Chuvasharrow-right-bold-outlineChuvash Learn Chuvash

Literature examples of 'кивĕ' in Chuvash language

Ançah çasah văl unăn çĕnĕ çemi kivĕ çeminçen nihăš jençen te kaja marrine kurnă.

Анчах часах вăл унăн çĕнĕ çемьи кивĕ çемьинчен нихăш енчен те кая маррине курнă.

Kurăkpa huplansa larnă çulpa utsa, çula may, pĕçĕk pekĕsempe vălta avri tuma türĕ te vărăm hulă kasrămăr (pekĕsene epir kivĕ, părahăça tuhnă çavaran, avărĕsene vĕreneren tăvattămăr).

Курăкпа хупланса ларнă çулпа утса, çула май, пĕчĕк пекĕсемпе вăлта аври тума тӳрĕ те вăрăм хулă касрăмăр (пекĕсене эпир кивĕ, пăрахăçа тухнă çаваран, авăрĕсене вĕренерен тăваттăмăр).

Çunsa kaynă stenallă kivĕ pušar kalançi çiiĕnçe çanasem vĕçse çürenĕ.

Çунса кайнă стеналлă кивĕ пушар каланчи çииĕнче чанасем вĕçсе çӳренĕ.

Kapitan Jenakiev çine, unăn kivĕ, ançah çav teri tirpeylĕ, tăp-tăp larakan, hura petlicăllă, ılttăn tümellĕ šinelĕ çine, unăn hıtă, hĕrri hura, kăštah kuçĕ çinereh antarsa lartnă tăvatkăl sămsallă kartusĕ çine, çielten saltak pustavĕpe tirpeylĕn çĕlese lartnă fljažki çine, šinelĕn ikkĕmĕš tüminçen çaksa jană elektriçestvo fonarĕ çine, unăn çirĕp, çühe, ançah hut te jeple çantalăkra yăltărtatakan puliççeneh tasatsa jană attisem çine pĕrre păhsa ilseneh — ku çın mĕn teri türe kămăllă, tĕrĕs, tata văl nihçan ta hăy šuhăšĕnçen părănas çukkine pĕtĕmĕšpeh ănlanma pulnă.

Капитан Енакиев çине, унăн кивĕ, анчах çав тери тирпейлĕ, тăп-тăп ларакан, хура петлицăллă, ылттăн тӳмеллĕ шинелĕ çине, унăн хытă, хĕрри хура, кăштах куçĕ çинерех антарса лартнă тăваткăл сăмсаллă картусĕ çине, çиелтен салтак пуставĕпе тирпейлĕн çĕлесе лартнă фляжки çине, шинелĕн иккĕмĕш тӳминчен çакса янă электричество фонарĕ çине, унăн çирĕп, çӳхе, анчах хуть те епле çанталăкра йăлтăртатакан пуличченех тасатса янă аттисем çине пĕрре пăхса илсенех — ку çын мĕн тери тӳре кăмăллă, тĕрĕс, тата вăл нихçан та хăй шухăшĕнчен пăрăнас çуккине пĕтĕмĕшпех ăнланма пулнă.

Kapitan Ahunbaevăn komandnăy punkçĕ nimĕçsen kivĕ okopĕnçe, çĕrulmi uyĕn hĕrrinçe vırănaçnă.

Je unăn kăštah kajalla çaksa nimĕçsen kivĕ okopĕsençe, aylămăn ku jençe, layăhrah oborona yıšănmalla, — pek kun tuni ăslărah pulnă pulĕççĕ, — je hăyĕnçen văylărah tăšmanpa hirĕçle çapăçăva kĕrse hăyĕn rezervra tărakan pĕrten-pĕr rotine te çapăçăva kĕrtmelle.

Капитан Ахунбаевăн команднăй пункчĕ нимĕçсен кивĕ окопĕнче, çĕрулми уйĕн хĕрринче вырăнаçнă.

Е унăн кăштах каялла чакса нимĕçсен кивĕ окопĕсенче, айлăмăн ку енче, лайăхрах оборона йышăнмалла, — пек кун туни ăслăрах пулнă пулĕччĕ, — е хăйĕнчен вăйлăрах тăшманпа хирĕçле çапăçăва кĕрсе хăйĕн резервра тăракан пĕртен-пĕр ротине те çапăçăва кĕртмелле.

Unăn çühe, kivĕ, ançah layăh, tasatnă ată tăhănnă urisem, kilĕšüsĕr tăsălnă, vĕsem haleh, çĕre ată kĕlisempe çavsa malalla šusa kajassăn tuyănnă.

Унăн çӳхе, кивĕ, анчах лайăх, тасатнă атă тăхăннă урисем, килĕшӳсĕр тăсăлнă, вĕсем халех, çĕре атă кĕлисемпе чавса малалла шуса каяссăн туйăннă.

Văl kivĕ arman çulĕ çine larçĕ, janahhine al tupanĕ çine huçĕ te, hapha çinçen kuç ilmesĕr păhsa, çătămlăn kĕtme tıtănçĕ.

«Vată mar pulsan ta, general pulĕ-ha», — tese šutlană Vanja, unăn çühe, layăh tasatnă, šporlă attisem çine, kivĕ, ançah pit te tăp-tăp larakan šinelĕ çine, ikkĕmĕš tüminçen çaksa jană elektriçestvo fonarĕ, măyĕnçen çaknă binokl çine tata kompaslă polevoja sumki çine juratsa păhsa.

Tĕmeskesen tărrisem, vĕsem çinçi kivĕ kurăksem tĕtre ăšĕnçe išse çürenĕn tuyănnă.

Вăл кивĕ арман чулĕ çине ларчĕ, янаххине ал тупанĕ çине хучĕ те, хапха çинчен куç илмесĕр пăхса, чăтăмлăн кĕтме тытăнчĕ.

«Ватă мар пулсан та, генерал пулĕ-ха», — тесе шутланă Ваня, унăн çӳхе, лайăх тасатнă, шпорлă аттисем çине, кивĕ, анчах пит те тăп-тăп ларакан шинелĕ çине, иккĕмĕш тӳминчен çакса янă электричество фонарĕ, мăйĕнчен çакнă бинокль çине тата компаслă полевоя сумки çине юратса пăхса.

Тĕмескесен тăррисем, вĕсем çинчи кивĕ курăксем тĕтре ăшĕнче ишсе çӳренĕн туйăннă.

Bidenkopa Gorbunov ăçta ta pulin kivĕ arpalăhra je yıvăç tĕmĕsem huššinçe pıtansa larnă văhătra Vanja hăyĕn ırhan lašipe malalla kaysa tavrari vırănsene păhsa çürenĕ, untan kajalla tavrănsa kăvakalla nartlatnă ta — çul çinçe nikam ta çuk, an hărăr, tese sisternĕ.

Çav hĕrarăm kajura tirĕnçen çĕlenĕ kivĕ kofta tăhănnă, koftin çuhine tĕrlĕ pusma tatăkĕsempe çeçekletse ilemletnĕ.

Vanăna sĕtel umne pırsa tăratrĕç te, văl çav samantrah sĕtel çinçe hăyĕn kompasĕpe kivĕ bukvarne kurçĕ.

Биденкопа Горбунов ăçта та пулин кивĕ арпалăхра е йывăç тĕмĕсем хушшинче пытанса ларнă вăхăтра Ваня хăйĕн ырхан лашипе малалла кайса таврари вырăнсене пăхса çӳренĕ, унтан каялла таврăнса кăвакалла нартлатнă та — çул çинче никам та çук, ан хăрăр, тесе систернĕ.

Çав хĕрарăм каюра тирĕнчен çĕленĕ кивĕ кофта тăхăннă, кофтин çухине тĕрлĕ пусма татăкĕсемпе чечеклетсе илемлетнĕ.

Ваньăна сĕтел умне пырса тăратрĕç те, вăл çав самантрах сĕтел çинче хăйĕн компасĕпе кивĕ букварьне курчĕ.

Purinçen ıtla kapitan Jenakieva çav matrossem tăhănakan kăvak kartus, — amăšĕn kivĕ žaketkinçen aslamăšĕ çĕlese pană çĕnĕ lentăllă kartus, uççăn kurănsa tănă.

Unăn sănĕ te — tĕksĕm, hitre türĕ sămsallă ta pısăk kuçlăsker, kivĕ pürt çine vitnĕ ulăm pek çüç ayĕnçen kurănsa tărakansker, šăp ta šap jalti pĕçĕk kĕtüçĕnni pek pulnă.

Пуринчен ытла капитан Енакиева çав матроссем тăхăнакан кăвак картус, — амăшĕн кивĕ жакеткинчен асламăшĕ çĕлесе панă çĕнĕ лентăллă картус, уççăн курăнса тăнă.

Унăн сăнĕ те — тĕксĕм, хитре тӳрĕ сăмсаллă та пысăк куçлăскер, кивĕ пӳрт çине витнĕ улăм пек çӳç айĕнчен курăнса тăраканскер, шăп та шап ялти пĕчĕк кĕтӳçĕнни пек пулнă.

Epir — hristiansem, Tem çuhlĕ hram, škulsem, Pĕrre păhma pirten layăhhi çuk, Ançah ta Tură vĕsençe paç çuk, «Çak kivĕ saklja pitĕ kansĕrlet, İmperi ilemne kăna păsat», — Yăpăltisen tem çuhlĕ kĕtĕvĕ sĕrlet, Hăysen çunĕsençe šuyttan asat.

Эпир — христиансем, Тем чухлĕ храм, шкулсем, Пĕрре пăхма пиртен лайăххи çук, Анчах та Турă вĕсенче пач çук, «Çак кивĕ сакля питĕ кансĕрлет, Импери илемне кăна пăсать», — Йăпăлтисен тем чухлĕ кĕтĕвĕ сĕрлет, Хăйсен чунĕсенче шуйттан асать.