Chuvasharrow-right-bold-outlineChuvash Learn Chuvash

Literature examples of 'йĕм' in Chuvash language

Yĕm pĕççinçen çĕrulmi pek varalançăk çara urasem kurănnă.

Йĕм пĕççинчен çĕрулми пек вараланчăк çара урасем курăннă.

Çăn ta ĕntĕ, kilte tĕrtse tună pire suhan huppipe pĕvetse çĕlenĕ yĕm, çĕtĕk pinšak tăhănnă, hulpuççi urlă hutaç çaknă, çara urallă, vărăm çüçlĕ aça avalhi bukvarsençe ükerse kătartakan kĕtüç açi tĕsleh pulnă.

Чăн та ĕнтĕ, килте тĕртсе тунă пире сухан хуппипе пĕветсе çĕленĕ йĕм, çĕтĕк пиншак тăхăннă, хулпуççи урлă хутаç çакнă, çара ураллă, вăрăм çӳçлĕ ача авалхи букварьсенче ӳкерсе кăтартакан кĕтӳç ачи тĕслех пулнă.

Feldšerica, Paškăna krovat çine lartsa hăy tula tuhrĕ te, kăšt tărsan, pĕr tĕrke kĕpe-yĕm çĕklese kĕçĕ.

Фельдшерица, Пашкăна кровать çине лартса хăй тула тухрĕ те, кăшт тăрсан, пĕр тĕрке кĕпе-йĕм çĕклесе кĕчĕ.

Japalasem salançĕç te, Vanja vĕr-çĕnĕ šălavar, pogonlă vĕr-çĕnĕ gimnasterka, ajaltan tăhănmalli kĕpe-yĕm, purtenkke, japalasem humalli hutaç, šinel, hĕrlĕ çăltărlă malahay-çĕlĕk, purinçen te haklărahhi — ată kurçĕ.

Япаласем саланчĕç те, Ваня вĕр-çĕнĕ шăлавар, погонлă вĕр-çĕнĕ гимнастерка, аялтан тăхăнмалли кĕпе-йĕм, пуртенкке, япаласем хумалли хутаç, шинель, хĕрлĕ çăлтăрлă малахай-çĕлĕк, пуринчен те хаклăраххи — атă курчĕ.

Çüçne ikĕ vărăm çivĕt tusa çivĕtlese jană văl, çine çullahi šură kĕpe te tĕrlenĕ yĕm tăhănnă.

Çӳçне икĕ вăрăм çивĕт туса çивĕтлесе янă вăл, çине çуллахи шурă кĕпе те тĕрленĕ йĕм тăхăннă.

Çak taphărta, unăn çunĕ romantikăn tĕtrellĕ te aslă tüpisem patnelle çĕklennĕ çuhne, šut-pajacla * hătlanni te tata çăt tıtakan tĕrlĕ tĕslĕ yĕm tăhănni te hăyne kĕçĕne hăvarnă pekle tuyănçĕ.

Çак тапхăрта, унăн чунĕ романтикăн тĕтреллĕ те аслă тӳписем патнелле çĕкленнĕ чухне, шут-паяцла * хăтланни те тата çăт тытакан тĕрлĕ тĕслĕ йĕм тăхăнни те хăйне кĕçĕне хăварнă пекле туйăнчĕ.

Tom hăyĕn kurtkipe yĕmne văr-var hıvsa părahrĕ, pĕr yĕm kantrine piçihhi çıhnă pek çıhsa lartrĕ, çĕrĕk pĕrene hıçĕnçi šankă kupine salatrĕ te untan jakah mar kassa tună çĕmrenpe uhă, yıvăç hĕç tata šăvăç truba turtsa kălarçĕ.

Том хăйĕн курткипе йĕмне вăр-вар хывса пăрахрĕ, пĕр йĕм кантрине пиçиххи çыхнă пек çыхса лартрĕ, çĕрĕк пĕрене хыçĕнчи шанкă купине салатрĕ те унтан яках мар касса тунă çĕмренпе ухă, йывăç хĕç тата шăвăç труба туртса кăларчĕ.