Latin

Йăмрасем

Total number of words is 167
Total number of unique words is 109
43.9 of words are in the 2000 most common words
58.4 of words are in the 5000 most common words
67.4 of words are in the 8000 most common words
Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
Йăмрасем

Пурнаймаççĕ йăмрасемсĕр
Çуйăн-шыв çыранĕсем.
Тăпăл-тăпăл йăмрасемсĕр
Илĕртӳсĕр-çке вĕсем!..

Йăрăс пӳллĕ йăмрасем —
Йăрăс пӳллĕ сар хĕрсем.
Тантăш хĕрĕсем хавăссăн
Чӳхенсе шывран тухаççĕ...

Ватăлмаççĕ йăмрасем,
Ватăлма вĕсем пĕлмеççĕ.
Вилнĕ чух та йăмрасем
Ватлăх пуснипе вилмеççĕ.

Эпĕ хам та йăмра мар-и?
Хам та эп çав çыранран.
Вĕсемпе халь юнашаррăн
Тепĕр хут ӳсесчĕ ман.

Эп сывлатăп ассăн-ассăн,
Ăмсанса йăмрасене.
Сывласан та ассăн-ассăн, —
Таврăп-и яш кунсене?

Ан тив, çамрăклăхăм пултăр
Вĕсене халал манран.
Вĕсемпе ман кăмăл тултăр,
Çамрăк ларччăрччĕç ялан.

Килне таврăнсан...

Виççĕн лавкка патĕнче
Эрех лĕрккеç ир çинче.
Пăх та кур — милиционер
Тăрать вĕсен умĕнче:
— Эй, кунта юрамасть!
Килне таврăнсан, килне таврăнсан...

Хутлă-хутлă сăмахпа
Услап юрлать çухăрса.
Пăх та кур — милиционер
Чупрĕ çитрĕ васкаса:
— Эй, кунта юрамасть!
Килне таврăнсан, килне таврăнсан...

Намăс-симĕссĕр тӳрккес
Хĕнет-çапать арăмне.
Пăх та кур — милиционер
Çитрĕ тăчĕ ун умне:
— Эй, кунта юрамасть!
Килне таврăнсан, килне таврăнсан...

Йăпатрĕç...

Ывăлне çара ăсатнă чух
Кӳршĕ арăмсем çине-çинех:
«Таврăнĕ, таврăнĕ, ан хуйхăр», — теейрĕç
Йăпатса амăшне.

Сар хĕрне качча ăсатнă чух
Çав арăмсемех çине-çинех:
«Таврăнĕ, таврăнĕ, ан хуйхăр», — теейрĕç
Йăпатса амăшне.
You have read 1 text from Chuvash literature.