Chuvasharrow-right-bold-outlineChuvash Learn Chuvash

Literature examples of 'вăта' in Chuvash language

Văta çĕrti notăsençen puçlasa jarsa, jeripen çülelle tapalansa hăparsa, çülti vırăna çitet te văl, julaški sămahne hıtă pussa, sasartăk, hăma çinçen šıvalla tatălsa annă pek, ajalalla puçhĕrlĕ pere-pere anat: Çıvăh çınnăm kĕrešse asaplannă văhătra Çeçeksemlĕ vırăn çinçe çıvărsa vırtăp-i?

Вăта çĕрти нотăсенчен пуçласа ярса, ерипен çӳлелле тапаланса хăпарса, çӳлти вырăна çитет те вăл, юлашки сăмахне хытă пусса, сасартăк, хăма çинчен шывалла татăлса аннă пек, аялалла пуçхĕрлĕ пере-пере анать: Çывăх çыннăм кĕрешсе асапланнă вăхăтра Чечексемлĕ вырăн çинче çывăрса выртăп-и?

Basseyn šătăkăn văta çĕrĕ tĕlĕnçe pulnă, šătăkĕn stenisene temĕnle tĕlĕnmelle kolonnăsem, — tĕrekle stalaktitsem-stalagmitsem * pĕrlešse larnipe pulsa tănăskersem, tĕkĕlese tănă, — vĕsem izvest šıvĕn pĕçĕkçĕ tumlamĕsem numay ĕmĕr hušši tatti-sıppisĕr tumlasa tănipe pulnă.

Бассейн шăтăкăн вăта çĕрĕ тĕлĕнче пулнă, шăтăкĕн стенисене темĕнле тĕлĕнмелле колоннăсем, — тĕрекле сталактитсем-сталагмитсем * пĕрлешсе ларнипе пулса тăнăскерсем, тĕкĕлесе тăнă, — вĕсем известь шывĕн пĕчĕкçĕ тумламĕсем нумай ĕмĕр хушши татти-сыпписĕр тумласа тăнипе пулнă.