Chuvasharrow-right-bold-outlineChuvash Learn Chuvash

Literature examples of 'алшăлли' in Chuvash language

Ăna ta, ıttisem pekeh tirpeylĕn, simĕs plaš-palatka sarnă, puç vĕçĕnçe çavnaškalah pirten tună alšăllipe vitnĕ japalasen mihhi tănă; ançah alšălli çinçe viçkĕteslĕ ikĕ çıru tata numay tĕslĕ sărsempe piçetlenĕ «Krasnoarmeec» žurnalăn nomerĕ vırtnă, — vĕsene frontri poçtalon Kuzminskiy çuk çuh ilse pınă.

Ăна та, ыттисем пекех тирпейлĕн, симĕс плащ-палатка сарнă, пуç вĕçĕнче çавнашкалах пиртен тунă алшăллипе витнĕ япаласен миххи тăнă; анчах алшăлли çинче виçкĕтеслĕ икĕ çыру тата нумай тĕслĕ сăрсемпе пичетленĕ «Красноармеец» журналăн номерĕ выртнă, — вĕсене фронтри почтальон Кузьминский çук чух илсе пынă.

Priemnăy vitĕr šură halatlă, pilĕkne alšălli çıhnă tuhtăr irtse kayrĕ.

Приемнăй витĕр шурă халатлă, пилĕкне алшăлли çыхнă тухтăр иртсе кайрĕ.

Alšălli çine Vanăn çüçe payărkan-păyărkan tăkănma tıtănçĕ.

Alšălli çinçe kassa părahnă çüç kupi pısăklansa pınă may: açan puçĕ jumahri pek ulšănsa pıçĕ.

Алшăлли çине Ваньăн çӳçе пайăркан-пăйăркан тăкăнма тытăнчĕ.

Алшăлли çинче касса пăрахнă çӳç купи пысăкланса пынă май: ачан пуçĕ юмахри пек улшăнса пычĕ.

Văl, kuçne hupsa, tepĕr hut kuhnăna pırsa kĕçĕ te alšălli hıpašlama tapratrĕ: unăn piçĕ çinçen šıvpa supăn kăpăkĕ tumla-tumla anat; çakă vara Tom suymannine kătartrĕ.

Ançah çapah ta, Tom alšălli ayĕnçen šusa tuhsan, pit çunin rezultaçĕ ıtla layăhah pulmanni palărsa kayrĕ, mĕnšen tesen tasa vırănĕ, maska jevĕrlĕ, pitĕn pĕr payne çeç, çamkaran puçlasa janah taranhi payne çeç, yıšănsa tărat.

Вăл, куçне хупса, тепĕр хут кухньăна пырса кĕчĕ те алшăлли хыпашлама тапратрĕ: унăн пичĕ çинчен шывпа супăнь кăпăкĕ тумла-тумла анать; çакă вара Том суйманнине кăтартрĕ.

Анчах çапах та, Том алшăлли айĕнчен шуса тухсан, пит çунин результачĕ ытла лайăхах пулманни палăрса кайрĕ, мĕншен тесен таса вырăнĕ, маска евĕрлĕ, питĕн пĕр пайне çеç, çамкаран пуçласа янах таранхи пайне çеç, йышăнса тăрать.

— Epĕ ĕntĕ alšălli çinçen šuhăšlas ta çukçĕ, çăn-çănah kalatăp sana.

— Эпĕ ĕнтĕ алшăлли çинчен шухăшлас та çукчĕ, чăн-чăнах калатăп сана.

Untan, Sibgatulla abıyran pĕçĕkreh tasa alšălli ıytsa ilse, ăna šălsa tipĕtrĕ, un hıççăn çilline vazelin sĕrçĕ te massaž turĕ.

Унтан, Сибгатулла абыйран пĕчĕкрех таса алшăлли ыйтса илсе, ăна шăлса типĕтрĕ, ун хыççăн çиллине вазелин сĕрчĕ те массаж турĕ.