Latin

Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 03

Süzlärneñ gomumi sanı 4171
Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1872
46.1 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
64.8 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
70.6 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
ads place
тулкки те курас çук тесе шутланă вăл. Анчах фактсене хирĕç каяймăн: акă пичет
пуснă хутсем выртаççĕ, вăл хутсем тăрăх тӳлесек пулать. Тома çӳллĕ вырăна, судья
тата ытти хисеплĕ çынсем ларнă çĕре, хăпартса тăратрĕç, начальство хăй вара çав
питĕ пысăк хыпара пĕлтерчĕ. Вăл ытла та тĕленмелле, тăнран яракан хыпар пулчĕ.
Çак иртнĕ вунă çул хушшинче те шкул ун пек сюрприз * курманччĕ: пурте тĕлĕнсе
хытсах кайрĕç. Çĕнĕ герой тăруках чаплă судьяпа пĕр тан танлашса çитне пек туйăна
пуçларĕ, шкул ачисем халĕ пĕрре вырăнне икĕ тĕлĕнмелле япалана курса тăчĕç.
Арçын ачасем пурте Тома шутсăр кĕвĕçрĕç, хӳме шуратнă чухне пуçтарнă ырлăхпа
сарă тата хĕрлĕ билечĕсене улăштарнă ачасем пуринчен те ытларах вĕчĕрхенчĕç.
Çавăн пек намăссăрланса чапа тухмашкăн Тома хăйсемех пулăшнине вĕсем халĕ тин
çеç ăнланса илчĕç. Çав чее ултавçă, çав илĕртекен çĕлен хăйсене çăмăллăнах
лартнăшăн вăл ачасем хăйсене хăйсем питĕ тарăхрĕç.
Директор кирлĕ пек чаплăлăхпа Тома библи кĕнеки тыттарчĕ, анчах каланă сăмахĕ
ун ытла хĕрӳллех пулмарĕ: темĕнле сисĕмлĕх çав мĕскĕн çынна ку ĕçре вăрттăнлăх
пурах тесе систерчĕ. Анчах кăна вуçех тĕртмесен аванрах пулĕ тесе шутларĕ
директор. Çак ачан вунике çавра вĕренме те ăс çитеймест, çав хушăрах вăл хăй
тăнпуçĕн ампарĕсенче икĕ пин кĕлте библи ăслăлăхĕ пухса лартнă тесе шутлас
пулсан, вăл вара ытла та çыпăçусар япала пулнă пулĕччĕ.

* Сюрприз — кĕтмен çĕртен парне илни, кĕтмен çĕртен пулнă япала.
Эмми Лоренс хĕпĕртнипе çутăлса çеç тăчĕ. Вăл хай савăннине Том куртăрччĕ
тесе тăрăшрĕ. Анчах Том ун çинелле пăхмарĕ те. Çакă Эммие тĕлĕнмелле пек
туйăнса кайрĕ. Унтан вăл пăртак вăтаннă пек пулчĕ, унтан унăн пуçне ырă мара
систерекен шухăш пырса кĕчĕ, — пырса кĕчĕ те тухса кайрĕ — унтан каллех пырса
кĕчĕ. Эмми сăнасарах пăхма тытăнчĕ, — вăрт çеç пăхса илни те ăна питĕ нумай
чухлаттарчĕ, унăн чĕри вара çурăлсах кайрĕ, вăл кĕвĕçрĕ, чутах макăрса ямарĕ,
пĕтĕм тĕнчене курайми пулчĕ, пуринчен те ытла Тома кураймарĕ. (Тома
кураймастăп тесех шутларĕ вăл.)
Тома судья умне пырса тăратрĕç, анчах мĕскĕн ача хыттăн сывлама та
хăяймарĕ, унăн чĕлхи типсе пыр шăтăкĕ çумнех çыпçăнса ларчĕ. Вăл çав çыннă

хăрушă чаплăлăхĕнчен пăртаках хăранипе тата пуринчен ытла çав çын хайхи
хĕрачан ашшĕ пулнине пĕлсе тăнипе унăн чĕри кăлтлатсах сикрĕ. Тĕттĕм пулас
пулсан, Том çав çын умне чĕркуçленсе ларса ăна ӳксе пуççапма та хатĕрччĕ. Судья,
Том пуçĕ çине аллине хурса, ăна аван ача терĕ, тата: «Эсĕ мĕн ятлă?» — тесе ыйтрĕ.
Ачан чĕлхи çыхăнса ларчĕ, вăл çăварне карса пăрахрĕ те юлашкинчен тин:
— Том, — тесе ячĕ.
— Çук, çук, Том мар…
— Томас.
— Вăт ку тĕрĕс. Эсĕ мĕн те пулин хушса калассине эпĕ малтанах пĕлтĕм.
Аван, аван! Анчах çапах та санăн тепĕр ят та пур пулĕ тетĕп, эсĕ ăна мана калатăн
пулĕ-çке?
— Джентльмена хăвăн хушаматна кала, Томас, — тесе сăмах хушрĕ Уолтерс,
— тата хăвăнтан аслисемпе калаçнă чух «сэр» тесе хушса калама ан ман. Хăвна ху
обществăра тытма пĕлес пулать.
— Томас Сойер, сэр.
— Ну, вăт! Ăслă, аван ача! Лайăх ача, маттурскер. Икĕ пин çавра — вăл нумай,
питех нумай, питех нумай. Ху çав çаврасене тăрăшса вĕреннĕшĕн эсĕ нихçан та
ӳкĕнес çук, мĕншĕн тесен пĕлни вăл тĕнчере пуринчен те ытла кирлĕрех. Пĕлни вăл
çынна асла кăларать, ырă кăмăллă тăвать. Эсĕ ху, Томас, хăçан та пулин чаплă çын
пулса тăрăн; çавăн чух вара эсĕ каялла çаврăнса пăхăн та çапла калăн: çакăн пек
пулса тăма мана вырсарникунхи калама çук ырă шкул пулăшрĕ, вăл шкула эпĕ ача
чухне çӳренĕччĕ, çакăн пек пулса тăма мана манăн хаклă учительсем пулăшрĕç,
вĕсем мана тăрăшса ĕçлеме вĕрентрĕç; çакăн пек пулса тăма мана ырă директор
пулăшрĕ, вăл эпĕ тăрăшнине ырласа, мана астуса пăхса тăчĕ; манăн хамăн библи
пултăр тата вăл библи яланах хам çумра пултăр тесе, директор мана шутсăр хитре
хуплашкаллă тĕлĕнмелле аван библи пачĕ; çакăн пек пулса тăмашкăн мана тĕрĕс
вĕрентсе ӳстерни пулăшрĕ тесе калăн. Ак çакăн пек калăн эсĕ, Томас, паллах ĕнтĕ,
эсĕ çав ике пин çаврашăн нимĕнле укçа та илме килĕшес çук. Нихçан, нимĕнле укçа
та. Халĕ ĕнтĕ эсĕ мана тата çак икĕ дамăна хăв вĕреннисенчен мĕн те пулин каласа
пама килĕшмĕн-ши? Эпĕ эсĕ килĕшессине пĕлетеп, мĕншĕн тесен эпир вĕренме
юратакан ачасемпе мухтанатпăр. Эпĕ паллах, вуникĕ апостол ячĕсене пурне те
пĕлетĕн ĕнтĕ. Каласа пар-ха пире, малтанхи икĕ апостолĕ мĕн ятлă пулнă?
Том хăйĕн тӳмине тытса турткаларĕ, судья çине айванла пăхса илчĕ те,
хĕрелсе кайнăскер, пуçĕне аялалла усрĕ. Уолтерс мистерăн чĕри татăлсах анчĕ! Ку
ача чи çăмăл ыйтăва та хуравлаяс çук вĕт, — мĕн тума судья унтан ыйтса хăтланатьши? Анчах çапах та вăл хăйĕн сăмах хушма кирлех тесе çапла каларĕ:
— Джентльмена каласа пар ĕнтĕ, Томас, ан хăра! — терĕ.
Том, аптăраса кайса, пĕр ури çинчен тепри çине пускаларĕ.
— Мана ĕнтĕ эсĕ каласа паратăнах, — тесе сăмах хушрĕ çак хушăра дама,
— Христосăн малтанхи икĕ вĕренекенĕ çапла ятлă пулнă...
— Давид тата Галиаф *.
Çак сценăн юлашки тĕлне хĕрхенӳ чаршавĕ карса лартар.
* Библире каланă тăрăх, Давид вăл патша пулнă, Галиаф — кĕрешекен вăйлă паттăр.
Христосăн малтанхи вĕренекенĕсем тесе библи Петрпа Андрея калать.

Пиллĕкмĕш сыпăк
ÇЫРТАКАН НĂРĂПА ЙЫТĂ ÇУРИ

Вунă сехет çурă тĕлĕнче пĕчĕк чиркӳн çурăк чанĕ çапма тапратрĕ, çавăнтах
вара ирхи проповедь итлеме халăх пуçтарăнма пуçларĕ. Вырсарникунхи шкулта
вĕрентекен ачасем тĕрлĕ çĕрелле саланчĕç, хăйсене яланах аслисем астуса тăма
пултарччăр тесе, вĕсем ашшĕ-амăшĕсем ларакан сак çине кая-кая ларчĕç. Акă
Полли мăнаккăшĕ те килсе çитрĕ. Сидпа Мэри ун çумне пырса ларчĕç. Том тулалла,
куçа илĕртекен çуллахи ырă япаласем çинелле пахса ан лартăр тесе, ăна чӳречерен
аяккарах, чиркӳн аяк енчи пӳлмекĕ патнелле лартрĕç. Халăх хуллен-хулленех аяк
енчи вырăнсене те йышăнса илчĕ. Акă ĕлĕксенче лайăхрах кунçул курнă чухăн ватă
почтмейстер ларать; ăкă хула пуçĕ тата унăн майри, — мĕншĕн тесен хулара ытти
усăсăр япаласем хушшинче хула пуçĕ те, мировой судья та пулнă; акă тăлăх арăм
Дуглас ларать, вăл пĕр хĕрĕх çула çитпе хитре те капăр херарăм; ырă, уçă
кăмăллăскер, çитменнине тата пуянскер: унăн сăрт çинче ларакан çурчĕ — çурт мар,
кермен темелле, пĕтĕм хулипе те пĕртен-пĕр кермен. Çитменнине тата вăл хăнасене
питĕ аван пăхакан кермен, унта пĕтĕм Санкт-Петербург хули мухтанмалăх чи чаплă
праçниксем пула-пула иртеççĕ. Акă пысăк çын, Риверсон адвокат, ларать. Вăл нумай
пулмасть çак вырăнсене таçтан инçетрен килсе вырнаçнă. Акă вырăнти пике пырать,
унăн хыççăн чĕресене çунтаракан çамрăк хĕрсем, батистпа та лентăсемпе капăрланса
лартнăскерсем, батальонĕпех кĕпĕлтетеççĕ. Акă çамрăк клерксем *, — çак хулара
миçе клерк пур, çавсем пурте чиркӳ алăкĕ патĕнче çурункă евĕрлĕ стена пек пухăнса
тăнă. Вĕсем, çӳçпуçĕсене помада сĕрсе лартнăскерсем, хитре хĕрарăмсемшĕн çунаканскерсем, хăйсен хушшипе мĕнпур хĕр иртсе каяссине кĕтсе тăраççĕ, хăйсен
тутисене ĕмсе, кулкаласа пăхса тăраççĕ. Юлашкинчен, акă, пуринчен кайран,
примерлă ача Вилли Меферсон килсе çитрĕ. Вăл хăйĕн амăшне яланах çав тери
хытă упраса пăхса çӳрет, ăна кĕленчерен якатса тунă тейĕн. Чиркĕве те амăшĕпе
пĕрле çӳрет вăл, мăнаçланнă хĕрарăмсем пурте çавăнпа ăна питĕ мухтаççĕ. Арçын
ачасем вара пурте ăна кураймаççĕ: вăл хăйне хăй çавăн пек питех те лайăх
тытнăшăн, пуринчен ытла тата çав ача лайăх тесе хăйсене яланах «сăмсисенчен
тĕртнĕшен» кураймаççĕ. Хыçалти кĕсйинчен унăн, астумасăр хăварнă пек, сăмса
тутăрĕн кĕтесси курăнса тăрать (кашни вырсарникунах çапла). Томăн сăмса тутăрĕ
нихçан та пулман, сăмса тутăрĕпе çӳрекен арçын ачасене вăл юрăхсăр шухăшсем
вырăнне çеç хурать. Пĕтĕм чиркĕве халăх тулса çитсен, кая юлнисене систермешкĕн
татах тепĕр хут чан çапрĕ, унтан вара чиркӳре питĕ шăп пулса тăчĕ, юрламалли
вырăнта тăракан юрлакансем хи-хи тесе кулкаланипе пăшăлтатни çеç çав шăплăха
пăсрĕ. Юрлакансем вĕсем яланах чиркӳри кĕлĕ вăхăтĕнче ихиклетсе, пăшăлтатса
тăраççĕ. Пĕр чиркӳре эпĕ хăйсене юрăхпăрах тытакан юрлакансене курнăччĕ, анчах
вăл ăçта пулнине астумастăп. Çавăнтанпа нумай çул иртрĕ, мĕн-мĕн пулнисене
пурне те эпĕ мантăм; вăл япала таçта ют çĕршывра пулнăччĕ пулас.
* Клерк — кантурта ĕçлесе, çырса ларакан çын.
Пачăшкă кĕлĕ кĕнекисене уçма хушрĕ те гимн вулама тытăнчĕ — вăл уланă
пек вулать, çав вырăнсенче çакăн пек вуланине питĕ юратаççĕ. Вăта çĕрти нотăсенчен
пуçласа ярса, ерипен çӳлелле тапаланса хăпарса, çӳлти вырăна çитет те вăл, юлашки
сăмахне хытă пусса, сасартăк, хăма çинчен шывалла татăлса аннă пек, аялалла
пуçхĕрлĕ пере-пере анать:
Çывăх çыннăм кĕрешсе асапланнă вăхăтра
Чечексемлĕ вырăн çинче çывăрса выртăп-и?

Пачăшкă кĕлĕ вулас енĕпе маçтăр шутланнă. Чиркӳ пухăвĕсенче ăна яланах
сăвĕсем калама ыйтнă. Вăл каласа пĕтерсен, дамăсем кĕлтунă пек аллисене çӳлелле
çĕкле-çĕкле илнĕ, унтан çавăнтах халран кайнă майлă вĕсене чĕркуççийĕсем çинелле
уснă, куçĕсене хупнă, — эпир тĕлĕннине нимĕнле сăмахпа та калама пултарас çук: ку
ытла та аван, пирĕн çĕршывшăн ытла та аван-çке тесе каласшăн пулнă пекле
пуçĕсене сулланă вĕсем.
Гимн вĕçленсен, хисепе тивĕçлĕ мистер Спрэг вырăнти хаçат пулса тăчĕ, çитес
вăхăтри митингсем çинчен, калаçусем, пухусем тата ытти япаласем çинчен те чылай
пĕлтерӳсем вуласа пачĕ вăл, приход çыннисем хăйсен ăшĕнче кунăн калаçăвĕ
хăрушă суд пуличчен те пĕтмĕ, тесе шухăшлама пуçличченех вуларĕ...
Унтан пачăшкă кĕлĕ пуçласа ячĕ. Ку лайăх кĕлĕ пулчĕ, нимĕнле вак-тĕвек
япаларан та йĕрĕнмен уçă та анлă кĕлĕ. Вăл пурин çинчен те, пурин çинчен те
асăнчĕ: çак чиркӳ çинчен, унăн пĕчĕк ачисем çинчен, хулари ытти чиркӳсем çинчен,
хула çинчен, пĕчĕк округ çинчен, пĕтĕм штат çинчен, штатри чиновниксем çинчен,
Пĕрлешӳллĕ Штатсем çинчен, Пĕрлешӳллĕ Штатсенчи чиркӳсем çинчен, конгресс *
çинчен, президент çинчен, министрсем çинчен, тинĕс çинче хаяр çил-тăвăлсем курса
çӳрекен мĕскĕн çынсем çинчен, Европăри монархистсен тата Хĕвелтухăçĕнчи
деспотсен пусмăрĕ айĕнче йынăшса пурăнакан темиçе миллион чура çинчен,
евангелири чăнлăх çутипе çутта тухнă çынсем çинчен, курмашкăн куçĕсем çук,
илтмешкĕн хăлхисем çук çынсем çинчен, инçетри тинĕс утравĕсем çинчи тĕне кĕмен
çынсем çинчен, — çакна пурне те вара пачăшкă акă çапла хытă кĕлтуса вĕçлерĕ: «Эпĕ
халĕ калас сăмахсем çӳлти турă умне çитчĕр, аван тăпра çине ӳкнĕ тырă пĕрчи
евĕрлĕ пулса, вĕсем хăйсен вăхăтĕнче питĕ пысăк тухăç паччăр! Аминь!» — терĕ.
* Америкăри парламент.
Çакăнта вара хĕрарăмсен тумтирĕсем кăштăртатни илтенсе кайрĕ те, приход
çыннисем вырăнĕсене ларчĕç. Çак кĕнеке страницисем çинче асăнакан ача кĕлĕ
итлесе ыхлах киленмерĕ, — вăл ăна, хăтăлма май çук кичемлĕхе тӳснĕ пек, хăраса,
вăй çитмĕ таран тӳссе çеç ларчĕ. Унăн пĕртте вырăнта ларас килмерĕ: сăмахĕсене
итлемесĕр, тĕлĕкри пек, вăл хăй туймасăрах кĕлĕри уйрăм тĕлсене асăрхаса ларчĕ,
мĕншĕн тесен вăл çав кĕлле хăй паллакан çула ĕлĕкрен пĕлнĕнех хăнăхса çитнĕ.
Пачăшкă кĕлĕре пĕр-пĕр çенĕ япала çинчен хушса каласанах, Томăн хăлхи ăна
çавăнтах сисрĕ, вара унăн пĕтĕм ăшчикки пăшăрханчĕ, çав кĕлле пăртак пăснине те
вăл лайăх мар, тӳрĕ мар хăтланни вырăнне шутларĕ.
Кĕлĕ вăхăтенче Том умĕнче ларакан сак хыçне пĕр шăна пырса ларчĕ. Çав
шăна ăна пĕтĕмпех аптăратса çитерчĕ: вăл питех канлĕн хăйĕн урисене пĕр-пĕрин
çумне сăтăркалать, урисемпе пуçне яра-яра илсе, ăна çав тери тăрăшса якатать, пуçĕ
вара пĕвĕнчен уйăрăлнă пекех туйăнать, мăйĕ çинçе çип пек курăнать. Унтан шăна
кайри урисемпе хăй çуначĕсене тасатса, хырса хăтланчĕ, çуначĕсем ӳчĕ çумне
таччăнтарах çыпçăнса тăччăр тесе, вăл çуначăсене, фрак * аркисене якатнă пекех,
майласа якатрĕ. Нимĕнрен те шикленмелли çуккине пĕлнĕ пекех тыткалать вăл
хăйне. Чăнах та, унăн нимĕнрен шикленмелли те çук. Томăн аллисем шăнана ярса
тытасшăн кĕçĕтсех тăраççĕ пулин те, кĕлĕ вăхăтĕнче ун пек тума хăймасть, вăл, ун
пек хăтлансан, хамăн чуна ĕмĕрлĕхех пĕтерсе хурăп, тесе шутланă. Анчах пачăшкă
юлашки кĕлĕ тĕлне çитсенех, Томăн алли çавăнтах, хăй тĕллĕнех малалла шăвăнса
кайрĕ те, «аминь» тени илтĕннĕ тапхăртах шăна тыткăна кĕрсе те ӳкрĕ. Анчах
мăнаккăшĕ çакна курчĕ те шăнана ирĕке кăларттарса ячĕ.

Пачăшкă библин пĕр пайне вуланă хыççăн пĕр майлă сĕрлекен сасăпа питех
кичем калаçу тапратрĕ. Вăл ĕмĕрех çунакан вут çинчен тата вĕресе тăракан кӳкĕрт
çинчен калаçрĕ пулсан та, нумайăшĕ часах сĕнксе тĕлĕрсе ларма тытăнчĕç. Ĕмĕрех
ырă курса савăнса пурăнмашкăн суйласа илнисен хисепĕ ытла та сахал пулнă пекле,
çав сăваплисен питех пĕчĕк ушкăнне çăлма та кирлĕ мар тенĕнех янрарĕ проповедь.
* Фрак — уявра тăхăнмалли сюртук, унăн малти аркисене касса кăлараççĕ, хыçалта
вăрăм та ансăр аркăсем пур.
Том проповедьри страницăсене шутласа тухрĕ. Унта миçе страница пулнине
чиркӳрен тухсан яланах тĕп-тĕрĕс калама пултарнă Том, анчах проповечĕ унăн
хăлхине нимĕн чухлĕ те кĕмен. Ку хутĕнче вара ăна пĕр япала интереслентерсе ячĕ.
Пачăшкă пĕтĕм çынна чĕтретсе ямалла чаплă картина ӳкернĕ пекех калать, — пĕтĕм
тĕнчери вилĕ çынсем хăрушă суда пуçтарăнаççĕ те, арăслан путекпе юнашар пырса
выртать, вĕсене вара пĕчĕкçĕ ача малалла ертсе кайĕ, — тет вăл. Çав япалан
пафосĕпе моралĕ Томшăн нимĕн те мар пек туйăнчĕ. Пĕтĕм тĕнчери халăхсем
умĕнче çав пысăк ĕçе ачан тума тивни çеç Тома тĕлĕнтерсе ячĕ, унăн куçпуçĕ çутăлса
кайрĕ, вăл хăйĕн ăшĕнче: «Арăсланĕ алла вĕреннĕскер пулас пулсан, эпĕ хам та
çавăн пек ача пулма хатĕр», — терĕ.
Акă каллех пĕртте интереслĕ мар каланисем пуçланчĕç, Том вара каллех
асапланса ларма пуçларĕ.
Сасартăк Том хăй кĕсйинче мĕнле ырă япала пуррине астуса илчĕ те ăна
васкаса туртса кăларчĕ. Вăл питĕ пысăк та хăрушă янахсемлĕ мăн хура нăрă иккен;
«çыртакан нăрă», тет ăна Том. Нăрра пистон коробки ăшне пытарса лартнă пулнă.
Том коробкăна уçнă-уçман нăрă ун пӳрнине çыртса илчĕ. Паллах ĕнтĕ, арçын ача ăна
хăй патĕнчен аяккалла ывăтса ячĕ, нăрă çыртнă пӳрнине çăварне чиксе лартрĕ.
Нăрри çурăмĕ çине кайса ӳкрĕ те çаврăнма пĕлмесĕр тапаланса выртрĕ. Том ăна
каллех ярса тытасшăн çунчĕ, анчах нăрри унтан аякра. Проповедьпе
интересленменнисемшĕн йăпану пулчĕ ку, нумайăшĕ нăрă мĕн хăтланнине асăрхаса
пăхса ларчĕç.
Çак вăхăтра пĕр аташса кайнă кăтра йытă, хуйхăраканскер, çуллахи шăрăх
сывлăшпа çемĕçсе кайнăскер, чиркĕве пырса кĕчĕ. Питĕрсе лартнă çĕрте ларасси ăна
йăлăхтарсах çитернĕ, вăл çĕнĕ япаласемпе çĕнĕ савăнăçсем курасшăн çуннă. Вăл çав
нăрра курах кайрĕ, салхуллăн усса янă хӳри унăн çавăнтах çӳлелле тăрса
вĕлтĕртетме тапратрĕ. Йытă хăй тупнă япалана нумайччен сăнаса пăхрĕ, унăн йĕритавра çаврăнкаласа çӳрерĕ, шикленсе аякран шăршлакаларĕ, унтан хăйса патнерех
пычĕ. Кайран вăл çăварне карчĕ те нăрра тытма хăтланчĕ, анчах тытаймарĕ, тепĕр
хут тытма хăтланса пăхрĕ, унтан татах та татах. Çакăн пек хăтланасси унăн кăмăлне
кайрĕ пулмалла. Вăл хырăмĕ çине выртрĕ, нăрри унăн урисем хушшине тĕлех
пулчĕ, йытă вара каллех хăйĕн опычĕсене тума тапратрĕ. Кăштахран хăтланасси ăна
йăлăхтарсах çитерчĕ пулас, вăл, нăрă çинчен манса, тĕлĕрме тытăнчĕ, сăмси аялалла
усăна-усăтаа анчĕ. Хуллен-хуллен унăн пуçĕ кăкăрĕ çинеллех усăнса анчĕ те, аялти
янахĕ хăйĕн тăшманĕ çумне пырса тĕкĕнчĕ, л-ешĕ вара çийăнчек çыртса илчĕ, янахĕ
çумне çыпăçсах ларчĕ. Йытă çухăрсах ячĕ, пуçне суллахма тапратрĕ, нăрă пĕр-икĕ
утăм аяккалла ывхăйса кайрĕ те каллех çурăмĕ çине ӳкрĕ. Çывăхра лараканнисем
нимĕн сассăр куллиле чĕтренсе ларчĕç, нумайăшĕ пит-куçне веерпа та сăмса
тутрипе хупларĕ, Томĕ вара калама çук савăнчĕ.
Йытти айванла унталла-кунталла пăхкаларĕ, ухмахра юлнине вăл хăй те чухларĕ
пулмалла. Çав вăхăтрах тата хăйне хур тунă пирки унăн ăшчикки питех

пăшăрханчĕ, вăл тавăрасшăн çунчĕ. Çавăнпа та вăл нăрă патне йăпшăнса пычĕ те
сыхлансарах каллех атака тапратса ячĕ: пур енчен те нăрă çинелле сиккелесе пычĕ,
малти урисемпе перĕнес пекех, патнерех те патнерех сиксе, шăлĕсемпе шăт-шат
тутарчĕ, пуçне хытă сулланипе унăн хăлхисем те силленчĕç. Юлашкинчен, çакă та
ăна йăлăхтарсах çитерчĕ. Вăл вара шăнапа выляма хăтланса пăхрĕ, анчах шăни те
ăна çавăнтах йăлăхтарса çитерчĕ, кайран вăл сăмсине урай çумнех тытса кăткă
хыççăн та уткаласа пăхрĕ. Анчах кунпа та савăнăç тупаймасăр аптраса анасласа илчĕ,
хашах сывларĕ те, нăрă çинчен мансах кайнăскер, лăпах пырса ларчĕ ун çине.
Шутсăр хытă çухăрни илтĕнсе кайрĕ, йытă клирос * çине сиксе хăпарчĕ те çухăрашса
чиркӳ тăрăх чупкалама тапратрĕ; алтарь тĕлне çитсен, тепĕр енчи клирос патнелле
чупса каçрĕ, ухă пекех чиркӳ алăкĕ патнелле вĕçтерчĕ, алăк патĕнчен — каялла; вăл
пĕтĕм чиркеве янтратса çухăрчĕ, мĕн чул хытăрах чупрĕ, çавăн чул хытăрах ӳсрĕ ун
ыратни. Юлашкинчен йытă хăйĕн орбити тавра çутă пайăрки хăвăртлăхĕпе
çаврăнакан темĕнле çăмлă комета евĕрлĕ пулса тăчĕ. Унтан вара асап тӳсекен йытă
ăсран кайнипе аяккалла танса сикре те хăйĕн хуçи чĕркуççийĕ çине улăхса ларчĕ,
лешĕ ăна чӳрече витĕр тулалла кăларса ывăтрĕ. Хурлăхлăн уланă сасă вара,
хуллентерех те хуллентерех илтĕнсе, аякалла кайса, кайран вуçех илтĕнми пулчĕ.
* Клироссем — чиркӳсенче алтарь икĕ енĕпе пулакан çӳлле вырăнсем.
Пурте хăйсем кулса ярассине пусарнипе антăхса хĕп-хĕрлĕ пулса кайрĕç.
Проповедь калассине те чарса лартма тиврĕ. Проповечĕ çавăнтах малалла тăсăлчĕ,
çапах кашни утăмрах такăна-такăна уксахласа пычĕ. Вăл çынсен чĕрисене пырса
тивесси çинчен шухăшламалли те çук: мĕскĕн пачăшкă темĕнле ытла та мыскаралла
каланă пекле, приход çыннисем чи усал, хăрушă япаласем çинчен каланă сăмахсене
те, чиркӳ сакĕ хыçĕсене пытанса, хуллен лăх-лăх кулса йышăнчĕç.
Çапла асапланса ларасси пĕтсен, юлашкинчен, «аминь» сăмаха каласа, пурте
çăмăллăн сывласа ячĕç.
Том Сойер савăклăн килнелле утрĕ, вăл хăйĕн ăшĕнче ак çапла шухăшларĕ:
«Пăртак урăхларах япала хушсан, чиркӳри кĕлĕ те хăшпĕр чухне питех кичем
пулмасть-çке», — терĕ. Унăн савăнăçне пĕр япала çеç пăсрĕ: кăтра йытă унăн
«çыртакан нăррипе» вылянине вăл пĕртте тиркемерĕ, анчах ма-ха çав йытă нăрра
аяккалла илсе кайрĕ? Ку ĕнтĕ лайăхах та мар.

Улттăмĕш сыпăк
ТОМ БЕККИПЕ ПАЛЛАШАТЬ
Тунтикун ирхине, çывăрса тăрсан, Том хăйне хăй питĕ телейсĕр туйрĕ.
Кашни тунтикунах ирхине вăл çапла туять, мĕншĕн тесен çав кун шкулта çĕнĕрен
асапсем курмалли эрне пуçланать. Ĕнер ма праçник пулчĕ-ши тесе хурланать вăл,
мĕншĕн тесен ирĕкре çӳренĕ хыççăн ирĕксĕрлĕхе таврăнасси тата йывартарах.
Том шухăшласа выртрĕ. Сасартăк ун пуçне çакăн пек шухăш пырса çапрĕ:
чирлесе ӳксен, пит авам пулĕччĕ, вара вăл шкула та каймĕ, килĕнче ларĕ. Шанчăкĕ
сахал, çапах та мĕншĕн хăтланса пăхас мар? Том хăйĕн çанçурăмне тыткаласа пăхрĕ.
Ниçта та ыратмасть, вăл хăйне тата тепĕр хут хыпашласа пăхрĕ.
Ку хутĕнче ăна хырăмĕнче темĕн касма пуçланă пек туйăнса кайрĕ, вăл
хытăрах ыратма пуçлать пулĕ тесе ĕмĕтленсе хĕпĕртерĕ. Анчах хытăрах ыратма мар,
ыратасси часах лăпланчĕ те хуллен-хулленех йăлтах пĕтсе ларчĕ. Том каллех

шухăша путрĕ. Кĕтмен çĕртенех вăл хăйĕн пĕр шăлĕ тапранкаланине асăрхарĕ. Ку
ĕнтĕ питех вырăнлă пулчĕ, вăл йынăшсă яма тăнăччĕ çеç, унан пуçне çакăн пек
шухăш пырса кĕчĕ: шăл ыратать тесе çăвар уçсанах, мăнакка çавăнтах шăла
тăпăлтарса кăларать, — ку, паллах, ыраттарать ĕнтĕ. Çавăнпа та вăл шăла кайран
валли усрас, халĕ вара мĕн те пулин урăххи шырас, тесе шут тытрĕ. Пĕр вăхăт
хушши нимĕн те тупăнмарĕ. Унтан вăл тухтăр пĕр чир çинчен каласа кăтартнине аса
илех кайрĕ: ку чир вара пĕр çынна икĕ е виçĕ эрнелĕхе вырăн çине вырттарнă, тет,
тата пӳрнесĕр те тăратса хăварма пултарнă, тет. Ача васкасах урине утиял айĕнчен
кăларчĕ те пысăк пӳрнине сăнаса пăхма пуçларĕ. Анчах вăл çав чир паллисем
мĕнлине пĕлмест. Çапах та хăтланса пăхма юрать ĕнтĕ тесе, вăл тăрăшсах йынăшма
тапратрĕ.
Сид вăранмарĕ.
Том хытăрах йынăшса ячĕ: хуллен-хулленех ăна чăнах та пӳрни ыратнă пек
туйăнма пуçларĕ.
Сид Тома херхении-мĕнĕ пĕрре те палăрмарĕ.
Том вăйпа тăрăшса йынăшнипе ывăнса та çитрĕ. Вăл пăртак канчĕ, унтан
ӳпкисем ăшне сывлăш пуçтарса темиçе хутчен те питĕ лайăххăн йьшăшса илчĕ.
Сид харлаттарма пăрахмарĕ.
Çавăнпа Том питех тарăхса кайрĕ. «Сид! Сид!» — терĕ те вăл, ăна хуллен
силлеме пуçларĕ. Сид вăраннă пек пулчĕ, Том вара каллех йынăшма тапратрĕ. Сид
анасласа тутлăн карăнчĕ те чавсаланса пăртак çĕкленчĕ, хартлатса илнĕ май Том
çине тĕлĕнсе пăхса ларчĕ. Том йынăшма пăрахмарĕ. Сид ăна:
— Том! Итле-ха, Том! — тесе чĕнчĕ. Томĕ хирĕç чĕнмерĕ. — Илтетĕн-и эсĕ,
Том! Том! Мĕн пулчĕ сана, Том?
Сид пиччĕшĕ çине хăраса пăхрĕ, ним тума аптăранипе силлеме пуçларĕ.
— Ан тив, Сид! Ан тĕкĕн мана! — йынăшса ячĕ Том.
— Мĕн пулчĕ сана, Том? Эпĕ мăнаккăна чĕнсе килетĕп.
— Çук, кирлĕ мар. Тен, вăл часах иртсе каять пулĕ. Никама та ан чен. Кирлĕ
мар.
— Çук, çук, чĕнесех пулать. Ан йынăш-ха эсĕ каплах. Питĕ хăрушă.
Нумайранпа асапланатăн-и?
— Темиçе сехет хушши ĕнтĕ. Ой! Туршăн та, ан турткала-ха мана, Сид! Эсĕ
мана вĕлеретĕн.
— Ма-ха эсĕ малтантарах вăратмарăн мана, Том? Ой, Том, чарăн-ха
йынăшма: эсĕ йынăшнăран манăн пĕтĕм çанçурăм сăрăлтатса каять. Мĕн ыратать
санăн?
— Эпĕ сана пĕтĕмпех каçаратăп, Сид!.. Эсĕ ман умра айăпа кĕнине пĕтĕмпех
каçаратăп. Эпĕ вилсессĕн...
— Ой, Том, нивушлĕ эсĕ вилетĕн? Том, ан вил... тархасшăн! Тен...
— Эпĕ пурне те каçаратăп, Сид! Çавна кала вĕсене, Сид. Хăрах куçлă кушак
çурипе чӳрече рамкине хулана хальтерех çеç килнĕ хĕрачана пар, Сид, ăна тата
çапла кала...
Сид текех итлесе тăмарĕ, йĕмне ярса тытрĕ те алăкран тухса вĕçрĕ. Халĕ ĕнтĕ
Том чăнахах асапланчĕ (çав тери тĕлĕнмелле шухăшласа кăларма пултарнă унăн
тăнпуçĕ), вăл йынăшнисем те чăнахах ыратнă чухнехи пекех пулса тухрĕç.
Сид пусма тăрăх чупса анчĕ те:
— Ой! Полли мăнакка, часрах килĕр! Пирĕн Том вилет! — тесе кăшкăрса ячĕ.
— Вилет?
— Ара! Ара! Мĕн кĕтсе тăратăр-ха эсĕр? Часрах килĕр!

— Пустуй! Ĕненместĕп!
Çапах та мăнаккăшĕ çӳлелле чупса хăпарчĕ. Сидпа Мэри ун хыççăн васкарĕç.
Мăнаккăшĕн сăнĕ шап-шурă, тути чĕтрет. Том вырăнĕ патне чупса пырса, вăл çапла
çеç калама пултарчĕ:
— Том! Том! Мĕн пулнă сана?
— Ох, мăнакка, эпĕ...
— Мĕн пулнă, мĕн пулнă сана, ачам?
— Ох, мăнакка, манăн пӳрнене гангрена * пулнă. Полли мăнаккăшĕ пукан
çине кайса ӳкрĕ те кулса ячĕ, унтан макăрма пуçларĕ, кайран пĕр вăхăтрах кулчĕ те,
макăрчĕ те.
Кăштахран тăна кĕчĕ те çапла каларĕ:
— Ну, хăратса пĕтертĕн эсĕ мана, Том! Халĕ ĕнтĕ çитет: хăвăн фокусусене
пăрах, урăх ун пек ан тунă пултăр!
Йынăшу чарăнса ларчĕ, пӳрне ыратни те пĕр тапхăртах иртсе кайрĕ. Ача
пăртак вăтаннă пекле пулчĕ.
— Чăнах та, Полли мăнанка, мана пӳрне йăлтах хăрса кайнă пекле туйăнчĕ,
çав тери ыратрĕ те, эпĕ шăл çинчен манса та кайрăм.
— Шăл? Санăн шăлна мĕн пулнă тата?
* Гангрена — хăрушă чир, ӳтĕн пĕр-пĕр пайĕ типсе е çĕрсе пĕтсе ларни.

— Сулланать тата шутсăр ыратать, чăтма та çук.
— Юрĕ, юрĕ, каллех йышăнма ан тытăн. Кар-ха çăварна! Чăнах та, шăлĕ
сулланать, анчах уншăн эсĕ вилес çук. Мэри, пурçăн çип тата кухньăран çунакан
вутпуççи илсе кӳрсе пар-ха мана.
— Мăнакка, ан тăпăлтарăр, кирлĕ мар, — вăл ĕнтĕ ыратмасть! Эпĕ çак
вырăнтан таçта шăтăкаллах анса каям, вăл кăшт та пулин ыратать пулсассăн.
Тархасшăн, ан тăпăлтарăр, мăнакка! Эпĕ çапах та килте юлас çук, эпĕ çапах шкула
каятăп...
— Э, акă мĕн иккен! Эсĕ вĕренме каясран хăтăлса юлас та çырмана пулă
тытма яра парас тесе çеç çавăн пек хăтланма тапратса янă. Ах, Том, Том, эпĕ сана çав
тери юрататăп, эсĕ, юри хăтланнă пекех, хăвна ху лайăх тытмасăр манăн ватă чĕреме
хускататăн.
Çав вăхăтра шăл тăпăлтармалли япалисем те килсе çитрĕç. Полли
мăнаккăшĕ пурçăн çип вĕçне ункă турĕ, ăна ыратакан шăл çине тăхăнтарса хытă
туртăнтарса лартрĕ, тепĕр вĕçне кравать пуçĕнчен çыхрĕ; унтан çунакан вутпуççине
ярса тытрĕ те ăна ачан сăмси патнех илсе пычĕ. Пĕр самант çеç иртрĕ — шăл кравать
пуçĕнчен çыхнă çип çинче çакăнса та тăчĕ.
Анчах асапсем тӳссе айлалнă хыççăн этемсене ырри те кĕтет. Том ирхи апат
çисе шкула пырсан, юлташĕсем пурте ăна чăтма çук кĕвĕçрĕç, мĕншĕн тесен çӳлти
шăлĕсем хушшинче пушă вырăн пулса тăнăран Том йăлтах çĕнĕлле майлă,
тĕлĕнмелле лайăх сурма пултарче.
Çав япалапа интересленсе кайнă ача-пăча унăн йĕри-тавра ушкăнĕпех
пуçтарăнчĕ. Пăр арçын ача, хăйĕн пӳрнине касса янăскер, ку таранччен пурте хăйне
пăхса, пуççапса тăнăскер, халĕ тăруках хăйĕн майлисене пурне те çухатрĕ, чапĕ те
унăн пачах сӳнсе ларчĕ. Çавăншăн вăл питĕ хурланчĕ. Çавăнпа та: «Том Сойер пек
сурасси вăл ниме те тăмасть», — тесе хучĕ. Анчах тепĕр арçын ачи çавна хирĕç:
«Иçĕм çырли халĕ симĕс-ха!» — терĕ те, чапран тухнă геройăн нимĕн мухтавсăрах
аяккалла пăрахса кайма тиврĕ.

Çакăн хыççăн часах Том пĕр çамрăк пария * Гекльберри Финна, çав çĕрти ĕçке
ернĕ çын ывăлне, тĕл пулчĕ.
* Пария — çынсем хăйсем хутшине йышăнман, нимĕнле правасăр çын.

Хулари пур ача амăшĕ те ăна пĕтĕм чĕререн курайман , çав вăхăтрах тата
унтан хăранă та, мĕншĕн тесен вăл усал, юлхав ача тата лайăх пăхса ӳстермен,
нимĕнле саккуна та пăхăнман ача пулнă. Тата çакăншăн та ăна курайман: ачасем
пурте — пур ача та — ăна шутсăр юратнă, хăйсене хушман пулсан та, вĕсем çапах
унпа пĕрле çӳреме кăмăлланă, пур енĕпе те вĕсем çав ача майлă пулма тăрăшнă.
«Ырă килйышсенчи» ытти арçын ачасем евĕрлĕ, Том та çынсем йышăнман
Гекльберрине кĕвĕçнĕ, ăна та килте çав çĕтĕк-çатăк ачапа ан выля тесе хăтăрсах
каланă. Паллах ĕнтĕ, çавăн пиркиех те Том, май килсен, яланах çав ачапа вылянă.
Гекльберри мăн çынсен тумтир юлашкисене тăхăнса çӳренĕ. Кирек хăçан та унăн
тумтирĕ шерепеленсе, татăкăн-татăкăн усăнса çӳренĕ, тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа вараланса
пĕтнĕ. Унăн шлепки темĕн пысăкăш ишĕлсе аннă япала пек курăнса ларнă:
хĕррисенчен аялалла çур уйăх евĕрлĕ пысăк татăк усăнса тăнă. Сайра хутра Гек
хăйĕн пиншакне тăхăнса ярсан, пиншакĕ вара унăн ура кĕлисем таран тенĕ пекех
усăнса çӳренĕ, хыçалти тӳмисем пилĕкрен чылай аялта пулнă. Йĕмĕ хăрах енчи
çакки çинче çеç çакăнса тăнă, хыçалтан пăхсан, темĕн пысăкăш пушă михе пек
лĕнчĕртетсе çӳренĕ, аялта вара шерепепе эрешленĕ майлă пулнă. Гек йĕмне
тӳмелеме манса кайсан, шерепийĕ пылчăк тăрăх сĕтĕрĕнсе пынă. Гекльберри ирĕкле
кайăк евĕрлĕ пулнă, ăçта çӳрес килнĕ, çавăнта çӳренĕ. Çанталăк лайăх чухне вăл ют
çынсен пусма картлашкисем çинче çĕр каçнă, çанталăк çумăрлă пулсан — пушă
пичкесем ăшĕнче. Унăн ни шкула, ни чиркĕве çӳремелле пулман, унăн никама
итлемелли те пулман, пуçлăх тавраш та пулман унăн. Хăйĕн хăçан кăмăл пулнă —
çавăн чухне тата хăйне кăмăла кайнă çĕрте вăл пулă тытма е шыва кĕме пултарнă,
шывра та хăйĕн мĕн чухлĕ ларас килнĕ, çавăн чухлĕ ларма пултарнă. Çапăçма та ăна
никам та чарман. Сĕм-çĕрле пуличченех çывăрма выртмасăр та пултарнă. Çуркунне
вăл ытти арçын ачасенчен чи пирвай çара уран çӳреме тытăннă, кĕркунне вара
пуринчен кайран урине мĕн те пулин тăхăннă. Унăн ни пит çума, ни таса кĕпе
тăхăнса хăтланма кирлĕ пулман, вăрçассине вăл тĕлĕнмелле вăрçма пĕлнĕ. Пĕр
сăмахпа каласан, пурнăç илемне кӳрекен савăнăçсем пурте унăн аллинче пулнă...
Санкт-Петербург хулинче «ырă килйышсенче лайăх вĕрентсе ӳстернĕ» арçын
ачасем,
имшерленсе
кайнăскерсем,
алли-урисемпех
сăнчăрланă
пекех
усраканкерсем, пурте çавăн пек шухăшланă.
Романтикла çапкаланчăка Том çапла саламларĕ:
— Эй, Гекльберри! Сывлăх сунатăп сана!
— Сана та сывлăх сунатăп, шӳтлеместĕн пулсан.
— Мĕн вăл санăн?
— Вилĕ кушак.
— Пар-ха, Гек, курам! Ав мĕнле, йăлтах хытса ларнă. Ăна эсĕ ăçтан тупрăн?
— Пĕр ачаран илтĕм…
— Мĕн чухлĕ патăн?
— Кăвак билета тата вăкăр хăмпăвне... бойньăран пĕçертсе килнĕскерне
патăм.
— Кăвак билетне ăçтан тупрăн-ха?
— Пĕр-ик эрне пулать, Бен Роджерсран илтĕм... ăна кăшăл валли патак
патăм.

— Итле-ха, Гек, вилĕ кушаксем — мĕне кирлĕ вĕсем?
— Мĕнле апла мĕне кирлĕ? Шĕпĕнсене пĕтермешкĕн.
— Чăнах-и? Эпĕ тата унтан лайăхрах пĕр май пĕлетĕп.
— Тупăшатăп, пĕлместĕн тесе. Мĕнле май?
— Çĕрĕк шыв.
— «Çĕрĕк шыв»? Ниме те тăмасть вăл санăн çĕрĕк шыву.
— Ниме те тăмасть-и? Эсĕ ăна хăçан та пулин курнă-и?
— Эпĕ хам курман. Анчах Боб Тэннер курнă.
— Кам каларĕ сана?
— Пĕлетĕн-и эсĕ, вăл Джефф Тэчера каланă. Джефф Тэчер Джонни Бэкера
каланă. Джонни Джим Холлиса каланă, Джимĕ Бен Роджерса каланă, Бенĕ пĕр
негра каланă, негр мана каларĕ. Çавăнпа пĕлетĕп те.
— Ну, мĕн вара апла пулсан? Вĕсем пурте суеçĕсем. Негрсăр пуçне пурте
суеçĕсем, негрне эпĕ пĕлместĕп. Анчах эпĕ суйман негра ку таранччен курманччĕ-ха.
Çакă пурте пустуй лăпăртатни çеç! Халĕ ĕнтĕ эсĕ кала-ха мана, Гек, Боб Тэнлер
шĕпĕнсене мĕнле пĕтерме хăтланнă?
— Çаплах, çĕрĕк тунката çинче пуçтарăнса тăнă çумăр шывĕ ăшне аллине
чикнĕ те кăларнă.
— Кăнтăрла чикнĕ-и?
— Паллах, кăнтăрла.
— Тунката еннелле пăхса чиклĕ-ши?
— Апла пулмасан, мĕнле тата.
— Ун чухне мĕн те пулин каланă-ши?
— Нимĕн те каламан пулмалла... Кам пĕлет? Пĕлместĕп.
— Аха! Нимĕн тулккине те пĕлмен ухмах пек ĕçе тытăнсан, шĕпĕнсене çĕрĕк
шывпа пĕтересси ăçтан пулĕ унта? Паллах, пулас çук. Вăрмана, чăтлăх ăшне пĕччен
каймалла, ăçта çавăн пек çĕрĕк тунката пуррине асăрхамалла та лăп çур çĕрте çав
тунката еннелле çурăмпа çаврăнса тăмалла, шыв ăшне алла чиксе çапла каламалла:
Индеец çимĕçĕ — урпа,
Йăлт тăкăн çĕр çине.
Эй, çĕрĕк шыв, пĕтер йăлтах
Алри шĕпĕнсене.

Sez Çuaş ädäbiyättän 1 tekst ukıdıgız.
Çirattagı - Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 04
  • Büleklär
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 01
    Süzlärneñ gomumi sanı 4082
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1885
    44.2 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    62.6 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    68.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 02
    Süzlärneñ gomumi sanı 4116
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1907
    48.5 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    66.2 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    70.9 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 03
    Süzlärneñ gomumi sanı 4171
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1872
    46.1 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    64.8 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    70.6 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 04
    Süzlärneñ gomumi sanı 4157
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1781
    48.8 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    68.3 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.9 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 05
    Süzlärneñ gomumi sanı 4102
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1817
    46.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    66.8 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    71.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 06
    Süzlärneñ gomumi sanı 4169
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1850
    47.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    67.9 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    74.2 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 07
    Süzlärneñ gomumi sanı 4121
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1860
    48.8 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    67.5 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.7 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 08
    Süzlärneñ gomumi sanı 4065
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1843
    45.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    65.6 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.1 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 09
    Süzlärneñ gomumi sanı 4156
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1700
    48.3 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    66.1 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.6 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 10
    Süzlärneñ gomumi sanı 4115
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1839
    45.3 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    63.6 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    69.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 11
    Süzlärneñ gomumi sanı 4104
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1749
    47.1 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    65.7 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.1 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 12
    Süzlärneñ gomumi sanı 4128
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1744
    48.8 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    67.7 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    72.9 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 13
    Süzlärneñ gomumi sanı 4149
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1782
    48.9 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    68.5 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    74.6 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 14
    Süzlärneñ gomumi sanı 4146
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1690
    49.4 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    69.7 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    75.3 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 15
    Süzlärneñ gomumi sanı 4207
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1808
    48.0 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    68.4 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    74.4 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.
  • Том Сойер Темтепĕр Курса Çӳрени - 16
    Süzlärneñ gomumi sanı 2412
    Unikal süzlärneñ gomumi sanı 1198
    51.6 süzlär 2000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    67.9 süzlär 5000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    71.8 süzlär 8000 iñ yış oçrıy torgan süzlärgä kerä.
    Härber sızık iñ yış oçrıy torgan 1000 süzlärneñ protsentnı kürsätä.