лайăх хĕртрĕ-çке мана Том Сойер... Пĕрре! — терĕ.
Анчах вăл чапа тухма хăтланса пăхни ăнăçлă пулмарĕ. Ытти ачисем те пурте
тенĕ пекех хăйсем çинчен çавăн пекех калама пултараççĕ вĕт, çавăнпа та вăл ачан
лаврĕсем хаклах пулмарĕç. Шкул ачисем пăчланнă геройсене пит хисеплесе асăнаасăна килесене саланса кайрĕç.
Тепĕр ирхине, вырсарникунхи шкулта урок пĕтсен, чиркӳре яланхи пекех
чан çапасси вырăнне салхуллăн чан çаннă сасă илтĕне пуçларĕ. Çав макăрнă евĕрлĕ
янракан чан сассийĕ вырсарникунхи ир çутçанталăк шухăша кайса тӳлек тăнипе
Sez Çuaş ädäbiyättän 1 tekst ukıdıgız.
Çirattagı - Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 09
  • Büleklär
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 01
    Süzlärneñ gomumi sanı 4082
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1885
    44.2 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    62.6 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    68.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 02
    Süzlärneñ gomumi sanı 4116
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1907
    48.5 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    66.2 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    70.9 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 03
    Süzlärneñ gomumi sanı 4171
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1872
    46.1 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    64.8 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    70.6 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 04
    Süzlärneñ gomumi sanı 4157
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1781
    48.8 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    68.3 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.9 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 05
    Süzlärneñ gomumi sanı 4102
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1817
    46.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    66.8 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    71.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 06
    Süzlärneñ gomumi sanı 4169
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1850
    47.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    67.9 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    74.2 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 07
    Süzlärneñ gomumi sanı 4121
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1860
    48.8 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    67.5 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.7 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 08
    Süzlärneñ gomumi sanı 4065
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1843
    45.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    65.6 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.1 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 09
    Süzlärneñ gomumi sanı 4156
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1700
    48.3 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    66.1 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.6 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 10
    Süzlärneñ gomumi sanı 4115
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1839
    45.3 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    63.6 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    69.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 11
    Süzlärneñ gomumi sanı 4104
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1749
    47.1 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    65.7 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.1 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 12
    Süzlärneñ gomumi sanı 4128
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1744
    48.8 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    67.7 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.9 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 13
    Süzlärneñ gomumi sanı 4149
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1782
    48.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    68.5 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    74.6 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 14
    Süzlärneñ gomumi sanı 4146
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1690
    49.4 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    69.7 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    75.3 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 15
    Süzlärneñ gomumi sanı 4207
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1808
    48.0 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    68.4 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    74.4 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 16
    Süzlärneñ gomumi sanı 2412
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1198
    51.6 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    67.9 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    71.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.