Chuvasharrow-right-bold-outlineChuvash Learn Chuvash

Literature examples of 'вăлта' in Chuvash language

Kurăkpa huplansa larnă çulpa utsa, çula may, pĕçĕk pekĕsempe vălta avri tuma türĕ te vărăm hulă kasrămăr (pekĕsene epir kivĕ, părahăça tuhnă çavaran, avărĕsene vĕreneren tăvattămăr).

Šıvsikki patne çitsen, vălta çippisene vălta avrisençen çıhrămăr, hupah çulçipe çărkană hĕrlĕ ămansene šăp çănkă çıran hĕrrine, kurăk çine huratpăr.

Hĕpĕrtenĕsker, epĕ vălta avrine puç urlă sulmaklăn văšlattartăm, çĕrĕ kĕmĕl tap-tasa tüpene vĕçse hăparçĕ te çĕr çine patlatsa ükrĕ.

Курăкпа хупланса ларнă çулпа утса, çула май, пĕчĕк пекĕсемпе вăлта аври тума тӳрĕ те вăрăм хулă касрăмăр (пекĕсене эпир кивĕ, пăрахăçа тухнă çаваран, авăрĕсене вĕренерен тăваттăмăр).

Шывсикки патне çитсен, вăлта çипписене вăлта аврисенчен çыхрăмăр, хупах çулçипе чăрканă хĕрлĕ ăмансене шăп чăнкă çыран хĕррине, курăк çине хуратпăр.

Хĕпĕртенĕскер, эпĕ вăлта аврине пуç урлă сулмаклăн вăшлаттартăм, чĕрĕ кĕмĕл тап-таса тӳпене вĕçсе хăпарчĕ те çĕр çине патлатса ӳкрĕ.

— Lakrica * tatăkĕ tata pulă tıtmalli vălta paratăp.

— Лакрица * татăкĕ тата пулă тытмалли вăлта паратăп.

— Ak çakăntan, epir tăna çĕrten, Gek, epĕ tuhsa kilnĕ šătăk anine esĕ nimĕn karănmasărah vălta hullipe tĕrtme pultaratăn.

— Ак çакăнтан, эпир тăна çĕртен, Гек, эпĕ тухса килнĕ шăтăк анине эсĕ нимĕн карăнмасăрах вăлта хуллипе тĕртме пултаратăн.