Chuvasharrow-right-bold-outlineChuvash Learn Chuvash

Literature examples of 'вăй' in Chuvash language

Juratuva çarmaškăn Kamăn văy çitĕ ikken?

Юратува чармашкăн Камăн вăй çитĕ иккен?

— Nu, tăvanăm, asaplansa pĕtrĕmĕr epir sanpa, pĕr văy ta julmarĕ, — tere Gorbunov, piçĕ çinçi tarne šălsa.

Çav çĕtĕk-çatăk tumlannă, pir hutaç çaknă jalti «kĕtüçĕre», unăn ulăm vitnĕ pürt tărri jevĕrlĕ çüçlĕ puçĕnçe, unăn kăvak ta çută kuçĕsençe temĕnle hăy patnelle turtakan văy, kămăla kaymalli pahalăh pulnă.

— Ну, тăванăм, асапланса пĕтрĕмĕр эпир санпа, пĕр вăй та юлмарĕ, — тере Горбунов, пичĕ çинчи тарне шăлса.

Çав çĕтĕк-çатăк тумланнă, пир хутаç çакнă ялти «кĕтӳçĕре», унăн улăм витнĕ пӳрт тăрри евĕрлĕ çӳçлĕ пуçĕнче, унăн кăвак та çутă куçĕсенче темĕнле хăй патнелле туртакан вăй, кăмăла каймалли пахалăх пулнă.

Çıran hĕrrinçen kăšt çeç uyrălsa kaysanah, sana çavăntah hărušă văy uraran çapsa ükeret, lutărkasa hurat te šıv tĕpne antarsa jarat.

Çыран хĕрринчен кăшт çеç уйрăлса кайсанах, сана çавăнтах хăрушă вăй ураран çапса ӳкерет, лутăркаса хурать те шыв тĕпне антарса ярать.

Ançah unăn purnăçne tahçantanpah tıtsa pınă ănlanmalla mar hăvatlă văy ăna çarsa tăçĕ.

Анчах унăн пурнăçне тахçантанпах тытса пынă ăнланмалла мар хăватлă вăй ăна чарса тăчĕ.

Văl mana văy pană açaran.

Ey, hăçan hresçen văy-hal çiterĕ Kil vutne tepre çĕrtme kunta?

Вăл мана вăй панă ачаран.

Эй, хăçан хресчен вăй-хал çитерĕ Кил вутне тепре чĕртме кунта?

Halĕ, çak vĕçne unkă çaknă săran japalana unăn allinçen tĕnçeri nimĕnle văy ta turtsa ilme pultaras çuk pek tuyănnă.

Халĕ, çак вĕçне ункă çакнă сăран япалана унăн аллинчен тĕнчери нимĕнле вăй та туртса илме пултарас çук пек туйăннă.

Aça türeh un patne çupsa pırasšăn pulçĕ, ançah temĕnle hăvatlă, tăšmanla văy ăna çarsa çul pek hıtarsa tăratrĕ.

Ача тӳрех ун патне чупса пырасшăн пулчĕ, анчах темĕнле хăватлă, тăшманла вăй ăна чарса чул пек хытарса тăратрĕ.

Çepĕç tuyămlă sămahăm Tehĕm kütĕr çăkăra, Malalla çĕnen jumahăn Văy pilletĕr pattăra.

Çепĕç туйăмлă сăмахăм Техĕм кӳтĕр çăкăра, Малалла чĕнен юмахăн Вăй пиллетĕр паттăра.

Çepĕç tuyămlă sămahăm Tehĕm kütĕr çăkăra, Malalla çĕnen jumahăn Văy pilletĕr pattăra.

Çепĕç туйăмлă сăмахăм Техĕм кӳтĕр çăкăра, Малалла чĕнен юмахăн Вăй пиллетĕр паттăра.

Văy-halĕ pĕtnĕ unăn, šap-šură kĕpi temiçe tĕlten junpa hĕrelnĕ.

Вăй-халĕ пĕтнĕ унăн, шап-шурă кĕпи темиçе тĕлтен юнпа хĕрелнĕ.