Chuvasharrow-right-bold-outlineChuvash Learn Chuvash

Literature examples of 'вĕтĕ' in Chuvash language

Kăkăr tulli sıvlăš çătatăn ta păhatăn: pĕr jençe — aran-aran vitĕr kurănakan, tĕtre jevĕrlĕ tuyănakan šutsăr vĕtĕ tumlam pĕrĕhse sirpĕteken šıv üket, tepĕr jençe — tĕksĕm, šuçlaka ta jaka, sivĕ çĕr hıtti, esĕ çav vĕrese tărakan šıvra tapaçlanatăn, văl sana çapat te çapat, pur jençen te tĕket.

Кăкăр тулли сывлăш çăтатăн та пăхатăн: пĕр енче — аран-аран витĕр курăнакан, тĕтре евĕрлĕ туйăнакан шутсăр вĕтĕ тумлам пĕрĕхсе сирпĕтекен шыв ӳкет, тепĕр енче — тĕксĕм, шуçлака та яка, сивĕ çĕр хытти, эсĕ çав вĕресе тăракан шывра тапаçланатăн, вăл сана çапать те çапать, пур енчен те тĕкет.

Çĕrme puçlană vĕtĕ çulçăsempe vitĕnnĕ hura šurlăhsençen çăra tĕtre yăsărlansa hăparnă.

Çĕрме пуçланă вĕтĕ çулçăсемпе витĕннĕ хура шурлăхсенчен çăра тĕтре йăсăрланса хăпарнă.

Vanja vĕsene numay hut kurnă ĕntĕ, — kunpa pĕrleh văl nihçan kurman, hurçă unkăsempe pĕçĕk barabansem çine pitĕ numay vĕtĕ tata šultăra cifrăsem çırnă temĕnle mašinka pek pulnă.

Ваня вĕсене нумай хут курнă ĕнтĕ, — кунпа пĕрлех вăл нихçан курман, хурçă ункăсемпе пĕчĕк барабансем çине питĕ нумай вĕтĕ тата шултăра цифрăсем çырнă темĕнле машинка пек пулнă.

Huralnă çĕrulmi tunisem çinçe pitĕ vĕtĕ šıv tumlamĕsem palărnă.

Хуралнă çĕрулми тунисем çинче питĕ вĕтĕ шыв тумламĕсем палăрнă.

Hura, çĕrĕk çaransem huššinçe, vĕtĕ vărmansem huššinçe tatnă, ançah puçtarman yĕtĕnĕn tikĕs mar kupisempe vitĕnnĕ uysem huššinçe šurlăhsem tăhlan pek kurănsa çutălsa vırtnă.

Хура, çĕрĕк çарансем хушшинче, вĕтĕ вăрмансем хушшинче татнă, анчах пуçтарман йĕтĕнĕн тикĕс мар куписемпе витĕннĕ уйсем хушшинче шурлăхсем тăхлан пек курăнса çутăлса выртнă.

Hăyĕn kompasĕpe tata bukvarĕpe vĕtĕ jumanlăhra vırănaçsa, văl juhanšıvlă tata çĕnĕ kĕperlĕ vırănăn planne tusa larnă.

Хăйĕн компасĕпе тата букварĕпе вĕтĕ юманлăхра вырăнаçса, вăл юханшывлă тата çĕнĕ кĕперлĕ вырăнăн планне туса ларнă.

Ješĕlreh senker humsem çıran hĕrrine pıra-pıra çapănaççĕ te, šutsăr numay jap-jaka vĕtĕ çulsene pĕr çarănmi kalaçtarsa, kajalla çaksa kajaççĕ.

Ten, Puškin çak vĕtĕ çulsem tărăh utsa irtnĕ pul.

Vĕtĕ çulsem çine unkălansa larnă ta pĕr-pĕrinpe tavlašaççĕ vĕsem.

Vĕtĕ çul šakărtatsa çeç tărat — pĕr kupalanat, pĕr tikĕslenet: pĕri vılăh-çĕrlĕh fermin planne ükerse kătartat, tepri hăysen uy-hirĕn çĕr piçĕ mĕnline tusa parat.

Ajalta, sarărah jap-jaka vĕtĕ çulsem çinçe, çaplah kalaçsa larakansen uyrăm sămahĕsem sărt tüpine çiti iltĕne-iltĕne kajaççĕ: — Ĕç disciplini pulmalla.

Ешĕлрех сенкер хумсем çыран хĕррине пыра-пыра çапăнаççĕ те, шутсăр нумай яп-яка вĕтĕ чулсене пĕр чарăнми калаçтарса, каялла чакса каяççĕ.

Тен, Пушкин çак вĕтĕ чулсем тăрăх утса иртнĕ пуль.

Вĕтĕ чулсем çине ункăланса ларнă та пĕр-пĕринпе тавлашаççĕ вĕсем.

Вĕтĕ чул шакăртатса çеç тăрать — пĕр купаланать, пĕр тикĕсленет: пĕри выльăх-чĕрлĕх фермин планне ӳкерсе кăтартать, тепри хăйсен уй-хирĕн çĕр пичĕ мĕнлине туса парать.

Аялта, сарăрах яп-яка вĕтĕ чулсем çинче, çаплах калаçса ларакансен уйрăм сăмахĕсем сăрт тӳпине çити илтĕне-илтĕне каяççĕ: — Ĕç дисциплини пулмалла.

Pĕr văhătra vĕtĕ çulsempe tăpra muklaškisene ajakkalla ıvăta-ıvăta jarakan kĕreçe sassisem çakărtatni çeç iltĕnse tăçĕ, — pĕr jevĕr salhullă sasă.

Пĕр вăхăтра вĕтĕ чулсемпе тăпра муклашкисене аяккалла ывăта-ывăта яракан кĕреçе сассисем чакăртатни çеç илтĕнсе тăчĕ, — пĕр евĕр салхуллă сасă.