Chuvasharrow-right-bold-outlineChuvash Learn Chuvash

Literature examples of 'ирхи' in Chuvash language

Unta, hüme ăšĕnçe, Tăvărlansa purănaççĕ, İrhi uçă sıvlăšpa Kăkărsene uçaymaççĕ; Çeçkellĕhre ır šăršpa, Çurkunne pulsan, vĕsem Çüreymeççĕ savănsa.

Унта, хӳме ăшĕнче, Тăвăрланса пурăнаççĕ, Ирхи уçă сывлăшпа Кăкăрсене уçаймаççĕ; Çеçкеллĕхре ыр шăршпа, Çуркунне пулсан, вĕсем Çӳреймеççĕ савăнса.

Ăna irhi văhăt, ješereken simĕs ulăh tărăh sarălnă sĕt pek tĕtre asa kilnĕ.

Ăна ирхи вăхăт, ешерекен симĕс улăх тăрăх сарăлнă сĕт пек тĕтре аса килнĕ.

— Vĕsem irhi apat çinĕ ĕntĕ, — terĕ Šamsutdin abıy.

— Вĕсем ирхи апат çинĕ ĕнтĕ, — терĕ Шамсутдин абый.

İrhi sivĕpe unăn tutisem kăštah kăvakarnă, ançah temĕnle ıră etem un çine çulansa pĕtnĕ vatkăllă fufayka părahnă ta, aça tĕlĕkre tĕlĕnmelle ıră kulkalasa vırtnă.

Sămah mayĕn kalasan, fonare văl haleh sünterme hušrĕ, mĕnšĕn tesen halĕ tul çutălnă ĕntĕ, irhi çută vitĕreh kurănakan çara sad çine ükse, šănnă çulçăsempe vitĕnnĕ çĕre šĕvekreh ılttăn tĕslĕ tusa hună.

Kuç çineh antarsa lartnă simĕs šlemĕsem irhi tĕksĕmre hura pekeh kurănnă.

Ирхи сивĕпе унăн тутисем кăштах кăвакарнă, анчах темĕнле ырă этем ун çине çуланса пĕтнĕ ваткăллă фуфайка пăрахнă та, ача тĕлĕкре тĕлĕнмелле ырă кулкаласа выртнă.

Сăмах майĕн каласан, фонаре вăл халех сӳнтерме хушрĕ, мĕншĕн тесен халĕ тул çутăлнă ĕнтĕ, ирхи çутă витĕрех курăнакан çара сад çине ӳксе, шăннă çулçăсемпе витĕннĕ çĕре шĕвекрех ылттăн тĕслĕ туса хунă.

Куç çинех антарса лартнă симĕс шлемĕсем ирхи тĕксĕмре хура пекех курăннă.

Çavănpa ta Gorbunov, gruppăra asli pulnăsker, çaran çinçe, šurlăhsem huššinçe çĕr kaçma, tul çutălas umĕn vara juhanšıv patne çitse, irhi tĕtrepe usă kursa çıransene păhsa tuhma, kĕpersĕr kaçma may pur vırănsene tupma, vĕsene viçse păhma, untan çaksene purne te karta çine pallă tuma prikaz paçĕ.

Çавăнпа та Горбунов, группăра асли пулнăскер, çаран çинче, шурлăхсем хушшинче çĕр каçма, тул çутăлас умĕн вара юханшыв патне çитсе, ирхи тĕтрепе усă курса çырансене пăхса тухма, кĕперсĕр каçма май пур вырăнсене тупма, вĕсене виçсе пăхма, унтан çаксене пурне те карта çине паллă тума приказ пачĕ.

Hăysen kătrisem sărt çinçi šur jur pek, Tasa irhi jur yăltăravĕ.

Хăйсен кăтрисем сăрт çинчи шур юр пек, Таса ирхи юр йăлтăравĕ.

Untan šav pĕrtak ajakkarah kayrĕ, văysărlançĕ, ançah çavăntah irhi pekeh văylan kĕrleme puçlarĕ.

Унтан шав пĕртак аяккарах кайрĕ, вăйсăрланчĕ, анчах çавăнтах ирхи пекех вăйлан кĕрлеме пуçларĕ.

İrhi çut hĕvel yăl çiçet, Ăna ševlipe sĕrtĕnet.

Ирхи çут хĕвел йăл çиçет, Ăна шевлипе сĕртĕнет.

İrhi apat çinĕ hıççăn Polli mănakkăšĕ kilyıšra jalanhi kĕlline vularĕ.

Ирхи апат çинĕ хыççăн Полли мăнаккăшĕ килйышра яланхи кĕллине вуларĕ.

Pillĕkmĕš sıpăk ÇIRTAKAN NĂRĂPA YITĂ ÇURİ Vună sehet çură tĕlĕnçe pĕçĕk çirkün çurăk çanĕ çapma tapratrĕ, çavăntah vara irhi propoved itleme halăh puçtarănma puçlarĕ.

Tom irhi apat çise škula pırsan, jultašĕsem purte ăna çătma çuk kĕvĕçrĕç, mĕnšĕn tesen çülti šălĕsem huššinçe pušă vırăn pulsa tănăran Tom yăltah çĕnĕlle maylă, tĕlĕnmelle layăh surma pultarçe.

Пиллĕкмĕш сыпăк ÇЫРТАКАН НĂРĂПА ЙЫТĂ ÇУРИ Вунă сехет çурă тĕлĕнче пĕчĕк чиркӳн çурăк чанĕ çапма тапратрĕ, çавăнтах вара ирхи проповедь итлеме халăх пуçтарăнма пуçларĕ.

Том ирхи апат çисе шкула пырсан, юлташĕсем пурте ăна чăтма çук кĕвĕçрĕç, мĕншĕн тесен çӳлти шăлĕсем хушшинче пушă вырăн пулса тăнăран Том йăлтах çĕнĕлле майлă, тĕлĕнмелле лайăх сурма пултарче.