Chuvasharrow-right-bold-outlineChuvash Learn Chuvash

Literature examples of 'аллă' in Chuvash language

Epir unta vĕsene pĕr çĕr allă puç ıtla šakkasa hutămăr.

Эпир унта вĕсене пĕр çĕр аллă пуç ытла шаккаса хутăмăр.

Çaplă puhura epir çakna pĕltĕmĕr tata: pirĕn kambinat çultalăkri plana pĕtĕmpe te allă tăvată procent kăna tultarnă ikken.

Чаплă пухура эпир çакна пĕлтĕмĕр тата: пирĕн камбинат çулталăкри плана пĕтĕмпе те аллă тăватă процент кăна тултарнă иккен.

Viçĕ kun huššinçe ultçĕr allă puç măyrakallă šultra vılăh vilse vırtrĕ.

Sanăn mĕn văl — ultçĕr allă puç.

Çĕr allă gektar çine ir ĕlkĕreken kupăsta lartrăm.

Виçĕ кун хушшинче ултçĕр аллă пуç мăйракаллă шултра выльăх вилсе выртрĕ.

Санăн мĕн вăл — ултçĕр аллă пуç.

Çĕр аллă гектар çине ир ĕлкĕрекен купăста лартрăм.

Tom çakna ta astusa ilçĕ: çăl patne çitme çĕr allă utămran ıtla mar, çapah Džim nihçan ta pĕr-ik sehet irtmesĕr šıv yătsa tavrănni pulman, kunsăr puçne, jalan tenĕ pekeh, ăna kamăn ta pulsan kaysa çĕnme tivnĕ.

Том çакна та астуса илчĕ: çăл патне çитме çĕр аллă утăмран ытла мар, çапах Джим нихçан та пĕр-ик сехет иртмесĕр шыв йăтса таврăнни пулман, кунсăр пуçне, ялан тенĕ пекех, ăна камăн та пулсан кайса чĕнме тивнĕ.

Ănsărtran pĕr-pĕr irten-çürene tĕl pulas mar tese, văl pĕr allă jard ıtlašši išrĕ te çırana hăyne kirlĕ çĕrten anatallarah tuhrĕ.

Ăнсăртран пĕр-пĕр иртен-çӳрене тĕл пулас мар тесе, вăл пĕр аллă ярд ытлашши ишрĕ те çырана хăйне кирлĕ çĕртен анаталларах тухрĕ.

Tom nihçan ta pĕr tărukăn allă dollar ta kurman-ha; pujan mar çemesençe purănakan ıtti arçın açasem pek, văl ta çapla šuhăšlat: «Çĕrsem» tata «pinsem» çinçen kalaçnisem çeç, çănnipe ilsen, tĕnçere un pek pısăk ukçasem pulmaççĕ te».

Том нихçан та пĕр тăрукăн аллă доллар та курман-ха; пуян мар çемьесенче пурăнакан ытти арçын ачасем пек, вăл та çапла шухăшлать: «Çĕрсем» тата «пинсем» çинчен калаçнисем çеç, чăннипе илсен, тĕнчере ун пек пысăк укçасем пулмаççĕ те».

Arça pĕr allă kĕrenkkene jahăn turtat.

Арча пĕр аллă кĕренккене яхăн туртать.