Latin

Автанпа тилĕ

Total number of words is 3261
Total number of unique words is 1655
35.2 of words are in the 2000 most common words
53.9 of words are in the 5000 most common words
61.0 of words are in the 8000 most common words
Each bar represents the percentage of words per 1000 most common words.
Автанпа тилĕ
Автан карта çинче хуралçă пек
Саркаланса ларать тет пĕр ирпе.
Çав хушăра пĕр тилĕ урампа
Иртсе пырать тет, Автана курса:
«Эй, шăллăм, шанчăклă çынсем
Паян ирпе пĕлтерчĕç савăнса,
Пире ĕнер ятран мирлештерсе
Кăларнă хут çавра пичет лартса.
Çан пек аван хыпарпала, Автан,
Сана чунтан эп саламлап паян.
Çӳлтен çĕре вĕçсе часрах ансам,
Сана савса эп хыттăн ыталам.
Сĕтел те тулĕ тулă-пулăпа,
Чи тăнăç пурнăçшăн ларар санпа!»

«Тавах, тăванăм, — тет Автан, — аван
Хыпар, сантан илтме тата аван.
Чăнах та кĕреке пухса пĕрре
Ларсассăн чаплă пулмалла пĕрле.
Тăхта, курап ав икĕ вĕшле йыт
Кунта темме васкаççĕ питĕ хыт,
Ыр хыпарпа килеççĕ пулинех.
Кĕтсе илсем-ха эсĕ вĕсене,
Эп хатĕрлем чи тутлă апатсем —
Халь маншăн эсĕр чаплă хăнасем!»

«Эх, маннă та, — тет Тил сехĕрленсе,
— Халь вăхăт çук кĕрекере ларма,
Ĕçсем нумай, таçта та çитмелле,
Кăшт каярах тĕл пулăпăр санпа!»

Ултав ăнманнине курса çакскер
Вĕçтерчĕ тет тĕмсем хыçне çав тер.

Автан выртса кулать тет пахчара —
Тилле лартма пултарнăран ара.
Кĕнеке юратакан
Кĕрет тет пĕлĕш пĕлĕшĕ патне,
Пуш вăхăт пулнăран ара.
— Эх, ăслă эс — мĕн чухлĕ кĕнеке!!!
Сан çӳлĕксем мачча таран!
Ашмарин пур, Гюго та Майн Рид,
Маршак, Дюма, Юхма Мишши...
Маттур та эсĕ çав тери,
Çӳл çӳлĕке епле çитетĕн-ши?
— Эп пуç ватмастăп, тупата!?
Пылесоспа çитеп унта!!!

* * *
Çаплах пурнать тет ăслă ăçтиçук,
Ун кĕнеке нумай — «тусанĕ» çук.

Кӑмпасем

Уçланкăра Шăна кăмпи тет ӳснĕ сарăлса,
Хăй капăрне мухта-мухта ларать якăлтатса.
— Эх, курăр-ха мана! Эп тислĕк кăмпинчен хитре,
Епле чипер, кĕçех мана та тупăнĕ витре!
Шур кăрăçа кăна никам
Курмарĕ çулçă хупăран.

Вĕçленеймен роман

Илемлĕ юрату.
Ăссăрлăхпа пĕр тан пулайрĕ!
Эй, турă, çуркунне пулса сан сăн пекех хитре!
Анчах та кĕр тулта, шур кĕмĕл йывăçсем,
Кулленлĕх сивĕтет пире пĕрех!
Анчах та кĕр тулта, шур кĕмĕл йывăçсем,
Кулленлĕх сивĕтет пире пĕрех!

Куç харшисем юрпа шывланнăччĕ,
Каçса кайсах эпир вуланăччĕ —
Илемлĕ-çке вĕçленеймен роман
Юрату пуриипе!
Анчах та мĕн пурри каять çука,
Апла шăпамăртан тарар çулпа —
Юлайтăр çак вĕçленеймен роман
Парк сакки çинче!

Чи савăк самантсем нумай пире аса илмелĕх,
Ман пĕлес марччĕ юратун чăн асапне кайран.
Çăлмашкăн туйма санпа уйрăлмалла
Ним калаçусăр, пĕр сăмахсăрах!
Çăлмашкăн туйма санпа уйрăлмалла
Ним калаçусăр, пĕр сăмахсăрах!

Куç харшисем юрпа шывланнăччĕ,
Каçса кайсах эпир вуланăччĕ —
Илемлĕ-çке вĕçленеймен роман
Юрату пуриипе!
Анчах та мĕн пурри каять çука,
Апла шăпамăртан тарар çулпа —
Юлайтăр çак вĕçленеймен роман
Парк сакки çинче!

Ан васка

Ан васка, ан васка ман пата:
Мана инçетре питĕ йывăр чухне,
Манăн тĕлĕкĕм йывăр чухне,
Кантăкран инкек пăхнă чухне.
Эс васка кӳрентернĕ чухне,
Эс васка юлташ кирлĕ чухне,
Эс васка хуйхă пуснă чухне,
Эс васка, эс васка.

Ан васка, ан васка эпир
Иккĕн чухне, инкек çуккă чухне.
Калаччăр шывсем, çулçăсем,
Çултăр, çутă тата поезд: «Çапла»
Ан васка — пăхсан куçран куçа,
Ан васка — юрамасть васкама,
Ан васка — çут тĕнче шăплăхра,
Ан васка, ан васка!

2010 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕ

«Хĕвеллĕ çу иртсессĕнех...»

Хĕвеллĕ çу иртсессĕнех
Пур кайăк та каять-мĕн.
Халь ак пурнатпăр иккĕнех,
Эрнесерен кĕтетпĕр.
Халь иккĕн çеç,
Халь иккĕн çеç,
Пурнатпăр эс те эп.
Мăшăрăм ман, мăшрăм ман,
Чи хаклă çыннăм ман.

Сан çивĕтсен илемлĕхне
Эп кунĕпех саватăп:
Вĕçейнĕ кайăк шур тĕкне
Сан çӳç çинче куратăп.
Ан тив ман çӳç юр пĕрчи пек
Тахçантанпах шап-шур
Çапах та маншăн тĕнчипе
Чи лайăххи эс пур

Çунат çинче çу кунĕпе
Çĕн кайăксем кĕç килĕç,
Анчах та пирĕн шур пуçсем
Çаплах шап-шурă юлĕç.
Калатăп хĕвел пек кулса
Салхуллă туйăмпа:
Мăшăрăм ман, мăшăрăм ман,
Чи хаклă çыннăм ман.

Вырăсларан Владимир Андреев куçарнă.
Юпа уйăхĕ, 2010 çул

Ĕмĕрхи юрату

Сарă хĕвел сивĕнсе лăплансассăн,
Сивĕ пăр пек ир енне çутатасан,
Сивĕ хĕл кунĕ çулла алхасассăн —
Хăйăр çине сивĕ юр тăкăнсан,
Вĕçсĕр инкек çитейсе ахăрсассăн,
Вилĕм çулсан та çынна ураран
Пĕлĕп ялан — эсĕ пурпĕр шанатăн,
Пĕлĕп ялан — эсĕ пурпĕр саван.

Пĕтĕм чăн тус тăшмана тухайсассăн,
Виçĕ пуса хумасан чунăма,
Эп çĕр çыртса тупа тăвăп юлташшăн —
Эпĕ ĕненĕп ялан тусăма.
Эпĕ хутаçлă пулсан ыйткаланчăк,
Юр юрласан та тухнишĕн юртан:
Пĕлĕп ялан — эсĕ пурпĕр шанатăн,
Пĕлĕп ялан — эсĕ пурпĕр саван.

Пĕтĕм инçет çăлтăрсем сӳнейсессĕн,
Шывсăр юлсассăн мĕнпур океан,
Пурпĕр çăлма кая юлнă тесессĕн —
Çакă тĕнче тусан пулĕ пулсан,
Шелсĕр вут-хĕм ыйтамне Çĕр путсассăн,
Çĕрĕн пĕр ячĕ юлайрĕ пулсан:
Пĕлĕп — чĕрӳ сан манпа çеç пуласшăн,
Пĕлĕп ялан — эсĕ пурпĕр саван.

Эп пирĕшти пулайса вĕçсĕр шырăп,
Тупăп чăн вырăн пĕрле пурăнма,
Чун-чĕрепе пĕр эп саншăн кĕл тăвăп
Сан чĕр çине хурайса пуçăма.
Тепĕр кунтан эп сирень пулса килĕп,
Ăшшшăн ыталăп сана çулçăмпа -
Эс вара пĕлĕн — ӳкейнĕ ман пилĕ,
Эп вара пĕлĕп — саватăн мана.

Денис Майданов
2010 ç., юпа, 27

Арăмпа чăх

Пĕртен-пĕр чăх пулса тет арăмăн килте,
Пĕр çăмарта чăх тунă кашни кун. Вара
Ик çăмарта чăх тутăрччĕ тесе кунне
Пуçлать апат памашкăн арăм ытларах.
Кĕç чăх каять мăнтăрланса, тек çăмарта
Тумасть — халь арăм тарăхать тет шăпана.
..................................
Сăмах чăхха апат чыхни çинчен те мар,
Пуçпа шутла, çав арăм мĕншĕн курнă шар?

Эзоп
Куçарнă: 2010, раштав, 16

Чулпа ăман

«Мĕнле шавлать кунта! Мĕнле кăнттам! —
Калать тет Чул ана çинче вырта
Ăш çумăра. — Пурте хавас ăна,
Кĕтеççĕ тейĕн чаплă хăнана.
Мĕн турĕ вăл çапла хавасланма,
Çума çăвать ик-виç сехет кăна?
Мана çапла чысласчĕ çав çынсен!
Эп ĕмĕр çакăнта выртатăп лăп,
Ăçта лартаç — унта ларатăп тăп,
Анчах илтмен тав сăмахне нихçан,
Пĕрех вăрçаççĕ ман сăна курсан,
Эп тĕрĕслĕх çак тĕнчере курман».
«Шăплан! — пӳлет ăна Ăман.
— Ку çумăр пĕр самант çăвать,
Типсе аманнă çак ана,
Ăш çумăр чун парать ăна,
Çĕр ĕçлекен те шанчăкпа пурнать,
Пĕр эс кăна чăрмав туса ларан».
Хăш пуçлăх мухтансан та хĕрĕх çул,
Усси çав чулăнни пекех ним чуль.

Автанпа ахах пĕрчи

Навус купи сапаласа
Тупать автан ахах пĕрчи.
«Мĕне валли ку япала?
Мĕскер унтан усси?!
Мĕнпур ухмах ăна ытла хаклать.
Ун вырăнне тупсан урпа пĕрчи
Эп ытларах савăнмалла:
Вăл хитре мар, анчах та тутăрах тĕшши».
.......................................
Хут пĕлмен çын ялан çапла:
Пĕлмест-тăк — уссăр япала.

Ик пичке

Ик пичке пыраççĕ: пĕри тулли,
тепри
пушши.
Тулли пырать тет ерипен, хуллен,
пач васкамасăр.
Пушши сикет, кĕрлет пĕччен
ниме пăхмасăр.
Иртен-çӳрен часрах унтан тарать,
Аллипеле хăлха хуплать.
Кĕрлет мĕн кĕлетки Пушшин
Туллин пек пулманран усси.
Хăш-пĕр çынсем те пушă пичке пек
Шет мухтанаççĕ кунĕпе,
Апла çуках ним усă вĕсенче.
Ĕçпе тулли сăмах хушса тăмасть,
Ун ĕçĕ сассăр сăмахлать —
Тулли малаш пирки шутлать,
Пушши пуш параппан çапать.

Ӳсĕр куян

Çуралнă кун-ши пулнă е уяв —
Çитет тет Чĕрĕп тус патне Куян.
Туссем нумай, шавлаççĕ пит,
Эрех — юхать, пĕлмеççĕ чик.
Каять Куян ӳсĕрĕлсе,
Ларать çакскер мĕкĕлтетсе.
Унтан ура çине тăрса:
«Киле каяп!», — тет çухăрса.
«Ларсам, тупаймăн вĕт килна, —
Тет Чĕрĕп ӳсĕр Куяна.
— Пăхсам, епле тайкаланан,
Кăштах выртсам-ха, урăлсам.
Хăрушă халĕ вăрманта —
Çӳрет тееççĕ Арăслан».
Куян кĕмерĕ ӳкĕте:
«Кам?! Арăслан?! Çав мĕкĕте?!
Эп хам ăна тытса çиеп,
Тирне çич хут сӳсе илеп,
Çап-çарамас, Африкăна,
Хуса яратăп эп ăна!..»
Пырать хайхи вăрманпала,
Улать, кĕрлет ват кашкăрла.
«Мĕн Арăслан! Тĕк вĕçтерсе
Эпир унтан вăйлисенне!»
Çак ӳсĕркке шавне илтсе
Вăранчĕ Арăслан сиксе.
Вăл ячĕ-илчĕ куяна:
«Мĕскер шавлатăн, тунката,
Памастăн çывăрма мана?!
Ай-уй, эс ӳсĕр-çке ача!
Хыпса тултарнă мăй таран!»
Куян веç урăлч самантра!
Сăлтав шырать вăл çăлăнма:
«Эп мĕн... Эп леш... Сире ăнлантарма...
Каçар! Пулса эп хăнара...
Кăшт ĕçнĕ Саншăн ытларах...
Сан çурусемшĕн ĕçнĕччĕ, вара...
Вăт, ӳсĕр пултăм самантрах!»
Йăл-йăл çиçет тет Арăслан —
Тапса сикет килне куян.

Сыпман-ĕçмен çав Арăслан —
Пуçне çухатнă мухтасан.

Рубайисем

Шывсен, пĕлетĕр, пур кашнин çăлкуç,
Çак пурнăç та — чăн вĕренӳ, ăс-пуç.
Чик нӳхрепе эс айăп-кăлтăкна
Пуян, илемлĕ, ăслă пурăнма.
Тăмастăн çирĕп — ан вĕрент çынна,
Чăн пурнăç йывăр ĕмĕр-ялана.

Паян пулсан та тĕрлĕлĕх хакра
Мăн асаттен чăн йăлине упра.
Тĕреклĕ никĕс те тымар пулсан
Нихçан хăрамăн вăрçă-харçăран:
Нӳкер пек тăрĕç те вĕсем ума,
Шăпа çĕмренĕ тăрăнмĕ чунна.
Ахаль ан пурăн, пурăн пур тума,
Вĕрен ялан — малаш енне утма.
Аçу-аннӳн таса ятне упра,
Юрат виçесĕр — пулĕç канăçра.

Мухтатăп эп Турра савакана
Ятне тумасăр — чĕрепе, чунпа.
Илемлĕ мар, телейлĕ пул тени
Кашниншĕн пултăр пурăнăç шăпи.
Кĕске çак пурнăç — çырăннă шăпа,
Турра кĕл ту веç вĕçленме ырпа:
Ун тараси çине çитсессĕн эс
Сан япăха ырру çĕнтертĕрех.

Эп вĕрентместĕп, эпĕ вĕренеп,
Тĕнче ăсне те ытама илмен.
Пĕлесчĕ: мĕн-ши пурăнăç тĕшши:
Эрех-ши, ăс-ши, манăн çылăх-ши?
Сире сунап телей эп, тăвансем,
Киле ан кĕччĕр тăвăллă кунсем,
Кашни килте шавлаччăр ачасем,
Турри валеçтĕр ырă шăпасем.
Веçех пултар, хăюллă пул, çĕнтер,
Кашни кунах тав ту Турра, ĕнен.

Мĕнле пĕлен — çапла пурнан,
Мĕн ĕçсен тен — çавна çăтан
Çта çиес тен — çанта чăмлан,
Кирлех пулсан тĕнче саван,
Туртан та пĕр ырра ыйтан —
Пурнасчĕ йӳтени таран,
Анчах та вăхăчĕ çитсен
Пĕрле илеймĕн нимĕн те иккен.

Эп сĕтел хушшинче çиейместĕп пĕччен,
Уява та савмас хуçа мар тăк ирччен.
Апат лартрĕ анне ман ума тăрăшса,
Шăпах ун чухне шухăш çапрĕ ăса —
Тăварсăр апат тутлă мар тăк — апла
Пурнăç тути кĕрешӳ пулмалла.

Эп курнă сахал мар пуян та ăслă çынсене,
Вĕсем чи чаплă шухăш çулĕпе кайса
Сум илейсе хуçа пулса тăрсан
Ĕмĕрлĕхе çăтмах çухатнине.
Священникрен ыйтрăм — çта çăтмах çĕр çинче,
Мĕнле тупмалла-ши, кăтарт хăш енче?
Священнк каларĕ — эп пĕлместĕп çулне,
Çăтмахĕ аннӳн чĕрçитийĕ çинче.

Куçарнă: 2013, кăрлач

Тăман витет шур çĕр питне...

Тăман витет шур çĕр питне,
Юрпа хуплать...
Çурта çунать сĕтел çинче,
Çурта çунать...

Шур лĕпĕш мар вĕçет савса
Çурта çине,
Шур юр савать ыталаса
Чӳречене.

Тăман килсе кленче çине
Темскер çырать...
Çурта çунать сĕтел çинче,
Çурта çунать...

Çурта çутатнă маччара
Çут мĕлкесем,
Унта çыхланнă ал-ура,
Мал шăпасем.

Ӳкеççĕ мăшăр пушмаксем
Сăр урайне...
Ӳкеç çурта куççулĕсем
Кĕпе çине.

Çак ик шăпа тăман ăшне
Кĕрсе путать...
Çурта çунать сĕтел çинче,
Çурта çунать...

Хуплать шур нарăсăн çĕрне,
Тăман хуплать,
Çурта çунать сĕтел çинче,
Çурта çунать...

Чун çилĕ вĕрчĕ çав енчен,
Вара çурта
Вашт! сарчĕ хăйĕн çунатне
Хĕрес туртса...

Каласан тĕрĕссипе...

Яшă хырăн вуллине
Сухăр ерешленĕ.
Каласан тĕрĕссипе —
Эп сана ĕненнĕ.

Шуçăм тутлă ирхине?
Чăтайман... Ĕненĕр.
Каласан тĕрĕссипе —
Хам эп килĕшсе вĕт.

Улталасшăн шыв хумне —
Чул эсĕ пăрахрăн.
Каласан тĕрĕссипе —
Пур хĕр тус халь — арăм.

Тăхăнма туй кĕпине
Эп ĕмĕтленеттĕм.
Каласан тĕрĕссипе —
Сăмахна ĕненеттĕм.

Пытанать ют тинĕсре
Сар хĕвеллĕ кунăм.
Каласан тĕрĕссипе —
Хитрех мар эп, тусăм.

Çиçекен куçусемпех
Эпĕ килленетĕп.
Хитрех мар эп — тĕрĕсех! —
Юратма пĕлетĕп!!!




Сăмах





Каç енне чуста эп хурăп,
Витĕп ăшă тирпеле,
Йӳçтĕр эп юрланă юрă
Кăпăш чустапа пĕрле.

Çепĕç туйăмлă сăмахăм
Техĕм кӳтĕр çăкăра,
Малалла чĕнен юмахăн
Вăй пиллетĕр паттăра.

Чĕресе çĕн сĕт эп ярăп,
Хулăн тытăнтăр хăйми, —
Сăвă калăп ярăм-ярăм
Сар çуран уйăрайми.

Тусăм, шур кĕпе эп çăвăп,
Ан кала хура сăмах,
Сив сăмах яртарĕ сăлăп
Алăка хупсассăнах.

Çур хĕвелĕ пек йăл култăр,
Тусăм, санăн сăмаху,
Хĕл çитсен кăвар пек пултăр,
Ма тесен — кăвар эс ху.

Вучаху çĕн юрă юрлĕ
Вуттине хурсассăнах.
Пултăр чĕрĕ, пултăр вирлĕ
Чĕрери таса сăмах.

Ут яни

Кашнин пулать-тĕр ут яни,
Çил кăларса çунатланни:
Лашу — чĕрӳ,
Йĕнер — шăпу,
Ытти — çынсем мĕн шутлани.

Хуçи мĕнле ятуллăрах —
Çапла ятуллă урхамах...
Мана — пĕрремĕш вырăн мар,
Йышпа пулнийĕ аванрах.

Айта, çӳренĕм, ыткăнар,
Ăмăртура эс вут кăлар!
Чим, эс çаплах тăран иккен?
Ах, тăллуна епле салтар?

Хаваслă шутлав

(Пĕрререн вунна çити)

Ку, пĕрремĕшĕ, — пĕрре,
Çинçешке, хыткан сĕре.

Ку, ак, иккĕ текенни,
Лайăх ăйăр евĕрли,
Авнă хăй мăйне епле,
Перĕнет хӳри çĕре!

Иккĕ хыççăн, пăх та кур,
Виççĕ утрĕ пит маттур.
Çурма икĕ ункăпа
Виççĕ виççĕмĕш тăрать.

Виççĕ хыççăн тваттă тухрĕ,
Ун аллийĕ темшăн кукăр.

Авă, курăр, явăнса
Пиллĕк тухрĕ ташласа:
Аллисем таçта çӳлте,
Ури авăннă çĕрте.

Улттă мăн çăра пекех,
Тимĕрленĕ çеккĕлпех.

Çиччĕ калăн турчăка,
Пĕртен-пĕр кăна ура.

Саккăр икĕ сушкă пек,
Ма пулман-ши çыххипех?

Тăххăр цифра тĕнчипех
Кутăн тăнă улттă пек.
Вăл пуç хĕрлĕ тăрсанах
Улттăна каять куçсах.

О пек цифра пур иккен,
«Ним çук,» — тет пулсан пĕччен.
Хăй хитре вăл, çаврака,
Пĕлтерет çапах çукка.

Çырăн пĕрре ун умне,
Хытса кайăн тĕлĕнсе.
Ӳссе кайĕ нуль тени
Шăп та лăп вунна çити.

* * *
Эсĕ çак цифрăсене
Çырса хур-ха хут çине.
Эп кашни пирки вара
Юмах ярăп юптарса.

1
Пĕррепе пĕрре
Пурăннă пĕрле,
Пĕччене пĕччен
Çапăçнă вĕсем.

Çĕнтернĕ пĕре
Пĕррене пĕрре,
Çак ик пĕрререн
Юлать пĕр пĕрре.

Ма туслă пулман-ши
Çак икĕ пĕрре?
Хушăнсассăн икĕ пĕрре
Иккĕ пулĕчĕç пĕрле!

2
Икĕ алă, ик ура
Пурнăçа тытаççĕ.
Ир-ирех, ав, пахчара
Иккĕн çум çумлаççĕ.
Иккĕн кĕчĕçĕ киле,
Иккĕн чуста хучĕç,
Иккĕн йăтрĕç ик витре,
Иккĕн шыва утрĕç.
Иккĕ мăшăр та иккен
Иккĕн пурăнма пĕлсен.

3
Светофор — виç куçлă вăл.
Пĕлмелле пурин те:
Хĕрлĕ çутă —
Хупă çул,
Сарă çутă —
Хатĕр пул,
Симĕс çутă —
Уçă çул.

4
Тват кĕтеслĕ пӳлĕмре
Тват ураллă пĕтĕмпех:
Тват ураллă мăн сĕтел,
Тват ураллă сар пукан,
Тват ураллă вăрăм сак,
Тват ураллă ман кушак.
Çула тухрăн машшинпа,
Ун та тватă урапа:
Ик ура ик кун утать тăк,
Тваттăна — çур талăк.

5
Пиллĕк пирĕн пӳрнесем,
Яланах пĕрле вĕсем.

6
Улт кушак
Çиесшĕн ак.
Патăм пăтă сĕт ярса.
Ултă кашăк тасатса
Патăм ултă кушака.
Улт чĕлхе лаккать кăна,
Ма тиркеççĕ кашăка?

7
Çич каçпа çич кун — эрне.
Çӳрĕн çиччĕрен шкула,
Сумкăра çич япала
Ялан санăн пулмалла.
Ручка, кăранташ, тетрадь,
Кĕнеке унта выртать.
Кирлĕ сумкăра пенал,
Сăрă кирлĕ сăрлама,
Пĕр тасаткăч тасатма.

8
Сакăр йывăç пукане,
Илемлетнĕ вĕсене.
Саппун çакнă та умне
Пурăнаç сĕтел çинче.

Пукани, пĕрремĕш, пысăк,
Шал енчен çеç хăвăл, пушă.
Кăшт туртсассăн уйрăлать,
Шăп икке вăл пайланать.
Ăшĕнче пурнать тепри,
Пĕчĕкрех тус пукани.

Уçсан ку пуканене
Эс куран виççĕмĕшне.
Кĕлеткийĕн çуррине
Илейсессĕн кунăнне,
Тваттăмĕш курна каять,
Сан çине çиçсе пăхать.
Ил те пăх уçса ăна,
Пиллĕкмĕш ларать унта.
Пиллĕкмĕшĕнче вара
Ултмĕш пытанса тăрать,
Пушă ултмĕш ăшчикки
Шăпах çиччĕмĕш валли.
Çиччĕмĕш кулса пăхать,
Саккăрмĕш шалта ларать,
Саккăрмĕш — чи пĕчĕкки,
Мăйăр пек ун кĕлетки.

Речĕпех халь пукане,
Вырнаçтарнă йĕркипе.
«Миçен эсĕр,» — ыйтрăмăр.
Хуравларĕç: «Саккăррăн!»

9
Вун минутсăр тăххăрта,
Вун минутсăр тăххăрта,
Вун минутсăр тăххăрта
Шулта пул эс туххăмра,
Ма тесессĕн тăххăрта
Урока ларать ача.

Вун минутсăр тăххăрта
Çывăрма выртать ача.
Çывăрма вăл вырмасан
Урокаран юлать ыран.

0
Ку, ак, — нуль,
Е ним те çук,
Ман вара юмахăм пур.

Пĕрре нуль калать тусне,
Кӳршĕри хăр пĕррене:
„Кӳр санпа пĕрле тăрам,
Хам та пысăк курăнам.”

Леш пăхать те ун çине,
Тавăрать тӳрккесленсе:
Эсĕ, нуль,
Кăшт тайлăк пуль,
Хисеп çук вĕт сан ним чуль.

Нуль калать:
— Эп йăшăнап,
Хисеп çук ман, ăнланап.
Анчах пулăн вуннă эс
Тăма ман çума пĕлсен.
Халĕ эс — пĕччен, пĕрре,
Кĕмесессĕн тек чĕрре
Эп выраçăп сылтăма,
Тӳрех ӳсĕн вуннăна.

Çукран çуккă пулмалла?
Тĕрĕс мар ку япала!
Çирĕм тăвăп иккĕрен,
Вăтăр пулĕ виççĕрен,
Е кирлех сире пулсан
Утмăл тăвăп ултăран.

Икĕ нуль тăрсан пĕрле
Эсĕ çитĕнĕн çĕре,
Ик çĕр пулĕ иккĕрен.
Халĕ нуль мĕнне пĕлен,
Тен, пĕрле тăма чĕнен?

Çурмалла

Килĕшсе юлташпала
Веç пайлатпăр çурмалла
Çумăра та,
Шур юра та,
Çурмалла, çурмалла, çурмалла –ла –ла.

Килĕшсе юлташпала
Веç пайлатпăр çурмалла
Кулăша та,
Куççуле та,
Çурмалла, çурмалла, çурмалла –ла –ла.

Килĕшсе юлташпала
Веç пайлатпăр çурмалла
Хаваса та,
Тунсăха та,
Çурмалла, çурмалла, çурмалла –ла –ла.

Килĕшсе юлташпала
Веç пайлатпăр çурмалла
Çак кĕвве те,
Çак юрра та,
Çурмалла, çурмалла, çурмалла –ла –ла.

Сехетсене калла куçар

Сехетсене калла куçар -
Виç минута, куна, çула,
Сехетсене калла куçар -
Юратăва таврар калла.
Сад пахчине кăрлач хупларь
Сив кантăкра эреш тĕрле...
Сехетсене калла куçар –
Кил ман пата пирвайхилле

Сехет йĕппи, сехет йĕппи – шав малалла,
Сехет йĕппи, сехет йĕппи чупать мала.
Эпир тем маннă кай юратура,
Вăл таврăнмĕ, вăл таврăнмĕ калла.

Сехетсене калла куçар –
Сăмах та кӳренӳ кунне.
Сехетсене калла куçар,
Чи юлашки сăмахсене.
Сехет ани çинче хăвар
Хăв юрату ятне,
Сехетсене калла куçар –
Юрат мана, малтанхине.

Сехет йĕппи, сехет йĕппи – шав малалла,
Сехет йĕппи, сехет йĕппи чупать мала.
Эпир тем маннă кай юратура,
Вăл таврăнмĕ, вăл таврăнмĕ калла.

Килĕмре никам та пулмĕ...

Килĕмре никам та пулмĕ
Каçхи сĕм пуçне никам
Хĕл кăна кăштахçă курнĕ
Пуш, чаршавсăр кантăкран.

Урамра шур юрĕ çăвĕ
Лăпкăн çеç, лапка ӳксех.
Пӳрт тăрри те юр çеç тăрĕ,
Пӳрт тăрри, юр – тек нимскер.

Ак, каллех пас тытнă тейĕн,
Ак, каллех чун ыратать,
Пĕлтĕрхи хĕл айĕн-çийĕн
Тунсăхпа пĕрле юрлать.

Ак, каллех чуна йĕплеççĕ
Каçарман сив айăпсем -
Чӳречен хура хĕресĕ
Хулана мухтанăçем.

Чаршава тем хускатса кĕç
Чун чĕтревĕ илтĕнсен,
Шăплăха утасласа эс
Ман малашлăх пек кĕрен.

Алăкра курнатăн эсĕ
Темле шурă тумпала,
Юр пĕрчи те, тен, çĕлеççĕ
Çан пек шурă çитсăпа.

Туртса тултарнă вакун çинчен хывнă юрă

— Пит йывăр, тусăм, пит куççульлĕ
Çĕртен шăтса пĕрле ӳссен,
Пит йывăр, тусăм, пит куççульлĕ
Сив пăчкăпа икке татсан.
Чĕрем çинче суран тӳрленмĕ
Куççуль тăкса тасатнипе,
Чĕрем çинче суран тӳрленмĕ
Иртнин инçет кĕсенĕпе.

— Чĕр чух санпа эп ĕмĕр пулăп,
Чунпа чĕре ман уйрăлми,
Чĕр чух санпа эп ĕмĕр пулăп
Ман вилĕм — юрату çумми.
Хăв чĕрере эс йăтса çӳрĕн,
Хăв чĕрере, саван савни,
Хăв чĕрере эс йăтса çӳрĕн
Тăван çĕрпе тăван киле.

— Анчах мĕнпе хупланăп эпĕ
Çынсен сиплевсĕр шелĕнчен?
Анчах мĕнпе хупланăп эпĕ
Çĕр сиввипе тĕттĕмĕнчен?
— Уйрăлура çиçет малашлăх,
Эп манаймас сана, кĕтеп.
Уйрăлура çиçет малашлăх,
Калла килетпĕр — эс те эп.

— Енчен хыпарсăр çухалсассăн,
Кун-çул çути пулсан кĕске,
Енчен хыпарсăр çухалсассăн
Хур акăш çулĕн леш енче?
— Эп саншăн çеç вара кĕл тăвăп
Утса анма çак çĕр çине,
Эп саншăн çеç вара кĕл тăвăп
Чĕр сывлăш кĕтĕр ман киле.

Туртса тултарнă вакунраччĕ,
Вăл — килсĕрччĕ тата çемçе,
Туртса тултарнă вакунраччĕ,
Куççуль тăратчĕ куçĕнче.
Шăпах ун чух пĕр сулнăк тупрĕç
Вуншар вакун çул кукринче,
Шăпах ун чух пĕр сулнăк тупрĕç
Урапасем чăн çĕр çинче.

Çын ăнланман усалăн вăйĕ
Çăрать çынпа çут тимĕре,
Çын ăнланман усалăн вăйĕ
Çĕр панине илет çĕре.
Çук, никама хӳтĕлеймерĕ
Тĕлпулура курнан телей,
Çук, никама хӳтĕлеймерĕ
Малашлăхра çиçен хĕвел.

Савнисенчен ан уйрăлсамăр!
Савнисенчен ан уйрăлсамăр!
Савнисенчен ан уйрăлсамăр!
Чун-чĕрепе пĕрлешĕр çат!
Кăшт уйрăлсан та сыв пулашăр,
Кăшт уйрăлсан та сыв пулашăр,
Кăшт уйрăлсан та сыв пулашăр
Ĕмĕрсенче çухалнăн ят...

Кинори пек, пĕрремĕш хут...

Кинори пек, пĕрремĕш хут...
Каçпа, çунмасть килте çурта,
Çут черккере чӳхе эрех,
Ан ыйт нимскер çумра.

Хăрав ерсен туйăмсене
Çĕнтерĕн черккепех.
Чăн савăш мĕн вăл иккенне
Паян сан пĕлмеллех.

Пит ан хăра та ан хумхан,
Çĕр ыйтура пуçпех ан çĕт.
Сив ернĕ ăшă ытамран
Айван яш тух та çĕт.

Каçхи çут çăлтăр çухалсан
Чĕтренчĕ хĕрлĕ шурăм пуç...
Пĕрремĕш хут ку пулчĕ сан,
Эс ан кулян ним чуль.

Кăмăллатăп

Çитсенех эп ыталăп сана,
Хăлхаран пăшăлтатăн мана:
— Юрататни мана?
— Çук-çке.
— Ма?
Ма ыйтан — кăмăллатăп сана.
Кăмăллатăп сана, кăмăллатăп,
Тиркесен те хăш чух ăнланатăп:
Юратмасăр сана — ни апла, ни капла,
Кăмăллатăп сана — вăт çапла.

Çынни эпĕ тӳрккес — ăнланап,
Хăш чух ӳсĕр килеп — пулкалать…
Эсĕ курмăш пулсам, сул алла,
Каçарсам та мана, ытала.
Кăмăллатăп сана, кăмăллатăп,
Ятласан та хăш чух ăнланатăп:
Юратмасăр сана — ни апла, ни капла,
Кăмăллатăп сана — вăт çапла.

Хăш чухне ман çинчен тĕрĕс мар,
Тур пĕлет, эс тем-тепĕр шутлан.
Анчах манăн айванçă пуçа
Эс çеç кирлĕ — илсем ăнланса.
Кăмăллатăп сана, кăмăллатăп,
Хăть пулам эп ăçта — ăнланатăп:
Юратмасăр сана — ни апла, ни капла,
Кăмăллатăп сана — вăт çапла.

Манпа ак мĕн пулса иртет...

Манпа ак мĕн пулса иртет:
Тек ман пата кив тус кĕмест,
Çӳреççĕ кунĕн-çĕрĕнех
Темле йышши такам та тем.
Ман тус та тĕлсĕррĕн çӳрет,
Хăй йăнăш тунине пĕлет.
Ним уссăр хирĕçӳ пулни –
Ик чĕрене вучах хуни.
Манпа ак мĕн пулса иртет:
Тек ман пата ют хĕр çӳрет –
Вăл уртăнать хулпуççирен,
Пит хăптарасшăн савнирен.
Савнин, пĕлесчĕ хăш яша,
Хулпуççирен уртăнмалла?
Вăл, мансăр юлнăскер тăрса,
Çын савнине илейĕ-çке туртса.
Тӳрех куç хывмĕ ют качча,
Вăл асапланĕ пĕр кана,
Анчах та вăхăт иртнĕçем
Пулсах пулаç юратусем.
Мĕн чухлĕ
хирĕçӳ,
асап,
Мĕн чухлĕ
чарсăрлăх курап!
Анчах ăçта пытанăп-ши тарса?
Кам та пулин,
килсем,
аркат
Чунпа ютсен пĕрлешĕвне,
Ик тачă чун уйрăлăвне!

2008 çул, чӳк уйăхĕ

Курак

Çатан карта çинче курак.
Ампар алкки çинче çăра.
Çынсем те çук, лавсем те çук,
Çанталăк япăх — майĕ çук.
Кăранклатать кăна курак:
— Ман пĕтрĕ пурнăçăм, хурах!
Пĕр пĕрчĕ тырă хăварман,
Хĕле мĕнле хĕллес-ха ман?

Кĕт мана

Кĕт мана — таврăнапах,
Питĕ кĕт анчах.
Кĕт сив çумăр пĕлĕтсен
Тунсăхĕ ансан.
Кĕт пулсассăн çил-тăман,
Кĕт чи шăрăхра.
Кĕт пурте кĕтме мансан
Йывăр самантра.
Кĕт — инçет вырăнсенчен
Килмесен çыру,
Кĕт санпа кĕтекенсен
Çухалсан чăту.

Кĕт мана — таврăнапах,
Тăр чăна шансах.
Кĕт мана — мĕнпур тĕнчен
Кĕтĕмĕ пĕтсен.
Кĕт — аннем кĕтмен чухне,
Ывăлăм мансан,
Кĕт туссем кĕрекене
Асăнма ларсан.
Виç тумла сĕтел çине —
Асăнса чуна.
Кĕт — ан тыт çав черккене
Тĕп туса мана.

Кĕт мана — таврăнасса
Вилĕме вăлтса,
Калĕ кам кĕтмен мана
Ăнăçнă тесе.
Кам кĕтмен — çав çын пĕлмест,
Тĕлĕнет пиртен:
Эп çĕнтертĕм вилĕме
Эсĕ кĕтнĕрен.
Эпĕ таврăнтăм, мĕнле? —
Пĕлес çук çынсем:
Эсĕ кĕтнĕ пек никам
Çĕр çинче кĕтмен.

2008, чӳк уйăхĕ

Качака

Качака чуптарать пахчана,
Ăна хирĕç тухать пĕр ача:
- Качака, намăс мар-и сана?
Вăтанса пуçне чикрĕ кача...
Куçĕнчен çухалсассăн ача,
Пахчана тӳрех чикрĕ кача.

Çăкăр
Чикрĕм чăкăт та пĕремĕк,
Чикрĕм иçĕм, айванкка,
Çăкăр çеç илмерĕм эпĕ —
Йывăр пулĕ кутамкка.
Ват анне çапах та çăкăр
Чикрĕ çул кутамккине:
— Эс ватта итле… Çул йăвăр,
Çăкăр йăтĕ вăл хăйне.

2008, раштав, 10
You have read 1 text from Chuvash literature.