Chuvasharrow-right-bold-outlineChuvash Learn Chuvash

Literature examples of 'аслăк' in Chuvash language

Vara mĕn pulnă tetĕn-ši esĕ: çav çĕreh atte, üsĕrsker, aslăk çinçe çıvărsa vırtnă çĕrten yăvansa annă ta alline huçsa părahnă.

Вара мĕн пулнă тетĕн-ши эсĕ: çав çĕрех атте, ӳсĕрскер, аслăк çинче çывăрса выртнă çĕртен йăванса аннă та аллине хуçса пăрахнă.

Pĕreni çül jennelle çămărlansa, çĕr tĕlĕnçe aslăk pek huplasa tărat, çavănpa kăvaytăn pĕr tĕlĕ, ıvăç tupanĕ sarlakăš pek, yĕpenmesĕr julnă.

Пĕрени çӳл еннелле чăмăрланса, çĕр тĕлĕнче аслăк пек хупласа тăрать, çавăнпа кăвайтăн пĕр тĕлĕ, ывăç тупанĕ сарлакăш пек, йĕпенмесĕр юлнă.

Vĕsem aslăk ayne kĕrse pıtanma ta ĕlkĕreymenççĕ, aslati avătsa çumăr çuma tapratrĕ.

— Ben Rodžers patĕnçe, aslăk çinçe.

Вĕсем аслăк айне кĕрсе пытанма та ĕлкĕрейменччĕ, аслати авăтса çумăр çума тапратрĕ.

— Бен Роджерс патĕнче, аслăк çинче.

Çav kaçhine asar-piser çillennĕ Kamil, minterpe utijal ilse, ută hurakan aslăk çine çıvărma tuhsa kayrĕ.

Çав каçхине асар-писер çилленнĕ Камиль, минтерпе утиял илсе, утă хуракан аслăк çине çывăрма тухса кайрĕ.