Chuvasharrow-right-bold-outlineChuvash Learn Chuvash

Literature examples of 'йăнăш' in Chuvash language

Vĕsem ăna tıla ăsatni pĕr-pĕr yănăš pirki kăna pulnă pek, văl yănăša çămăllănah türletme may pulas pek tuyănnă.

Вĕсем ăна тыла ăсатни пĕр-пĕр йăнăш пирки кăна пулнă пек, вăл йăнăша çăмăллăнах тӳрлетме май пулас пек туйăннă.

Man tus ta tĕlsĕrrĕn çüret, Hăy yănăš tunine pĕlet.

Ман тус та тĕлсĕррĕн çӳрет, Хăй йăнăш тунине пĕлет.

Hăyĕn ĕçĕnçe mĕnle te pulin yănăš tună pulmalla.

Хăйĕн ĕçĕнче мĕнле те пулин йăнăш тунă пулмалла.

Yănăšnă ep, ipteš-jultašsem, kaçarăr mana pı-ı-săk yănăš tunăšăn».

Йăнăшнă эп, иптеш-юлташсем, каçарăр мана пы-ы-сăк йăнăш тунăшăн».

Vanja hăy yănăš tunine sisnipe tarăhsa, nimĕn çĕnmesĕr tăçĕ.

Ваня хăй йăнăш тунине сиснипе тарăхса, нимĕн чĕнмесĕр тăчĕ.

Ku sămahsem mĕne pĕlternine yănăš ănlanmallimĕn pulman.

Untan tĕrĕs çırma vĕrentmelli urok văhătĕnçe çi çămăl sămahseneh çav teri yănăš çırsa păsa-păsa huçĕ, çavănpa ta untan temiçe uyăh hušši pitĕ mănkămăllansa çaksa çürenĕ tăhlan medale kajalla turtsa ilçĕç.

Bekki Teçerĕn çarsa părahnă kuçĕ Toma yănăš tusa huni çinçen pĕlterçĕ, çavănpa văl imense çarănsa tăçĕ.

Ку сăмахсем мĕне пĕлтернине йăнăш ăнланмаллимĕн пулман.

Унтан тĕрĕс çырма вĕрентмелли урок вăхăтĕнче чи çăмăл сăмахсенех çав тери йăнăш çырса пăса-пăса хучĕ, çавăнпа та унтан темиçе уйăх хушши питĕ мăнкăмăлланса çакса çӳренĕ тăхлан медале каялла туртса илчĕç.

Бекки Тэчерĕн чарса пăрахнă куçĕ Тома йăнăш туса хуни çинчен пĕлтерчĕ, çавăнпа вăл именсе чарăнса тăчĕ.

— Astu, an yănăš, an ıyt.

Piterĕ kunta kimĕnle yănăš ta çuk tese šantarsah kalarĕ.

— Асту, ан йăнăш, ан ыйт.

Питерĕ кунта кимĕнле йăнăш та çук тесе шантарсах каларĕ.

Çul çinçe vĕsem sahal sămahlarĕç, yănăš tusa părahnăšăn hăysene hăysem šutsărah kuraymarĕç: mĕn tuma ilse pımalla pulnă-ha vĕsen çavănta kirkăna kereçipe?

Astu, yănăš-mĕn an tună pul, Gek.

Çул çинче вĕсем сахал сăмахларĕç, йăнăш туса пăрахнăшăн хăйсене хăйсем шутсăрах кураймарĕç: мĕн тума илсе пымалла пулнă-ха вĕсен çавăнта киркăна кереçипе?

Асту, йăнăш-мĕн ан тунă пул, Гек.

Gek kalleh šutsăr pısăk yănăš turĕ.

Gek hăy yănăš kalasa janine temiçe hut ta türletme hătlansa păhrĕ, ançah starikĕ pĕrre te hăy kuçĕsene un çinçen ilmerĕ, Gek yănăš hıççăn yănăš kalasa pıçĕ.

Гек каллех шутсăр пысăк йăнăш турĕ.

Гек хăй йăнăш каласа янине темиçе хут та тӳрлетме хăтланса пăхрĕ, анчах старикĕ пĕрре те хăй куçĕсене ун çинчен илмерĕ, Гек йăнăш хыççăн йăнăш каласа пычĕ.

Bekkin sănĕ-pitĕnçe hărani palărsa kaynă, ăna kuçĕnçen păhsan, Tom hăy temĕn yănăš kalasa janine çuhlasa ilnĕ.

Беккин сăнĕ-питĕнче хăрани палăрса кайнă, ăна куçĕнчен пăхсан, Том хăй темĕн йăнăш каласа янине чухласа илнĕ.