Chuvasharrow-right-bold-outlineChuvash Learn Chuvash

Literature examples of 'аякран' in Chuvash language

Aleko yălt tĕlĕnse Ajakran păhsa tănă.

Алеко йăлт тĕлĕнсе Аякран пăхса тăнă.

Tıt ta tăvaturan upalense çup, ajakran sana nikam ta kuras çuk, kurăksem jençen jenne sirĕlninçen çeç esĕ ăçtine pĕlme pulat.

Тыт та тăватуран упаленсе чуп, аякран сана никам та курас çук, курăксем енчен енне сирĕлнинчен çеç эсĕ ăçтине пĕлме пулать.

Văl pajan — tăvan kil-yıš jalavĕ — Ajakran turtat, çĕnet pire.

Вăл паян — тăван кил-йыш ялавĕ — Аякран туртать, чĕнет пире.

Telefonpa çakăn pek çămăllăn savănăçlăn ta kalaçni, ajakran itlese tărsan, nimĕne te kirlĕ mar pušă kalaçu pek tuyănma pultarnă, ançah tĕrĕssipe kalasan văl pit te kirlĕ, tarăn šuhăšlă kalaçu pulnă.

Телефонпа çакăн пек çăмăллăн савăнăçлăн та калаçни, аякран итлесе тăрсан, нимĕне те кирлĕ мар пушă калаçу пек туйăнма пултарнă, анчах тĕрĕссипе каласан вăл пит те кирлĕ, тарăн шухăшлă калаçу пулнă.

Vĕsem šămăsempe sĕtel çine çav teri hıtă çapnă, çavănpa ta ajakran itleken blindažra pistoletsençen pereççĕ, tese šutlama ta pultarnă.

Вĕсем шăмăсемпе сĕтел çине çав тери хытă çапнă, çавăнпа та аякран итлекен блиндажра пистолетсенчен переççĕ, тесе шутлама та пултарнă.

Yıtă hăy tupnă japalana numayççen sănasa păhrĕ, unăn yĕritavra çavrănkalasa çürerĕ, šiklense ajakran šăršlakalarĕ, untan hăysa patnereh pıçĕ.

Йытă хăй тупнă япалана нумайччен сăнаса пăхрĕ, унăн йĕритавра çаврăнкаласа çӳрерĕ, шикленсе аякран шăршлакаларĕ, унтан хăйса патнерех пычĕ.

Ajakran păhsan, văl hĕrlĕ tĕslĕn tuyănat.

Аякран пăхсан, вăл хĕрлĕ тĕслĕн туйăнать.

Ajakran păhsan, unăn sarlaka palubi çinçe halăh kĕšĕltetnĕ pek tuyănat.

Аякран пăхсан, унăн сарлака палуби çинче халăх кĕшĕлтетнĕ пек туйăнать.

Açasem çav hupă çurta numayççen ajakran păhsa tăçĕç, çüreçinçe kĕçeh kăvak vut çuti kurănsa kayĕ tese hăysem huššinçe šăppăn kalaçrĕç, — çavăn pek tuhatsa lartnă vırănsençe çapla kalaçma tivet te ĕntĕ.

Ачасем çав хупă çурта нумайччен аякран пăхса тăчĕç, чӳречинче кĕçех кăвак вут çути курăнса кайĕ тесе хăйсем хушшинче шăппăн калаçрĕç, — çавăн пек тухатса лартнă вырăнсенче çапла калаçма тивет те ĕнтĕ.