Latin

Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 07

Süzlärneñ gomumi sanı 4121
Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1860
48.8 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
67.5 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
72.7 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
ads place
тĕл пулас, терĕç. Çав тĕлте пĕренерен тунă пĕчĕкрех сулă тăнă, вĕсем çав сулла
вăрлама шут тытрĕç. Кашниех хăйпе пĕрле вăлтасемле çекĕлсем, тата, вăрлама
пултарсан, çимелли япаласем те илмелле тесе кавар турĕç. Çав япаласене вара май
килнĕ таран тискертереххĕн тата çынсене тĕлĕнтермеллерех вăрламалла. Кăнтăрла
çитиччен вĕсем кашниех ачасем хушшинче «хулара ак часах тем илтĕнĕ» тесе сăмах
сарма ĕлкĕрчĕç. Çавăн пек систернĕ ачасене пурне те вĕсем «чĕлхесене çыртса
çӳреме, мĕн пулассине кĕтме» хушрĕç.
Çур çĕр тĕлĕнче Том типĕтнĕ какай тата урăх çимĕç те йăтса хайхи вырăна
çитрĕ. Çимĕçне вăл çавăнти чăнкă чул сăрт çинчи чăтлăх ăшне кĕртсе хуче. Хăватлă
юханшыв çывăрса кайнă океан пекех тӳлек. Том хăлхисене тăратсах итлерĕ, — пĕр
сас-чĕв те пулмарĕ. Вара вăл вăрăммăн та хуллентерех шăхăрса ячĕ. Чул сăрт
патĕнче аялта ăна хирĕç шăхăрни илтĕнчĕ. Том тата икĕ хутчен шăхăрчĕ, ăна хирĕç
каллех аялтан шăхăрса хуравларĕç. Унтан такам, сассине улăштарса: «Кам килет?»
— тесе ыйтрĕ.
— Том Сойер, Испани тинĕсĕ çинчи Тискер этем. Хăвăрăн ятăрсене калăр.
— Гек Финн — Юнлă алă — тата Джо Гарпер — Тинĕсем çинчи Аслати.
Çав ятсене Том хăй юратнă романсенчен илнĕ.
— Юрĕ. Пароль калăр!
Çĕрлехи шăплăхра икĕ урмăш сасă харăсах пĕр хăруша сăмах каласа ячĕç:
— «Юн!»
Том чул сăрт çинчен хăйĕн типĕтнĕ какайне аялалла ывăтрĕ, ун хыççăн хăй те
шуса анчĕ, шуса аннă чухне тумтирне те, ӳт-тирне те чĕркелесе пĕтерчĕ.
Чул сăрт çинчен шыв хĕрринелле анмашкăн аван сукмаках пулнă, çав сукмак
çинче нимрен шикленмелли те пулман, — пиратсем шикленмелли пуррине питĕ
юратаççĕ-çке.
Тинĕссем çинчи Аслати питĕ пысăк сысна аш татăкки тупса килнĕ, ăна вăл
аран çеç йăтса çитернĕ. Финн — Юнлă алă — таçтан пĕр пĕчĕк хуран тата пĕр пачка
çурри нӳрĕ табак çулçисем, чĕлĕм вырăнне тыткаламашкăн виç-тăват маис туни
пĕçертсе килнĕ. Хăйсĕр пуçне пиратсенчен пĕри те табак туртман, чăмламан пулсан
та, вăл çаксене илсе пынă.
Испани тинĕсĕ çинчи Тискер этем: «Вутсăр-мĕнсĕр çула тухса каясси çинчен
шухăшламалли те çук», — тенĕ. Çав питех те тĕплĕ шухăш пулчĕ: вăл вăхăтсенче
çынсем шăрпăкпа сахал усă курнă.
Ачасем хăйсем патĕнчен пĕр-икĕ çĕр утăм тăвалларах пысăк сулă çинче вут
йăсăрланса çуннине курах кайрĕç. Вĕсем ун патне йăпшăнса пычĕç те вутпуççи
вăрласа тарчĕç. Çавна вăрланă чухне вĕсем темĕнле те хăтланчĕç: кашни минутрах

пĕр-пĕрне шăп пулма чĕнсе пӳрнисене тутисем патне тытрĕç, çук кинжал аврисене
аллисемпе яра-яра илчĕç, хаяррăн пăшăлтатса пĕр-пĕрне çапла хушса тăчĕç:
«Тăшман тапрансанах, ăна çĕçĕпе аври таранах яшт чикмелле, мĕншĕн тесен вилĕ
çын каласа кăтартаймасть», — терĕç. Сулăпа юхакан çынĕсем хулана кайни çинчен,
вĕсем унта е çывăраççĕ-и, е ĕçсе çӳреççĕ-и, — çакна вĕсем аванах пĕлсе тăчĕç, анчах
çапах та вĕсен хăйсене вăрă-хурахсем пекех тытмалла пулчĕ. Унтан вĕсем çула тухса
кайрĕç. Томĕ приказсем парса тăчĕ. Гек хыçалта кĕсменпе ишсе пычĕ, Джо — малта,
Том, карап варри тĕлĕнче çилленнĕ пек çамкине пĕрсе, аллисене кăкăрĕ çинче
хĕреслесе тытса, сивĕ сасăпа шăппăн команда парса тăчĕ.
— Тăвалла, çиле хирĕç тытăр!.. Çил майлă!
— Халех, сэр!
— Тӳрĕ тыт, тӳрĕ!
— Халех, сэр!
— Парăссене яр!
— Халех, сэр!
Сулли пĕр тикĕс те лăлкăн шыв варринелле юхса пычĕ, Том приказсене
пурне те ятне тума çеç пачĕ, вĕсем ниме те кирлĕ пулман, ниме те пĕлтермен.
— Мĕнле парăссемпе пырать карап?!
— Аялти парăссемпе, марсĕлсемпе тата бом-кливĕрсемпе, сэр!
— Бом-бромсĕлсене хăпартăр! Хăвăрт! Ултă маттурĕ фор-тень-стаксĕлсем
çине хăпарччăр! Çаврăнкала!
— Халех, сэр!
— Грот-бромсĕлне яр, сарлакараххăн! Шкотсемпе брассене! Хăвăртрах!
Хăвăртрах!
— Халех, сэр!
— Рульне çил майлă тыт! Сулахай аяккинчен! Тăшмана хирĕç тăма хатĕр пул!
Рульне сулахаялла! Ну, маттурсем! Харăсрах тытăпăр! Çак хăвăртлăхпах!
— Халех, сэр!
Сулă шыв варри тĕлĕнчен иртрĕ, ачасем ăна, кĕсменпе авăсма пăрахса, шыв
юхнă майĕне ячĕç. Юханшыв ăшăхланнă, çавăнпа вăл сехет хушшинче икĕ е виçĕ
миля хăвăртлăхпа кăна юхать. Ачасем пĕр хĕрĕх минут хушши нимĕн шарламасăр
ишрĕç. Çав вăхăтра вĕсем хăйсен хули тĕлĕпе иртсе пычĕç, анчах хули вĕсенчен çав
тери инçетре. Хула канлĕ ыйхăра. Тĕтреллĕн курăнакан анлă шыв талккăшĕ çине
симĕс тĕслĕрех çăлтăр çутисем ӳкнĕ, çав шыв талккăшĕ тĕлĕнче çӳлтерехре пĕр иквиç хăй çути йăлтăртатни тăрăх çеç хула ăçта ларнине пĕлме пулать. Хулара
çывăракан çынсем çак тапхăрта мĕнле пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пулса иртни çинчен,
паллах, шухăшламаççĕ та. Испани тинесĕ çинчи Тискер этем халĕ те сулă варринчех
тăрать-ха, вăл хăй ĕлĕк çав тери савăнăç курнă тата çав тери асап тӳснĕ çĕрелле
«юлашки хут» пăхса пырать. Ах, хайхи хĕрача ăна çак минутра куртăрччĕ! Вăл
тăвăллă тинĕс çийĕпе, вилĕме хирĕç салхуллăн кулса, епле нимĕн хăрамасăр пăхса
пынине хĕрача куртăрччĕ. Хăйĕн шухăшĕсен вылявне вăл вăйлатса ячĕ те, Джексон
утравĕ вара калама та çук инçетелле кайса ларчĕ. Том «хăйĕн Тăван çĕршывĕ çине
пĕтĕм чĕререн хуйхăрса, çав вăхăтрах тата савăнса юлашки хут пăхса илчĕ». Ытти
пирачĕсем те, хăйсен Тăван çĕршывĕнчи вырăнсене юлашки хут пăхса, сывпуллашса
уйрăлчĕç. Çавăнпа вĕсем чутах утрав тĕлĕнчен иртсе каятчĕç. Анчах вĕсем
хăрушлăха вăхăтра сисрĕç те лайăхрах пăхса пыма пуçларĕç. Çĕрле, икĕ сехет
çитеспе, сулă хăйăрлă ăшă вырăна, ачасем вырнаçма шутланă çĕртен пĕр икçĕр утăм
аяккарах, пырса чарăнчĕ. Ачасем вара хăйсен япалисене çав çĕрелле йăтма
тапратрĕç, мĕнпур япалине йăтса пĕтериччен вĕсем нумайччен чĕркуççи таран шыв

тăрăх каллĕ-маллĕ утрĕç. Вĕсем сулă çинчен кимĕ парăс илсе тухрĕç те çимелли
япаласене хӳтĕлемешкĕн ăна тĕмсем хушшине палатка евĕрлĕ карса лартрĕç, хăйсем
çанталăк уяр чухне уçă çĕртех çывăрма пултараççĕ, вăрă-хурах таврашсен çавăн пек
çывăрса пурăнмалла та. Вĕсем салхуллă вăрман ăшĕнче шалта — вăрман хĕрринчен
пĕр çирĕм-вăтăр утăмра — кăвайт хучĕç, хайсем валли каçхи апатлăх çатма çинче
пăртак сысна ашĕ ăшаларĕç те кукуруза пашалăвĕсене çуррине яхăнах çисе ячĕç. Ах,
çакăн пек уçă çĕрте, никам йĕрлесе çӳремест, никам пурăнман утравра, этем килçурчĕсенчен ăçта инçетре, никам пырса тивмен вăрманта хăналанса ларасси —
шутсăр та пысăк телей! Вĕсем цивилизациллĕ пурнăç патне нихçан та таврăнас çук.
Вут çути вĕсен санĕ-пичĕсене çутатса тăчĕ, хулăн йывăç вуллисемпе йăлтартатакан
симĕс курăк çине тата виноград çулçисем çине хĕрлĕрех тĕслĕ çута ӳкрĕ. Юлашки
сысна аш татăкĕсене тата юлашки кукуруза пашалу касăкĕсене çисе ярсан, ачасем,
пĕтĕм кăмăлтан савăнса, курăк çине тăсăлса выртрĕç. Вут çумĕнне ытла та ăшă.
Вĕсем сулхăнрах вырăн та тупма пултарнă пулĕччĕç, анчах ачасемшĕн вăрманта
кăвайт çумĕнче выртасси — ытла та ытармалла мар.
— Аван мар-и вара? — терĕ Джо.
— Питех те аван! — терĕ ăна хирĕç Том.
— Ытти арçын ачасем, пире курас пулсан, мĕн калĕччĕç-ши?
— Мĕн калĕччĕç? Вĕсем иире кĕвĕçнипе вилсех кайĕччĕç. Чăнах вĕт, Гек?
— Вăл çаплах ĕнтĕ! — терĕ Гекльберри. — Ыттисем темле, ăна пĕлместеп,
маншăн пулсан, пит аван. Унтан лайăххи мана кирлĕ те мар. Куллен хырăма
тăраниччен чышса тултараймастăн-çке, çитменнине тата, кунта никам та килсе сана
нимĕн айăпсăрах ĕнсерен те парас çук. Усал сăмахсемпе те ятлаçса тăкас çук.
— Çакăн пек пурнăç лăпах манăн кăмăла каять, — терĕ Том. — Ирхине ирех
тăмалла мар, çав пур пустуй япаласене те тумалла мар... Куратăн-и, Джо, пират
çыран хĕрринче пурăннă чухне унăн пурнăçĕ пĕччен пурăнакан манах пурнăçĕнчен
те лайăхрах: нимĕнле ĕç те çук, аллусене хутлатса лармалла çеç. Пĕччен пурăнакан
манахăн яланах турра кĕлтумалла, пăртак ачашланкалас тесен те, ăна апла хăтланма
юрамасть. Вăл тата пат-пĕччетех, нимĕнле компанисĕр пурăнать.
— Вăл тĕрĕс, — терĕ Джо. — Ĕлĕк эпĕ те ун çинчен шухăшламанччĕ, халĕ
ĕнтĕ эпĕ пират пулса тăрсан, вăрă-хурах пулса çӳрени савăкраххине хамах куратăп.
— Куратăн-и, — тесе тăнлантарма пуçларĕ ăна Том. — Халĕ пĕччен
пурăнакан манахсене ĕлĕкхи пек питех хисеплемеççĕ, пирата çынсем яланах хытă
хисеплесе пурăнаççĕ. Пĕччен пурăнакан манахсен çĕтĕк-çатăк хытă тумтир тăхăнса
çӳремелле, пуç çине кĕл сапмалла, хытă чулсем çинче çывăрса пурăнмалла, çумăр
айенче тăрса шӳмелле тата...
— Ма вĕсем пуç çине кĕл сапаççĕ-ха? — тесе ыйтре Гек, Тома калама чарса
тата ма хытă тумтир тăхăнса çӳреççĕ вĕсем?
— Пĕлместĕп... Йăли ĕнтĕ çавнашкал пулĕ. Эсĕ пĕччен пурăнакан манах
пулсан, санăн, хăвăн кăмăлу пур-и, çук-и, çав япаласене пурне те тумаллах пулать.
— Эпĕ пулсан, ăна тăвас çукчĕ! — терĕ Гек.
— Мĕн тăвăттăн вара эсĕ?
— Пĕлместĕп. Манăн апла тăвас килмест, теттĕм те — Ĕçĕ те пĕтрĕ.
— Çук, Гек, сана вĕсем итлес те çук. Йĕрки çавăн тек. Епле иртĕттĕн эсĕ
унтан?
— Эпĕ пăрахăттăм та тарăттăм, çавă çеç.
— Вара пĕччен пурăнакан манах мар, тăмсай пулăттăн. Ĕмĕрлĕхех намăс
курăттăн.

Юнлă алă хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ, мĕншĕн тесен çав вăхăтра вăл пĕрмай урăх
ĕçсемпе аппаланса ларчĕ. Хăмăш пек маис тунине тасатса кăларса, ун çумне темĕнле
сарлака курăк туни майлаштарса лартрĕ, ун ăшне вара табак çулçисем тултарчĕ те
кăвар илсе хăмăш туни патне тытрĕ.
Тутлă шăршлă тĕтĕм кăларса ярсан, вăл хăйн шутсăр телейлĕ туйрĕ. Ытти
пирачĕсем, ун çине пăхса, ăна темĕн пекех кĕвĕçрĕç, питех те ырă туйăнакан лайăх
мар япалана май килнĕ таран часрах вĕренсе çитес тесе шут тытрĕç вĕсем хăйсен
ăссĕн. Гек каллех Томран:
— Пиратсем вĕсем мăн тăваççĕ-ха? — тесе ыйтрĕ.
— О! Вĕсем питĕ савăнса пурăнаççĕ: карапсене тыткăна илеççĕ те çунтарса
яраççĕ, ылтăнне хăйсем валли илеççĕ те ăна хăйсен утравĕнче, пĕр-пĕр хăрушă
вырăна, тăпра ăшне алтса чикеççĕ, вĕсене вара усалсем тата ытти усал-тĕселсем те
сыхласа тăраççĕ. Матросĕсемпе пассажирĕсене вĕлереççĕ те борт хыçнелле кăларса
ывăтаççĕ.
— Хĕрарăмсене вĕсем утрава, хăйсем патне, илсе каяççĕ, — тесе хушса каларĕ
Джо, — хĕрарăмсене вĕсем вĕлермеççĕ.
— Ия, — терĕ Том, ун майлă пулса, — хĕрарамсене вĕсем вĕлермеççĕ. Вĕсем
ытла та ырă çынсем. Тата хĕрарăмĕсем те питĕ чиперскерсем.
— Вĕсен тумтирĕсем мĕнле капăр — пĕтĕмпех ылтăн та кĕмĕл тата
бриллиантсем тытса пĕтернĕ! — тесе питĕ хавассăн хушса каларĕ Джо.
— Камăн тумтирĕ? — терĕ Гек.
— Пиратсен.
Гек Финн нимĕнле ĕмĕт те çуккине палăртакан куçпа хăйĕн тумтирĕ çине
пăхса илчĕ.
— Манăн çипуç пиратсенни пек мар, — терĕ вăл питĕ хуйхăрса, — ах, манăн
тумтирĕ те çак анчах-çке...
«Санăн хитре тумтир кĕтсе илесси нумаях юлман», — тесе йăпатрĕç ăна
тусĕсем. Вĕсем тапăнса çӳреме пуçласанах, вĕсен ылтăн та, тумтир таврашĕ те —
пурте пулать. Пуян вăрă-хурахсем кирлĕ пек тумтирне малтанах хатĕрлеççĕ пулсан
та, халлĕхе ĕнтĕ Гекăн çĕтĕк-çатăкĕсем те юраççĕ.
Хуллен-хулленех сăмах-юмах вĕçленчĕ: пĕчек таркăнсен куçĕсем хупăнма
пуçларĕç, вĕсене ыйхă пусса пычĕ. Юнлă алă пӳрнисем хушшинчен чĕлĕмĕ тухса
ӳкрĕ, вăл ывăнса çитре те таса çын пек çывăрса кайрĕ. Тинĕссем çинчи Аслатипе
Испани тинĕсĕ çинчи Тискер этем çеç часах çывăрса каяймарĕç. Çывăрма выртас
умĕнхи кĕлле вĕсем вăрттăн, выртнă çĕртех вуларĕç, мĕншĕн тесен вĕсене чĕркуççи
çине тăратса хыттăн вулаттаракан никам та пулмарĕ. Тӳррипе каласан, вĕсем вуçех
кĕлтăвас мар тесе те шутланăччĕ, антах пĕлĕт вĕсен пуçĕ çине ятарласа аçа-çиçĕм
ярасран хăрарĕç. Часах вĕсем çывăрса кайма та пуçланăччĕ. Анчах лăпах çав вăхăтра
вĕсен чунĕсене пĕр кĕтмен хăна йăпшăнса пырса кĕчĕ: вăл хăнана лайăх мар
тунăшăн ӳкĕнни, теççĕ. Ачасем, килтен тухса тарса, лайăх мар турăмăр пулĕ тесе,
хăракалама пуçларĕç; унтан вĕсем аш вăрласа тухни çинчен астуса илчĕç те чăнласах
та шухăшласа асапланма тапратрĕç. Вĕсем, ĕлĕк те темиçе хутчен путвалран тутлă
кукăль е улма вăрлакалани çинчен аса иле-иле, хăйсене хăйсем лăплантарма
тăрăшрĕç. Анчах çав сăлтавсем вăйлах пулмарĕç, çавăнпа вĕсем ниепле те
лăпланаймарĕç. Юлашкинчен вĕсене кукăль е улма пĕçертсе тухни те пустуй япала
пек çеç туйăна пуçларĕ. Анчах çыннăн типĕтнĕ какайне, çыннăн сысна ашне тата
ытти çавăн пек хаклă япалисене илни вăл чăнахах вăрлани пекех туйăнчĕ, çав
вăрланине хиреç библире те уйрăм заповедь пур.

Çавăнпа та хăйсен ăшĕнче: пиратсем пулса çӳренĕ хушăра эпир ирсĕр ĕç
туса, вăрласа урăх хамăра хамăр варалас çук, тесе шутларĕç вĕсем. Хăйсен намăссимĕсĕпе вăхăтлăха килĕшӳ турĕç те пур чухне те пĕр шутлă пулман, тĕлĕнмелле
пиратсем лăпкăн та канлĕн çывăрса кайрĕç.

Вунтăваттăмĕш сыпăк
ТЕЛЕЙЛЕ ВĂРĂ-ХУРАХСЕН ЛАГЕРĔ
Ирхине вăрансан, Том нумайччен хăй ăçтине чухласа илеймерĕ.
Вăл тăрса ларчĕ, куçĕсене сăтăркаларĕ те йĕри-тавра пăхса илчĕ. Кăвак
çутăллă сулхăн ир. Вăрманта нимĕнле сас-чĕвĕ те çук. Тĕлĕнмелле канлĕх! Пĕр йывăç
çулçи те тапранмасть, аслă çутçанталăк шухăша путнине пĕр сасă та пăсмасть.
Çулçăсемпе курăксем çинче сывлăм шывĕ çут шăрçа пек йăлтăртатать.
Кăвайт хунă çĕрте шап-шурă кĕл выртать, кăвак тĕтĕм ярăмĕ çеç тӳрех
çӳлелле хăпарать. Джопа Гек çывăраççĕ. Инçетре — вăрман ăшĕнче — темĕнле кайăк
кăшкăрать, ăна хирĕç тепри чĕнчĕ, таçта улатакка таккама тапратрĕ. Сивĕ кăвак
шуçăм çуталса килнĕ майĕпе сасăсем те ӳссе нумайланса пычĕç, — пур çĕрте те
пурнăç курăна пуçларĕ. Çутçанталăк хăй çинчен йывăр ыйхине сирсе ярса ĕçе
пуçăнса пынă май, шухăша кайнă ача куçне тĕлĕнмелле япаласем кăтартса тăчĕ.
Пĕр пĕчек симĕс хурт сывлăмпа йĕпеннĕ çийĕпе шуса пырать. Вăхăчĕвăхăчĕпе вăл, хăйĕн пĕвĕн иккĕ виççĕмĕш пайне çулçă çинчен çӳлелле хăпартахăпарта илсе, йĕри-тавра пăхкаланă пек пулать, унтан татах малалла шăвăнать.
«Çĕвĕç пекех виçе-виçе илет», — тесе шухăшларĕ Том. Хурчĕ ун патнелле çывхарса
çитсен, Том чул пек хытса кайрĕ. Хурт урăх еннелле кайма шутламаннине кура унăн
чунĕнчи ĕмĕтĕсем пĕрре çӳлелле çĕкленчĕç, тепре аялалла анчĕç. Хурт хăйĕн пĕвне
çӳлелле çĕклесе пĕр тапхăр хушши тăчĕ те Том ури тăрăх шуса кайма шут тытрĕ,
унтан вăл унăн çанçурăмĕ тăрăх çӳреме тапратрĕ. Çавна курсан, Том чĕри питĕ
хĕпĕртесе кайрĕ, мĕншĕн тесен çакă унăн çĕнĕ çипуç пулассине, паллах, çап-çутă
пират çипуçĕ пулассине пĕлтерчĕ.
Сасартăк пĕр ушкăн кăткă пырса тухрĕ, вĕсем пурте ĕçлеме тапратрĕç. Пĕри
çине тăрсах вилĕ эрешмене тапăнчĕ, лешĕ хăйĕнчен пилĕк хут пысăкрах пулин те,
вăл ăна йывăç вулли тăрăх çӳлелле сĕтĕрсе кайрĕ.
Пăчăр-пăчăр пăнчăсемлĕ хăмăр уяр курăк туни çине хăпарса тăче. Том ун
патнелле пĕшкĕнчĕ те çапла каларĕ:
— Уяр, уяр, вĕçсе маях килнелле, —
Сан килӳнте пушар, ачусем пĕчченех, — терĕ.
Уяр çавăнтах итлерĕ те пĕчĕк ачисене çăлма вĕçсе кайрĕ. Том çакăнтан кăшт
та тĕлĕнмерĕ: уярсен килĕнче пушар тесен, вĕсем ăна яланах çăмăлттайла ĕненнине
Том тахçанах пĕлсе тăнă, айваннине кура вăл вĕсене темиçе хут та улталанă.
Унтан тислĕк нăрри йăраланса тухрĕ, вăл хăйĕн шарне паттăррăн малалла
тĕртсе пырать. Нăрă урисене ӳт çумне таччăн тытса вилнĕ пек пулнине курас тесе,
Том ăна пӳрнипе тĕртсе пăхрĕ.
Кайăксем çак тапхăрта каçса кайсах юрлама тапратрĕç. Пилеш кайăкĕ йывăç
çине, Том пуçĕ тĕлнех, пырса ларчĕ те, питĕ хытă савăнса, хăйĕн тĕклĕ кӳршисене
мăшкăллама тытăнче. Кăшкăрма юратакан кĕпшĕл, кăвак вут çути пекек, сывлăшра
вăльт-вальт çеç туса иртрĕ те ачаран икĕ утăмри турат çине пырса ларчĕ. Вăл пуçне
чалăштарчĕ те ютран килнĕ çынсем çине сĕм-сĕрленсе тĕллесе пăхрĕ. Сăрă пакша
тата тепер пысăкрах йышши кайăк, тилĕ йăх таврашĕ, пĕрин хыççăн тепри хăвăрт

чупса иртрĕç. Вĕсем вăхăчĕ-вăхăчĕпе чарăнкаласа кĕтмен хăнасем çине хаяррăн
хăрлаткаларĕç: ку вăрманти тискер кайăксем çынсене хальччен курман пулмалла,
вĕсенчен хăрамалла-и е хăрамалла мар-и, — ăна та пĕлмеççĕ.
Халĕ ĕнтĕ пĕтĕм чĕрĕ чун вăранчĕ те хускалкалама пуçларĕ. Çăра йывăç
çулçисем витĕр унта-кунта вăрăм сăнăсем пек çутă пайăркисем тăрăнчĕç. Ик-виçĕ
лĕпĕш вăльт-вальт вĕçсе çӳреме тытăнчĕç. Том ытти пирачĕсене чышкăласа тăратрĕ
те, икĕ минут та иртмерĕ, вĕсем шывра, шур хăйăрлă ăшăх вырăнта, çаппаçарамасах пĕр-пĕрин хыççăн хăваласа чупма тапратрĕç, пуç урлă тапса сиксе
вылярĕç. Лере, инçетре, анлă шыв талккăшĕ хыçĕнче, халь çывăрса ларакан хулана
вĕсен пĕртте каяс килмерĕ. Çĕрле вĕсен сулли çухалнă, ăна пĕр-пĕр шыв юхăмĕ
ăнсăртран шыв тулса килнипе юхтарса кайнă пулас. Ачасем уншăн хуйхăрмарĕç,
хĕпĕртерĕç анчах: вĕсемпе цивилизациллĕ тĕнче хушшинчи кĕпер ишĕлсе анчĕ.
Вĕсем, тĕлĕнмелле çăмăлланса, телейлĕскерсем тата хырăмĕсем питех
выçнăскерсем, лагере таврăнчĕç. Часах вĕсен походри пек кăвайчĕ каллех йăлкăшма
тапратрĕ. Çавăнтан инçе мар Гек таса та сивĕ шывлă çăлкуçĕ тупрĕ. Ачасем сарлака
юман çулçисемле шĕшкĕ çулçисенчен хăйсем валли куркасем турĕç, — тискер
вăрманти илĕртекен япаласемпе тутлăланнă шыв кофе вырăнне питех аван каять,
терĕç вĕсем. Джо ирхи апат валли ветчина касма тапратрĕ. Анчах Томпа Гек ăна çав
ĕçе тума тăхтамашкăн хушрĕç: вĕсем шыв хĕрринче пĕр меллĕрех вырăн тупрĕç те
вăлтисене ячĕç. Пулă пырса лекессине пĕр минут та кĕтсе тăмалла пулмарĕ. Джо
тӳсĕмлĕхĕ те пĕтейменччĕ, лешсем питĕ аван карп, икĕ уланкă тата пĕчĕк çуйăн
йăтса каялла пырса та çитрĕç, — пĕр сăмахпа каласан, вĕсем пĕр çемье тăранмалăх
çителĕклех çимĕç илсе пычĕç. Пуллине ветчинапа пĕрле ăшаларĕç те тĕлĕнсех
кайрĕç: ку таранччен вĕсене нихçан та пулă çавăн пек тутлăн туйăнман. Вĕсем çакна
пĕлмерĕç: шыв ăшĕнче пурăнакан пулла мĕн чул хăвăртрах ăшалатăн, унăн тути те
çавăн чухлех лайăхрах пулать. Вăрманта çывăрни, уçă сывлăшра чупса çӳрени, шыва
кĕни пуринчен ытла хырăмĕсем выçни апата епле тутлăлатни çинчен вĕсем
шухăшламарĕç те.
Ирхи апат çисен, вĕсем сулхăна выртрĕç. Гек чĕлĕм туртса пĕтерсен, пурте
пĕрле вăрман ăшнелле разведкăпа тухса кайрĕç. Вĕсем, çӳлтен пуçласа аяла
çитичченех пĕтĕмпех виноград аврисем чăркаланнă йывăç вуллисем хушшипе тухса,
çĕрсе выртакан йывăçсем урлă каçа-каçа, савăнăçлăн утса пычĕç. Тапхăрăн-тапхăрăн
вĕсем питĕ илемлĕ пĕчĕк уçланкăсене пыра-пыра тухрĕç. Курăк кавирĕпе витĕннĕ
хаклă йышши чулсем пек йăлтăртатаççĕ çак уçланкăсенчи чечексем.
Çул çинче ачасен пăхса савăнмаллисем татах та нумай пулчĕç. Анчах
ытлашши тĕлĕнмелли вĕсем нимех те тупмарĕç. Вĕсем ак çакна пĕлчĕç: утравăн
тăршшĕ виçĕ миле яхăн, сарлакăшĕ чĕрĕк миле яхăн пулать, ăна чи çывăхри
çырантан пĕр икçĕр ярд сарлакăш шыв пырĕ уйăрса тăрать. Ачасем кашни сехетре
тенĕ пекех шыва кĕчĕç, çавăнпа та вĕсем лагере каç пуласпа тин таврăнчĕç. Вĕсен
хырăмĕсем питех те выçнă, çавăнпа вĕсем пулă тытса вăхăта та ирттерсе тăмарĕç,
сивĕ ветчинапах аван апатланчĕç те пуплемешкĕн сулхăна кĕрсе выртрĕç. Пуплесситăвасси часах чарăнса пыма пуçларĕ, кайрантарахпа вуçех те пĕтсе ларчĕ. Вăрманти
шăплăхпа чаплăлăх тата пĕчченлĕх туйăмĕ хуллен-хулленех ачасене пусса пычĕ.
Вĕсем шухăша кайрĕç. Чунĕсене темĕнле паллă мар хуйхă пырса кĕчĕ — вĕсенче кил
çинчен хуйхăрасси çуралса пычĕ. Финн Юнлă ал та салхуланса хăй пĕлсе тăракан
пусма картлашкисемпе пушă пичкесем çинчен шухăшлама тапратрĕ. Анчах
кашниех хăй ун пек шухăшланинчен вăтанчĕ, хăй шухăшне хыттăнах каласа пама
нихăшĕн те паттăрлăхĕ çитмерĕ.

Тахăш тапхăртанпа ĕнтĕ вĕсем патнелле инçетрен пĕр темĕнле ăраснарах
йышши сасă илтĕнсе килме пуçларĕ. Анчах вĕсем ăна — эпир хăшпĕр чухне сехет
сассине астуманни пекех — астумарĕç. Çав темĕнле сасă хуллен-хулленех уçăраххăн
илтĕнме пуçларĕ, çавăнпа ăна илтмесĕр юлма та май пулмарĕ ĕнтĕ. Ачасем пĕрнепĕри пăхса илчĕç те тăнлама тытăнчĕç. Пĕр тапхăр шăпах пулчĕ, нимĕнле сас-чĕвĕ те
илтĕнмерĕ. Унтан инçетре салхуллăн кĕрĕс! тутарни илтĕнсе кайрĕ.
— Мĕн вăл? — ыйтрĕ Джо аран илтĕнмелле.
— Пĕлместĕп, — терĕ Том шăппăн.
— Çук, ку аслати мар, — терĕ Гекльберри, — мĕншĕн тесен аслати вăл...
— Чарăнăр, итлĕр! — мĕнпур вăйĕпе кăшкăрса ячĕ Том.
Ачасем пĕр минут пек тăхтаса тăчĕç, çак хушă тем ĕмĕр иртнĕ пекех туйăнчĕ
вĕсене, унтан шăпах пулнă çĕртен каллех кĕрĕс! тутарни илтĕнсе кайрĕ.
— Атьăр, кайса пăхар, мĕн вăл?
Вĕсем виççĕшĕ те сиксе тăчĕç те хăйсен хули еннелле пăхса ларакан çыран
патнелле чупрĕç. Тĕмĕсене сирсе, вĕсем шыв çинелле пăхрĕç. Санкт-Петербург
хулинчен пĕр миля анатарах шыв варрипе пĕчĕк пăрахут шыва майлă ишсе пырать.
Ку вăл — çырантан çырана каçса çӳремелли пăрахут. Аякран пăхсан, унăн сарлака
палуби çинче халăх кĕшĕлтетнĕ пек туйăнать. Пăрахут тавра темĕн чухлĕ кимĕ
йăшăлтатать, анчах ачасем çав кимĕсем çинче ларакан çынсем мĕн тунине инçетрен
кураймарĕç.
Сасартăк пăрахут аяккинчен шурă тĕтĕм палкаса хăпарчĕ, çав тĕтĕм лăпкă
пĕлĕт пек пулса кайсан, пăхса тăракан ачасем каллех малтанхи салхуллă сасса
илтрĕç.
— Халĕ ĕнтĕ мĕн пулнине пĕлетĕп! Такам шыва анса кайнă! — терĕ Том.
— Тĕрĕс, тĕрĕс, — терĕ ăна хирĕç Гек. — Пĕлтĕр çулла Билл Тернер анса
кайсан та çавăн пекех пулнăччĕ; ун чухне те шыв çинче тупăпа персе çӳренĕччĕ —
тупăпа персен, шыва анса кайнă çынсем çиеле тухаççĕ. Ия! Тата виç-тăватă çăкăр
илеççĕ те вĕсен ăшне чĕркĕмĕл хураççĕ, вара çăкăрсене шыв тăрăх яраççĕ: анса кайнă
çын хăш тĕлте выртать, çăкăр çав тĕлте чарăнса тăрать.
— Ия, эпĕ илтнĕччĕ ун çинчен, — терĕ Джо. — Эпĕ çавна ăнланса
илейместĕп: мĕншĕн-ха çăкăр чарăнса тăрать?
— Ман шутпа, унта хăвачĕ çăкăрта мар, çăкăрне шыв тăрăх янă чухне мĕнле
сăмахсем каланинче пулĕ.
— Янă чухне нимĕн те каламаççĕ, — терĕ ăна хирĕç Гек, — эпĕ курнăччĕ,
нимĕн те каламаççĕ.
— Тĕлĕнмелле!.. — терĕ Том. — Тен, вĕсем хуллен калаççĕ, никам та ан
илттĕр тесе, хăйсен ăссĕн калаççĕ пуль. Паллах ĕнтĕ! Кун пирки ним иккĕленмелли
те çук. Ăна тӳрех чухласа илме пулать...
Ытти ачасем Томпа килĕшрĕç: вăл питех те тĕрĕс калать, терĕç. Ахаллĕн çав
ниме те вĕрентмен, нимĕнле ăсе те çук çăкăр татăкĕ, хăйне çав тери пысăк ĕçпе
ярсан, çавăн пекех ăслăн хăтланма пултарас çукчĕ темелле.
— Ах, эсрелĕ! Манăн халĕ леш енче пуласчĕ! — терĕ Том.
— Манăн та пуласчĕ, — терĕ ăна хирĕç Гек. — Шутсăр пĕлес килет, кам унта
анса кайнă-ши?
Ачасем инçетелле пăхса итлесе тăчĕç. Сасартăк Том пуçне шухăш пырса кĕчĕ:
— Эпĕ пĕлетĕп кам анса кайнине. Эпир анса кайнă! — терĕ вăл.
Вĕсем çав самантра хăйсене паттăрсем вырăнне шутлама пуçларĕç. Мĕнле
чап, мĕнле телей! Вĕсене шыраççĕ, вĕсене асăнса йĕреççĕ, вĕсене вилнĕ тесе шутлаççĕ;
вĕсемшĕн хуйхăрнипе чĕресем çурăлаççĕ; вĕсемшĕн куççуль юхтараççĕ, çынсем

вĕсене асăнаççĕ: çав вилнĕ мĕскĕн ачасене лайăх пăхмарăмăр, теççĕ, çынсем хăйсем
лайăх мар тунăшăн ӳкĕнсе асапланаççĕ. Кунта чи пысăк савăнăç акă çакă пулать:
вĕсем çинчен ĕнтĕ пĕтĕм хула калаçать, пур арçын ачасем те вĕсене кĕвĕçеççĕ —
вĕсем тĕлĕнмелле чапа тухса кайнишĕн кĕвĕçеççĕ. Çавă питех лайăххăн туйăнчĕ
ачасене. Пĕр çавăншăнах пиратсем пулма юранă.
Каçхи тĕттĕм килсен, пăрахут хăйĕн яланхи ĕçне тума пуçăнчĕ, киммисем те
саланчĕç. Пиратсем лагере таврăнчĕç. Вĕсем питĕ хĕпĕртенĕ. Хăйсем çаван пек чапа
тухма май килнине вĕсем темĕн пекех мухтанчĕç. Хăйсем пирки пĕтĕм хула çавăн
пек пăшăрханни вĕсене кăмăла кайрĕ. Вĕсем пулă тытрĕç, ăна пĕçерсе каçхине
ашатланчĕç, унтан вара хулара вĕсем çинчен мĕн калаççĕ-ши, мĕн шухăшлаççĕ-ши
тесе сăмахлама тапратрĕç. Хăйсемшĕн пурте шутсăр хуйхăраççĕ пулĕ тесе шутлаççĕ
ачасем. Каçхи тĕттĕм хупланса килсенех, вĕсен халапĕ хуллен-хулленех чарăнса
ларчĕ; виççĕшĕ те вут çинелле тĕллесе пăхса выртрĕç, хăйсен шухăшĕсем таçта
инçетре çӳрерĕç пулмалла. Хальтерех çеç хăпартланса кайни пусăрăнчĕ, Томпа Джо
ирĕксĕрех хăйсене çывăх çынсем çинчен астуса илчĕç, анчах вĕсем çавăн пек
мыскаралла хăтланнăшăн питех савăнас та çук пулĕ. Пуçа иккĕлле шухăшласси
пырса кĕчĕ. Иккĕшĕн те ăшчикĕсем лăпкă мар, иккĕшĕ те хăйсене телейсĕр ачасем
тесе шутларĕç. Сайра хутра вĕсем ирĕксĕрех хашлатса сывласа илчĕç. Джо
хăракаласа юлташĕсенчен çапла ыйтма хăйрĕ: «Цивилизациллĕ тĕнчене таврăнасси
çине эсĕр мĕнле пăхатăр... паллах, халĕ мар, кайран таврăнасси, çине...»
Том унтан çилленсе, мăшкăлласа кулса пĕтерчĕ! Гек, килсĕр çын, Том майлă
пулчĕ, иккĕлле шухăшлама пуçларĕ Джо вара: «Эпĕ шӳт туса çеç каларăм», — тесе
ăнлантарса пама васкарĕ. Хăйне каçарсан, Джо хĕпĕртерĕ, юлташĕсем кăшт çеç ăна
шанманнине палăртрĕç: «Эсĕ хăравçă пек килшĕн хуйхăратăн», — терĕç ăна. Ку
хутĕнче пăлхава вăхăчĕ çитиччен пусарса хучĕç...

Вунпиллĕкмĕш сыпăк
ТОМ ТĂВАН КИЛНЕ ВĂРТТĂН ПЫРАТЬ
Виç-тăват минут иртсен, Том, хайхи ăшăх вырăнпа шыв тăрăх утса, Иллинойс
çыранĕ патнелле кайрĕ. Часах ăна шывĕ пилĕк таран çитрĕ, çавăнпа та малалла шыв
тăрăх утма май килмерĕ, мĕншĕн тесен шыв хытă юхни ăна утма кансĕрлерĕ. Том
нумай шухăшласа тăмасăрах ишме пуçларĕ, çапла вара леш енчи çырана çитесси
пĕр çĕр утăм пек çеç тăрса юлчĕ. Вăл шыва хирĕçле ишрĕ, шывĕ ăна хăй çитме
ĕмĕтленнĕ вырăнĕнчен анаталла юхтарса пычĕ. Çапах та вăл юлашкинчен çыран
патне çитрĕ, хĕррипеле ишсе кайрĕ те, меллĕ вырăн шыраса тупса, типĕ çĕр çине
тухрĕ. Хăйĕн куртка кĕсйине хыпашласа пăхса, вăл йывăç хуппи çухалманнине
пĕлчĕ те шыв хĕрринчи вăрман тăрăх малалла утрĕ. Унăн тумтирĕнчен шыв юхать.
Вăл хула тĕлĕнчи уçă вырăна пырса тухнă çĕре лăпах вунă сехет çитрĕ. Вăл çӳллĕ
çыран патĕнче, йывăç мĕлкисем тĕлĕнче, пăрахут тăнине курах кайрĕ. Таврара
шăплăх, çăлтăрсем çеç çӳлтен йăлтăртатса пăхаççĕ. Том чăнкă çĕртен асăрханса
аялалла анчĕ те, тĕттĕмелле хытă тинкерсе, шыва шуса кĕчĕ, пĕр виç-тăватă утăм пек
ишсе кайсанах, вăл пăрахут хыçне çыхса лартнă пĕчĕк кимĕ çине улăхса ларчĕ.
Тенкелсем айне кĕрсе выртрĕ те хăракаласах кĕтме пуçларĕ. Юлашкинчен çурăк чан
çапса илчĕ те, такам сасси: «Тапран!» — тесе команда пачĕ. Тепĕр минутранах
пăрахут урапийĕ тапратса янă хум пырса çапнипе кимĕ сăмси çӳлелле ывтăнса
кайрĕ, çапла флотили çула тухса кайрĕ. Том хăйне телей пулнăшăн хĕпĕртерĕ, çакă
юлашки рейс иккенне, пăрахут текех ниçта та каяс çуккине вăл аванах пĕлсе тăчĕ.

Пĕр вунпилĕк е çирĕм минут иртрĕ, çав минутсем ытла та кĕтсе ывăтмалла вăраххăн
иртнĕн туйăнчĕç Тома. Пăрахут ураписем ĕçлеме чарăнчĕç. Том кимĕ ăшĕнчен тухрĕ
те çыран хĕрринелле ишсе кайрĕ. Ăнсăртран пĕр-пĕр иртен-çӳрене тĕл пулас мар
тесе, вăл пĕр аллă ярд ытлашши ишрĕ те çырана хăйне кирлĕ çĕртен анаталларах
тухрĕ. Унтан вăл çавăнтах чупма пуçларĕ, çын чи сăхăлтарах çурекен урамсемпе
чупрĕ, çапла вăл часах мăнаккăшен карти хыçне пырса тухрĕ. Вăл карта урлă каçрĕ
те мăнаккăш пӳлĕмĕн чӳречинчен пăхрĕ: пӳлĕмре хăй çутти мĕлтлетет. Унта Полли
мăнаккăшĕ, Сид, Мэри тата Джо Гарперăн амăшĕ лараççĕ, вĕсем темĕн çинчен
калаçаççĕ.
Вĕсем кравать патне вырнаçнă. Кравачĕ вĕсенчен алăк еннеллерех. Том алăк
патне пычĕ те хăлăпне хуллен хăпартма пуçларĕ, унтан алăка кăшт тĕртрĕ; алăк
чериклĕтсе илчĕ, Том татах тĕртрĕ, алăк чĕриклетмессерен вăл шартах сике-сике
илчĕ. Юлашкинчен, упаленсе кĕрсе каймашкăн чылай сарлака хушă пулса тăчĕ, Том
пуçне чикрĕ те упаленсе кĕме пуçларĕ.
— Ма-ха çурта çулăмĕ çавăн пек сиккелеме тапратрĕ? — терĕ Полли
мăнаккăшĕ. Том хăвăртрах упаленме пуçларĕ. — Леш алăкне хупман пулмалла?
Паллах ĕнтĕ, хупман! Тем вăхăтранпах кунта питех те тĕлĕнмелле ĕçсем пулкалаççĕ.
Алăка кайса хуп-ха, Сид!
Том лăп çав вăхăтра кравать айнелле чăмрĕ. Вăл сывлăшне лайăхрах çавăрса
илмелĕх канса тăчĕ те çывăхарах шуса пычĕ, халĕ вăл мăнамкăшне уринчен те
сĕртĕнме пултарать.
— Эпĕ калам-ха, — терĕ Полли мăнаккăшĕ, — вăл пĕртте усал ача марччĕ,
шавлама, асма анчах юрататчĕ, ытла та харсăр ачаччĕ вăл. Анчах ăна мĕн тăватăн-ха?
Тиха пекехчĕ вăл. Нихçан та никама та усал сунман вăл. Кăмăлĕ те унăн питĕ
ырăччĕ, — терĕ.
Вара вăл макăрса ячĕ.
— Манăн Джо та çавăн пекехчĕ: хăйĕн ăшне пин шуйттан кĕрсе ларнă пекех
вăл ашкăнатчĕ, асатчĕ, хăй ырă кăмăллăччĕ, юрататчĕ, унтан лайăххи кирлĕ те мар.
Турă каçартăр мана, çылăхлăскере! Эпĕ ăна хăймашăн тытса тылларăм вĕт, хăймине
эпĕ йӳçнĕ тесе хамах сапса янăччĕ, çавна хам йăлтах манса кайнă... ия. Шухăшласа
пăхатăп та, эпĕ ĕнтĕ урăх çакăнта, çĕр çинче, нихçан та курас çук вĕт, — хам
кӳрентернĕ мĕскĕн ачана нихçан та, нихçан та, нихçан та курас çук вĕт.
Миссис Гарпер хуйхăрнипе, хăйĕн чĕри кĕçех çурăлса каяс пек, хытă макăрса
ячĕ.
— Тома халĕ пĕлĕт çинче лайăх пулĕ тесе шутлатăп эпĕ, — терĕ Сид.
— Анчах вăл хăйне çакăнта, çĕр çинче, пăртак лайăхрах тытнă пулсан...
— Сид! — терĕ мăнаккăшĕ хăй (курмасан та мăнаккăшĕн куçĕсем çуталса
кайнине туйса илчĕ Том). — Манăн Том çинчен, вăл вилсен, усăл сăмах ан каланă
пултăр. Ăна турă пĕлсе тăтăр, эсĕ ан çыпçăн унта. Ох, миссис Гарпер, эпĕ çакна епле
тӳссе ирттерессине хам та пĕлместĕп-çке. Халĕ ĕнтĕ вăл вилсе выртать тесе ниепле те
шухăшлама пултараймастăп. Вăл манăн ватă чĕреме час-часах хуйхăрткаланă
пулсан та, эпĕ яланах ăна пăхса киленсе пурăнаттăм.
— Турă панă та турă илнĕ. Туррăн ячĕ пиллĕхлĕ пултăр. Анчах çавна тӳссе
ирттересси çав тери йывăр. Нумай та пулмасть, иртнĕ шăматкун çеç, Джо ман пата
утса пырать те манăн сăмса патĕнчех пистонпа кĕрĕслеттерсе ярать. Эпĕ çав
тапхăртах ăна тĕртсе ятăм та, вăл çĕр çинелле персе анчĕ. Эпĕ пĕлмен, ун чухне вăл
часах... Ах, вăл халĕ çавăн пек тусан, эпĕ ăна чуптуса илсе пилленĕ пулăттăм.
— Ия, ия, ия, эпĕ сирĕн кăмăлăрсене питех те аван чухлатăп, миссис Гарпер,
питех те аван чухлатăп. Ĕнер кăна кăнтăрлахи апат умĕн манăн Том кушак аçине

«ыратнине лăплантаракан эмел» ĕçтерсе лартнă та, кушак аçи чутах пĕтĕм килçурта çавăрса тăкмарĕ. Эпĕ вара, турă каçартăр мана, Тома пуçĕнчен пӳрнескепе
шаккарăм. Мĕскĕн ачам, пăчланнă телейсĕр ача! Халĕ ĕнтĕ унăн асап курасси
пĕтĕмпех пĕтнĕ. Эпĕ унтан илтнĕ юлашки сăмахсем те ӳпкелесе каланă сăмахсем
пулчĕç...
Sez Çuaş ädäbiyättän 1 tekst ukıdıgız.
Çirattagı - Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 08
  • Büleklär
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 01
    Süzlärneñ gomumi sanı 4082
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1885
    44.2 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    62.6 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    68.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 02
    Süzlärneñ gomumi sanı 4116
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1907
    48.5 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    66.2 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    70.9 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 03
    Süzlärneñ gomumi sanı 4171
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1872
    46.1 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    64.8 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    70.6 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 04
    Süzlärneñ gomumi sanı 4157
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1781
    48.8 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    68.3 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.9 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 05
    Süzlärneñ gomumi sanı 4102
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1817
    46.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    66.8 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    71.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 06
    Süzlärneñ gomumi sanı 4169
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1850
    47.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    67.9 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    74.2 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 07
    Süzlärneñ gomumi sanı 4121
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1860
    48.8 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    67.5 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.7 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 08
    Süzlärneñ gomumi sanı 4065
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1843
    45.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    65.6 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.1 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 09
    Süzlärneñ gomumi sanı 4156
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1700
    48.3 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    66.1 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.6 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 10
    Süzlärneñ gomumi sanı 4115
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1839
    45.3 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    63.6 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    69.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 11
    Süzlärneñ gomumi sanı 4104
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1749
    47.1 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    65.7 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.1 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 12
    Süzlärneñ gomumi sanı 4128
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1744
    48.8 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    67.7 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.9 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 13
    Süzlärneñ gomumi sanı 4149
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1782
    48.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    68.5 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    74.6 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 14
    Süzlärneñ gomumi sanı 4146
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1690
    49.4 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    69.7 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    75.3 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 15
    Süzlärneñ gomumi sanı 4207
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1808
    48.0 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    68.4 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    74.4 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 16
    Süzlärneñ gomumi sanı 2412
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1198
    51.6 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    67.9 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    71.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.