Chuvasharrow-right-bold-outlineChuvash Learn Chuvash

Literature examples of 'карчăк' in Chuvash language

Pĕrrehinçe pĕr vată karçăk çi aslă General patne pırsa hăyne yıšănma ıytat, unăn pısăk pĕlterĕšlĕ vărtănlăh pĕltermelli pur imĕš.

— Epĕ, mănukăm, Çĕr çinçe ĕmĕr ıtla purănatăp, numay purăntăm, numay kurtăm, — tet karçăk.

Karçăk hutaç çine păhsa ilet te çaplarah sămahlat: — Hutaççi hitre ĕntĕ, nimĕn te kalaymăn, ançah ta ku kiset man mănukăn mar.

Kalleh karçăk patne kaysa mănukĕ vilni pirki pĕltereççĕ, ĕnenterme kiset paraççĕ, karçăk vĕsen sămahĕsene paçah ta itlesšĕn mar.

— Nimĕn te pătraštarmastăp, — tese otvetlet karçăk.

Пĕррехинче пĕр ватă карчăк чи аслă Генерал патне пырса хăйне йышăнма ыйтать, унăн пысăк пĕлтерĕшлĕ вăртăнлăх пĕлтермелли пур имĕш.

— Эпĕ, мăнукăм, Çĕр çинче ĕмĕр ытла пурăнатăп, нумай пурăнтăм, нумай куртăм, — тет карчăк.

Карчăк хутаç çине пăхса илет те çапларах сăмахлать: — Хутаççи хитре ĕнтĕ, нимĕн те калаймăн, анчах та ку кисет ман мăнукăн мар.

Каллех карчăк патне кайса мăнукĕ вилни пирки пĕлтереççĕ, ĕнентерме кисет параççĕ, карчăк вĕсен сăмахĕсене пачах та итлесшĕн мар.

— Нимĕн те пăтраштармастăп, — тесе ответлет карчăк.

Karçăk kajalla çavrănsa păhrĕ te ajakkalla šăvănma tănă açana çavăntah pinšak arkinçen jarsa ilçĕ.

Karçăk Tomăn kĕpine allipe hıpašlasa păhrĕ.

Karçăk, hăy çeelĕhĕnçen nimĕn paytine kurmarĕ pulin te, malašne Tom hăyne itleken pulĕ tese hĕpĕrterĕ.

Карчăк каялла çаврăнса пăхрĕ те аяккалла шăвăнма тăнă ачана çавăнтах пиншак аркинчен ярса илчĕ.

Карчăк Томăн кĕпине аллипе хыпашласа пăхрĕ.

Карчăк, хăй чеелĕхĕнчен нимĕн пайтине курмарĕ пулин те, малашне Том хăйне итлекен пулĕ тесе хĕпĕртерĕ.

Văl Sida temĕn pekeh hajar sunsa hĕpĕrtese larçĕ; karçăk, kajalla pırsa kĕrse çillennipe kuçlăh ayĕnçen çiçĕm çiçterse, sahăr savăçĕn katăkĕsene păhsa tănă çuhne Tom aran çeç nimĕn šarlamasăr tüsse tăma pultarçĕ.

» Çavănpa ta karçăk urăh nimĕn te kalas mar tenĕ, ăšçikĕ hıtă vărkanipeh văl jalanhi ĕçne tuma puçlană.

Вăл Сида темĕн пекех хаяр сунса хĕпĕртесе ларчĕ; карчăк, каялла пырса кĕрсе çилленнипе куçлăх айĕнчен çиçĕм çиçтерсе, сахăр савăчĕн катăкĕсене пăхса тăнă чухне Том аран çеç нимĕн шарламасăр тӳссе тăма пултарчĕ.

» Çавăнпа та карчăк урăх нимĕн те калас мар тенĕ, ăшчикĕ хытă вăрканипех вăл яланхи ĕçне тума пуçланă.

Mana vată karçăk Gopkins kalanăççĕ.

Pĕrre văl pınă ta kurah kaynă: çav karçăk hăy tuhatnine atte çinelle «jarat», tet.

Ançah văl ăçtan pĕlnĕ-ha çav karçăk ăna «păssa jama» hătlannine?

Мана ватă карчăк Гопкинс каланăччĕ.

Пĕрре вăл пынă та курах кайнă: çав карчăк хăй тухатнине атте çинелле «ярать», тет.

Анчах вăл ăçтан пĕлнĕ-ха çав карчăк ăна «пăсса яма» хăтланнине?

Karçăk pĕkerĕlçĕ.

Карчăк пĕкерĕлчĕ.

Manăn çuma urăh an çıpçăn, — terĕ karçăk.

Манăн çума урăх ан çыпçăн, — терĕ карчăк.

Malti mašinăn kabininçe çeçeklĕ tutăr çıhnă karçăk larat.

Малти машинăн кабининче чечеклĕ тутăр çыхнă карчăк ларать.